Халăхсен пĕрлĕхĕ - чи пысăк пуянлăх!
Республикăра çакна çирĕплетекен уяв иртрĕ. Халăх пĕрлĕхĕн кунĕн хăйĕн тĕшши, пĕлтерĕшĕ пур. Енчен пĕтĕмĕшле тытăмра çав ăнлавăн пĕр пĕчĕк пайĕ çеç «чăхăмлама» тытăнсан... Ыттине куç умне кăларма та хăрушă. Кÿршĕ патшалăхрах, авă, тĕнче çаврăнать тейĕн: ĕмĕрĕпе килĕштерсе пурăннă пĕр наци çынни тепринпе паян хĕç-пăшал хăвачĕпе «калаçасшăн». Тĕрĕсрех, унăн вăйĕпе влаçа тытса илнисем ыттисене пăхăнтарса пуç пуласшăн.
Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ пуш çĕрте «çуралман». Тĕрлĕ йывăр тĕрĕслев витĕр тухнă Раççейре пурăнакан вун-вун халăх çынни пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса, пулăшса, тăнăçлăхра пурăннинчен хаклăраххи нимĕн те çуккине питĕ аван ăнланать. Чÿк уйăхĕн тăваттăмĕшĕнчи уяв та çакна курăмлă çирĕплетрĕ. Республикăри хуласемпе район центрĕсенче Пĕрлĕх кунне халалланă йышлă митингсем савăнăçлă лару-тăрура иртрĕç. Паллах, тĕп уяв Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре пулчĕ. К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умĕнче вырнаçтарнă сцена комплексĕ тĕлне шĕкĕр хуламăрта пурăнакансемпе унăн хăнисем питĕ нумайăн пухăнчĕç. 6х4 метр калăпăшлă экранра сцена çинче мĕн пулса иртнине аякранах сăнама пулать. Шупашкар хулин вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ чуна хăпартлантаракан юрă кĕввисемпе маршсем шăрантарать. Колоннăсем çийĕн Раççей, Чăваш Ен, Шупашкар ялавĕсем вĕлкĕшеççĕ. Транспорантсем тăнăç пурнăçа упрама чĕнеççĕ. Пĕрлĕхре вăй пулнине аса илтереççĕ. Чылайăшĕ кунта çемйисемпе килнĕ, ачасен аллинче - патшалăхпа республика элемĕсем, тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсем...
Сцена çине хăйсен хастар ĕçĕпе, çарти паттăрлăхĕпе, ÿнерти ăсталăхĕпе сум-ят çĕнсе илнĕ çынсем хăпараççĕ. Вĕсен йышĕнче - Афганистан вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсен Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн Чăваш Республикин уйрăмĕн ертÿçи, Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ Геннадий Матвеев, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Валентина Теллина, Чăваш халăх поэчĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн» директорĕ - тĕп редакторĕ Валерий Туркай /сăмах май, виççĕшĕ те - Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн шаннă çыннисем/, тата ыттисем - спортсменсем, халăх артисчĕсем, çамрăксен юхăмĕн ертÿçисем, сиплевçĕсем, ăсчахсем... Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, яваплă ытти çын çак самантра халăхпа пĕрле пулчĕ, ăна уявпа саламларĕ. Сăмах илнисем пухăннисене чăвашла та, вырăсла та Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламларĕç.
- Асăннă уяв тăватă ĕмĕр каялла, Дмитрий Пожарский кнеçпе Кузьма Минин ополченец çарĕсем Польша интервенчĕсене Тăван çĕршыв çĕрĕ çинчен хăваласа кăларса янипе çыхăннă, вăл наци астăвăмĕн страницисенче уйрăм йĕркесемпе çырăнса юлнă, - терĕ Афганистан тÿпинче вĕçнĕ паттăр вертолетчик, отставкăри майор Геннадий Матвеев. - Пирĕн халăх 400 çул каялла, Пăтрав тапхăрĕнче Тăван çĕршывăмăрăн никама пăхăнманлăхне упраса хăварчĕ, унăн патшалăх никĕсне çирĕплетрĕ...
- Паттăрсен тапхăрĕнчи йăхташăмăрсен пĕрлĕхĕ, халăхăмăрăн нумай ĕмĕр хушшинчи историйĕ граждансен пĕр шухăшлăхне, пĕрлĕхне, хамăр йăла-йĕркене, ăс-хакăла упраса пурăнсан кăна умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме пултарнине кăтартса пачĕ, - палăртрĕ хăйĕн шухăшне Валентина Теллина. - Пирĕн патшалăх, Раççей халăхĕ яланах çирĕп пĕрлĕхпе, пысăк тĕллевсемпе пĕтĕçсе, хăйĕн йăли-йĕркине манăçа кăларманнипе, ăна асра тытса пынипе, юратнă çĕршывăмăрăн никама пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхшĕн хăйĕн пурнăçне те шеллеменнипе палăрса тăнă...
- Мĕн вăл халăхсен туслăхĕ? Вăл - чи пысăк пуянлăх, - терĕ Чăваш халăх поэчĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Валерий Туркай. Валерий Владимирович тăван халăхăмăрăн сумлă тепĕр поэчĕн Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввине пысăк хавхаланупа вулани уяв йĕркипе пĕр килнĕн янăрарĕ.
Аякри Крым çурутравĕнчен килнĕ хăнасен ячĕпе Севастополь хулинчи чăвашсен наци-культура обществин ертÿçи Владимир Мочалов Чăваш Енри йăхташăмăрсене Пĕрлĕх кунĕпе ăшшăн саламларĕ: «Çур çул каялла кăна эпĕ çак сцена çинче тăтăм, хаклă ентешĕмĕрсем, Крымра тата Севастопольте пурăнакан чăвашсен ячĕпе сире пире Раççей Федерацийĕн йышне кĕме пулăшма ыйтнăччĕ. Эсир пире ăнлантăр, пысăк пулăшу кÿтĕр. Пире сирĕнпе юнашар пулма, пĕрле Пĕрлĕх кунне палăртма питĕ кăмăллă. Крым - халĕ Чăваш Ресублики евĕрех, эпир - пĕр статуслă республикăсем. Крым тата Севастополь - Раççей йышĕнче. Республикăна Халăхсен пĕрлĕх кунĕпе хĕрÿллĕ салам калатпăр».
2014 çул пирĕншĕн ăнăçлă килчĕ. Экономика аталанăвĕнче, промышленноç ÿсĕмĕнче, строительствăра, пултарулăхра, спортра çитĕнÿ пур. Вĕсем пĕчĕк мар. Умра - çĕнĕ тĕллевсем. Çитес çул та историшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пысăк çухатупа, халăхсен пĕрлĕхĕпе çĕнсе илнĕ Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ. Рейхстаг çине Çĕнтерÿ ялавне çĕкленĕ кун мĕн чухлĕ аяккрах кайса пырать - çавăн чухлĕ унăн пĕлтерĕшĕ ÿсет. Вăл Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ евĕрех, ĕмĕрхи - уяв.
Раççей Гимнĕ янăранă май волонтерсем патшалăхăн пысăк элемне - Ялавне - лапама илсе тухрĕç, тÿпене унпа пĕр тĕслĕ, ăна сăнлакан хăмпăсем вĕçсе хăпараççĕ.
Уява сцена ăстисем малалла тăсаççĕ. Республикăри пултарулăх коллективĕсене Мускавран ятарласа хăнана килсе çитнĕ «Здравствуй, песня!» ансамбль улăштарчĕ.
Юрий СТЕПАНОВ
Комментировать