Преми укçи - ача сачĕ валли

6 Ноя, 2014

Октябрĕн 30-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин ларăвĕ иртнĕ. Унта бюджетсен хушшинчи трансфертсен мелĕпе 3 млрд та 430 млн та 149 пин тенкĕлĕх грантсене ĕç тăвакан влаçăн вырăнсенчи органĕсен 2013 çулхи ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне хакланине тĕпе хурса Раççейĕн 20 субъекчĕ хушшинче валеçнĕ.

Рейтинга хатĕрленнĕ чухне çак кăтартусене тĕпе хунă: çынсен пурнăçĕн тăршшĕ тата тупăшĕ, ĕçсĕрлĕхе чакарни, вĕрентÿ пахалăхĕ, ачасем тăлăха юласран сыхланмалли профилактика, хута янă пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕ. Çавăн пекех уйрăм çынсем хывнă инвестицисен калăпăшне, регионсен бюджечĕсене кĕнĕ налуксен тата ытти тÿлев виçине, пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕн шайне, социаллă ыйтăмсем йĕркелесе регионсенче пурăнакансен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнин кăтартăвĕсене шута илнĕ.

РФ Правительстви хакланă тăрăх - Чăваш Республики пĕтĕмĕшле рейтингра 14-мĕш вырăн йышăннă, куншăн 165 млн та 59 пин тенкĕ грант илĕ.

Ноябрĕн 1-мĕшĕнче вырăнти хăй тытăмлăх ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕ тухăçлă ĕçшĕн илнĕ федераци укçине Шупашкарти микрорайонсенчен пĕринче ача сачĕ тума ярассине пĕлтернĕ. Хула администрацине Шупашкар çыннисене питĕ кирлĕ социаллă çак объект строительстви валли вырăн суйласа илме сĕннĕ.

Федераци субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕç-хĕлĕн чи лайăх кăтартăвĕсемшĕн хавхалантармалли бюджет ассигнованийĕсене уйăрассине «Федерацин 2014 çулхи, планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи бюджечĕ çинчен» саккунпа çирĕплетнĕ, укçана патшалăхăн «Регион политики тата федераци хутшăнăвĕсем» программăпа килĕшÿллĕн уйăраççĕ.

Н.АНДРЕЕВ.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.