Хÿтлĕхсĕррисене пулăшмашкăн та ăсталăх кирлĕ
Професси ăсталăхне палăртакан тĕрлĕ конкурс республикăра чылай иртет. Вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсем "Çулталăк вĕрентекенĕ", "Çулталăк воспитателĕ", "Чи лайăх класс ертÿçи", "Чи лайăх соцпедагог" ятсене илессишĕн йĕркелекен ăмăртусене хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Çак конкурссен списокĕ кăçал тепĕр тĕрлипе - "Эпир юнашар! Эпир пĕрле!" ятлипе - пуянланчĕ.
Ăна тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче тата интернатсенче тăрăшакан педагогсен професси пултарулăхĕпе паллашас тĕллевпе ирттереççĕ. Çакнашкал вĕрентекенсемпе воспитательсен ĕç-хĕлне муниципалитетсен опекăпа попечительство органĕсенче тăрăшакан специалистсеннипе çыхăнтараканни - ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр çитĕнекенсене хÿтлĕхе илесси. Çавна май республика ертÿлĕхĕ асăннă органсенче ĕçлекен чи лайăх специалистсене те ятарлă конкурс ирттерсе палăртма тĕв тунă. Уйрăлми тытăмсенче ĕçлекен ăстасене юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче пĕрле пухса чысларĕç.
- Ăмăртусем йĕркелени çынна çитĕнÿ тума хавхалантарать. Шел, хăшĕ-пĕри ĕçтешĕсем урлăрах пăхасран именсе конкурса хутшăнма хăюлăх çитереймест. Тăлăхсемпе ĕçлекен йыш пĕчĕкех мар, анчах педагогсемпе опека органĕсен специалисчĕсене пĕрле шутласан 39 çын кăна конкурссене хутшăннă. Килес çул вĕсем икĕ хут ытларах пуласса шанатăп, - терĕ çĕнтерÿçĕсен ячĕсене асăниччен ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова.
Тупăшăва хутшăннисен ушкăнĕ пысăках мар, анчах кунашкал конкурс пуçласа иртнине шута илсен... Вĕсенчен кашниех хăйне евĕр çĕнтерÿçĕ тесен те йăнăш мар-çке. Шăпах çак шухăша палăртрĕ те конкурссен пĕтĕмлетĕвне халалланă "çавра сĕтелре" Вячеслав Рафинов, Чăваш Республикин Ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ. Сăмах май, конкурсăн тĕрлĕ тапхăрĕ витĕр тухнă чухне педагог-воспитательсен тата муниципалитет служащийĕсен нормăпа право акчĕсен ыйтăвĕсенчи пĕлĕвне те çирĕплетсе памашкăн тивнĕ. Унсăрăн хÿтлĕхсĕр ачана патшалăх енчен хÿтĕлеме епле пултарччăр-ха вĕсем?
Професси ăсталăхне тĕрлĕ енчен тĕпченĕ хыççăн комисси "Эпир юнашар! Эпир пĕрле!" конкурсăн çĕнтерÿçи ятне Пăрачкаври ача çуртĕнче 32 çул чунне парса ĕçлекен воспитателе Наталья Гороховăна памашкăн йышăннă. Наталья Александровнăшăн тăлăхсен ыйтăвĕсем ют пулманнинчен тĕлĕнмелли çук: вăл хăй те асăннă Ача çурчĕн воспитанникĕ. "8 çул вĕреннĕ эпĕ унта. Воспитательсемпе педагогсем пирки асра лайăххи кăна юлнă. Чăннипех чĕререн парăнса ĕçлетчĕç вĕсем пирĕнпе, çавăнпах ятарлă пĕлÿ илсен çак учреждениех ĕçлеме вырнаçрăм та," - чунне уçрĕ çĕнтерÿçĕ çак йĕркесен авторĕпе конкурс пĕтĕмлетĕвĕ хыççăн.
"Опекăпа попечительство органĕн чи лайăх специалисчĕ" конкурсра Шупашкарти Калинин район администрацийĕн ачалăха сыхлакан пайĕн пуçлăхĕ Ольга Белова мала тухрĕ. "Чи лайăх наставник" номинаци çĕнтерÿçи Элĕк районĕн ĕçченĕ Ирина Ильина пулчĕ, "Чи лайăх çамрăк специалист" - Елчĕк тăрăхĕнче тăрăшакан Ирина Алексеева.
Дипломсем, чечек çыххисем, парнесем, юрă-ташă саламĕ... Малашне вара çакнашкал конкурссен çĕнтерÿçисене те укçан хавхалантарма шантарчĕç.
Ирина ПУШКИНА
Комментировать