Пугачев туприсем

27 Окт, 2014

1773 çулхи çу уйăхĕ. Хусан тĕрмине хупса хунă Емельян Пугачев ирĕке тухса тарма мехел çитерет. Турккă вăрçинче хорунжий (пехотăри подпоручикпе, утлă çарти корнетпа танлашать) званине илнĕ, Балти тăрăхĕнче, Çĕпĕрте тĕнче каснă хастар казак Яик (Урал) юхан шывĕ çине вĕçтерет. Унти халăха хăйне III Петĕр патша - Петр Федорович император - тесе пĕлтерет. Каварлă Екатерина арăмĕ вĕскĕртсе янă пуç касансенчен асамлă майпа çăлăнса юлма пултарнă «III Петĕр патша» авăнăн 17-мĕшĕнче саккунлă влаçа каялла тавăрма пăлхав çĕклени çинчен манифест кăларать.

Православин кивĕ йăли-йĕркипе пурăнакан казаксем хапăл тусах йышăнаççĕ Пугачев чĕнĕвне. Вĕсем тавра Яик-Атăл хутлăхĕнчи «ют юн» халăхсем те йышлăн чăмăртанаççĕ. Татищев хула-карман патĕнчи ăнăçсăрлăх хыççăн пăлхавçăсем Атăл çине каяççĕ, Хусана илеççĕ.

Халăх асĕнче Пугачев-Пăкача, Разин пекех, ăрăмçă евĕр сăнарланса юлнă. Юм-сумĕ унăн, Çтаппанпа танлаштарсан, çапах та хавшакрах. Ĕмĕр маларах пăлхав çĕкленĕ Разин пекех, хавхасенче Емельян Иванович шутсăр нумай мул-тупра пытарса хăварнă. Енчен те Степан Тимофеевичăн пĕр пус укçине те никам та тупайман пулсан, Емельян Иванович тупри мĕлкеллĕ çеç мар, чăн нухратлă та. «Император» мулне XIX ĕмĕрте - 1840-мĕш çулсенче тупнă çынсен ячĕсене те калаççĕ. Оренбурга кайма тухнă пĕртăван Александрпа Степан Гусевсем çĕр каçма Синегорка ялне чарăннă. Киле янă пÿрте кĕрсен кăмака çинче суккăр карчăк выртнине курнă вĕсем. Пĕртăвансем калаçăвĕнчен çак карчăк çул çÿрекенсем мосолсем - Мосолов заводĕнче ĕçленĕ çынсен тăхăмĕсем - пулнине ăнкарать.

- Эсир Кананикольскийĕнчен-и? - ыйтать вăл.

- Çук, эпир Гусевский хуторĕнчен, - хуравлаççĕ лешсем.

- Кĕçĕн Ик çырми хĕрринче-и? Ямашлы çырми вăрри патĕнче.

- Тĕрĕс! Ăçтан пĕлетĕн? - ыйтаççĕ пĕртăвансем.

- Эпĕ çамрăк чух Пугачевпа çÿренĕ, унăн патĕнче апат пĕçерекенни пулнă. Иргизлу çулĕ çинче пире Сакмар казакĕсем хăваларĕç. Ямашлы вăрри патĕнче, çырма сулахай çыранне Пугачев ылтăн пытарса хăварма хушрĕ, - ăнлантарнă карчăк. Çапăçу хыççăн чакнă чух Гусевский хуторĕ патĕнче мул пытарса хăварнине курнă иккен вăл.

Пĕртăвансем карчăк сăмахне ĕненнĕ. Пугачев мулĕ пирки малтан та сăмах-юмах илтнĕ вĕсем, халĕ вара куртамăш (свидетель) та тупăннă, пуянлăха ăçта пытарнине те пĕлтернĕ вăл. Аслă тетĕшĕ - Александр - çĕрлене пăхмасăр каялла çула тухать. Чăнах та пытарнă ылтăна тупать вăл, анчах никама та каламасть. Александрăн кĕçĕн тетĕшĕпе ашшĕ те мул шырама пуçлаççĕ - нимĕн те тупаймаççĕ. Асли вара укçипе пĕлсе усă курать, пус çумне пус хушсах пынă тет.

Çак хавхара хальхи Пушкăртстанри Зилаир, Кугарчин, Баймак районĕсенчи ялсене асăннă. Шурă Атăл хĕрринчи Иргизли ялĕ патĕнче Пугачев сăрчĕ пур. Емельян Иванович çарĕнчен тарнă чухне пăхăр шăратакан Вознесенск завочĕн управляющийĕ çав ту çине мул чавса чикнĕ тет. Пугачевăн хастар полковникĕ Салават Юлаев та Карабашшарта (халĕ Тутарстан Республикинчи Карабаш) виçĕ лав кĕмĕл укçа чавса пытарни пирки калаççĕ. Пушкăртстанра Пугачев мул-тупри пирки халап нумай çÿрет - пурне те асăнса тухаймăн.

Оренбург патĕнче те вăрттăн вырăн тупни пирки калаççĕ. Тискер шырлан текен вырăнта Рассыпная ятлă авалхи карман çумĕнче тет вăл. Куртамăшсем ĕнентернĕ тăрăх - мул шырама килнисен ятарлă хут пулнă тет, çавăнта ылтăн ăçтине тĕп-тĕрĕс кăтартнă имĕш. Çак тăрăхра тата тепĕр вырăн та пур тет - унта питĕ нумай ылтăн иккен. Анчах тĕлне тĕрĕс пĕлменрен хальлĕхе никам та тупайман ăна.

Урала юхса кĕрекен Ящурка çырми вăррине те пытарнă тет мул. Вăхăт иртнĕ май юхан шыв типсе ларнă, çыранĕсем улшăннă - ориентирсем çук. Оренбург тăрăхĕнчи Татищев крепоçĕнчен инçех мар Банна кÿллине те пăлхавçăсем кĕмĕл тата пăхăр укçа тултарнă темиçе пичĕке пăрахнă имĕш. Кайран ÿркенмен çынсем темиçе пичĕкине тупнă та тет.

XX ĕмĕрти 70-мĕш çулсенче Анатолий Малахов ăсчах тата çыравçă-фантаст малахит шкатулка туяннă. Пĕррехинче вăл вăйлă пысăклатакан лупăпа çак шкатулкăна пăхнă чух тĕлĕнмелле ÿкерчĕк асăрханă: шыв хĕрринче сăртсем, авалхи çи-пуç тăхăннă çынсем. «Тавату» тата «кладъ» тесе çырни те пур.

Екатеринбург çывăхĕнчи Таватуй кÿлли патĕнче юхса иртекен Чусовой çырми çыранĕнче пытарнă ылтăн картти ку тесе ăнлантарнă Анатолий Малахов шкатулка ÿкерчĕкĕн вăрттăнлăхне. Анатолий Алексеевич Чусовой хĕрринче мул пуррине кăтартакан паллă та тупнă тет, биолокаци рамкки çакăнта металл нумаййине палăртнă. Пугачев тупри çинчен Анатолий Алексеевич «Наука тата пурнăç» журналта статья та пичетленĕ. Çакăн хыççăн вара тĕпчевçĕ сасартăк вилет. Сарăмсăр вилĕм хыççăн Пугачев мулĕ Чусовой хĕрринчи хăш сăрт айĕнче упраннине çырнине те тупаймаççĕ, малахит шкатулка та çухалать.

Вятка юхан шывĕ (Нухрат Атăл) те III Петĕр патша туп­рине пытарса усрать - Киров облаçĕнчи Фален районĕн­­­че упранать тупра. Вятка кĕпĕрнинчи (халĕ Киров облаçĕ) пĕр хресчен XIX ĕмĕр вĕçĕнче пуянлăх пытарни çинчен калакан чул тупнă. 1774 çулта 56 пин тенкĕлĕх ылтăн укçа, 44 пин тенкĕлĕх кĕмĕл чавса пытарнă тесе çырнă унта. Çак чула шăп та лăп ăçта тупни паллă мартан пытарнă пуянлăха шырама ориентирсем илме май çук.

Волгоград облаçĕнчи Лесной Карамыш ялĕ патĕнче пытарнă мул пур иккен. Çак облаçри Пугачевская станица таврашĕнчи пĕр сăрт айĕнче вара III Петĕр патшан ылтăн кăшăлĕ - Петр Федорович императорăн корони выртать тет.

Емельян Ивановичăн Атăлçири паллă мулĕсенчен пĕри - Саранск патĕнче пытарнă пуянлăх. Ăна мĕнле тупмаллине çырса кăтартни те пур, анчах çав вырăна ялан сухаланăран мĕнле шырамалли паллисем çухалнă.

III Петĕр император пытарнă мул-тупран чи паллă вырăнĕсен шутне Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕ те кĕрет. Емельян Ивановичăн пысăк мул-тупри Чăваш Енре упранать тени - пустуй сăмах тесе калаймăн. 1774 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Пугачев отрячĕсем Хусана штурмлаççĕ, хула кремльне илеймеççĕ. Каçпа пăлхавçăсене Арск хирĕнчен И.Михельсон подполковник корпусĕ хирсе кăларать. Утăн 15-мĕшĕнче Хусаншăн татăклă çапăçу пулса иртет - Иван Михельсон Пугачев çарне аркатса тăкать. Емельян Иванович 300 юлан утçăпа Кокшайск патне тарать. Унтан Атăлăн сылтăм енне каçать.

Кайран, Мускавра асаплантарнă чухне, Пугачев Хусан патĕнчен 10 миллион тенкĕне яхăн вуннăлăх ылтăн укçа илсе кайнине пĕлтернĕ. Атăл урлă каçсан Аслă Сĕнтĕр (Сĕнтĕрвăрри, Мариинский Посад) патĕнче пытарнă пулать вăл çав мула. Допросра Пугачев тĕрĕсне каланă теççĕ, çавăнпа 10 миллиона яхăн ылтăн укçа Сĕнтĕрвăрри таврашĕнче халĕ те упранни пирки хура чавансем те, историксемпе археологсем те пулма пултарать тесе йышăнаççĕ. Атăл хĕрринчи Государь тăвĕ таврашне тата Спиртзавод патĕнчи Хура Çырмана чăн малтан тĕрĕслемелле теççĕ.

Емельян Ивановичăн пурнăçĕн вĕçĕ синкерлĕ. Авăнăн 5-мĕшĕнче Царицынран 100 çухрăмри Хура çыр çывăхĕнчи Соленик эшкерĕ патĕнче пăлхавçăсен çарне тĕппипех аркатса тăкнă. Сутăнчăк казак полковникĕсем Пугачева 100 пин тенкĕлле тытса панă, аслă пăлхавçăна Мускава тăвăр тимĕр читлĕхре илсе пынă, 1775 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче (хальхи стильпе 21-мĕшĕнче) Пугачевăн тата унăн çывăх пулăшаканĕн Афанасий Перфильевăн пуçĕсене, ал-урине Шурлăх лапамĕнче касса пÿкленĕ. Тепĕр виçĕ пăлхавçăна - М.Шигаева, Т.Подурова тата В.Торнова Мускавра халăх умĕнче çакса вĕлернĕ. И.Зарубинăн (Чика-Зарубин) пуçне вара Йĕпхÿре каснă. Афанасий Перфильев хыççăн - официаллă документсем кăтартнине ĕненсен - Раççейре ал-ура-пуç касса никама та тек пÿклемен.

Пугачев пăлхавĕпе çыхăннă интереслĕ фактсем:

- Пугачев çарĕ пĕр кун хушшинче Хусана çаратса çунтарса янă хыççăн II Кĕтерне патша-майра хăйне Хусан помещици тесе пĕлтернĕ: пăлхавçăсенчен шар тÿснĕ Хусан кĕпĕрни дворянĕсене çапла майпа - сăмахпа та пулин хавхалантарас тенĕ*

- пăлхав пуçлансан правительство Емельян Ивановичăн тăван килне çунтарса яма, вăл çуралнă Зимовейская станицăна Потемкинск ят парса урăх вырăна куçарма хушнă. Зимовейская станицăра Пугачевран маларах тепĕр паллă пăлхавçă Степан Разин 1630 çулта çуралнă (халĕ - Волгоград облаçĕнчи Котельников районĕнчи Пугачевская станица)*

- Пугачев пăлхавне пула Яик юхан шывĕ те шар курнă: 1775 çулта ăна Урал ят панă. Емельян Ивановича пулăшнă Яик казакĕсен çарне Терек çине куçарнă. 1775 çулта Запорожская Сечь та пĕтсе ларнă - кăмăлсăр казаксем влаçа хирĕç çĕкленме пултарасса шута илсе ăна та пăрахăçланă.

- хăйне III Петĕр патша тесе чăн малтан Федот Богомолов (Казин) казак йышăннă. 1772 çулта Моздокра казаксем Казина Петр Федорович император тесе каланă. Кайран ăна Царицын тĕрмине хупнă, çавăнпа Федот Богомолов «Царицынри Петр» ятпа паллă. Судра йышăннă тăрăх, хăйне III Петĕр патша тесе вăл ÿсĕрле каланă, малашне çак ятпа усă курас темен. Федот Богомолова халăх умĕнче чăпăрккапа хĕненĕ, сăмсине çурса çĕмĕрнĕ, вара пичĕ çине хĕртнĕ кĕлем лартнă.

- Паллă çар пуçĕ Александр Суворов Пугачева Яицк хулинче ыйтса тĕпченĕ. Емельян Ивановича Чĕмпĕре илсе кайма хурал ушкăнне йĕркелекенĕ, икĕ тупăпа хĕç-пăшалланнă хурала ертсе пыраканĕ те хăех - Суворов генерал-поручик пулнă. Самартан 40 çухрăмри Мосты ялĕнче çĕр каçнă чух пушар сиксе тухнă. Çавăн чухне Пугачева читлĕхрен кăларнă та ывăлĕпе пĕрле урапаран çыхса хунă. Вĕсене çавăн чухне çĕрĕпе куç хупмасăр Суворов хăй хуралланă.

- Пугачевăн пĕрремĕш арăмне Софья Дмитриевнăна тата Трофим, Аграфена, Христина ачисене, иккĕмĕш арăмне Устинья Петровнăна Кексгольск крепоçĕнче тытса усрамалла тунă.

Ускатум КУНЦУЙ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.