Хыпар 21 (28436) № 31.03.2026
Диспансеризаци халăх сывлăхне упрать
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура республикăра пурăнакансен сывлăхĕн теми тĕп вырăнта пулчĕ.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова 2025 çулта тата 2026 çулăн малтанхи икĕ уйăхĕнче профилактика тĕллевĕпе медицина тĕрĕслевĕсем тата диспансеризаци ирттернине пĕтĕмлетрĕ. Пĕлтĕр республикăра 586,5 пин çын диспансеризаци тухнă. Пысăк кăтарту пулин те, пытармарĕ Лариса Владимировна, вăл планпа пăхнине кăшт кăна çитеймен — 99,9% шайĕнче. Çак йышăн 37,7% тĕплĕнрех тĕрĕсленме хушма тĕпчеве янă. Иртнĕ çул 199,6 пин çыннăн репродуктивлă сывлăхне тĕрĕсленĕ. Ку кăтарту вара умĕнхи çулталăкринчен 2,5 хут пысăкрах. Çакна министр демографи лару-тăрăвне лайăхлатма тăрăшнипе сăлтавларĕ. Çапах кунта та, вăл палăртнă тăрăх, пăшăрхантараканни çук мар. Арçынсен репродуктивлă сывлăхне тĕрĕслесси чăрмавлă-мĕн — этемлĕхĕн вăйлă çурри больницăсене килĕштерсех каймасть. Çавна май вĕсен, тĕрĕслемелли йышăн, 84% кăна тĕпчевре пулнă. Хĕрарăмсем ку енĕпе яваплăрах — вĕсен асăннă кăтартăвĕ 103,1% танлашнă. Диспансеризаци кăçал пĕлтĕрхинчен те лайăхрах пулса пыни çинчен Лариса Тарасова кăмăллăн пĕлтерчĕ — икĕ уйăхри цифрăсем иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 3,5% пысăкрах. Çав вăхăтрах вăл Пăрачкав, Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле округĕсенче ĕçе хастарлатмалли çинчен асăрхаттарчĕ — муниципалитетсен пуçлăхĕсене граждансене витĕм кӳмешкĕн пулăшма чĕнсе каларĕ. 18-49 çулсенчи арçынсене — пушшех. Юлашки вăхăтра çынсен сывлăхне вĕсем ĕçлекен тата вĕренекен вырăнсенче тĕрĕслес туртăм вăй илсе пырать. Пĕлтĕр çак майпа 42,4 пине яхăн çын усă курнă. Шурă халатлисен бригадисем çак тĕллевпе 1 пин ытла хут çула тухнă, 800 ытла предприятире пулнă. Çав вăхăтрах министр ку енĕпе Йĕпреç, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри округĕсем юларах пыни çинчен каларĕ, тăхăр округра вара çак ĕçе пуçăнман та. Диспансеризаци уссине цифрăсем çирĕплетеççĕ. Пĕлтĕр 44 пине яхăн çыннăн шала кайнă чирсем пулнине тупса палăртнă. Çак йышăн 53% яхăн пайĕ — ĕçлемелли çулсенчи çынсем. Тĕрлĕ амак «рейтингĕнче» малта — чĕрепе юн тымарĕсен, вар-хырăм чирĕсем, сахăр диабечĕ. «Чир тупса палăртнă çынсенчен нумайăшĕ пуç ыратнине артери пусăмĕпе çыхăнтарман, вĕсен килте тонометр та пулман», — терĕ Лариса Владимировна. Çынсемшĕн меллĕрех пултăр тесе диспансеризацие кану кунĕсенче те ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Кăçалхи нарăсранпа Шупашкарти Трактор тăвакансен проспектĕнчи поликлиника çынсене эрнере çичĕ кун йышăнмалли йĕркепе ĕçлет, ака уйăхĕнчен пуçласа Гагарин урамĕ, 53 адреспа вырнаçнă поликлиника та çапла ĕçлеме тытăнать. Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнчен вара Бичурин урамĕнчи поликлиникăра та кану кунĕсем пулмĕç темелле. Министр пысăк предприятисемпе тачă çыхăну тытса ĕçлемелли çинчен каларĕ. 2030 çул тĕлне 250 çынран ытларах ĕçлекен предприятисенче ятарлă программăсем çирĕплетмелле, хăйсен ĕçченĕсен сывлăхне упрамалли инфратытăма укçа хывмалла. Олег Николаев республикăри кашни фельдшер-акушер пунктĕнче диспансеризацин пĕрремĕш сыпăкĕнчи майсем пулмалли пирки сăмах пуçарчĕ. Министр çак тĕллев пурнăçланнине çирĕплетрĕ. Фельдшерсем хăйсен территорийĕсенчи çынсене лайăх пĕлеççĕ, кам диспансеризацире пулманни те вĕсемшĕн вăрттăнлăх мар. Çавна май ФАПсен усси пысăк. Олег Алексеевич вара округсен пуçлăхĕсен социаллă ыйтусемшĕн яваплă çумĕсемпе семинар-канашлу йĕркелеме сĕнчĕ — диспансеризаци ĕçне малалла аталантарас енĕпе вĕсен витĕмĕ те курăмлă пулмалла. «Паян çакăн валли майсем пур — вĕсене йĕркелерĕмĕр. Укçа та çителĕклĕ уйăратпăр — çынсем хăйсене упрамалли майсемпе усă курччăр, сывлăха тĕрĕслеттерсех тăрасси вĕсемшĕн çирĕп хăнăхăва çаврăнтăр», — терĕ вăл. Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров ака уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче педагогсем, вĕренӳ учрежденийĕсен ертӳçисем валли çуркуннехи вĕрентӳ сессийĕ иртесси çинчен пĕлтерчĕ. Тĕрĕссипе, ку çĕнĕлĕх мар — ачасен çуркуннехи каникулĕ вăхăтĕнче çуллен йĕркелекен мероприяти. Кăçал вăл тĕп хулари тăватă лапамра иртĕ: Вĕрентӳ институтĕнче, педколледжра, 5-мĕш гимназире тата 64-мĕш шкулта. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 1,5 пин ытла педагог пухăнмалла. Сӳтсе явмалли темăсем анлă — ачасен шкулти апатланăвĕпе çыхăннă чи лайăх практикăсене тишкерсе ĕçе кĕртессинчен тытăнса вĕренекенсен киберхăрушсăрлăхне тивĕçтересси таран. <...>
Николай НИКОДИМОВ.
♦ ♦ ♦
Транспорт хуласене кăна мар: çынсене те çывăхлатать
Экономикăн аслă канашĕн эрнекун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ анлă ларăвĕн кун йĕркинче патшалăхăн тата виçĕ программи пулчĕ. IT-технологисен, транспорт тата физкультурăпа спорт аталанăвĕн программисене мĕнле пурнăçланипе çак отрасльсемшĕн яваплă министрсем паллаштарчĕç.
Цифра пулăшу кӳрет
Патшалăхăн «Чăваш Енĕн цифра обществи» программипе килĕшӳллĕн 2025 çулта тунă ĕçсем çинчен каланă май цифра министрĕ Михаил Степанов республика «цифра пиçĕлĕхĕ» енĕпе РФ суб±екчĕсен хушшинче 21-мĕш вырăн йышăнни çинчен пĕлтерчĕ. Атăлçи округĕнче — 5-мĕшĕнче. Чăваш Енре социаллă пĕлтерĕшлĕ массăллă пулăшу ĕçĕсене пурне те электрон мел çине куçарнă. Патшалăхăн пĕрлехи порталĕнче регионăн çĕнĕ ултă пулăшу ĕçĕпе тивĕçтерессине тӳрре кăларнă. Çав шутра — газ кĕртме субсиди илесси, ял ипотекипе çыхăннă процентсене саплаштарасси, медиксене аттестацилесси. Михаил Владимирович хăй ертсе пыракан министерство регионăн тăватă теçетке информаци тытăмĕн аталанăвне тивĕçтернине çирĕплетрĕ. «Хăрушлăхсăр хула» АПК мĕне тăрать! Видеокамерăсем паян мĕн пур автоçула, шкулсене, картишсемпе çуртсен под±езчĕсене, парксемпе ытти общество вырăнне кураççĕ. IT ăнăçăвĕсемпе Олег Николаев та кăмăллă. Отраслĕн хастар представителĕсен пуçарăвĕсем çинчен каланă май вăл республикăра технопарк йĕркелессине палăртрĕ — унта искусствăлла ăсхакăл аталанăвне симĕс çутă параççĕ. Колледж ĕçлет, унтах вара аслă шкул та пулмалла. Умри ĕç пысăк. Вăл Шупашкар агломерацийĕн мастерпланне пурнăçлассипе килĕшӳллĕн уйрăм экономика условийĕсене шута илекен зона йĕркелессине тĕпе хурать. «Питĕ лайăх идея, эпир ăна тĕп çул-йĕрсен шутне хурса тӳрре кăларăпăр», — терĕ Олег Алексеевич. Миллиардсем — такăр çулсем валли Транспорт тытăмĕн аталанăвĕпе паллаштарма трибуна умне транспорт министрĕ Максим Петров тухрĕ. Пĕлтĕр патшалăх программине тивĕçтерме 9,3 миллиард тенкĕ уйăрнă. Шупашкар агломерацийĕнчи çулсен норматива тивĕçтерекен тӳпине 85% çитернĕ. Регион пĕлтерĕшлисен, вырăнти çулсен çак кăтартăвĕ, чăн та, чылай пĕчĕкрех-ха. Çапах юсанă-тунă çулсен тăршшĕ хушăнсах пынине палăртни вырăнлă. Пĕлтĕрхи кăтарту — 570 километр. Кăçал укçа виçи те ӳсет — Çул-йĕр фончĕ 12 миллиард тенкĕпе танлашать. Юсавпа строительство вара 600 километра çитес шанăç пур. Пысăк ĕçсен шутĕнче министр çулсен управлăхне тивĕçтерекен постсем йĕркелессине те палăртрĕ — «транспорт йывăрлансах пырать, çавна май çулсене юсани кăна мар, вĕсене хӳтĕлени те пысăк пĕлтерĕшлĕ». Вăл юсавпа çыхăннă чылай ĕçе палăртнинчен маларах пурнăçланипе кăмăллă. Сăмахран, Шупашкарти Гагарин кĕперне графикран маларах юсаса пĕтерсе уçнă. Халĕ М-12 автомагистраль строительстви вăхăтĕнче сиенленнĕ вырăнти çулсене юсама тытăнаççĕ. Мускав çакăн валли 2,6 миллиард тенкĕ уйăрнă. Ĕçсем — икĕ çуллăх, анчах вĕсене кăçалах вĕçлесшĕн. Министр контрактсене тунине çирĕплетрĕ — подрядчиксем шанчăклă. Максим Михайлович нумайăшне интереслентерекен ыйтусене те уçăмлатрĕ. Калăпăр, Шупашкарти Лапсар тăкăрлăкĕн юсавĕ. Кăçал çак çулпа çыхăннă çивĕчлĕх тинех сирĕлмелле. «Шăхасан — Калинино» çул нуши те хыçа юлать. Унти ĕçсен пĕр пайне пĕлтĕр пурнăçланă, кăçал иккĕмĕш тапхăр пулать. Шупашкарти Сĕнтĕрвăрри çулĕн дублерне, транспортăн виççĕмĕш çурма ункине проектласси те кăçал вĕçленĕ. 2026 çулта çавăн пекех тĕп хулари Мускав кĕперне юсама пăхнă. Министр троллейбуссемпе автобуссен паркне çĕнетнине, сывлăш, шыв транспорчĕн аталанăвĕпе çыхăннă ăнăçусене палăртрĕ. Ку ĕç малалла пырать. Кăçал Шупашкар аэродромĕн инфратытăмне тĕпрен юсассине вĕçлемелле. Федерацин автобуссене çĕнетмелли программине хутшăнса çак транспортăн тата 118 единицине туянмалла. Тĕрлĕ йышши транспортпа çӳреме май паракан пĕрлехи билетсене вăя кĕртесси те нумай кĕттермĕ — ака уйăхĕнче усă курма пуçлăпăр. Олег Николаев транспорт инфратытăмĕн аталанăвне тивĕçтерме çĕнĕ пысăк технологисем кирли çинчен каларĕ. Юхан шыв транспортне ытларах тимлĕх уйăрмалла — унăн республикăн туризмпа, инвестицисем илсе килессипе çыхăннă майĕсем пысăк. Тĕслĕх вырăнне Олег Алексеевич Мордовире Сăр тăрăх карапсем çӳрессине йĕркелени çинчен каларĕ. Министра кӳршĕсемпе калаçса татăлма сĕнчĕ: тен, карапсен маршрутне тăсса Улатăрах çитĕç — питĕ лайăх пулĕччĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Олег Прокопьев чăваш пулса пурăнма чĕнет
Акт залĕнче халăх лăк тулли. Чăваш наци библиотеки кун пеккине тахçантанпах курмантăр — ларма вырăн çуккипе стена тĕкĕлесе тăракан та пайтах. Вĕсем Олег Прокопьев патне килнĕ — библиотекăра унăн «Чăвашăм, пурăн!» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ. Унта поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, тавра пĕлӳçĕсемпе ăсчахсем, вĕрентекенсемпе студентсем, артистсемпе библиотекарьсем, чăваш поэзине юратакансем пуçтарăнчĕç.
Ун сăввисем кăшкăрмаççĕ
«Чăвашăм, пурăн!» Чăваш кĕнеке издательствинче пĕлтĕр кун çути курнă. Сборника Олег Прокопьевăн юлашки вăтăр çулта хайланă сăввисенчен суйласа илнисем кĕнĕ. Нумаях пулмасть çырнисемпе пĕрлех хальччен ниçта та пичетленменнисем те, тĕрлĕ çулта хаçатжурналта тухнисем те пур. «Эпĕ йăлтăр-ялтăр фрак тăхăнса килсе хам сăнарсене сутма пултаратăп-и-ха вара?.. Чăваш тĕрлĕрен пурăнать пулсассăн та, юратма тăрăшать. Ятлаçать те пуль пĕр-пĕринпе, кĕвĕçет те пуль. Анчах эпĕ ăна тарăхса çырмастăп нихçан та. Юратса çыратăп. Ман сăвăсем кăшкăрмаççĕ, ман сăвăсем ятлаçмаççĕ. Вĕсем чăваша çав тери юратаççĕ. Çавăнпа: «Чăвашăм, пу-у-урăн!» – тетĕп эпĕ...» – терĕ Олег Иванович уяв каçне уçнă май. Кĕнеке кăларма хистекенсене, хавхалантаракансене чĕререн тав турĕ. Мăшăрĕ Римма Поликарповна хăй те çыравçă, упăшкин сăввисене чи малтан хак параканĕ те вăлах. Кашни сăвă çырмассерен «эс – гени» тенине илтсен поэзире çитĕнӳсем тумасăр тăрайĕ-и Олег Иванович? Çук паллах. Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев ăна издательствăна ертсе килнĕ. Кунта вара Галина Антонова редакторпа, Наталия Орлова ӳнерçĕпе, Елена Фомина техника редакторĕпе сăвă пуххине кун кăтартас енĕпе килĕштерсе ĕçленĕ. Шел те, Галина Алексеевна хăтлава çитеймен, анчах Олег Иванович вăл янă çырăва вуласа пачĕ: «Гипсланă урапа ни сĕтел хушшине, ни компьютер умне лараймастăн. Кравать çинче ларса редакцилерĕм сан сăввусене. Больничнăй панăччĕ-ха. Сан пултарулăхна тарăнраххăн пĕлес килчĕ, çавăнпа хамах ĕçлерĕм. Шухăшлаву ыттисенчен уйрăлса тăрать. Çав лайăх та». Тĕпчевçĕсем хак пачĕç Сăвă пуххи пичетленсе тухсан литература тĕпчевçи Виталий Станьял ăна тарăннăн тишкерсе пысăк статья çырнă, поэт пултарулăхне пысăка хурса хакланă. Библиотекăри мероприятире те ăсчахсен сăмахне итлеме май пулчĕ. Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Виталий Родионов профессор шӳтлесе те, йĕплесе те илчĕ: «Çичĕ юрă» радиокăларăмра Олег Прокопьев юрă авторĕсене мĕнле хĕртетчĕ! Халь пирĕн пурин те ăна мухтамалла. Ун поэзийĕ япăх мар. Питĕ тарăн шухăшлă сăвăсем — философиллĕскерсем. Шухăшласа çитерме, тепĕр чухне тĕпне çитме те çук. Сăмахсене пĕр-пĕринпе çапăнтарать. «Чăвашăм, пурăн!» тет автор. «Чăваш пулсах пурăн!» тесен тата тарăнрах пулатчĕ. Кунта чăваш ĕçет, ӳсĕр, çавах пурăнать. Чăваш пулса пурăнсан вара вăл ĕçме пăрахать». Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ Ирина Софронова мероприятие тĕплĕн хатĕрленсе килнĕ. «Çак кĕнекери сăвăсене вуласассăн авторĕ чăнах та пултаруллă пулни курăнать, мĕншĕн тесен пушă тата рифма вылятассишĕн çеç çырнă сăвăсем çук. Кашнинчех – тарăн шухăш, халăх, чĕлхе, ял пуласлăхĕ, чун тасалăхĕ пирки шухăшлани. Ял пирки çырнă сăвăсене вуланă май Петĕр Яккусенĕн поэзийĕ аса килет. Ку ĕнтĕ Олег Иванович та хăйĕн ялне Петр Яковлевич пекех хытă юратнине пĕлтерет. Кăларăмра юрату лирики пысăк вырăн йышăнать». Ирина Владимировнăн шухăшĕпе, поэт сăнлама та, сюжет каласа пама та пĕлет. Янăрарĕç сăвăсем те юрăсем Раççей Писателĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн правленийĕн председателĕ, Чăваш халăх çыравçи Сергей Павлов хăтлавра сăвăсемпе юрăсене итленĕ май Олег Прокопьевăн поэзине лайăхрах ăнланма пуçланине палăртрĕ: «Поэзире сан сассу ыттисенни пек янăрамасть, пач урăхла. Сан – хăвăн характеру, тавра курăму». Афганистан вăрçин ветеранĕсен «Вăрçă инваличĕсем» общество организацийĕн республикăри уйрăмĕн ертӳçи Геннадий Матвеев та Олег Ивановича ăшшăн саламларĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Надежда Кириллова, Владислав Кириллов /Влад Апаш/ поэт тата вĕрентекен, поэтăн хĕрĕ Салампи Прокопьева, Сергей Пятаков вулакан, Муркаш округĕнчи Калайкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем уяв хуçин хайлавĕсене ăста каларĕç. Хăтлава пухăннисем чăваш юрри-кĕввине чун каничченех итлесе киленме пултарчĕç. <...>
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
♦ ♦ ♦
«Тинех ачасем шухăшлама пуçларĕç»
Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий пилленипе Чăваш наци библиотекинче Православи хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн регионти уйрăмĕн пухăвĕ иртрĕ.
Пуху пуçланиччен Шупашкарти хĕрарăмсен мăнастирĕн вырсарни шкулĕнчи ачасемпе çамрăксен «Радуга» хорĕ /ертӳçи — Наталья Нарядова/ хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ, Михаил Павлов протоиерей пурне те пархатарлă ĕçĕнче çирĕп утăмсем тума сунчĕ. Пухăннисене культура министрĕ Светлана Каликова, Православи хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн регионти уйрăмĕн правленийĕн пайташĕ Наталия Партасова саламларĕç. Регионти уйрăм ертӳçи Валентина Диомидова иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕ. Пĕтĕм çĕршыври «Киревсĕр сăмахсемсĕр Раççей» проектăн Чăваш Енри координаторĕ Светлана Калиновская çак енĕпе Канаш хулинче туса пыракан ĕç опычĕпе паллаштарчĕ: «Н.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче воспитани енĕпе ĕçлекен пая ертсе пыратăп та — çак пуçарăва колледжра ĕçе кĕртме тытăнтăм. Çамрăксенчен усал сăмахсем илтме час-часах тӳр килетчĕ. Кун пирки малтан арçын ачасемпе калаçма пуçларăм. Тӳрех ăса хывмарĕç. Вара чиркӳ енĕпе те ăнлантартăм: «Эсир çак япăх сăмахсене калани Турă Амăшне кӳрентерни, хăвăр аннĕрсене хурлани пулать». Тинех ачасем шухăшлама пуçларĕç. Кайран алăксем çине, вестибюльте агитаци хучĕсем çакрăмăр. Халĕ ачасем усал сăмахсемпе калаçнине илтместĕп». Вăл пуçарнипе Канашри урамсенче те, общество транспортĕнче те киревсĕр сăмахсемпе калаçассине сивлекен плакатсем вырнаçтарнă. Светлана Витальевна çак ĕçе малалла тăсса предприятисемпе организацисенче, вĕренӳ заведенийĕсенче тĕлпулусем ирттерет, калବ¬¬çусем йĕркелет. «Ку енĕпе питĕ нумай ĕçлемелле», — тет вăл. Çак пуçарăва аталантарас тĕлĕшпе Шупашкарта та ушкăн йĕркеленĕ. Троллейбус управленийĕнче инженерта тăрăшакан Зинаида Данилова тĕлпулусем ирттерни, ку ĕçе малалла та аталантарма тĕллев лартни çинчен каласа пачĕ. Пухăва хутшăннă хĕрарăмсен йышĕнче 2022 çулта пичетленсе тухнă «Кая юлнă каçару сăмахĕ» кĕнеке авторĕ Алевтина Дмитриева та пулчĕ. Православи хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн юхăмне хутшăнма мĕн хистени çинчен ыйтсан вăл çапла хуравларĕ: «Пурнăç хĕрарăм чăтăмлăхĕнче тытăнса тăрать. Ĕненмелле, шанмалла, ачасене те пĕрмай çавна анчах калатăп». Пултаруллă хĕрарăмсен пысăк йышне пу¬хура тав хучĕсем парса чысларĕç, кăçал пурнăçламалли ĕçсен планне палăртрĕç. Православи хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ. Вĕсем чиркӳсенче тăрăшаççĕ, сусăрсемпе чирлĕ çынсене пăхаççĕ, ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли кирлĕ япаласем пухса ăсатаççĕ, салтаксен арăмĕсемпе амăшĕсене пулăшаççĕ, кĕнекесем кăлараççĕ, чăн тĕнпе çыхăннă мероприятисем, конференцисемпе фестивальсем, конкурссемпе концертсем ирттереççĕ. Регионти уйрăм кăçал тӳрĕ пурнăçлă, асап тӳссе вилнĕ Тамара /Сатси/ çуралнăранпа 150 çул çитнине анлăн паллă тăвасшăн.
Роза ДЕМЕНЦОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...












Комментировать