Чăваш киновĕ: малашлăх пур-и?

30 Окт, 2014

Чăваш юрлать, ташлать, тĕрлет... Çĕр пин юрă, çĕр пин сăмах, çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче пурăнать. Çав вăхăтрах, шел те, Чăваш Енре иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчех йăл илнĕ кино искусство пек тивĕçлĕ шайра аталанаймасть.

Тĕрĕссипе, кино шăпи пирĕн республикăшăн çеç çивĕч тăракан ыйту мар. Çĕр-шывĕпех «пуçа ыраттараканнисен» шутĕнче вăл. Раççей кино ăстисен ĕмĕт-тĕллевĕсем пысăк, анчах вĕсене пурнăçа кĕртме чаракан чăрмавĕсем тата та пысăкрах.

Бюджетран киноиндустрие аталантарма çителĕклĕ нухрат уйăрманни тата ку енĕпе тĕллевлĕ программăсем хатĕрлеменни хальхи вăхăтри çитменлĕхсенчен пĕри. Укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсемсĕр пуçне ытти чăрмав та сахал мар. Сăмахран, юлашки çулсенче ачасемпе çамрăксем валли фильмсем ÿкерменпе пĕрех. Мĕншĕн? Пĕрремĕшĕ - сценарисем çукки. Иккĕмĕшĕ - пулсан та вĕсене кун çути кăтартма хевте çитерекен режиссерсене шыраса тупаймăн. Кадр ыйтăвĕ питĕ çивĕч.

Тепĕр ыйту сиксе тухать: фильмсене ăçта кăтартмалла? Çĕршывра, уйрăмах пĕчĕк тата вăтам хуласенче, экрансем çитмеççĕ. Экспертсем çирĕплетнĕ тăрăх - вĕсен шутне ÿстермесĕр кино отрасльне çĕклеймĕн. Тата юлашки вăхăтра кинона искусство шутĕнчен кăларса пынăн туйăнать, ытларах чухне ăна хăйне евĕр бизнес пек хаклаççĕ.

Çакнашкал кăткăс лару-тăрура /чи малтанах патшалăх пулăшăвĕсĕр/, паллах, регион кинематографне аталанма, наци киновĕпе кăсăкланакансен йышне ÿстерме, кинопрокат ыйтăвĕсене татса пама пĕрре те çăмăл мар. «...Кинематограф нацие хăйĕн çине айккинчен пăхтарать. Пленка çине çырăнни вăхăт докуменчĕ пулса тăрать...» - тенĕ М.Якшимбетов кинорежиссер. Çакăн евĕр шухăшлă сăмахсене чăваш кинематографисчĕсем те калаççĕ. Тăван халăх историне, йăли-йĕркине пленка çинче упраса хăварса ăруран ăрăва куçарса пырассине тĕпе хурса пысăк ĕçсем тăваççĕ вĕсем. Такам хушнипе мар, чун ыйтнипе, туйăм хистенипе. Юлашки вăхăтра çак туртăм пушшех те вăйланчĕ. Темиçе çул каялла чăваш киновĕ пирки кăшт-кашт çеç сас-хура илтĕнкеленĕ тĕк халĕ ун çинчен хĕрсех калаçаççĕ. Пусарсах калассăм килет: пуш сăмах вĕçтерни çеç мар, курăмлă ĕçпе çирĕпленеççĕ вĕсем.

Чăваш Енре пултаруллă режиссер, оператор, кино тăвас енĕпе ĕçлекен ытти çын сахал мар. Вĕсем илемлĕ фильмсем ÿкереççĕ, предприяти-организацин ĕç-хĕлне, кун-çулне т.ыт.те историре хăваракан ĕçсем хатĕрлеççĕ. Халăх патне вĕсем чылай чухне дисксем урлă çитеççĕ. Шел те, чăваш фильмĕсене пысăк экрансем çине кăлармалли вăхăт çути инçетре çеç мĕлтлетет. Çапах та çакă та шанăçа хăват парать. Юлашки вăхăтри ĕç-хĕле пахаласа хаклани çапла пĕтĕмлетÿ тума хăйтарать.

Кăçал Чăваш кинематографĕсен пĕрлĕхĕ йĕркеленчĕ. Республикăшăн пысăк пулăм çакă. Пĕччен хулă хуçăлать теççĕ. Чăваш киновĕн ăстисем йышпа вăйлăрах пуласси, йывăр лава çăмăлраххăн туртасси халĕ иккĕлентермест. Киностудисем унччен те япăхах ĕçлемен. «Анчах кашни уйрăмшарăн тăрăшнипе пысăк çитĕнÿсемех тăваймăн», - тенĕччĕ чăваш кинематографисчĕсен пĕр пухăвĕнче.

Çулсерен Шупашкарта тĕнче шайĕнчи кинофестиваль иртет. Ку мероприяти йăлана кĕчĕ темелле. Чăваш Ен çыннисемпе хăнисене Мускав, Питĕр, ытти пысăк хулари ăстасен ĕçĕсене, тĕрлĕ халăх режиссерĕсем ÿкернĕ фильмсене кăтартни аван паллах. Фестивале чăваш кино ăстисен ĕçĕсене кĕртменни кăна кăмăла пăсатчĕ. Кăçал йăнăша «тÿрлетрĕç». Ку та чăваш халăхĕшĕн - пысăк çитĕнÿ. Наци библиотекинче конкурса тăратнă «Нарспи» фильма пăхнă чухне чăннипех те мăнаçлăх туйăмĕ вăранчĕ. Пултараççĕ çав пирĕн артистсем! Сцена çинче те маттур, кинора та. Юрă-кĕвĕ хăвачĕ, çутăсен вылявĕ те чуна тыткăнларĕ.

Конкурса хутшăнман чăвашла киносене пăхма та кăмăллă пулчĕ. Вĕсене ытларах Электрон тата кинодокументаци архивĕнче кăтартрĕç. Шел, залра куракан сахал пулчĕ. Тен, çакă çынсем кун пирки пĕлменнипе те çыхăннă-тăр. Тем тесен те çакăн сăлтавĕ чăвашла «калаçакан» фильмсене пăхма юратманнинче мар. Мĕншĕн тесен чăваш киновĕ хăйĕн кураканне тахçанах тупнă. Çынсем лавккасенче чăваш фильмĕсен дискĕсене туяннине хам та сахал мар курнă. Кÿршĕ-аршă, тăван-пĕлĕш вĕсене алăран алла ярать. Телее, кашнин тивĕçлĕ аппаратура пур, кăмăла кайнине çынсем килтех пăхма пултараççĕ. Çавна май тепĕр синкер пайăрланса тухать: чылайăшĕ /тĕрĕсрех, вăтам çулсенчи çынсем/ кинотеатра юлашки хут хăçан кайнине те ас тумаççĕ. Çемьепе çÿрекен те питĕ сайра. Пысăк экран вара пачах урăхла туйăмсем çуратать-çке.

...Шупашкар кинофестивалĕн тепĕр паха енне палăртас килет. Унăн ахрăмĕ чăваш фильмĕсен фестивальне йĕркелес шухăш патне илсе çитерчĕ. Чăваш кинематографисчĕсен союзĕ I Пĕтĕм чăваш кинофестивальне 2015 çулхи пуш уйăхĕнче ирттерме йышăннă. Унăн çĕнтерÿçисене вара халăхсен хушшинчи кинофестивальте курăпăр. Союзăн тепĕр пĕлтерĕшлĕ ĕç-хĕлне те палăртмасăр иртме çук. Кадрсен ыйтăвне татса парассине те тĕпе хурать вăл. Сăмахран, «Аван» шкул студи тата «КоЮр» кинопĕрлешÿ режиссерсене, монтаж, сасă режиссерĕсене тата ытти ĕçчене вĕрентме курссем йĕркелес тĕллевлĕ.

 

Валентина БАГАДЕРОВА

 

Олег ЦЫПЛЕНКОВ, Чăваш Республикинчи Кинематографистсен пĕрлĕхĕн ертÿçи:

«Юлашки вăхăтра сахал мар ĕç туса ирттертĕмĕр. Пĕрлĕх патшалăх регистрацийĕ витĕр тухрĕ. Устава çирĕплетнĕ. Çавăнпа кино ĕçĕпе кăсăкланакансене пурне те хамăр йыша чĕнетпĕр. Халĕ чăваш фильмĕсен пĕрремĕш кинофестивальне йĕркелесе ирттерес енĕпе тăрăшатпăр. Документсене хатĕрлесе ЧР Культура министерствине çитернĕ.

Пархатарлă тепĕр ĕç пуçартăмăр. И.Максимов-Кошкинский ĕçĕсене шыратпăр, вĕсене Чăваш Ене тавăрасшăн. Ас тăвакансем каланă тăрăх - чылайăшне Европăна ăсатнă, унта упранса юлма пултарнă теççĕ. Америкăна, Украинăна, Киеври Довженко ячĕллĕ студие ыйтса çыртăмăр».

 

Алексей БЕЛОВ, ЧР патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕн директорĕ:

«Манăн шухăшăмпа - чăваш киновĕ малашлăхсăр мар. Юлашки вăхăтра ку енĕпе уйрăмах хĕрÿ ĕç пырать. Пирĕн учреждени пулăшнипе кинематографистсен пĕрлĕхĕ йĕркеленчĕ. Республикăра ăнăçлă ĕçлекен вунна яхăн видеостуди пур. Вĕсем кино тăвас ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ. ЧР патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕнчи кинофонд пуян. Унпа час-часах усă куратпăр. Мĕн пур çак ĕç-хĕл чăваш киновĕн малашлăхĕ пуррине çирĕплетет».

 

Вячеслав ОРИНОВ, режиссер:

«Республикăра чăваш кинематографне аталантарассишĕн кашниех хăйне майлă ĕçлет. Хам эпĕ çулла тепĕр «Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать» фильм ÿкертĕм. Ĕçсем Çĕрпÿ районĕнче пулса иртеççĕ. Çамрăк ачана ашшĕ аслашшĕпе асламăшĕ патне яла килсе янă. Арçыннăн юлташĕ - ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Вăл ун патне хăнана кĕрсе тухма шухăшлать. Пĕрле ывăлĕ те кĕрет. Пуçлăх: «Отпуска каятăп. Ман вырăна юлатăн-и?» - тет ачана шÿтлесе. Лешĕ çак сăмахсене чăнласа йышăнать, ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçлать. Аслисем те пултарайман ĕçсене тăвать вăл. Фильм содержанине йăлт каласа кăтартмăп. Тĕрен илсен, ял пурнăçне сăнласа панă.

Чăваш кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕ пуш уйăхĕнче чăваш фильмĕсен «Асам» кинофестивальне ирттерме йышăнчĕ. Унта тĕрлĕ енлĕ ĕçсем /документлă, анимаци, илемлĕ фильмсем/ хутшăнма пултараççĕ. Çак пулăм чăваш киновĕн паянхи пĕтĕмĕшле лару-тăрăвне кăтартса парĕ те ĕнтĕ. Ырă енне улшăнусем пуласса шанас килет паллах».

 

Владимир КАРСАКОВ, режиссер:

«Чăваш киновĕн пуласлăхĕ çук. Курмастăп эпĕ ăна. Рынок пĕтсе пырать, патшалăх пулăшмасть. Халĕччен вăл кино ĕçне пĕр пус та хывман. Кино - хаклă «киленĕç». Ăна уйрăм çынсем аталантараймаççĕ.

Хальхи вăхăтра тĕнчере мĕнле вăйлă кино ÿкереççĕ. Эпир вара мĕн пур енчен юлса пыратпăр. Технологисем кивелнĕ. Лайăх материалсем пур-и тата? Пирĕн писательсем нумай, анчах сценари çыракан çук. Шел те, кино эстрада пек халăх пурнăçне кĕрсе каяймарĕ. Хальхи вăхăтра чăваш киновĕ уйрăм çынсем сĕтĕрнипе пулса пыракан ĕç-хĕл кăна».

 

Анатолий ГЕРАСИМОВ, Вăрнар районĕ:

«Чăвашла киносене пăхма кăмăллатăп. Шел, телевизорпа кăтартмаççĕ вĕсене. Шупашкара кайсан дисксем туянса килетĕп. Кÿршĕсем те илсе кайса пăхаççĕ. Пирĕншĕн, ял çыннисемшĕн, театр йăлана кĕнĕ япала мар. Кинотеатра çамрăк чухне пĕрре кайса курнăччĕ. Унта çÿреме майĕ те, вăхăчĕ те çук».

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.