Хресчене çĕр тăрантараять-и?

30 Окт, 2014

Ĕлĕк ял çыннине çĕр, вăрман тăрантарнă. Вăл выльăх ĕрчетнĕ, тыр-пул, çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Çакна эпир, ялти ватăсем, лайăх пĕлетпĕр. Паян ял çыннине çĕр, вăрман тăрантарать теместпĕр.

XIX ĕмĕре илсе пăхар-ха. Тырă акнă, выльăх йышлă усранă. Пурнăçне вĕçрен вĕçе сыпăнтарса пыма ытлашши продукцие пасарта сутнă. Хĕлле арçын лашапа лава çÿренĕ. Хĕрарăм арланă сÿс-çăмран пир-тăла тĕртнĕ.

ХХ ĕмĕрте ял çыннин пурнăçĕ самай улшăннă. Çапах çĕр ĕçĕ, выльăх ĕрчетесси тĕпре шутланнă. Кашни çемьене тăранса пурăнмалăх пахча çимĕç ÿстерме çĕр уйăрнă. Колхозра укçа, тырă ĕçлесе илнĕ.

Наука аталаннă май алăпа тунă ĕçсене пĕтĕмпе тенĕ пекех механизацилерĕç. 1990 çулсенче патшалăх ял хуçалăхне аталантарма укçа нумай паманран чылай колхоз-совхоз панкрута тухрĕ. Çынсем, уйрăмах çамрăксем, ĕçсĕр юлчĕç, ялта ним тума пĕлменрен «ăшă» вырăн шыраса юта кайрĕç, ял хуçалăх организацийĕсем çине алă сулчĕç. Ял пушанса юлчĕ. Унта халĕ ватăсем çеç кĕшĕлтетеççĕ.

1970-1980 çулсенче Элĕк районĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр 24 пин гектарччĕ. Тыр-пул, çĕр улми, хăмла, пахча çимĕç ÿстернĕ. Хальхи вăхăтра 8 пин гектар çеç акаççĕ. Усă курман çĕр нумай. Ял хуçалăхĕнче 16-17 пин çын вăй хунă. Паян АПК предприятийĕсенче 300-400-ĕн çеç тăрăшаççĕ. Çавăнпа эпир çĕр ĕçлесе тăранса пурăнатпăр тесе калас килмест.

Çапах районта выçă ларакан çук. Патшалăх пуриншĕн те тăрăшать, пурне те тăрантарать. Пенси-пособи вăхăтра парать. Лавккасенче мĕн кирли пурте пур. Этем валли анчах мар, килти хуçалăхра выльăх усрама тырă çителĕклĕ параççĕ. Сăмахран, выльăх апачĕ хĕсĕкрех пулнă çул райпо утă сутать. Ял çыннисемшĕн вăл ырă ĕç пĕрмаях тăвать.

Хресчен умĕнчи йывăрлăха та палăртас килет. Тĕслĕхрен, хамăр самăртнă вăкăра вырнаçтараймасăр хăшкăлатпăр. Пăрусене пĕр е икĕ-виçĕ уйăхранах коммерсантсене сутса яратпăр. Вĕсем килти хуçалăхри сĕте хальхи вăхăтра 15-16 тенкĕлле йышăнаççĕ. Çитес çулсенче ял хуçалăх ĕçĕпе тăранса пурăнакансен пурнăçĕ палăрмаллах улшăнасса шанатăп. Вара çĕр-аннемĕрĕн пĕлтерĕшĕ ÿсĕ. «Ял çыннине çĕр тăрантарать», - тесе калама пуçлăпăр.

Вениамин АРХИПОВ.

Элĕк районĕ,

Мартынкасси ялĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.