Пирĕн футболистсен - «бронза»

30 Окт, 2014

«Тунти кун йывăр кун», - теççĕ халăхра. «ДЮСШ-Чувашия» футбол командишĕн юпа уйхĕн 20-мĕшĕ ăнăçупа асра юлĕ.

Çĕршыв ăмăртăвĕн виççĕмĕш дивизионĕнче вăй виçекен футболистсем çурма финалта Саратоври «СДЮСШОР-Сокол» командине 2:0 шутпа парăнтарса бронза медаль çĕнсе илнĕ. Тупăшу Шупашкарти «Труд» стадионта иртнĕ. Çанталăк ăшă кунпа савăнтарман пулин те пирĕн ентешсем хăнасен хапхине икĕ мечĕк тапса кĕртме пултарнă. Ку вăйăра пуринчен ытларах Роман Шалин палăрнă. Сергей Иванов тренерăн воспитанникĕсем пĕлтĕрхи сезонта та пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарнăччĕ. Ку хутĕнче чемпион ятне Самар облаçĕнчи «Сергиевск» футболисчĕсем тивĕçнĕ, иккĕмĕш вырăнта - Чул хулари «Шахтер-Волга-Олимпиец».

Палăртмалла: «ДЮСШ-Чувашия» - Атăлçи тăрăхĕнчи чи çамрăк команда. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулăшнипе 2013 çулта йĕркеленĕ. Кăçал ентешсем пире тепĕр çĕнтерÿпе савăнтарчĕç: 1962 çултанпа пĕрремĕш хут Атăлçи кубокне çĕнсе илчĕç.

А.МИХАЙЛОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.