Чăвашла верси
Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 3 (6602) № 29.01.2026
Бангладешра чăваш юррисене итлет
НЕПАЛ, ТАИЛАНД, АБХАЗИ, ИНДИ, МЬЯНМА… ĂÇТА КĂНА ПУЛСА КУРМАН ВĂЛ: ТУСЕНЧЕН ПУÇЛАСА ТИНĔС ТАРАНАХ. ЙĔПРЕÇРЕ ÇУРАЛСА ӲСНĔ ЭЛЕКТРИК-НАЛАДЧИК ДМИТРИЙ МЕШКОВ БАНГЛАДЕШРА АТОМ ЭЛЕКТРОСТАНЦИЙĔНЧЕ ТИЕВ ÇĔКЛЕКЕН МЕХАНИЗМСЕМПЕ ĔÇЛЕТ.
Сунарçă, пулăçă, электрик
Дмитрий 1980 çулхи çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Йĕпреç районĕнчи Огонекри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкула çӳренĕ. «Урокра чӳречерен пăхса лараттăм. Самолетсем, инçетри çĕршывсем, çул çӳревсем çинчен ĕмĕтленеттĕм, — пуçларĕ калаçăва арçын. — Ача чухнехи вăхăтсем халь те куç умĕнче. Пĕррехинче атте Çĕнĕ çула вăрманта кĕтсе илме сĕнчĕ. Чăнах та çапла турăмăр, çав çул çемйипех — эпĕ, анне, атте тата шăллăм — пĕве хĕррине канма кайрăмăр. Ыттисем килте сĕтел хушшинче ларнă вăхăтра çырма-çатрара çунашкапа ярăнтăмăр, савăнтăмăр, култăмăр. Ку манăн пурнăçри чи телейлĕ Çĕнĕ çулсенчен пĕри. Тепĕр интереслĕ самант та аса килет. Ирхине куçа уçатăп — пӳрт тулли çын: юлташсем, пĕрле вĕренекенсем, ытти ача... Пурте йăл кулаççĕ, саламлаççĕ. Эпĕ выртатăп, мĕн пулнине ăнкарса илейместĕп. «Санăн паян çуралнă кун», — теççĕ. Парнесем параççĕ, савăнаççĕ. Эх, епле савăнтăм ун чухне! Çав самантсем мана çынсене, пурнăçа, çут çанталăка чунтан юратма вĕрентнĕ, вĕсем халĕ те чĕрене ăшăтаççĕ», — аса илчĕ Дмитрий. Яш çулĕсенче футболпа интересленнĕ, гитара каланă. Электротехникăпа та пĕчĕкренех кăсăкланнă: ашшĕ телевизор маçтăрĕ пулнăран кил-çурт пĕчĕк мастерскойне аса илтернĕ. Унта пĕрмай темскер юсанă, ĕçленĕ. «Килте радиоэлектроника çинчен кĕнеке нумайччĕ. Эпĕ тетрадь те тытса пыраттăм — унта схемăсем çыраттăм, хăшĕ мĕн пулнине тата вăл епле ĕçленине чухлаттăм, графиксем тăваттăм. Аслă классенче вăрмана çӳреме юрататтăм. Ирхине пĕр-пĕччен тухса каяттăм та тĕттĕмленсен çеç киле таврăнаттăм. Сасартăк çухалса кайсан мĕн тумаллине пĕлеттĕм, каялла яланах çул тупаттăм. Пурăна киле сунар чуна çавăрса илчĕ. Юмахри пек пăшалпа çӳрени хавхалантаратчĕ, йĕри-тавра вара — йывăçсем, шăплăх. Пулă тытма та юрататтăм — ку ĕç пĕчĕкренех манра хĕрӳ туйăм çуратнă. Асанне шывра пулса иртнĕ инкек-синкек çинчен каласа пани те чармастчĕ — шикленсен те, çанталăк алхассан та кӳлĕ хĕррине чупаттăм», — сӳтрĕ сăмах çăмхине Дмитрий. Шкул хыççăн вăл Канашри училищĕре электрик профессине алла илнĕ. «Тĕрĕссипе, вĕренме ытлашши çунман. Час-часах занятисене сиктереттĕм, хăш чухне маларах тухса киле каяттăм — пĕрмаях ялалла туртатчĕ. Вăрман çывăхĕнче, шыв хĕрринче пулас килетчĕ. 1998 çулта çар ретне тăтăм. Çакă тĕнчене кăшт анлăрах курма май парассăн туйăнчĕ. Ковровпа Коломна хулисенче хĕсметре тăнă хыççăн службăна малалла Новороссийскра тăсма сĕнчĕç. Шухăш кăсăклантарчĕ: тĕнче курма, опыт илме май пур чухне мĕншĕн килте лармалла? Каярах Абхазие илсе кайрĕç. Çав вăхăтсенче килшĕн чăтма çук тунсăхлама тытăнтăм. Тинĕс те илĕртме пăрахрĕ. Çапла вара контракта татма йышăнтăм та тăван вырăнсене таврăнтăм», — иртнине куç умне кăларчĕ электрик. Çартан таврăнсан Дмитрий Йĕпреçри почта уйрăмĕнче çыхăну электромонтерĕнче ĕçленĕ. Пушă вăхăтра вара сунара, пулă тытма çӳренĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн, кĕсье телефонĕсем тухма пуçласассăн пралуклă çыхăнупа ĕçлеме пăрахнă. Дмитрин урăх енпе ĕçлеме тивнĕ. «Мана аякри Çурçĕр илĕртетчĕ. Аттен аслă пиччĕшĕ, сивĕ вырăнсенче пурăнаканскер, ялан хавхалантаратчĕ. Çурçĕр илемне хамăн та куçпа курас килетчĕ. Ĕмĕт пурнăçланчĕ, бригадăпа Чукоткăна кайма сĕнчĕç. Эпĕ сăмахсăрах килĕшрĕм. «Малтан çитесчĕ, мĕн тумаллине кайран шухăшлăп», — терĕм. Çурçĕре çитсессĕн Марс çине лекнĕн туйăнчĕ. Çил алхасать, шартлама сивĕ. Пачах çĕнĕ тĕнче. Унта ĕçленĕ вăхăтра малашлăх пирки шухăшларăм, тĕрлĕ çĕре вырнаçма хăтланса пăхрăм. Тĕслĕхрен, Канадăри ылтăн кăларакан компание, Билибинори атом электростанцине резюме ятăм. Шел те, суйлав витĕр тухаймарăм. Апла пулин те алă усмарăм. Икĕ çул тар тăкнă хыççăн Чукоткăпа сыв пуллашма вăхăт çитнине туйрăм. Каяс текен чылай, самолетра вырăн çитмест. Билета картла выляса илтĕм. Килте кăшт каннă хыççăн Çурçĕр Енисейскри вăрман хатĕрлекен компание вырнаçрăм. Каярах тăван тата иккĕмĕш сыпăкри шăллăмсем Мускава чĕнчĕç. Унти ĕç кăмăла каймарĕ. Чун каллех çурçĕре туртрĕ. Хальхинче — Ямала. Унта çил уйрăмах вăйлă. Виçĕ уйăхран киле таврăнсан иккĕмĕш сыпăкри шăллăмпа каллех укçа шырама тухса кайрăмăр. Мускавра пĕр вăхăт тăрăшнă хыççăн Йĕпреçре ĕçлекелерĕмĕр, анчах чуна тивĕçтермерĕ. Ахаль ним тумасăр лараймарăмăр, ăçта кăна шăнкăравламарăмăр, мĕнле вырăна кăна çитмерĕмĕр… Шăпа каллех Ямала илсе çитерчĕ. Хальхинче электромонтера вырнаçрăмăр. Питĕ нумай йывăрлăхпа тĕл пулма тӳр килчĕ унта, пурне те каласа та пĕтерме çук. Лайăх самантсем те сахал мар пулчĕç. Пĕрремĕш хут вертолетпа вĕçсе куртăм: ĕç вырăнне урăх майпа çитме пулмастчĕ. Виçĕ-тăватă çул тăрăшнă хыççăн чун каллех килелле туртрĕ», — малалла калаçăва тăсрĕ Йĕпреç каччи. Тăван тăрăхшăн тунсăхлать Çурçĕртен таврăнсан Дмитрий Мускавра вăй хунă, каярах Араб Эмирачĕсене çул тытнă. Таиланда кайса килнĕ, Сочире пулнă. «Тинĕс çыранĕпе утнă чухне сасартăк куçа чул çинче çырнă ӳкерчĕк илĕртрĕ. «Этемĕн халиччен пулман пурнăçпа пурăнма май тупăнсан унран пăрăнмалла мар», — тенĕччĕ унта. Çак сăмахсем эпĕ тĕрĕс çулпа утнине ĕнентерчĕç, пур ĕмĕт те пурнăçланасса шантарчĕç. Ку самантра тĕнче питĕ сарлака, пурнăç вĕçĕ-хĕррисĕр пек туйăнчĕ... Сочи хыççăн Абхазие кайрăм, Дагестана çитсе килтĕм. Кашни вырăн ирĕклĕх туйăмне вăйлатрĕ, вăй-хал пачĕ. Эверестăн база лагерьне çити çуран хăпартăм. Вырăна çитсессĕн, халтан кайнăскер, сывлăш çавăрса иличченех тăвансене кĕске видео ярса патăм. Вĕсем маншăн савăнчĕç. Çак самантра тăван çĕршывпа, çывăх çынсемпе çыхăну тытни мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланса илтĕм. Унтах Кала-Патхар тăвĕ çине хăпартăм. Пулман вырăнсене кайса курни, чăнах та, пысăк телей. Чăваш Ен те тимлĕхсĕр юлмарĕ. Тăван вырăнсене тĕпчерĕм, историпе паллашрăм, çут çанталăк илемĕпе килентĕм. Инçетре пурăннă май киле тата та хытăрах хаклама пуçларăм. Ют çĕрсенче чуна çывăх япаласем çитменни лайăх сисĕнет. Тăвансемпе видеоçыхăнупа калаçни çеç тивĕçтермест, вĕсене чылай вăхăт курмасан чун тунсăхлать. Мунча кĕрес, килти апата çиес килет. Тĕрлĕ çĕршыв наци çимĕçне тутанса пăхма кăсăклă, çапах та вĕсем хăнăхнинчен палăрмаллах уйрăлса тăраççĕ. Тунсăхланă вăхăтсенче чăваш юррисене итлени чĕрене лăплантарать. Çул çӳревсем хыççăн киле таврăннă тапхăр — чи лайăххи. Пулă тытма каятăп, вăрманта çӳретĕп. Ку шухăшсене йĕркене кĕртме пулăшать», — чунрипе пайланчĕ çул çӳревçĕ. Паян Дмитрий чи пысăк та хальхи станцисенчен пĕринче вăй хурать. Унпа пĕрле пилĕк пине яхăн вырăс чĕлхипе калаçакан специалистсем – Раççейрен, Беларуçран тата Казахстанран — ĕçлеççĕ. Дмитрин яваплăх зони – ядерлă топливăна тиеме хутшăнакан крансене юсасси тата майлаштарасси. «Резюмене тĕрлĕ çĕршыва ярса панă хыççăн Венгрирен, Египетран тата Бангладешран йыхравсем илтĕм. Бангладеша суйланăшăн пĕрре те ӳкĕнместĕп — кунтан Индонезин пĕтĕм континенчĕ уçăлчĕ. Индипе чикĕ урлă çуран каçрăм, вĕçĕ-хĕррисĕр Мьянмăпа килентĕм. Вырăнти халăх ырă та ăшă чунлă. Çынсем уçă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, иртен-çӳрен çине кăсăкланса, хисеплесе пăхаççĕ. Ял тăрăх ахаль уçăлса çӳренĕ чухне те час-часах кĕрсе тухма чĕнеççĕ, чейпе тата кучченеçпе хăналаççĕ. Пĕррехинче такси водителĕ килне илсе кĕчĕ, çемйипе паллаштарчĕ, чей ĕçтерчĕ, кайран адреспа леçрĕ. Çитменлĕхсем те пур. Кунта, Бангладешра, пулă тытма питех интереслĕ мар: ытла нумай пулнăран вăлта ярса ĕлкĕрейместĕн — çав вăхăтрах çакланать. Чăваш Енре вара кашни тытнă пулă чăн-чăн савăнмалли сăлтав. Халĕ тăван вырăнти пĕр пĕвене те пулин тасатса çĕнĕрен хута яма шухăш пур. Усă кӳрессишĕн мар, кӳлĕсемпе çут çанталăка упрассишĕн. Нумай пĕве паян тасамарлăхпа тулнă, вĕсене хăмăшлăх пуснă, пулă та юлманпа пĕрех. Ача чухнехи пек шыва та кĕреймĕн. Тĕллеве пурнăçласчĕ. Ку шухăш яланах манпа пĕрле», — чунне уçса калаçрĕ арçын. <...>
Ирина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Ялан çӳрĕн сывлăхпа, туслă пулсан эс спортпа
Пĕлтĕр авăн уйăхĕнче Пенза хулинче армрестлингпа ирттернĕ ăмăртусенче Патăрьелти «Паттăр» спорт шкулĕн вĕренекенĕ Роберт Шакуров [тренерĕ — Ильфак Алеев] чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Унччен маларах Уфа хулинче алă вăйне виçессипе ирттернĕ чемпионатра унпа пĕрлех Эльвина Сафина та [тренерĕсем — Николай Пласкин, Ильфак Алеев] ылтăн медале тивĕçнĕ.
Пĕрре лайăх, иккĕ тата лайăхрах Роберт çамрăк-ха. 2007 çулта Патăрьел тăрăхĕнчи Шăнкăртам салинче çуралнă. 2025 çулта шкултан вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытнă. Роберт юрист пулма хатĕрленет. Çав вăхăтрах тренера вĕренет. Вăл спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнĕ. Пултаруллă маттур каччă. Çамрăк икĕ пĕлӳ илни спортра нимĕнле чăрмав та кӳменнине палăртрĕ: — Çак тарана çитсе спорт мана вĕренме пулăшнă çеç. Сывă пурнăç йĕрки çынна пур енĕпе те пиçĕхтерет. Атте енчи тăвансем, арçынсем, пурте спортпа туслă. Мана та вĕсем ачаранах çапла пулма вĕрентнĕ. Анне вара юридици енĕпе ĕçлет. Пурнăçра хам валли çул суйласа илме вăл пулăшрĕ. Çемьере манпа пĕртăван икĕ аппа Ландышпа Диана пур. Вĕсем спортпа интересленмеççĕ, анчах манăн çитĕнӳсемпе савăнаççĕ. Шкулта учительсем мана ытти предмета та юратма вĕрентнĕ. Эпĕ спорта халех пăрахма шухăшламастăп. Армрестлинга суйласа иличчен мас-рестлингпа кăсăкланнăччĕ. Иккĕшĕнпе те ăмăртусене çӳренĕ. Армрестлингра алăпа вăй виçеççĕ пулсан мас-рестлингра патака пĕр-пĕринчен туртса илеççĕ. Юлашкинчен армрестлинга суйласа илтĕм. Малтан «Паттăр» спорт клубĕнче Ильфак Алеев тренер патне çӳрерĕм. Тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнма тытăнтăм. Малтан районти, республикăри, каярах Атăлçи тăрăхĕнче ирттерекен ăмăртусенче малти вырăнсем йышăнса пытăм. Ку мана тата та хавхалантарчĕ. Паллах, тӳрех çĕнтерӳ пулмасть. Ун патне çитес тесен нумай вăй хумалла. Иртнĕ çул маншăн питĕ пысăк çитĕнӳсемпе асра юлчĕ. Нарăс уйăхĕнче Пушкăртра армрестлингпа иртнĕ чемпионатра виççĕмĕш вырăн çĕнсе илтĕм. Çак ăмăртура çĕршыври питĕ паллă спортсменсем хутшăннăччĕ. Чи савăнăçли Пензăра Федерацин Атăлçи округĕн кубокĕшĕн иртнĕ турнирта пулчĕ. Унтан эпĕ ылтăн медальпе таврăнтăм. Çавăн пекех чăн чемпион ятне илни мана тата хавхалантарчĕ. Турнира хутшăннă 19 регионтан килнĕ 100 çынран пĕрремĕш пулни мĕнле савăнтармĕ! Халĕ Шупашкарта вĕренетĕп, хулара иртекен ăмăртусене хутшăнма тăрăшатăп. Кунта Алексей Атласкин тренер патне çӳретĕп. Спортăн çак тĕсĕпе интересленекен нумай пулни савăнтарать. Кунти спортзала каччăсемпе пĕрлех хĕрсем те çӳреççĕ, — калаçрĕ Роберт. Ачасене вĕрентесшĕн Эльвина Сафина хальлĕхе Патăрьел муниципалитет округĕнчи Тури Туçа вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренет кăна-ха. Анчах хĕрачан спортри талпăнăвĕ нумай çынна тĕлĕнтерет. Эльвина Патăрьел тăрăхĕнчи Тутар Тимеш ялĕнче 2011 çулта çут тĕнчене килнĕ. Виçĕ пĕртăван вĕсем. Хĕрĕн икĕ тетĕшĕ те, Рашидпа Ринат, спортсменсем. Вĕсем кире пуканĕ йăтаççĕ, Хусанта вĕренеççĕ. Иккĕшĕ те унти паллă спортсменсем. Хĕрачаран спортăн çак тĕсĕпе епле интересленсе кайнине ыйтсан пĕр шухăшламасăрах çапла хуравларĕ: — Тĕслĕх илмелли çынсем ачаранах çумра пулнă. Тетесем спортпа туслăран эпĕ те вĕсемпе пĕрле вăй виçсе пăхнă. 2023 çулта шкулти ăмăртăва хутшăнма сĕнчĕç. Лайăх кăтартупа палăртăм та мана малтан района, унтан республикăна илсе тухрĕç. Хамăр патра иккĕмĕш вырăн йышăннă пулсан регион шайĕнче мала тухрăм. Унтан чăн чемпион ятне илес тесе вăй виçрĕм те иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕм. Ун хыççăн ăмăртусенчен пĕрре те юлман. Чи пĕлтерĕшли Уфара иртрĕ. Урăх регионсенчен спортсменсем килнĕччĕ. Малтан хамăн виçепе малти вырăна тухрăм. Унтан чăн чемпион ятне илес тесе кĕрешрĕм. Кунта вара хамран чылай йывăртарах виçери хĕрсемпе тупăшса иккĕмĕш вырăн çĕнсе илтĕм. Куншăн пĕрре те пăшăрханмастăп. Эпĕ хальлĕхе çамрăк-ха. Малашне тата лайăхрах хатĕрленсен малти вырăна та тухăп. Халĕ эпĕ Ильфак Алеев патĕнче тренировкăсем ирттеретĕп. Вăл маларах Роберт Шакурова ăмăртусене хатĕрленĕ. Хальлĕхе эпĕ спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене пурнăçланă. Шкулта вĕреннĕрен района тренировкăсене кашни кун çӳрейместĕп. Эрнере икĕ хутчен çитсе килетĕп. Ытти чухне килте ӳт-пĕве пиçĕхтеретĕп. Пӳлĕмре ман валли ăмăртусене хатĕрленме пур услови те туса панă. Шкул хыççăн эпĕ хамăн пурнăçа спортпа çыхăнтарасшăн. Ăмăртусене хутшăнмасан тренер пулас шухăш пур, — кăмăлне уçрĕ Эльвина. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Пурнăç авсан та хуçăлса ӳкмен
— Чи шухăшсăр та хаваслă самантсем ачалăх çулĕсем пулчĕç ахăртнех. Эпир, шухăскерсем, выляса-кулса ӳсрĕмĕр, — пуçларĕ хăйĕн сăмахне Кĕçĕн Патăрьелте пурăнакан Тамара Платонова.
Пĕрремĕш кунрах арăм пулса тăнă
1967 çулта Патăрьел тăрăхĕнчи Кĕçĕн Чемен ялĕнче Иванпа Екатерина Моисеевсен çемйинче çуралнăскере итлесе ларнă май куç шывланчĕ. Хăш-пĕр çынна шăпа тĕрĕслет тейĕн, нумай нушалантарать. Пĕрисем хуйха-суйха чăтаймасăр хуçăлаççĕ, теприсем вутра шăратнă пек çирĕпленсе тухаççĕ. Тамара Ивановнăна шăпах иккĕмĕшсен шутне кĕртĕттĕм. — Пирĕн çемьере ултă ача çитĕннĕ. Кĕçĕнни пулнăран пĕчĕк тесе кравать айĕнчи урая çутаратчĕç. Çапах туслă ӳснĕ эпир. Аттепе анне яланах ĕçреччĕ. Çуллахи вăхăтра уйра пай уйăрса паратчĕç, унта тăрмашаттăмăр. Атте платникчĕ. Хĕлле вăрман касма каятчĕ. Ас тăватăп, аттене тракторпа илсе килчĕç. Ун çине йывăç ӳкнĕ-мĕн. Пичĕ-куçĕ юнпа вараланнăччĕ. Анне кăшкăрса макăрни куç умĕнчех. Çав кун атте килтех çĕр каçрĕ. Тепĕр кун анне лаша кӳлсе Арапуç больницине илсе кайрĕ. Унта тӳрех леçме май пулман-ши вара ун чухне? Атте сыватмăшра чылай вăхăт сипленчĕ, çапах сусăрланса юлчĕ. Пирĕн ялта шкул çукчĕ. Эпир малтан Шăхача çӳрерĕмĕр, кайран Аслă Чемен шкулĕнче вĕрентĕмĕр. Çав самантсем асра юлнă. Ытти ачапа пĕрле тимĕр-тăмăр пухаттăмăр, кивĕ хут пуçтараттăмăр. Концертсем кăтартаттăмăр, спектакльсем хатĕрлеттĕмĕр... Хастаррисене Ульяновск хулине экскурсие илсе кайнăччĕ. Мĕнле савăннăччĕ! Аттепе анне пĕр мăшăр коньки туянса панăччĕ. Эпĕ унпа ярăнма юрататтăм. Анчах мана, пĕчĕкскере, сайра лекетчĕ. Пĕрре çапла шкултан маларах килтĕм те коньки илсе пĕве хĕррине чупрăм. Нумай та ярăнаймарăм — пичче килсе тăчĕ. Ирĕксĕрлесе хывса илчĕ. Хам йĕретĕп. Çав коньки халĕ те килте çакăнса тăрать. Ачалăхри хурлăхлă кун та çакă кăна пулнă, — иртнĕ вăхăта куç умне кăларчĕ Тамара Платонова.
1984 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухсан вăл икĕ юлташ хĕрпе Свердловск хулинчи медицина училищине çул тытнă.
— Унти больницăра ĕçлесех вĕренме пулать иккен. Юлташ хĕрĕн аппăшĕ чĕнсе янă. Çапла Свердловск хулине çитрĕмĕр. Эпĕ экзаменсене ăнăçлă тытрăм, хĕрсем вĕренме кĕреймерĕç. Эпĕ ют хулара пĕчченех тăрса юлтăм. Пирĕн училище облаçăн тĕп больницинчех вырнаçнăччĕ. Телее, чиперех вĕренсе тухрăм та 1986 çулта яла таврăнтăм. Патăрьел больницин инфекци уйрăмне вырнаçрăм. Пациентсемпе ĕçлеме килĕшетчĕ, анчах хăçан та пулин пысăк инкек кӳрессе нихçан та шухăшламан, — терĕ Тамара Ивановна.
«Шăтăк шăрçа нихăçан та çĕр çинче выртмасть», — теççĕ халăхра. Йăлтăртатакан шăрçана та часах туянаççĕ. 1987 çулта Тамара Моисеева Кĕçĕн Патăрьел каччипе пĕрлешнĕ. Хăйсем епле мăшăрланни çинчен кула-кулах каласа пачĕ.
— Пулас мăшăра, тĕрĕссипе, нихçан та курман. Ун чухне нарăсăн 14-мĕшĕччĕ. Çав кун иккĕмĕш сыпăкри аппан туйĕ пыратчĕ. Ку вăхăт тĕлне аслă аппа качча кайнăччĕ, çемйипе Патăрьел салинче пурăнатчĕç. Вĕсем патне пытăм. Унта икĕ каччă ларать. Кусем те туйра савăнасшăн-мĕн. Аппа мана вĕсемпе пĕрле ларса кайма хушрĕ. Пĕр каччин киле кĕрсе тумланмалла иккен. Машинăра шăнса лариччен пĕрле кĕме ыйтрĕç. Пӳртре çеç мана çураçнине пĕлтерчĕç. Килте никам та çук. Кунта кăшкăрса йĕрсен те ман хута никам кĕреймĕ. Килĕшем пекки турăм. Тульккăш туй пуличчен урăх ку çурта килсе кĕместĕп терĕм. Эпĕ уявра пулманнипе тăвансем мана шырама килчĕç. Малтан эпĕ вĕсен ялне килсе курман. Анчах туй кунĕнче мана пачах урăх çурта илсе кĕчĕç. Малтанхи çурт аппăшĕн пулнă иккен. Çапла Кĕçĕн Патăрьел кинĕ пулса тăтăм. Коля Платонова качча тухнăшăн эпĕ пĕрре те ӳкĕнмен. Сив сăмах каласа та, хирĕçсе те курман эпир. Хуняма лайăх çын пулчĕ. 30 çул пĕрле килĕштерсе пурăнтăмăр, — сăмах çăмхине сӳтрĕ хĕрарăм.
Ултă хут операци тунă
— 1988 çулта хĕр çуралчĕ, — калаçăва малалла тăсрĕ Тамара Ивановна. — Пирĕн кил-çурт чаплах марччĕ те, майĕпен юсама тытăнтăмăр. Виçĕ çулта пӳрт-çурта çĕнетрĕмĕр. Йăлт туса пĕтернĕччĕ. Пурăн та пурăн савăнса. Анчах 1994 çулта тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайрăмăр. Çын айăпне пула пушар тухрĕ. «Вăрă вăрлать те хăйне кирлине илсе каять», — теççĕ. Пушартан хăрушă пулăм çук. Пĕр самантра нимсĕр тăрса юлни йăлт çапса хуçрĕ. Çăмăл мар пулин те пĕчĕккĕн ура çине тăтăмăр. 1990 çулта «йывăр» çын пултăм. Ун чухне инфекци уйрăмĕнчех ĕçлеттĕм. Юлашки уйăхсенче гепатитпа чирлекенсен шучĕ ӳсрĕ. Мана та çав чир çакланчĕ. Çавăнпа вăхăт çитмесĕрех ача çуратрăм. 45 кун инфекци уйрăмĕнче сиплентĕм. Ывăла ача çуратмалли çуртрах хăварчĕç. Больницăра выртнă вăхăтра хуняçа усал шыççа пула вилсе кайрĕ. Кайран та хама аванах туймастăм. Пĕрре çапла верандăра ача ĕмĕртетĕп. Маччана хăпармалли шăтăк пурччĕ. Унтан арçын сасси илтĕнчĕ. «Çакăн», — тет çакскер мана. Малтан ăнламарăм-ха. Унтан çине-çинех çав сăмаха илтме тытăнтăм. Хăранипе ачана çирĕпрех пăчăртарăм. Пурпĕрех çав сас янăрать. Ачана йăтса пӳрте чупса кĕтĕм. Килтисене каласа кăтартрăм. Хуняма Турра ĕненетчĕ, çав кунах чиркĕве кайрĕ. Ман çума ларса кĕлĕ вулатчĕ. Хĕрес хывмасăр ниçта та кăларса ямастчĕ. Телее, çав сасă манран хăпрĕ. Пăянама Чĕкеç тесе чĕнетчĕç. Хут çинче — Татьяна. Унăн инсульта пула нуша куракан аппăшĕ пурччĕ. Наçтука хамăр пата илсе килтĕмĕр. Выртаканскере 11 çул пăхрăмăр. Унтан анне усал шыççа пула утайми пулчĕ. Ĕç хыççăн тӳрех Кĕçĕн Чемене каяттăм. Хуняма та, упăшка та куншăн ӳпкелесе каламан. Ун чухне икĕ ачана хăйсемех пăхрĕç. Çав вăхăталла атте чирлесе ӳкрĕ, вăл та выртакан пулчĕ. Нумай нушаланчĕ, анчах сывалаймарĕ. Телее, анне усал чире парăнтарчĕ. Атте вилсен анне пирĕн пата пурăнма куçрĕ. Унтан хамăн нуша курма тиврĕ. Хулана кайсан ачалăха аса илсе коньки сырса пăр çине ярăнма кайрăмăр. Унта ӳксе алла хуçрăм. Вăл тӳрленчĕ кăна – чĕркуççине операци турĕç. 2017 çулта аппендицит касрĕç, анчах чир пурпĕрех иртмерĕ. Йывăрлансах çитрĕм. Реанимацире 7 кун тăна кĕмесĕр выртнă. Килтисене лару-тăру япăх тесе каланă. Юлашкинчен Шупашкара илсе кайнă. Унта шăк хăмпинче чулсем тупнă. Татах операци сĕтелĕ çине кĕрсе выртрăм. Чылай вăхăт асапланнă хыççăн киле таврăннăччĕ çеç — ват хăмпинчи чулсем хускалчĕç. Ултă хутчен операци турĕç. Больницăран хуняма мана урама тухса çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ. «Çĕнĕрен киле кĕнĕ пек пултăр», — терĕ. Çавăн хыççăн, чăнах та, ураланма тытăнтăм. Анчах çур çултан хуняма вилчĕ. Ковид вăхăтĕнче упăшка çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Ку маншăн чăн-чăн пысăк çухату пулчĕ. Нумай вăхăт хуйхăртăм. 2023 çулта аннене пытартăм. «Эпĕ 96 çула çитиччен пурăнатăп-ха», — тетчĕ. Çапла пулчĕ те. Çак хуйхă çине суйхă тенĕ пекех — халĕ сахăр чирĕпе нушаланатăп, — куççульне шăлчĕ Тамара Платонова. Платоновсен аслă хĕрĕ амăшĕ пекех медицинăна суйланă, халĕ Патăрьел больницинче медсестрара ĕçлет. Ывăлĕ çемйипе Шупашкарта пурăнать. Хĕрарăма мăнукĕсем савăнăç кӳреççĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Çăмламас юлташĕ яланах пĕрле
Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Алексей Мидяков çул çинчи пурнăçа тахçанах хăнăхнă. Вăл — дальнобойщик. Çул çӳревсенче ăна пĕрре те тунсăх мар, мĕншĕн тесен Фунтик ятлă енот яланах унпа пĕрле. Çăмламас чĕр чун 8 уйăх каялла водителĕн шанчăклă тусĕ пулса тăнă.
Мультфильмри сăнар ячĕпе
Унччен Алексей Леха ятлă енот усранă, анчах вăл чирлесе вилнĕ. Фунтика Алексей Крымра питомникра ĕçленĕ чухне туяннă. Халĕ чĕр чун пĕчĕк-ха, 8 кг кăна таять. Сăмах май, енотсем çитĕнсен 20 килограма çитме пултараççĕ. Алексей чĕр чуна ахальтен çапла ят паман. Хăйĕн шанчăклă тусĕпе вăл совет мультфильмĕнчи сăнарсем — Мокус мучипе Фунтик — пек çĕршыв тăрăх кусса çӳрет. «Хăй тирпейлĕ, анчах хăш чухне сысна пекех çиет. Çавăнпа та ăна Фунтик тесе чĕнетĕп», — ятне тӳрре кăларма тăрăшрĕ арçын. Пĕрле вĕсем Чăваш Енрен Владивостока çити çул тытнă, кăнтăрта пурăннă. Алексей Крым кĕперне тунă çĕре те хутшăннă. Шăрăх çанталăк йăлăхтарсан Çурçĕрелле куçнă. — Килте кушак, йытă усранă. Манăн хăйне евĕрлĕ чĕр чун туянас килчĕ. Енотсене килĕштертĕм. Вĕсене тĕрлĕ хăнăхăва вĕрентме йывăр мар. Енотсен амисем хуçа. Çапла слонсен те, гиенăсен те. Аçисем лăпкăрах, итлеççĕ. Çавăнпа ама туянмарăм. Пĕрремĕш енот усалччĕ. Ăна тĕрлĕ хăнăхăва вĕрентме йывăртарахчĕ. Пĕрмай кутăнлашатчĕ. Унпа эпир Яппун тинĕсне те çитсе килтĕмĕр. Çавăнта вăл вирус çаклатрĕ пулмалла. Çак çăмламас чĕр чуна усракансен нервăсем çирĕп кирлĕ. Вĕсем хартлатма, кутăнлашма пултараççĕ. Пĕтĕмпех мĕнле воспитани панинчен килет, — мĕншĕн енот усрама шухăшланине çапла ăнлантарчĕ арçын. Алексей Шупашкарта 1981 çулхи утă уйăхĕнче çуралнă. Ачалăхĕ унăн Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Нишер ялĕнче иртнĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă, техникăна юратнă, ăна юсанă. Çитĕнсен мопед, тиев автомобиль правине алла илнĕ. Салтак тивĕçне 2 çул пурнăçланă: малтан çамрăк боецăн курсне тухнă, каярах Саратов облаçĕнчи 1-мĕш мобильлĕ бригадăра хĕсметре тăнă. Кунтанах ăна Кавказа илсе кайнă. Алексей иккĕмĕш Чечня вăрçине хутшăннă. Радиаци, хими тата биологи хӳтĕлевĕн çарĕнче хĕсмет тивĕçне пурнăçланă. Огнеметчик пулнă, сержанта çитнĕ. 50-мĕш уйрăм батальон Ханкала поселокĕнче тăнă. Алексей — пĕрремĕш класлă водитель. Унăн çурăм хыçĕнче — пин-пин çухрăмлă автоçул, вун-вун хула. — Эпĕ пурнăçăн ытларах пайне çул çинче ирттеретĕп. Халĕ манпа пĕрле штурман — Фунтик — пур. Унпа нихăçан та кичем мар, кабинăра яланах тирпейлĕ, кăмăл-туйăм урăхла. Ĕçрен темиçе хут та пăрахса кайнă. Урăх çĕрте те хама тĕрĕсленĕ, анчах пурпĕрех каялла таврăннă. Çул чĕнет. Темĕнле машинăпа та çӳресе курнă, анчах та мана ытларах фурăпа çула тухма килĕшет. Салтак атти тăхăниччен «А», «В», «С» категорисемпе водитель правине илтĕм. Унтан килсен «Д», «Е» вĕрентĕм, — калаçрĕ Алексей. Фунтикăн хăйĕн кун йĕрки: ирхине уçăлма тухать, улма-çырлапа, чăх чĕрипе апатланать, унтан каçчен хуп турттарать. Енот хĕле çывăрса ирттермест. Çавăн пекех çăмламас юлташĕ кĕпе-йĕм çума юратать. Алексей пĕлтернĕ тăрăх, Фунтик куçĕ тĕлне мĕн лекнине пĕтĕмпех хăйĕн патне пуçтарать. Унтан япаласене шывра чӳхесе тасатать. Çулталăкне пĕрре Алексей çăмламас юлташне ветеринар патне прививка тутарма илсе çӳрет. Фунтикăн выляма темĕн тĕрлĕ тетте те пур. Вăл вĕсемпе вăхăта ирттерме кăмăллать. — Унăн хăйĕн чашăкĕ, тазĕ пур. Çак чĕр чунăн кăмăлĕ те хăйне евĕрлĕ. Фунтик каланине ăнланать, анчах мĕн кирлине памасан кăмăлсăрланать, — çăмламас юлташĕпе паллаштарчĕ Алексей. Апат тиркемест Фунтик çул çӳревсенче хăйне лăпкă тытать: ларкăч çинче çывăрать, чӳречерен тавралăха сăнать е хуçипе юнашар ларать. Урăх хуласенче енот çынсене илĕртет: вĕсем ятарласа чарăнаççĕ, ӳкерĕнме е ачашлама ыйтаççĕ. Алексей ун пек чухне çынсене асăрхаттарать: енот тискер чĕр чун пулнине аса илтерет. — Кăмăлĕ лайăх пулсан çыртмасть. Вĕсем упа çури пек, тепĕр чухне чавса илме те пултараççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, енот ырă чĕр чун. Фунтик кăмăл пур чухне выляма юратать. Хĕлле вăл сахал утса çӳрет. Апла пулин те уçăлса çӳреме кăмăллать. Тӳрех алăк патне чупса пырать. Хăйĕн чĕлхипе мана темĕскер ăнлантарать. Çул çинче вăхăтăн ытларах пайне кабинăра çывăрса ирттерет, — малалла калаçрĕ 44 çулти арçын. Теприсем йытă çавăтса утаççĕ пулсан, Алексей енотпа уçăлса çӳрет. Фунтика Çĕнĕ Шупашкарти Иваново микрорайонта пурăнакансем палласа çитнĕ ĕнтĕ. Çăмламас чĕр чун урампа утса пынинчен тĕлĕнме пăрахнă. Хăшĕ-пĕри чӳречерен сăнать, телефонпа ӳкерсе илет. Çав шутра чĕр чуна чăн пурнăçра нихăçан та курманни çинчен тата вăл мĕн тери илемлĕ пулнине палăртакансем те пур. Машинăпа пыракансем те хăйсен ĕçĕсем пирки манса ятарласа чарăнса та илеççĕ. Çавăн пек тимлĕхе Алексейпа Фунтик хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. — Фунтик урама тухсан никама та асăрхамасть, хăйĕн çулĕпе утать. Йытă çывăха пырсан пĕр вырăнта тăрать, хӳтĕленет, — пĕлтерчĕ Алексей. Фунтик кăпăшка çăмлă пулин те хĕллехи вăхăтра урамра чылай вăхăт уçăлса çӳреймест. Ури шăнма тытăнсан вăл Алексейăн хулпуççи çине хăпарса ăшăнать. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Молдавансем тарават, уçă чунлă»
Пирĕн çĕршывра 190 яхăн наци пурăнать. Ĕмĕртенех тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе калаçнă. Тĕрлĕ нацин ывăл-хĕрĕ çемье чăмăртани те пĕрпĕринпе туслă пулнине çирĕплетсе парать. Паян эпĕ сире çавăн пек хутăш çемьепе паллаштарасшăн. Сăмахăм Патăрьел тăрăхĕнчи Кĕçĕн Патăрьел ялĕнче пурăнакан Чебаненкăсем çинчен.
Николайпа Галина Чебаненкăсемпе паллашас тĕллевпе вĕсем патне çитсех килтĕм. Çемье пуçĕ — молдаван. Галина – чăваш.
— Эпир совет саманинче çуралнă. Эпĕ — 1968, Николай 1967 çулта. Мари Республикинче чăваш çемйинче кун çути куртăм. Атте Иван Хураськин çар çынни пулнă. Тĕрĕссипе, вăл педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан Патăрьелти шкула ĕçлеме килнĕ. Анне вара шăпах çакăнта вĕреннĕ. Çапла паллашнă икĕ çамрăк. Каярах аттене районти комсомол комитетне ĕçлеме чĕннĕ. Çакăнта ăна çар çынни пулма сĕннĕ. Атте килĕшнĕ. Анчах малтан çар тивĕçне пурнăçлама кайиччен аннепе пĕрлешнĕ. Ăна Мари Республикинчи çар чаçне янă. Унта вара эпĕ çуралнă. Ăçта кăна тĕпленмен эпир. Çар çыннин ăçта хушаççĕ — çавăнта каймалла. Казахстанра та, Оренбургра та пурăннă. Кашни вырăнтах пирĕн çемье хушăнса пынă. Юлашкинчен атте çапла куçса çӳресе йăлăхнă пулмалла, çартан хăй ирĕкĕпе кайнă. Эпĕ 3-4 çулсенче чухне пĕр çĕрте тĕпленсе пурăнас тĕллевпе Çĕпĕре çитнĕ. Атте вырăнти шкулта ĕçлеме тытăннă. Кунтах эпĕ те 1-мĕш класа кайнă. Питĕ лайăх ас тăватăп çав вăхăта. Класри ачасенчен чи лайăх тум тăхăнни эпĕччĕ çав кунхине. Пиллĕкмĕш класа кайиччен эпир Çĕпĕртех пурăнтăмăр. Çуллахи вăхăтра питĕ илемлĕччĕ унта. Инçех те мар пысăк кӳлĕ пурччĕ. Пĕрре çапла иккĕмĕш сыпăкри йăмăкпа унта сулăпа ярăнма кайрăмăр. Пирĕн хатĕр тайăлса кайрĕ те — иксĕмĕр те шыва чăмрăмăр. Эпĕ чăмпăлтатса çыран хĕррине тухрăм, йăмăк путма пуçларĕ. Юрать, çыран хĕрринче тем вăрăмăш патак выртатчĕ. Çавна тăсса парса йăмăка хăтарса хăвартăм. Çавăнтан кӳлле ярăнма кайма пăрахрăмăр. Манăн тата икĕ йăмăк пурччĕ. Унтан кĕçĕн шăллăм çуралчĕ. Эпĕ асли пулнă май яланах ăна пăхнă. Хамăн ача пекех туяттăм. Пĕррехинче çулталăк çурăрискер мунча алкумне кĕрет те уксус кĕленчине курать. Вăл уçă пулнă, ăна тутанса пăхнă. Çăлса хăвараймарĕç. Çавăн хыççăн çемье Çĕпĕрте нумай пурăнмарĕ, Чăваш Ене куçса килчĕ. Паянхи кун та шăллăм вилĕмĕшĕн хама айăплатăп. Эпĕ пăхса çитереймен пек туйăнать. Чăваш Ене килсен атте Турханти шкулта истори, географи, биологи вĕрентме тытăнчĕ. Эпир унта шкула çӳреттĕмĕр. 1986 çулта Шупашкарти пир-авăр техникумне çул тытрăм. Çапла пĕррехинче вĕрентӳ учрежденийĕнчен тухатăп – мана хирĕç алăкран пĕр салтак васкаса кĕрет. Чутах çапăнаттăмăр. Ку Коля пулнă. Çапла паллашрăмăр. Вăл Шупашкарти пĕр çар чаçĕнче службăра тăнă, ăна хулана тухса кĕме ирĕк панă. Çавăн хыççăн час-часах тĕл пулма тытăнтăмăр. 1987 çулта Николайăн салтак служби вĕçленчĕ. Молдавие таврăниччен пĕрлешес терĕмĕр. Паллах, килтисемшĕн çак хыпар уяр кунри аслати пекех туйăнчĕ. Ытла та çамрăк, тин çеç 18 çул тултарнă хĕрпе çемье çавăрни вĕсемшĕн кĕтменлĕх пулчĕ. «Сана унта йышăнмасан, йывăр пулсан — эпир сана яланах каялла кĕтетпĕр», — терĕ атте. Çав çулах Шупашкарта çырăнса Молдавие тухса кайрăмăр. Унта вара мана çав тери хаваспах кĕтсе илчĕç. Тĕрĕссипе каласан, молдавансем тарават, уçă чунлă. Тирасполь хулинчен 15 çухрăмра вырнаçнă Малаешты салинче пурăнтăмăр. Вăл Молдовири чи пысăк сала шутланатчĕ. Упăшкапа иксĕмĕр те улма-çырла ӳстерекен пысăк сад бригадинче ĕçлерĕмĕр. Молдаванла калаçма та вĕреннĕччĕ. 1996 çулччен пурăнтăмăр унта. Вăл вăхăтра пурнăç улшăнма тытăннăччĕ, çавăнпа Чăваш Ене куçса килес терĕмĕр. Эпир упăшкапа яланах килĕштерсе пурăннă. Пĕр хĕр Лилия çуралчĕ. Кĕçĕн Патăрьел ялĕнче асаннесен кивĕ çурчĕ пурччĕ. Çавна çĕнетме шухăшларăмăр. Кунта килсен те йывăрлăхĕ çителĕклех пулчĕ. Чи йывăрри ĕç çуккиччĕ. Ăçта кăна ĕçлесе пăхмарăмăр-ши? Колхозра пай та илнĕ. Лавккара та вăй хунă. Темиçе уйăх шалу илейместĕмĕр. Çавăн чухне шкулта уроксенче вĕренни питĕ пулăшнăччĕ. Турханти шкулта учительсем пире пурне те алă ĕç тума вĕрентнĕ. Кунта эпир хамăра валли кĕпе-йĕм çĕлеттĕмĕр, тĕрлĕрен япала çыхма вĕренеттĕмĕр. Çавсем шăпах йывăр самантра пулăшрĕç те. Çемье валли кĕпе-йĕме килтех çĕленĕ. Пĕр вăхăтра пурне те çыхса тăхăнтартаттăм. Ку хăйне кура укçа-тенкĕ нумай перекетлеме май панă. Николай стройка ĕçне пултарать. Çурта çĕнетме тытăнсан никама та укçалла тытса ĕçлеттермен. Иксĕмĕр пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн кирпĕч çине кирпĕч хурса хăпартнă. Çапла темиçе çулта йăлт тирпейлесе пĕтертĕмĕр. Халĕ пирĕн Николай чаплă плиточник, сантехник шутланса тăрать. Эпĕ 18 çулта пĕр хуçа патĕнче сантехника япалисене сутатăп. Питĕ нумай çул пĕр вырăнта ĕçленĕрен нумайăшĕ ку лавкка пирĕнех тесе шухăшлать. Эпĕ ют халăх çыннине качча тухнăшăн ĕмĕрне те ӳкĕнмен. Николайпа пĕрле ирттернĕ çулсене чи телейлисем тесе йышăнатăп. Хăть хăш халăх çынни пултăр, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнсан нимĕнле уйрăмлăх та çук. Иксĕмĕр те православи тĕнне тытса пыратпăр. Эпир ӳснĕ вăхăтра шыва кĕртме юраман, уйрăмах учительсене чарнă. Пĕлсен ун чухне районти радиоузелтанах пĕлтеретчĕç. Çапах та мана пĕчĕклех асанне тĕне кĕртнĕ. Асаннене Элекса тесе чĕнетчĕç. Вăл пире, мăнукĕсене, мĕн тума кăна вĕрентмен. Аттепе аннене те вăрттăн венчете тăратнăччĕ. Ара, районти чиркӳллĕ Тăрăн ялĕ пирĕнпе юнашарах пулнă-çке, — хăй çинчен каласа пачĕ Галина Ивановна. Пирĕн калаçăва Николай Борисович та хутшăнчĕ. Паллах, чăвашла калаçнине ăнланмасть вăл, анчах хăйсем çинчен калаçнине илтсен çапла хушса хучĕ:
— «Çемьери килĕшӳ хăш халăх çынни пулнинчен килмест. Эпĕ Чăваш Ене килсе хамăн юратăва тупнăшăн пĕрре те ӳкĕнмен. Чăвашсем те молдавансем пекех ĕçе юратаççĕ. Хĕрарăмсем арçынсене хисеплеççĕ. Çемье ăшши вĕсемшĕн тĕп вырăнта. Эпĕ ӳссе çитĕннĕ вăхăтра шăпах атте вилсе кайрĕ. Икĕ шăллăмпа йăмăк аннепе тăрса юлтăмăр.1985 çулта салтака кайрăм. Шупашкарти 3997-мĕш çар чаçĕнче служба тăтăм. Нимĕнле тĕл пулу та çӳлтен хушмасăр пулмасть. Пирĕн те çаплах. Галинăпа паллашиччен темиçе хут та хулана тухса кĕме ирĕк панă вĕт-ха, анчах никампа та паллашман. Çавăнпа служба срокĕ вĕçленсен ăна хампа пĕрле илсе кайма шухăшларăм. Килтисем хирĕç пулмарĕç. Çав тери хавас йышăнчĕç пире. Анчах çĕршыври лару-тăру пире кунта килсе пурăнма хистерĕ. Тата пĕлетĕр-и, Галя хăйĕн йăмăкне шывран туртса кăларнă çул эпĕ те хамăр кӳршĕ ачине путасран çăлса хăварнă. Питĕ лайăх ишеттĕм. Çав ача шыва путса ансах кайрĕ. Темиçе хут чăма-чăма кӳршĕ ачине туртса кăлартăм. Кайран вăл чылай вăхăт тăнсăр выртрĕ. Вăл вăранасса темиçе сехет кĕтсе лартăм. Халĕ çуралнă вырăнсене кайса курма та май çук. Юлашки хут 2013 çулта кайса килнĕччĕ. Унтан таврăнсанах ахăр самана пуçланса кайрĕ. Анне виçĕ çул каялла вилчĕ, ăна та пытарма каяймарăм.Тетесемпе, йăмăкпа телефон урлă кăна çыхăну тытатпăр. Лару-тăру хăçан улшăнасси çинчен шухăшламалли те çук. Кунран-кун йывăрланса пырать, — тесе пăшăрханса калаçрĕ Николай Борисович. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...












Комментарии
Алена
вт, 03/02/2026 - 10:37
Постоянная ссылка (Permalink)
Интересные материалы
Ку номер питӗ кӑсӑклӑ пулнӑ сирӗн! Тамара Платоновӑн шӑпи уйрӑмах шухӑшлаттарать...
Комментировать