Хыпар 5 (28420) № 27.01.2026

27 Янв, 2026

Промышленноç, ял хуçалăхĕ ÿсĕмлĕ

Регионăн 2025 çулхи социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ планеркăра пĕтĕмлетрĕ.

Раштав кăтартăвĕсем туллин паллă мар та — экономика аталанăвĕн министрĕ Лариса Рафикова хăйĕн докладĕнче хăшпĕр енĕпе 2025 çулхи кăрлач-чӳк уйăхĕсенчи цифрăсемпе усă курчĕ, апла пулин те пĕтĕмлетӳ уçăмлă: флагман шутланакан отрасльсем ӳсĕмлĕ ĕçлеççĕ. Промышленноç производствин индексĕ 102% танлашнă. Тирпейлекен производствăсен тата та пысăкрах — 104%. Система йĕркелекеннисен шутне кĕрекен 28 промпредприяти тиесе ăсатнă продукци калăпăшне палăрмаллах ӳстерме пултарнă. Компьютерсем, электрон хатĕрсем, оптика изделийĕсем туса кăларакан предприятисен ӳсĕмĕ уйрăмах пысăк — 1,8 хут! Çавăн пекех апат-çимĕç туса кăларакан предприятисем лайăх ĕçленĕ, асăннă кăтартăва 17% пысăклатма пултарнă. Муниципалитетсене кура хаклас тăк — вĕсенчен вуннăшĕ /Йĕпреç, Çĕрпӳ, Патăрьел округĕсем, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисем, ыттисем/ ӳсĕмлĕ ĕçленĕ. Чакнисем — Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Çĕмĕрле, Красноармейски, Улатăр округĕсем. Ял хуçалăх производстви 10% хушăннă. Çулталăк каяллахипе танлаштарсан аш-какай туса илесси 107% çитнĕ, сĕт — 103,3%. Пĕлтĕр 550 миллион çăмарта туса илнĕ, унăн производстви уйрăмах нумай ӳснĕ — 126% ытла. Лариса Рафикова тыр-пул тухăçĕ лайăх пулнине тепĕр хут аса илтерчĕ. 1 миллион ытла тонна тырă — каллех рекорд шайĕнче. Тĕш тырă туса илес енĕпе Елчĕк тата Çĕрпӳ округĕсем лидерсем. Ашкакайпа — Хĕрлĕ Чутайсем, сĕтпе — каллех Çĕрпӳсем. Çак икĕ кăтартупа та чи япăххи вара — Улатăр округĕ. Строительсем те япăх мар ĕçлеççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр тумалли тĕллевсене ăнăçлă пурнăçланă — пĕлтĕр 821 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Предпринимательлĕх аталанăвĕ те мăнаçланмалăх пур. МСП субъекчĕсен йышĕ 150 пинрен те иртнĕ. Хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсемпе пĕрле шутласан паян Чăваш Енре çак сферăра 258 пин çын вăй хурать. Патшалăх пулăшăвĕ ӳсĕмлĕ ĕçлессине тĕревлет: иртнĕ çул виçĕ тытăм — Экономика аталанăвĕн, Промышленноç тата Ял хуçалăх министерствисем — урлă кӳнĕ пулăшу миллиард тенкĕ патнеллех. Официаллă ĕçсĕрлĕх пĕлтĕр виçĕм çулхи шайрах юлнă — 0,4%. Муркаш, Вăрмар, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри округĕсенче — пĕчĕкрех, Пăрачкав, Улатăр, Элĕк округĕсенче — пысăкрах. Ĕç укçин уйăхри вăтам виçи 67,1 пин тенкĕпе танлашнă. Çулталăк малараххипе шайлаштарса пăхсан — 113%. Чăн та, инфляцие кăларсан ӳсĕм курăмлă тееймĕн — 102%. Шалу виçипе каллех компьютерсемпе электрон хатĕрсен ораслĕ малта. Информатизаципе çыхăну предприятийĕсенче, ытти хăш-пĕр сферăра ĕç укçи аван. Пĕчĕк виçесем — администраци ĕçĕ, хăна çурчĕсем... Лариса Анатольевна хăйĕн сăмахĕнче вĕсене асăнмарĕ, анчах доклад презентацийĕн экран çине кăларнă ӳкерчĕкĕсенче пĕчĕк шалуллисен шутĕнче вĕрентӳ, культура сферисене, ял хуçалăхне те асăрхама май пулчĕ. Çав шутра — пĕр вăхăт аван укçаллă пек туйăннă сывлăх сыхлавĕ те. Çавна май Чăваш Ен ĕç укçин ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕпе Самар облаçĕпе тата Пушкăртстанпа пĕрле каллех округри кайри регионсен шутĕнче пулни те тĕлĕнтермест. Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков çулталăка бюджет тупăшĕсемпе тăкакĕсен кăтартăвĕсем çине таянса пĕтĕмлетрĕ. Пĕрлехи бюджет тупăшĕ 135 миллиард тенкĕрен иртнĕ. Хыснана профицитпа пурнăçланă — тупăш тăкаксенчен 5 миллиард тенкĕ пысăкрах. Çав шутра хамăрăн тупăш курăмлă — 98,7 миллиард тенкĕ. Михаил Геннадьевич пусăм туса палăртрĕ: иртнĕ çул Чăваш Енре пухнă налуксен виçи пуçласа пĕрлехи бюджет калăпăшĕнчен пысăкрах пулнă. Вăл юлашки çулсенче хамăрăн тупăшсен ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕ лайăххи çинчен кăмăллăн каларĕ. Тăкаксене илес тĕк — социаллă расхутсем, культура сфери валли янă укçа калăпăшĕ пысăк — 68,7 миллиард тенкĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова грипп, ОРВИ чирĕсемпе çыхăннă эпидеми лару-тăрăвĕ пирки сăмах илчĕ. Çулталăкăн виççĕмĕш эрнинче республикăра çынсем ОРВИ чирĕсемпе чирленĕ 4,5 пине яхăн тĕслĕхе тупса палăртнă. Питĕ нумай тееймĕн, çапах — сахал та мар. Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕ вара асăннă кăтарту пысăкланнине палăртнă май çакăнта шкул ачисен, ĕç коллективĕсем каникултан таврăннин витĕмне курать — чир пĕр-пĕрне ересси вăй илет. Больницăсене хунă çынсен йышĕ пысăк мар, çапах çывăх вăхăтра чирлекен нумайланас хăрушлăх пур. Гриппа çыхăннă хурлăхлă тĕслĕхе те шута илнĕ — çулланнă пĕр çын пурнăçĕ татăлнă. Ку тĕслĕхпе тĕплĕ тĕпчев ирттереççĕ. Роспотребнадзор хăш-пĕр шкулта температура кирлĕ шайра пулманнине, юрăхлăх вăхăчĕ иртнĕ антисептиксемпе усă курнине тупса палăртнă. Ачасен вакцинациленĕ йышĕ те чирсенчен шанчăклă сыхланассине тивĕçтереймест иккен. Прививка тумалли меллĕ вăхăт — раштав уйăхĕччен, халь каярах юлнă ĕнтĕ. Çавна май Олег Николаев çитес çулхи эпидеми лару-тăрăвне хатĕрленнĕ май вакцинаци кăтартăвĕсене пысăкрах тумалли çинчен асăрхаттарчĕ. Канашлу вĕрентӳ организацийĕсен наука ĕç-хĕлне тишкерсе хакланипе вĕçленчĕ. Шел те, ыррипе пĕрлех ку сферăра япăххи те çук мар. Çапла, паян ача сачĕсенче те лабораторисем пур, анчах ку çителĕксĕр. Наука никĕсĕ аслă шкулсенче пулмалла. Анчах унта паян профессорсемпе преподавательсен йышĕ ватăлса пырать, республикăри пĕр вуз та докторантура ĕçĕсене хӳтĕлеттермест, лабораторисем сахал, çĕнĕлĕхсем шухăшласа кăларнине çирĕплетекен свидетельствăсен, патентсен шучĕ чакса пырать. Çакăнпа, паллах, çырлахма юрамасть. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Кăçал 36 шкул юсанса çĕнелĕ

Республикăри шкулсене юсама 2026 çулта рекорд шайĕнчи виçепе укçа уйăрма палăртнă — 4,6 миллиард тенкĕ. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕрентӳ министрĕпе Дмитрий Захаровпа курнăçнă май пĕлтернĕ. Тĕл пулура вĕрентӳ тытăмĕн аталанăвне тишкернĕ.

— Республикăра паян вĕрентĕвĕн пĕрлехи тытăмне йĕркеленĕ — ача садĕнчен пуçласа пирвайхи ĕç вырăнĕ таран. Юлашки 5 çулта çĕнĕ 9 шкул хута янă. Пĕлтĕр çĕнĕ 3 шкул ачасене йышăннă, федераци программипе вуннăшне тĕпрен юсанă. Кăçал 36 шкула тĕпрен юсама 4,6 миллиард тенкĕ уйăратпăр. Тĕллев — вĕрентĕвĕн принцип тĕлĕшĕнчен çĕнĕ тытăмне йĕркелесси, — тенĕ Олег Николаев. Тĕп çул-йĕрсен шутĕнче — шкулпа çемье çыхăнăвне çирĕплетесси. 2025 çулта шкулсенчи ашшĕамăшĕн комитечĕсем 26 грант проектĕнче çĕнтернĕ, хăйсен пуçарăвĕсене тӳрре кăларма 22 миллион тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Олег Николаев çак опыта ача сачĕсенче те сармалли çинчен каланă. Вăтам професси пĕлĕвĕ илессин илĕртӳлĕхĕ çамрăксен хушшинче ӳссех пынине палăртма кăмăллă. Дмитрий Захаров вĕренӳ заведенийĕсен ĕçне предприятисене мĕнле специалистсем кирлине шута илсе йĕркеленине палăртнă. Электроэнергетика, машиностроени, ял хуçалăхĕ, IT енĕпе çĕнĕ программăсем уçнă. Кашни вунă çамрăкран улттăшĕ малалла вĕренме хамăрăн техникумсене суйласа илет. Конкурс пысăк: пĕр вырăна 4-4,5 абитуриент — вузсенчи питĕ сумлă специальноçсенни пек. Ялсенчи вĕрентӳ пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Республикăра сахал йышлă шкулсене çĕнĕлле йĕркелес ĕç пырать. Кăçалтан «Сетьре вĕрентекен. Мобильнăй класс», «Мобильнăй вĕрентекен» проектсем хута каяççĕ. Шкул автобусĕсем ачасене никĕс шкулсене илсе пырĕç, вĕрентекенсем вара пысăк мар ялсене пырса çӳрĕç. Çакă пур çĕрте те ачасене паха вĕрентӳпе тивĕçтерме май парĕ. Кăçал регионта профориентаци тĕллевĕллĕ «Агроэкспедици» проект ĕçлесе каймалла. Шкул ачисем ял хуçалăх предприятийĕсене кайса çӳрĕç, аграри профессийĕсемпе паллашĕç. Вĕрентӳ тытăмĕнче цифровизаци вăй илсе пырать. Çав шутра Wi-Fi çыхăнăвĕпе усă курмалли майсем анлăланаççĕ, педагогсене планшетсемпе тивĕçтереççĕ. Тăван чĕлхене, литературăна, культурăна тата историе упрасси, аталантарасси кун йĕркинче юлать. Олег Николаев пусăм туса палăртнă: çак ĕçе шкулчченхи тапхăртах пуçламалла, ачасене пĕчĕкрен тăван чĕлхене юратма вĕрентмелле. Çитес çулсенче инноваци проекчĕсене тӳрре кăларăпăр. Çав шутра хамăр çĕршывра хатĕрленĕ «GigaChat» сервиса чăвашла «вĕрентмелле», чăваш чĕлхипе культурине тĕпе хуракан профиль сменисем йĕркелемелле, ытти проекта пурнăçламалла. Вĕрентĕве аталантарас ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пайĕ — çулталăкĕпех ĕçлекен «Кĕпĕрнаттăр лагерĕ» проект. Вăл, вĕрентĕве тата воспитани процесне пĕрлештерекенскер, хăйĕн тухăçлăхне çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Ку ĕçе çĕнĕ площадкăсене явăçтарнине кура лагерь тематика çул-йĕрĕсене анлăлатĕ. <...>

Николай ДМИТРИЕВ.

♦   ♦   


«Çынсене хÿтĕлени вăй парать»

Росгвардин инженери службине СССР ШĔМĕн шалти çарĕсен тĕп управленийĕнче 1947 çулхи кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Професси кунĕ умĕн Росгвардин Чăваш Республикинчи управленийĕн ОМОНĕн «Сувар» инженери-техника уйрăмĕн инженер-саперĕпе ăнланмалла сăлтавсене пула, шел те, унăн ят-шывне калаймастпăр тĕл пултăмăр, служба ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартма ыйтрăмăр.

— Инженери-техника уйрăмĕн сотрудникĕсен ĕçĕ-хĕлĕн тĕп тĕллевĕсен шутне мĕн кĕрет?

— Пирĕн тĕп тивĕç — граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, лăпкă пурăнма майсем туса парасси. Эпир йышлă халăхпа ирттерекен культура, спорт, тĕн мероприятийĕсем пуçланиччен е террористсем хăйсен усал ĕçĕсене тума пултаракан вырăнсене тĕрĕслетпĕр, взрыв хăрушлăх пур япаласене шыратпăр, тупсан сиенсĕрлететпĕр. Иккĕленӳллĕ япаласем тупнă вырăнсене хăвăрт тухса кайма тивет. Çавна май пирĕн тытăмри сотрудниксен çирĕп кăмăл-туйăмлă пулмалла, кăткăс лару-тăрура ĕçлеме пĕлмелле.

— Сирпĕнес хăрушлăх пур япаласене тупса сиенсĕрлетни пирки каласа кăтартăр-ха.

— Ку ĕç территорие тĕплĕ тĕрĕсленинчен пуçланать. Ятарлă оборудованипе усă куратпăр. Çавăн пекех çак ĕçе тума вĕрентнĕ йытăсем пулăшаççĕ. Иккĕленӳллĕ япаласене асăрхасан чи малтанах вăл мĕнне ăнланмалла, хыççăн вара сиенсĕрлетмелли хăрушсăр меслете палăртмалла. Ăна е урăх вырăна илсе кайма тивет, е çавăнтах тĕп тума май килет. Эпир яланах командăпа ĕçлетпĕр, хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнатпăр, хӳтĕлев снаряженийĕпе тата тивĕçлĕ оборудованипе усă куратпăр. Çула тухиччен кĕске инструктаж ирттереççĕ. Пире чĕннĕ вырăнти ларутăру пирки ыйтса пĕлетпĕр. Кирек епле кĕтменлĕх те сиксе тухма пултарать. Çавăнпа яланах хатĕр тăмалла.

— Сире кулленхи ĕçре мĕн хавхалантарать?

— Халăха хӳтĕлеме, çын пурнăçне çăлма май килни, хăрушлăха сирни мана вăй парать, эпĕ обществăшăн кирлĕ ĕç тунине шанма пулăшать.

— Чăваш Республикин Росгварди управленийĕн ОМОНĕн «Сувар» инженери-техника уйрăмĕн юлашки вăхăтри çитĕнĕвĕсене мĕнре куратăр?

— Пĕлтĕр эпир взрыв хăрушлăхĕ пур япаласене тупса сиенсĕрлетес енĕпе 100 ытла ĕç пурнăçланă. Çакă инженери-техника уйрăмĕ тивĕçсене пурнăçлама яланах хатĕррине тата сотрудниксен професси ăсталăхĕ пысăккине çирĕплетет. Паллах, эпир малашне те хамăр çине илнĕ яваплăха тивĕçлĕ пурнăçлăпăр, пултарулăха аталантарса, ĕç тухăçлăхне ӳстерсе пырăпăр. Çапла майпа граждансем пире ытларах шанма пуçлĕç.

— Взрывотехник пулас текен çамрăксене мĕн сĕннĕ пулăттăр?

— Вĕренме тата аталанма ӳркенмелле мар, мĕншĕн тесен ку профессипе ĕçлеме тарăн пĕлӳ кирлĕ, командăра вăй хума пĕлмелле, кăткăс лару-тăрура çухалса каймалла мар. <...>

Андрей ЦЫГАНОВ калаçнă.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.