Хыпар 2 (28417) № 16.01.2026
Мăн Çавалпа Шетмĕ тăрăхĕнчи çынсем хастар та пуçаруллă
Трак ен кун-çулĕнче 2025 çул мĕнле паллă пулăмсемпе çырăнса юлчĕ? Иртнĕ çулталăкра халăх пурнăçне лайăх енне улăштарас енĕпе мĕнле ĕçсем тунă? Красноармейски округ пуçлăхĕпе Павел Семеновпа çак тата ытти ыйту тавра калаçу йĕркелерĕмĕр.
— Мăн Çавалпа Шетмĕ тăрăхĕнче пурăнакансем — авалхи Пăлхар патшалăхĕнчен тухнă несĕлсен ăрăвĕ, ĕçчен те тăрăшуллă çынсем. Вĕсем Тăван çĕршыва юратаççĕ, хаклаççĕ, хисеплеççĕ, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăр Красноармейски округĕ аталану çулĕпе тĕллевлĕн утать. Трак енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем курăмлă, кашни сферăра çитĕнӳсем пур. Пĕлтĕр пуçаруллă бюджет программипе килĕшӳллĕн 112 миллион тенкĕлĕх 42 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Ку енĕпе кăçал малалла ĕçлĕпĕр. «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн юлашки икĕ çулта çулсене йĕркене кĕртме виçĕ хут ытларах укçа уйăрнă. Округ урлă иртекен регион тата муниципалитет пĕлтерĕшлĕ çулсене юсанă. Мăн Шетмĕ юхан шывĕ çинчи кĕпере çĕнетнĕ. «Вăрнар-Упи-Красноармейски» автоçулăн сыпăкĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Красноармейски ялĕнче 6 котельнăй хута янă. 2,5 çулта округра пĕтĕмпе 76 километр шыв пăрăхĕ хывнă. Красноармейски ялĕн Кăнтăр-Хĕвел тухăç микрорайонĕнче шыв башни лартнă, ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелли тытăма вырнаçтарнă. Строительство ĕçĕсене федерацин «Ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантарасси» программăпа килĕшӳллĕн пурнăçланă. Проект хакĕ — 49 миллион тенке яхăн. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе пурнăçа кĕртме май килнĕ. Çапла майпа кунта шыв ыйтăвĕ татăлнă. Халĕ Красноармейскинчи пасар тӳремне тĕпрен юсаса çĕнетес ĕç пырать. Депутатсем 2026 çулхи тата планпа пăхнă 2027-2028 çулсенчи бюджета йышăнчĕç. Çапла вара малашне тĕллевлĕ ĕçлеме çул уçăлчĕ. — Трак ен — ял хуçалăх производ- ствин тăрăхĕ. Аграрисем пĕлтĕр мĕнпе савăнтарчĕç? — Ӳсен-тăран отраслĕнче те, выльăхчĕрлĕх ĕрчетес тĕлĕшпе те кăтартусем япăх мар. Пĕлтĕр Трак енри хуçалăхсем 13534 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çитĕнтернĕ, 60 пин тоннăна яхăн тĕш тырă çапса илнĕ. Çĕр лаптăкĕн калăпăшĕпе пысăк мар округшăн ку — аван кăтарту. Унпа эпир республикăра улттăмĕш вырăна тивĕçнĕ. Вăтам тухăç 44 центнерпа танлашнă. Ку кăтартупа пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех çĕр ĕçченĕсем 600 тонна техника культурисене, 4401 тонна çĕр улми, 630 тонна пахча çимĕç пухса кĕртнĕ. Кăçалхи тухăçшăн тăрăшса кĕрхи культурăсене 5010 гектар акса хăварнă. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма 2038 тонна утă, 17350 тонна сенаж, 29500 тонна силос хатĕрленĕ.
Муниципалитетри хуçалăхсенче 8139 пуç мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче — 5528 пуç. Сĕт сăвасси ӳсет. Пĕлтĕрхи тăхăр уйăхра кашни ĕнерен 6161 килограмм сĕт илнĕ. Ку енĕпе «Красное Сормово» пĕрлĕх ĕçченĕсем уйрăмах хастар. Вăл — пирĕн тăрăхра чи нумай сĕт сăвакан хуçалăх. Пĕлтĕр Яманаксем 4681 тонна продукци илме пултарнă. Хуçалăх ĕнесен хисепне 1800 пуçа çитерме палăртнă. Халĕ 600 пуç вырнаçмалăх çĕнĕ вите хута яма хатĕрленеççĕ. «Таябинка» агрофирмăра ĕçлекенсем 6400 гектара яхăн çĕре пулăхлатса тăраççĕ. «Волит» та ырă ята тивĕç. Трак енри ял хуçалăх предприятийĕсем пĕлтĕр тăхăр уйăхра 186 миллион тенкĕлĕх 37 единица техника туяннă. — Культура тытăмĕ мĕнлерех атала- нать? — Хальхи вăхăтра Красноармейски салинче çĕнĕ культура çурчĕн строительстви пырать. Ăна 2027 çулта хута ямалла. Проект Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулăшнипе «Ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантарасси» патшалăх программипе килĕшӳллĕн пурнăçланать. Унăн хакĕ — 249 миллион тенкĕ. 2025 çулта Тăватпӳртре, Тури Типçырмара халăха пухăнмалли çуртсем лартнă. Тĕп библиотекăна юсаса çĕнетнĕ хыççăн вăл тĕслĕхлисен шутне кĕчĕ. Трак енсем Çĕнĕ çул умĕн автоклублă пулчĕç.
Яманакри пуçаруллă бюджет программипе килĕшӳллĕн лартнă кану çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр. Пăрăнтăк ялĕн çыннисене туслăх, ĕçченлĕх, пĕр-пĕрне хисеплени тăван тăрăх пуласлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕçсемтума хавхалантарать. Ял-йыш Николай Петров староста ертсе пынипе «Ырă ĕçсем валли — 20 минут» акцие хутшăнса культура вучахне чĕртсе тăратрĕ. Упи паттăр музей крепоçне тăвас ĕç малалла пырать. — Трак енре спортпа туслашма майсем çителĕклĕ-и? — Пирĕн тăрăхра 100 ытла спорт сооруженине шута илнĕ. Физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелес тĕлĕшпе 20 ытла çын вăй хурать. Кружоксемпе секцисене 1000 ытла вĕренекен çӳрет. Красноармейскинче ГТО лапамĕ, паянхи вăхăт ыйтакан стадион пур. Спортсменсене ăмăртусене тухса çӳреме автобус уйăрнă. Пĕлтĕр «Факел» стадиона юсама пуçланă. Кĕçĕн Шетмĕре спорт лапамне ĕçе кĕртнĕ. Çулленех Трак енре пурăнакан 2 пин ытла çын Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн «Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» нормативĕсене пурнăçлать. — Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, округра ял туризмне аталантарас енĕпе те ӳсĕмлĕ ĕçлеççĕ… — Валерий Шумилов «ХIХ ĕмĕрти чăваш хресченĕн кил-çурчĕ» кану базине кĕçех уçĕ. Пирĕн округра патшалăх пулăшăвĕпе хута яракан тепĕр об±ект — «Хăна çурчĕ» кану тата туризм бази. Ăна «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн туса лартнă. Трак тăрăхĕнче çут çанталăк тусĕ те йышлă. Хастарсем тăрăшнипе 14 çăл куçа хăтлăлатнă. Тĕслĕхрен, Еншик Чуллă тăрăхĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн ертӳçи Нина Петрова пуçарнипе ял-йыш Эншей çăл куçне тирпейленĕ. Сурăмхĕрри Карайра пурăнакансем Андрей Данилов сĕннипе Тарăн çырмари çăл куçа тирпей-илем кĕртнĕ, купель тунă. Юлашки çулсенче ялсенче экологи субботникĕсемйĕркелесси вăй илчĕ. Унта хастар хутшăнакансене Красноармейски округĕн администрацийĕ лотерея билечĕпе хавхалантарать. Вылява Акатуйра ирттеретпĕр. — Чăваш Енре пурăнакансем паян ентешсем ятарлă çар операцийĕнчен çĕнтерӳпе таврăнасса кĕтеççĕ… — Трак ен паттăрĕсем те Тăван çĕршыва хӳтĕлеççĕ. Раççей патриочĕсене çитĕнтернĕ амăшĕсене пĕлтĕр «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин амăшне» медальпе чысларăмăр. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Тăнăç пурнăç патне — утăм» проект, сăмах май, ятарлă çар операцине хутшăнакансен тата вĕсен çывăх çыннисен çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пулăшать. Трак енсем çар операцине хутшăнакан ентешсене пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Округра «Трак ен «СВО» ушкăн йĕркеленĕ. Ялсенче хӳтĕлев тетелĕсемхатĕрлеççĕ, окоп çуртисем шăратаççĕ, ăшă чăлха-нуски çыхаççĕ, пахча çимĕç типĕтеççĕ, консервлаççĕ, шкул ачисем, садике çӳрекенсем, çарпа патриотлăх клубĕсен маттурĕсем, кадет класĕсенче пĕлӳ илекенсем Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисене ырă сунса çырусем çыраççĕ. Ку таранччен Трак енрен çар çыннисемпатне вун-вун автомашина гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Эпир çавăн пекех Запорожье облаçĕнчи Бердянск районĕпе çыхăну тытатпăр. <...>
Юрий БОРИСОВ.
♦ ♦ ♦
«Вăхăтра илсе çитернĕшĕн тавах!»
Çак эрнере «Хыпар» Издательство çуртĕнче Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ Алексей, хушма ячĕ «Чăваш», хăнара пулчĕ. Ятарлă çар операцийĕнчен отпуска таврăннăскер хаçат журналисчĕн ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Вăл РФ Оборона министерствипе 2023 çулхи юпа уйăхĕнче иккĕмĕш хут контракт çирĕплетнĕ, 98-мĕш гварди сывлăш-десант дивизийĕн материалпативĕçтерекенбатальоннелекнĕ. Ăна «КамАЗ» машинашанса панă. Хушусене пурнăçлама, техникăнадронсенченхӳтĕлеме, вĕсенчен упранмалли утиялпа усă курма икĕ эрне хатĕрленнĕ хыççăн вăл стрелокпа пĕрле дивизие боесаппас çитерме çула тухнă. Уйра пĕр машина çеç пынă. Çакна палăртмалла: Алексей маларах, 2001-2003 çулсенче, Конституцирепалăртнă çартивĕçне Çурçĕр Кавказрапурнăçланă. Малтан «учебкăра» пулеметчика, çапăçу тактикине пилĕк уйăх вĕреннĕ, кайран террористсене хирĕçле операцире командирсен хушăвĕсене çулталăк çурă пурнăçланă. Мотострелоксен 72-мĕш полкĕн йышĕнче пирĕн чаçсене апат-çимĕç леçекен колоннăсене боевиксенчен хӳтĕленĕ. Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн ăна «Хăюлăхшăн» медальпе хавхалантарнă. Вăл — сержантсемпе салтаксен хушшинче пысăка хурса хаклакан награда. Оборона министерствипе контракт пĕрремĕш хут 2016 çулта çирĕплетнĕ. Çар тивĕçне Чулхула облаçĕнчи 6-мĕш танк бригадинче 2019 çулччен пурнăçланă, вĕрентӳ полигонĕнче вăхăт сахал мар ирттерсе çапăçу ăсталăхне туптанă. «Сирире ятарлă операци ирттерме хутшăнас кăмăл пурччĕ, анчах унта пирĕн полкран ямарĕç. Манăн контракт вăхăчĕ тухсан çеç кайнă», — терĕ Алексей. Унăн çарти опычĕ СВОна кайичченех пулнă. «Пирĕн дивизи Часов Яра штурмласа тăшманран туртса илме хутшăнчĕ. Раççей çарĕсем ăна тытса илессишĕнмалаллах кайрĕç, çывăхне çитсе штурмларĕç. Çапла операци 1,5 çулаяхăнтăсăлчĕ. Хула çӳллĕ вырăнта вырнаçнă, йĕри-таврари лапам унтан алă тупанĕ çинчи пек курăнать. Бандеровецсем хулана çине тăрсах хӳтĕлерĕç. Пирĕн штурмовиксем еннелле пĕрмай дронсем вĕçтерсе ячĕç. Вĕсем халĕ те йышлă, çĕрле пушшех нумай. Хăшĕ-пĕрин хăвачĕ вăйлă, дронран упранмалли утиялпа витĕннĕ пулин те çынсем выртнине туйса мина-снарядпа атакăлаççĕ», — каласа пачĕ Алексей. ЧасовЯра штурмланăчухнеАлексей дивизи салтакĕсемпе офицерĕсем патне боесаппас нумай турттарнă. Мĕн чухлине шутламан, «КамАЗпа» 100 ытла рейс тунă. «Афганистанра пирĕн машинăсем çула колоннăпа тухнă, малти линие ăна-кăна леçме каякан грузовиксем вара тĕрлĕ çулпа пырса пĕр-пĕрин хушшинче пысăк дистанци тытаççĕ. Çакмеслетсамайăнăçлăрах: бандеровецсем харăсах нумай машинăна тапăнаймаççĕ. Уçă вырăнта пĕччен пыраканнисене пĕрмай шыраççĕ. Хам та вĕсен шутĕнче. Мана ăнăçрĕ тесе калас килет: дрон машинăна çулăхни пĕрре те пулмарĕ-ха. Сăлтавне калама пултараймастăп: те тĕрĕс маршрут суйласа илнĕрен, те Турă пулăшса пынăран. Транспорта ытти водитель пекех хытă хăвалатăп. Кăрлач пуçламăшĕнче, республикăна отпуска таврăниччен, машинăна хам пĕлекен водителе парса хăвартăм. Вăл рейса тухнă, дрон сетка тăрăллă «КамАЗ» çине ӳксе çурăлнă, водитель аманнă. Пирĕн грузовиксене дронсем темиçе хут та тапăннă, вĕсен çулне мина-снаряд ӳксе пӳлнĕ. Çакна калас килет: тăшманпа çапăçакан юлташсем боесаппас, ытти ресурс вăхăтра илсен питĕ савăнаççĕ. «Шăпах кирлĕччĕ, тавах!» — теççĕ. Паллах, ку сăмахсем хавхалантараççĕ». Алексей Часов Яра тăшманран туртса илме, иртнĕ виçĕ уйăхра вара çав хулара тата унăн таврашĕнче пынă тапăну операцийĕнче дивизи татаВСУсалтакĕсене ªпуç хунисенеº илсе тухма хутшăннă. «Пирĕн геройсене çуралнă е пурăннă вырăнĕсене çитерсе юлашки çула чыслăн ăсатмалла. Вĕсем Тăван çĕршыва хӳтĕлесе пуç хучĕç. Çапăçу хирĕнче украинсене, поляксене, ВСУ майлă çапăçнă ытти халăх çыннисене те пăрахса хăвармастпăр, вĕсен кĕлеткисене çемйисене параççĕ», — терĕ «Чăваш». <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Михаил СТЕПАНОВ: «Пысăк улшăнусен тапхăрне кĕтĕмĕр»
Массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем кăрлачăн 18-мĕшĕнче професси уявне — Чăваш пичечĕн кунне — паллă тăваççĕ. Çак пулăм — ĕç-хĕле пĕтĕмлетмелли тата малашлăх тĕллевĕсене палăртмалли вăхăт. Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрне Михаил Степанова цифра трансформацийĕн тата массăллă информаци хатĕрĕсен юлашки тапхăрти ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕнрех каласа кăтартма ыйтрăмăр.
— Регионăн цифра трансформацийĕн 2030 çулчченхи стратегийĕнче электрон сервиссене аталантарасси — тĕп тĕллевсен шутĕнче. Михаил Владимирович, ку таранччен çак енĕпе мĕнле ĕçсем пурнăçланă?
— Патшалăх управленийĕн отраслĕнче цифра технологийĕсемпе анлă усă курассине çирĕплетесси, чăннипех те, Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн министерствин ĕçĕ-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕнчен пĕри шутланать. Хальхи вăхăтра федераци списокĕпе палăртнă патшалăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшăвĕн пур мелне те электрон формата куçарнă. Çапла майпа граждансем яваплă учрежденисене çӳремесĕрех хăйсене кирлĕ пулăшу ĕçĕсемпе усă курма пултараççĕ. Ку халăхшăн питĕ меллĕ: вăхăта перекетлет, черетре тăмалла мар тата ытти те. Республикăра çавăн пекех искусственнăй интеллектпа çыхăннă чылай проекта ĕçе кĕртнĕ. Тĕслĕхрен, çĕнĕ йышши технологисемпе хальхи вăхăтра нумай функциллĕ центрсенче, патшалăх архивĕнче, медицина организацийĕсенче анлă усă кураççĕ. Чăваш Енри муниципалитетсене пурне те «Хăрушсăр хула» регион платформипе çыхăнтарнă.
— Республикăра çĕнĕ управлени хатĕрне — регионти инцидент — ăнăçлă ĕçе кĕртни пирки каланăччĕ. Çак тытăм пирки тĕплĕнрех каласа парăр-ха.
— Хальхи вăхăтра вунă инцидента — çулйĕр, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, экологи, социаллă политика, ял хуçалăхĕ, граждан оборонин сферисенчи ыйтусемпе çыхăннăскерсене — тухăçлă сăнаса тăраççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Ситуаци центрĕн информаци-аналитика тытăмĕнче тăххăрăшĕнпе дашбордсем йĕркеленĕ. Вĕсем çивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе тăвакан ĕç-хĕле уççăн тата вăхăтлă сăнаса тăма май параççĕ. Сăмах май, Чăваш Енĕн ку сферăри опычĕпе федераци шайĕнче паллаштарнă, ытти регионсене хăйсемшĕн хăш енĕпе усăллă пулассине тĕпчесе пĕлме сĕннĕ.
— Цифра трансформацийĕ çакăнпа кăна вĕçленмест-ха ĕнтĕ. Малашнехи тĕллевсем мĕнлерех?
— «Даннăйсен экономики тата патшалăхăн цифра трансформацийĕ» наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçа кĕртмелли регион проекчĕсемпе кăçал малалла ĕçлĕпĕр.
— Республикăри пичет кăларăмĕсем пысăк улшăнусен тапхăрне кĕчĕç. Регион ертӳçи Олег Николаев хушăвĕпе хатĕрленĕ Чăваш Республикин 2025-2030 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программипе килĕшӳллĕн округсен хаçачĕсемпе республика кăларăмĕсем пĕр тытăма пĕрлешĕç… – Хальхи вăхăт тĕлне пĕрлехи ĕç-хĕле йĕркелесе тăракан Медиацентр туса хунă, Чăваш Республикин тĕп информаци порталĕ /chuvashia.media/ ĕçлеме пуçланă. Пĕлтĕр Шупашкар округĕн «Тăван ен» хаçачĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсен шутне кĕчĕ. Çитес вăхăтра республикăримуниципалитетсен хаçатне кăларса тăракан 18 автономи учрежденийĕ «Хыпар» йышĕнче пулĕ. Кунсăр пуçне мегапроектпа килĕшӳллĕн Чăваш кĕнеке издательствин реорганизацийĕ пуçланнă. Ăна «Чăваш Ен» издательствополиграфи комплексĕпе пĕрлештерме йышăннă.
— «Пĕр хуранта вĕрени» округсен хаçачĕсемшĕн йывăрлăхсем кăларса тăратмĕ-и?
— Пирĕн вăл е ку пичет кăларăмне хупас тĕллев çук. Ку ĕç-хĕле вĕсене сыхласа хăварассишĕн, уйрăмах – чăвашла тухаканнисене, тăрăшатпăр. Тĕп шухăш — централизацилесе ĕç тухăçлăхне, пахалăхне ӳстересси. Шел те, вырăнсенче пичет кăларăмĕсене паха ресурссемпе тивĕçтерме майсем çителĕксĕртерех. Медиахолдингра пĕрлехи техника, финанс-туяну, юридици, администраци службисене йĕркелесен бизнеспроцесс ĕç-хĕлне централизацилеме пултарăпăр. Консолидаци редакцисене пултарулăх енĕпе кăна ĕçлеме, ытларах обществăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем хатĕрлеме, пурнăçа кĕртме пулăшĕ. Хуçалăх ĕçĕсене пĕр вырăнта туса пыма, пичетпе çыхăннă тăкаксене пĕчĕклетме, тиражсене ӳстерес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеме, хаçатсен дизайн, калăплав пахалăхне лайăхлатма май пурри те, ведомство ертӳçи палăртнă тăрăх, пичет кăларăмĕсене пĕрлештернин паха енĕсен шутĕнче. Информаци политикин ĕç-хĕлне пĕр тытăмра йĕркелени тата çĕнĕ йышши ресурссемпе тивĕçтерни, паллах, отрасле вăйлатĕ, чăваш журналистикине аталантарма, республика хыпарĕсене регион тулашĕнче сарма пулăшĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
«Çĕнетнĕ çуртра ĕçлес килсе тăрать»
Ялта ăна пурте хисеплеççĕ. Хăйĕн ĕçне чăннипех парăннă вăл, юратса пурнăçлать. Ахальтен мар ăна «Раççейри чи лайăх медицина ĕçченĕ» паллăпа чысланă. Сăмахăм Патăрьел округĕнчи Çĕньял ялĕнчи ФАП заведующийĕ Людмила Мурзукова фельдшер çинчен. Çак кунсенче Людмила Валерьевнăпа тĕл пулса калаçрăмăр.
Кукамăшĕн ялне килнĕ те…
— Людмила Валерьевна, хăвăр çинчен кăштах каласа кăтартăр-ха, мĕншĕн эсир медицинăна суйласа илнĕ?
— Эпĕ Комсомольски салинче çуралса ӳснĕ. Анне хăй вăхăтĕнче Каçал тăрăхне Çĕньялтан качча килнĕ. Пĕчĕк чухнех эпĕ врач пулатăп тесе калаттăм. Чăн та çапла килсе тухрĕ: медицинăнах суйларăм. Аттепе анне пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Аттене нумаях пулмасть юлашки çула ăсатрăмăр. 40 кунĕ те çитмен-ха. Анне чирленĕрен 41-ре вилнĕ. Атте трактористчĕ, совхозра вăй хуратчĕ. Анне «Кооператор» заводра лимонад кăларнă çĕрте ĕçленĕ. Кайран куккурус патакки тунă çĕре куçнăччĕ. 1990 çулта Комсомольскинчи шкултан вĕренсе тухрăм. Ун чухне экономист профессийĕ модăраччĕ. Эпĕ малтан Шупашкара ял хуçалăх институтĕнчи экономика факультетне вĕренме кĕме заявлени кайса патăм. Анчах пĕрремĕш экзамена тытнă хыççăн документсене илтĕм те Ульяновск хулинчи 2-мĕш медицина училищине çул тытрăм /халĕ 2-мĕш медколледж. — Авт./. Сăлтавне халĕ ăнлантарма пултараймастăп. Манăн çулăм çавăнталла выртнă-тăр. Экзаменсене ăнăçлă парса вĕренме кĕтĕм. Мĕншĕн çав хулана кайнă тетĕр-и? Унта тăвансем пурăнатчĕç. Училищĕре 2 çул та 10 уйăх пĕлӳ илтĕм.
— Пĕрремĕш ĕç вырăнĕ ăçта пулчĕ?
— Диплом илсен Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Çĕньяла килтĕм. Эпир вĕреннĕ вăхăтра ĕç вырăнĕ тупма çăмăлах марччĕ. Эпĕ юлашки курсра вĕреннĕ чухне анне вилчĕ. «Çĕньялта ĕç пур, атя кил кукаму патне, çавăнта пурăнăн», — терĕ аннепе пĕртăван аппа. Çапла вара 1993 çулхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче çак ялти медпунктра ĕçлеме пуçларăм. Çурчĕ çаках пулнă, кивĕрехчĕ ĕнтĕ. Нина Макарова заведующире тăрăшатчĕ. Мана малтан акушерка должноçне илчĕç. Эпир ун чухне виççĕн ĕçлеттĕмĕр: заведующи, акушерка тата санитарка. Кăçал унта вăй хума пуçланăранпа 33 çул çитет. Эпĕ икĕ вырăнта ĕçлетĕп. Патăрьелти «Васкавлă пулăшура» диспетчерта та вăй хуратăп.
— Яла ĕçлеме килекен çамрăк специалистсене каччăсем часах куç хывакан…
— Ĕçлеме пуçласан тепĕр çулхинех Вениамин Мурзуковпа çемье çавăртăмăр. Вениамин Васильевичпа ывăл пăхса ӳстертĕмĕр. Максим шкул пĕтерсен медицина енĕпе кайрĕ. Вăл Шупашкарти медицина колледжĕнче фельдшер уйрăмĕнче вĕренчĕ. Халĕ Çĕнĕ Шупашкарта реанимаци бригадинче медбрат-анестезистра ĕçлет. Çавăн пекех санитари авиацийĕнче те тăрăшать. Ывăл салтакра десантник пулнă. Çавăнпа ăна Мускава вĕренме ячĕç.
— ФАПра мĕнле ĕçсене пурнăç- латăр?
— Пирĕн ФАП Çĕньялта пурăнакансен сывлăхĕшĕн яваплă. Кунта пурĕ 305 кил, 255 çемье. 467 çынна пăхса тăратпăр. Çулталăка çитеймен икĕ ача пур тата. Шел те, ял ватăлса пырать. Эпĕ ĕçлеме пуçланă чухне 1300 çын пурăнатчĕ. Халĕ çамрăксем яла юлмаççĕ, тĕпрен илсен аслă ăрурисем кăна. Кунта иккĕн вăй хуратпăр. Унчченхи заведующи пурнăçран уйрăлнă хыççăн çак должноçа мана шанса пачĕç. ФАПра ĕç нумай. Аслисен тата ачасен сывлăхне тĕрĕслетпĕр, диспансеризаци ирттеретпĕр. Ялта 9 класлă шкул пур. Унта вĕренекенсем Çăл Атăкран, Тури Тăрмăшран, Çĕньялтан çӳреççĕ. Шкулта ача шучĕ сахаллансах пырать, халĕ 49 кăна. Çулталăка çитеймен ачасен сывлăхне тĕрĕслеме килĕсене çитсе килетпĕр. Хĕрарăмсен сывлăхне уйрăммăн пăхатпăр, тĕрлĕ анализ илетпĕр. Усал шыçă ан пултăр тетпĕр.
Ăшă, çутă, хăтлă
— Çĕнĕ çул каникулĕнче те канăç çук пулас? — Кăрлачăн 1-мĕшĕнче тата 7-мĕшĕнче кантăмăр. Ытти кун ĕçленĕ. Пĕчĕк пепкесем патне кашни кунах çитнĕ. Вăраха кайнă чирпе аптăракансем çĕрле «Васкавлă пулăшу» чĕнме пултараççĕ. Тепĕр кунне вĕсем патне килне васкатпăр. Пулăшу кирлĕ мар-и? Кирлĕ тĕк врачсемпе калаçатпăр та больницăна вырттаратпăр. Астмăпа чирлекенсем пур. Сывлăш тухманнипе аптăраççĕ те — пулăшу ыйтма килеççĕ.
— Эсир ĕçлеме пуçланă тапхăртипе хальхине танлаштарсан чирлекенсен шучĕ ӳснĕ-и е чакнă-и? Мĕнле чир ытларах халĕ?
— Чирĕсем çавсемех пулĕ. Ун чухне халăх шучĕ ытларах пулнă. Астмăпа, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптăракансем унччен те пурччĕ. Халĕ сахăр чирĕпе нушаланакансен йышĕ уйрăмах ӳсрĕ. 21 ĕмĕр чирĕ теме пулать ун пирки. Паян сахăр диабечĕпе 41 çын шутра тăрать. Ку кăтарту, паллах, пысăк. Инфаркт пулнă çынсем те пур. Вĕсем вунна яхăн. Инвалидноç панисем те, тухса çӳрейменнисем те пур. Вĕсен сывлăхне те тĕрĕслесе тăмалла.
— 33 çул каяллипе танлаштарсан ĕç условийĕсем лайăхланчĕç-и?
— Паллах. Иртнĕ çул пирĕн ФАП çуртне тĕплĕн юсаса çĕнетрĕç. Патăрьел районĕн тĕп больницин тĕп тухтăрне Николай Тинюкова тав сăмахĕ калас килет. Николай Антонович хăйĕн ĕçне парăннă, питĕ яваплă çын. Çавăн пекех поликлиника заведующийĕ Фирия Хафизова та пире нумай пулăшрĕ. Юсав ĕçĕсене пуш уйăхĕнче пуçларĕç, утă уйăхĕнче вара çĕнелнĕ çуртра ĕçлеме пикентĕмĕр. Халĕ условисем питĕ лайăх. Ăшă, çутă, хăтлă. Ĕçлес килсе тăрать. Пуçлăхсем хаклани те савăнтарать. Участок терапевтне Анатолий Кольцова та пысăк тав сăмахĕ калас килет. Анатолий Валентинович та пире нумай пулăшать. Эпир диспансеризацие пĕрле ирттеретпĕр. Ирсерен 30-40-шер çынна пуçтаратпăр та юн, ытти анализ илетпĕр, ЭКГ тăватпăр… <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Пĕршенер илемлентĕр тесе тăрăшаççĕ
Тăван тăрăх аталанăвĕпе çутă пуласлăхĕшĕн тăрăшакансем кашни ял-хуларах пур. Канаш округĕнчи Пĕршенерте те сахал мар ун пек хастар. Вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе çывăхрах паллашар-ха.
Пĕве пурне те илĕртет
Ял варринчи пĕве ишĕлчĕкĕ, вунă çул каяллах шывсăр тăрса юлнăскер, Пĕршенерсене чăннипех йăлăхтарса çитерчĕ. Унта тулнă юшкăна типĕтсе уя кăлармалла тесе йышăнчĕç çынсем. Çул хыççăн çул иртрĕ, пуçару ушкăнĕ ку ыйтупа ăçта кăна çитмерĕ-ши, анчах юшкăнне тасатасси те, пĕве пĕвелесси те пулмарĕ. «Ял хастарĕсем пĕрле пухăнса канашларăмăр та çур ĕмĕр ытла юхăнса ларнă ферма пĕвине йĕркене кĕртме шухăшларăмăр. Кунта выльăх-чĕрлĕхе тапăра антарса шăварма та питĕ меллĕ пулать тесе пĕтĕмлетрĕмĕр, — каласа кăтартрĕ ялти клуб ĕçченĕ, волонтерсен ертӳçи Елена Алексеева. – Пархатарлă çак ĕçе пĕтĕм ял халăхĕ хутшăнчĕ. Хăмине те илмелле, тимĕр-тăмăрне те тупмалла. Тăпра тиеме тата ăна турттарма трактор, тимĕр пăрăхсене вырнаçтарма кран та тупмалла. Пĕтĕм ĕçе ял çыннисем хăйсен вăйĕпе, никамран пулăшу ыйтмасăр турĕç. Андрей Гаврилов килĕнчи тракторĕпе тăпра нумай турттарчĕ. Владимир Захаров та, Вăрăмпуç каччи Павел Владимиров та хăйсен техникипе ĕçлерĕç. Ял варринче пĕве пулнă чухне пысăк пăрăха çурмаран тăрăхла касса тунă валашка усăсăр йăваланса выртатчĕ, ăна тракторпа сĕтĕрсе килтĕмĕр. Артем Краснов килĕнчи пăрăхсене килсе пачĕ. Шыв сиккине хăмаран çапса тунă валак вырнаçтартăмăр. Çапла тăрăшса ĕçлесе виçĕм çул çулла виçĕ уйăхра хамăр ума лартнă тĕллеве пурнăçларăмăр. Пĕлтĕр çуркунне çурхи шыв питĕ вăйлă анса пĕвене татса каясран тимлĕ сыхласа тăтăмăр. Тăрăшса пурнăçланă ĕçе сая ярас килмест вĕт-ха». Эпĕ хам та çав уйри пĕве патне çитсе курнă. Питĕ илемлĕ, шывĕ туп-тулли. Çамрăксем пĕвене пĕр фляга вĕтĕ пулă та янă теççĕ. Манăн шухăшпа, пĕвен икĕ çыранĕнче те хăмаран вăрăм сак çапса вырнаçтарсан питĕ аван пулĕччĕ: иртен-çӳрен ларса канĕччĕ, тавралăх илемĕпе киленĕччĕ. Пилĕк альбом хатĕрленĕ Ял хастарĕсен йышĕнче аслă çулти çынсем те пур. Вĕсенчен пĕри – Ольга Иванова. «Эпĕ Вăрăмпуç шкулĕнче хĕрĕх виçĕ çул учительте ĕçленĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва тухрăм та мана ял тăрăхĕнчи ветерансен канашне ертсе пыма шанчĕç. Сакăр çул тăрăшрăм унта, ватăсен, сусăрсен куллен сиксе тухакан ыйтăвĕсене татса пама ăнтăлтăм, — çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Ольга Леонтьевна. — Ку ĕçе, паллах, пĕччен туса пыма май çук. Мана клуб ертӳçи Елена Алексеева ял çамрăкĕсемпе пĕрле пулăшса пычĕ. Унсăр пуçне Елена Николаевнăпа пĕрле кашни çулах ял халăхне масар территорине тĕрлĕ ăпăр-тапăртан, ирĕккĕн ӳсекен йывăçсенчен тасатма явăçтартăмăр. Çак ĕçе хастар хутшăнакан ватăсене те асăнса хăварас килет. Галина Елизарова нихăçан та: «Çук, пултараймастăп», — темест. Василий Гаврилов çитмĕлтен иртнĕ пулин те çемйипе пĕрле пĕр ĕçрен те юлмасть. Валентина Иванова ури ыратнипе аптăрать пулин те кашни ĕçе хутшăнма тăрăшать. Ял варринчи пĕве типнипе ăна çум курăк пусрĕ, çавăнпа çак лаптăка çулсах тăма тивет. Колхозăн хуçасăр тăрса юлнă, хальчченех çимĕç паракан сад пахчине тĕпрен тасатрăмăр. Çакăн хыççăн улмуççисем тата вăйлăрах çимĕç пама пуçларĕç». Ветерансен канашĕн ĕçĕ пирки те каласа кăтартрĕ вăл. Сакăр çулта пилĕк альбом хатĕрлесе районти ветерансен канашне тăратнă вĕсем. Пĕрремĕшĕ – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ял-йыш çинчен. Тепри — Сăрпа Хусан тăрăхĕнчи хӳтĕлев сооруженийĕсене тума хутшăннă хĕрсемпе хĕрарăмсен аса илĕвĕсем. Пĕлтĕр вара альбома ятарлă çар операцине хутшăннă çамрăксене халалланă. «Ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшнипе эпир 80, 85, 90, 95 çула çитнĕ ватăсене килĕсене кайса саламлатпăр. Пĕччен пурăнакансем пирĕн 17 çын. Ачисем пур, анчах аякра. Ватăсем эпир пынăшăн питĕ хĕпĕртеççĕ. Пĕччен пурăнаканскерсене пулăшма шкул ачисене явăçтаратпăр. Вĕсем хĕлле юр хыраççĕ, кил-çуртри ытти вак-тĕвек ĕçе тума пулăшаççĕ. Хамăн ĕçе кăçалтан Мария Добровăна патăм, малашне пĕрле, ăна пулăшса пыратпăр ĕнтĕ», — калаçăва тăсрĕ Ольга Иванова. «Эпĕ те май пур таран волонтерсен ĕçне хутшăнма тăрăшатăп, — тет Вăрăмпуç шкулĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ Альбина Васильева. — Питĕ савăнатăп ку ялта пурăннишĕн, кунти çынсем маттур пулнишĕн. Пирĕн урамсем яланах тап-таса та илемлĕ. Хăш-пĕр яла кĕретĕн те – е вут-шанкă купаланса выртать, е çӳп-çап. Пирĕн ял халăхĕ пĕр туслă çемье пек пурăнать, çавăншăн эпĕ шутсăр кăмăллă». Кедр вăрманĕ савăнтарĕ-ши? Ял хастарĕсем ку ĕçсемпе кăна лăпланса ларман, масар çине лартнă çурт тăррине купол вырнаçтарнă. «Çав пӳрте икĕ çул каяллах тунăччĕ-ха, – терĕ тăван тавралăх илемĕшĕн ырми-канми тăрăшакан Вячеслав Семенов паллă селекционер. — Пăхатăптаку çурт çине — темĕн çитмен пек туйăнать. Ун тăррине пичкерен купол евĕрлĕ япала касса кăларсавырнаçтараскăмăлтапурччĕ». Вячеслав Варсонофьевич пĕррехинче кӳршĕллĕ Вăтапуç ялĕпе иртсе пынă чухне чиркӳ тăррине ылтăн тĕспе сăрланă çĕнĕ куполсем лартнине асăрханă. Киввисем çĕр çинче выртнă, пĕри те лапчăнман, сиенленмен. «Пачăшкăран: «Пĕрне илсе кайма юрать-ши?» — тесе ыйтрăм. «Чармастăп, сăваплă ĕç тăватăр, куполне вырнаçтарсан çуртне хамах сăваплăп», – пĕлтерчĕ мана пачăшкă. Николай Николаев машинипе кайса илтĕмĕр те вуннăн пухăнса ăна алă вĕççĕнех пӳрт тăррине хăпартса вырнаçтарса лартрăмăр», — аса илчĕ арçын. Вячеслав селекционер пулнăмай Асанкасси вăрманĕнче кедр йывăçĕ чылай лартнă. «Малтан пĕр вăтăр тĕп кăна пултăр тенĕччĕ. Халĕ хыр тураттисемпе сыпма пуçларăм та, шучĕ пин тĕпе те çитрĕ ахăртнех. <...>
Василий ЛАПИН.
♦ ♦ ♦
Академик сĕннипе агронома вĕреннĕ
«Хыпар» Издательство çурчĕн журналисчĕпе тĕл пулма Пичет çуртне Елчĕк районĕнчи колхозсене ертсе пынă Арибзян Багаутдинов килчĕ, ял çыннисен пурнăçне лайăхлатассишĕн тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ.
Кĕтнĕ çыру
— Арибзян Минуллович, автобиографирен эсир 1971 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетĕнчен вĕренсе тухнине пĕлтĕм. Мĕншĕн агроном специальноçне суйласа илтĕр?
— Эпĕ çуралса ӳснĕ Пикшик ялĕ Елчĕк районĕнчи «Слава» колхоза кĕнĕ. Пĕррехинче унăн тĕп агрономĕ Иван Журавлев хуçалăха палăртнă институтран килнĕ специалистсене хире илсе тухнине, пробиркăна тăпра тултарнине асăрхарăм. Мĕн тума? Эпĕ, шкул ачи, ун чухне ăнланман. Вĕсем çĕре чавни кăсăклантарчĕ. Агрохими тĕпчевĕ ирттерме унтан тĕслĕх илнине нумай çул иртсен пĕлтĕм. Каярахпа Иван Антонович «Шемуршинский» совхоза 10 çул ертсе пычĕ, 1976-1991 çулсенче — партин Шăмăршă райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ. Шкулта Иван Ксенофонтов вĕрентекен мана химипе биологи предмечĕсемпе кăсăклантарса ячĕ. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă шкул директорĕ Дмитрий Григорьев тата класс ертӳçи Петр Никитин та маншăн пур енĕпе те ырă тĕслĕх пулчĕç, лайăх вĕренме хавхалантарчĕç. Тен, вĕсем хистенипе те лайăх отметкăсем илме тăрăшрăм.
— Маларах асăннă института кĕме кам сĕнчĕ?
— Аттен кĕçĕн шăллĕ, хими ăслăлăхĕсен докторĕ Хабиб Миначев. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, 1970 çулта — профессор, 1979 çулта — СССР Ăслăлăх академийĕн членĕ, каярахпа Министрсен Канашĕн тата Патшалăх премийĕсен лауреачĕ. 1955-1977 çулсенче — Ăслăлăх академийĕн органика химийĕн институчĕн директорĕн çумĕ. Хабиб Миначевич çут тĕнчене 1908 çулта Патăрьел тăрăхĕнчи Хирти Пикшик ялĕнче килнĕ, 1920 çулсенче çемйи Елчĕк тăрăхĕнчи Пикшик ялне куçнă. Шкулта вĕреннĕ чухне ун патне çыру ярса хам химипе биологи предмечĕсене юратнине пĕлтертĕм, «Хăш профессие суйласа илсен лайăхрах пулĕ-ши?» — тесе ыйтрăм. Хурав çапла пачĕ: «…Маншăн паян хăш профессие алла илес ыйту тухса тăрсан ял хуçалăх агрономне е шăвăç инженерне вĕренме кĕрĕттĕм». Çырăвĕнче химипе тата биологипе çыхăннă чылай специальноçа асăннă, 1960 çулсенче вĕсем çинчен илтмен те. Лаш Таяпа шкулĕн 11-мĕш класĕнчен 1966 çулта аттестат илсе тухсан Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕтĕм. Чăвашла лайăх пĕлетĕп, Пикшик шкулĕнче тутарла Тальгат Сунгагуллин 1-4-мĕш классенче вĕрентрĕ — çыратăп-вулатăп.
Удобрени çитмен
— Ăçта ĕçлеме пуçларăр?
— Институт дипломне 1971 çулта Елчĕк районĕнче çуралнисенчен виççĕн илтĕмĕр. Мана кунти «Авангард» колхоза ĕçлеме ячĕç. Ламран лама куçнă тăпра пулăхĕн кăтартăвĕ çирĕплетнĕ нормăран 34% çеçчĕ, районăн вăл 78% пулнă. Колхозăн тĕп агрономĕ Василий Егоров мана, агрономра ĕçлеме тытăннăскере, агротехнологи мероприятийĕсене пурнăçлама вĕрентрĕ. Шанса панă ĕçе пурнăçлама Николай Дергачев председатель те хавхалантарчĕ. Выльăх йышне ӳстерсе хире минерал тата органика удобренийĕ çуллен ытларах кăлартăмăр. Çапах та вĕсем ял хуçалăх культурисен тухăçне палăрмаллах пысăклатма çитмерĕç. Йĕпе-сапара тата çула юр тултарсан колхоза минерал удобренийĕ турттарайман — хытă сийлĕ çул çукчĕ-ха.
— Удобренисĕр тухăç çук. Мĕн турăр?
— Районăн ял хуçалăх производствин управленийĕн пуçлăхĕпе калаçрăм. Вăл журналне уçса пăхрĕ те: «Авангарда» уйăратпăр вĕт», — терĕ. Кăштах кăна паратчĕç. Хурав çырлахтармарĕ. Тырă тухăçне районăн вăтам кăтартăвĕпе танлаштарма вăл пире виçĕ хут нумайрах кирлĕччĕ. «Авангард» ертӳçисемпе пĕрле канашларăмăр та ыйтăва малтан КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ умне лартрăмăр, кайран республикăн ял хуçалăх производствипе хатĕрлев министрĕн пĕрремĕш çумĕ, Социализм Ĕçĕн Геройĕ Евлалия Васильева патне çитертĕмĕр. Вăл пулăшрĕ — колхоз валли пĕр вакун аммиак селитри ª60 тоннаº уйăрчĕ. Нарăс уйăхĕ, çула юр хупланă. Мĕн тумалла? Хуçалăха турттарма автомашинăсем кирлĕ. Вĕсем колхозăн çителĕксĕрччĕ. «Сельхозтехника» предприяти ертӳçи Георгий Крылов 10 грузовик тата грузчиксене Канаша илсе кайма 8 вырăнлă «ГАЗ-69» машина пачĕ. Чукун çул станцийĕнче удобрени тиенĕ машинăсемпе Елчĕке лайăхах çитрĕмĕр, унтан Чăваш Тăрăмне каймалли çул çинче вара чарăнса тăчĕç — çула юр хӳнĕ. Акă ăна бульдозер уçма тытăнчĕ, анчах вăйлă çил-тăман каллех хупларĕ — техника малалла каяймарĕ. Хуçалăха çур çĕрччен те çитеймерĕмĕр, кăмăлсăр водительсене çĕр каçма колхоз хваттерне вырнаçтартăмăр. Тепĕр кунне çула бульдозер юртан тасатса тухрĕ те машинăсем вырăна çитрĕç — пушатрăмăр.
— 1970 çулсенче калчана самолетран минерал удобренийĕ сапса апатлантаратчĕç.
— Çапла. Республикăра чапа тухнă «Победа» тата «Прогресс» колхозсен хирĕ çинче куллен икшер самолетчĕ, пирĕн пĕрре те çукчĕ. Çуркунне кĕрхи калчана аммиак селитри тăпра нӳрĕ чухне памалла, çĕр типсен усси сахал. Çавăнпа хуçалăхсенче авиаципе вăхăтра усă курма тăрăшнă. Парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Зинон Пчелов патне кайрăм. «Çынсен икшер», — терĕм, пĕринпе те пулин тивĕçтерме ыйтрăм. Ял хуçалăх управленине шăнкăравларĕ, тахăшĕнчен пĕрне илсе пире пама хушрĕ. Самолет хуçалăхра икĕ эрне вĕçрĕ, çĕр нӳрĕ чухне апатлантарса ĕлкĕртĕмĕр. Колхозăн удобрени тиеме трап çукчĕ, колхозниксем михĕсене алă вĕççĕн хăпартрĕç. Ку ĕç йывăрччĕ, вĕсене правлени пысăк шалу тӳлерĕ. Аэродромран икĕ эрне каймарăм.
«Хисеп Палли» орденпа чысланă
— Паха вăрлăх туянтăр-и?
— Сĕнтĕрвăрри районĕнчи А.Г.Николаев космонавт летчик ячĕллĕ колхозран (ăна районти «Победа» председателĕ пулнă Социализм Ĕçĕн Геройĕ Василий Зайцев ертсе пыратчĕ) паха тулă вăрлăхĕ — 3 тонна, ытти хуçалăхран илсе килтĕмĕр. Вăрлăха кондицие лартса акма тытăнтăмăр.
— Малта пыракан хуçалăхсен ĕçĕпе паллашрăр-и?
— «Слава» (агрономĕ С.И.Иванов), «Победа» (Н.П.Кудрявцев) колхозсенче мĕнле майпа пысăк тухăç илнине пĕлтĕм. 1970 çулсенче кашни гектартан вăтамран вĕсенче — 30 ц таран, эпир вара 9-11 ц çеç тырă пухса кĕртнĕ. Минерал удобренийĕ ытларах панăран виçĕ çултан вăтам тухăç 24 ц таран ӳсрĕ, 1974 çулта 28 ц тухрĕ. Ӳсĕм кĕске хушăрах тунăшăн министр çумĕ Евлалия Васильева пире республикăн агрономи конференцийĕнче мухтарĕ. Тырă çуллен нумайрах туса илнĕшĕн, вăтам тухăçа пысăклатнăшăн 1973 çулта мана «Хисеп Палли» орденпа наградăларĕç.
— 1974 çултанпа эсир — «Авангард» колхоз председателĕ. Лайăх кăтартусемпе савăнтарнăран суйларĕç-и?
— Сăлтавне калаймастăп. 1973 çулта район канашĕн депутатне суйларĕç. Комсомолăн Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйлама хăтланчĕç — килĕшмерĕм, агрономрах ĕçлетĕп терĕм. 1974 çулхи нарăс уйăхĕнче пĕрремĕш секретарь Зинон Пчелов ĕç сĕтелĕ хушшинчех пурнăçран кайрĕ, мана вара колхозниксен пухăвĕнче «Авангард» председателĕ пулма суйланă. Унта хам пулман — ĕçрен яма ыйтсах шăллăм патне кайнăччĕ. Чăваш Тăрăмне таврăнтăм кăна — «сана председателе суйларăмăр» терĕç. Малтанах ĕненмерĕм, ертӳçĕ ĕçне виçĕ кун пикенмерĕм, пысăк яваплăхран шиклентĕм. Тăваттăмĕшĕнче парти райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ Иван Верхеев чĕнтерчĕ. «Сана колхозниксем председателе пухура суйланă. Агрономра лайăх ĕçлерĕн, хуçалăха та ăнăçлă ертсе пырасса шанатăп. Яла халех таврăн та колхоз тилхепине тыт!» — терĕ. Ман умĕн председатель Николай Дергачевччĕ. Çынсем ăна мар, мана суйларĕç. Унăн пӳлĕмне йышăнма, колхозниксене ертсе пыма тиврĕ. — Ку должноçра миçе çул тăрăшрăр, çынсем валли лайăххи мĕн турăр? — 1975 çулта «Авангард» çĕрĕпе пурлăхне К.Маркс ячĕллĕ колхоза пачĕç, ăна 1977 çул вĕçлениччен ертсе пытăм. Тилхепене тытсанах çынсем 9 çухрăма тăсăлакан «Лаш Таяпа — Чăваш Тăрăмĕ» çула хуçалăх меслечĕпе тăвас ыйтăва çĕклерĕç. Ĕçе мĕнрен пикенмелле? Çул çинчи тăпрана хăпартма хăватлă грейдер кирлĕччĕ. Ăна шыраса халтан кайрăмăр, вăл республикăра иккĕ кăначчĕ. «Унпа усă курас текенсен черечĕ вăрăм», — тесе пире парса ямарĕç. Виççĕмĕш грейдер — Тутарстанри Пăва районĕнче, предприяти директорĕ манăн ентеш, Пикшик ялĕнчен. Вăл КПСС Пăва райкомĕпе ĕçтăвкомран хăрарĕ пулин те Елчĕк районĕнче çул тумашкăн грейдер яма килĕшрĕ. Вăл тăпрана çул тăршшĕпех 1,8 метр çӳллĕшне хăпартса пусăрăнтарчĕ. Унпа транспорт çӳреме тытăнсан вăл татах çирĕпленчĕ, Чăваш Тĕмерĕсем Елчĕке Лаш Таяпа урлă çак çулпа çӳреме тытăнчĕç. Председатель чухне çула хăйăр, шурă чул сартарса ĕлкĕреймерĕм. Каярахпа В.Чкалов ячĕллĕ колхоз председателĕ Петр Крылов ертсе пынипе çак çула малалла Елчĕке çитиччен тăсрĕç — тăпрана грейдерпа хăпартса хытарчĕç. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Юр кĕлеткесене хутаçпа хупласа та упрайман…
Вĕсен çурчĕ умĕнчен никам та чарăнса тăмасăр, сăн ӳкерттермесĕр е сăн ӳкерĕнмесĕр иртмест. Кашнинех илемлĕ юр кĕлеткесем тыткăнлаççĕ… Ял çыннисем кăна мар, хăнасемпе иртен-каян та унăн пултарулăхĕпе киленет, тĕлĕнет. Сăмахăм Комсомольски округĕнчи Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакан Зинаида Киргизова çинчен. Çак кунсенче Зинаида Васильевна патне çитсе курма тӳр килчĕ.
«Çак пуканесене хамах тунă-ши?»
Зинаида Киргизова /хĕр чухнехи хушамачĕ Кисилева/ Канаш тăрăхĕнчи Сиккасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тăманлă Выçли каччипе Николай Геннадьевичпа çемье çавăрнă хыççăн вырăнти «Пайгас» хуçалăхри фермăра дояркăра ĕçленĕ. Халĕ — тивĕçлĕ канура. Апла пулин те вăл пĕрре те ахаль лармасть. Унтан та ытла: «Темĕн те тăвас килет, анчах та вăхăт çитмест», — тет. Вăл — ялти ваттисен канашĕн председателĕ. Унсăр пуçне Зинаида Васильевна клубра, ялта иртекен мĕн пур мероприятие хастар хутшăнать. Киргизовсен çуртне кĕрсенмузее лекнĕнех туйăнать. Икĕ хутлă çуртăн кашни пӳ лĕмĕнчех тĕрленĕ ĕçсене рамăна вырнаçтарса стенаран çакнă. Кунта — тултарса тата хĕресле тĕрленĕ ĕçсем, килте ăсталанă пуканесем, çемçе теттесем… «Анне Вера Александровна тĕрлеме юратнă. Тутăрсене, саппун аркисене çапла майпа илемлететчĕ. Вăл пĕчĕк чечексем тĕрлетчĕ. Эпĕ чи пĕрремĕш тĕрре хур сыхлама кайсан юлташ хĕрачипе пĕрле тунăччĕ. Тантăшăм Мускавран мулине çипсем илсе килнĕччĕ. Унччен вĕсене курман та. Шкулта вĕреннĕ чухне тултарса тĕрлеме хăнăхрăм. Ас тăватăп-ха: икĕ мулкач тĕрленĕччĕ… Унтанпа шыв-шур самай юхрĕ темелле. Ал ĕçне 50 çул ытла тăватăп. Тĕрленĕ ĕçсен шучĕ те çук. Тĕрĕссипе, ятарласа шутламан. Килте темĕн чухлĕ ĕç, кунсăр пуçне юлташсене, тăвансене, пĕлĕшсене парнеленĕ. Çăм çипрен чечексем, Нарспипе Сетнере те ăсталанă. Мана ытларах яка тĕрĕ /тултарса тĕрлени/ килĕшет. Çак ĕç лăплантарать. Вăйлă тĕрленĕ чухне радио та, телевизор та, нимĕн те кирлĕ мар. Телевизора çыхнă чухне кăна пăхатăп», — паллаштарчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Талантлă çын пур енĕпе те пултаруллă. 2016 çулта вăл пукане тума тытăннă. Маларахри ĕçсен йышĕнче «Степа милиционер» пур. Ăна ăста уйрăмах кăмăллани куçкĕрет. «Пукане тума вĕрентекен кĕнекене илме Комсомольски салинчи тĕп библиотекăна ятарласа çитсе килтĕм. Милиционера кĕнекене пăха-пăха ăсталарăм. Çав тери калăплас килчĕ манăн ăна. Юнашар авă Çăварнире икерчĕ пĕçерекен хĕрарăм. Унтан — чикан арçынĕпе майри. Чăваш хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсем те пур. Вĕсене чăваш наци тумне çĕлесе тăхăнтартрăм. Паллах, Сетнерпе Нарспи те. Кунтах — вăкăрсем. Пĕрне лум, пĕрне кĕреçе тыттартăм. Вĕсене çăпата сыртартăм. Малтан алă ĕçне юратакансем валли тĕрлĕ журнал çырăнса илеттĕм. Халĕ ун пеккисем çук çав. Интернетра шыратăп, хам шухăшласа кăларатăп. Вăхăт иртсен пăхатăп та «çак пуканесене хамах тунă-ши?» тесе тĕлĕнетĕп. Вĕсем мана хавхалантараççĕ», — пуканесемпе паллаштарнă май каласа пачĕ Зинаида Васильевна. Вĕсем мăшăрĕпе Николай Геннадьевичпа 5 ача — виçĕ хĕрпе икĕ ывăл — пăхса ӳстернĕ. Улми йывăççинчен аякка ӳкмест тенешкел, Олеся, Ксюша, Вероника, Станислав, Любомир ĕçчен те пултаруллă. Хĕрĕсем пурте алă ĕçĕ тума маçтăр. Сăмахран, асли Олеся вĕтĕ шăрçапа тĕрлет, çемçе теттесем тăвать. Ксюша — модельер, темĕн тĕрлĕ çи-пуç ĕçлет. Ылтăн алăллă ăста ялти клубра та, Комсомольски салинчи тĕп вулавăшра та пĕрре кăна мар курав йĕркеленĕ. Акатуйсенче унăн ĕçĕсемпе тăтăш усă кураççĕ. Пултаруллăскере Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе хавхалантараççĕ. Грамотисен шучĕ 5 теçеткерен те иртнĕ. Маларах Зинаида Киргизова «Эпĕ — хĕрарăм» республика конкурсĕнче «Ĕç маçтăртан хăрать» номинацире çĕнтернĕ. Вăл «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва çулсерен хутшăннă, парнеллĕ вырăнсем йышăннă. Ачасене йытта сывлăх сунма вĕрентнĕ Зинаида Киргизова 12 çул каялла юр кĕлеткесем тума пуçланă. Ытларах çулталăк паллисене ăсталанă. Унпа кăна çырлахмасть, тĕрлĕрен чĕр чун е юмахсенчи сăнарсене калăплать. Пĕррехинче вăл ял администрацийĕн çурчĕ патĕнче тем пысăкăш Хĕл Мучи туса лартнă. Ăна Тăманлă Выçлисем паянхи кун та ас тăваççĕ. Ял çыннисем питĕ тĕлĕнеççĕ унран. «Мĕнле маттур!» — тесе хавхалантараççĕ. Зинаида Киргизова ăсталанă çĕлене, аçтахана, мулкача, вăкăра, йытта, тигра, сыснана, тилле тата ыттине те йăлтах телефонпа ӳкерсе илнĕ. «Ĕçĕмсене Çĕнĕ çул уявĕччен якатса, типтерлесе тăратăп. Уяв тĕлне хитре пултăр тетĕп. Пĕр çулхине ăшă пулнăччĕ те манăн юр кĕлеткесем йăлтах ирĕлсе кайнăччĕ. Ун чухне 5 матрешка ăсталанăччĕ. Вĕсене сăрласа та ĕлкĕрейменччĕ. Хутаçпа та витсе пăхрăм ĕнтĕ, пĕрех упраса хăвараймарăм. Юрпа кăна мар, ытти материалпа та ĕçлекелетĕп. Цементран акăшсем тата ыттине те тунăччĕ», — калаçу çăмхине сӳтрĕ Зинаида Васильевна. Чăваш хĕрарăмĕ мĕн ĕлĕкрен ĕçчен пулнипе палăрать. Зинаида Киргизова темĕн тума та ĕлкĕрни мана чăннипех тĕлĕнтерет. Çулла вăл хура çырла татма çӳрет. Ăна çемйи валли кăна мар, сутмалăх та пуçтарать. Киргизовсен — картиш тулли выльăхчĕрлĕх: ĕне, сысна усраççĕ. Сысна амине çăвăрлаттараççĕ. Унсăр пуçне хур-кăвакал, чăх-чĕп чылай. Николай Геннадьевич Зинаида Васильевнăна нумай пулăшать, хавхалантарса пырать. Вăл та ылтăн алăллă, ăста платник. Зинаида Киргизовăран интереслĕ самантсене аса илме ыйтрăм. Ача-пăча выляса юр кĕлеткесене кăштах пăскаланă тĕслĕхсем пулнине пытармарĕ вăл. Уйрăмах юртан тунă йытă патĕнчен лăпкăн иртеймен ял ачисем. Кил хуçи хĕрарăмĕ вара вĕсене йытта уринчен тытса сывлăх сунмалла тесе вĕрентнĕ. «Шкул ачисем пыраççĕ те йытта йăвалаççĕ, йăвалаççĕ», — терĕ пĕррехинче хирĕçле пурăнакан хĕрарăм. «Йăваламаççĕ вĕсем, ăна сывлăх сунаççĕ», — терĕм эпĕ. Вăкăр хыççăн Тигр тунăччĕ. Ăна туса пĕтерейменччĕ, сăрламанччĕ те. «Аха, ку сирĕн пĕлтĕрхи вĕт! Эсир ăна мĕнле йăтса кĕртсе хуратăр?» — тенĕччĕ пĕр ача», — йăл кулчĕ Зинаида Васильевна. Вăл паян 8 мăнукĕпе савăнать. Мăнукĕсем кукамăшĕн ĕçĕсене курса хĕпĕртеççĕ. «Анне эпĕ мĕн ас тăвассах тĕрлетчĕ. Пысăк карçинкка пурччĕ. Хур лартса кăлармалли. Унта — çипсемччĕ. «Ан сик, ан сик, йĕп кĕрсе каять», — тетчĕ анне. Манăн, пĕчĕкскерĕн, унта кĕрсе выртас килетчĕ. Анне выльăх пăхатчĕ те тăманлă каçсенче телевизор умĕнче тĕрлесе ларатчĕ. Ытларах каçхине алă ĕçне тытнă. Выльăх ялан нумай усранă. Эпĕ аттепе те, аннепе те пĕрле ĕçлеме юрататтăм. Çавăнпа мăлатукпа çапма та, тĕрлеме те пĕлетĕп. Инструментсемпе пуринпе те ĕçлеме пултаратăп. Атте моторлă пăчкăпа ĕçлеме те хăнăхтарчĕ», — калаçăва хутшăнчĕ Вероника Головинская. Вероника Николаевна Шăмăршă тăрăхĕнчи Палтиел шкулĕнче ачасене вĕрентет. Çĕнĕ çулхи каникулта вăл ашшĕпе амăшĕ патне ачисемпе пĕрле килнĕччĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...












Комментировать