Тарса килнисем тав тунă

28 Окт, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ячĕпе Украинăн кăнтăр-хĕвел тухăç облаçĕсенчен тарса килнĕ Василенкăсен, Весельскисен, Куповсен тата Семакинсен çемйисенчен çыру килнĕ. Вĕсем республика ертÿçисене тата Чăваш Енре пурăнакансене хăйсемшĕн çăмăл мар тапхăрта пулăшнăшăн, ăнланнăшăн тав тăваççĕ.

«Пире тăванĕсем пек йышăнчĕç, документсем йĕркелеме, ĕçе вырнаçма, çурт-йĕрпе, медицина енĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пулăшрĕç. Пирĕн ачасем ресубликăн чи лайăх шкулĕсене çÿреççĕ. Чăваш Ен пирĕншĕн иккĕмĕш Тăван çĕршыв пулса тăчĕ. Кунта эпир пĕтĕмпех çĕнĕрен пуçларăмăр. Тавах Сире», - тенĕ çырура.

К.ВОЛКОВ.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.