«Ирхи сывлăмлă фиалка»

28 Окт, 2014

Нумаях пулмасть «Советская Чувашия» хаçат Михаил Мерченĕн «Куçĕсем!.. Ах, куçĕсем!» кĕнеки çинчен «...эмоции писателя перехлестывали через край» тесе хыпарларĕ. Вăл пĕртте ÿстерсе каламан. Вулакансем ăна кăмăллăн йышăнчĕç. «Ах, куçĕсем!» хыççăнах çак авторăн çиччĕмĕш «Ирхи сывлăмлă фиалка» кĕнеки пичетленсе тухрĕ.

Кĕнекене алла тытсанах хуплашкари хÿхĕм чăваш хĕрĕ чуна тыткăна илет. Ăш-пиллĕн пăхать вăл. Куçĕнче тарăн шухăш палăрать. Санра вăл этем чунĕн паха енĕсене курасшăн пек. Паллах, эпир пурăнакан тĕнче сеп-сенкер тĕслĕ çеç пулассăн туйăнать ăна. Автор ку кĕнекене «этем хĕрĕ-ачине» халалласа пурнăç илемĕ çакнашкал ырă кăмăллă çамрăксенчен нумай килнине палăртасшăн.

Виçĕ пайлă кĕнеке çурхи илемлĕ кунпа пуçланать. Пысăк салари вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Изольда чăн пурнăçăн тĕп тĕллевĕ мĕнрине уçăмлăн ăнкарма пуçлать. Халĕ ĕнтĕ вăл текех ешĕл пахчари сарă лĕпĕш хыççăн айкашса чупакан хĕр ача мар. Çак пурнăçра хăй ÿснĕ май унпа пĕрлех яваплăх та ÿссе пырать-мĕн. Ют куçа курăнман тĕрлĕ енлĕ яваплăх пĕрле вĕренекен ачасен кăмăлне те улăштарма пултарать.

«Ирхи сывлăмлă фиалка» повеçри ĕç-пуç вăрăм пурнăç çулĕпе хăйсем тĕллĕн утма пуçланă çамрăксем тавра тĕвĕленсе пырать. Изольдăна хăйĕн майлă çавăрасшăн çунакан Саша Славăна курайми пулать. Ăна вăл мĕнле те пулин çак хÿхĕм хĕртен сивĕтесшĕн. Вăйланса пыракан хирĕçÿ юратнă чиперккене хаяррăн тавăрасси патне илсе çитерет. Анчах унăн ĕмĕчĕ пурнăçланаймасть. Пике çав тери таса чунлă. Хăйне хур тунă ачана вăл инкекрен хăтаракана питрен çупма та памасть. Изольдăра чăваш хĕрĕн этемлĕх туйăмне куратпăр.

Славăпа Меркури - икĕ маттур каччă. Хăшне пÿрнĕ-ши çак хÿхĕм хĕр? Кăна Изольда хăй татса парать: «...эпĕ çамрăк халь. Тÿрĕ хурав памалăх ÿссе çитеймен. Йăнăшмалли çулсем нумай, тĕрĕссийĕ пĕрре çеç. Хăшĕ? Тен, каярахпа чĕремçĕм пĕлтерĕ...»

Çапла вĕçленет повеç.

Кĕнекен иккĕмĕш пайĕнче - вулакан тахçанах паллакан çынсен сăнарĕсем. Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци интернат лицейĕнче вĕреннĕ О.Шмагина калавĕ уйрăмах кирек кама та килĕшмелле.

Виççĕмĕш пайĕнче - лирика сăввисем. Автор тăван чĕлхене упрамалли çинчен асăрхаттарса çапла калать:

Тымарĕ вăйлансан мăянăн

Чечексене пусать пуса.

Телейлĕ гражданин пулаймăн

Тăван чĕлхешĕн ют пулсан.

Пурнăçа, çут çанталăкăн пĕтĕм ырлăхне юратма чĕнекен философиллĕ йĕркесем те пур:

Ăмсанмастăп, пачах кĕвĕçместĕп

Тÿпине улăхман тусене.

Çут тĕнче чечекпе витĕнсен те

Пуç таятăп урам тусанне.

Кĕнеке илемлĕ пурнăçшăн тăрăшакан çутă ĕмĕтлĕ çамрăксене - аслă тата вăтам шкулсенче вĕренекенсене - пурнăçра тĕрĕс çул суйлама пулăшĕ.

С.НИКОЛАЕВ

 

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.