Ачасем мĕн çиеççĕ?

31 Окт, 2025

Тĕп хулари вĕрентӳ заведенийĕсенче ачасен апатланăвĕн пахалăхне тĕрĕслеме ашшĕ-амăшне те явăçтараççĕ.

Çавна май вĕсем кашни эрнерех шкула тата ача сачĕсене пыраççĕ, апат хатĕрленине сăнаççĕ, пахалăхне хаклаççĕ, кулленхи менюна тишкереççĕ, санитари нормисене пăхăннине тĕрĕслеççĕ. «Рацион менюпа килĕшсе тăрать, — пĕлтерчĕ 42-мĕш шкулта пулнă хыççăн Алла Медведева. — Кашни класс валли уйрăм сĕтелсем уйăрнă. Меллĕ ларса апатланма вырăн çителĕклĕ. Столовăй ĕçченĕсем гигиена нормисене çирĕп пăхăнаççĕ. Вĕсем хатĕрленĕ апат тутлă. Çавна май апатлану организацийĕнче нимĕнле çитменлĕх те асăрхамарăмăр». Садиксенче ашшĕсемпе амăшĕсем апат пахалăхне тĕрĕсленисĕр пуçне ачасемпе тĕрĕс апатлану пирки калаçусем ирттереççĕ, апат-çимĕç хатĕрлеме вĕрентекен ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ. Поварта ĕçлекен амăшĕсем вара хăйсем суйласа илнĕ професси пирки те каласа кăтартаççĕ. Вĕрентӳ заведенийĕсен тата ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи ĕçĕн тĕллевĕ — çитĕнекен ăру сывлăхне çирĕплетесси. Тĕрĕс апатланакан ачасен кăмăлĕ те çĕкленӳллĕ. Вĕсем вĕренӳре те çитĕнӳсем тăваççĕ.

www.hypar.ru
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.