Лапсар тăкăрлăкĕ такăрланĕ

31 Окт, 2025

Шупашкар хулинчи промышленноç зонинчи тĕп çула — Лапсар тăкăрлăкне — тĕпрен юсаççĕ.

Унпа çĕре яхăн промышленноç тата логистика предприятийĕсем усă кураççĕ. Çак çулран хула экономикин ĕç тухăçлăхĕ нумай килет.

«Пурнăç инфратытăмĕ» федераци проекчĕ пулăшнипе кунта çул-йĕр тата инженери инфратытăмне — шыв пăрăхĕсене, канализаци тытăмне, электричество тата çыхăну линийĕсене — тĕпрен улăштарĕç. Юсав ĕçĕсене икĕ тапхăрпа пурнăçлаççĕ. Çавна май 2027 çулччен тăсăлĕ. Хальхи вăхăтра «Воддорстрой» подряд организацийĕ çулăн 2,4 çухрăм тăршшĕ сыпăкне çĕнетет. Строительсем ку лаптăкра 2026 çулхи çурла уйăхĕччен вăй хурĕç. Сăмах май, объектра çĕнĕ йышши асфальтбетон хутăшĕпе усă кураççĕ. Ку материалпа транспорт нумай çӳрекен федераци автомагистралĕсене сараççĕ.

www.hypar.ru
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.