Тротуарсене юсаççĕ
Шупашкар урамĕсенче наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пуçарнă ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ.
Кăнтăр-хĕвел анăç бульварĕнче тата Максимов урамĕнче, сăмахран, патшалăх пулăшăвĕпе 1,5 çухрăма яхăн тротуара çĕнетеççĕ. Малашлăхра микрорайонăн икĕ пайне çыхăнтаракан çулпа çӳреме хăтлă пулĕ.
Строительство ĕçĕсем çитес кунсенче вĕçленĕç. Хальхи вăхăтра тротуар хĕррипе тенкелсем, урнăсем, лампăсем вырнаçтарнă, асфальт, брусчатка сарнă, спорт лапамне резина сийпе витнĕ. Хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Бульварта видеосăнав камерисене вырнаçтарни лару-тăрăва сăнаса тăма, инкек сиксе тухсан çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнма пулăшĕ. Кун евĕрлĕ хатĕрсен пĕлтерĕшĕ уйрăмах каçхине пысăк, мĕншĕн тесен шăпах çак вăхăтра тротуарпа уçăлса çӳрекен çынсен йышĕ ӳсет.
Шупашкарта кăçал тĕп урамсенчи тата социаллă объектсем патне хывнă тротуарсене юсама 200 миллион тенкĕ уйăрнă. Строительство ĕçĕсене «Хальхи йышши хула хутлăхне йĕркелесси» республика программипе килĕшӳллĕн пурнăçлаççĕ. Хальхи вăхăтра тротуарсене юсассипе çыхăннă ĕçсен 70 яхăн процентне пурнăçланă. Объектсене строительсенчен депутатсенчен, квартал управляющийĕсенчен тата общество представителĕсенчен йĕркеленĕ комисси йышăнать.











Комментировать