Йышлă çемьене – пысăк çурт

31 Окт, 2025

Игреевсем 2019 çултах пысăк хваттер пирки ĕмĕтленме пуçланă. Виççĕмĕш тата тăваттăмĕш ачисем — йĕкĕрешсем — çуралсан ку ыйтăва çийĕнчех татса памаллине ăнланса илнĕ.

Çемье ултă çул каялла «Раççей Федерацийĕн гражданĕсене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтересси» патшалăх программине хутшăннă. Ку проектпа килĕшӳллĕн çамрăк çемьесене çурт лартма е хваттер туянма субсиди параççĕ. Патшалăх уйăракан социаллă тӳлевпе çавăн пекех ипотека кредичĕн тăкакĕсен пĕр пайне саплаштарма юрать. Программăн тĕп условийĕ — çурт-йĕрĕн çын пуçне палăртнă лаптăкран пысăкрах виçеллĕ пулмалла. Шупашкар хулинче, сăмахран, ку кăтарту çемьери кашни çыншăн 14,5 тăваткал метрпа танлашать.

Игреевсем 2022 çулта ипотека кредичĕ пулăшнипе çĕнĕ çуртра хваттер туяннă. Пурăнмалли условисене лайăхлатнăшăн тăватă ачаллă мăшăр чăннипех те савăннă. Халĕ акă çемьене тата тепĕр ырă хыпар çитнĕ. Хăйсем кĕтнинчен чылай маларах вĕсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. «Тӳлев черечĕ кăçалах çитессе шанманччĕ. Субсиди парассине пĕлтерсен хамăрăн телее чылайччен ĕненмерĕмĕр», — пĕлтерчĕ кил хуçи Евгений.

Çемье социаллă тӳлеве тивĕçнине çирĕплетекен документ илнĕ. Кĕçех вĕсем патшалăх пулăшăвĕпе ипотека парăмне пĕчĕклетме пултарĕç. «Çапла майпа кредитăн уйăхри тӳлевĕн виçи сахалланĕ. Пирĕншĕн ку самай курăмлă пулăшу, — терĕ Валентина. — Манăн шухăшпа, пурнăçăмри чи чăрсăр ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ».

«Раççей Федерацийĕн гражданĕсене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтересси» программа, сăмах май, тухăçлă ĕçлет. 2025 çулта Шупашкар хулин Ленин районĕнче пурăнакан 22 çамрăк çемье социаллă тӳлеве тивĕçнĕ. Нумай ачаллă мăшăрсен тата ятарлă çар операцине хутшăнакансен пĕрремĕшсен шутĕнче патшалăх пулăшăвне илме ирĕк пур.

Социаллă тӳлев укçине федераци, регион тата муниципалитет бюджечĕсенчен уйăраççĕ. Патшалăх пулăшăвĕ çамрăксене ыранхи куна шанăçпа кĕтме, малашлăх тĕллевĕсене палăртма хавхалантарать, пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшать, çитĕнекен ăрăва вĕренме, ĕçлеме, аталанма ăнăçлă майсем туса парать.

www.hypar.ru
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.