Хыпар 82 (28399) № 31.10.2025

31 Окт, 2025

Ыр кăмăллăх вăрçăран вăйлăрах

Чăваш Енре юпа уйăхĕн 28-мĕшĕ — Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă çынсене асăнмалли кун. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Указĕпе палăртнă.

Пысăк тав сана, салтак! Асăннă куна халалланă мероприятисем республикипех иртрĕç: шкулсенче, предприяти-организацире. Вĕсем — Чăваш Енри «Çĕнтерӳри Культура» акцин иккĕмĕш пайĕ. Сыхлăх сооруженийĕсем вăрçă вăхăтĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Арçынсем фронтра çапăçнă май вĕсене хĕрсемпе хĕрарăмсем тунă. Историрен çакă паллă: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ирсĕр тăшман вун-вун хулапа яла питĕ кĕске вăхăтрах ярса илнĕ. Кĕркунне фашист Мускав çывăхĕнчех пулнă. Çавăнпа та чылай регионта тăшмана чарма хӳтĕлев чиккисем тума йышăннă. Пĕлтерĕшлĕ ĕçе чăваш халăхĕ те васкасах пуçăннă. Сăр хĕррипе Улатăр тăрăхĕнчен пуçласа Етĕрнене çитиччен тата Сĕнтĕрвăрри районĕнчен Тăвай таранах хӳтĕлев чиккисем чавма тытăннă. Унта 17 çултан аслăрах, çирĕп сывлăхлă çынсене явăçтарма сĕннĕ. Анчах йывăр çак ĕçре 15-16 çулсенчи ачасем те асапланнă. Виçĕ уйăх ытла шартлама сивве чăтса танксем ан каçчăр тесе 380 çухрăм тăршшĕ варсем, окопсем, çĕр пӳртсем чавнă. Пĕтĕмпе 5 миллион кубла метр тăпра кăларнă. Вĕсене тума 18 пине яхăн рабочие мобилизациленĕ. Кунсерен вăтамран 85 пин çын ĕçленĕ унта, хушăран ку кăтарту 110 пине çитнĕ. Асăну кунне кăçал та çӳллĕ шайра йĕркелерĕç. Вăл Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртрĕ. Унта Çĕнтерӳ ĕçне тӳпе хывакан ентешсем, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисем, волонтерсем, предприяти тата социаллă учрежденисен ертӳçисем хутшăнчĕç. Культура керменĕн фойинче ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакан волонтер ушкăнĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан лапам хатĕрленĕ. Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕ «Салтак патне çыру» акци йĕркеленĕ, Чăваш наци музейĕ «Приходят на подмогу волонтеры» курава халăх умне кăларнă… Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин студенчĕсем вара куракансене салтак юррисемпе паллаштарчĕç. «Салтак патне çыру» акцие хутшăнакан та чылай пулчĕ. Акă Шупашкарта пурăнакан Елена Федотова хăйĕн çырăвĕпе паллаштарчĕ: «Хаклă салтак! Эсĕ питĕ сумлă ĕç тăватăн — çĕршыва хӳтĕлетĕн. Паллах, çакă — йывăр ĕç. Пысăк тав сана. Тăван тăрăха сывă таврăнма сунатăп. Манран аслă пулсан — пичче, кĕçĕн тĕк шăллăм тейĕп. Турăпа пĕрле çӳре. Май пур таран хăвна упра». Елена çакнашкал çыру пĕрремĕш хут çырнине палăртрĕ. Çĕршыва хӳтĕлекенсене хисепленине пĕлтерчĕ. «Вĕсем килĕсене сывă таврăнса çемье пурнăçĕпе савăнса пурăнмалла пултăрччĕ», — пĕтĕмлетрĕ шухăшне хĕрарăм. Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕ асăннă акцие пĕрремĕш хут çеç йĕркелемест. Галина Ертмакова директор каланă тăрăх, Аслă Çĕнтерӳ кунĕнче ку акцие хутшăнса 1 пин ытла çын салтаксем патне çыру çырнă, вĕсен йышĕнчех шкулта вĕренекенсем те пулнă. Садика çӳрекен ачасем те унта хастар хутшăнаççĕ иккен. Истори архивĕн коллективĕ республикăри Хĕрарăмсен канашĕпе, Шупашкар хулин администрацийĕпе, волонтерсемпе тачă çыхăну тытать. Салтак çырăвĕсене вĕсем урлă парса янине пĕлтерчĕ ертӳçĕ. Йышăну Правительство пуçлăхĕ Сергей Артамонов 2025 çулта ĕçлев сферинчи проекта пурнăçламалли правилăсене çирĕплетекен йышăнăва алă пуснă. Документа Ĕçлев министерстви «Кадрсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн производство персоналне, ĕçсĕр юлма пултараканскере, вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарассине йĕркелес тĕллевпе хатĕрленĕ. Субсидие юридици тытăмĕсене, предпринимательсене, тулли мар ĕç режимĕпе усă курма тивекенскерсене, хăйсен ĕçченĕсене кăçалхи юпа-раштав уйăхĕсенче шалу тӳлеме яракан тăкаксен пĕр пайне саплаштарма парĕç. Çакă предприятисене кадрсене упраса хăварма пулăшмалла. Вĕсене конкурс никĕсĕ çинче суйласа илĕç. Уйăракан укçан пĕтĕмĕшле виçи 52,6 миллион тенкĕпе танлашать. Çак укçан тĕп пайĕ — 52 миллион тенкĕ — федераци бюджетĕнчен уйăраканни. Ĕçлев министерстви çавăн пекех тăватă кунлă ĕç эрнин режимĕпе усă куракан предприятисен урăх çĕре куçас кăмăллă çыннисене вакансисем суйласа илме пулăшать. Ыр кăмăллăх вăрçăран вăйлăрах cap.ru Чĕмсĕр чикĕсем тăвакансене асăнса. Ҫак уяв – пирӗн авалхи кун-ҫулӑмӑрӑн сӑнарлӑ палли, никама пӑхӑнманлӑхшӑн пынӑ кӗрешӳре тачӑ пӗрлешнӗ халӑхӑн аслӑ вӑйӗ ҫинчен аса илтерни. Пирӗн мӑн асаттемӗрсене шӑпах Тӑван ҫӗршыва чунтан юратни ҫӗршывӑмӑр пурнӑҫӗнчи чи йывӑр тапхӑрсенче унӑн никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварма пулӑшса тӑнӑ. Патриотлӑхпа гражданла яваплӑхӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан йӑли-йӗрки паян нихҫанхинчен те пӗлтерӗшлӗрех. Вӗсем пирӗн пӗрлӗхӗн арканми никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ, малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма, кирек мӗнле хӑрушлӑха та тивӗҫлипе хирӗҫ тӑма май параҫҫӗ. Пӗтӗм Раҫҫей пӗрлӗхӗн тата ҫар мухтавӗн летопиҫӗнче чӑваш халӑхӗн паттӑрла ӗҫӗсем те сумлӑн ҫырӑнса юлнӑ, вӑл хӑть хӑш саманара та Тӑван ҫӗршыв интересӗсене хӑюллӑн та харсӑррӑн хӳтӗленӗ, пӗрлехи ҫӗнтерӗве тата Раҫҫей патшалӑхне ҫирӗплетес ӗҫе хӑйӗн курӑмлӑ тӳпине хывнӑ. Эпир хамӑр ачасене тивӗҫе парӑнса тӑма тата Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр пулма мӗн пӗчӗкрен вӗрентсе ҫитӗнтеретпӗр. Паян, Раҫҫей унчченхи хӑйӗн ҫӗрӗсене каялла тавӑрнӑ тапхӑрта, эпир пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмсене хамӑр куҫпа куратпӑр тата унта хамӑр та хутшӑнатпӑр. Запорожье тата Херсон облаҫӗсенчи, Донецк тата Луганск Халăх Республикисенчи тӑванла халӑхсемпе ҫӗнӗрен пӗрлешни улшӑнми чӑнлӑха тепӗр хут ҫирӗплетет: Раҫҫей – пӗртен-пӗрре, ун пек ҫӗршыв урӑх ҫук, вӑл хӑйӗн пӗрлӗхӗн тата нумай енлӗхӗн иксӗлми вӑйӗпе хӑватлӑ. Хаклӑ ентешӗмӗрсем! Сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма сунатӑп. Тӑнӑҫ пурнӑҫ хӳттинче пирӗн ҫемьесен ҫитӗнӗвӗсем йышлӑланса пыччӑр, тӑван Чӑваш Ен малалла ӑнӑҫлӑн аталантӑр, аслӑ Раҫҫейӗмӗр хӑвачӗ тата та ҫирӗплентӗр! Уяв ячӗпе! Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем! Хаклӑ ентешсем! Сире Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп! Нина Кудряшова. Елена Федотова.  Хастарсене — Тав çырăвĕ Асăну кунне Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова тата республикăри Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Николаева уçрĕç. «Ăрусен историллĕ çыхăнăвĕ пире халăх паттăрлăхĕпе мăнаçланма вĕрентет, — терĕ Наталья Николаева. — Пирĕн çĕршыв паян та хăйĕн суверенитетне тата тĕрĕслĕх правине хӳтĕлет. Эпир пилĕк çул каялла Сăр чиккине тăвакансен историне тĕпчеме пуçланă вăхăтра «шурă пăнчă» çеç пулнă. Ун чухне стройкăна мобилизациленнĕ хĕрарăмсем хăйсен ĕç калăпăшне ăнланман — вĕсем мĕн хушнине çеç тунă. Тĕлĕнмелле: çак ен пирĕн çынсенче паян та упранса юлнă. Волонтерсем вăй-халне шеллемесĕр çар çыннисем валли япала çĕлеççĕ, тетел çыхаççĕ, çурта тăваççĕ — чуна парса ĕçлеççĕ. Çак юрату, ĕненӳ пирĕн çар çыннисем патне çитет, вĕсене ыр кăмăллăха туйма пулăшать. Эпир çĕнтеретпĕрех!» Ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене пулăшма культура çурчĕсенче тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Вĕсен никĕсĕ çинче гуманитари пулăшăвĕ пухас енĕпе 215 пункт йĕркеленĕ. Унта тĕрлĕ япаларан пуçласа медикаментсем, апат-çимĕç таранах пуçтараççĕ. Культура учрежденийĕсен çумĕнче волонтерсем маскировка тетелĕ çыхаççĕ, окоп çуртисем хатĕрлеççĕ… Çулталăк пуçланнăранпа вĕсем ятарлă çар операцине темиçе тонна гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă, çĕр-çĕр çыру çырнă. Пĕлтерĕшлĕ çак ĕçе 22 пин ытла çын хутшăнать. Ку тĕлĕшпе Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Шупашкар, Елчĕк тата Тăвай тăрăхĕсенчи культура учрежденийĕсем тăрăшса ĕçлени палăрать. Тăхăр уйăхра волонтерсем салтаксемпе вĕсен çемйисене пулăшса 4938 мероприяти ирттернĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çара пулăшакансене пурне те тав тунине, вĕсен пулас Çĕнтерĕве хывакан тӳпи хаксăр пулнине палăртрĕ Светлана Каликова. Вăл чи хастаррисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне парса хавхалантарчĕ. Çак чыса тивĕçекенсен шутĕнче Красноармейски тăрăхĕнчи Чатукасси территори пайĕнче пурăнакан Нина Кудряшова та пур. Вăл каланă тăрăх, кĕмĕл волонтерсем культура çуртĕнче пуçтарăнса çар çыннисем валли маскировка тетелĕ çыхаççĕ. Отпуска таврăнакан ентешĕсене «Салтак кутамкки» хатĕрлесе парса яраççĕ. Унта тăхăнмалли япаларан пуçласа апат-çимĕç таран чикеççĕ. «Пурте пĕр шухăшпа, пĕр тĕллевпе ĕçлетпĕр. Ачасем часрах киле таврăнччăр тесе тăрăшатпăр, — терĕ Нина Кудряшова. — Ытларах аслă ăрурисем пуçтарăнатпăр. Отпуска таврăнакан салтаксене тивĕçлипе кĕтсе илетпĕр, ăсатса яратпăр. Манăн анне Мария Сергеева, 1923 çулта çуралнăскер, вăрçă вăхăтĕнче колхозра бригадирта ĕçленĕ. Арçынсем фронта кайнăран Сăр тăрăхне окоп чавма хĕрарăмсене яма тивнине каласа кăтартатчĕ. Сăмах май, унăн упăшки те вăрçа кайнă, унтан таврăнайман. Районтан хушу панă май ял çыннисене окоп чавма, вăрман касма каймашкăн чĕнсе çӳренĕ вăл. Питĕ йывăр пулнине калатчĕ анне. «Тӳсейменнипе йĕреттĕм. Темĕн каласа хăртакан та тупăнатчĕ», — тетчĕ вăл», — амăшĕн аса илĕвĕпе паллаштарчĕ хĕрарăм. Патăрьел тăрăхĕнчи Турханти амбулаторири пĕтĕмĕшле практика врачĕ Анатолий Кольцов та Тав çырăвне тивĕçрĕ. Анатолий Валентинович маларах çамрăк медик волонтерсен отрядне йĕркеленĕччĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан ентеш салтаксене пулăшма тытăнчĕ. Культура çуртĕнче маскировка тетелĕ çыхакан ял-йыша материалпа тивĕçтерсе тăрать, апат-çимĕç пуçтарать, милĕк хатĕрлес ĕçе те вăлах пуçарнă. Çамрăк ăрупа пĕрле ялти хуçасăр пахчасенче çĕр улми çитĕнтерет, ăна ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне ăсатать. Çав вăхăтрах ял-йыш сывлăхĕшĕн те яваплă вăл. Унăн ырă ĕçĕсене шутласа та пĕтереймĕн. Пĕтĕмлетсе каласан, Анатолий Валентинович йывăрлăха лекнĕ кашни çынна пулăшма хатĕр. Çакăн пек хастар çынсем, волонтерсем пуртан çĕршыв тĕрекĕ курăмлă.

Валентина ПЕТРОВА.


Виçĕ çул — Бердянск округĕпе пĕрле

Запорожье облаçĕнче ĕçлĕ çул çӳревре пулнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев чи малтан ятарлă çар операцине хутшăнакан çар чаçĕсене çитнĕ, унта служба тивĕçĕсене пурнăçлакан ентешсемпе курнăçнă.

Олег Николаев хăйĕн телеграмканалĕнче палăртнă тăрăх, салтаксен кăмăлĕ çĕкленӳллĕ — вĕсем çĕнтерӳ нумай кĕттермессе шанаççĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Республика ертӳçи вĕсене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă, кашнинпех мăнаçланнине палăртнă. «Хăюллăскерсем хăйсен сăваплă тивĕçне куллен тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, патриотсем пулнине, Тăван çĕршыва юратнине çирĕплетеççĕ. Эпир вара шанчăклă тылпа тивĕçтеретпĕр. Вĕсене кирлине — техникăран пуçласа йăлара усă куракан япаласем таран — ăсататпăр. Çар чаçĕсен командованийĕпе тытакан çыхăну çирĕп — вĕсен ыйтăвĕсене пĕр тăхтамасăр тивĕçтерме тăрăшатпăр», — тенĕ Олег Николаев. Чăваш Ен делегацийĕ эпир шефа илнĕ Бердянск округĕнчи Осипенко, Берестовое ялĕсенчи, Андреевка поселокĕнчи культура çурчĕсене юсас ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă. «Кунта тĕрлĕ тĕллевлĕ об±ектсене ĕçе кĕртнĕ ĕнтĕ: шкул, шыв башни, ыттисем. Ырă çак улшăнусем çынсене малашлăха шанма май параççĕ», — тенĕ Олег Алексеевич. 2025 çулта 10 об±ектра строительствăпа юсав ĕçĕсене пурнăçлама палăртнă. Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе çĕнĕ йышши пилĕк котельнăй хута янă. Вĕсем Андреевка поселокĕнчи шкула, темиçе ялти культура çурчĕсене ăшăпа тивĕçтерĕç. Çитес çул Николаевка тата Дмитровка ялĕсенчи культура çурчĕсене йĕркене кĕртмелле. Çавăн пекех Осипенко ялĕнчи водопровод сетьне тĕпрен юсамалла. Ĕçтешлĕх çакăнпа кăна та вĕçленмест. 2027 çулта — тăватă, 2028 çулта виçĕ ял-поселокри водопроводсене тĕпрен реконструкцилемелле. Çакă инфратытăм шанчăклăхĕн ыйтăвне нумай çуллăха татса пама тивĕç. Темиçе вĕренӳ учрежденийĕнче пулнă май Олег Николаев Осипенко ялĕнчи шкулпа тĕплĕ паллашнă. Кунта Чăваш Ен пулăшнипе тĕплĕ юсав ĕçĕсене пурнăçланă, апат-çимĕç блокне оборудованипе тивĕçтернĕ, çĕвĕ класĕ йĕркеленĕ. Вĕрентӳ енĕпе ĕçленисĕр пуçне преподавательсем урок тулашĕнчи занятисенче ачасен пултарулăхне аталантараççĕ. Спорт клубĕ, шкул театрĕ, «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» пуçламăш уйрăмĕ ĕçлеççĕ. Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕпе пĕрле çамрăксене професси илме пулăшмалли проект пурнăçланать. Олег Николаев професси пĕлĕвĕ панин пĕлтерĕшĕ пысăкки çинчен каланă май ку енĕпе пĕрле ĕçлессине малалла тăсассине çирĕплетнĕ. Педагогсем Чăваш Енри вĕрентӳ организацийĕсем пухнă ыр кăмăллăх грузĕшĕн тав тунă. Канцеляри таварĕсем, спорт инвентарĕ, тумтир, оборудовани, сĕтел-пукан, апат-çимĕç тата ытти те — пĕтĕмпех ачасене, шкулсене кирли. Бердянск округĕн пуçлăхĕпе Алексей Кичигинпа ирттернĕ тĕл пулура республика виçĕ çул каялла округа пулăшма пуçланăранпа пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетнĕ. «Çак ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕ — социаллă пулăшу», — тенĕ Олег Николаев. Сывлăх сыхлавĕнче кадрсем çителĕксĕрри палăрать. Çавна май республика врачсене, медперсонала Шупашкарти медицина колледжĕн, врачсен пĕлĕвне ӳстерекен институт никĕсĕ çинче хатĕрлеме пултарать. Алексей Кичигин округра пысăк улшăнусем пулнине палăртнă — «пурнăç йĕркеленет». «Чăваш Ен врачĕсене пирĕн пата килсе ĕçленĕшĕн тав тăватăп. Эсир муниципалитетри пурнăçа лайăхлатас енĕпе нумай ĕç тăватăр», — тенĕ вăл. Сăмах май, юпа уйăхĕнче унта пирĕн медиксен тепĕр бригади ĕçленĕ. 11 ялпоселокра пациентсене эндокринолог, хирург, акушер-гинеколог, офтальмолог, педиатр йышăннă — 700 ытла çын сывлăхне тĕрĕсленĕ.

Николай КОНОВАЛОВ.


Çĕр ĕçченĕсем кăçалхи кăтартусемпе кăмăллă

Чăваш Ен аграрийĕсем 2025 çулхи уйхир ĕçĕсене Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне уявлама Шупашкарта пухăнсан пĕтĕмлетеççĕ. Савăнăçлă мероприяти умĕн кăтартусемпе паллаштарма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕнчен — ял хуçалăх министрĕнчен Андрей Макушевран ыйтрăмăр.

Тырă — кĕлетре

— Андрей Евгеньевич, кăçал çитĕнтернĕ культурăсене пухса кĕртрĕç. Малтанлăха пĕтĕмлетсе мĕн пĕлтеретĕр?

— Вĕсене вăхăтра тата тăккаламасăр пухса кĕртессишĕн ял ĕçченĕсем пĕтĕм вăя парса тăрăшрĕç. Çанталăк пăсăлкаласах тăчĕ пулин те пĕлтĕрхинчен ытларах пуçтарса илчĕç. Пĕр миллион ытла тонна тырă çапса тĕшĕлерĕç. Ку — питĕ лайăх кăтарту. Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне кашни гектартан вăтам тухăç 36,6 центнерпа танлашрĕ. Çак кăтарту 2024 çулхинчен 29,3% пысăкрах. Çĕр улмине кăларса пĕтертĕмĕр, 122238 тонна, е çулталăк каяллахинчен 7,3% нумайрах, пухса кĕртрĕмĕр. Вăл кашни гектартан вăтамран 299,8 центнер пачĕ, ку пĕлтĕрхинчен 18,5% пысăкрах.

— Пахча çимĕçе кăларасси мĕнле пырать?

— Ăна иртнĕ çулхи чухлех пухса кĕртме шанăç пур. Вăл кăçал 900 га йышăнать, 703-шĕнчен пухса кĕртрĕмĕр. Палăртнă кун тĕлне унăн вăтам тухăçĕ 429,6 центнерпа (çулталăк каяллахинчен 5% пысăкрах) танлашрĕ. Ăна 30210 тонна пуçтарса илтĕмĕр. Техника культурисене 32574 га çинче акса хăварнăччĕ, мĕн пур лаптăкăн 81% тĕшĕлерĕç, ĕç малаллах каять. — Ял хуçалăх производствин кăçалхи 9 уйăхри кăтартăвĕ мĕнле? — Унăн ӳсĕмне тивĕçтерме пултартăмăр. Мĕн пур йышши хуçалăхсенче выльăхпа кайăк-кĕшĕкрен кăрлач-авăн уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен продукци — аш-какай (88,5 пин тонна сутнă) — 8,1%, сĕт (398 пин тонна) — 3,2%, чăх çăмарти (411,9 млн штук) — 28,8% — ытларах илтĕмĕр. Тирпейлекен промышленноç предприятийĕсенче апат-çимĕç иртнĕ çулхи 8 уйăхринчен нумайрах хатĕрлесе производствăна 8,2% ӳстертĕмĕр. Апат-çимĕç 46,9 млрд тенкĕлĕх е 2024 çулхи 8 уйăхринчен 17,7% нумайрах хатĕрлерĕмĕр.

Хăмла савăнтарчĕ

— Пухса кĕртнĕ продукци республика халăхне тăрантарма çитет-и? — Чăваш Енĕн апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн стратегийĕ тĕлĕшĕнчен республика хăйне тĕп апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерет. Хăш-пĕр продукцие хамăра кирлинчен ытларах та туса илетпĕр: çĕр улми — икĕ хут, сĕт — 44%, пахча çимĕç — 29%, çăмарта — 46%. Аш-какай хамăра кирлĕ чухлĕ туса илме тăрăшатпăр. Пĕтĕмлетсе çапла калатăп: республикăна асăннă продукципе тивĕçтернисĕр пуçне саппас та хатĕрлетпĕр.

— Хăмла отраслĕн пуласлăхĕ пирки мĕн калатăр?

— Пучах татма çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче тытăнтăмăр, çанталăк йĕпене кайиччен ĕçе вĕçлерĕмĕр. 234 тонна пучах пухса кĕртрĕмĕр, кашни гектартан вăтам тухăç 18,1 центнерпа танлашрĕ. Ку çулталăк каяллахинчен 11,7% пысăкрах. Уйрăммăн илсен кăтарту «Агроресурсы» (22 ц), «Ленинская искра» (24 ц), «Выльский» (20 ц) хуçалăхсен лайăх. Вĕсем культурăна ку чухнехи технологисемпе усă курса çитĕнтернĕрен, хăмлан пысăк продуктивлă сорчĕсене лартса ӳстернĕрен, вегетаци пынă тапхăрта çум курăка çийĕнчех пĕтерсе тăпрана кăпкалатнăран, чир-чĕре тата сиен кӳрекен хурт-нăрра вăхăтра пĕтернĕрен пысăк тухăç илме пултарчĕç.

— Килес çул тухăç паракан кĕрхи тĕш тырă культурисем çинчен те пĕлес килет.

— Планпа килĕшӳллĕн 78122 га çинче варăнтармаллаччĕ, юпа уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне 75425 га акрăмăр, плана 96,5% тултартăмăр. Хуçалăхсем хăйсене вăрлăхпа 127% тивĕçтернĕ. Ăна планпа килĕшӳллĕн 19,5 пин тонна хатĕрлемеллеччĕ, 24,8 пин тонна янтăларĕç, пурне те кондицие лартрĕç.

— АПК экспорчĕ хăйне мĕнле туять?

— Республикăран чикĕ леш енне продукци (сахăр хушса хатĕрленĕ пылак çимĕç, шăккалат, çăкăр-булкăран тунă кондитер изделийĕсем) нумай ăсатакансенчен пĕри — кондитерсен «Акконд» фабрики. Экспорта «Мега ЮРМА», «Чăвашçăкăрпродукчĕ», «Шупашкарти сĕт завочĕ», «Вавилон», «Чăваш Ен букечĕ», «Волга АЙС» предприятисем те чылай яраççĕ. Унта ял хуçалăх продукцийĕ те (çĕр улми, севок сухан, çу юхтармалли культурăсем, вăрлăх…) лайăх каять. «Агропромышленноç комплексĕн продукцийĕн экспорчĕ» регион проектне пурнăçласа 2025 çулхи 9 уйăхра 18,8 пин тонна продукци ăсатнă.

Патшалăх пулăшать

— АПКна патшалăх епле тĕревлет?

— Унăн пулăшăвĕпе 580 ял хуçалăх организацийĕ (кунта АПК предприятийĕсем те кĕреççĕ) тата хресчен-фермер хуçалăхĕ, хăйсен ĕçне кил хуçалăхĕнче йĕркеленĕ 1310 çын çуллен усă курать. Пулăшу виçи кашни çулах пысăкланать, 2025 çулта 8,6 млрд тенкĕпе танлашĕ. Аграрисем унăн 109 тĕсĕпе усă кураççĕ. Çав шутра 58-шĕ — федерацин, 51-шĕ — регионăн. 2025 çулта тата 7-шĕ пурнăçа кĕрет. Хальхи вăхăтра çемье фермисене аталантармалли, ял хуçалăх потребителĕсен тин йĕркеленĕ тата чылай çул ĕçлекен кооперативĕсене техникăпа оборудовани туянма пулăшакан грантсемпе, «Агростартап», «Перспектива», «Чăваш хăмли», «Чăваш хăмли-ИПСЭР», «Чăваш хăмли-НИОКР» (вĕсене ял хуçалăх специалисчĕсем пĕлеççĕ) грантсемпе тата ятарлă çар операцине хутшăнакансем те илме пултаракан «Агромотиватор» грантпа усă курма пулать.

— АПКна кадрсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйту пур. Иртнĕ çулсенче ача садне çӳрекенсене ял хуçалăхĕ çинчен те каласа пама тытăнчĕç. Çак ĕçе мĕнле тĕллеве пурнăçлама йĕркелеççĕ?

— Республикăра аграри пĕлĕвĕ памалли тытăм, пĕр сыпăка тепринпе çыхăнтарнăскер, ăнăçлă ĕçлет, вăл ача сачĕсенчен тытăнса наукăн пысăк квалификациллĕ кадрĕсем хатĕрлемелли, хушма професси пĕлĕвĕ памалли шкулсем таран сарăлнă. Çав тытăма никĕсленĕ май пухăннă паха опыта Раççей Ял хуçалăх министерстви те ырăпа палăртрĕ, вăл отрасле кадрсемпе тивĕçтерсе аталантарас ĕçĕн çĕршыври лайăх практикисенчен пĕри тесех хак пачĕ. Унпа халĕ нумай регион кăсăкланать. Паллă ĕнтĕ: шăпăрлансем ача сачĕсене çӳреме тытăнсан çут тĕнчепе кăсăкланма пуçлаççĕ, ун çинчен куллен çĕннине пĕлеççĕ. Çак кун тĕлне республикăри пĕтĕм ача сачĕн 50 процентĕнче 137 агролаборатори ĕçлет, вĕсенче 5300 шăпăрлан пĕлӳ пухать. Шкулсенче агроклассем уçнă, çак ĕçе малалла тăсатпăр. Вĕсен лабораторийĕсене оборудованипе пуянлатас тĕллевпе фермерсемпе тата ял хуçалăх организацийĕсемпе тачă çыхăну йĕркелетпĕр. 2017 çулта агроклассем уçмалли проектсене пурнăçлама тытăннă малти 10 регион йышне Чăваш Ен те кĕнĕ. Ачасене ăнăçлă ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, АПКри пуласлăхлă проектсемпе паллаштарса аграри профессийĕсене алла илме хатĕрлетпĕр. Паянхи кун тĕлне 43 агрокласс шутланать, ӳлĕм татах уçăпăр.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.


Çитĕнÿсем савăнтараççĕ, хавхалантараççĕ

«Хыпар» Издательство çуртĕнче «2025 çулхи уй-хир ĕçĕсен пирвайхи пĕтĕмлетĕвĕ» ыйтупа «çавра сĕтел» иртрĕ. Вулакана унта хутшăннисен шухăшĕпе паллашма сĕнетпĕр.

Александр САМЫЛКИН, ЧР АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ:

— Республикăна Олег Николаев ертсе пыма тытăннăранпа, аграрисене федераципе республика бюджечĕсенчен укçа маларахри тапхăртинчен чылай ытларах уйăрма пуçланăранпа ял хуçалăх производстви Чăваш Енре палăрмаллах ӳсрĕ. Ялсен пурнăçĕ çуллен лайăхланчĕ. Иртнĕ çулсенче вĕсенче мĕнле çĕнĕ обьектсем тунине хаçата вулакансем пĕлеççĕ: шкулсем, ФАПсем, культура çурчĕсем, çулсем… Вĕсем ял хуçалăх производствине ӳстермелли условисем пулнă май çынсене лайăхрах пурăнма май пачĕç. Продукци нумайрах туса илме аграрисене ял хуçалăх наукин çĕнĕлĕхĕсемпе усă курни те, АПКна кадрсемпе лайăхрах тивĕçтерни те, федераципе республикăн агропрома аталантармалли патшалăх программисене пурнăçа кĕртме иртнĕ çулсенче укçа ытларах уйăрни те пулăшрĕ. Аграрисене 2020-2025 çулсенче 34 млрд тенкĕ ытла (кунта республикăн ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли программипе куçарнă укçа та кĕрет), çав шутра 2025 çул валли 8,5 млрд уйăрнă. Кăçалхине те пĕтĕмпех ĕçе кĕртессе шанатăп. Палăртнă çулсенче ял хуçалăх техникипе оборудовани туянма 5 млрд тенкĕ, çав шутра 2025 çулта 690 млн тенкĕ ытла, уйăрнă. 2020-2025 çулсенче ял территорийĕсене комплекслă аталантарма 10,3 млрд тенкĕ, çав шутра кăçал — 2,9 млрд, куçарма палăртнă. Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 1,004455 млн тонна (бункер виçипе шутланă), çĕр улми — 122238, уçă лаптăксенче пахча çимĕç 29829 тонна пухса кĕртнĕ. Тырă ытти муниципалитетран нумайрах пуçтарса илнĕ округсене палăртас килет: Елчĕк — 97541 тонна, Вăрнар — 68448, Канаш — 62059, Вăрмар — 60151, Красноармейски — 59650. Палăртнă кун тĕлне республикипе кашни гектартан вăтамран 36,6 центнер тырă пуçтарса илнĕ. Çак кăтарту Чăваш Ен историйĕнче рекорд шутланать. Вăтам тухăç енĕпе округсем çĕнтерӳçĕсемпе призерсен пусми çине çапла тăрса тухрĕç (кашни гектартан, центнер): Красноармейски — 44,5, Çĕрпӳ — 42,4, Елчĕк — 42, Вăрмар — 38,9, Куславкка — 38,7, Вăрнар — 37,8, Йĕпреç — 36,7. Ытти округ вĕсен хыçĕнче. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕ çак муниципалитетсен ыттинчен пысăкрах (га): Елчĕк — 23522, Çĕрпӳ — 19731, Вăрнар — 18000, Канаш — 17000, Вăрмар — 15027, Пăрачкав — 15000. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен чи пысăк вăтам тухăçĕ хресчен-фермер хуçалăхĕсен хушшинче Элĕк округĕнчи Г.П.Волкова фермерăн чи пысăкки — 80 ц ытла, Елчĕк округĕнчи С.Г.Волковăн 70,5 ц. Кашни гектартан тырă Комсомольски округĕнчи «Çĕр улмине мухтав» агрофирма — 63,3, Р.М.Хайрутдинов 60 ц пухса кĕртнĕ. Красноармейски округĕнчи «Красное Сормово» обществăра тĕшĕлĕх куккурус 150-шар ц илме пултарнă. Кăçал хуçалăхсенче пăрçа пысăкрах лаптăкра — 4661 га çинче — акрĕç. Республикипе унăн вăтам тухăçĕ 33,8 ц. Ăна кашни гектартан Елчĕк округĕнчи Е.В.Цветкова фермер — 58, «Çĕр улмине мухтав» агрофирма — 55,9, Вăрмар округĕнчи И.В.Семенов фермер — 55, «Мураты» ЯХПК (Вăрнар) 54 ц пухса кĕртнĕ. Пăрçа Çĕрпӳ округĕнче ытти муниципалитетринчен пысăкрах — 2236 га, Красноармейскисен — 2044, Елчĕксен — 2050, Вăрнарсен — 1100. Пăрçан чи пысăк тухăçĕ Красноармейскисен. Республикипе çĕр улми тухăçĕ кашни гектартан вăтамран 299,8 ц — пĕлтĕрхинчен самай пысăкрах кăтарту. Патăрьел округĕнчи Е.М.Мартышкин фермерăн вăл — 590, «Мураты» ЯХПКн — 480, Г.Н.Ямуков фермерăн (Вăрмар) 460 ц. Республикăра кăçал тĕшĕлĕх куккурус 2000 га ытла акнă. Унăн лаптăкне пысăклатни савăнтарать. Унăн вăтам тухăçĕ 92 центнерпа танлашнă ªпĕлтĕр 82 цº, ăна пухса кĕртес ĕç малалла пырать. Тĕшĕри нӳрĕк виçи нормăран пысăкрах пулнăран сушилкăра типĕтеççĕ. Кăçал ял хуçалăх культурисене ытларах туса илессишĕн мĕн пур йышши хуçалăхсен коллективĕсем, вĕсен ертӳçисем, округсен администрацийĕсен ял хуçалăх пайĕсем, республикăн Ял хуçалăх министерстви çине тăрсах тăрăшнине палăртас килет. Паллах, АПК производствин ӳсĕмĕнче республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн тӳпи пысăк, вăл аграрисен тавне тивĕçлĕ. Хисеплĕ аграрисем, сире Шупашкарта çитес уйăхра уявлама палăртнă Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнӳ тума ăнăçу сунатăп!

Юрий МИХАЙЛОВ.


Вăйлисемпе чăтăмлисем яланах çĕнтереççĕ

Кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнира кăçал 24 регионтан килнĕ 180 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Икĕ кунра вĕсем икĕ енлĕ кĕрешӳре тата эстафетăра мала тухассишĕн вăй виçрĕç.

Ывăлĕ те кире пуканĕ йăтать

Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Ен команди чи нумай очко пухса пĕрремĕш пулчĕ. Ентешсенчен яланхи пекех Елчĕк, Куславкка, Улатăр, Патăрьел, Канаш, Шупашкар спортсменĕсем лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç. Самарта пурăнакан Джанита Щербина /Павлова/ кăçал та помост çине тухрĕ. Йĕпреç округĕнчи Пучинке хĕрĕ «Хыпар» турнирне пĕрре мар хутшăнса палăрнă. «Кăçал кашни уйăхрах тĕрлĕ ăмăрту иртрĕ. Турнирсем маншăн спорт уявĕ пекех, хаваспах хутшăнма тăрăшатăп. Кăçал Ази чемпионатĕнче — пĕрремĕш, çĕршыв чемпионатĕнче /Хусан хули/ виççĕмĕш вырăн йышăнтăм. Раççейре конкуренци пысăк, çавăнпа мала тухма çăмăлах мар. Ази чемпионатĕнче Узбекистан, Казахстан спортсменĕсемпе тупăшрăмăр», — терĕ ентеш. 2024 çулта Джанита Раççей тата тĕнче чемпионачĕсенче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Кăçал вăл РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Унăн мăшăрĕ Олег та кире спорчĕпе туслă. Щербинсен 11-ти ывăлĕ те кире спортĕнче пĕрремĕш утăмсем тăвать. Александр Балдин та — Самар тăрăхĕнчен. «Пĕрремĕш тренировкăран çĕкленӳллĕ кăмăлпа тухнăччĕ. Кире спорчĕн илĕртӳлĕхне малтанхи кунсенчех туйса илтĕм. Унтанпа 18 çул иртрĕ пулин те хăнăхнă йăларан пăрăнас шухăш пулман. Ăмăртури çитĕнӳсем спортзала утма хавхалантарчĕç. Кăтартăва лайăхлатас килниех помост çине тухма хистерĕ. Ăнăçусăр ăмăртусем те кăмăлтуйăма хуçмарĕç», — терĕ РФ спорт мастерĕ. Унăн пухмачĕ Ази, тĕнче тата çĕршыв чемпионачĕсенче çĕнсе илнĕ медальсемпе пуянланнă. Çавăн пекех вăл Жигулевск хулинчи шкул ачисене тимĕр вăййин мелĕсене ăса хывма пулăшать. Самар облаçĕнчи кире спорчĕн федерацийĕн ертӳçи Ирина Бахтова та Шупашкара çитнĕ. Çак çăмăл мар лава вăл темиçе çул тытса пырать. «Хыпар» турнирĕнче вăл тĕп парнене тивĕçрĕ. Челябинск облаçĕнчен пысăк йышпах килнĕ — 20 ытла çын. Мария Хуснутдинова спортăн тĕнче класлă мастерĕн нормативне пурнăçлас тĕллев лартнă. «Пичче кире пуканĕ йăтма çӳретчĕ, мана хăйпе пĕрле илетчĕ. Эпĕ ун чухне 11 çулта кăначчĕ. Ман пата тренер пычĕ те спорт хатĕрне çĕклесе пăхма сĕнчĕ. Çав тапхăртанпа ăна алăран яман», — пĕлтерчĕ РФ спорт мастерĕ. 2022 çулта тĕнче ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ун чухне 16 килограмлă кире пуканне 219 хут сулласа çĕкленĕ. Хĕрĕн пухмачĕнче медаль сахал мар. Рязань облаçĕн чысне икĕ çын хӳтĕлерĕ. Виктор Ванин 12 çул каялла кире пуканне алла тытнă. «Эпĕ Чăваш Енре — виççĕмĕш хут. 2014 çулта Шупашкарта иртнĕ турнирта РФ спорт мастерĕн нормативне пурнăçланăччĕ. Юрий Карповпа çавăн чухне паллашнăччĕ. Вăл та, эпĕ те юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. Ăна менелникпе саламлама килтĕм, юбилейлă турниртан та юлас килмерĕ, — терĕ 34-ри спортсмен. Вăл кĕрешӳçĕсен академийĕнче тата çар училищинче тренерта ĕçлет. Унăн вĕренекенĕсем çар çыннисен хушшинче иртекен ăмăртусене хутшăнаççĕ. Акă Павел Чернышов «Хыпар» турнирĕнче пĕрремĕш хут. Вăл ыттисенчен опыт илме, хăйĕн вăйне тĕрĕслес тĕллевпе çитнĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ.


Роза СТЕПАНОВА: «Чăваш культурипе пурне те паллаштарас килет»

Нумаях пулмасть вăл Махачкалара туристсен Пĕтĕм тĕнчери «Уçă Дагестан» форумĕ вăхăтĕнче иртнĕ «Йăла-йĕрке управçисем» фестивальтен таврăннă. Унта çĕр-çĕр çынна хăй ăсталанă капăрчăксемпе тыткăнланă. Сăмахăм ӳнер ал ăсталăхĕн маçтăрĕ, Чăваш Енри ал ăстисен гильдийĕн пайташĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роза Степанова çинчен. Вăл хăй Дагестана кайса килни пирки тĕплĕнрех каласа пама килĕшрĕ.

Тухьясене тăхăна-тăхăна пăхнă

— Роза Витальевна, фестиваль сире мĕнпе тыткăнларĕ?

— Эпир Махачкалана авăнăн 24-мĕшĕнче çитрĕмĕр. Пире питĕ кăмăллă кĕтсе илчĕç. Эпĕ Каспи тинĕсĕ хĕрринче пĕрре те пулман. Манăн ăна курас килчĕ. «Йăла-йĕрке управçисем» алă ăстисен фестивалĕ тинĕс хĕрринче иртрĕ. Унăн тĕллевĕ — халăх йăли-йĕркине упрасси тата аталантарасси. Унта алă ăстисем тĕрлĕ тăрăхран пынă. Раççейрен, Казахстанран, Беларуçран, Дагестанран ытларахчĕ. Кашни маçтăр хăйне евĕрлĕхĕпе тыткăнларĕ. Куравсемсĕр пуçне ăсталăх сехечĕсем, культурăпа кану мероприятийĕсем, фольклор ушкăнĕсен концерчĕсем пулчĕç. Сăмах май, кун пек фестиваль Дагестан Республикинче 2023 çултанпа иртет. Сувенир сĕнекен чылайччĕ. Вĕтĕ шăрçапа, керамикăпа ĕçлес, ӳкерес тата сувенир тăвас енĕпе палăраççĕ алă ăстисем. Маçтăрсен ĕçĕсене пăхса çӳрерĕмĕр. Эпĕ вĕтĕ шăрçаран ăсталанă капăрчăксене илсе кайрăм. Чăваш Енрен эпир 12-ĕн инçе çула тухрăмăр: пукане тăвакансем, сувенир тăвакансем, вĕтĕ шăрçапа, йывăçпа ĕçлекенсем. Дагестанра пĕрремĕш хут пултăм. Маншăн вăл тĕлĕнтермĕш, асамлă çĕршыв пек туйăнчĕ. Питĕ ырă кăмăллă, ăш пиллĕ çынсем пурăнаççĕ унта. Гродно хулинчен килнĕ маçтăрсемпе паллашрăм. Унччен эпĕ çав хулана Беларуçра пурăнакан тĕрлĕ халăх фестивальне кашни икĕ çулта кайса çӳренĕ. Чăн та, тахçан паллашнă çынсем пекех калаçрăмăр, пĕрле сăн ӳкерĕнтĕмĕр.

— Чăвашсене Дагестан халăхĕ мĕнле йышăнчĕ?

— Питĕ лайăх йышăнчĕç. Йĕркипе пăхса çӳрерĕм те пурте чăвашсем çинчен калаçнă пек туйăнчĕ. Пирĕн делегаци пысăк, илемлĕ пулчĕ. Хамăр кĕтесе хитре тума тăрăшрăмăр. «Сирĕн чи илемлĕ кĕтес», — терĕç куракансем. Çакă, паллах, савăнтарчĕ. Эпир унта пурте чăваш тумĕсемпе пулнă. Манăн темиçе тум, çавăнпа кашни кунах улăштартăм. Тăватă тĕрлĕ чăваш кĕпи илсе кайнăччĕ. Пирĕн тумсем илемлĕ тĕрĕллĕ, çакна пулах тата хитререххĕн курăнчĕç ахăртнех. Манăн тухьясене хĕрсем тăхăна-тăхăна пăхрĕç.

— Дагестанри маçтăрсемпе калаçрăр-и? Паллашрăр-и?

— Çапла, калаçма, паллашма тӳр килчĕ. Вĕсем хăйсем çинчен каласа пачĕç. Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чухне «тюркологи» дисциплинăна килĕштереттĕм. Елена Лебедева преподаватель питĕ интереслĕ каласа кăтартатчĕ: аварсем, лакецсем… çинчен. Дагестанра шăпах çав халăхсем тĕпленнĕ. Унта эпĕ Шамиль Нурмагомедовпа ытларах калаçрăм. Вăл та маçтăр. Халĕ унпа телефонпа çыхăнатпăр. Интереслĕ самантсем пирки калаçатпăр. Эпĕ чăвашсем çинчен каласа кăтартатăп, вăл — хăйсем патĕнче тĕпленнĕ халăхсем çинчен. Фестиваль 4 куна пычĕ. Унта манăн капăрчăксене те пахаларĕç. Ытларах мăй çаккисене, çинçереххисене, туянчĕç. Фестивальте Юрий Сементер çырнă «Кĕмĕл каç» юрăпа гала-концерта хутшăнма май килчĕ. Кайран 500 ытла çын лезгинка ташларĕ. Гала-концерт питĕ килĕшрĕ. Халăх йышлă пухăннăччĕ. Урамра пысăк сцена йĕркеленĕ, шăпах Каспи тинĕсĕ хĕрринче. Фестиваль те çавăнтах иртрĕ. Каспи тинĕсĕ хĕрринчех пурăнтăмăр. Махачкала питĕ хитре хула. Курсах çӳреме вăхăт нумай пулмарĕ. Пĕррехинче каçхине пире ту çине илсе кайрĕç. Çӳллĕ вырăнтан каçхи Махачкала çине пăхса лартăмăр. Çав тери илемлĕ вăл. Тахçан авал çав вырăнта тинĕс пулнă тет… Тата мĕн калас килет. Эпĕ маларах писательсемпе пĕрле Крымри Алушта хулине кайнăччĕ. Мана юрлама чĕннĕччĕ, алă ĕçĕсене те илме ыйтнăччĕ. Ун чухне Алупка хулине кĕрсе куртăмăр. Совет Союзĕн Геройĕн ятне икĕ хутчен тивĕçнĕ Амет-Хан Султан музейĕнче пултăмăр. Унта мероприяти вăхăтĕнче видео кăтартрĕç. Вăл летчик пулнă. Амăшĕ — Крым тутарĕ. Ашшĕ — лакец, Дагестан çынни. Вăл вăрçă хыççăн Жуковскинче ĕçленĕ. Летчик-испытатель пулнă. Юрий Гагаринпа, Андриян Николаевпа пĕрле вăй хунă. Вăл вĕсемпе ĕçлени мана питĕ хавхалантарса ячĕ. Махачкалана каяс умĕн пăхатăп та аэропорт Амет-Хан Султан ячĕпе хисепленет! Махачкалара чухне манăн çавăнта кайса курмалла тесе шухăшларăм. Такси тытса аэропорта иккĕн кайрăмăр. Унăн пуçлăхĕпе курса калаçрăм. Алупкăра Амет-Хан Султан çинчен юрă кăларнă. Çав юрра çыртарнă флешкăна парнелесе хăвартăм. Унта унăн бюсчĕ пур. Пысăк кантăк çинче — унăн портречĕ. Фестиваль пуçланас умĕн пĕр ватăрах çынпа çавăнпа калаçса кайрăмăр. Вăл Амет-Хан Султанпа больницăра пĕрле выртнă-мĕн. «Эпĕ — журналист, ун çинчен нумай çырнă. Сире халĕ парне паратăп», — терĕ ватă. Хут тĕркине уçрĕ те пĕр енче — Владимир Путин Президентăн, тепĕр енче — Амет-Хан Султанăн портречĕ…

— Фестивальсене хутшăнни алă ăстисене мĕн парать?

— Эпĕ çул çӳревсене çӳреме кăмăллатăп. Çăмăллăн пуçтарăнатăп та тухатăп та каятăп. Манăн çул çӳрес, ытти халăха курас, вĕсен ĕçĕсемпе, культурипе питĕ паллашас килет. Шутсăр интереслĕ. Ун пек чухне çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ. Мĕн те пулин çĕннине шухăшласа кăларас-тăвас килет. Чăвашсемпе беларуçсен тĕррисем пĕрешкелтерех пулнине маларахах асăрханăччĕ. Паллах, татах кайса курас килет. Ку фестиваль çитес çул та пулать. Унта хутшăнма кăмăлăм пур. Тата мĕн тĕлĕнтерчĕ? Кашни ăстана ресторана илсе кайрĕç. Вĕсен апат-çимĕçĕ урăхла, питĕ тутлă. Унта сĕтел çинче мĕн кăна çук-ши? Пĕчĕкшерĕн кашнинех тутанса пăхас килчĕ. Пире пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, алă ăстисене хакланăшăн савăнтăмăр. Унта ташларăмăр, юрларăмăр. Эпĕ Николай Карлинăн «Шурă хурăн» юррине шăрантартăм. Питĕ кăмăллă иртрĕ çав каç.

— Мĕншĕн çак фестивале шăпах Дагестанра ирттереççĕ? Мĕнле шухăшлатăр?

— Фестиваль пынă вăхăтрах экскурсисем те йĕркелерĕç. Унта курмалли темĕн те пур. Тусем çине, кӳлĕсем хĕррине илсе кайса кăтартрĕç. Дагестанра йăла-йĕркене упракан, алă ĕçне ăста халăхсем пурăнаççĕ. Унта маçтăрсен йышĕ те пысăк. Вĕсем çыхаççĕ, тĕрлĕ эреш тăваççĕ. Капăрчăксем ăсталаççĕ: хăлха çакки, сулă, çĕрĕ. Вĕсен хăйсене майлă паллах. Керамикăпа, тăмпа, чулпа ĕçлеççĕ. Çăмран папахăсем, урана тăхăнмаллисем тăваççĕ. Чăн-чăн ал ĕç маçтăрĕсем.

— Дагестан халăхĕсен хушшинче Роза ятлисем пур-и?

— Пур. Икĕ хĕрарăма тĕл пултăм. «Эпĕ те Роза ятлă», — терĕм. Çамрăк чухне Дагестана ĕçлеме кайнă, унтах çемье çавăрнă чăваш хĕрарăмне тĕл пултăм. Вăл Дагестан çыннине качча кайнă. Чăвашла питĕ хитре калаçать, тăван чĕлхене манман. Пире курнипе питĕ савăнчĕ.

Роза ВЛАСОВА.


Вун тăххăрти каччăсен паттăрлăхĕ

Эпĕ Иван Сергеева мĕн ачаран пĕлнĕ, ăна Карсак урамĕнче яланах кураттăм. Вăл ача-пăчапа лăпкăн, сăпайлăн калаçатчĕ. Анчах унпа чарăнса тăрса пуплени пулман. Хăвăрах шухăшлăр-ха: шкулта улттăмĕш е çиччĕмĕш класра вĕренекен ача хăйĕнчен 15 çул аслă фронтовикпа мĕн çинчен калаçма пултартăр?

Иван колхозри ĕçсене хастар хутшăнатчĕ, бригадир хушсан суха тума, тырă акма, уйсене сÿрелеме пĕр сăмахсăр тухатчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче колхозри пĕтĕм ĕçе вăрçăран Çĕнтерÿпе таврăннă арçынсем лаша вăйĕпе тăватчĕç. Ун чухне тыр-пула хальхи пек темĕн сарлакăш сеялкăсемпе акман, вăй питти арсем мăйĕнчен кунтăк çакса тырра уй-хирте ывăçпа сапа-сапа çÿренĕ. Ĕнерхи фронтовик Иван Сергеев чи хастар колхозниксенчен пĕри пулнă: ирсерен апата кăп-кап хыпкаланă та бригадир хушнă ĕçе тума васканă. Юлашки çулсенче, пенсие тухас умĕн, вăл аслă конюхра тăрăшатчĕ: лашапа ĕçе каякансене ирсерен сÿсменпе йĕнер, тилхепепе пĕкĕ паратчĕ. Каçхине ĕç вĕçленсен ут таврашне каялла йышăнатчĕ. Ун чухне «Сергей Иванĕ ӳялта ăна çапла чĕнетчĕçӲ вăрçăра разведчик пулнă, паттăр ĕç тунăшăн ăна Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă» текен сас-хура çÿретчĕ. Пурнăçран уйрăлас умĕн вăл хытах чирленĕччĕ. Карсак урамĕнче хăйсен килĕ умĕнче уткаласа çÿретчĕ. Çынсемпе хутшăнсах каймастчĕ, анчах сывлăх сунсан «салам» тетчĕ. Мĕнле пурăнни пирки ыйтсан: «Лайăх!» – тетчĕ те малалла утатчĕ. 1925 çулхи акан 27-мĕшĕнче Пĕршенер ялĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. 78 çула çитсе çак ялтах пурнăçран уйрăлнă. Эпĕ кăна мар, Пĕршенерти ытти çын та Иван Сергеев сержант Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрла ĕç тунăшăн пысăк наградăна тивĕç пулнине пĕлмесĕрех юлчĕ. Пĕррехинче ялти лавкка умĕнче Иван Сергеевăн пиччĕшĕн ывăлне Александра тĕл пултăм. «Пĕлетĕн-и, Степаныч? – терĕ вăл. – Манăн тетене Иван Сергеевича 1944 çулта «Совет Союзĕн Геройĕ» ята илме тăратнă». Акă ман умра Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин «Халăх паттăрлăхĕ» сайтĕнчен илнĕ документсен тĕрки, вĕсен шутĕнче – виçĕ награда хучĕ: Иван Сергеев кĕçĕн сержантăн, Челябинск облаçĕнче çуралса ÿснĕ Иван Биткуловăн тата Ульяновск облаçĕнчи Дмитрий Прончев сержантăн. Вĕсене виççĕшне те «Совет Союзĕн Геройĕ» ята илме тăратнă. Виççĕшĕ те 1925 çулта çуралнă, 1944 çулта вĕсем вун тăххăрта пулнă. Иван Сергеевăн награда хутне вулатпăр: «Паттăрлăх е хисепе тивĕçлĕ ĕçсем туни çинчен кĕскен çырса кăтартни. Сергеев юлташ 1944 çулхи пушăн 18-мĕшĕнче Винница хулин хĕвел анăç пайне тăшманран хăтарнă чухне Буг юхан шывĕ урлă чи малтан сулăпа ишсе каçса сылтăм çыранри тăшман плацдармне хăйĕн пуçарăвĕпе икĕ юлташĕпе пĕрле тытса илнĕ. Тăшман вăйлăн персе тăнине, темиçе хутчен атакăланине пăхмасăр Сергеев юлташ паттăрлăх кăтартнă, Буг юхан шывĕн сылтăм çыранĕнче мĕн пулăшу çитичченех, пĕр талăк çурă, тытăнса тăнă. Выçă, шăнса пăрланнă тумтирпе пулнине пăхмасăр хăйĕн хĕç-пăшалĕпе усă курса батальона юхан шыв урлă каçма майсем туса панă. Шыв урлă каçнă чухне взвод командирĕ амансан хăйĕн ирĕкĕпе унăн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă. Взвода чи малтан шыв урлă каçарнă. Взвода ертсе пырса Сергеев юлташ электростанцие тата тăшманăн вут-хĕм точкисем вырнаçнă темиçе çурт-йĕре тăшмансенчен тасатнă, çак çапăçура хăй кăна 15 нимĕçе пĕтернĕ. Тăшманăн икĕ пулеметне туртса илсе вĕсемпе нимĕçсене пеме тытăннă, çавна май Украинăри пысăк чукун çул узелне, промышленноçпа облаç центрне туртса илме майсем туса панă. Буг юхан шывĕ урлă каçнă, Винница хулине тăшманран туртса илнĕ чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Сергеев юлташ «Совет Союзĕн Геройĕ» ята илме тивĕç. 327 СП командирĕ Катанцев майор. Штаб начальникĕ Соколов майор». Плацдарма хÿтĕленĕ май 19 çулти виçĕ паттăр тăшманăн тăватă контратакине сирсе янă, унтан тăшман ретĕнчи пăтрашупа усă курса атакăна çĕкленнĕ, икĕ пулемета 24 нимĕç ларнă блиндажа тĕп тунă. Виçĕ çамрăк пĕтĕмпе нимĕçсен 47 салтакĕпе офицерне леш тĕнчене ăсатнă, электростанцинчи нимĕçсене вĕлерсе ăна туртса илнĕ. Виçĕ награда хутне те стрелоксен 133- мĕш Харьков дивизийĕн штабне тăратнă. Дивизи командирĕ Василевский вĕсем çине 1944 çулхи акан 13-мĕшĕнче çапла çырнă: «Правительство наградине – «Совет Союзĕн Геройĕ» ята – илме тивĕç».

Василий ЛАПИН.

Канаш округĕ, Пĕршенер ялĕ.


Юратăвăн чĕрĕ йĕркисем…

Патăрьел округĕнчи Шăнкăртамри Идиятулла Абдулвалеева Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче илсе кайнă. Пĕчĕк хĕрĕ ун чухне икĕ уйăхра çеç пулнă. Шел, арçын хăйĕн пепкине текех курайман.

Идиятулла Сафиуллович Шăнкăртамра 1909 çулта çуралнă. Вăрçă пуçланиччен вăл «Ударник» колхозра бухгалтерта тăрăшнă. Рабочисемпе хресченсен шкулĕнчи шут ĕçченĕсен курсне пĕтернĕ. Хастарскере «Санитари хӳтĕлевне хатĕр» паллă та панă. Идиятулла Абдулвалеев Осоавиахим членĕ пулнă. 1941 çулхи раштав уйăхĕнче çамрăк мăшăрăн пĕрремĕш ачи — хĕр пĕрчи — çуралнă. Арçын фронтра çапăçнă вăхăтра тăван тăрăхне 12 çыру янă. Шел, 1942 çулхи пуш уйăхĕнче вăл хыпарсăр çухалнă. «Çак çырусене салтак арăмĕ Гелмижиян Абдулвалеева 67 çул упранă. Каярахпа вĕсене Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкулăн тавра пĕлӳ музейне панă. Ку музей 2001 çултанпа ĕçлет», — каласа кăтартрĕ çак шкулта истори вĕрентекен Филсиня Хафизова. 11-мĕш класра ăс пухакан Ралина Валеева тата Аделина Семенова Идиятулла Сафиулловичăн икĕ çырăвне тишкернĕ, Филсиня Шевкетовна ертсе пынипе «Юратăвăн чĕрĕ йĕркисем: тăван килĕ пирки ĕмĕтленнĕ салтак çырăвĕсем» ятпа тĕпчев ĕçĕ хатĕрленĕ. Истори учителĕ каланă тăрăх, вĕсене салтак 1942 çулхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче шăрçаланă. Фронтра пулнă арçын çак «виç кĕтеслĕхсене» тутарсен кивĕ çырулăхне тĕпе хурса араб сас паллийĕсемпе çырнă. Вĕсенче авторăн чунри туйăмĕсем палăраççĕ, вăл тăван тăрăха таврăнма ĕмĕтленни лайăх сисĕнет. «Хыпарсăр çухалнă салтакăн пĕр çырăвне вырăнти журналист Рафис Земдиханов куçарчĕ, унăн авалхи текстсемпе ĕçлес ăсталăх пур», — калаçăва тăсрĕ Филсиня Хафизова.

«Сире, манăн хаклă аттепе аннене, ывăлăртан Идиятулларан салам яратăп. Йăмăкăма Бианăна та салам яратăп, унсăр тунсăхлатăп. Нуриаздана, Сеита тата Гелфира та салам, вĕсемсĕр те тунсăхлатăп. Кине Айникемеле те салам калăр. Паянхи кун эпĕ чĕрĕ те сывă. Манпа юнашар юлташсем, вĕсемпе эпир Шупашкартан пĕрле тухрăмăр. Калугăран инçе мар вырнаçнă ялта чарăнтăмăр. Малалла ăçта илсе каяççĕ, хальлĕхе паллă мар. Çавăнпа адрес та çук. Тен, кунта нумай та тăмăпăр. Кунта никам та пĕр уйăхран ытла пулманнине пĕлтерчĕç. Тата Нурмипе Асейăна салам калăр. Тĕрĕс адрес пĕлтермесĕр çыру ан ярăр. Ачасене лайăх пăхăр. Манăн текех хыпарсем çук. Çыру илсен тӳрех хурав çырсан, тен, вăл çак адреспа çитсе те ĕлкĕрĕ.

Калуга облаçĕ, Пушкино ялĕ, Никита Лаврентьевич /хушамачĕ вуланмасть/ çурчĕ».

Иккĕмĕш çырăвăн конверчĕ çук, ахăртнех, ăна, арăмĕ ячĕпе шăрçаланăскерне, çемйи патне янипе пĕрле чикнĕ. «Гелмижиян, манăн хаклăскерĕм, сана чи ăшă та чунран тухакан туйăмсемпе салам яратăп. Нуриаздана, Сеита тата манăн юратнă хĕрĕме салам кала. Эпир Канаша çитрĕмĕр. Унтан Шупашкара илсе каяççĕ ахăртнех. Кирек ăçта пулсан та çырусем ярсах тăрăп. Аса илтеретĕп: санăн Зарифулла куккаран 90 тенкĕ илмелле, вăл мана çав парăма тавăрса ĕлкĕреймерĕ. Кĕрпе нумайрах ил. Хĕрĕме лайăх пăх. Гелмижиян, эпир çывăхра чухне хамăра мĕн кирлине ыйтма пултаратăп. Çĕр улми ытларах типĕтсе хума тăрăш. Тен, Шупашкарта та апат пулмĕ. Çавăнпа çĕр улми ытларах типĕт, сире хăвăра та кирлĕ пулĕ. Питĕ çӳхен кас та типĕт. Гелмижиян, ан кулян, тархасшăн. Хăрушă çак кунсем санпа мана çеç мар, пĕтĕм çĕршыва пырса тивеççĕ. Пире телейлĕ пулма пӳрнĕ тĕк, эпир часах таврăнăпăр. Манăн аттепе аннене те пăх-ха, тархасшăн. Кĕлĕ тума тата ыйткаласа çӳрекенсене пулăшма ан ман. Чипер!

И.Абдулвалеев /алă пуснă/»

Унăн çак çырăвне «Солдатский треугольник» кĕнекере пичетленĕ. Аса илтеретпĕр: ку кăларăмăн презентацийĕ кăçал юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче иртнĕ, унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă. Çамрăк тĕпчевçĕсем хатĕрленĕ çак ĕçре фронтран янă 555 çыру вырăн тупнă, çав шутрах Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Ралина Валеева тата Аделина Семенова ирттернĕ тĕпчев те пур. Паллах, ку хĕрсене те, вĕсен ертӳçине те савăнтарать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсен шăпине уçăмлатас ĕçе малалла тăсма хавхалантарать.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.


«Тĕлĕкре халĕ те планерка ирттеретĕп»

Истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Раççей Журналистсен тата Писательсен союзĕсен членĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри Журналистсен союзĕн Çемен Элкер, Николай Никольский, Леонид Ильин, Раççей Журналистсен союзĕн премийĕсен лауреачĕ, «Хыпар» тĕп редакторĕнче чĕрĕк ĕмĕре яхăн ĕçленĕ Алексей Леонтьев редакци /1998 çултанпа – Издательство çурчĕ/ аталанăвне пысăк тӳпе хывнине иртнĕ кăларăмсенчен пĕринче палăртнăччĕ. Паян Алексей Петровичран редакцире ĕçленĕ тапхăра малалла аса илме ыйтрăмăр.

«Тиража чакарман»

— «Хыпар» «ачисене» кун çути кăтартма вăхăт çитнине эсир мĕнле ăнланса илтĕр? Вĕсене мĕнле тĕллевпе кăларма пуçларăр? Унти темăсене «Хыпарта» çутатнă мар-и вара?

– Эпир – Атнер Хусанкай, Михаил Арланов, Олег Цыпленков /ун чухне вăл комсомол обкомĕн пĕрремĕш секретарĕччĕ/ тата ыттисем 1989 çулхи юпа уйăхĕнче пуçтарăнтăмăр та чăваш çамрăкĕсен хаçатне йĕркелеме тĕллевлентĕмĕр. Мĕнле ят памаллине сӳтсе яврăмăр. 1925 çулта «Çамрăк хресчен» хаçат уçăлнă /кайран – «Çамрăк колхозник», «Çамрăк большевик»/. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн, 1952 çулта, «Çамрăк коммунист» тухма тытăнать, унăн вырăсла кăларăмĕ – «Молодой коммунист». 1966 çулта чăвашлине пĕтереççĕ те вырăсли кăна юлать. Эпĕ ун чухне тăххăрти ача пулнă. Çапах та хаçата вуланă, номертен номере пичетленекен повеç-роман питĕ килĕшетчĕ. Сасартăк вăл килме чарăнчĕ. Эпĕ аттерен хаçат мĕншĕн тухманни çинчен ыйтнăччĕ. Вăл ăçтан пĕлтĕр ĕнтĕ? «Пионер сасси» хаçат тухма пуçларĕ. Пире, ача-пăчана, савăнăç-ха. Анчах «Çамрăк коммуниста» пĕтерни начар. Çак шухăш манăн яланах пулнă. «Коммунизм ялавĕнче» ĕçленĕ вăхăтра та. Вара эпир «Паянтан» хаçат кăларма пуçларăмăр /Çеçпĕл Мишшин çак ятлă сăвă пур/. 1-мĕш номерĕ 1989 çулхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче тухрĕ. Ум статйине эпĕ çырнăччĕ, вăл çак сăмахсемпе вĕçленет: «Халĕ вара чи пысăк ыйтăва татса парасчĕ – чăваш çамрăкĕсен хаçатне тепĕр хут чĕртсе тăратасчĕ. ЧĂН ЧĔРĔЛТĔР!» Хаçат политики влаçа килĕшменрен бюджетран укçа илесси пулмарĕ. Темиçе номертен «Паянтан» хупăнчĕ… Акă «Хыпара» чĕртсе тăратрăмăр. Çав вăхăтрах манăн пуçра яланах çамрăксен кăларăмне никĕслес шухăш явăннă. 1995 çулта Çĕнĕ çул каçне тĕп редактор пӳлĕмĕнче йĕркелерĕмĕр. Эпĕ хамăн сĕнĕве евитлерĕм. «Хыпар» 90 çул тултарнине уявлама хатĕрленетпĕр. Айтăр, çак кун тĕлне çамрăксен хаçачĕн пĕрремĕш номерне кăларар», – терĕм. Вара редакци йышне палăртрăм: эпĕ тĕп редактор, вăхăтлăх редактор Геннадий Максимов, корреспондентсем – Николай Коновалов, Роза Скворцова /халĕ Власова/… «Хыпар» хаçатăн 90 çулне уявланă май 1996 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче Хусана кайрăмăр – «Хыпар» никĕслевçине Н.В.Никольские унти Ар масарĕнче пытарнă. Профессорăн вил тăпри çине «Çамрăксен хаçачĕн» пĕрремĕш номерне хунă самантра çак сăмахсене каларăм: «Николай Васильевич, «Хыпара» тата «Çамрăксен хаçатне» йĕркеллĕ тухса тăмашкăн пил парсамăрччĕ». Эпир ăна «Хыпар» ăшĕнче 11 номер кăлартăмăр. Унтан кĕркуннехи çырăнтару кампанине кĕтĕмĕр те вăл тӳрех 10500 экземплярпа тухма пуçларĕ. Кайран «Сывлăх», «Кил-çурт, хушма хуçалăх», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсем кун çути курчĕç. Çапла эпир сĕннипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 1998 çулта «Хыпар» Издательство çуртне йĕркелерĕ. Вăл Раççейри вырăсла мар кăларăмсенчен чи пĕрремĕшĕ. Хаçатсен йышне ӳстерсе пырса вуннах çитертĕмĕр: малтанхи 5-шĕ, унтан «Ар», «Ачапча», «Ыйту-хурав», «Вопрос-ответ», «Хыпар-дайджест на русском» хаçатсем тухма тытăнчĕç. – «Капла эсир «Хыпар» тиражне чакаратăр» текенсем пурччĕ… Эсир çакăн пек утăм туни тĕрĕс пулнă-и? – Ку тĕлĕшпе эпĕ нихăçан та иккĕленмен. Епле тĕрĕс мар пултăр-ха? Эпир вулакансен аудиторине анлăлатнă-çке. Социаллă кашни сийĕн – хăйĕн кăларăмĕ. «Çамрăксен хаçачĕн» тиражĕ халĕ те пысăк. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат та тухать. «Кил-çурт, хушма хуçалăх» тиражĕ те аван. Эпĕ 2014 çулхи юпа уйăхĕнченпе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлетĕп. Ун чухне «Кил-çурт, хушма хуçалăх» çулталăкне 3 миллион тенкĕ таса услам /мĕн пур тăкака кăларсан/ паратчĕ. «Сывлăх» хаçат 800 пин тенкĕ услам кӳретчĕ. «Çамрăксен хаçачĕпе» «Чăваш хĕрарăмĕ» тупăш парайман. Вĕсен пĕлтерĕшĕ урăхла. Вĕсем – обществăпа политика хаçачĕсем. Раççейри вырăсла мар пĕр хаçат та, пирĕннисемсĕр пуçне, услам кӳмен. Эпĕ, паллах, совет влаçĕ хыççăнхи тапхăра илетĕп. Тĕрлĕ хаçат тухса тăнă пулсан та эпир «Хыпар» хаçатăн тиражне чакарман. – «Хыпар» Издательство çуртĕнчи пек тираж Раççейре тата пулнă-и? – Эрнери пĕтĕмĕшле тираж 180 пин экземпляра çитнĕччĕ. Тутарстанра хаçат аван тухса тăратчĕ. Пушкăрстан ку енĕпе иккĕмĕш вырăнтаччĕ. Мари Элсем виççĕмĕш ретре пыратчĕç. Якутсен хаçачĕ начар марччĕ. Ыттисен – мăкшăсемпе ирçесен, комисен, калмăксен… тиражĕ яланах пĕчĕк пулнă. Вĕсем 100 проценчĕпех бюджетран нухрат илнĕ. Пире, «Хыпар» хаçата, бюджетран яланах укçа сахал панă. Эпир çакăншăн мĕн чухлĕ «çапăçман-ши»? 2008 çулта питĕ вăйлă финанс кризисĕ пулчĕ. «Деноминаци» текен япала: укçа хакне пин хут чакарчĕç. Мĕн таран йывăр самана пуçланчĕ. 2007 çулта «Хыпар» Издательство çурчĕ тăкаксен 97 процентне саплаштарчĕ. 2008 çул валли бюджет укçи 2,5 хут чакрĕ. Кризиса пула хаксем хăрушла ӳссе кайрĕç. Пирĕн вара хаçат пичетлеме хут кăна уйăхсерен 40 тонна туянмалла. Çапах та 2009 çула парăмсăр кĕтĕмĕр. Тӳлевлĕ материалсем кăларас ĕçе вăйлатрăмăр. 2008 çулхи юлашки номере 12 полосапа кăларса 200 пин тенкĕ тупăш турăмăр. – Кашни журналистăн çырăнтару заданийĕ пурччĕ, реклама тумаллаччĕ… – Тупнă реклама укçин 25 процентне журналиста панă. Çав йывăр вăхăтра ĕç укçи вырăнне сăрă, чăх е кăркка какайĕ, тип çу, хуçалăхри ĕç хатĕрĕ пани те пулнă. Паллах, пĕчĕк пай çеç. Çав саманана йышпа кар тăрса тӳссе ирттертĕмĕр. 2009 çул валли бюджет укçине хушма ыйтса Николай Федоров Президент ячĕпе аналитика çырăвĕ ятăм. 45 процент ӳстерчĕç. Коллективра тавлашуллă самантсем те пулман мар: манăн мĕншĕн реклама шырамалла, мĕншĕн çырăнтару ыйтăвĕпе çӳремелле текенсем те пурччĕ. Çапах та коллектив мана ăнланнă пек туяттăмччĕ. Кашни 2-3 кунра вăл е ку районта «Хыпар кунĕсене ирттерни япăхчĕ-и вара? Е кашни номерте «Публицист шухăшĕ» тухни. Çакна тĕп редактор хушăвĕпе йĕркелесе пынă. Е тата журналист тĕпчевĕ çырма ыйтни. Енчен те журналист публицистика мĕнне пĕлмест тĕк – вăл «пиçсе çитнĕ» журналист мар. Эпĕ сире яланах çавăн пек каланă. Пĕррехинче Николай Федоров республикăри массăллă информацин 3 тĕп тытăмĕн ертӳçисемпе канашлу ирттерчĕ. Ĕçтешсене питĕ хытă пăсăрлантарчĕ: «Çамрăксен тепĕр чухне айванрах та пулса тухать пуль, анчах «Хыпар» журналисчĕсем публицист шухăшне пичетлеççĕ. Хăйсем те шухăшлаççĕ, вулакансене те çивĕч ыйтусем тавра шухăшлама хăнăхтараççĕ. Эсир вара?..» «Хыпарти» кашни журналистăн ятарлă кăларăм пулнă: «Çемье», «Вĕрентӳ», «Çамрăклăх», «Чăваш тĕнчи»… Кайран социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем пуçланса кайрĕç… <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.