Хыпар 79 (28396) № 21.10.2025

21 Окт, 2025

«Аномалисен» сăлтавне уçăмлатмалла

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура регионăн кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Лариса Рафикова палăртнă тăрăх, тăхăр уйăхра промышленноç производствин индексĕ 104% танлашнă. Тирпейлекен производствăсен кăтартăвĕ тата пысăкрах — 106%. Компьютерсем, электроника тата оптика хатĕрĕсем туса кăларакан предприятисем производствăна иртнĕ çулхинчен 1,6 хут чухлех ӳстерме пултарнă. Çавăн пекех хими, апат-çимĕç производствисен ӳсĕмĕ лайăх. Атăлçи округĕнчи регионсен промышленноç производствин рейтингĕнче Чăваш Ен тăваттăмĕш вырăнта. Шел те, металлурги, машинăсем туса кăларакан организацисем хăйсен кăтартăвĕсене чакарнă. Министр предприятисем тиесе ăсатнă продукци калăпăшне хула-округсем тăрăх та тишкерчĕ. Çĕрпӳ, Етĕрне, Шупашкар округĕсем, Шупашкар хули ăна палăрмаллах ӳстернĕ. Йĕпреçсен кăтартăвĕ вара 8 хут /!/ пысăкланнă. Çав вăхăтрах Муркаш, Красноармейски, Çĕмĕрле, Канаш округĕсем каялла утăм тунă. Çакă, Лариса Анатольевна уçăмлатнă тăрăх, асăннă муниципалитетсенчи пысăк предприятисем тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ пĕчĕкленнипе сăлтавланнă. Ял хуçалăхĕ аван ĕçлет. Тăхăр уйăхра аш-какай туса илессине 8,1% ӳстернĕ — 398 пин тоннăна çитернĕ. Сĕт сăвасси те хушăннă — 103,2%. Çăмарта туса илес тĕлĕшпе вара производство индексĕ 129% патнеллех кармашнă. Ĕççи вĕçленсе пынă май министр унăн кăтартăвĕсене те асăнчĕ. Пухса кĕртнĕ тырă виçи 993 пин тоннăна çитнĕ. Ку енĕпе лидерсем — Елчĕк тата Çĕрпӳ округĕсем. Официаллă майпа регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх пысăк мар — 0,4% шайĕнче. Тăхăр уйăхра вăтам ĕç укçи 66,1 пин тенкĕпе танлашнă. Ку çулталăк каяллахинчен 14% пысăкрах. Чăн та, инфляцие кăларса шутлакан чăн ӳсĕм, паллах, чылай пĕчĕкрех — 2,2% кăна. Ĕçсĕрлĕх тенĕрен, министр республикăра ваканси çав-çавах нумаййине çирĕплетрĕ — 8,9 пин ытла ĕç вырăнĕ. Вĕсенчи ĕç укçин вăтам виçи 41 пин тенкĕрен кăшт пысăкрах. Шалу ӳсĕмĕпе суту-илӳ, сывлăх сыхлавĕ, социаллă ыйтусемпе ĕçлекен сфера, ял тата вăрман хуçалăхĕсем юларах пыраççĕ. Вĕрентӳ, культура, спорт, кану сферисенче вара кăтарту чакни те сисĕнет.

Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков кăрлач-авăн уйăхĕсенче бюджета мĕнле пурнăçланине тĕпе хурса хакларĕ. Республика бюджечĕн тупăшĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртин 99% чухлĕ. Çав шутра Мускав панă укçа палăрмаллах пĕчĕкленнĕ, организацисен тупăшĕнчен илекен налук виçи те 86% шайĕнче кăна. Юлашкинчен асăннă кăтарту, Михаил Геннадьевич палăртнă тăрăх, мĕн пур регионта тенĕ пекех пĕчĕкленнĕ. Бюджетăн социаллă тăкакĕсем 1,7 хут чухлех пысăкланни çинчен каланă май вăл ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшма яракан расхутсем нумай хушăннине çирĕплетрĕ — 7,4 миллиард тенке çитнĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ категорие тӳлевсĕр эмелсемпе тивĕçтермелли, социаллă контракт тума, тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме янă укçа виçи пысăкланнă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев вара экономика аталанăвĕн министрĕн докладĕнчи «аномалисене» асăрхарĕ. Калăпăр, Йĕпреçсен промышленноç подукцийĕ тиесе ăсатнипе çыхăннă, 800% танлашакан ӳсĕмĕ. Е тата — Хĕрлĕ Чутайсем ку енĕпе яланах кайрисен шутĕнче пулни. Паллах, çав муниципалитетсем пысăк маррине кура республикăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсене курăмлă витĕм кӳреймеççĕ, çапах, Олег Алексеевич шучĕпе, çак «аномалисен» сăлтавĕсене палăртмаллах. Çавна май вăл ку ыйтусене уйрăммăн тишкерме сĕнчĕ — уçăмлăх пулмаллах. Транспорт министрĕ Максим Петров кăçал çулсем тăвас, вĕсене юсас енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Ку ĕçсем валли пĕтĕмпе 9 миллиард тенкĕ уйăрнă — пĕлтĕрхинчен нумайрах. Çак укçан 63,1% усă курнă ĕнтĕ — касса витĕр тухнă. Пĕтĕмпе \çулсен 530 километрне юсама палăртнă. Çак ĕçсен 95% пурнăçланă та ĕнтĕ — кăçал ĕçсем хăвăртрах пыни куçкĕрет. Пĕтĕм ĕçе вара раштавăн 1-мĕшĕччен вĕçлесшĕн. Министр Мускав çитес çул валли республикăн М-12 автомагистрале тунă чухне арканнă çулĕсене юсама тата 2,5 миллиард тенкĕ уйăрма йышăнни çинчен пĕлтерчĕ. Юсав ĕçĕсене вунă об±ектра пурнăçламалла — çулсен 75 километрне йĕркене кĕртмелле. Çак ĕçсене пурнăçламашкăн халех контрактсем тума палăртаççĕ. Ку çул-йĕр организацийĕсене хĕллех кирлĕ материалсене турттарса хума май парĕ. Правительство пуçлăхĕ Сергей Артамонов çулсен хĕррисене йывăç-тĕмрен тасатса тăрассипе çыхăннă ĕçсене тиркерĕ. Кăçал çулса кайнă вырăнсенче те тĕмсем тепĕр хут çĕкленме тытăннă. Эппин, ку кăна çителĕксĕр — йывăç-тĕме кăклани вырăнлăрах. Министр çул айккинчи йывăç-тĕмпе гербицидсемпе усă курса та кĕрешнине палăртрĕ. Халь Санкт-Петербургри пĕр институтпа калаçусем пыраççĕ — вĕсем Америка вĕренине кăна пĕтерекен, ытти курăка сиенлемен гербицид хатĕрлеççĕ-мĕн. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ачасен куçĕнчи савăнăç хавхалантарать

Картиш спортне аталантарасси, çамрăксен хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарасси, спорт объекчĕсен строительстви… Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата РФ Патшалăх Думин комитечĕн председателĕн çумĕ, «Ача-пăча спорчĕ» федераци проекчĕн координаторĕ Ирина Роднина Правительство çуртĕнчи тĕл пулура çак тата ытти ыйтăва сӳтсе явнă.

Çул картишрен пуçланать

Хальхи вăхăтра Раççейре «Ача-пăча спорчĕ» проектпа килĕшӳллĕн картиш спорчĕн — баскетбол, волейбол тата футбол вăййисен — фестивалĕсене йĕркелеççĕ, унта çĕршыври çĕр-çĕр пин çамрăк спортсмен хутшăнать. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин проекчĕн тĕллевĕ — шкулсенче физвоспитани тытăмне лайăхлатасси, картиш спортне аталантарасси, спорт инфратытăмĕн объекчĕсемпе туллин усă курма майсем туса парасси. Ирина Роднина шкул спортне аталантарас тĕлĕшпе нумай çул ĕçлет. «Раççей Президенчĕ Владимир\Путин шкулсенче волейбол, баскетбол, футбол ăмăртăвĕсем ирттермелли пирки пĕрре мар каланă. Питĕ чаплă спорт залĕ çук вĕрентӳ заведенийĕсенче те ку енĕпе тупăшусем йĕркелеме пулать. Эпир ку ĕçе çине тăрсах пуçăнтăмăр. Виççĕмĕш çул шкулсенчи спорт клубĕсенче çамрăк ăрăва пĕрлештерекен тĕрлĕ ăмăрту иртет», — тенĕ Ирина Роднина. Чăваш Енре массăллă спорта аталантарассине, сывă пурнăç йĕркине хисеплеме вĕрентессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, юлашки çулсенче республикăра 100 яхăн спорт лапамĕ хута янă, вун-вун шкулти спорт залĕсене тĕпрен юсанă. «Шахмат — шкула», «Волейбол — шкула», «Баскетбол — шкула», «Мини-футбол — шкула», «Самбо — шкула» программăсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. «Хальхи вăхăтра шкулсемпе муниципалитетсен хутшăнăвĕсене çирĕплетме пулăшакан фестивальсене, ăмăртусене йĕркелессине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çакă ачасен пултарулăхне уçма май парать. Шкулсенче спорта аталантарма грант программисене, тĕслĕхрен, чăваш чĕлхин преподавателĕсем тĕлĕшпе вăйра тăраканнисем пеккисене, хатĕрлетпĕр, — тенĕ республика ертӳçи. — Картиш спорчĕ пирĕншĕн пĕрремĕш вырăнта тăрать. Спорт лапамĕсем тăвас тĕлĕшпе малашне те ĕçлĕпĕр. Спорт сывлăха çирĕплетет, пулас чемпионсене çитĕнтерме пулăшать». Ĕçлеме, хӳтĕлеме хатĕр Шупашкарти «Спартак» стадионра Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлеме тата хӳтĕлеме хатĕр» физкультура-спорт комплексĕн хула фестивалĕ уçăлчĕ. Икĕ уйăха тăсăлакан мероприятие Олег Николаев тата Ирина Роднина старт пачĕç. Олег Алексеевич спорт уявне хутшăнакансене саламланă май республика Правительстви РФ Президенчĕ лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртнĕ май регионта çĕнĕ спорт сооруженийĕсене хута янине, тĕрлĕ мероприяти ирттернине пĕлтерчĕ. ГТО фестивалĕ тĕп хулари 60 ытла предприяти-организацие пĕрлештерĕ. Унта сывă пурнăç йĕркине хисеплекен 3 пин ытла çын хутшăнĕ, вĕсем тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухĕç, чи маттуррисем парнесене тивĕçĕç. Ирина Роднина палăртнă тăрăх, «Ĕçлеме тата хӳтĕлеме хатĕр» нормативĕсене пурнăçлакансем пурнăçри кирек епле чăрмавсене сирме, пысăк çитĕнӳсем тума пултараççĕ, çĕршыва хӳтĕлеме яланах хатĕр. «Чăваш Енре пурăнакансенчен нумайăшĕ спортпа туслă. Спорт — медаль кăна мар. Вăл дисциплинăна çирĕплетет, ĕçченлĕхе хăнăхтарать, тĕрлĕ лару-тăрура çынна хăйне кăтартма пулăшать», — терĕ «Ача-пăча спорчĕ» проект координаторĕ. Фестивале хутшăнакансем валли, сăмах май, тĕрлĕ енлĕ программа хатĕрленĕ. Спорт мероприятийĕсем кăна мар, ăс-хакăла тĕрĕслемелли конкурссемпе тупăшусем те пулĕç. Пĕрлĕхре – тухăçлăх Ирина Роднина Пĕтĕм Раççейри картиш футболĕн VII фестивалĕн финалĕн çĕнтерӳçисене чысларĕ. «Чи вăйли» ята çĕнсе илессишĕн Раççейри 39 регионти 586 спортсмен тупăшнă. Ăмăртусем тĕп хулари «Олимп» тата «Спартак» стадионсенче виçĕ куна тăсăлчĕç. «Футбол фестивалĕн финалне Чăваш Енре ирттерме шанни — пысăк чыс. Çак ирĕке пирĕн республика ачасемпе çамрăксен спорчĕн аталанăвĕн пысăк кăтартăвĕсемпе çĕнсе илнĕ. Çĕнтерӳшĕн арçын ачасен 32 тата хĕрачасен 27 команди ăмăртрĕ. Вĕсем хăйсен ăсталăхне, çирĕп кăмăлне, команда вăйне кăтартрĕç», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Ирина Роднина спортсменсен çĕнĕ ăрăвне çитĕнтерекен тренерсене тав турĕ. «Команда çитĕнĕвĕ — сирĕн ĕç çимĕçĕ. Эсир хăвăрăн вăхăта кăна мар, чун-чĕре ăшшине те çак ĕçе хыватăр, — терĕ вăл. — Пирĕншĕн, аслисемшĕн, ачасен куçĕнчи савăнăçа курни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ». Турнирта Челябинск облаçĕнчи арçын ачасен «Путь чемпионов» команди тата Новосибирск облаçĕнчен килнĕ хĕрачасен «Форвард ДОЛ Рассвет» команди çĕнтернĕ. Ăмăрту кăтартăвĕсемпе, сăмах май, Чăваш Енĕн Футбол федерацийĕн сайтĕнче паллашма пулать. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Китайран пĕр хутаç парнепе таврăннă

Çак кунсенче Шупашкар округĕнчи Хыркассинчи ачасен Г.С.Лебедев ячĕллĕ искусство шкулĕн вĕренекенĕсем, республикăри ачасен пултарулăхĕн «Чăваш Ен ахахĕсем» конкурсне хутшăнаканскерсем, «Хыпар» Издательство çуртĕнче хăнара пулчĕç. Уйрăммăн илсен «Тантăш» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç, хăйсен пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕç. Хăнасене Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Виктория Вышинская «Хыпар» ИÇ кăларакан хаçат-журналпа паллаштарчĕ. «Тантăш» хаçат редакторĕ Лена Атаманова туслă çыхăнăва малашне те тăсма сĕнчĕ.

Тĕл пулăва çавăн пекех ачасен искусство шкулĕн директорĕ Людмила Абдулкина, вĕрентекенсем, ачасен ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç. Ку шкулта вĕренекен ачасем тĕрлĕ пултарулăх конкурсне хутшăнаççĕ. Çавăн пекех вĕсем Раççейри вун-вун хулара, ют çĕршывсенче пулнă. Нумаях пулмасть ачасем Китая çитнĕ, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Малтанах Людмила Абдулкина «Чăваш Ен ахахĕсем» фестиваль çинчен каласа пачĕ. «Ку фестиваль 2000 çулсенче пуçланнă. Ун чухне вăл Шупашкар районĕнче вырăнти администраци пулăшнипе пуçласа иртнĕ. Унта хутшăнакансен шучĕ çуллен ӳссе пынă. Географийĕ те сарăлнă. Каярах фестивале регион шайĕнче ирттерме пуçланă. Асăннă фестивале пуçараканĕсенчен пĕри Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Маргарита Павлова, ун чухне райадминистрацин культура, çамрăксемпе ĕçлекен тата спорт управленийĕн пуçлăхĕ, пулнă, халĕ культура пайне ертсе пырать. Талантлă ачасене Мускаври предприниматель Сергей Бреус хавхалантарса пынă. Сергей Николаевич пулăшнипе нумай ача пултарулăхне аталантарнă. Шкул Мускаври Юрий Энтинăн пултарулăх центрĕпе çыхăну тытнă. Чăваш Енри пултаруллă ачасем «Чунга-Чанга» фестивале пĕрре кăна мар хутшăннă. Каярах пирĕн «ахахсем» АПШра, Грецире, Португалире, Китайра, Грузире пулнă. 2013 çулта Анастасия Егоркина ача-пăча «Евровиденийĕнче» палăрнă. Вăл чи лайăх вунă юрăç шутне кĕнĕ. «Чăваш Ен ахахĕсем» фестиваль юлашки хут республикăра 2017 çулта иртнĕ. Халĕ ăна эпир, Хыркассинчи ачасен искусство шкулĕнче ĕçлекенсем, çĕнĕрен чĕртсе тăратма палăртатпăр. Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ пирĕн пуçарăва ырласа йышăнчĕ. Юрий Энтинăн пултарулăх центрĕпе çыхăнăва çĕнĕрен йĕркелерĕмĕр», — пĕлтерчĕ Людмила Евгеньевна. Кăçалхи çу уйăхĕнче Хыркассинчи ачасен искусство шкулĕн вĕренекенĕсем Калуга облаçĕнче иртнĕ фестивальте хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Китайра хăйсене питĕ лайăх кĕтсе илни, унтан нумай парнепе таврăнни çинчен каласа пачĕç. Вĕсем Китай чĕлхине те вĕреннĕ-мĕн. Пухăннисем пурте тенĕ пекех çакăн пек тĕл пулусем ачасен тавра курăмне ӳстерни, пултарулăхне аталантарни, ӳсме пулăшни çинчен каларĕç. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Сутăнчăксем

1941 çулхи çĕртме уйăхĕ. Пĕтĕм совет халăхĕ Тăван çĕршыва хӳтĕлеме кар! тăрать. «Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех çĕнтерӳшĕн!» — çак лозунг кашни çын чунне кĕрсе вырнаçнă. Анчах паттăрлăх пĕрлĕхĕн çав кунĕсен тепĕр чăнлăхĕ те, тӳнтерри, сутăнчăклăхпа çыхăннăскер, пур. Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕ вăрттăнлăх грифне пăрахăçланă уголовлă ĕç хаяр тĕрĕслев çулĕсенче пакунлă çынсен хушшинче хăранипе, пайта курас тенипе çĕршыва та, хăйсен фронтри юлташĕсене те сутнă çынсем пулнине аса илтереççĕ.

Йыш легионсем валли те çитнĕ Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тупа тунă çынсем мĕнле-ха тăшман тумне тăхăнма, карательсене партизансем усă куракан сукмаксене кăтартма пултарнă? Хуравĕсем, тулли мар пулин те, допроссен, свидетельсен кăтартăвĕсен тата приговорăн вăхăт иртнĕ май сарăхнă страницисенче. Тăван çĕршывăн тискер çулĕсенче гитлеровецсем ярса илнĕ территорисенче Атăл тăрăхĕнчи халăхсен хĕç-пăшаллă организацийĕсем, наци формированийĕсем йĕркеленнĕ. СССРа тĕп тăвас, Германи влаçне çирĕплетес тĕллевпе нацистсем çар çыннисене вербовка туса хăйсен енне çавăрнă — вĕсенчен хĕç-пăшаллă уйрăм подразделенисем йĕркеленĕ. Çав шутра Атăл тăрăхĕнчи халăхсен «наци легионĕсем» те пулнă: Атăл тутар 1, Туркестан, Крым тутарĕсен, ыттисен легионĕсем. Вĕсен тĕллевĕ-и? Совет Союзне çĕнтерес тесе советсене хирĕç кăмăл-туйăмăн кашни палăрăмĕпе пĕр шелсĕр усă курма тĕв тунă. Фашистсене салтаксем кăна мар, пĕлӳллĕ кадрсем те кирлĕ пулнă: куçаруçăсем, вĕрентекенсем, администраторсем. Тыткăна лекнĕ совет гражданĕсенчен чылайăшĕшĕн оккупантсемпе çывăхланни сутăнчăклăх çулне çаврăннă. Çавнашкал тĕслĕх — Никонор Михатайкинпа Иван Пудаков шăпи. Чăваш Енре çуралса ӳснĕскерсене 1947 çулта Тăван çĕршыва сутнăшăн тата тăшмана пулăшнăшăн арестленĕ. Вĕрентекенрен — Виççĕмĕш Рейх пропагандисчĕ Никонор Михатайкин 1917 çулта çуралнă. Вăрçăччен ялти шкулта учительте ĕçленĕ. 1939 çулхи чӳк уйăхĕнче призыв мелĕпе Хĕрлĕ çар ретне тăнă. Анчах виçĕ уйăхранах медкомисси пĕтĕмлетĕвне тĕпе хурса ăна çар шутĕнчен кăларнă. 1942 çулхи пуш уйăхĕнче каллех çара илнĕ. Çулла Калуга облаçĕнчи Жиздра хули патĕнче ăна контузи пулнă, нимĕç тыткăнне лекнĕ. 1943 çулхи пуш уйăхĕнче вăл хăйĕн ирĕкĕпе «Туркестан рабочи партине» кĕнĕ, Гитлера парăнма тупа тунă, СССРа хирĕç кĕрешме шантарса çырнă — хăйĕн çине обязательство илнĕ. Малтан писарь пулнă, кайран — Львоври разведка шкулĕ хыççăн — куçаруçă тата пропагандист. Сутăнчăк допросра хăй аса илнĕ: «Нимĕçсем манра вĕреннĕ çынна куратчĕç, мĕншĕн тесен эпĕ вăтам шкул, институтăн икĕ курсне пĕтернĕ». Командовани пропагандистсен умне «мĕн пур легионера нимĕç патшалăхĕн историне пĕлнипе хĕç-пăшаллантармалли тĕллев» лартнă. Кашни легионерăн коммунизм тумалли доктринăна мала хуракан Совет патшалăхне çапса аркатас шухăша тĕпе хумалла пулнă: Советсем арканĕç, харпăрлăх каллех уйрăм капитал аллине куçĕ, колхоз çĕрне вара хресченсене усă курма тавăрса парĕç. «Тăван çĕршыва сутмашкăн мана выçлăх, нимĕçсен хаяр режимĕ хистерĕç. Хĕрлĕ çар хăйĕн позицийĕсенчен чакса пынине куртăм. Çакă Совет влаçĕ пурăнасси нумай юлманнине ĕненме хистерĕ, çавна май вырăс халăхĕн тăшманĕн енне тăтăм. Хамăн пурнăçа çăлас терĕм», — каласа панă допросра сутăнчăк. Вăрçă вĕçленсен яваплăхран хăраса ӳкнĕ Михатайкин фашист тумне гражданла тумтирпе улăштарнă та совет регистраци пунктне хăйĕн ирĕкĕпех пынă. Хăй сутăнни çинчен никама та шарламан, анчах чăнлăх çиеле тухнă. Хăйĕн ирĕкĕпе каратель пулса тăнă Чăваш Енрех çуралнă Иван Пудаков фронтра пулнă май Совет Союзĕ çĕнтерессе шанман, 1941 çулхи утă уйăхĕнче Украинăри Тернополь хули патĕнче хăйĕн ирĕкĕпе тăшмана парăннă. Нимĕçсен Польша территорийĕнчи вербовка пунктĕнче куçаруçă пулса тăнă, унтан «Туркестан бригадине» кĕнĕ, фашистсем майлă пулма тупа тунă. Тăшмана чунпа парăннă легионерсенчен пĕри пулнă май ятарлă икĕ шкул витĕр тухнă: Львовра Михатайкинпа пĕрле разведка вăрттăнлăхĕсене вĕреннĕ, унтан Крушинра /Польша/ офицерсен шкулĕнче çар ăсталăхне туптанă. Шпионаж, диверси мелĕсене, агентсене совет тылне ăсатмашкăн суя документсем хатĕрлеме вĕреннĕ. Нимĕç çарĕн унтер-офицерĕн званине илнĕскере Атăлтутар легионне взвод командирĕ пулма янă. Унăн пăхăнăвĕнче 58 легионер пулнă, вĕсемпе командир çар тата строй хатĕрленĕвĕ енĕпе занятисем ирттернĕ. Михатайкинпа пĕрле Пудаков легионти Германие хирĕç кăмăл-туйăма тăрă шыв çине кăларас енĕпе те тимлĕ пулнă. Шăпах вĕсем нимĕç офицерĕсене вĕлерме тĕв тунă Кашапов легионер çинчен пуçлăхсене систернĕ. Чехословакири Борнау хули çывăхĕнче Пудаков хăйĕн подразделенийĕпе «СС» çарĕсен йышĕнче партизансене хирĕç каратель операцийĕсене хутшăннă. 4 партизана тыткăна илнĕ, 50 çынна вĕлернĕ. Иккĕшĕн пурнăçне Пудаков хăй татнă. Вăрçă вĕçленеспе ăна пирĕн çар çыннисем Чехословаки территорийĕнче тыткăна илнĕ. Чăваш АССРĕн Патшалăх хăрушсăрлăхĕн министерстви хăйĕн ĕçне пĕлсе тата тухăçлă йĕркеленĕ май Тăван çĕршыва сутнăскерсене тупса палăртнă, сиенсĕрлетнĕ. 1948 çулхи ака уйăхĕнче Атăл тăрăхĕнчи çар округĕн çар трибуналĕ хаяр приговор палăртнă: РСФСР Уголовлă кодексĕн 58-1 статйипе /Тăван çĕршыва сутни/ айăпласа кашнинех 25 çуллăха лагере ăсатма, прависене хĕстерсе пурлăхне конфискацилеме йышăннă. Кайран Раççей тĕп çар прокуратури те çирĕплетнĕ: ку çынсем таса ята тавăрма тивĕç мар. Çак уголовлă ĕç — айăпăн чĕрĕ, çавна май пушшех хăрушă ĕнентерĕвĕ: допроссен протоколĕсем, кăтартусем, сутăнчăксем тăшманшăн тунă «ĕç» саманчĕсем... Вĕсем сутăнчăклăх тĕшшине, киревсĕр çак пулăм аталанăвне кăтартаççĕ — тăшман идеологине пăхăннипе хăравçăлăхран пуçласа фашистсене çине тăрсах пулăшни, каратель операцийĕсене хутшăнни, совет çыннисене вĕлерни таран. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Юманлăх каллех çулçă тăкмасть

Алексей Афанасьев çыравçă çуралнăранпа 100 çул çитрĕ

Константин Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче Алексей Афанасьев çыравçă [1925- 1985] çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă литературăпа музыка уявĕ иртрĕ. Мероприятие писательсемпе журналистсем, юрăçсем, Алексей Андрияновичăн тăванĕсем пуçтарăнчĕç. Вĕсем «Юманлăх çулçă тăкмарĕ» куравпа паллашма пултарчĕç. Кунта сăн ӳкерчĕксене, çыравçăн тĕрлĕ çулта тухнă кĕнекисене вырнаçтарнă.

Вĕрентекен, çыравçă, куçаруçă

Экспозиципе паллашнă май Алексей Афанасьев чылай поэт-прозаикпа туслă пулни, çыхăну тытни курăнать. Акă вăл Илпек Микулайĕпе тата Хасан Туфанпа ларать, тепринче – Николай Евстафьевпа юнашар. Чи кăсăклă сăн ӳкерчĕксенчен пĕринче Афанасьев хушаматлă чăваш çыравçисене – Анатолий Афанасьева, Хветĕр Уяра, Куçма Чулкаçа, Егор Афанасьева, Мĕтри Кипеке, Алексей Афанасьева – асăрхатпăр. Мероприятие Литература музейĕн наука ĕçченĕ Галина Еливанова ертсе пычĕ. Вăлах пухăннисене çыравçă пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Алексей Андриянович Тутарстанри Потап-Тăмпăрлă ятлă чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вырăсла та, удмуртла та, тутарла та лайăх пĕлнĕ, çамрăк чухне шкулта ачасене удмурт чĕлхине вĕрентнĕ. 1943 çулта Хĕрлĕ çар ретне тăнă, Карелие нимĕçсенчен хăтарма хутшăннă. Паттăрлăхĕшĕн III степень Мухтав орденне тата медальсене тивĕçнĕ. Каярахпа вăл Павлă районĕнчи вырăсла тухса тăракан «Знамя» хаçат редакторĕ пулнă. Пĕкĕлмери учительсен институтĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕр хушă Павлăри интернат шкулта вăй хунă, халăх инструменчĕсен оркестрне йĕркеленĕ, ачасене ӳкерме вĕрентнĕ, пленэрсене илсе çӳренĕ. Пĕлӳ çуртĕнчи ĕçпе хавхаланса Алексей Андриянович «Пирĕн интернат» поэма та хайланă. Шупашкарти 47-мĕш шкулти 1-мĕш «В» класра вĕренекен Пелагея Морозова /класс ертӳçи – Тамара Степанова/ Литература музейĕнчи мероприятире шăпах çак произведенири сыпăка пăхмасăр каларĕ. Алексей Афанасьев – ăста прозаик, поэт тата куçаруçă. 1949 çулта вăл СССР Писательсен союзĕн пайташĕ пулса тăнă. 14 çултах Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине удмуртла куçарнă. Унпа халĕ те усă кураççĕ. Çирĕм ытла кĕнеке авторĕ: «Вутлан», «Сăвăсем», «Çурхи аслати», «Çунатлă çамрăклăх», «Юманлăх çулçă тăкмарĕ», «Живем в гостях», ыттисем. 2023 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче А.Афанасьевăн «Юманлăх çулçă тăкмарĕ» романĕн пĕрремĕш кĕнеки кун çути курнăччĕ, пĕлтĕр – иккĕмĕшĕ, кăçал виççĕмĕшĕ пичетленсе тухрĕ. Куравра вĕсем те пулчĕç. Ырă пуçарусем Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров юбиляр пултарулăхне пысăка хурса хакларĕ: – Алексей Афанасьев «Пионер сасси» хаçатра, «Хатĕр пул» журналта пичетленсе пынă. Вăл «Нарспие» кăна мар, Александр Алкан «Шывармань» легендине те, Петр Осиповăн «Айтар» драмине те чăвашларан удмуртла куçарнă. Манăн алăра – унăн «Юманлăх çулçă тăкмарĕ» романĕ. «Юманлăх çулçă тăкмасан арçынна йывăр килет», – тенĕ ваттисем. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче арçынсене çеç мар, ачасемпе хĕрарăмсене те, ваттисене те çăмăл пулман. Виçĕ кĕнекерен тăракан хайлавра çыравçă çакна туллин кăтартса пама пултарнă. Ку роман вăрçă прозин паха тĕслĕхĕсемпе – Мĕтри Кипекĕн «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ», Александр Алкан «Хĕçпе çурла», Владимир Садайăн «Аттесемпе пĕрлех кăвакартăмăр», Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн» кăларăмсемпе – пĕр ретре тăрать. Алексей Андриянович фронтпа тыл пĕрлĕхне лайăх сăнланă. Çакăн пек уявсем пире питĕ кирлĕ. Вĕсенче эпир тăван литература пуянлăхне аса илетпĕр, ăша хыватпăр, – терĕ Геронтий Лукиянович. Ачасемпе çамрăксен библиотекин тавра пĕлӳпе наци литературин пайĕн тĕп библиографĕ Татьяна Захарова электрон вулавăш çинчен тĕплĕнрех ăнлантарса пачĕ. Темиçе çул каяллах библиотека ятарлă грант çĕнсе илсе «Писатели Чувашии – детям» проект хута янă. Сайтри электронлă вулавăшра ачасем те, çитĕннисем те килтен тухмасăрах хăйсене кирлĕ хайлавсене вулама, авторсен биографийĕсене тупма пултараççĕ. Хальлĕхе унта Алексей Афанасьевăн виçĕ кĕнекине цифрăласа вырнаçтарнă. Ку ĕç малалла пырать. Юратнă ашшĕ, кукаçи Çыравçăн хĕрĕ Лира Белякова ашшĕне ăшă сăмахсемпе аса илчĕ. – Атте питĕ ырă кăмăллă та пултаруллă çынччĕ. Ăçтан йăлт ĕлкĕретчĕ вăл – халĕ те тĕлĕнетĕп. Ирхи виççĕре тăратчĕ те çывăхри вăрмана кăмпана уттаратчĕ. Улттăра таврăнатчĕ те мана вăрататчĕ: хайхи кăмпана тасатмалла. Унтан ăна пĕçерме-ăшалама лартатчĕ. Апат янтăлама та, урай çума та мана анне мар, атте вĕрентнĕ. Тасалăха юрататчĕ, пĕр кĕпепе икĕ кун нихăçан та çӳремен, тумтирне хăех çăватчĕ. Мандолина, балалайка, фортепиано – тем тĕрлĕ музыка инструменчĕ калама та пĕлетчĕ. Илемлĕ ӳкеретчĕ. Унăн картинисем Потап-Тăмпăрлăри кашни килте тенĕ пекех çакăнса тăраççĕ. Манра вара ӳкерсе пĕтерейменни çеç, – терĕ Лира Алексеевна йăл кулса. Кăмăлне хуçаканни те пур: ашшĕ çĕре кĕрсен икĕ прозаик унăн ĕç пӳлĕмĕнчен вĕçленĕ романăн ал çырăвне йăтса тухса кайнă. Икĕ çултан ăна хăйсен ячĕпе уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларнă иккен. АлексейАфанасьевăн гипноз пултарулăхĕ те пулнă-мĕн. Ыйха путнă этеме ачалăхри е çамрăклăхри самантсене аса илме, тĕрлĕ чир-чĕртен сывалма пулăшнă вăл. Унсăр пуçне алă тупанĕ çинчи йĕрсем тăрăх юмăç пăхма та пĕлнĕ. Хироманта пурăнма çăмăлах мар ĕнтĕ. Ара, мĕн пулассине пĕлсе тăни пысăк çĕклем-çке. Лира Алексеевнăн туйĕнче Алексей Андриянович ахальтен мар салху курăннă: хĕрĕ каярахпа ку çынран уйрăласса, урăх çынна качча тухасса ун чухнех чухланă. Вăрттăнлăха мăшăрне кăна систернĕ. Чăнах та, çаплах пулса тухнă. Литература каçне Мускавран çыравçăн мăнукĕ те – Ольга Трофимова – килсе çитрĕ. Унăн ачалăхри пĕрремĕш аса илĕвĕ шăпах кукашшĕпе çыхăннă. Виçĕ çулти хĕр пĕрчине Алексей Андриянович чикăль-макăль тума вĕрентнĕ-мĕн. <...>

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.