Шурă Шупашкаршăн сасăлар!
Раççейре чи илĕртӳллĕ те илемĕпе палăрса тăракан хулашăн пĕтĕм халăх асăлавĕ малалла тăсăлать. Шупашкар та лидер хуласен йышне кĕнĕ.
Чăваш Ен тĕп хулишĕн юпа уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне 32178 çын сасăланă. Вăл Пĕтĕм Раççейри рейтингра 7-мĕш вырăн йышăнать. «Раççей хули» интернет-проект — наци хаклăхĕсене çирĕплетес, Раççей хулисен историйĕпе тата культурипе кăсăкланассине çĕнĕрен чĕртсе тăратас, çавăн пекех пирĕн пĕрлехи еткерлĕхшĕн мăнаçланас тĕллевлĕ Пĕтĕм Раççейри анлă пуçару. Проекта хутшăнни Шупашкара пуян историллĕ, хăйне евĕрлĕ архитектурăллă, чĕрĕ культурăллă тата туслă хула тесе пĕлтерме май парать.
Шупашкар — Атăлăн чăн-чăн ахахĕ. Кунта чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе хальхи хула аталанăвĕ килĕшӳллĕ пĕрлешсе тăраççĕ. Çыран хĕрринчен пуçласа Анне монуменчĕ таран, истори центрĕнчен пуçласа «ăслă» кварталсем таран — пирĕн хулан кашни кĕтесне Раççей шайĕнче асăрхаса йышăнма пулать.
Сирĕн сассăр — тăван хулана пулăшни! Уншăн «Раççей хули. Наци суйлавĕ» проектăн официаллă сайтĕнче сасăлама май пур.
Сасăлава 2025 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнче Мускав вăхăчĕпе 12 сехетре пĕтĕмлетеççĕ. Шурă Шупашкарăн хисеплĕ çыннисем, хăнисем, сире çак сасăлава хутшăнма йыхравлатпăр.
Шупашкарпа мăнаçланар — юратнă хулашăн сасăлар!
Аса илтеретпĕр: 2013 çулта асăннă конкурсра Шупашкар пĕрремĕш вырăн йышăннă, ун чухне вăл 167,3 пин сасă пухнă. «Раççей хули. Наци суйлавĕ» конкурс кашни çулах иртет. Унта регионсенчи тĕп хуласем хутшăнаççĕ.











Комментировать