Çурт-йӗр пурри — çемье савăнăçӗ
Шупашкарти Ленин районĕн управленийĕн çурт-йĕр валеçекен пайĕ тăхăр уйăхри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.
Пай ĕçченĕсем çавна май 1 пине яхăн заявлени пăхса тухнă: пурĕ 880 ыйту килнĕ, вĕсенчен 100 ытларахăшне «Госуслуги» портал урлă дистанци мелĕпе хуравланă. Çакă Шупашкар çыннисем Патшалăх пулăшăвĕн порталĕн меллĕ сервисĕпе усă курнине пĕлтерет.
Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас текен сахал тупăшлă икĕ çемье социаллă пулăшу программисемпе килĕшӳллĕн çурт-йĕр илме пултарнă. Заявлени паракансем черетре чи малта тăнă, мĕншĕн тесен вĕсен вăраха кайнă чирсем пулнă. Çавăн пекех çул çитмен пилĕк е ытларах ачаллă 15 çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма май килнĕ. Вĕсем патшалăх сертификачĕсемпе çурт-йĕрлĕ пулнă. Пĕтĕмпе 138 млн ытла тенкĕлĕх пулăшу кӳнĕ.
Унсăр пуçне çамрăк çемьесем те пурăнмалли çурт-йĕрĕн ятарлă программине хутшăнаççĕ. Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ку енĕпе 271 заявлени йышăннă. Вĕсенчен 16 çемье хваттер илме е çурт-йĕр тума субсидие тивĕçнĕ. Пĕтĕмĕшле сумма — 38 миллион тенкĕ.
Çамрăк çемьесене ипотека пулăшăвĕпе тивĕçтермелли программа та питĕ вырăнлă. Унпа 62 çемье усă курнă, халĕ вĕсен ипотекăн пĕрремĕш взносĕ валли укçа-тенкĕ пур.
Тепĕр ырă хыпар: федераци укçи-тенкипе çурт-йĕр туянма 2000 çулсен пуçламăшĕнченех ятарлă черетре тăракан 3 инвалид пулăшу илнĕ. Унсăр пуçне муниципалитет çурт-йĕр фондне тăватă пушă çуртпа пуянлатнă: вĕсен хуçисем вилнĕ, анчах саккунлă еткерçĕсене палăртман. Çак тĕслĕхсем управленин ĕçĕ çынсене çурт-йĕрлĕ пулма пулăшнине кăтартаççĕ.
 Чăвашла верси
 Чăвашла верси Русская версия
 Русская версия 
            




 
  
 

 
  
  
 







Комментировать