Хыпар 77 (28394) № 14.10.2025
Юсав тÿсĕмлĕхе те тĕрĕслет
Юлашки çулсенче республикăра 111 шкула тĕпрен юсанă. Çак ĕç малалла пырать. Вĕрентӳ организацийĕсене çĕнетес ыйту республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинче пулчĕ.
Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, асăннă ĕç валли пĕтĕмпе 7,3 миллиард тенкĕ тăкакланă. Пысăк пайĕ, 4,6 миллиард тенкĕ — федераци бюджетĕнчен. Кăçал федераци бюджечĕн укçипе усă курса 10 шкула тĕпрен юсама палăртнă — 2 миллиард ытла тенкĕлĕх. Иккĕшĕнчи ĕçсене пĕтернĕ ĕнтĕ, ыттисенче те вĕçленсе пыраççĕ. Шупашкарти 22-мĕш шкул тĕлĕшпе кăна вăхăтра юсаса пĕтерес тĕлĕшпе иккĕленӳ пур. Хальлĕхе унта хатĕрлĕх шайĕ 55% шайĕнче çеç. «Главинвестстрой» компани графикран эрне çурă каярах юлса пырать. Строительство министрĕ Владимир Максимов строительсене васкатнине палăртрĕ, объекта кăçал хута ямашкăн пĕтĕмпех тума шантарчĕ. Республика бюджечĕн шучĕпе юсаканнисем — тата 9 шкул. 8-шне юсаса пĕтернĕ. Елчĕк шкулĕнче хальлĕхе ĕçсен 87% пурнăçланă. Сăрламалла, линолеум сармалла, ытти ĕç юлнă. Шкулсен территорийĕсене хăтлăлатас енĕпе те пысăк ĕç тунă, тăваççĕ. 16-шĕнчи ĕçсене вĕçленĕ. Йĕпреç тата Хĕрлĕ Чутай округĕсенчи икĕ шкул территорийĕнчи ĕçсем тĕлĕшпе подрядчиксем шанăçа тӳрре кăларман — вĕсене улăштарма тивнĕ. Çĕннисем ĕçсене чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче тата варринче вĕçлеме шантараççĕ. Çитес çул планĕсем вара тата пысăк — 38 шкула тĕпрен юсама палăртнă. Çакăн валли 4,6 миллиард тенкĕ кирлĕ. 2,8 миллиардне Мускав уйăрать. Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, федераци министерстви çак тĕллевпе Раççейĕн тĕрлĕ регионĕ валли уйăрма палăртнă укçа виçине секвестр мелĕпе чакарнă, ку, шел те, пире те пырса тивет — 338 миллион тенке касса илнĕ. Çапах ĕçсене тумаллах. Министр Шупашкарти пысăк юсав пуçаракан шкулсенче вĕренекенсене вăхăтлăха кӳршĕ шкулсем йышăнасси çинчен каларĕ.
Çакăнпа пĕрлех Олег Алексеевич Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта тротуарсене юсама уйăрнă укçапа мĕнле усă курнипе кăсăкланчĕ. Хуласен ертӳлĕхĕ палăртнă тăрăх, ĕçсен пысăк пайне пурнăçланă ĕнтĕ. Шупашкарта, чăн та, хула варрине чакаласа пĕтерни пирки кăмăлсăрланакансем пур. Çавна май малашне çакна шута илесшĕн: пĕр пайне пăсмалла — юсамалла, унтан тепĕр сыпăка куçмалла. Çапла тусан кăмăлсăрлăх та чакĕ. Регион ертӳçи вара «Чăваш Ен Пуçлăхĕн тĕрĕслевĕнче» проекта хутшăнакансене çак ĕçпе кăсăкланма сĕнчĕ: «Тухса уçăлса кĕрĕр — тротуарсене мĕнле юсанине хаклăр». Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова республикăра ача çуратассине ӳстерес енĕпе йышăннă çĕнĕ мерăсем мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Мери, чăнах та, чылай. Нумай ачаллă çемьесен йышĕ те пĕчĕк тееймĕн — 22,7 пин ытла. Юлашки çулсенче вĕсене налук енĕпе çăмăллăхсем панă, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшаççĕ, ытти енĕпе тĕревлеççĕ. 1,2 пин ытла çемье тӳлевсĕр çĕр лаптăкĕ вырăнне 250 пин тенкĕпе танлашакан тӳлеве илнĕ. 5 тата ытларах ачаллă 911 çемьене хваттер панă. Республикăн амăшĕн капиталне 18,1 пин çемье илнĕ — 1,6 миллиард тенкĕ. 9,2 пин ытла çемьере çитĕнекен 18 пине яхăн ачашăн шкул тата спорт форми туянма укçа панă. Пулăшăвăн кăçал йышăннă мерисене пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 1,04 миллиард тенкĕ илме май килнĕ. Çав шутра — тӳлевсĕр ЭКО тĕпчевĕ валли, хĕрарăм консультацийĕсенче ача çуратма хатĕрлекен службăсем туса хума, ача кĕтекен студенткăсене укçан пулăшма /вĕренекен çамрăк 160 хĕрарăма 16 миллион тенкĕ тӳленĕ/, пĕчĕк ачаллă çемьесене кирлĕ хатĕрсен прокат пункчĕсене уçма, пепкесене вăхăтлăха илсе юлмалли пунктсем йĕркелеме. Апла пулин те, пăшăрханса палăртрĕ Алена Геннадьевна, ача çуратасси пурпĕр чакать. Шел, ку пулăм Чăваш Енре кăна мар, Раççейĕпех палăрать. Олег Николаев вара çемьесене укçапа пулăшни кăна çителĕксĕрри çинчен те каларĕ. Демографие лайăхлатас ыйтусем, ун шучĕпе, мĕн пур министерствăшăн кăтартуллă пулмалла — сывлăх сыхлавĕшĕн яваплинчен тытăнса Ял хуçалăх министерстви таран. Çынсем çук тăк пулăшу мерисенчен мĕн усси — вĕсемпе усă куракан та пулмĕ. Çынсем çуралнă тăрăхра, уйрăмах ялта, юлччăр тесе тăрăшмалла. Вĕсене малашлăха планласа, çемье çавăрса пурнăçа йĕркелемелли условисемпе тивĕçтермелле. Çывăх вăхăтра çак ыйтусемпе стратеги сессийĕ пулмалла — ача çуратассине ӳстерес енĕпе пурнăçламалли ĕçсене унта тĕплĕн сӳтсе явĕç. Канашлура çавăн пекех ачасем усă куракан «Пушкин карттипе» çыхăннă çĕнĕлĕх çинчен калаçу пулчĕ. Культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, çак программăна республикăри 99 культура учрежденийĕ хутшăнать. Карттăпа çыхăннă чылай кăтартупа Чăваш Ен Раççей шайĕнче лидерсен шутĕнче. Анчах Çĕнĕ çултан программа операторĕ улшăнать. Хальччен «Почта банк» пурнăçланă тивĕçсене ВТБ банк хăйĕн çине илет. Çавна май кивĕ карточкăсем çитес çулхи кăрлачран тытăнса ĕçлеме пăрахĕç. ВТБ банкран çĕннисене илмелле. Ку чăрмавлă мар — ăна хатĕрлемешкĕн Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă та ыйтма пулать. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Уяв кăмăл-туйăмне хамăрпа пĕрле илсе каятпăр»
Чăваш Ен çак кунсенче пăхаттирсен республикине çаврăнчĕ. Юпа уйăхĕн 5-12-мĕшĕсенче пирĕн патра Наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери II вăййисем иртрĕç. Спортсменсем медальсем çĕнсе илессишĕн пĕр эрне ăмăртрĕç. Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕнче спорт уявне савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетрĕç.
Тӳрех палăртам: финал вăййисем çав тери хĕрӳ иртрĕç. Çĕнтерӳçĕсен йышĕнче ытларах Раççей спортсменĕсем, çавăн пекех чăваш пăхаттирĕсем пулни мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ. Тытăçусен хушшинче паллă пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. «Сăрт-ту ачисем» ташă ансамбльне уйрăмах палăртас килет. Унăн хĕрӳ ташшисем уява илем кӳчĕç. Наци кĕрешĕвĕсен вăййисенче Раççей команди пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Узбекистан команди — иккĕмĕш. Кăркăссем виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Спорт уявне савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетме Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. «Спортсменсене пысăк ăсталăх кăтартнăшăн, çĕнтерӳ патне талпăннăшăн тав тăватăп. Хăвăр тĕслĕхĕрпе эсир çамрăксене спортпа туслашма, çĕнтермешкĕн ăнтăлма хавхалантаратăр. Чăваш Енри спортсменсемпе уйрăмах мăнаçланас килет: пирĕн тăватă пăхаттир ылтăн медаль çĕнсе илчĕ. Кашнине чунтан саламлатăп — эсир Раççей командин çитĕнĕвне тӳпе хыврăр тата республика ятне çĕклерĕр. Чăваш Ене кăçал спортсменсем тата ытларах килчĕç. Çакă пирĕн республика ят-сумне ӳстерет. Вăйăсем вĕçленчĕç, анчах вĕсем унта хутшăнакансен тата куракансен асĕнче яланлăхах юлĕç. Вĕсене ирттересси çирĕп йăлана кĕтĕрччĕ», — палăртрĕ Олег Алексеевич. Олег Николаев Раççейри Кĕрешӳ искусствисен союзĕн членĕсене, спорт федерацийĕсемпе спорт командисене Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара çакăн пек пĕлтерĕшлĕ пулăма ирттермелли площадка вырăнне суйласа илнĕшĕн тав турĕ. «Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева, вăйăсене йĕркеленĕ командăна асра юлмалли уяв ирттернĕшĕн тав тăватăп. Паян тупăшусем вĕçленчĕç, эпир килсене саланатпăр. Чăн-чăн уяв кăмăл-туйăмне вара пĕрле илсе каятпăр. Чăвашла «Пĕрле» тенĕ пек çакна эпир пĕрле турăмăр», — терĕ Наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери II вăййисен тĕп судйи, Раççейри Кĕрешӳ искусствисен союзĕн директорĕ Рамиль Габбасов. Гала-кĕрешӳсен çĕнтерӳçисем çаксем пулчĕç: киокушин енĕпе Казахстанран килнĕ пăхаттир, Ази чемпионĕ, Тĕнче кубокне çĕнсе илнĕ Бекзат Орынбасаров, айкидо енĕпе Раççей чемпионĕ Илья Лукин /3 дан, Йошкар-Ола хулинчен/, пĕтĕм стильлĕ каратэ енĕпе виçĕ хутчен тĕнче чемпионĕ пулнă, тĕнче класлă спорт мастерĕ Владимир Иванов /Ростов облаçĕнчен/, пиçиххипе кĕрешес енĕпе тĕнче чемпионĕ, спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Эмиль Незаметдинов /Чулхула облаçĕ/, кикбоксинг енĕпе тĕнче ăмăртăвĕн çĕнтерӳçи Данил Степанов /Чăваш Республики/, корэш енĕпе спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, икĕ хутчен тĕнче чемпионĕ пулнă Радик Салахов /Тутар Республики/, кендо енĕпе Раççейĕн вице-чемпионĕ Анатолий Сигал /Чулхула/, муайтай енĕпе Чăваш Республикинче нумай хутчен чемпион пулнă Антон Гаврилов, хутăш кĕрешӳ /ММА/ енĕпе тĕнче чемпионачĕн призерĕ Кирилл Иванов /Чăваш Республики/, кĕрешӳ енĕпе Чăваш Енре нумай хутчен чемпион пулнă, Наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери 1-мĕш вăййисен чемпионĕ Евгений Абрамов /Чăваш Ен/. Сăмах май, Елчĕк округĕн пăхаттирĕсене уйрăммăн палăртас килет. Кĕрешӳ енĕпе 100 килограмчченхи виçе категорийĕнче Евгений Абрамов ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. 60 килограмчченхи виçе категорийĕнче Давид Крысов кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Вĕсене иккĕшне те Сергей Александров тренер хатĕрлет. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Хăйне мăнна хумастчĕ, пулăшатчĕ
Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Красноармейски округĕнчи Упи ялĕнче патшалăх тата общество ĕçченне Леонид Прокопьева сума суса стела уçрĕç.
Вăл Тăваттăмĕш Янмурçин ялĕнче 1934 çулта çуралнă, 1975-1989 çулсенче Чăваш АССРĕн Министрсен Совечĕн Председателĕ пулнă. Стелăна уçма влаç органĕсен, общество организацийĕсен представителĕсем, ял çыннисем, Упи шкулĕнче вĕренекенсемпе учительсем хутшăнчĕç. Округ пуçлăхĕн çумĕ Вера Игнатьева савăнăçлă митинга çамрăксемпе ачасем килнине ырларĕ, вĕсене Леонид Прокопьевич кам пулнине, вăл мĕнле ĕç туса хăварнине тĕпчесе пĕлме, унăн ырă ятне ламран лама куçарса пыма сунчĕ. — Партипе патшалăх ĕçченĕн, чăвашсен мухтавлă ывăлĕн Леонид Прокопьевăн ячĕ республика историне ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлчĕ. Çулсем иртĕç, анчах вăл туса хăварнă ĕçе Чăваш Енре манăçа кăлармĕç. Стела — ăна асăнса, сума суса, вăл халăха кӳнĕ ырлăхшăн тав туса пурăнмалăх. Стела лартас ĕçе пуçарса пурнăçланăшăн республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ячĕпе АПК ветеранĕсен союзне, округ администрацине, ял çыннисене тав тăватăп, — терĕ администрацин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн ертӳçи Евгений Дмитриев. — Леонид Прокопьевич республикăшăн туса хăварнă ĕçсем — хальхи тата çитес ăрушăн ырă тĕслĕх. Вăл Министрсен Советне ертсе пынă çулсенче Шупашкарта ГЭС, хуласемпе ялсенче вунвун производство тата социаллă обь ект çĕкленсе ларнă. Леонид Прокопьев 1989-1990 çулсенче — РСФСР Аслă Совечĕн пайĕн ертӳçи, 1990-1991 çç. — РСФСР Национальноçсен ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ, 1992-1993 çç. — Аслă Совет пайĕн заведующийĕ. Çапла майпа вăл ентешсене пĕрлештернĕ, — палăртрĕ Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ — Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Ольга Петрова. — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕ, округ, АПК ветеранĕсен союзĕ тăрăшнипе Леонид Прокопьева сума суса вăл çуралса çитĕннĕ çĕр çинче стела уçатпăр. Республикăра халĕ ĕçлекен, çĕнĕ ăру аталантаракан предприятисен никĕсне Леонид Прокопьев тата обкомăн пĕрремĕш секретарĕ Илья Прокопьев ертсе пынипе иртнĕ ĕмĕрте хастар çынсем хывнă. Мана Леонид Прокопьевичпа пĕрре çеç мар тĕл пулма тӳр килнĕ, вăл питĕ сăпайлăччĕ, — аса илчĕ Патшалăх Канашĕн Аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Алексей Шурчанов. Ашшĕне хисеп тунăшăн, монумент лартнăшăн пухăннисене, АПК ветеранĕсене, округ администрацине çемье ячĕпе Леонид Прокопьевичăн ывăлĕ Артур тав турĕ. «Леонид Прокопьевич çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май тăван ялĕнчи кил вырăнĕнче 2024 çулхи çуркунне 90 чăрăш лартрăмăр — чĕрĕлчĕç. Кунта унпа паллаштаракан баннер, пӳрт тĕлĕнче сакпа сĕтел пур. Вăл çуралса çитĕннĕ кĕтесе Матвеевсем пăхса тăраççĕ. Хам депутат чухне халăх ыйтăвне татса пама Леонид Прокопьевич патне темиçе те кайнă, мана кирек хăш ял çыннине йышăннă пекех йышăнатчĕ. Вăл Красноармейскисене май пулнă таран пулăшнă», — терĕ кинĕ Аполлинария Иванова.
— 1980 çулсенче Упи ялĕнче çĕнĕ шкул тăвас ыйту тухса тăчĕ. Дина Захарова директор, Ленин ячĕллĕ колхоз правленийĕ унăн проектне 1990 çул тĕлне хатĕрлеттернĕччĕ. Анчах ăна пурнăçлама район бюджетĕнче укçа çук терĕç, ăна РСФСР Аслă Советĕнче ĕçлекен ентешĕмĕртен ыйтма мана шанчĕç. 1990-1991 çулсенче Леонид Прокопьевичпа Мускавра 4 хут тĕл пултăм. Çĕршывăн политикăпа экономика тытăмĕ улшăннă май укçа тупма ăна та йывăрччĕ, çапах пире йывăр кунсем çитиччен мĕншĕн çывăрса пурăнтăр темерĕ. Вăл çине тăнипе 1992 çулта колхоз шучĕ çине укçан пĕрремĕш пайĕ куçрĕ, хуçалăх строительство пуçласа ячĕ, вăл малаллах пычĕ. 1993 çулта Упи шкулĕн юбилейне палăртма Леонид Прокопьевич та килчĕ, кивĕ шкул çурчĕпе кăсăкланчĕ. Эпĕ нимĕн те хуравлаймарăм. «Ăна япăхтарса ан ярăр, упраса хăварăр», — терĕ. Темиçе çул иртсен çурта йĕркене кĕртрĕмĕр, вăл кунтан вĕренсе тухнисене шкул çулĕсене аса илтерсе халĕ те ларать, — аса илчĕ Çĕнĕ Йĕкĕт ялĕнчи Валериан Васильев. — Хĕрлĕ Чутай районне ертсе пынă çулсенче эпĕ те Леонид Прокопьевпа тĕл пулса ыйтусене сӳтсе явнă. Ырă сĕнӳсем паратчĕ, вĕсене халĕ те аса илетĕп. Хăйне мăнна хумастчĕ, çамрăксемпе — çамрăкла, ваттисемпе ватăлла калаçатчĕ. Районсен ертӳçисем унăн йышăну пӳлĕмĕнче черет кĕтсе 1 минут та ларман, çитсен тӳрех кĕнĕ. Республикăн тĕп ыйтăвĕсене, Мускавпа çыхăннисене хăй е çумĕсемпе пĕрле татса панă. Чăн та, стела лартас ыйтăва пирĕн союз çĕклерĕ, ĕçе ветерансен округри организацийĕ те хутшăнчĕ. Тĕллеве округ пуçлăхĕпе Павел Семеновпа пĕрле сӳтсе яврăмăр, — пĕлтерчĕ союз председателĕ Александр Самылкин.
— Леонид Прокопьевичăн ашшĕ Прокопий Петрович физикăпа математика ăслăлăхĕсен докторĕ, Ленинградри политехника институчĕн профессорĕ пулнă, маларах унта пĕлӳ илнĕ. Каярахпа ывăлĕ Леонид та Пĕтĕм Союзри политехника институтĕнчен вĕренсе тухнă. Леонида амăшĕ пăхса çитĕнтернĕ, çав вăхăтра ашшĕ Ленинградра ĕçленĕ. Вăл мăшăрне те хулана илсе каясшăн пулнă, анчах лешĕ Ленинграда пурăнма куçман, колхозра ĕçленĕ, — терĕ Владимир Серафимов тавра пĕлӳçĕ. — Ленин ячĕллĕ колхоз председателĕ Васильев Леонид Прокопьевича ватă амăшĕ валли хуçалăх шучĕпе пӳрт тутарма шантарнă. «Анчах ку сăпайлă пулмасть», — хуравланă ентешĕмĕр, çĕнĕ пӳрт тума ирĕк паман. Леонид Прокопьев ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçĕ çинчен социаллă хӳтлĕх тата культура министрĕсем пулнă Раиса Еруслановăпа Герольд Алексеев, Министрсен Совечĕн ĕçсен управляющийĕнче ĕçленĕ Петр Митрофанов, округри ветерансен канашĕн председателĕ Георгий ЕфимовТусли, Янмурçинти Юлия Леонидова тата Леонид Прокопьевичăн мăнукĕ аса илчĕç. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Фестивальте – паллă ентешсем
«Дети капитана Гранта», «Я шагаю по Москве», «Человек-амфибия»… Çак тата ытти кинофильм хăй вăхăтĕнче çĕршывĕпех палăрнă. Вĕсенче янăранă кĕвĕсене те халăх кăмăлласа йышăннă. Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче шăпах çав кинокартинăсенчи кĕвĕсем шăранчĕç — унта «Ентешсен çăлтăрлăхĕ» фестиваль улттăмĕш хут уçăлчĕ.
Мероприятин сумлă пирвайхи хăни вара Хусанти джаз-оркестр, Тутар Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Васильев ертсе пыраканскер, пулчĕ. Сцена çине ушкăн «Раççей кино кĕввисем» программăпа тухрĕ. Оркестр иртнĕ ĕмĕрĕн 30-60-мĕш çулсенчи композицисене шăрантарса куракансен кăмăлне тупрĕ. Сергей Васильев черетлĕ кĕвве янăраттарма пуçличчен унăн историйĕ, авторĕ пирки, вăл хăш фильма пуянлатнине каласа кăтартрĕ. «Эпĕ Кострома хулинче пурăнтăм. Çитĕннисем валли çеç библиотека пурччĕ, унта тăтăшах çӳреттĕм. Çав вăхăтра пирĕн хушăра фантастика тата приключени жанрĕнчи хайлавсем анлă сарăлнăччĕ. Чи вуланакан авторсенчен пĕри Жюль Верн çыравçă пулнă. Унăн «Дети капитана Гранта» произведенине нумайăшĕ вуланă. Шăпах ăна тĕпе хурса пысăк экран çине çав ятпах фильм тухрĕ. Унта янăранă кĕвĕ вара фильмпа паллашнă кашни çыншăн çывăх. «Капитан, капитан, улыбнитесь!» юрă сăмахĕсене пурте пĕлнĕ», — каласа кăтартрĕ оркестр ертӳçи паллă композицие шăрантарас умĕн. Кĕвĕсем кăна мар, юрăсем те янăрарĕç сцена çинчен. Аделия Музафарова юрăç ăсталăхне вара уйрăммăн палăртас килет. Фестиваль ахальтен мар «Ентешсен çăлтăрлăхĕ» ятпа иртет. Асăннă пултарулăх ушкăнĕнче Чăвашран тухнă мусăкçăсем те пур. Пĕри — Шупашкарти музыка училищин выпускникĕ Роман Мальцев. Ун пирки Сергей Васильев «Хусан консерваторийĕн мăнаçлăхĕ» тени куракансенче те çак туйăма çуратни иккĕлентермест. Тепри — Николай Кириллов. Иккĕшĕ те — Тутар Республикин филармонийĕн джаз-оркестрĕн артисчĕсем. Палăртмалла: «Ентешсен çăлтăрлăхĕ» фестиваль Чăваш Республикин Культура министерствин Чăваш патшалăх академи симфони капелли пулăшнипе иртет. Ăна халăхсен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тата упраса хăварас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Фестиваль юпа уйăхĕн 30-мĕшĕччен тăсăлĕ. Çак тапхăрта сцена çине Мускав, Санкт-Петербург, Ĕпхӳ хулисен артисчĕсем тухĕç. Сăмах май, кăçал фестиваль республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енре хаваслă» проектпа килĕшӳллĕн иртет. Мероприятисене «Пушкин карттипе» те кĕме май пур. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Уй-хире, пахчана вараларăн – явап тыт
Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – хуçасăр ял хуçалăх çĕрĕсене тухăçсăр усă курассинчен хӳтĕлесси. Çак тĕллевпе управлени тăтăш тĕрĕслевпе надзор тата профилактика мероприятийĕсем йĕркелет.
Кун йышши лаптăксем çын сывлăхĕшĕн тата тавралăхшăн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Тĕслĕхрен, тĕрĕслев вăхăтĕнче тупса палăртнă, анлă сарăлнă йăнăшсенчен çаксене асăнам: тăпран пулăхлă сийне ятарлă техникăпа куçарни тата усă курни, çĕр эрозийĕ, тăпрана хими япалисемпе, микроорганизмсемпе тата каяшсемпе варалани, çавăн пекех лаптăка çум курăк ярса илни. Калăпăр, кăçал, йĕркене пăснин çакнашкал 13 тĕслĕхне тупса палăртнă. Тĕрĕслевпе надзор мероприятийĕсене ирттерме пилотсăр вĕçев аппарачĕсем те пулăшаççĕ. Специалистсем çитме май çук пысăк лаптăксене тишкереççĕ, çапла майпа вăхăта перекетлеççĕ. Кăçалха авăн уйăхĕ тĕлне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 30 пин ытла гектар çĕре тĕрĕсленĕ, 304 çĕр лаптăкĕ çинче çум курăк, йывăç-тĕм ӳснине палăртнă. Усă курман çĕрсен лаптăкĕ 20 пин ытла гектарпа танлашнă. Çĕр саккунĕсен обязательнăй требованийĕсене пăснă тĕслĕхсенчен пĕри — ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче çӳп-çап, производствăри каяшсене сапалани. Кăçал 5 çӳп-çап купине тупса палăртнă, хальхи вăхăтра виççĕшне тĕп тума май килнĕ, ыттисемпе ĕçсем малалла пыраççĕ. Авăн уйăхĕ тĕлне 650 гектара пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Палăртмалла: иртнĕ 10 çулта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 18 пин гектар çĕре пусă çаврăнăшне тавăрма май килнĕ. Раççейĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин ĕçченĕсемпе пĕрле ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсем çинче пушар тухас хăрушлăха тивĕçтересси те малта тăрать. Акă, сăмахран, 2024 çулта вăрман тата ял тăрăхĕ çумĕнче вырнаçнă 70 ытла лаптăка палăртнă. Пĕтĕмпе 15,5 пин гектар çĕр çинче çум курăк тата йывăç-тĕм ӳссе кайнă. Йĕркене пăсакансем тĕлĕшпе профилактика тĕллевĕллĕ тата административлă мерăсем йышăннă. Çак ĕç кăçал та малалла пырать. 79 çĕр лаптăкĕн пушар хăрушсăрлăхне пăхăнман хуçисене тупса палăртма май килнĕ. Управлени специалисчĕсем йĕркесĕрлĕхе тĕп тăвас тĕллевпе телефонпа консультаци тата профилактика визичĕ ирттереççĕ. Çĕр саккунĕсене пăснăшăн çĕр хуçисен ячĕпе 206 асăрхаттару янă. Çĕр саккунĕсене пăснăшăн явап тыттармалли мерăсен шутĕнче — штраф, предписани, çавăн пекех çĕр лаптăкĕпе тĕллевлĕ усă курманшăн ăна туртса илме те пултараççĕ. Штраф виçи пирки калас тăк — уйрăм çынна 1-3 пин, должноçри çынна — 5-10 пин, юридици тытăмĕсене 30-50 пин тенкĕ таран тӳлеттереççĕ. Çĕрĕн пулăхлă сийне пĕтернĕшĕн, рекультивацилессипе çыхăннă ĕçсене пурнăçламаншăн тата çĕр çинче çум курăк, йывăç-тĕм ӳстернĕшĕн те штраф тӳлеме тивет. Калăпăр, çĕрпе 3 çул тĕллевлĕ усă курманшăн малтан предписани параççĕ, ăна пурнăçламасан суд урлă туртса илеççĕ. Раççейĕн ял хуçалăх надзорĕн управленийĕн материалĕсем тăрăх пĕлтĕр судсем 17,8 гектар çĕре /10 лаптăк/ туртса илме йышăну тунă. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Пепке те, амăшĕ те ан чирлеччĕр
Шупашкар хулин тĕп больницин хĕрарăмсен консультацийĕн заведующийĕ — акушер-гинекологĕ Марина Куприна пулас амăшĕсене чи кĕтнĕ вăхăта мĕнле хатĕрленмеллине ăнлантарчĕ, канаш-сĕнӳ пачĕ.
— Марина Петровна, ача ашшĕамăшĕ пулас текен мăшăрсен çак пулăма маларах хатĕрленмелле-и? Мĕнле анализсем кирлĕ, хăш тĕрĕслевсем витĕр тухмалла?
— Çак яваплăха хăвăр çине илме шут тытрăр пулсан 3 уйăх маларах хатĕрленмелле. Пулас амăшĕн — гинеколог, пулас ашшĕн уролог патĕнче сывлăхне тĕрĕслеттермелле. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Эрех-сăрапа, пируспа иртĕхмелле мар, тĕрĕс апатланмалла, вăхăтра çывăрма выртмалла. Пулас пепкешĕн чи кирлĕ витамин — фоли кислоти. Ăна йывăр çын пуличчен маларах ĕçме пуçлани ачан нерв тытăмĕпе çыхăннă чирĕсене сирсе ярать. Мăшăрсен ВИЧ, сифилис, В тата С гепатитсем тĕлĕшпе те тĕрĕсленмелле. Ар çыхăнăвĕ урлă ерекен инфекцисемпе вăхăтра кĕрешмелле. Хальхи вăхăтра мĕн пур тĕрĕслеве диспансеризаци вăхăтĕнче тухма май пур. Ача кĕтекен хĕрарăмăн хăраса ӳкме кирлĕ мар — çак лару-тăрупа киленмелле. Пирваях 12 эрнеччен консультацие тăмалла. Çакă пĕрремĕш перинаталь скринингне ирттерме тата аталанури кăлтăксене вăхăтра тупса палăртма пулăшĕ. Тухтăр сирĕн тата ача сывлăхне сăнаса тăрĕ. Графика çирĕп пăхăнмалла, тĕрĕс апатланмалла, витаминсем ĕçмелле. Рационра ытларах пахча çимĕç, улма-çырла, аш-какай, пулă, тăпăрчă пулмалла. Витаминсене тухтăр хушнипе кăна ĕçмелле. Çак тапхăрта йĕри-тавра лăпкăлăх тата ырă кăмăлтуйăм çеç хуçаланмалла. Астăвăр: чĕре айĕнчи пепке йăлтах туять.
— Хырăм пăрахни е ӳкни малашне ача пулассине витĕм кӳрет-и?
— Паллах. Аборт вар-хырăма ĕмĕрлĕхех амантма пултарать. Хырăм ӳкни — хĕрарăмшăн пысăк инкек. Организм вăй илнĕ хыççăн тепĕр тапхăр ăнăçлăрах иртме пултарать. Тĕплĕнрех тĕрĕсленни те ытлашши пулмĕ. Пулас ача амăшĕн кун йĕрки йăлтах улшăнать: суран кӳме пултаракан спорт тĕсĕсемпе кăсăкланма юрамасть, ытларах утмалла, ишмелле, йогăпа интересленмелле, эмелсемпе асăрхануллă пулмалла. Пĕрремĕш тата виççĕмĕш триместрсенче инçе çула тухма юрамасть. Аш-пăш, суши асăрханса çимелле. Инкеке лекрĕр пулсан хурава интернетра шырамалла мар, васкавлă пулăшу чĕнтермелле.
— Ача çуратмалли çурта хĕрарăмăн пĕрле мĕн илмелле?
— Кирлĕ япаласене тата сумкăна маларах хатĕрлемелле — 36-мĕш эрнерех. Мĕн илмелле-ха? Документсем /паспорт, ОМС полисĕ, СНИЛС, медкарта/, ача çуратма кирлĕ хатĕрсем, ача çуратнă хыççăн тăхăнмалли тумтир /халат, тапăчки тата ытти/.
— Ача çуратнă хыççăн хĕрарăм организмĕ йĕркене кĕресси мĕн вăхăта тăсăлать? Тата пĕрремĕш ача çутă тĕнчене килнĕ хыççăн иккĕмĕшне çуратиччен мĕн чухлĕ вăхăт иртмелле?
— Ача çуратнă хыççăн хĕрарăмăн организмĕ вăтамран 6 эрнерен пуçласа темиçе уйăх таран йĕркеленет. Ку хĕрарăмăн пĕтĕмĕшле сывлăхĕнчен килет. Ача çуратасси — физиологи стресĕ. Гормон фонĕ йĕркене кĕресси çур çул таран тăсăлма пултарать. Чи кирли — кану, тĕрĕс апатланни, вăй-хал çителĕклĕхĕ тата çывăх çынсем пулăшни. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ сĕннĕ тăрăх, ача çуратнă хыççăнхи интервал 24 уйăхран кая пулмалла мар, хырăм пăрахнă е ӳкнĕ хыççăн — 6 уйăхран кая мар. Хĕрарăма çирĕпленсе çитме, витаминпа минерал балансне шайлаштарма шăпах 2 çултан кая мар кирлĕ. Ача çуратасси йывăр иртнĕ е пепкене амăшĕн варĕнчен касса кăларнă пулсан тăхтав ытларах та кирлĕ.
— Марина Петровна, пулас амăшĕсене мĕнле канаш панă пулăттăр?
— Йывăр çын пулни — чир мар, хăйне евĕр физиологи пулăмĕ. Организм тĕлĕшпе тимлĕ пулмалла, хăраса ӳкме кирлĕ мар. Ан манăр: çак вăхăт сирĕншĕн тата çемьешĕн – чи телейлĕ тапхăр. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Хазинэ» чăваш ÿнерçин пултарулăхĕпе паллаштарать
Хусан Кремлĕнчи «Хазинэ» курав залĕнче пирĕн ентешĕн Геннадий Дубровинăн картинисен куравĕ уçăлнă.
Геннадий Федорович Вăрнар районĕнче çуралнă, халĕ Мускав облаçĕнчи Одинцовăра пурăнать. Живопиç, графика ăсти, Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ художникĕ, Раççей ӳнер академийĕн хисеплĕ членĕ. Куравра Дубровин пултарулăхĕ анлăн сăнланнă. Экспозицие художникăн реализм тата авангард искусствинчи опытне кăтартакан, чăваш халăх культурипе тата авторăн символ чĕлхипе никĕсленнĕ 30 ытла ĕçĕ кĕнĕ. «Шанчăк» ят панă курава уçма хутшăннисем художникăн картинăсен сăнарĕсемпе çураçуллă хăйне евĕрлĕ ӳкерӳ техникине пысăка хурса хакланă. Дубровин стильне урăххипе арпаштараймăн — ӳкерчĕксем çирĕп геометрие пăхăнаççĕ, тĕссем нумай сийлĕ. Художник ӳкерчĕке кăткăс конструктор пек йĕркелет, авангард никĕсне пурте паллакан реализм деталĕсемпе пĕтĕçтерет, сюрреализма, абстракционизма, постимпрессионизма çывăх мелсемпе усă курать. Унăн пултарулăхĕнче чăваш халăх культури пысăк вырăн йышăнать. Вăл халапсемпе йăласене паянхи искусство чĕлхине куçарать. Унăн картинисенче чăваш эпосĕн сăнарĕсене те, наци символикин тĕсĕсене те, ыттине те асăрхатпăр. Дубровин пултарулăхĕнче ачалăхпа, çуралнă тăрăхпа çыхăннă тунсăх туйăмĕ те витĕр сисĕнет. Геннадий Дубровин ӳкерчĕкĕсем Раççей патшалăх тата муниципалитетсен пуххисенче, çав шутра Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче, çавăн пекех чикĕ леш енче — Турцире, Сербире, Черногорире, уйрăм çынсен Германири тата АПШри коллекцийĕсенче — упранаççĕ. Вăл çĕршыври тата чикĕ леш енчи нумай-нумай курава хутшăннă. Апла пулин те «Хазинэ» залри курав йĕркеленипе Геннадий Федорович пушшех кăмăллă. Унта кĕмешкĕн авторсене тата ĕçсене питĕ çирĕп йĕркепе суйласа илнипе кăна та мар. Чăваш ӳнер ăстишĕн вăл Тутарстан тĕп хулин «чĕринче» — Хусан Кремлĕнче — пулнипе те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Курав чӳк уйăхĕн 9-мĕшĕччен ĕçлет — художникăн пултарулăхĕпе кашниех паллашма пултарать. <...>
Николай ДМИТРИЕВ.
♦ ♦ ♦
«Наци пуянлăхне Китайра кăтартрăмăр»
Патăрьелти пĕрремĕш вăтам шкулти 4-мĕш «а» класра вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ Пĕтĕм тĕнчери «Ылтăн лапам» фестивале хутшăннă. Ку хутĕнче вăл Китай Халăх Республикинчи Бэйдайхэ районĕнчи Циньхуандао хулинче иртнĕ. Мĕнле кăмăл-туйăмпа таврăннă-ха вĕсем унтан? Çакăн пирки класс ертӳçипе Наталия Антоновăпа калаçрăмăр.
— Наталия Леонидовна, инçе çул çӳрев пирки чи малтанах мĕн каланă пулăттăр?
— Кăмăл-туйăм пурин те çĕкленӳллĕ. Куçсенче хĕлхем çиçет. Республикăна, Патăрьел муниципалитет округне çапла тĕнче шайĕнче кăтартма пултарни — пысăк чыс. Эпир çакăншăн савăнатпăр, мăнаçланатпăр.
— Эсир иртнĕ çул Абхазире пулманччĕ-и-ха?
— Тĕрĕсех. Фестиваль черетленсе Абхазире, Осетире, Крымра тата Китайра иртет. Пĕлтĕрхи çул çӳрев питĕ килĕшнĕччĕ. Çавăнпа кăçал та çула тухас кăмăл çуралчĕ. Унта кайма малтанах хатĕрлентĕмĕр. Юрă-ташă вĕрентĕмĕр, тум çĕлеттертĕмĕр. Ачасен пултарулăхĕпе çеç килĕшсе лармастпăр. Ашшĕ-амăшĕ те çаврăнăçуллă — кирек хăш пуçарăва та хирĕçлемест.
— Фестиваль Раççейпе Китай çĕршывĕсен пĕрлехи туризмпа культура çулталăкĕнче иртрĕ. Хутшăнакан йышлă пулчĕ-и?
— Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен — Калининградпа Находка таранах — 2 пин ытла артист хутшăнчĕ. Сцена çинче 70 ытла коллектив хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Çĕршывăн культура еткерлĕхĕ пуян вĕт пирĕн.
— Уяв программине илĕртӳллĕ те пуян йĕркеленĕ-тĕр…
— Паллах. Тĕрлĕ мероприятие хутшăнтăмăр. Пире аэропортран ятарлă экскурсовод автобуспа кĕтсе илчĕ. Уяв программипе паллаштарчĕ. Пушă вăхăт пачах та пулмарĕ. Фестиваль парадран пуçланчĕ. Эпир унта коллективпа Раççей, Чăваш Ен, Патăрьел муниципалитет округĕн ялавĕсене çĕклесе урампа утрăмăр. Пире курма тухнă халăх ăшшăн алă сулчĕ. Пурте кăмăллă хăйсем. Çул çинчине шута илсен Китайра 9 кун пултăмăр. Хамăрăн пултарулăха, наци культурин пуянлăхне уççăн кăтартрăмăр. «Арабеск» ташă ушкăнĕ тĕлĕнтерчĕ. Елизавета Ялуковăпа Тимерхан Вахитов чăваш тата тутар юррисене шăрантарчĕç. Вăйăсем кăтартрăмăр. Çăпата ывăтнинчен питĕ кулчĕç, кăсăклă пулчĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕ те ташлама ӳркенмерĕ.
— Ал ĕç ăсталăхĕпе те тĕлĕнтертĕр пулĕ-ха?
— Çапла. Ку енĕпе ăсталăх класĕсем ирттертĕмĕр. Хăйсем те пирĕнпе пĕрле управçă пукане тума хăнăхрĕç. Эпир ăсталанисене парнелеме ыйтрĕç. Чăваш наци тумне тăхăнтартнă пуканесенчен, ум çаккисенчен, масмаксенчен тĕлĕнчĕç. Чăваш чĕлхипе питĕ кăсăкланчĕç. Хăш-пĕр сăмаха вĕренчĕç те. Иккĕмĕш хут курнăçнă май: «Салам, эпир, пĕрле», — сăмахсемпе усă курса сывлăх сунчĕç.
— Ачасемшĕн экскурсисем те кăсăклă ĕнтĕ…
— Унсăрăн епле пултăр? Китай стени патĕнче пултăмăр. Вăл çĕршыв символĕ шутланать. Авалхи архитектура палăкĕ. Тăршшĕ те калама çук вăрăм — 9 пин çухрăма яхăн. Китай тĕп хулине Пекина та çитрĕмĕр. Тĕп лапамра пултăмăр. Вĕсен парачĕсем унта иртеççĕ. Тĕп музее кĕтĕмĕр. Кантăк кĕпер çинче этнодефиле кăтартрăмăр. Китайра чăваш эстрада юрăçипе Августа Уляндинăпа тĕл пуласси асра та пулман. Вăл ачасене ытамне илчĕ.
— Унта çанталăк еплерехчĕ?
— Шăрăх. Çавна май Сарă тинĕсре чӳхенсе тухма май пулчĕ.
— Ырă туйăмсенчен халĕ те тухса пĕтейместĕр пулĕ-ха.
— Çапла. Çул çӳреве татах тухас килет. Курманнине — курас, пĕлменнине пĕлес килет. Китайран таврăнсан стенд хатĕрлерĕмĕр. Кашни тăхтав вăхăтĕнче унта шкул ачисем пуçтарăнаççĕ. Тăваттăмĕш класра вĕренекенсене ыйту çине ыйту параççĕ. Ачасем экскурсоводах тухрĕç. 14 вĕренекен çула тухнăччĕ. Кашнийĕн йăмăкĕ-шăллĕ, кӳршĕ-арши, тус-юлташĕ пур. Пурте кăсăкланаççĕ. Каласа кăтартмалли пайтах. Сăн ӳкерчĕксем вĕсене иртнĕ кунсене манма памаççĕ. Тав çырăвĕсемпе дипломсем илсе килтĕмĕр. Кубок та пур. Паллах, сувенирсемсĕр те мар. Хамăр йăлайĕркене тĕнче шайне кăларнине жюри тивĕçлипех хакларĕ. Çакă пĕрлехи çитĕнӳ. Ачасен пултарулăхне аталантарассишĕн вĕрентекенсем те тăрăшаççĕ. Çула тухассине администраци хирĕçлемест. Пĕрлехи вăйпа пĕр ĕç тăватпăр. Хамăр пултарулăха, наци пуянлăхне, чăвашлăха Китай Республикинче кăтартрăмăр. Малашне те çул çӳреве тухас ĕмĕт пысăк пирĕн.
— Эппин, ăнăçу сире. <...>
Альбина АСТРАХАНЦЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать