Хыпар 76 (28393) № 10.10.2025

10 Окт, 2025

Тимлĕх урокĕсем:

минутпа çеккунт тата миллионпа миллиард хушшинчи уйрăмлăхсем çинчен

Ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем колледж-техникумра вĕренсен те стипенди илсе тăрĕç. Тивĕçлĕ йышăнăва юнкун Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче çирĕплетрĕç.

СВОна хутшăнакансен шкулта вĕренекен ачисене 2,5 пин тенкĕ стипенди тӳлесе тăрасси республикăра çĕршыва хӳтĕлекенсен çемйисене пулăшмалли йышлă мерăсенчен пĕри пулса тăрать. Анчах ачасем вăтам професси организацийĕсенче вĕренме пуçласан çак çăмăллăхпа усă курайман. «Паллах, ку тĕрĕс мар, — терĕ çакăн пирки Правительство пуçлăхĕ Сергей Артамонов. — Шкулта стипенди илеççĕ, колледжра — çук. Халĕ çак тĕрĕсмарлăха тӳрлететпĕр». Тепĕр тӳрлетӳ патшалăх граждан служащийĕсен пенсийĕсене пырса тивет — вĕсен стажĕпе çыхăннă улшăнăва ырларĕç. 2017 çулччен чиновниксене пенси валли кирлĕ стаж 15 çулпа танлашнă, çавăнтанпа вăл пысăкланса пынă. Халĕ 19,5 çулпа танлашать, 2026 çултан 20 çул пулĕ. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова каланă тăрăх, патшалăх граждан служащийĕсен вăтам пенсийĕ должноçа кура 6-15 пин тенкĕпе танлашать. Паян республикăра çак пенсие 438 çын илсе тăрать. Ял-хула территорийĕсене, урамсемпе çурт-йĕр таврашне «симĕслентермелли» смотр-конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе строительство министрĕ Владимир Максимов паллаштарчĕ. Кăçал конкурса тăратнă заявкăсем пĕлтĕрхинчен нумайрах пулнă — 16 муниципалитетран 74 материал панă. Анчах Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Çĕмĕрле округĕсенчен темшĕн пĕр заявка та пулман. Çакна Сергей Артамонов татăклăн сивлерĕ: «Пурин те хутшăнмалла. Илемлĕ урамсем, хуçалăхсем республикăра пайтах, анчах вĕсене кăтартмастпăр». Смотр чи лайăххисене укçан хавхалантарнине шута илсен ку енĕпе пушшех хастар пулмалла пек ĕнтĕ. Кăçал укçа виçине те пысăклатнă — пĕтĕмпе 736 пин тенкĕ уйăрнă. 1-мĕш вырăншăн — 73 пин, 2-3-мĕшсемшĕн 44 пин тата 29 пин тенкĕ ытларах парса чыслаççĕ. Хальхинче конкурсра социаллă учрежденисен хушшинче Йĕпреçри психоневрологи интерначĕ мала тухнă. «Чечек лаптăкĕсем тата кану вырăнĕсем» номинацире Шупашкарти 10-мĕш ача сачĕ çĕнтернĕ. Чи симĕс урам — Патăрьел округĕнчи Нăрваш Шăхальти Уй урамĕ. Уйрăм çынсен çурчĕсене илес тĕк — Вăрмар поселокĕнчи Егоровсен çуртне çитекенни çук. Правительство 2029 çулта виççĕмĕш космонавт Андриян Николаев çуралнăранпа 100 çул çитессине паллă тăвас енĕпе ĕçлекен йĕркелӳ комитетне туса хума йышăнчĕ. Сергей Артамонов космонавт çуралнă тăрăха хăтлăлатас ĕçе пурин те хутшăнмаллине палăртрĕ: «Халĕ унта пысăк музей комплексĕ тăвас ĕçсем пыраççĕ. Территорие, çулсене, çăл куçсене тирпейлесси тата ытти те — пурин валли те ĕç çитет. Унта халăх та хастар — сĕнӳ нумай, хăшĕсене пурнăçа кĕртме май пуррине хакламалла». Экономика аталанăвĕн министрĕ Лариса Рафикова çĕр лаптăкĕсене урăх категорисене куçарас ыйтупа сăмах илчĕ. Комсомольски округĕнче саппасри 263 гектара ял хуçалăх çĕрĕсен категорине куçарма сĕннине кура премьер-министр лаптăксене инвесторсене парассипе çыхăннă тĕслĕхсенче Правительство ларăвĕнче уçăмлатма калаçса татăлнине аса илтерчĕ: кама, мĕн тума паратпăр — çак ыйтусене татăклăн хуравламалла. Лариса Рафикова хайхи çĕрпе çыхăннă плансене уçăмлатрĕ. Ăна «Урожай» хуçалăха парасшăн-мĕн, унта тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене çитĕнтерĕç. Сергей Геннадьевичăн вара тӳрлетмеллисем татах пулчĕç — лару тимлĕ пулма вĕрентмелли занятие, хăйне евĕр арифметика урокне, çаврăнчĕ теме те пулать. Çамрăксен политикин управленийĕн ертӳçин çумĕ Елена Иванова видеороликсемпе компьютер анимацийĕн «Тӳрĕ кăмăллă кино» конкурсне ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. Сергей Геннадьевич коррупципе кĕрешессипе çыхăннă хайхи роликсемпе мĕнле усă курассипе интересленнĕ май вĕсен калăпăшĕ пирки те ыйтрĕ. «300 çеккунт таран», — пулчĕ хурав. Сергей Артамонова панă справкăра вара сăмах 300 минут пирки пырать иккен — йăнăша тӳрлетмелле. Унăн ачасен коррупцие сивлекен ӳкерчĕкĕсен конкурсĕ пирки те асăрхаттармалли тупăнчĕ: «Эпĕ, паллах, коррупци енĕпе специалист мар. Анчах 6 çулти ачасене коррупци çинчен ӳкерме сĕнсе эпир вĕсен ашшĕ-амăшне хускатасшăн-и е пĕчĕкскерсене хăйсене коррупци авăрне чикесшĕн-и?» Зал тӳрех пăшăлтатма пуçланине, анчах уçăмлă хурав пулманнине кура вăл çак ыйту тавра тĕплĕ шухăшласа пăхма сĕнчĕ — «пĕтĕмпех виçеллĕ пулмалла». Тивĕçлĕ тĕнче курăм йĕркелени, паллах, кирлĕ, çапах 6-ри ачасене коррупци çинчен ӳкерчĕксем тума хистени, ун шучĕпе, вырăнлă мар. Медицина валли яракан укçа ыйтăвĕпе сăмах илнĕ Лариса Тарасовăн та, сывлăх сыхлавĕн министрĕн, пите хĕретмелли самант пулчĕ. Хăйĕн докладĕнче вăл укçан вун-вун миллиард тенкĕпе виçекен калăпăшĕ пирки каларĕ, экран çине кăларнă презентацире вара йышлă цифрăран тăракан хисеп хыççăн «пин» тесе çырнă та — миллионсем пирки сăмах пынăн туйăнать. Çакна асăрханă премьерăн каллех тимлĕ пулмалли çинчен, миллиард тăхăр нульлĕ хисеп пулнине аса илтерме тиврĕ — министр презентацири йăнăша йышăнса ăна тӳрлетме, «пине» «миллионпа» улăштарма шантарчĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем

Елчĕк районĕнчи [халĕ округ Сăрьелте çуралса ӳснĕ Бари Юсупова 1941 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче повестка парса çар комиссариатне чĕнтернĕ. Ăна 1942 çулхи пуш уйăхĕнче тин вăрçа илсе кайнă, арçынна ĕçрен ярас темен.

Бари Юсупович, 1903 çулта кун çути курнăскер, ялти шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Педагогсем питĕ лайăх пулнăран вăл кириллица, араб тата латин алфавичĕсене пĕлнĕ. Çамрăка бухгалтерсен ултă уйăхлăх курсне янă, ăна пĕтерсен тĕп бухгалтерта ĕçленĕ. Колхоз активисчĕ пулнă. Бари Юсупов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă вăхăтра килне час-часах çыру янă, амăшĕшĕн, мăшăрĕпе çичĕ ачишĕн тунсăхланине пĕлтернĕ. Шел, 1945 çулхи пуш уйăхĕнчен вара унран текех хыпар килмен. Çав çулхи ака уйăхĕнче Юсуповсем вĕсен тăванĕ хыпарсăр çухалнă текен хута илнĕ. «Сире, хаклă анне, пысăк салам яратăп, сирĕншĕн тунсăхлатăп, пĕр хутчен те пулин курас килет. Мана сирĕн кĕлĕсемпе пил пани кирлĕ. Хаклă та çывăх çыннăма — арăма Аминăна — хăть пĕр хутчен те пулин курас килет, çурхи çилсем урлă пысăк салам яратăп. Наиля хĕрĕмшĕн тунсăхлатăп, Марьям тата Магмура хĕрĕмсене пысăк салам яратăп. Хĕрĕме Гульшата тата ывăлăма Кавине пысăк-пысăк салам яратăп, тунсăхлатăп… Наиля çырусем питĕ хитре çырать иккен, пысăк тав, хĕрĕм. Тăрăшса вĕрен, хĕрĕм. Качака путекĕ вилнĕ иккен, ырра пултăр, ытти выльăх сывă пултăр. Ĕне пирки вара нимĕн те çырмастăр. Кăçал шывсем юхма пуçларĕç ĕнтĕ. Эпир кĕçех çулла çитет тесе савăнатпăр», — çапла çырнă Бари Юсупович 1945 çулхи пуш уйăхĕнче пурне те салам калама ыйтса. Унăн çак çырăвне «Солдатский треугольник» кĕнекере пичетленĕ. Асăннă кĕнеке презентацийĕ юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче иртнĕ, унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă. Вăл республикăри çамрăк тĕпчевçĕсем хатĕрленĕ ĕçре фронтран янă 555 çыру вырăн тупнине палăртнă. Çак кăларăм Чăваш Республикин Вĕрентӳ министерстви тата Раççей çарпа истори обществин регионти уйрăмĕ йĕркеленĕ ăслăлăхпа тĕпчев акцине пула кун çути курнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă акци пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи пуш уйăхĕччен пынă. Олег Николаев астăвăма сыхласа хăварас ĕçе хутшăннисене пурне те тав тунă. «Солдатский треугольник» кĕнеке эпир ветерансене хисепленин тата тав тунин символĕ — Тăван çĕршыва юратнин ырă тĕслĕхĕ — пулса тăтăр. Пирĕн халăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче пысăк хастарлăх кăтартнине, çав шутра Чăваш Енрен те çĕршер пин паттăр пулнине пурин те пĕлмелле тесе шухăшлатăп. Паян пирĕн салтаксем Тăван çĕршыва хӳтĕлесе çак йăла-йĕркене малалла тăсаççĕ. Пирĕн тивĕç — ку астăвăма истори урокĕсем, кĕнекесем, культура мероприятийĕсем тата куравсем урлă упраса хăварасси. Çапла пирĕн республика тата пĕтĕм çĕршыв пуласлăхĕ валли çирĕп никĕс хыватпăр», — палăртнă республика Пуçлăхĕ. Çамрăксен театрĕнче иртнĕ мероприятире Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров, культура министрĕ Светлана Каликова та хутшăннă. Сумлă хăнасен хушшинче ятарлă çар операцийĕнче хăюлăхпа палăрнă гварди сержанчĕ Илья Абаськин, СВОра çĕршыва хӳтĕленĕ тата «Хамăрăннисен вăхăчĕ» программăна хутшăнакан Сергей Васильев та пулнă. Акци вăхăтĕнче 7-18 çулсенчи шкул ачисемпе студентсем салтаксем фронтран янă çырусене шыраса тупас тата упраса хăварас енĕпе ĕçленĕ: текстсене вуласа ăнланмалла тунă, ал çырăвĕсемпе сăн ӳкерчĕксене цифрăлатнă. Паллах, фронтран янă хыпарсен хăйне евĕрлĕхĕсене тишкернĕ, вĕсен авторĕсен шăпине уçăмлатнă. Ку акцие Бари Юсуповичăн мăнукĕн ачи Рания Саматова та, Елчĕк округĕнчи Кушкă шкулĕнче вĕренекенскер, хутшăннă, тăванĕн пурнăçĕ пирки тĕпчев ĕçĕ /ертӳçи — историпе обществознани вĕрентекенĕ Людмила Пешенькова/ çырнă, фронтра çапăçнăскерĕн çырăвĕсемпе паллаштарнă. Вĕсенчен пĕрне шăпах «Солдатские треугольники» кĕнекене кĕртнĕ. Бари Юсуповăн çырăвĕсене унăн тăванĕсем халĕ те тирпейлĕн упраççĕ. Унăн шăпине уçăмлатас тĕлĕшпе — вăл ăçта çапăçса пуç хунине, ăна ăçта пытарнине пĕлес тесе — ачисемпе мăнукĕсем тĕрлĕ çĕре ыйтса çырнă, шел, никам та татăклă хурав парайман. Çапах вĕсем пуç усмаççĕ, ку ĕçе малалла тăсаççĕ. «Солдатские треугольники» кĕнеке презентацийĕнче эпир Рания Саматовăпа пĕрле пултăмăр. Мероприяти питĕ килĕшрĕ. Ачасем çак кĕнекене алла илсен питĕ савăнчĕç», — каласа кăтартрĕ Людмила Пешенькова. Вăл шкулта вĕренекенсемпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсен шăпине уçăмлатас, вĕсен çырăвĕсемпе паллашас енĕпе малашне те ĕçлессине пĕлтерчĕ. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


Чунри кĕлĕпе, такăр çул пиллесе…

22 сехет иртрĕ. Кун вĕçленчĕ темелле, таврана тĕттĕм каç сырчĕ, урамсенче хунарсене çутрĕç, çумăр шĕпĕртетет. Ĕç çынни ĕшеннĕ хыççăн каçхи ыйха путма хатĕрленет. Анчах та пурте мар…

Йĕпреçри культура керменĕнче çутăсем сӳнмен. Кунта, маскировка тетелĕ çыхакан тата çĕршыва хӳтĕлекенсем патне гуманитари пулăшăвĕ пухса ăсатакан центрта, ĕç вĕресе тăрать. Кĕçех «Зов Чувашия» фондăн гуманитари тиевĕ леçекен машини килсе çитмелле, унта мĕн тиемеллине хатĕрлесе хунă ĕнтĕ – пĕрремĕш хутри пысăк фойере утма вырăн çук тесен те юрать. Пысăк çак купа «Гроза» патне каймалла, юнашаррине «Тундра» валли хатĕрленĕ… Кашни купинче 20-30 маскировка тетелĕ, «кикимора» комплекчĕсем, тимĕр кăмакасем, «Чăваш букечĕн» паха продукчĕсем – шыв тата квас, ĕç хатĕрĕсем, çар пурнăçĕнче кирлĕ япаласене тирпейлĕн тултарнă курупкасем тата ытти те. Йĕпреçрен ăсатакан пулăшу кашни салтак патне адреспа каять, тиевĕ пĕр çын валли çеç мар, паллах, унăн пĕтĕм подразделенийĕ валли пуçтарăнать. Кашни рейсра адресатсен шучĕ тĕрлĕрен. Çак центра ывăнма пĕлмесĕр икĕ çул ертсе пыракан Роза Хлебникова телефонне алăран вĕçертмест, шăнкăрав кĕтет. Ыттисем те ахаль лармаççĕ, 10 метр тăршшĕ станок çине тирнĕ тетеле малалла эрешлеççĕ. Хĕрарăмсем сахалтан та виçĕ кун иртен пуçласа каçчен посылкăсене хатĕрленĕ: кашнинех мĕн ыйтнине тулли тултармалла, нимĕн те ан юлтăр, адрес çырса тĕплĕ чĕркемелле. Машина килнĕ çĕре аялти хута йăтса антармалла. Вăйĕсем ăçтан тухаççĕ-ши хĕрарăмсен? Пĕри те çамрăк мар-çке, пурте тивĕçлĕ канури çынсем. Акă, кĕтнĕ шăнкăрав: машина Улатăртан тухнă тесе пĕлтерчĕç. Апла тăк сахалтан та тепĕр сехет кĕтмелле. Ыйхă килет пулсан та – мĕн тăвăн, паян виççĕмĕш тетеле вĕçлесе пыраççĕ. Черетпе ку 501-мĕш пулĕ. Киле çур çĕрсĕр саланасси пулмĕ – машинăна кĕтсе илсе тиесе ямаллах. Йĕпреçри салтаксене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерсе тăракан «За Отечество» центр уçăлнăранпа çак кунсенче 2 çул çитрĕ. Чи малтан кунта Роза Хлебникова пуçарнипе тетел çыхма пикеннĕччĕ. Икĕ çул хушшинче çак пуçару пĕтĕм района пĕрлештерсе тăракан пысăк центр пулса тăчĕ. Халĕ Йĕпреç округĕнче маскировка хатĕрĕсем çыхакан точка — 17, çав шутра 15-шĕ тетел çыхать, 3-шĕ «кикимора» ятлă пĕркенчĕксем ăсталать. Эйпеç ялĕнче вара пур хатĕре те пĕр харăс хатĕрлеççĕ. Сăмах май, хӳтĕлев пĕркенчĕкне Çирĕклĕ маттурĕсем хăйсем ăсталаса кăларнă, «кикиморăна» нашлемникпе комплект туса çĕлесе хатĕрлеççĕ те меллĕ кутамккасене ытти пĕчĕк парнепе пĕрле чикеççĕ. Икĕ çул хушшинче Йĕпреçсем çапăçу хирне 2400 яхăн маскировка тетелĕ /ку вăл 45000 тăваткал метр хӳтлĕх лаптăкĕ пулать/, 700 яхăн хӳтĕлев пĕркенчĕкĕ, 3000 ытла нашлемник ăсатнă. Çавăн пекех кирлĕ ытти япала – окоп çурти 3000 ытла, паракордран çыхнă пулăшу сулисемпе чылай вăхăт çунакан кăвайт чĕртмелли шăрпăксем, Йĕпреçри Хайдар Алимов предприниматель цехĕнче хатĕрленĕ 150 тимĕр кăмака, саперсем валли ятарласа ăсталанă щупсем, яланах кирлĕ нуски, перчетке, нӳрĕ ал шăлли, кĕпе-тумтир, атă-пушмак, пĕрремĕш пулăшу памалли медицина препарачĕсем, пăсăлман апат-çимĕç... Салтаксене савăнтарас та килет – кашни тиеврех кучченеç яма тăрăшаççĕ: чăваш пылĕ, салă, пылак çимĕç, типĕтнĕ улма-çырла, чей вĕретме техĕмлĕ курăк тата ытти те. Чăн та, каласа-çырса пĕтерме çук. Автомашина, дронсенчен сыхланмалли приборсем, хĕç-пăшал валли оптика хатĕрĕсем, строительство инструменчĕсем, генератор тата чылай ытти япала илме те тăтăшах укçа пуçтараççĕ кунта. «Малтанах Йĕпреçре кам та пулин тетел çыхма пуçласса питĕ кĕтрĕм, – аса илет Роза Андреевна пĕрремĕш утăмсене. – Хамăнах çак ĕçе алла илме тиврĕ. Тавах, округ администрацийĕ тĕрев пачĕ – культура аталанăвĕн центрĕнче самаях пысăк зал уйăрчĕç пирĕн валли. Кунта хăтлă, ăшă, вырăн çителĕклĕ. Пĕрремĕш кунран ĕçлеме пуçланă ушкăн паянхи кунчченех тытăнса тăрать. Тавах пурне те. Малтанах халăх хускални питех курăнмарĕ – районта 6 вырăнта çеç тăрăшатчĕç. 2024 çулта ĕç кал-кал кайрĕ, кашни ял тăрăхĕнчех гуманитари ĕçне пикенчĕç. Халĕ пирĕн команда самаях пысăк, ĕç калăпăшĕ темиçе хутчен ӳсрĕ. Республикăри тата унăн тулашĕнчи волонтерсемпе çыхăну тытса ĕçлетпĕр, пĕр-пĕрне пулăшатпăр». Уйăхра пĕрре «Зов Чувашия» фонд урлă пысăк тиев ăсатнисĕр пуçне Йĕпреçрен кашни эрнере сахалтан та пĕр-икĕ хутчен тиев каять, тепĕр чухне пĕр кунра 2-3 машина ăсатни те пулкалать. Отпуска килнисем кунтан тулли тиевпе каяççĕ, уйрăм волонтерсем те гуманитари пулăшăвне пуçтарса каяççĕ, посылкăсене çапăçу пыракан вырăнсене почтăпа е СДЭК урлă яни те час-часах пулкалать. Роза Андреевнăн телефонĕ ирхине те, каçхине те канăç курмасть, салтаксем тăтăшах шăнкăравлаççĕ, мĕн кирлине каласа тиев яма ыйтаççĕ. Пуринчен ытларах вара пурне те тетел кирлĕ, май килнĕ таран нумайрах… Йĕпреçре çыхнă маскировка хатĕрĕсем çинчен çар уйрăмĕсен хушшинче тахçанах ырă ят сарăлнă: вĕсем питĕ пахалăхлине час-часах пĕлтерсе тăраççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Сăлтавĕ пĕрре çеç мар: тĕсне вырăнти ландшафтпа пĕрешкел тума тăрăшни, пысăк пахалăхлă та çирĕп материалсемпе усă курни. Сăмахран, спанбонда /хăюсем çине касса тетел çине тиреççĕ/ Адыгея Республикинчен илсе тăраççĕ. Тĕсĕсем пуян, тем тĕрли те пур. Çут çанталăкри тĕссемпе килĕшсе тăраççĕ. Тетелĕ çӳхе йышши мар, хулăн та çирĕп çипсенчен çыхнăскер, касмасăр е çунтармасăр татма çук ăна. Унсăр пуçне вăл çыхланмасть /çӳхе çипли чăлханса нуша кăтартать/, ăна Мускав облаçĕнчи Солнечногорскран туянаççĕ. Пĕркенчĕксем валли те пĕчĕкрех шăтăклă çав тетелех илеççĕ. Материал туянма халăхран укçа пуçтараççĕ. Пысăк пахалăхли хаклăрах паллах. Анчах урăхла епле пултăр-ха? Салтаксен пурнăçне чăннипех те упратăр тесе тăрăшаççĕ-çке. Кашни ушкăн чунне парса ĕçлет, çар çыннисем ыйтнине вăхăтра тивĕçтерес тесе ăнтăлать. Кашни точкăра кунне вăтамран 1 маскировка хатĕрĕ тухатех. Апла пулсан кашни кун 15 тетел те 3 пĕркенчĕк хушăнса пыраççĕ тесе пĕр иккĕленмесĕр калама пулать. Чăн-чăн цех тейĕн. Материал нумай каять, паллах, унпа пурне те çителĕклĕ тивĕçтерес тесен ăна тăтăшах илсе тăмалла. Ку ĕçе Роза Андреевна хăй çине тиенĕ. Тавах Турра, паянхи кун кĕсье телефонĕпе интернет тетелĕ пурнăçа çăмăллатрĕç – килтен тухмасăрах тем тума та пулать. Спанбонд тиенĕ автомашинăсем Йĕпреçе килсех тăраççĕ, кашни партире 50 рулонран кая мар. Çакна та асăнма кăмăллă: Вăрнарсем Йĕпреçсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Кӳршĕ округра тетел çыхакан точкăсем валли те материала пĕрле кӳрсе килеççĕ. Спанбондран хăюсем кассах каяççĕ. Йĕпреçре ăна касмалли станок пур. Вăл хăй вăхăтĕнче Хайдар Алимов тăрăшнипе ăсталанă республикăра 2-мĕш станок шутланатчĕ. Каснă материала кашни ушкăн Йĕпреçе килсе илет, çула май çыхнă тетелсемпе пĕркенчĕксене леçет. Йĕпреçсем ентешсене çеç мар, хамăр регионтан кайнă чăвашсене кăна та мар, республика тулашĕнчен тухнă салтаксене те пулăшса тăраççĕ. Ку таранччен никама та «май çук» тесе каласа курман. «Килте ĕçлекен те чылаййăн пирĕн. Хăшĕсем нашлемник тăваççĕ, теприсем ун валли кăшкарне çыхса параççĕ. Çĕвĕ ĕçне пĕлекенсем аялти кĕпе-йĕм, простыньсем çĕлеççĕ. Юлашки вăхăтра салтаксен хушшинче «Чебурашкăсем» анлă сарăлчĕç. Алă ăстисем çыхнă пĕчĕк çемçе теттесене талисман вырăнне хураççĕ паттăрсем. Вĕсене питĕ ыйтаççĕ. Пирĕн хушăра çав теттесене çыхакансем те пур. Салтаксене хавхалантарас кăмăл пулсан — пур енлĕн пулăшма май пур», — пытармасть Роза Андреевна. Госпитальсене пулăшасси те йĕркене кĕнĕ. Рязань хулинчи пысăк çар госпиталĕпе тăтăшах çыхăну тытаççĕ, унта гуманитари пулăшăвĕ час-часах ăсатаççĕ. Çапăçу хирĕ çумĕнчи мобильлĕ госпитальсем пирки те манмаççĕ. Сăмахран, Буинск поселокĕнче çуралса ӳснĕ, СВОра паттăррăн пуç хунă çар тухтăрĕн ашшĕ ывăлĕн ĕçтешĕсем патне кашни уйăхра сахалтан та икĕ хутчен тиев илсе каять. Госпитальсем валли чылай точкăра минтерсем, валиксем, утиял-матрассем, вырăн таврашĕсем, аялти кĕпе-йĕм çĕлеççĕ. Тиевĕ вара уйрăммăн пуçтарăнать: инвалидсем валли кӳмесем, костыльсем, тумтир, тапочка е хăтлă атă-пушмак, памперс-пеленка, медицина хатĕрĕсемпе препаратсем тата ытти япала та пухаççĕ. Юлашки вăхăтра яланлăхах киле килекен салтаксене тирпейлесе ăсатакансем валли те тиев яма тытăнчĕç. «Пурăнан пурнăçра катăк пуртă та кирлĕ пулать» тенине паянхи лару-тăру чăннипех те кăтартса пачĕ – коронавируспа кĕрешнĕ вăхăтри костюмсем моргсенче кирлĕ иккен. Тата наçилкка, резина перчетке, водород перекиçĕ, тĕрлĕ антисептик, нӳрĕ салфетка, ал шăлли, шурă хут, хупăнакан полиэтилен пакет питĕ нумай кирлĕ. Шкулсемпе ача сачĕсем те пысăк пулăшу параççĕ. Акă каллех округ администрацийĕн вĕрентӳ уйрăмĕ, вырăнти хĕрарăмсен канашĕ тата «За Отечество» центр пуçарнипе черетлĕ акци йĕркелерĕç. Унта округри вĕрентӳ учрежденийĕсем хастар хутшăнса салтаксем валли нуски, перчетке, нӳрĕ ал шăлли, водород перекиçĕ, А4 шурă хутпа файл пуçтарчĕç. Ку, паллах, пысăк пулăшу. Вырăнти суту-илӳ учрежденийĕсем те айккинче юлмаççĕ. Кашни лавккарах ятарлă карçинккасем лартнă. Унта пуçтарăннă апат-çимĕç центра çитет, вĕсемпе посылкăсем тултарма усă кураççĕ. «Укçана халăхпа пуçтаратпăр. Ахаль çынсемех ĕç е пенси укçинчен уйăхсерен катса параççĕ. Пурне те чĕререн тав сăмахĕ калас килет. Теприсем мĕн кирлине илсе пама тăрăшаççĕ. Сăмахран, эмел, ăшă атă, ăшă та хăтлă тумтир, тата кирлĕ ытти япала илсе паракансем пур. Кил хуçалăхĕнче туса илнĕ çимĕç те пирĕншĕн паха: хурт-хăмăр тытакансем, сăмахран, час-часах пылпа тивĕçтереççĕ», — каласа парать Роза Андреевна. Халăх, чăннипех те, пĕр шухăшлă пулса кар! тăчĕ тесен, тен, тĕрĕсех те мар пулĕ. Мĕншĕн тесен кашни ушкăнра вăтамран 10-20 çын çеç вăй хурать, пурте тенĕ пекех тивĕçлĕ канура. Шел те, пурин чĕринче те салтаксене пулăшас туртăм çуралмарĕ пулас… <...>

Эльвира АНИСИМОВА.

♦   ♦   


«Сăвă çырни çăкăр пекех кирлĕ»

Вăл журналист, сăн ӳкерӳçĕ, сăвăç, строитель… Кунта тата нумай профессие асăнма пулать. Пĕр çынра çавăн чухлĕ пултарулăх епле шăнăçать-ши? Сăмахăм республикăри паллă журналист, Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ [1999], И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче журналистикăпа стилистика кафедринче аслă преподавательте нумай çул ĕçленĕ Анатолий Абрамов çинчен. Анатолий Серафимович паян — пирĕн тĕпелĕн хăни.

Аппăшĕ кĕнекине пытарнă

— Анатолий Серафимович, чи малтан ачалăх çулĕсене аса илер-ха.

— Манăн атте те, анне те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Атте Серафим Абрамов 1938 çулта Хĕрлĕ çар ретне тăнă. Вăрçă пуçлансан 1941 çулта çĕртмен 22-мĕшĕнче çапăçăва кĕнĕ. Аттепе анне вăрçăччен туслă пулнă. Савнипе çывăхарах пулас тесе анне 1942 çулта хăйĕн ирĕкĕпе фронта кайнă. Тĕлĕнмелле те, иккĕшĕ те Украина фронтĕнче çапăçнă. Иккĕшĕ те Берлина çитме пултарнă. Вĕсем вăрçă хыççăн ялта туй кĕрлеттернĕ. Вăрçă хыççăнхи пĕрремĕш туй пулнăран халăх питĕ нумай пухăннă. Хайхисем кăмакана ишсе антарнă. Пирĕн кил умĕнче — пысăк 2 йăмра. Унта çамрăксем кураксем пек хăпарса ларнăран пысăк турат чăтайман, ишĕлсе аннă. Ачисем пурте çĕре сирпĕннĕ. Туй хăватлă пулнă. Аттепе анне 5 ача çуратса ӳстернĕ. Асли Зоя, вăл строительте вăй хунă. Настя çуралсанах вилнĕ. Лида — энергетик-строитель. Физикăпа математикăна лайăх пĕлнĕрен арçын профессине суйланă. Халĕ Самарăра пурăнать, ачисене, мăнукĕсене пăхать. Лена Мускавра тĕпленнĕ, вăл — строитель. Люба Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Йĕпреç тăрăхĕнчи «Красный фронтовик» колхозра агрономра ĕçлерĕ. Эпĕ — чи кĕçĕнни. 1960 çулта çут тĕнчене килнĕ. «Миçе ача пулать, пурне те ывăл «тупăничченех» çурататпăр», — тенĕ анне Мария Яковлевна. Ывăл шыранă вĕсем. Мана пурнăç парнеленĕ чухне çывăх çыннăм 43-ре пулнă. Пирĕн ачалăх çав тери хаваслă иртнĕ. Эпир шыва кĕнĕ. 1-мĕш класранах ĕç çумне çыпăçнă. Атте ялти паллă пахчаçăччĕ. Колхоз сачĕ 45 гектар йышăнатчĕ. Районта ун пек сад урăх çукчĕ. 3 гектар çинче хăмлаччĕ. Вăл хăмлаçă та пулнă. Эпир 1-мĕш класран пуçласах хăмла татма пулăшнă. Астăватăп-ха: ачасемпе пĕрле сурăх кĕтме каяттăмăрччĕ. 11 çултан лашапа çӳреме тытăннă. Манăн Герой ятлă ут пурччĕ. Куккурус анинчен пуçласа çĕр улми таранччен сӳрелеттĕмĕр. Ĕççи пуçлансан урпа, сĕлĕ, ыраш, тулă улăмĕсене турттараттăмăр. Клевер турттарасси — чи лайăххиччĕ. Мĕншĕн тесен вăл ишĕлсе анмастчĕ. Урпа улăмĕ çав тери кĕскеччĕ. Пĕр енчен тепĕр енне сиккелесе пырса улăм ури патне çитиччен вăл юхса анма та пултарнă. Çавăнпа урпа улăмне турттарма хăраттăм. Манăн лаша хăватлăччĕ. Ирхине тăваттăра тăрса 7 çухрăмри выртмана ăна тытма каяттăм. Унта лаша кĕтĕвĕ çӳретчĕ. Темет ятлă вырăн хырлăх çумĕнче вырнаçнăччĕ. Çав тери хитре вырăнччĕ. Ачасемпе шавла-шавла чупаттăмăрччĕ. Ĕç вĕçленсен кашни кун лашасене чуптарса ăмăрту ирттереттĕмĕр. Манăн лаша вăйлăччĕ, анчах 1-мĕш тухаймастчĕ. Вăл яланах 2-мĕшчĕ. Анне «Красный фронтовик» колхозра вăй хунă. Вăл эпĕ мĕн астăвассах лашапа çӳретчĕ. Унăн урхамахĕ Гранат ятлăччĕ. Анне питĕ харсăр пулнă. Сăмах май, вăл вăрçăран аслă сержант званийĕпе таврăннă. Иван Франко, Львов тăрăхĕнче чи хăрушă вырăнсем пулни пирки каласа паратчĕ. «Кашни каç бандеровецсем тухса эшелонсене тапăнатчĕç. Венгрие куçсанах урăх лару-тăруччĕ», — тетчĕ. Бомбăсен айĕнче пулнине, чукун çула мĕнле юсанине каласа паратчĕ анне. Шел, хăй вăхăтĕнче вĕсем каланине йĕркеллĕ çырса илмен. Уншăн халĕ те кулянатăп.

— Абрамов хушаматлисем тата пур-и ялта?

— Абрамов хушамат пирĕн кăна. Абрам ятран пулса кайнă-ши? Асаттен ашшĕ Абрам ятлă пулнă. Асатте Николай Абрамович Тĕнчен пĕрремĕш вăрçине хутшăннă.

— Пĕчĕк Толик хăй вăхăтĕнче кам пулма ĕмĕтленнĕ?

— Эпĕ, тĕрĕссипе, сунарçă хуçалăхĕнче ĕçлекен егерь пуласшăнччĕ. 4-5 çул «Охота и охотническое хозяйство» журнал та çырăнса илтĕм. Мĕтри Кипекĕн «Кайăк тусĕ» романне юратса вулаттăм, унти Виктор Тараев сăнарне питĕ килĕштереттĕм. Вăл фотоаппаратпа ӳкерни çинчен питĕ хитре çырса кăтартнă. Эпĕ фотоаппаратпа ӳкересси, сунара юратасси çавăнпа çыхăннă. Унта Мĕтри Кипек вăрмана юратса тĕлĕнмелле ăста сăнланă. Виктор Тараев Йĕпреç вăрманне икĕ хутчен килсе кайнине çырса кăтартнă. «Ку пирĕн тăрăх, вăл пирĕн пата килсе кайнă вĕт-ха», — теттĕмччĕ. Çакă маншăн çав тери пĕлтерĕшлĕччĕ. Эпĕ мĕн ачаран çут çанталăка юратса ӳснĕ. «Кайăк тусĕ» кĕнекене аппа Люба пытарса хуратчĕ. Эпĕ ăна 7-8 хут вуласа тухнă. «Толя, унта тислĕк тасатмалла, Толя, шыв йăтса кĕмелле. Толя, ăна тумалла, Толя кăна тумалла», — пӳрт янăраса тăратчĕ. Темĕн те тумалла, кĕнеке вуламалла мар.

— Сунарçа мĕншĕн каймарăр вара?

— Хамăн ĕмĕрте пăшалпа перкеленĕ, анчах нихăçан та чĕр чун тытман. 3-мĕш класс хыççăн виçĕ ыраш пăтри вăлтана çакланнăччĕ... Эпĕ чĕр чунсене хĕрхенетĕп. Чĕр чунсене юратнăранах 4-мĕш класранпах эпĕ кролик усрама пуçланă. Кроликсем 100 пуçа çитнĕччĕ. Вĕсене валли милĕк, утă хатĕрлесси — манăн тивĕçчĕ. Мана аттепе анне ĕне, сурăхсем валли хатĕрленине памастчĕç. «Толя, ху кайса пуçтар», — тетчĕç. Йăмра турачĕсенчен çĕршер милĕк çыхаттăмччĕ. Кроликсене 10-мĕш класченех усранă. Сунарçă шухăшĕ кайран сĕвĕрĕлсе пычĕ пулмалла. Фото ӳкерес килни ĕмĕрлĕхех юлчĕ. 5-мĕш класра аппапа Шупашкара килсен «ФЕД» фотоаппарат илесшĕнччĕ. Аппа ун чухне стройкăра ĕçлетчĕ. Фотоаппарат 49 тенкĕ тăратчĕ. Ун чухне вăл пысăк укçаччĕ. Пирĕн 2 тенкĕ укçа çитмерĕ те киле фотоаппаратсăрах таврăнтăм. Самарăри Лида аппа вара «Смена-8» фотоаппарат парнелерĕ. Пĕрремĕш пленкăна эпĕ вăрмана кайса ӳкерсе пĕтернĕччĕ. Ун чухне çуркуннеччĕ. Пирĕн «Микиш вăрманĕ» текен раща пур. Унтан çырма юхса тухать. Каярах хамăн ĕмĕрте пĕрремĕш хут тунă кадра «Çĕнтерӳшĕн» хаçатра пичетлерĕм. Унта — шап-шурă хурăнсем, çуркуннехи шыв палкаса юхать…

— Хăвăр ĕмĕрте миçе фотоаппарат туянма тӳр килчĕ?

— Паян манăн, ĕненетĕн-и, ĕненместĕн-и, 76 фотоаппарат. Эпĕ тахçантанпах пĕтĕмĕшле фотографи е политехника музейĕ тума ĕмĕтленетĕп. Çав тĕллевпе пĕтĕмпех пуçтарса пынă. Манăн «увеличительсем» 5-6 тĕрлĕччĕ. Вĕсене пурне те типтерлĕн упранă. 1920 çулсенчен пуçласа паянхи таранччен манăн вĕсем пурте пур. «Школьник», «Любитель», «Москва» фотоаппаратсем …

Кролик читлĕхне кĕрсе выртса юрланă

— Университета каяс шухăш ăçтан çуралчĕ?

— 10-мĕш класс хыççăн виçĕ Толик — Анатолий Максимов, Анатолий Ефимов тата Анатолий Абрамов — колхоза çĕклеме яла юлтăмăр. Гурий Максимов — пирĕн командирччĕ. Тырă типĕтекен икĕ КЗС—10 комплексра ĕçлеттĕмĕр. Пĕрре эпĕ çак КЗСа ăнсăртран тивертсе янăччĕ. Паллах, эпир ăна хăвăрт сӳнтертĕмĕр. Кăшт вăхăт иртсен мана парти райкомне чĕнсе илчĕç. «Мана КЗСа чĕртсе янăшăн тĕрмене хупасшăн пулĕ», — теттĕм. Райкомра ман пата яштака çын пычĕ те: «Эсĕ Анатолий- и?» — тесе ыйтрĕ. Эпĕ пуçа сĕлтрĕм. Вăл хăйĕнпе пыма чĕнчĕ. Çавăнтан ман пурнăç çаврăнса кайрĕ… «Сана эпир Йĕпреç районĕн хаçат редакцине ĕçлеме чĕнесшĕн. Эсĕ 6-мĕш класран çырса тăратăн. Сăн ӳкерчĕксем ярса паратăн», — терĕ Серафим Ефимов редактор. Редакцие мана Костя Алимасовпа паллаштарчĕç. Костя яланах хаваслăччĕ. Çапла редакцире ĕçлеме тытăнтăм. Каярах çара кайрăм. Хĕсмет хыççăн редакциех таврăнтăм. 1981 çулта Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕтĕм. Аслă шкул хыççăн мана журналистика преподавательне хăварчĕç. 1989 çулта чăваш уйрăмĕнче ĕçлеме пуçларăм. Кайран декан çумĕ пулнă, чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче ĕçленĕ.

— Эсир тĕрлĕ профессипе ĕçлеме пултаратăр. Çапах та хăшĕн пирки «ку шăпах манăн» тесе калама пултаратăр?

— Паллах, журналистика. Эпĕ çыратăп та, ӳкеретĕп те. Хама радиожурналист пек те тĕрĕсленĕ. Телевидени валли сценарисем çырса, студентсене илсе кайса «Пăлхар» ятлă передача та ӳкернĕ.

— Журналист профессийĕ интереслĕ-и?

— Паллах кăсăклă. Пĕтĕмĕшле илсен, «Камчатский комсомолецран» пуçласа «За Родину» таранччен çырса тăнă. Унсăр пуçне Чăваш Енри пĕтĕм хаçат-журналта пичетленнĕ. Çак ĕçе журналистикăна юратмасăр тăваймастăн.

— Сирĕн пултарулăх çăл куç пек тапса тăрать… Камран куçнă-ши çакă?

— Мана атте ятарласа мăлатук тытса вĕрентмен, анчах эпĕ платник ĕçне лайăх пĕлетĕп тесе калама пултаратăп. Кунта этнопедагогика пур. Кролик усрани çинчен маларах каларăм. «Атте, кролик валли читлĕх туса пар», — тесе йăлăнаттăм. Мана пĕр хĕвеллĕ кун çывăх çыннăм хытнă хурăн хăма пачĕ. Ун чухне кукăрăлнă пăтасене кăларса пăрахмастчĕç. Пĕр витре кукăр пăта пырса лартрĕ. «Акă сана пăчкă, пуртă, мăлатук. Читлĕхне хăв ту», — терĕ. Турăм вĕт. Пăта тӳрлете-тӳрлете пӳрнесене йăлт çапса пĕтертĕм. Халĕ те астăватăп: читлĕх 2 метр тăршшĕччĕ, 70 см сарлакăшчĕ. Сăмах май, читлĕхе кĕнеке тăрăх турăм. Кролик епле усрамалли кĕнекесене Шупашкара кайса туянаттăмччĕ. Ун чухне «Пионер сасси» хаçат «Вăрăм хăлхаллисен тусĕсем» ятлă рубрика тытса пыратчĕ. Унти статьясене касса, çыпăçтарса пыраттăмччĕ. Читлĕхе туса пĕтерсен савăннипе çавăнта хам кĕрсе выртса юрланине астăватăп. Пултарулăхăм майĕпен аталанса пынă пуль. Манăн аттепе анне сăвă çырман. Вĕсем чăваш халăх юррисене юрлама кăмăллатчĕç. «Пирĕн урам анаталла» юрă гимн вырăннехчĕ. Кирек мĕнле ĕçкĕре, тăвансем пуçтарăнсан «Пирĕн урам анаталла» тĕп юрăччĕ. Манăн аппасем пурте юрлаççĕ. Люба ялти ансамбле çӳрет. Эпĕ сăвă яланах çырнă. Анчах вĕсене çынна кăтартман. Чи малтанхи сăвă политика памфлетĕччĕ. Вăл «Ан пултăр вăрçă çĕр çинче» ятлăччĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.