Хыпар 74 (28391) № 03.10.2025
Çĕнелекен Правительство ĕçе тÿрлетнĕ бюджетпа пуçлĕ
Патшалăх Канашĕн черетлĕ 37-мĕш сессийĕ ĕнер малалла ĕçлерĕ. Депутатсем тата 11 саккун проектне тишкерсе ырларĕç. Çапах лару вĕсенчен мар, республика Пуçлăхне Олег Николаева Сергей Артамонова Министрсен Кабинечĕн Председательне уйăрса лартма килĕшÿ парассинчен пуçланчĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ сăмах илнĕ май Сергей Артамонова пурте лайăх пĕлнине, унăн опычĕ пысăккине, вăл хăйĕн ĕçлес пултарулăхне тĕрлĕ должноçра çирĕплетнине палăртрĕ. Çав шутра — ял хуçалăх отраслĕн тилхепине тытса пынă тапхăр. Ун шучĕпе, вăл ертсе пынипе АПК отраслĕ паян тĕпрен улшăннă — халĕ пирĕн аграри секторĕ кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме хатĕр. Çакна кăçал çанталăк условийĕсем ансат пулманнине пăхмасăр тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен кашни гектартан илнĕ тухăçĕ 36,6 центнерпа танлашни те çирĕплетет. Правительство пуçлăхĕн тивĕçĕсене шанса панă май Сергей Геннадьевич темиçе уйăхра мĕн пур çул-йĕрпе ĕçе кÿлĕнчĕ, ĕçе йĕркелеме, командăна пĕрлехи тĕллевсем тавра пĕтĕçтерме пултарнине çирĕплетрĕ. Çакна Олег Алексеевич «унăн ăнăçлă пулать» тесе хакларĕ. Кандидатура тĕлĕшпе парламентран килĕшÿ илмелли йĕркепе вăл, сăмах май, вице-премьерсем тĕлĕшпе те усă курма хирĕç мар. Паллах, трибуна умне Сергей Артамонов хăй те тухрĕ. Хăйне Министрсен Кабинечĕн Председателĕн должноçне уйăрса лартнăранпа 161 кун иртнине аса илтернĕ май çак тапхăрта нумай ĕç туни çинчен каларĕ — «йăнăшсем те пулман мар, çапах малалла талпăннă». Умри тĕллевсем çинчен сăмах пуçарчĕ те — вĕсем отрасльсен аталанăвĕн иртнĕ уйăхсенче палăртнă 23 стратегийĕнче уçăмлă сăнланнă. Кашни çинче пайăррăн чарăнса умри ĕçсем çинчен кĕскен каларĕ. Çав шутра — бюджета пысăклатса пырасси, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшасси, хамăрăн продукцин суту-илÿри тÿпине ÿстересси, экспорта вăй парасси тата ытти те. Халăха упрассине тĕпе хучĕ, çакă çынсем валли пурăнмалли хăтлă условисем йĕркелени çинче никĕсленмелле. Республика çулталăкра пурăнмалли 1 миллион тăваткал метр çурт-йĕр тăвасси патне ăнтăлать. Ятарлă çар операцине хутшăннă ентешсене тата вĕсен çемйисене пулăшасси тĕлĕшпе тимлĕх ÿссех пырĕ. Халĕ пулăшăвăн пилĕк теçетке мери вăйра — татах хушăнĕç. Кашни фракцирен ыйтусем пулчĕç. Григорий Данилов депутат патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли предприятисене мĕнле суйласа илнипе кăсăкланчĕ. Ун шучĕпе, пĕрисемех çине-çинех пулăшу илеççĕ. Тепĕр чухне — тухăçлă ĕçлейменнисемех. Сергей Артамонов ку ыйтупа тимлĕ ĕçлеме шантарчĕ. Федор Степанова Сĕнтĕрвăрринче тата Куславккара тума палăртнă причал стенкисен шăпи кулянтарать. Сергей Геннадьевич палăртнă тăрăх, «çăхавсем пулмасан чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне контрактсем тăвасси патне çитĕпĕр». Леонид Пронин М-7 автотрасса çинчи Горький пăрăнчăкĕн ыйтăвне çĕклерĕ — «унта кашниех «пăкăра» ларса курнă пуль...» Сергей Артамонов Шупашкар çумĕнче çулсем хĕресленекен вырăнсенче икĕ хутлă 5 развязка тума палăртни çинчен каларĕ. Анчах питĕ пысăк укçа кирлĕ — 28 миллиард тенкĕ. Ку ыйтăва республика Пуçлăхĕ нумаях пулмасть Мускавра иртнĕ тĕл пулура та çĕкленĕ, çав об±ектсене тума пуçлассин вăхăтне «сулахаялла» куçарасси çинчен калаçса татăлнă. Чăн та, çивĕчлĕх хăçан сирĕлесси пирки, паллах, калаймарĕ. Çапах ку ыйту кун йĕркинче тăрать — «пĕтĕмпех тăвăпăр». Чылай предприяти тулли мар кун йĕркипе ĕçлени çинчен ыйтни те уншăн кĕтменлĕх пулмарĕ. Тулли мар режимпа паян 2,3 пин çын ĕçлет. Шел те, çак йыш çывăх вăхăтра пысăкланĕ — предприятисем тата 3,4 пине яхăн çынна çавнашкал ĕç режимĕ çине куçарма хатĕрленеççĕ. Ку, паллах, кăмăллă пулăм мар — çынсен ĕç укçине тÿррĕнех пырса тивет. Анчах, премьер тивĕçĕсене пурнăçлакан палăртнă тăрăх, республикăра ĕç вырăнĕсен 10 пине яхăн вакансийĕ пур — «çынсене вĕсемпе тивĕçтерме хатĕрленетпĕр». Çийĕнчен машинăсем тăвакан производствăсен тăкакĕсен пĕр пайне патшалăх енчен саплаштарма палăртнă та — çакă та ĕç вырăнĕсене упраса хăварма пулăшмалла. Игорь Моляков хăй вăхăтĕнче Чăваш Енре Китай бизнесĕ тымар ярасшăн пулнине аса илтерчĕ. Вĕсем шăпах ял хуçалăхĕ енĕпе ĕçлесшĕн пулнине палăртнă май вăл Артамонов тĕлĕшпе çав вăхăтранпа асăрхануллă имĕш. Çапах депутатсенчен ытларахăшĕ — Алексей Шурчанов, Николай Николаев, ыттисем — Сергей Геннадьевич пирки ырласа кăна каларĕç. Комитет председателĕ Николай Степанов вăл премьер пуканне йышăнсан та сăмса каçăртманнине палăртрĕ — «яваплăха хăйĕн çине илессинчен пăрăнмасть, оппонентсене итлеме пĕлет». Вăрттăн сасăлав парламент Сергей Артамонов майлă пулнине çирĕплетрĕ. Пĕр çын хирĕç, тепри тытăнса тăчĕ, 40 депутат ăна Правительство пуçлăхĕн должноçне уйăрса лартмашкăн ирĕк парассишĕн сасăларĕ. ПК спикерĕ Леонид Черкесов Сергей Геннадьевича çак ятпа саламласа тухăçлă ĕçлеме ăнăçу сунчĕ. Парламент республикăн 2025 çулхи, планпа пăхнă 2026 тата 2027 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккун проектне икĕ вулавпа тишкерсе йышăнчĕ. Çапла вара çĕнелекен Правительство хăйĕн ĕçне çĕнелнĕ бюджетпа пуçлĕ. Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх, тÿрлетÿсем регионăн кăçалхи бюджечĕн тупăшне 2,3 миллиард тенкĕлĕх пысăклатаççĕ. Çапла вара хыснан тупăш пайĕ 106,6 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Çав шутра хамăрăн тупăш та 1,6 миллиард тенкĕ хушăнать — 69,5 миллиард тенке çитĕ. Тăкаксем тата та нумайрах ÿсеççĕ — 4,9 миллиард тенкĕ хушăнса 119,6 миллиард тенкĕпе танлашĕç. Михаил Геннадьевич тăкаксем çинчен каланă май социаллă сферăна яракан укçа палăрмаллах пысăкланассине çирĕплетрĕ — пĕтĕмĕшле виçе 31 миллиард тенкĕ. СФР укçине те шута илсен — 45 миллиард. Сывлăх сыхлавĕ валли 10,3 миллиард тенкĕ ярĕç. Кунта та хушма тĕрев пур — ОМС фончĕн укçи. Çапла вара ку тăкаксен пĕрлехи виçи 35,5 миллиард тенке çитĕ. Вĕрентÿ, культура тăкакĕсем те самай хушăнаççĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшма бюджетран уйăракан укçа калăпăшĕ 10 миллиард тенкĕрен иртет, анчах, Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, ку тăкаксем ытти сферăна тĕревлессине япăх витĕм кÿмеççĕ. Паллах, документ пысăк пĕлтерĕшлине кура депутатсенчен чылай ыйту пулчĕ. Григорий Данилов нумай-нумай çынна пăшăрхантаракан темăна хускатрĕ — министерствăсенче, вĕсене пăхăнакан тытăмсенче ĕçлекен çынсен шалăвне ÿстересси пирки ыйтрĕ. Вĕсен укçин виçин ÿсĕмĕ юларах пыни, иккĕленмест вăл, кадрсене çак сферăна илĕртессине те япăх витĕм кÿрет. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Учителĕн ачасене хавхалантарма пĕлмелле»
«Кашни этемĕн чĕринче юратнă учитель валли вырăн пур. Çав ăшăтса тăрать çынна», — тет вăл. Сăмахăм Йĕпреç округĕнчи Чăваш Тимеш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, кăçал асăннă тăрăхра «Чи лайăх чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ» конкурсра çĕнтернĕ Надежда Евдокимова çинчен. Нумаях пулмасть Надежда Алексеевна «Вĕрентÿ сферинчи хисеплĕ ĕçчен» палла тивĕçнĕ. Пултаруллă вĕрентекене хамăр тĕпеле чĕнтĕмĕр.
Пурнăç урокĕсем
— Надежда Алексеевна, малтанах хăвăрпа паллаштарсамăр.
— Эпĕ Елчĕк тăрăхĕнчи Тĕмер ялĕнче çуралнă. Пирĕн çемьере виçĕ ăру çынни пурăннă: асанне, аттепе анне тата эпир — 5 пĕртăван. Паян 4-ăн çут тĕнчере пурăнатпăр. Эпĕ — виççĕмĕшĕ. Виçĕ ывăл та икĕ хĕр. «Виçĕ ывăл çуралнăшăн эпĕ савăнатăп. Виçĕ такан тайăлмасть», — тетчĕ асанне. Аттепе анне ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ. Атте уй-хир бригадирĕ пулнă. Хĕлле фермăра кочегарта тăрăшнă. Анне сысна ферминче вăй хунă, малтисен ретĕнче пулнă. Мускава ВДНХна кайма тивĕçнĕ. Çывăх çыннăмăра нумай Хисеп хучĕпе наградăланă. Аттен ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. 65-ре чухне пурнăçран уйрăлчĕ. Астăватăп-ха: мăнукĕсене питĕ юрататчĕ. Лешсем те ун патне туртăнатчĕç. Мĕншĕн тесен вĕсене вăл питĕ кĕтетчĕ. Мĕн тăвăн, кашни çыннăн хăйĕн шăпи. Анне атте пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă хыççăн нумай пурăнчĕ. Килхуçалăха юхăнма памарĕ. Ачисем, мăнукĕсем кайса çÿрерĕç, савăнтарчĕç, пулăшрĕç. Кăçал çурла уйăхĕнче анне куçне яланлăхах хупнăранпа 4 çул çитрĕ.
— Эсир ача чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ?
— «Вĕренме питĕ ĕмĕтленеттĕмччĕ. Манăн ветеринар пулас килетчĕ», — тетчĕ анне. Унăн ашшĕ вăрçăра вилнĕ. «Хамăр вĕренмен, хресчен. Ачасене вĕрентес килет», – тенĕ-мĕн амăшĕ. Кукка ĕмĕр тăршшĕпех страхлакан агентра ĕçленĕ, бухгалтер пулнă. Кукамай пĕртак сусăртарах пулнă, ури шыçăнса тăнă. «Кукамуна пăрахса хăварас мар тесе эпĕ вĕренме каяймарăм», — ассăн сывлатчĕ анне. Çавăнпа та ачисене вĕреннĕ çын тума ĕмĕтленнĕ вăл. Эпир ача садне çÿремен. Пире пурнăç çулĕ çине тăма чи малтан асанне пулăшнă. Ĕç тата кун-çул урокĕсене пĕтĕмпех унран илнĕ. Аттепе анне куллен ĕçре тăрмашнă. Вĕсен пирĕнпе ларма вăхăт сахалрах пулнă. Асанне пирĕншĕн воспитатель пекехчĕ. «Манăн учитель амăшĕ пулас килет», — тетчĕ анне. Мана вара медсестра профессийĕ илĕртетчĕ, çапах ăна суйламарăм, мĕншĕн тесен эпĕ юнран хăратăп. Пĕчĕккĕн çав ĕмĕт çухалса пычĕ. Шкула çÿреме пуçласан пĕрремĕш учительница Александра Жирнова пулчĕ. Эпир шкула маларах каяттăмăрччĕ те Александра Васильевнăна алăк патĕнче кĕтсе тăраттăмăрччĕ. Ăна çав тери юрататтăмăрччĕ. Портфельне класа черетпе йăтса каяттăмăрччĕ. Портфелĕ унăн хăмăр тĕслĕччĕ. Шел, пире 1-мĕш класс пĕтериччен кăна вĕрентрĕ вăл. Кайран ыттисем пĕлÿ пачĕç. Пĕрремĕшĕ ĕмĕрлĕх асра юлчĕ. Хама ĕмĕтсенче яланах унăн вырăнне лартаттăмччĕ. Мана та ачасем çавăн пек кĕтсе илеççĕ пулĕ теттĕм… Пире алгебрăпа, геометрипе, физикăпа Лира Солина вĕрентетчĕ. Лира Алексеевна пирĕн класс ертÿçиччĕ. Вăл пирĕн кÿршĕ ялтан, Çирĕклĕ Шăхальтенччĕ. Лира Алексеевна пире пурнăç урокĕсене питĕ нумай панă. Халĕ эпĕ уроксенче унăн тĕслĕхĕсемпе усă куратăп. Пирĕн ялта 8 çул вĕренмелли шкулччĕ. Çирĕклĕ Шăхальне кайма 4 çухрăмччĕ. Тете 8 класс хыççăн Шупашкара вĕренме кайнăччĕ. Аппа педучилище пĕтернĕ. «Çил-тăман, çумăр витĕр çÿремелле, пĕрмаях атă тăхăнмалла», — текелерĕ анне. Кÿршĕ яла шкула каяс мар терĕм вара. Хĕр-тантăшсемпе, пĕр класран виççĕн, Канашри педучилищĕне кайрăмăр. Тепĕр хĕрачи Канашри медучилищĕне кĕчĕ. Педагогика училищинче вĕренме питĕ килĕшетчĕ. Кинотеатрсене ушкăнпа каяттăмăр. Пурнăç хăйĕн урапипех чупать. Питĕ лайăх вĕренсе тухрăмăр.
«Калейдоскопа аса илтерет»
— Педучилище хыççăн шăпа сире ăçта илсе çитерчĕ?
— Мана ĕçлеме Йĕпреç тăрăхне ячĕç. Ун чухне Елчĕк районĕнче шкулсенче ĕç вырăнĕ çукчĕ. Анне мана хамăр паталла илсе килесшĕнччĕ. Йĕпреç районĕнчи ял ячĕ килĕшрĕ: Çăкалăх. Ячĕ мĕнле хитре тетĕп. Мĕн тетĕр — унта кайма çырăнтăм. Йĕпреçре тăванăн хĕрĕ пурăнать. Зоя Ивановна ăçта кайма çырăннипе интересленчĕ. «Липовкăна!» — терĕм хĕпĕртесе. «Ай-яй, çавăнта çити каясшăн-и? Эсĕ унтан килне те килейместĕн. Май пулсан шкула улăштар-ха», — сĕнчĕ вăл. Мана вара Çĕнĕ Выçлине ĕçлеме чĕнчĕç. 1990 çулта шкулта вăй хума пуçларăм. Малтан пуçламăш классене пĕлÿ патăм. Ачасемпе, ашшĕамăшĕпе çыхăну çав тери лайăхчĕ. Вĕсем мана пулăшса пыратчĕç. Çавăнта вĕрентнĕ вăхăтрах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенне каяс килчĕ. Мĕншĕнне калаймастăп, урăхларах ÿсĕмрисемпе ĕçлес килнĕ пуль. Зоя аппа Мускавра пурăнатчĕ. Вăл мана тĕп хулана чĕнчĕ. «Мускава пыр, лавккасене илсе çÿрĕп. Сан валли çи-пуç туянăпăр», — сĕннĕччĕ вăл. «Мана, çамрăк специалиста, «подћемный» панăччĕ. Анне укçа парса янăччĕ тата. Путч вăхăтне лекрĕм. ЧПУна заявлени памалли вăхăт иртнĕччĕ. Шел, Мускавран килсе çитеймерĕмĕр. Пĕр çул ахаль иртрĕ. Кайран И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче /халĕ университет/ куçăн мар мелпе пĕлĕве тарăнлатрăм, кĕçĕн классене вĕрентекенĕн дипломне илтĕм. Çĕнĕ Выçли шкулĕнче ĕçленĕ вăхăтра пулас мăшăрăмпа Николай Николаевичпа паллашрăм. Вăл Чăваш Тимеш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Пĕр вăхăт хĕрпе каччă пек çÿренĕ хыççăн 1998 çулта çемье чăмăртарăмăр. Чăваш Тимешне килсен мана чăваш чĕлхипе литература урокĕсене пачĕç. 3 ывăл çуратрăм. 2012 çулта шкул директорĕ Лариса Михайлова Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче çĕнĕ специальноç илме пулăшакан курссем уçăласси çинчен пĕлтерчĕ. «Атя, ĕçленине кура чăваш чĕлхипе литература енĕпе вĕренсе тухатăн», — терĕ Лариса Ильинична. Манăн ун чухне питех каяс килместчĕ, анчах директор ÿкĕте кĕртрĕ. Чиперех вĕренсе тухрăм. Халĕ шкулта 36-мĕш çул ĕçлетĕп.
— Надежда Алексеевна, халĕ медсестрана кайманшăн кулянмастăр-и?
— Пĕрре те кулянмастăп. Мĕншĕн тесен манăн çывăх çынсенчен пĕри, Лена кума — фельдшер. Мана мĕнле ыйту хумхантарать, тÿрех ун патне шăнкăравлатăп. Вăл кирек хăш вăхăтра та кирлĕ сĕнÿ парать, пулăшать.
— Учитель ĕçĕ кăмăла килнине пытармастăр. Уйрăмах мĕн енĕпе килĕшет? — Вăл — калейдоскоп. Тĕрлĕ тĕслĕ, илемлĕ. Учителĕн пĕр вăхăтрах пĕлÿ те, воспитани те памалла. Çамрăк ăрăва пурнăç çулĕ çине тĕрĕс тăратмалла. Лайăх тĕслĕхсемпе ачасене хавхалантарма пĕлмелле. Çаксем пурте пĕрле çыхăнса тăраççĕ. — Ялта ачасем чăвашла кала¬ çаççĕ-и? Шкулта мĕнле пуплеç¬ çĕ? Ачасене чăн чăваш ялĕнче [Чăваш Тимеш] чăвашла вĕрентме йывăр мар-и? — Пурнăçăн çĕнĕ юхăмĕ ялсене те килсе çапрĕ. Халь ĕнтĕ эпир, чăваш çыннисем, майĕпен вырăсланса пыратпăр. Вырăс чĕлхи витĕмĕ ку. Чăваш ачи калаçма тытăнсанах «анне» тет. Хăй юратакан çынна яланах: «Эпĕ сана юрататăп», — тет. Урăхла туйăм çук унăн. Вырăсла шухăшласан та пирĕнте чăваш юнĕ чупать. Эпир урăхла йышăнма пултараймастпăр. Сăмахран, пирĕн ывăлсем атте-анне теççĕ. Маларах кукаçи-кукамай, асаттеасанне тенĕ. Пĕрре пирĕн пата почтальонка килнĕ. Аслă ывăл килте пулнă. Вăл ун чухне пуçламăш классенче вĕреннĕ. «Мама килте пур-и?» — тесе ыйтнă почтальонка. «Пирĕн килте ун пек çын çук», — тенĕ Рома. «Кам пур вара килте?» — тесе ыйтнă хайхи. Ывăлăм: «Анне, атте, асанне, асатте пур», — тенĕ. Халĕ чăвашла вĕрентме çăмăлах мар, çапах та пуç усмастпăр, тĕрлĕ мел шыратпăр. Манăн сĕтел çинче яланах — Геннадий Волковăн «Кил илемĕ» кĕнеки. Вăл мана тĕрĕс çулпа илсе пырать. Вырăсланма тăрăшакан ачасене çав кĕнекери пурнăç хайлавĕсене вуласа паратăп. Ăнланманнине вырăсла куçаратăп. Садикра воспитательсем «утренниксене» чăвашла ирттерме тăрăшаççĕ. Вĕсем чăваш наци тумĕсене те çĕлетнĕ. Тĕрлĕрен конкурса хутшăнаççĕ. «Ачасем, эпир хулана кайсан чăваш пулни пурпĕрех палăрать. Хитре тумлансан та, чипер сăрлансан та, вырăсла калаçсан та пурпĕрех чăваш иккенне пĕлеççĕ. Эпĕ чăваш пулнăшăн вăтанмастăп. Атте-анне чĕлхинчен пуянни çук», — тетĕп. Чăвашсем пултаруллă, маттур пулнине, Андриян Николаев çăлтăрсем патне вĕçнине аса илтеретĕп. Çемье витĕмĕ ачасене питĕ улăштарать. Килĕсенче вырăсла калаçаççĕ те ачисене чăваш чĕлхинчен сивĕтеççĕ.
— Эсир тăван чĕлхепе çыхăннă кружок та ертсе пыратăр-и?
— «Çамрăк çыравçă» кружок йĕркелерĕм. Унта сăвă çырма, ăна хитре калама вĕренетпĕр. Тĕрлĕ конкурса çÿретпĕр. Пултарулăх ĕçне явăçтарсан ачасем питĕ аталанаççĕ. Хăй вăхăтĕнче Герман Лебедев ячĕллĕ лицейра иртекен «Букварьтен пуçласа чăваш литератури таранччен» конкурса кашни çул хутшăнаттăмăр. Яланах малти вырăнсене йышăнаттăмăр. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
«Вăрçа пирĕн çĕнтерÿпе вĕçлес килет»
Ятарлă çар операцийĕнче РФ Оборона министерствин тĕллевĕсене пурнăçлама хутшăнакан Игорь Уткин (хушма ячĕ «Утя») «Хыпар» Издательство çуртĕнче хăнара пулчĕ, чей ĕçнĕ хушăра хăйĕн пирки каласа кăтартрĕ.
СВОна 2024 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче тухса кайнă. Хĕç-пăшалпа усă курма, çапăçма ăна уйрăм çыннăн «Вагнер» çар компанийĕнче вĕрентнĕ. — Ун чухне çапăçăва кĕме нумайăшне пĕр эрне çеç хатĕрлетчĕç, — терĕ Вăрнарта çуралнă, Çĕнĕ Шупашкарта çитĕннĕ Игорь. — Хирехирĕç тăракан вăйсен линине мана темшĕн эрне иртсенех илсе каймарĕç — сăлтавне паян та пĕлместĕп. Тен, водитель кирлĕ пулнă. Çапăçусен зонине темиçе уйăх иртсен кăна кĕтĕм. Эпĕ 2000-2002 çулсенче Çурçĕр Кавказри террористсене хирĕçле йĕркеленĕ операцире боесаппас турттаракан водитель пулнăччĕ. Уткина Раççей çарне 25 çул каялла оборона министрĕн хушăвĕпе илнĕ, СВОна вара хăйĕн ирĕкĕпе кайнă. Мĕншĕн? — Тен, 18 çул тултарнă аслă ывăл вăрçа лекесрен шиклентĕм. Ăна çара иличчен вăрçа пирĕн çĕнтерÿпе вĕçлес килет. Çапăçăва иккĕмĕш ывăла та кĕртес килмест, — хуравларĕ отпуска таврăннă боец. Ăна водитель пулма шаннă, вăл малти линири боецсем патне машинăпа апат-çимĕç, тумтир, боесаппас çулталăк ытла турттарать. «Тăшман дронĕсем Раççей хĕç-пăшалне пĕтерессишĕн тÿпере кунĕн-çĕрĕн хураллаççĕ», — терĕ. 2024 çулхи çĕртме уйăхĕнче пĕрин куçĕ тĕлне И.Уткин машини те лекнĕ. Çав кун вăл аманнă 5 салтака тылра машинăпа больницăна леçме çула тухнă. — Дрон хăваласа çитсе манăн «Урала» çамкинчен тăрăнтарчĕ, снаряд ванчăкĕсем пирвай мана пырса çапрĕç, кузоври юлташсене те лекрĕç. Çумра ларса пыракан командир дрон çумне çирĕплетнĕ хатĕр çурăлса кайиччен кабинăран сиксе юлчĕ. Эпĕ темиçе минутлăха тăна çухатнă. Çапах кабинăра ларса пынине ăнланатăп, алă руле туять, çавăнпа машина хăвăртлăхне пĕчĕклетрĕм. Ÿт тăрăх юн юхнине сисетĕп. Пире часах иккĕмĕш дрон атакăлассине пĕлетĕп, çавăнпа кабинăран тухса ÿксе юлтăм, машина майĕпен малалла кайрĕ. Ăна юлташсем хăваласа çитсе чарса тăратнине кайран пĕлтĕм. «Пăх-ха водителе? Ăçтан аманнă вăл?» — тенине илтрĕм. Ман куç умĕнче — тĕтре, курмастăп. «Машинăран пурте аннă-и?» — тесе кăшкăртăм «кайăк» вĕçсе анасса кĕтнĕ май. «Аннă!» — хуравларĕ пĕри. Мана ыратнине ирттерекен укол турĕç. Ун хыççăн тăна çухатнă, мана юлташсем хамăн «Уралпах» медпункта илсе çитернĕ. Ванчăксем аманнисене бронежилет хуплайманран ураран, алăран, пуçран, аякран, ытти тĕлтен иккĕмĕш хут амантнине каярахпа пĕлтерчĕç. Тахăш самантра эпĕ тăна çухатнă. Сывлайман-ши — врачсем икĕ ÿпкене те шăтарса аппаратпа сывлаттарма тытăннă. Вĕсем çийĕнчех пулăшнăран сирĕнпе те калаçса ларатăп. Вилĕмрен çăлса хăварнăшăн тухтăрсене халĕ те тав тăватăп. Вĕсем ман кĕлеткерен ванчăксене кăларса илме тĕллев лартман, мĕншĕн тесен организма темиçе сехете тăсăлакан операцисемпе вăйсăрлатма юраман, — каласа пачĕ Игорь. Ăна госпитальте 21 кун сипленĕ, кайран сывлăхне санаторире çирĕплетнĕ, пĕр уйăх канма килне янă. Республикăн çапăçусен ветеранĕсен клиника госпиталĕнче сиплев курсне тухнă хыççăн службăна тăсма чаçне таврăннă. — Пĕррехинче эпир икĕ «Булат» бронемашинăпа каç пуличчен Çĕнĕ Тарасовкăна кайрăмăр, — иккĕмĕш хут мĕнле аманнине аса илчĕ Игорь. — Акă кабинăри детектор нăйкăшма тытăнчĕ. Пирĕн уй урлă каçмаллаччĕ. «Тÿпене сăнаса пырăр», — терĕм çумра ларса пыракансене. «Дрон çывхарать — камикадзе!» — кăшкăрчĕç вĕсем. Педаль çине пусса хăвăрт пыракан машинăна темиçе çеккунтран чартăм та — кабинăсенчен вирхĕнсе айккине сикрĕмĕр. Камикадзе пуля пек анса бронетранспортера тăрăнтарчĕ — вут-çулăм хыпса илчĕ. Бомба е снаряд ванчăкĕ мана ураран пырса çапрĕ, çапла майпа иккĕмĕш хут амантăм. Пĕрремĕшĕпе танлаштарсан чылай çăмăлрах суранччĕ. Пĕр ванчăкĕ прапорщик сăмсине çурса кайрĕ — юн юхать. Суранне хытă пусса юна чармаллине пĕлетĕп-ха, анчах çумра марля та, жгут та çук. Мĕн тумалла? «Сăмсуна çĕлĕкпе пусса пыр», — терĕм те иккĕмĕш транспортера лартса малалла кайрăмăр. Хам урана кĕрсе ларнă вĕтĕ ванчăк çинчен мансах кайнă, медчаçрен тухсан атта хыврăм, кабинăран хĕскĕч кăлартăм та юн юхтаракан суранран ванчăка туртса кăлартăм, марльăпа хытă çыхса атта тăхăнтăм. Иккĕмĕш хут аманнăшăн мана 100 пин тенкĕ паратчĕç, малтан медчаçе, хыççăн выртса сипленме больницăна каймарăм, уксахлакаларăм пулин те кулленхи задание пурнăçларăм. Суран хăех ÿт илчĕ. Мĕншĕн уксахланине пурте пĕлнĕ паллах. Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Игорь Уткин службăна малалла тăсма отпускран хăйĕн чаçне таврăннă. Шупашкар округĕнчи Шăнкасри волонтерсен ушкăнĕ (ертÿçи Виктор Петров) унран гуманитари пулăшăвĕ парса янă. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Тĕрлĕ хускану кăмăла лайăхлатать»
Чăваш хĕрарăмĕ темĕн тума та пултарать. Унăн вăй-хăватĕнчен, пуçарулăхĕпе тавçăрулăхĕнчен, ĕçченлĕхĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Шупашкар округĕнчи Тренккассинче пурăнакан Людмила Добролюбова шăпах çавăн пек хастарсен йышĕнчен. Людмила Евгеньевна 50-70 çулсенчи хĕрарăмсем валли йога занятийĕсем ирттерет.
Пĕр ирхине питĕ телейлĕ вăраннă
Тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмăн кичемлĕх валли вăхăт пачах та çук. Людмила Евгеньевна тухăç гимнастикипе интересленет. «Тухăç гимнастики – питĕ витĕмлĕ япала. Вăл сывлăха лайăхлатмашкăн пулăшать. Халĕ çамрăксене те, аслă ăрурисене те час-часах кахаллăх пусать. Вĕсен ытлашши утăм та, хускану та тăвас килмест. Тутлă апат çиес, телевизор курас, интернетра ларас килет. Мĕн те пулин ыратма пуçласан тÿрех больницăна тухтăрсем патне чупатпăр. Больницăна кайни, паллах, лайăх. 2020 çулта ковидпа чирлесе ирттертĕм. Сывлăх хавшама пуçларĕ. Сылтăм енчи ура, алă, пуç ыратма тытăнчĕç. Эпĕ те больницăна çÿрерĕм, сывлăх кăшт лайăхланчĕ паллах. Анчах вăхăтлăха кăна. Больницăран тухсан пĕр 3 уйăхран манăн йăлтах çĕнĕрен ыратма пуçларĕ. «Капла ялан эмел ĕçсе епле пурăнмалла-ха?» — текен шухăш пуçра явăнчĕ. Пурнăçра мĕн те пулин улăштармаллине ăнлантăм. Малтанах хам тĕллĕн хусканусем тума пуçларăм. Интернет уçлăхĕнче Мускаври 70 урлă каçнă Татьяна Маринăна асăрхарăм. Вăл йога терапийĕпе çынсене сывалма пулăшать. Çав тери интереслĕ, хăйне евĕрлĕ хĕрарăм. Эпĕ килте вăл кăтартакан хусканусене тума пуçларăм. Вăл сĕннипе тÿрех апатлану культурине улăштартăм. Халĕ сахăр пачах çиместĕп. Апата тăвар сахалрах яма тăрăшатăп. Çăкăркукăль таврашне те сĕтел çине лартмастăп. Какай пачах çиместĕп. Мана унăн шăрши лĕклентерет. Маларах чăх какайне хутранситрен çиеттĕмччĕ. Шăллăмсене яшкана какайсăр пĕçерни çинчен калаттăмччĕ. Мана кура вĕсем те какайран сивĕнме пуçларĕç», — çапла пуçларĕ калаçăва Людмила Евгеньевна хăйĕн пирки каласа пама ыйтсассăн. Людмила Добролюбова Татьяна Марина сĕнекен хусканусене çулталăк çурă пĕр чарăнмасăр ирĕн-каçăн икшер сехет тунă. Пĕр ирхине вара вăл çав тери телейлĕн вăранса кайнă. «Манăн нихăçан та нимĕн те ыратман тейĕн! Ура пач та сурмасть. Маларах çĕрĕпе çывăраймастăмччĕ. Питĕ тĕлĕнтĕм, çав вăхăтрах хавхаланса кайрăм. Çак кунран пуçласа хусканусем тума яланах вăхăт уйăратăп тесе тĕллев лартрăм. Кăштахран пуçа акă мĕнле шухăш килчĕ: «Эпĕ ятарлă хусканусем туса ыратнине ирттертĕм тĕк ыттисене те пулăшма пултаратăп. Ыратнипе ман пек макăрса выртакан нумай вĕт». Ялти лавкка патне пĕлтерÿ çырса çапма шухăшларăм. Палăртнине пурнăçа кĕртсен ман пата 3 хĕрарăм шăнкăравларĕ. «Пирĕн те сирĕнпе пĕрле хусканусем тăвас килет», — терĕç вĕсем. Урăх шăнкăрав пулмарĕ. Çынсем ун пек япаласене ĕненмеççĕ вĕт-ха. Тепĕр 3 уйăхран пирĕн йыша 70 çулти хĕрарăм хушăнчĕ. Çапла эпир 4-5-ĕн çулталăка яхăн ятарлă хусканусем турăмăр. Пĕрле ĕçлеме пуçланăранпа кĕçех 3 çул çитет. Халĕ пирĕн ушкăн самай пысăкланнă, пĕтĕмпе 30-ăн», — пĕлтерчĕ Людмила Евгеньевна. 48 сехетлĕхе çеç Йогăна Тренккассисем кăна мар, Шĕнерпуç хĕрарăмĕсем те çÿреççĕ иккен. Унта 10-12 хĕрарăм пухăнать. Тренккассинче 20 çын харпăр сывлăхне çирĕплетессишĕн çунать. Вĕсем, пĕр шухăшлăскерсем, Тренккассинчи клубра пуçтарăнаççĕ. «Пире ун чухне Тренккасси территори уйрăмĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Вячеслав Столяров та хавхалантарчĕ, культура çуртĕнче пухăнма ирĕк пачĕ. Паянхи кунчченех унта пуçтарăнатпăр. Хĕрарăмсем питĕ кăмăллă. Йогăна çÿрекен пĕр хĕрарăм картлашкапа аран-аран утса хăпаратчĕ. Вăл халĕ сиксе çÿрет. Хăвăр курса калаçсассăн тĕлĕнетĕр. Ыттисем те хавхалануллă, çĕкленÿллĕ кăмăллă. Вĕсен те ыратни иртнĕ. Чирсенчен нумайăшĕ ытларах тăварлă çинипе пулать. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Чăрăшкасси çăкăрĕ питĕ тутлă
Шупашкар округĕнчи Чăрăшкассинче вырнаçнă «Колосок» обществăра вăй хуракансем халăха тутлă та пахалăхлă çимĕçсемпе тивĕçтерес тесе тăрăшаççĕ. «Кашни çулах мĕн те пулин çĕнни пĕçерме пуçлатпăр эпир. Яланах кăсăклине, тутлине шухăшласа кăларса янтăлас килет», — палăртаççĕ вĕсем.
Лавкка уçнăшăн савăнаççĕ
«Колосок» тулли мар яваплă обществăн директорĕ, Чăваш Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем яланах халăх шухăшне тĕпе хураççĕ. Çынсем ыйтнăран çĕнĕ çимĕçсем те кăлараççĕ, ассортимента пуянлатсах пыраççĕ. 2004 çулта йĕркеленнĕ пĕрлешÿ халăха тутлă та техĕмлĕ çăкăр-булка тата кондитер изделийĕсемпе тивĕçтерет. Туянакансем ыйтнипех ĕнтĕ «Колосок» ертÿлĕхĕ икĕ çул каялла çурма фабрикатсем хатĕрлеме пуçланă. Пушă тăракан пÿлĕме юсаса хăтлăх кĕртнĕ, цех уçса ятарлă оборудовани туяннă, специалистсене унпа ĕçлеме хăнăхтарнă. Хальхи вăхăтра общество 38 тĕрлĕ çурма фабрикат хатĕрлет, вĕсене шăнтса лавккасене ăсатать: 6 тĕрлĕ пельмень /çав шутра тĕрлĕ тĕслисем те пур/, 4 тĕрлĕ катлет, тефтель, фрикаделька, биточка, бифштекс, люля-кебаб, манты, хинкали, 6 тĕрлĕ хуран кукли /тăпăрчăпа, симĕс суханпа, çăмартапа, çĕр улмипе, хурлăханпа, хура çырлапа/, сырник, ăшне хунă икерчĕ /аш, тăпăрчă, çăратнă сĕтпе мăйăр/, купат, шашлăк… Морозильник вырнаçтарнă машина эрнере икĕ хутчен — ытларикун тата эрнекун — çула тухать. Заявкăсене маларах йышăнаççĕ. Шăнтса хунă çурма фабрикатсене лавккасем çеç мар, уйрăм çынсем те саккас пама пултараççĕ, 3 пин тенкĕлĕх продукци туянакансене килнех çитерсе параççĕ. Тин пиçсе тухнă çăкăр-булкăна, калама çук тутлă кондитер изделийĕсене, шăнтнă çурма фабрикатсене вырăнта пурăнакансем куллен туянма пултарччăр тесе тата халăх ыйтнăран «Колосок» общество Чăрăшкассинче «Деревенский дворик» киоск-лавкка уçнă. 3-мĕш çул ĕнтĕ вăл çынсене паха çимĕçсемпе тивĕçтерет. Ялта пурăнакансем çеç мар, Шупашкартан тăван тăрăхне каякансем те çула май çак лавккана кĕрсе тухаççĕ, тутлă та пахалăхлă продукци туянаççĕ. «Ку лавккара сутăнакан таварсен 90% — хамăр туса кăларни», — пĕлтерчĕ предприятин тĕп технологĕ, ЧР промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Гаврилова. «Деревенский дворик» киоск-лавкка ирхи 7 сехетрен пуçласа 19 сехетчен ĕçлет. Унта икерчĕ, сочни, хуплу, кукăль е урăх çимĕç туянса чей ĕçме те майсем пур. «Хамăр ялта çакăн пек лавкка уçнăшăн питĕ савăнатпăр. Кунта тăтăшах килетпĕр, çăкăр, катлет, ытти çимĕç туянатпăр. Чăрăшкасси çăкăрĕ питĕ тутлă та техĕмлĕ. Хăнана кайнă чухне те кучченеç илес тесе çак лавккана кĕретпĕр, мĕншĕн тесен пĕлетпĕр: кунта тутлă та пахалăхлă продукци сутаççĕ», — хавхаланса пĕлтерчĕ киоск-лавккана çăкăр туянма килнĕ Маргарита Владимирова. Çитес çул тата тепĕр лавкка уçас, унпа юнашар склад хăпартас ĕмĕтсем пуррине пытармарĕ Владимир Иванов. <...>
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Хаклă аса илÿсен экспозицийĕ
Çак кунсенче СССР халăх артистки Вера Кузьмина çуралнă ялти — Тăвай округĕнчи Енĕш Нăрвашри — культура керменĕнче ăна халалланă музей экспозицийĕ уçăлчĕ. Фойере — унăн юбилей каçĕсене, бенефисĕсене, вăл вылянă спектакльсенчи рольсене халалланă афишăсем, театр костюмĕсене тăхăнтартнă манекенсем, артистка усă курнă япаласене вырнаçтарнă витринăсем, çавăн пекех илемлĕ подиум.
Кунта малашне Тăвай енĕн манăçми, пултаруллă артистки ячĕпе тĕрлĕрен конкурс-фестиваль йĕркелесе ирттерĕç. Фойерен сылтăмалла тата темиçе алăк уçăлать, унăн театр пурнăçне аса илтерекен спектакльсенчи мизансцена пайĕсем, «Мехел çитсен» ятлă хăнасене йышăнмалли пÿлĕм. Калăн, Вера Кузьминична пурăннă пÿлĕм пире ăшшăн ыталаса илет… Стенасем çинче — артисткăна юбилейсенче художниксем парнеленĕ хÿхĕм картинăсем, кавир, унăн пурнăçĕпе пултарулăхне çутатакан сăн ÿкерчĕксемпе спектакль программисем, наградисем, икĕ айккипе — вăл пурăннă пÿлĕмри сервантпа шифоньер, сĕтел, кресло, тумба тата ытти те. Вĕсене Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайпа Вера Кузьминан ывăлĕ Атнер Петрович çак экспозици валли парнеленĕ. Халĕ ятарласа парнелĕх хучĕ çырса алă пусрĕ. Кантăксем çинче вара — Вера Кузьминична ĕмĕрĕпе тăрăшса вăй хунă Чăваш патшалăх академи драма театрĕ парнеленĕ хĕрлĕ бархат чаршав, манекенсем те, спектакльти рольсене выляма çĕлетнĕ тумсем. Çакă пĕтĕмпех чăваш халăхĕн пултаруллă артисткин ятне вилĕмсĕрлетет… Эпĕ экспозицие йĕркелекенсенчен пĕринпе — Енĕш Нăрвашри халăх театрĕн режиссерĕпе Зоя Васильевăпа тĕл пулса калаçрăм, ку проектпа хăçан тата епле ĕçлеме тытăнни çинчен каласа пама ыйтрăм. «Ку экспозицие пирĕн район /халĕ — округ/ администрацийĕ Вера Кузьминична çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕлех хатĕрлеме палăртнăччĕ. Эпир пĕчĕккĕн материалсем пухма тытăнтăмăр. Пирĕн культура çуртĕнче Вера Кузьминичнăн чи çывăх тăванĕ Екатерина Кузнецова ĕçлетчĕ. Вăл малтанах Атнер Петровичпа çыхăну тытрĕ, унтан театр патне çул тупрăмăр. Округ администрацийĕн культура пайĕ транспорт пачĕ те эпир Шупашкара хутлама пуçларăмăр — çапла вара Вера Кузьминична пурăннă хваттертен унăн сĕтел-пуканне /кресло, трюмо, шифоньер, сервант, тумба, тенкелсем тата ытти те/, телевизорне те тиесе килтĕмĕр. Картинисене реставраци турăмăр. Подиум патне çĕнĕ чаршав çакатпăр. Эпир пуçаруллă бюджет йĕркипе экспозици йĕркелеме пуçларăмăр. Округ администрацийĕ, культура пайĕн пуçлăхĕ Оксана Кириллова пире оборудовани туянма пулăшрĕ /кантăксем, витринăсем, баннерсем т.ыт. те/. Пирĕн «Тĕнчере çĕр тĕрлĕ кĕнчеле» халăх театрĕ ĕçлет. Эпĕ, режиссер пулнă май, пьесăсене хам çыратăп. Спектакльсемпе районти ялсем тăрăх тухса çÿретĕп. Пирĕн пата шкулти драма кружокĕсем репетицие çÿреме те пуçларĕç ĕнтĕ. Районти театр фестивальне те ирттерчĕç. Малашне кунта тĕрлĕ конкурс, фестиваль нумай пулĕ-ха», — каласа кăтартрĕ Зоя Васильева. Атнер Петровичпа уйрăм калаçу йĕркелерĕмĕр — экспозицирен пуçласа паянхи театр, литература ыйтăвĕсене сÿтсе яврăмăр. «Аçăрпа — Петĕр Хусанкайпа — тата аннĕрпе — Вера Кузьминапа — пĕрле пурăннă чи хаклă та асра юлнă самантсем пирки каласа парсамăр», — кăсăклантăм чи малтан. «Ун пек самант питĕ нумай, вĕсем пирки каласа парас тесен уйрăм роман çырмалла. Эпĕ çапах та çапла шухăшлатăп: вĕсем манпа пĕрлех юлччăр, ыттисен умĕнче чунри хаклă самантсене уçса парасах килмест», — терĕ Атнер Хусанкай. Вăл çак экспозици валли питĕ нумай япала парнеленĕ. Килĕнче мĕн те пулин юлнă-ши? «Тĕрлĕ вăхăтри питĕ нумай сăн ÿкерчĕк пур — пĕр чăматан пулать. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри пичетленнĕ, теприсем хăйсен вăхăтне кĕтеççĕ-ха. Кирлĕ пулсан вĕсемпе усă курма пулать, унсăр пуçне тата аннен ал çырăвĕсем пур: хăй аса илнисем, Мускавра ГИТИСра вĕреннĕ, театрта ĕçленĕ вăхăтсем, юлташĕсемпе ĕçтешĕсем çинчен çырнă аса илÿсем… Виктор Родионов, Геннадий Терентьев тата сцена çинче пĕрле вылянă ытти артист пирки аса илсе çырнисем. Вĕсем пайăн-пайăн пичетленсе тухнă журналсенче, «Театр — манăн пурнăçăм» кĕнекере те кун çути курнă, анчах туллин мар. Тен, хăçан та пулин тепĕр кĕнеке пичетлеме май пулĕ», — пĕлтерчĕ Атнер Петрович. <...>
Людмила САЧКОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать