Депутатсем çиекен тукмаксем, «Коммуналлă технологисен» хапсăнчăклăхĕ çинчен
Республика парламенчĕн кĕçнерни кунхи сессийĕ Юрий Попов спикерăн кĕтмен пĕлтерĕвĕнчен пуçланчĕ: Анатолий Князев «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» Патшалăх Канашĕнчи фракцийĕн ертÿçин ĕçĕнчен кайнă иккен, çак тивĕçе вăхăтлăх пурнăçлама Сергей Михеев депутата шаннă. «Мĕншĕн?» - пăшăлтатса ыйтрĕç журналистсем пĕр-пĕринчен. Анчах хуравĕ пулмарĕ.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтăвах нумай калаçтарчĕ - çитес çул валли пенсионерăн пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçине çирĕплетесси çинчен калакан саккун проектне сехет ытла сÿтсе яврĕç. Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх - асăннă виçе 5771 тенкĕпе танлашĕ. 358 тенкĕ /6,6%/ хушăнать. Çапла вара 26 пин пенсионер вăтамран 1,2 пин тенкĕ ытларах хушма укçа илĕ.
Пуçланчĕ вара! Парламентри йышĕпе пĕчĕк фракцисен представителĕсем пĕри те тепри хайхи чи пĕчĕк виçе чăннипех «ытла та пĕчĕккине» палăртрĕç. Виктор Ильин депутат шухăшĕпе - çак виçене паянхи пулăмсене тĕпе хурса шутламан. Бензин, энергоресурссем, ăшă энергийĕ хакланни пĕрре, анчах «минимума» палăртнă чух инфляци виçине те шута илмен. Игорь Моляков вара апат-çимĕç хакланни çине пусăм турĕ: «Чăх тукмакĕ 80 тенкĕ тăратчĕ, халь вара - 135. Пенсионерсем ытларах шăпах çак аша туянаççĕ...»
Ăна парламент комитечĕн ертÿçи Петр Краснов хуравларĕ: «Игорь Юрьевич, эсир мĕнле тукмак çинине пĕлместĕп - «Буш урисене» туянатăр пуль. Эпĕ вара «Чăваш бройлерĕн» ашне çиетĕп».
Çук, оппозици пур пĕр парăнмарĕ. Дмитрий Евсеев коммунист шухăшĕпе - «хаксем ÿсеççĕ, тен, депутатсен буфетĕнче пысăкланмаççĕ пуль...» Вăл РФ банкĕ кăçалхи инфляци виçине малтан кĕтнинчен чылай пысăкрах палăртнине те асăнчĕ - 8,3%. Çавăнпа та пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене пысăклатмаллах, çакăнтан хăрама кирлĕ мар: пысăкрах пулсан федераци укçи ытларах килĕ.
Владимир Мидуков депутат-аксакал проекта хÿтĕлерĕ: «Манăн та пысăклатас килет, анчах пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене палăртма пĕтĕм Раççей усă куракан методика пур-çке - ăна тĕпе хумалла». Игорь Кушев депутат вара тата малалла кайрĕ - патша вăхăтĕнче ватăсене пенси вуçех те тÿлеменнине аса илтерчĕ, вĕсене ачисем пăхнă-мĕн. Çийĕнчен хăйĕн ашшĕ-амăшĕ хĕл каçмалăх çимĕçсене кĕркуннех çителĕклĕ хатĕрлесе хунине пĕлтерчĕ: «Пĕр тонна пан улми, çĕр улми... Хĕлле нимĕн те туянма тивмĕ». Ку сăмахсем оппозицишĕн кăвайт çине краççын сапнăнах пулчĕç: «Ăнланаймарăм - патша вăхăтне каялла тавăрасшăн, ура айĕнче мĕн çитĕннипе тăранса пурăнасшăн-им? Эмелсем мĕнле хаклă, тÿлевсĕр памаççĕ - ватăсен пĕтĕмпех хăйсен укçипе туянма тивет».
Валерий Филимонов депутат пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ эмелсен хакĕсене патшалăх тĕрĕслесе тăни пирки каларĕ те - çакă калаçу çивĕчлĕхне тинех кăшт чакарчĕ. Çийĕнчен Алла Самойлова та пирĕн «минимум» Атăлçи округĕнче чи пĕчĕкки пулманнине çирĕплетрĕ: Пензăра, Оренбургра, Саратовра, Мордовире пирĕннинчен те пĕчĕкрех-мĕн, эпир - Тутарстанпа Мари Эл шайĕнче.
Апла пулин те хăш-пĕр депутат хутшăнăвĕсен çивĕчлĕхĕ çав-çавах куç кĕрет палăрчĕ:
- Ĕлĕк парти ĕçченĕсем пĕтĕм ыйтăва пĕлетчĕç, çавăнпа ыттисене пур енĕпе те вĕрентетчĕç, - коммунист-депутата тĕртсе илчĕ Петр Краснов.
- Хăвăра пăхса калатăр пуль... - çухалса каймарĕ Дмитрий Евсеев.
- Эпĕ тем те курнă - сирĕн, текех çамрăках мар, çÿçĕ кăвакарма пуçланă çыннăн, ун чухлĕ курмалла ан пултăр. Анчах эсир калакан ятарлă паексем КПССпа пĕрлех пĕтнĕ, - вырăна лартрĕ ăна Петр Степанович.
Тепĕр тесен парламентри çакнашкал тавлашусем чылай чухне сывлăша кисретнĕ пек кăна - вăл е ку ыйтăва сасăлава кăларсанах пĕтĕмпех уçăмланать. Халĕ те çаплах пулчĕ: 37 депутат саккун проектне ырларĕ, 5-шĕ кăна хирĕç пулчĕ. Çакăн евĕр шайлашу ытти ыйтăва тишкернĕ чухне те палăрчĕ - «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракцин пысăк йышне хирĕç мĕнех тăвайăн? Çапах ку Патшалăх Канашĕнче пĕчĕккисен ыйтăвĕсене курмăш-илтмĕш тунине пĕлтермест. Сессие хутшăнакан министрсем вĕсен ыйтăвĕсене «Игорь Юрьевич, эпĕ сире питĕ хисеплетĕп» йышши комплиментсем каласах хуравлаççĕ - кăмăлсăрланма сăлтав çук.
Сăмахран, вице-премьер - строительство министрĕ Олег Марков республика территорийĕнче çурт-йĕр строительствине пулăшма кирлĕ саккун проектне хÿтĕлесе сăмах илчĕ. Çĕнĕлĕх Раççей Пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн çĕрĕсем çинче экономкласс йышши çуртсем çĕклеме май парĕ. Тăваткал метр хакĕ 30 пин тенкĕрен ытла пулмалла мар. Фонд инфратытăма ĕçе кĕртме пулăшни çурт-йĕр хакне пĕчĕклетме пулăшĕ.
Проекта ырларĕç, çапах меллĕ самантпа усă курса Игорь Моляков «Коммуналлă технологисем» ОООпа çыхăннă ыйтăва çĕклерĕ. КТ Мускавра Арбитраж судĕнче çĕнтернĕ, халĕ «вĕри шывăн кубла метрĕшĕн çынсен унчченхи пек 91 мар, 150 тенкĕ тÿлемелле пулать» иккен.
- Судăн çав йышăнăвĕ пирки пĕлетпĕр - ку пире пăшăрхантарать, - пытармарĕ Олег Иванович. - КТ управляющи компанисен ячĕпе тăратнă тавăçсен шучĕ 30 патнеллех. УФАС ку енĕпе йĕркеллĕ йышăну тунăччĕ, Арбитраж сучĕн йышăнăвĕ те йĕркеллĕччĕ. «Çÿлте» тунă хальхи йышăну вара - эпир кĕтменскер. Çавăнпа та аппелляци пулĕ.
ЧР Общество палати çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси те тавлаштарчĕ. Юстици министрĕ Надежда Прокопьева сăмах палата аппаратне туса хурасси çинчен пынине палăртрĕ. «Мĕн чухлĕ укçа кирлĕ пулать?» - тÿрех ыйту çуралчĕ хăш-пĕр депутатăн. «15-мĕш çул валли - 2 млн тенкĕ ытларах. Çак укçана ĕç тăвакан влаç органĕсем валли уйăрнин шучĕпе саплаштарма пăхнă. Юстици министерствин укçипе», - пулчĕ хурав. Андрей Кулагин депутат кунта та «япăххине» тупрĕ. Унăн шухăшĕпе - Общество палати пăхса тухакан ыйтусене Патшалăх Канашĕ хăйĕн çине илме пултарать. Пĕр сăмахпа, Палатăна тÿлевлĕ ĕçлекен аппарат кирлĕ мар. Анчах депутатсен тĕп йышĕ ку сĕнĕве йышăнмарĕ, саккун проекчĕшĕн сасăларĕ.
Кăнтăрлахи тăхтав хыççăн кун йĕркинчи ыйтусен тишкерĕвĕ кал-кал кайрĕ тени вырăнлă-тăр. Депутатсем темиçе саккун проектне улшăнусем кĕртессишĕн сасăларĕç. Çав шутра - административлă правăна пăсни, экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтересси, ПК депутачĕн статусĕ, физкультурăпа спорт çинчен калакан тата ытти саккун. Проектсене Правительство сĕннĕ те - кашнинех Министрсен Кабинетĕнче тишкернĕ май унăн ларăвĕсене «Хыпар» туллин çутатнине кура улшăнусемпе тепĕр хут тĕплĕн паллаштарни кирлĕ мар-тăр. Çапах пĕр самант çинче чарăнса тăни вырăнлă.
Парламентарисем РФ Правительствин Председательне Дмитрий Медведева тата Патшалăх Думин Председательне Сергей Нарышкина чĕнсе каланине йышăнчĕç. Сăмах ял хуçалăхĕнче тавар туса кăларакансем илнĕ кредитсен проценчĕсене саплаштармалли субсидисене памалли механизма улăштарасси пирки пырать. Депутатсем тивĕçлĕ саккуна улăштарма сĕнеççĕ. Унпа килĕшÿллĕн хуçалăхсем банка кредитпа çыхăннă тĕп парăма тата процентсен Раççей бюджетĕнчен саплаштарман пайне кăна тÿлĕç. Çакă хресчен çине лекекен финанс тиевне чакарма май парĕ. Хальлĕхе вара Чăваш Енре те, Раççейĕн ытти субъектĕнче те хуçалăхсен кредитсемпе çыхăннă парăмсем капланнă. Процентсен бюджетран тавăрса памалли пайĕ 6-8 уйăх кая юлса килет, кредита вара çакна пăхмасăр туллин тавăрса памалла. Çавна май АПК предприятийĕсем йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Чăваш Ен депутачĕсем чĕнсе каланине «çÿлте» илтсен çак йывăрлăх сирĕлессе шанма пулать.
Николай КОНОВАЛОВ
Комментировать