Сукмак йышпа такăрланать

25 Окт, 2014

Канаш районĕнчи ăратлă кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен «Канашский» заводра тĕрлĕ ялтан ĕçлеме çÿреççĕ. Малтан çемьерен пĕри килсе вырнаçать. Вăл киле савăк кăмăлпа таврăннине, шалу вăхăтра тата аван илнине кура тепри те кунта çул тытать. Кану кунĕсенче ачисем ашшĕ-амăшне пулăшма çÿреççĕ. Аслăрах классенче вĕренекенсем çуллахи каникулта вĕсене отпуск вăхăтĕнче улăштараççĕ. Хăшĕсем - шкул хыççăнах, теприсем ятарлă вăтам е аслă пĕлÿ илсе тăван завода килеççĕ. Çапла йĕркеленеççĕ çемье династийĕсем. Ку юхăм унччен вăйлăрах палăрнă. Шел те, халĕ аплах мар.

- Унашкал çемье те-миçе те, - терĕ предприятин ген-директорĕ Николай Ильбеев. - Сире чи тăрă-шуллисенчен пĕринпе паллаштарам-ха.

Вырăскас Пикших ялĕнче çу­­ралса ÿснĕ Надежда Андреева амăшне чăх-чĕп пăхма пĕчĕклех пулăшнă. Зоя Петровна кунта хĕрĕх çул ытла тăрăшать. Вăл - апат хатĕрлекен цех заведующийĕ. Ашшĕ Юрий Петрович - водитель. Вăл та заводра кун каçать. Надежда шкул хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ. Бригадир-зоотехникăн ĕç стажĕ 16 çул ытла.

Андреевсем 5 ача çитĕнтернĕ. Пурте хăйсен пурнăçне ялпа çыхăнтарнă. Икĕ ывăлĕ ашшĕ пекех водитель, Евгений амăшĕ патĕнче тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Чи кĕçĕнни Татьяна Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче технолог специальноçне илнĕ.

Надежда Юрьевна производ-ствăра тăрăшнă хушăрах куçăн мар майпа иккĕмĕш аслă пĕлÿ илнĕ, экономист та вăл. Çавăнпа пред-приятин экономика-финанс кăтар-тăвĕсене аван пĕлет.

- Николай Викторовича гене­раль­нăй директора лартнă хыççăн пирĕн завод аталану çулĕ çине тăчĕ, - терĕ бригадир-зоотехник. - Вăл тĕп инженер тивĕçне пурнăçланă чухнех хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтнипе, пуçаруллă та яваплăха туйса тăнипе палăратчĕ.

«Канашский» завод кăçалхи 9 уйăхра пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен çăмарта 4,3% ытларах туса илнĕ, чĕп 2,6% нумайрах кăларнă, уйрăмах - хур чĕпписене /пĕл-тĕрхинчен 21,8% ытларах/.

- Кăçал чĕп, 3,5-4 уйăхсенчи чăх тата çамрăк хур сутасси ÿсрĕ, - терĕ Надежда Бурмистрова. - Вĕсене нарăс уйăхĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕчченех çитĕнтеретпĕр. Туянма Ульяновск, Ростов облаçĕ-сенчен, ытти регионтан килеççĕ.

9 уйăхра çăмарта тăвакан чăх пĕлтĕрхинчен 29,9: нумайрах сутнă, çамрăк хур - 47,3: ытларах. Ку енĕпе авăн уйăхĕнче плана 6 хут ирттерсе тултарнă.

Предприятире йыш, шалу ху­шăннă, 172 çын /пĕлтĕр 168-ăн пулнă/ тата 13318 тенкĕ /2013 çулта - 12218 т./. Продукци тухăç-не ÿстерес тĕллевпе 2014 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче 73,5 пин /2013 çулхи 9 уйăхра - 58,8 пин/ ăратлă çамрăк чăх туяннă.

Н.Бурмистрова хальхи лару-тăрупа, çитес çулхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Кĕркунне хак йÿнĕрех чухне тырă темиçе уйăха саппас хатĕрленĕ. Складсене пушанма памĕç, чакнăçемĕн тултарсах тăрĕç. Витесенче оборудованисене çĕнетмелле - микроклимата авто­матсем йĕркелеччĕр. Чăхсен йышне ÿстермелли майсем пирки те тĕплĕн шухăшламалла.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.