Çурт-йĕр укçи айккине ан кайтăр

24 Окт, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Чăваш Республикинчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ларăвне ирттернĕ.

Граждансене авари пулма пултаракан тата юхăннă çурт-йĕр фондĕнчен куçарнă чухне саккунсене пăхăнни çинчен строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Безруков каласа панă. Республика программипе килĕшÿллĕн 2013-2017 çулсенче 13,2 пин çынна /5 пин çемьене/ 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен юхăннă тесе йышăннă çуртсенчен куçармалла. Паянхи кун тĕлне 1155 çынна куçарнă.

2012 çултанпа шалти ĕçсен органĕсем асăннă программăпа уйăрнă бюджет укçипе тĕллевлĕн усă курнине тĕпчесе 125 тĕрĕслев ирттернĕ, 57 преступление тупса палăртнă. Сиен виçи - 37 млн ытла тенкĕлĕх. ЧР прокурорĕ Владимир Метелин çынсене кивĕ çуртсенчен куçарассипе çыхăннă ĕçри ырă туртăмсене палăртнă. Асăннă тĕрĕслевсен кăтартăвĕсене тишкерсе тепĕр хут йĕркеленĕ тĕрĕслев укçапа тĕллевсĕр тата тухăçсăр усă курнине тупса палăртман.

Патшалăх программине пурнăçлассипе çыхăннă чăрмавсем строительство организацийĕсем контрактсене пурнăçа кĕртейменнипе те сăлтавланаççĕ. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ хатĕр хваттерсене ирĕклĕ рынокра туянма сĕннĕ, çапла тусан саккуна пăснă тĕслĕхсем те пулмĕç. Район-хуласен администрацийĕн пуçлăхĕсене çурт-йĕр фондне инвентаризацилеме, граждансене юхăннă çуртсенчен куçарма тунă муниципалитет контрактчĕсене çирĕп тĕрĕслесе тăма хушнă.

Ларура çавăн пекех педагогсем професси этикине пăхăнассипе, вĕренекенсемпе çыхăну йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене те тишкернĕ. Вĕренÿ министерствине ачасене анкета çыртарма сĕннĕ, çакă педагогсем вĕсене психика тĕлĕшĕнчен витĕм кÿнĕ, вĕренекенсем çине алă çĕкленĕ тĕслĕхсене тупса палăртмашкăн пулăшĕ.

Шупашкарта ÿсĕрсене вăхăтлăх усрамалли ятарлă учреждени тăвассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явнă май Михаил Игнатьев çынсем ĕçкĕпе иртĕхни обществăна пăшăрхантарнине, çавна май асăннă ыйтăва татса памаллине палăртнă.

Тĕплĕнрех - çитес номерте.

К.ВОЛКОВ 

Рубрика: 
Автор: 

Новости по теме