Сирень хĕлле çурать...

24 Окт, 2014

Ӳсен-тăрана хăй вăхăтĕнчен иртерех çеçкеленме хистенине хистев «выгонка» тейĕпĕр. Ку хистет, хăвалать сăмахран ĕнтĕ. Хистеве чÿк - кăрлач уйă­хĕн пĕрремĕш декадипе тÿр килтерсен ирхи хистев теççĕ, кăрлачăн иккĕмĕш декадипе - нарăсăн иккĕмĕш декадипе тÿр килтернĕ хистеве вăтам, нарăсăн виççĕмĕш - акан пĕрремĕш декадипе тÿр килтерсен кайранхи хистев теççĕ.

Çĕнĕ çул тĕлне сирене çеçке çуртарма ансатах мар. Ятарлă мелсемпе ĕçлемелле, унсăрăн папкасем «ыйхăран вăранаймаççĕ». Каярахри çеçкелентерÿ хистевĕ çăмăлрах - тĕрлĕ сортсем чĕрĕлсе чечекпе савăнтарма пултараççĕ.

Çеçкеленме хистемешкĕн çак сортри сиреньсем аван, Степман, Мадам Флорен, Мари Легре, Бюффон, Гортензия.

Чÿк уйăхĕнче çеçкелентерес тесен сирень туратне юпа уйăхĕнче касмалла та полиэтилен хутаçа хурса сивĕтмĕше хумалла. 5 эрне хушши -2...-5 градусра тытмалла. Раштавра çеçкелентерес килсессĕн чÿк уйăхĕнче туратсене касмалла, шăнтмăшра 4 эрне тытмалла. Кăрлач тĕлне сиренĕн хĕллехи сивĕ тапхăрне çут çанталăк хăех ирттерет, çавăнпа каснă туратсене кăрлачра ятарласа шăнтмалла мар.

Шăнтнă туратсене шăнтмăшран тÿрех ăшă çĕре кăлармалла мар. Пĕчĕккĕн хăнăхтарса пынă туратсене шыва путарса хумалла. Ирхи çеçкеленÿ турачĕсем валли шыва пÿлĕмри температурăллă илмелле, каярарахрисем валли - сивĕ шыв кирлĕ. Çакнашкал ваннăра 8-12 сехет тытмалла.

Унтан вунă литрлă савăтра тутлăхлă шыв хатĕрлемелле. Шыва туратсем ваннăра выртнă чухнех хатĕрлĕр. 5-6 сехетре минерал удобренийĕсем лайăх ирĕлсе пĕтĕç, шыв пÿлĕмри сывлăшпа пĕр пекленет. Юра ирĕлтерсе е вĕретсе хатĕрленĕ шыв аван. Хытă шыв юрамасть.

Лавккасенче ятарласа сутакан удобренипе пĕрлех шывра 0,2 г тăвар, 50 г сахăр ирĕлтермелле. Сахăра эрнесерен 30 г хушмалла. Витрене 2х2 см клеткăллă сеткăпа хупламалла та сирень турачĕсене лартмалла. Шыва эрнере пĕрре çĕнетсе тăмалла. Улăштарнă чухне туратсене чÿхесе илмелле.

Сирень çеçкисем пысăк та илемлĕ пулччăр тесен туратсем ларакан вырăнта нÿрĕк пулмалла - 95:. Çавăнпа туратсене малтанхи эрнере шывпа пĕрĕхсе тăмалла е «нÿрĕк калпак» айне тумалла.

Иртерех çурăлтараканни валли пÿлĕмри температурăна малтанхи эрнере 25 градус тытмалла, иккĕмĕш эрнере 20-22 градус, каçхине - 18. Каярах пÿлĕмри температура кăнтăрла - 18, каçхине 15 градус пулмалла.

Сирень вара... çеçке çурĕ. Хĕлле, сивĕ, таврара шурă юр, килте - ырă шăршăллă сирень çеçки.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.