Хыпар 61 (28378) № 19.08.2025
Чăваш Енре Раççей Правительствин вице-премьерĕ Дмитрий Патрушев тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Александр Козлов ĕçлĕ визитпа пулнă.
Сумлă хăнасем регионта тÿрре кăларакан, экологипе çыхăннă проектсемпе паллашнă, ку енĕпе канашлу ирттернĕ. Дмитрий Патрушев республика экологи тĕллевĕллĕ мероприятисене хастар хутшăннине палăртнă. Çĕршыв Правительстви укçа уйăрнă май каяшсемпе ĕçлемелли виçĕ комплекс тунă, каяш вырăнĕсене тĕп тунă, тасатакан сооруженисене реконструкциленĕ. Ĕç малалла пырать. Чăваш Ен лайăх экологиллĕ регионсен шутне кĕрет.
Республиа Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ май Дмитрий Патрушев регионăн агропромышленноç комплексĕн аталанăвне ырласа хакланă. «Кăтартусем ÿссех пынине куратпăр. Паян ĕççи пырать — вăл чăрмавсăр иртет. Тĕш тырă тухăçĕ иртнĕ çулхинчен пысăкрах», — тенĕ вăл. Республика хăмла çитĕнтерес енĕпе лидер пулни çинчен каланă май вице-премьер симĕс ылтăнăн лаптăкĕсене ÿстерсе пынине пысăк хак панă. <...>
Николай АНТОНОВ
♦ ♦ ♦
Шупашкар иртнипе мăнаçланса пуласлăхшăн тăрăшать
Шупашкар çуралнă кунне паллă турĕ. Фестивальсен эстафетине Хĕрлĕ тÿремри концерт пĕтĕмлетрĕ.
Ирхи зарядкăран пуçларĕç те...
Йăлана кĕнĕ тăрăх — уяв кунĕ ирхи зарядкăран пуçланчĕ. Юрă уйне 3 пин те 500 çын тухрĕ. Пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Владимир Доброхотов саламларĕç. Зарядка пĕр сехет ытла пычĕ. Унта çамрăксем те, аслă ăрури çынсем те хутшăнчĕç. Хăшĕ-пĕри çемйипех çитнĕ.
Зарядкăна Раççей спорт мастерĕ Алексей Германов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чирлидинг енĕпе пĕрлештернĕ командин ертÿçи Екатерина Коршунова, Чăваш Енри фитнес-аэробика федерацийĕн ертÿçи Оксана Вербина, кикбоксинг енĕпе тĕнче чемпионĕ Алексей Соловьев ертсе пычĕç. «Шел те, самбо енĕпе ултă хут тĕнче чемпионĕ пулнă Вячеслав Василевский зарядкăна çитеймерĕ. Вăл «Чемпионсен Кубокне» ĕлкĕретех», — терĕ Алексей Соловьев.
Шупашкар хула кунĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн иртрĕ. Хĕрлĕ тÿремре çемье фестивалĕ пулчĕ. Унта хутшăнакансем пултарулăх енĕпе тата спорт тупăшăвĕсенче ăмăртрĕç. Çемьесем тĕплĕ хатĕрленнĕ: ушкăн ятне, девизне шухăшласа кăларнă. Командăсем юрларĕç, ташларĕç, сценкăсем кăтартрĕç.
«Конкурса ачасемпе хутшăнни пĕлтерĕшлĕ. Вăхăт иртĕ те вĕсем ÿсĕç, анчах та Хула кунĕнче Хĕрлĕ тÿремре ашшĕ-амшĕпе пĕрле фестивале хутшăннине асра тытĕç», — терĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева. Унсăр пуçне вăл «Ачана шкула пуçтар» акципе килĕшÿллĕн ятарлă çар операцийĕнчи салтаксен ачисене саламларĕ, шкул хатĕрĕсем тултарнă портфельсем парнелерĕ. Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Наталья Николаева пултарулăх тапхăрĕн çĕнтерÿçисене — Васильевсен çемйине — сертификатпа чысларĕ. Владимир Доброхотов спорт ăмăртăвĕнче чи çивĕч пулнисене — Александровсен çемйине — саламларĕ.
Шăматкунпа вырсарникун Шупашкар, чăннипех те, спортпа туслă пулнине ĕнентерчĕ. Юрă уйăĕнче «Патриотсен ăмăртăвĕпе» «Чемпионсен Кубокĕ» иртрĕç. Иртен-çÿрен тренажерсем çинче хăйĕн вăйне тĕрĕслеме пултарчĕ. Кунтах экшн-спортпа урам культурин «Урам классики» фестиваль пулчĕ. Унта хутшăнакансем скейтпа тата самокатпа ярăнса ăмăртрĕç, брейк тата хип-хоп ташларĕç, граффити ÿкерчĕç. Граффитистсем ăсталăх урокĕсем ирттерчĕç: кашниех хăйне урам ÿнерçи пек туйма пултарчĕ.
«Çакнашкал мероприятисем ашшĕ-амăшне ачисен кăсăкланăвĕпе паллашма май параççĕ. Скейтбордингпа велобайк тупăшăвĕ хĕрÿ иртрĕ», — терĕç куракансем. <...>
Ольга КАЛИТОВА
♦ ♦ ♦
Çырла производстви ÿсет
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта III Çырла фестивальне уçрĕ.
Унăн лапамĕнче фермерсем, сад тата çырла ăстисем, тĕпчевçĕсем, тĕп хула çыннисем, хăнасем пухăннăччĕ. Хăйсем ÿстернĕ сад çырлине кăтартрĕç, ăна тата унăн тĕмĕсене сутрĕç. Пĕр-пĕрне кăçалхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕпе, умри тĕллевсемпе, паха опытпа паллаштарчĕç. Сад ăстисен кăçал çырла ăнса пулнă, çавăнпа вĕсен кăмăлĕ лайăх.
Республика Пуçлăхĕ отрасле тĕллевлĕн пулăшнăран, Чăваш Ен Россельхозбанкăн «Фермер шкулĕ» программине хутшăннăран 2021 çултанпа пирĕн çырла производстви çуллен ÿсет. Фестивале хутшăннисен 80% çав шкулта вĕреннĕ. Программа тата унтан вĕренсе тухнисен çурри усă курнă пулăшу мери ăнăçлă пулса тухнине çирĕплетсе пачĕ. «Фермер шкулĕнче» ятарлă пĕлÿ пухнă 237 çынран 49-шĕ «Çырла туса илесси» специальноçа алла илнĕ, çав шутран 24-шĕ патшалăх панă субсидипе усă курнă. Фермерсем ăна пула çырла лаптăкне 101 гектара çитернĕ, 2024 çулта 444,5 тонна çырла пухса кĕртнĕ.
— Çырла ĕçĕ Чăваш Енре вăй илсех пырать, — терĕ Олег Николаев. — Çырла тата унран хатĕрленĕ продукци калăпăшĕ те пысăкланать. Республика Правительстви çырла ÿстерекенсене май килнĕ таран ытларах пулăшать. Чăваш Ен тата Раççей Федерацийĕн гранчĕсене 2021-2024 çулсенче 45 фермер илчĕ. Тĕллевĕсене пурнăçлама ытларах май туса парассишĕн федерацин «Агростартап» гранчĕ çумне регион бюджетĕнчен 1-ер миллион тенкĕ хушса пама тытăнтăмăр. «Фермер шкулĕ» ĕçлеме тыăнсан республикăн «Перспектива» грантне ĕçе кĕртрĕмĕр. Çырла тĕмĕ лартма, удобрени туянма, çăмăллăхлă кредит илме, продукцие малалла яма пулăшатпăр — акă паян çырла фестивалĕ ирттеретпĕр. Нумаях пулмасть «Пехет» агромаркет уçрăмăр, унта кашни фермер хăйĕн продукцине сутма пултарать.
Олег Алексеевич çырла çитĕнтерекенсене, фермерсене, ял хуçалăх техники тата удобрени сутакансене, çырлан çĕнĕ тĕсĕсене шухăшласа кăларакан селекционер тĕпчевçĕсене, фестиваль йĕркелÿçине Вероника Беликовăна çак отрасле тÿпе хывнăшăн тав турĕ.
Тĕрлĕ çырла лаптăкĕ Патăрьел, Муркаш, Шупашкар округĕсенче иртнĕ тапхăртинчен чылай пысăкланнă. Вăл мĕн пур йышши хуçалăхсенче 2024 çулта 3,17 пин га ªвиçĕм çулхинчен 0,3% пысăкрах лаптăкраº, çав шутра çырла параканни — 2,5 пин ªçав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче — 121,1 га, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче — 115,5 гаº, шутланнă. Пĕлтĕр 35,4 пин тонна улма-çырла ªçав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче — 88,8, ХФХсенче — 562 тоннаº пуçтарса кĕртнĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ
♦ ♦ ♦
Амăшĕсене чысланă
Красноармейски округĕнчи Карай территори уйрăмĕнче «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин амăшĕ» медальпе хавхалантарнă.
Ăна округ пуçлăхĕ Павел Семенов панă, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме ывăл çитĕнтернисен патшалăх умĕнчи тивĕçне пысăка хурса хакланă. Десантниксене сумлама пуçтарăннисене «Карай ен» ансамбль юрă-ташăпа кăмăла çĕкленĕ. Медале уйрăмри ултă амăшĕ тивĕçнĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ
♦ ♦ ♦
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать