Хыпар 53 (28370) № 22.07.2025

22 Июл, 2025

«Тунсăхлă» хыпар кăна шырани вырăнсăр

Шупашкарăн кăнтăр енчи çĕнĕ районĕнче потребительсене вĕри шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăни нумай калаçу çуратрĕ те — çак ыйтăва республика Пуçлăхĕ тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура черетлĕ хут тишкерни ăнсăртран мар.

Олег Николаев чи малтан тĕп хула пуçлăхне Владимир Доброхотова сăмах пачĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, асăннă районти сетьсем çинчи юсав ĕçĕсене тĕпрен илсен вĕçленĕ. Çапах иртнĕ кану кунĕсенче те çине тăрса ĕçленĕ пулин те пурăнмалли нумай хваттерлĕ 12 çурт тата социаллă 15 объект тĕлĕшпе ыйтăва туллин татса паман-ха. Çийĕнчен вăл утă уйăхĕн 23-мĕшĕнчен тытăнса çурла уйăхĕн 3-мĕшĕччен хулан çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче те вĕри шыв чарасси çинчен пĕлтерчĕ — çуллен ирттерекен опрессовка сетьсен шанчăклăхне тĕрĕслеме кирлĕ. Шупашкара ăшăпа тата вĕри шывпа тивĕçтерессишĕн яваплă «Т Плюс» компанин вырăнти филиалĕн директорĕ Сергей Ушаков çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче опрессовка тĕллевĕпе 925 çурта вĕри шывпа тивĕçтерессине чарнине аса илтерчĕ. Хайхи тĕрĕслев нумай кăлтăка çиеле кăларнă, çавна май юсав ĕçĕн калăпăшĕ пысăккине кура вĕри шыв тепĕр хут пама пуçласси тăсăлса кайнă. Филиал асăннă ĕçсене куллен 70 таран çынна явăçтарнă. Çĕнĕ Шупашкар бригадисем те кунта, çийĕнчен подряд организацийĕсен пулăшăвĕпе усă кураççĕ. 12 çурта вĕри шывпа тивĕçтерессине вăхăтлăх мелпе йĕркеленĕ — çывăх кунсенче вĕсемпе çыхăннă ĕçе те вĕçлемелле. Вăл нумай хваттерлĕ 675 çуртри потребительсен вĕри шыв пулман тăпхăрти тӳлевĕсен виçине çĕнĕрен шутласа палăртнине çирĕплетрĕ. Филиалпа тӳрĕ килĕшӳ тунисен ку енĕпе ыйтусем çуралмĕç, кам управляющи компанисем урлă тӳлет — вĕсене тӳрлетнĕ квитанцисене УКсем пама тивĕç. Канашлăвăн кун йĕркинче çавăн пекех республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăçалхи ултă уйăхри кăтартăвĕсене тишкересси пулчĕ. Вĕсем ӳсĕмлĕ. Промышленноç производствин индексĕ 102% танлашнă. Чи ăнăçлă ĕçлекеннисем — компьютерсен, электрон тата оптика хатĕрĕсен отраслĕ, машиностроени, хими... Система йĕркелекен 25 предприяти кăтартăвĕсем иртнĕ çулхи çак тăпхăртинчен пысăкрах. Промпредприятисем хăйсем туса кăларнă продукцие 297 миллиард тенкĕлĕх тиесе ăсатнă. Ку кăтарту пĕлтĕрхичен 12% хушăннă. Географие илес тĕк — производствăна Йĕпреç, Çĕрпӳ, Шупашкар, Етĕрне округĕсем, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисем палăрмаллах пысăклатнă. Ял хуçалăх производстви те 5% ӳснĕ. Çав шутра çăмарта туса илесси уйрăмах нумай хушăннă — 36%. Аш-какай туса илесси — 11, сĕт суса илесси 3,4% хăпарнă. Строительство отраслĕ те аван ĕçлет. Пурăнмалли 450 пин ытла тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — иртнĕ çулхи çак тăпхăртипе шайлаштарсан 110% пулать. Палăртни вырăнлă: асăннă метрсен 60% — уйрăм çынсем тунă çурт-йĕр. Ку кăтартупа Чăваш Ен Атăлçи округĕнче иккĕмĕш вырăнта. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх суб±екчĕсен шучĕ 134 пине çитнĕ. Çак шутра — хăйсем тĕллĕн ĕçлекен 87,4 пин çын. Çак сферăра вăй хуракансен пĕтĕмĕшле йышĕ паян 247 пин çынпа танлашать. Вăтам ĕç укçи çулталăк каяллахинчен 13,2% пысăкланнă — мĕн пур муниципалитетра хушăннă. Чи пысăк шалу тӳлекеннисем — çӳлерех асăннă компьютерсен, электрон тата оптика хатĕрĕсен отраслĕ. Информаципе çыхăну, финанспа страховани сферисенче, çавăн пекех тирпейлекен производствăсенче те ĕç укçи аван. Темăна тăснă май пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков çулталăк каялла бюджет профицитлă пулнине аса илтерчĕ, кăçал вара — дефицитлă. Ултă уйăхри тупăш пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен кăшт пĕчĕкрех пулнине вăл çĕртме уйăхĕн вĕçĕ кану кунĕсемпе пĕр килнипе сăлтавларĕ, налук тӳлекенсем юлашки кун хывнă тӳлевсем утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче тин куçнă та — çур çулхи статистикăна кĕреймен. Çакна шута илсен — 6 уйăхри кăтăртусем ӳсĕмлĕ. Бюджета мĕнле пурнăçланипе паллаштарнă май вăл кăçал социаллă политика тăкакĕсем палăрмаллах пысăкланнине палăртрĕ. Çав шутра ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вĕсен çемйисене нумай пулăшнă. Ку тăкаксем 4,2 миллиард тенкĕрен те иртнĕ. Ипотека валли хушма 500 миллион тенкĕ уйăрнă. Тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме янă укçа та кăçал чылай пысăкрах. Социаллă контракт валли нумайрах тăкакланнă. Çавăн пекех медучрежденисене пурлăхпа тата техникăпа, медиксене шалу тӳлеме ытларах укçа уйăрнă. Михаил Геннадьевич Мускав Чăваш Ен парăмĕсене «списать» тăвасси çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Ăнлантарчĕ: «Массăллă информаци хатĕрĕсен тунсăхлă хыпарсем кăна шыракан уйрăм представителĕсем валли...» Сăмах 2024 çулхи тăкаксемпе çыхăннă 5,8 миллиард тенкĕлĕх парăма пăрахăçласси пирки пырать — çакă тӳрре тухĕ. Ку çеç те мар: «Халĕ тата 3 миллиард тенке «списать» тума хатĕрленетпĕр». <...>

Николай ДМИТРИЕВ.

♦   ♦   ♦


Аграри эрни: тухăçлă, сумлă

Раççей ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут иртнĕ эрнере Чăваш Енре ĕçлĕ çул çӳревре пулчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулса республика агропромĕн аталанăвĕпе пуласлăхне тишкерчĕ. «Иртнĕ 5 çулта пирĕн ума чăрмав пĕрре çеç мар сиксе тухрĕ пулин те республикăн ял хуçалăхĕ самай лайăх хăвăртлăхпа аталанчĕ. Пирĕншĕн чи пĕлтерĕшлĕ кăтарту апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктринипе килĕшӳллĕн Чăваш Ен туса илнĕ тĕп продукцисемпе республикăра пурăнакансене 100% тивĕçтерни, ял çыннисен мĕн пур йышри шутне 35 процентран чакарманни пулчĕ», — тенĕ Олег Алексеевич. Чăваш Ен экономикинче АПК пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Аграрисем 2024 çула лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕç. Тĕслĕхрен, çу юхтармалли культурăсем рекорд шайĕнче тухăç пачĕç. Ял хуçалăх экономикине çулталăк тăршшĕпех малалла туртаканни — выльăхпа кайăк-кĕшĕк фермисем. Вĕсенчен продукци 2024 çулта виçĕм çулхинчен 5,7% ытларах илнĕ, кашни ĕнерен сĕт вăтамран 8 пин кг сунă. Оксана Лут 2030 çула çитиччен ку кăтартăва 10 пин килограма çитерессе шанса тăнине палăртнă. Министр тата регион Ертӳçи университетсен кампусĕсене тумалли федераци проекчĕсене Чăваш Ен те хутшăнассине сӳтсе явнă. Тĕлпулу вĕçĕнче вĕсем АПКна пысăк тӳпе хывнă специалистсене награда панă. Чăваш патшалăх аграри университечĕн профессорне Геннадий Ларионова — Раççей Ял хуçалăх министерствин «Раççей агропромышленноç комплексĕн аталанăвне тӳпе хывнăшăн» кĕмĕл медалĕпе, аграрисен пысăк ушкăнне Раççей Ял хуçалăх министерствин Хисеп тата Тав хучĕсемпе хавхалантарнă.

Раççей Президенчĕн указĕпе «Вăрнар аш-какай комбиначĕ» агрохолдинг президентне Юрий Попова — «Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Букет Чувашии» фирма операторне Марина Антоновăна тата Шупашкарти эрех завочĕн аслă техникне Виталий Бурмистрова — «Чăваш Республикин промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», Красноармейски округĕнчи «Красное Сормово» общество бухгалтерне Валентина Ильинана — «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсем, АПК ветеранне Николай Ванеркина «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне панă. Ăратран нумай килет Раççей ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут республика Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле Шупашкар округĕнчи «ЧебоМилк» компани ĕçĕпе паллашнă. Кунта Пĕтĕм Раççейри ăратлă выльăхăн иккĕмĕш аукционне йĕркеленĕ. Пĕрремĕшĕ пĕлтĕр кунтах иртнĕ. Министр ăна-кăна лайăх хак панă. Аукциона килсе хутшăнманнисем онлайн мелĕпе пăхма пултарнă. «Лайăх хаклава тивĕçлĕ выльăха кунта ытларах курассишĕн Раççей Ял хуçалăх министерстви тĕревленипе тата регионпа пĕрле килес çул аукциона ăрата аталантарас енĕпе ĕçлекен хуçалăхсене нумайрах явăçтарма тăрăшăпăр. 2026 çул тĕлне çав хаклава пĕтĕм Раççейĕн ăратлăх хаклăхĕн индексĕпе татах хушасса шанатăп. Ăратлă выльăхăн çулленхи аукционĕсене ирттерес ĕçĕн пуçламăшĕ аван йĕркеленет», — тенĕ Оксана Лут. Çĕршыври çак аукционра кăтартассишĕн паха выльăх ĕрчетекен кирек хăш хуçалăх та, çав шутра ял хуçалăх организацийĕ, фермер, продукци нумай панипе палăрса тăракан выльăх тытакан харпăрлăхçă, пысăк класлă ăратпа палăрса тăракан выльăха сĕнме, унăн ырă ятне регионта çеç мар, тулашра та сарма пултарать. Республикăн Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, аукциона хутшăннисен йышĕ кăçал ӳснĕ, ăратлă выльăха Net Merit индексĕпе пысăка хурса хак панă тĕслĕхсем пур, çакă паха выльăх рынокне хутшăнакансем Чăваш Ен аукционĕпе кăсăкланнине çирĕплетет. «Эпир кĕтӳри ăратлă выльăх йышне пысăклатма тăрăшатпăр. Генетикăпа селекци çеç хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама май туса парĕç, вĕсене аталантарсан Чăваш Енре выльăх продукцине çĕршывра та хапăл йышăнĕç. Патшалăхăн ăрат реестрне пирĕн 23 хуçалăха кĕртнĕ. «ЧебоМилк» никĕсĕнче Атăлçин эмбрионсене трансплантацилемелли тата биотехнологисен центрĕ ăнăçлă ĕçлет. Кăçал та аукцион ирттерни регионта ăратлă выльăх кĕтĕвне пысăклатассишĕн пĕлтерĕшлĕ тепĕр ĕç тунине çирĕплетет», — тенĕ Олег Николаев. Мероприятие Владимир, Свердловск, Новосибирск, Ярославль, Воронеж, Курск, Липецк, Омск, Калининград, Мускав, Ленинград облаçĕсенчен, Коми, Тутар, Мари, Пушкăрт республикисенчен, ытти регионтан 130 ытла хăна хутшăннă, компанин ĕне фермин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Кунтах наука конференцийĕ иртнĕ, отрасль специалисчĕсем çĕршывăн ăрат аталанăвĕпе, ăратлă вăкăр рынокĕпе, Раççейри паха вăрлăх кӳрекен вăкăрсен фермисене модернизацилессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă, ку енĕпе Чăваш Енре пухнă паха опытпа паллашнă. Аукциона 29 лот, çав шутра ăратлăх хаклăхĕн пысăк индексĕллĕ пĕр çул тултарман выльăха, продукци нумай панă ашшĕ-амăшĕнчен çут тĕнчене килнĕ вăкăрсене, тĕрлĕ регионтан илсе килнĕ 14-23 уйăхсенчи тынасене, тăратнă. Республикăра ĕне выльăх ăратне çуллен лайăхлатаççĕ. Çакна 2024 çулта кашни ĕнерен вăтамран 8 пин кг сĕт суни, иртнĕ 5 çулта ку енĕпе кăтарту 30,7% хушăнни, ăратлă ĕнесен пĕтĕм кĕтӳри тӳпи 42 процентран 48,6 çитни лайăх çирĕплетет. Çĕнĕлĕхпе паллашнă Раççей ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра агропромышленноçа тĕпчессине епле йĕркеленине хак панă. Уйрăммăн илсен вĕсем Чăваш патшалăх аграри университечĕн тата «Чăваш Ен — хăмла производствин центрĕ» компетенцисен центрĕн лабораторийĕн ĕçне тишкернĕ. Кунта министра производствăна кĕртнĕ çĕнĕлĕхсемпе — хăмла чирĕсене тата унăн сорчĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса палăртмалли методикăсемпе — паллаштарнă. «Федераци министрне кăтартнă лаборатори Раççейре пĕрре çеç. Унăн тĕпчемелли наука инфратытăмĕ халĕ хăмлан таса сорчĕсемпе чир-чĕрне уçăмлатма, сывă хунав хатĕрлеме май парать. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Юрий Попов хывнă çул

Раççей Президенчĕн 2025 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче алă пуснă Указĕпе килĕшӳллĕн ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тӳрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Вăрнарти аш-какай комбиначĕн президентне Юрий Попова «Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Юрий Алексеевича пысăк наградăна иртнĕ эрнекун Правительство çуртĕнче РФ ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пачĕç [сăн ӳкерчĕкре].

Çĕр туртăмĕ

Юрий Алексеевич патшалăхăн сумлă çак наградине чăннипех тивĕççи пирки иккĕленекен çук-тăр. Тĕрĕссипе, шăпа тени ăна урăх çулпа та яма пултарнă. 1961 çулта Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче çуралнăскер вăхăтлăх çар служби хыççăн 1984 çулта Шупашкарти строительство техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Ача, çамрăк чухне тантăшĕсемпе пĕрле тăван колхозра тăрăшнине шута илмесен ĕç биографине строительствăра пуçланă — рабочи профессийĕнчен. Ĕç кĕнекинче вăл 1984 çулта «Спецстроймеханизация» трестăн 4-мĕш стройуправленине 3-мĕш разрядлă трубоукладчика вырнаçнине палăртнă. Çапах çĕр ĕçĕн туртăмĕ хăйĕннех тунă пулас: çав çулах тăван ене, Елчĕк районĕнчи «Слава» колхоза, таврăннă, техник-строительте ĕçлеме пикеннĕ. Анчах пултарулăхĕпе хастарлăхĕ ун чухнех палăрнă ахăр — икĕ çултанах Чăвашпотребсоюзăн Кӳкеçри райповĕн правленийĕн председателĕн заместителĕн должноçне йышăннă. Ун чухне самана улшăнчĕ вĕт, 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче вăл бизнес авăрне сикнĕ — кооператив ертӳçи те, предприниматель те пулнă. 2004 çулта тинех ял хуçалăх ĕçĕнче тĕпленнĕ теме пулать. Аслă пĕлĕвне те ял хуçалăхĕпех çыхăнтарнă — Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне пĕтернĕ. Красноармейски районĕнчи «Таябинка» агрофирма директорĕ, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ… 2011- 2016 çулсенче вăл Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн Председателĕ пулнине те, килĕшетĕр пуль, ял, АПК ыйтăвĕсенчен ютшăнни тесе хаклани вырăнсăр. Пĕр енчен, ĕлĕкхилле калашле, партипе Правительство хушсан — пурнăçламаллах. Тепĕр енчен, парламент спикерĕнче ĕçленĕ тапхăрта та, асрах, Юрий Алексеевич агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕсене яланах çывăха илетчĕ — республика ертӳлĕхĕпе пĕрле ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас, АПК отраслĕн аталанăвне вăй парас тĕллевлĕ нумай йышăну тунă, саккунсем йышăннă. Тепĕр тесен, унăн шухăш-ĕмĕчĕ паян та улшăнман — çиччĕмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă май регион парламенчĕн Аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитетне кĕрет. Çавна май хресчене, ял хуçалăх продукцине тирпейлекенсене пăшăрхантаракан ыйтусене илтнĕ тăрăх çеç мар пĕлекенскере парламентри ĕçтешĕсем хисеплеççĕ — вырăнлă асăрхаттарăвĕсемшĕн, принциплă позицийĕшĕн… Уй-хиртен пуçласа лавкка сентри таран Çак хисепе вăл тăрăшуллă ĕçĕпе, производствăри çитĕнĕвĕсемпе, ертӳçĕ ĕçĕнчи пултарулăхĕпе çĕнсе илнĕ. Патшалăх Канашĕн спикерĕ Леонид Черкесов та, авă, ăна Раççей шайĕнче хисеплĕ ята тивĕçнĕ ятпа саламланă май вăл республикăн ял хуçалăхĕн аталанăвне пысăк тӳпе хывнине пайăррăн палăртнă: «Юрий Алексеевич улшăнмасăр ертсе пыракан Вăрнарти аш-какай комбиначĕ унăн талантне тата ĕçченлĕхне пула республикăри чи пысăк агрохолдинг шайне çĕкленчĕ. Паян вăл — нумай отрасльлĕ ял хуçалăх предприятийĕ тата фирмăн суту-илӳ сечĕ». Тĕрĕссипе, Чăваш Енре кăна мар — Атăл тăрăхĕнчи чи пысăк агрохолдингсенчен пĕри. Çăмăл пулманни паллă. Унтанпа нумай çул иртнĕ ĕнтĕ, анчах Юрий Попов хăй 2004 çулта комбинат тилхепине тытнă вăхăта аса илни интереслĕ. Ял хуçалăх продукцине тирпейлес енĕпе кăна ĕçлессипе çыхăннă ансăр сукмакран пăрăнма тивнине вăл самана хистевĕ тесе хаклать. Вăхăт иртнĕ май предприятин производствăна тивĕçтерме хăйĕн чĕр тавар базине çирĕплетме тивнĕ — выльăх ĕрчетме пуçланă. 90-мĕш çулсенче уçăмлăх çукчĕ вĕт: хăш енĕпе ĕçлени шанчăклăрах — тĕш тырă, çĕр улми çитĕнтермелле-и е сысна ĕрчетмелле-и? — татса калама хĕн. «Çăмартана пĕр карçинккара упрани шанчăксăр» тенешкел — пурнăç вĕрентнĕ, тĕрлĕ енĕпе ĕçлени шанчăклине курса ĕненнĕ. Совет саманинчен юхăннă сысна комплексĕсем юлнă та — вĕсене çĕнĕ пурнăç панă. Йышлă сыснана вара тырă та, ытти те пайтах кирлĕ — сухалакан-акакан çĕрсен лаптăкне ӳстерсех пырса выльăх апатне те хăйсемех хатĕрлеме тытăннă. Панкрута тухнă хуçалăхсен анисене илнĕ. Аш-какай комбиначĕн продукцине сутса илнĕ тупăшăн пĕр пайне çĕр ĕçне аталантарма янă. Çак инвестицисем усă курмасăр выртнă çĕр-çĕр гектар çĕре пусă çаврăнăшне тавăрма май панă, тепĕр енчен, республикăн ун чухнехи агропромышленноç комплексне финанс енĕпе сыватас ыйтăва татса пама та пулăшнă. Агрохолдинг çапла çуралнă. Çакăнпа та çырлахман. Ун чухне регионсенче федерацин суту-илӳ сечĕсем тымар ячĕç. Халĕ те ансат мар, çав вăхăтра вара вырăнти ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсемшĕн хăйсен продукцийĕпе хайхи сетьсен лавккисене кĕресси чăрмавлăччĕ. Ритейлерсен хаяр условийĕсем вырăнти АПК предприятийĕсемшĕн шăл витеймиччĕ. Вăрнарти ашкакай комбиначĕ парăнас темен — хăйĕн фирма лавккисене уçма тытăннă. Çак ыйтăва та ăнăçлă татса панă. Кăçал шăп та лăп Мартăн 8-мĕшĕнче Шупашкарти Пролетари урамĕнче холдингăн «Санар» сечĕн черетлĕ лавкки — шучĕпе 110-мĕш! — уçăлчĕ, Вăрнарсен продукцине килĕштерекенсемшĕн Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чăннипех лайăх парне пулчĕ. Сăмах май, Вăрнарсен паха продукцийĕ паян федераци сечĕсен лавккисен сентрисем çинче те пур ĕнтĕ, анчах ку аш-какай комбиначĕн сетьне конкурентлă пулма чăрмантармасть — тата та тухăçлăрах ĕçлеме хистет кăна. Çапла вара «уй-хиртен пуçласа лавкка сентри таран» текен ĕç принципĕ холдинг тĕслĕхĕнче сăнарлă калани мар — кунта вăл тӳррĕнех пурнăçа кĕнĕ. Кăтартусем ӳсĕмлĕ Холдингăн 25 пин ытла гектар йышăнакан çĕр лаптăкĕсем — Вăрнар, Йĕпреç, Çĕмĕрле тата Красноармейски округĕсенче вырнаçнă. Унăн тытăмне кĕрекен «Таябинка» агрофирма пĕлтĕр çанталăк «кутăнлăхне» пăхмасăр тухăçлă тыр-пул çитĕнтернĕ — тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан вăтамран 35 центнер пухса кĕртнĕ. Пирвайхи хут ясмăк та çитĕнтернĕ. Сăмах май, пăрçан 2023 çулхи тухăçĕн пĕр пайне экспорта та — Китая — ăсатнă. Куккуруса тĕшĕлĕх çитĕнтерес ĕçе те республикăра Вăрнарти аш-какай комбиначĕ пуçарчĕ темелле. Ăна пĕлтĕр 5 пин тонна пухса кĕртнĕ. «Çак культурăн тухăçĕ лайăххи кăна та мар. Куккурус выльăхшăн тырăран та пахарах, сутлăх хакĕ те пысăкрах», — хăй вăхăтĕнче «уй-хир патши» тесе хакланă культурăна килĕштернин вăрттăнлăхне уçрĕ Юрий Алексеевич. Хуçалăхăн техника паркĕ пуян — хăватлă «Кировец» тата «Джон Дир» тракторсенчен пуçласа тухăçлă «Вадерштад» сеялкăсем таран. Вĕсем ял хуçалăх ĕçĕсене агротехнологие пăхăнса пысăк пахалăхпа тата кĕске вăхăтра пурнăçлама май параççĕ — çакă та тухăçлă ĕçе никĕслет. Холдингăн мĕн пур подразделенийĕ продукци туса илессине çуллен ӳстерет. Хăйĕн выльăх комплексĕсем комбината чĕр таварпа тивĕçтереççĕ. Сысна шучĕ — 35 пин пуç ытла! Мăйракаллă шултра выльăх кĕтĕвĕ те пысăкланса пырать — 6 пин пуç. Çав шутра 2 пинĕ — сăвакан ĕнесем, пĕлтĕр суса илнĕ сĕтĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 20 пин тоннăна çывхарнă. «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» маркăпа туса кăларакан продукцин кулленхи калăпăшĕ 25 тоннăран та иртет. 2024 çулта 4,9 пин ытла тонна кăлпасси изделийĕсем туса кăларнă — умĕнхи çулталăкринчен 12% нумайрах. Аш çурма фабрикачĕсен виçи те ӳсĕмлĕ: 2,1 пин тоннăна яхăн — 16% хушăннă. Пельмень тата катлет — 1,4 пин, аш консервĕсем — 1 пин тонна ытла. Ку цифрăсем те умĕнхи çулталăкринчен чылай пысăкрах. Тата — 824 тонна çăкăр-булка изделийĕсем. Холдинг çулталăкра ĕçлесе илнĕ укçан пĕтĕмĕшле виçи 2655 миллион тенкĕрен те иртнĕ. 2023 çулхипе шайлаштарса пăхсан — 123%. Комбинат аталанăва пысăк тимлĕх уйăрать. Оборудование çĕнетсех пыраççĕ, çĕнĕ линисемпе цехсем хута каяççĕ. Калăпăр, çĕнĕ робот конвейерне ĕçе кĕртнĕ — ăна 75 миллион тенкĕ тӳлесе туяннă. Вăл продукцин талăксерен тиесе ăсатакан виçине икĕ хут таранах ӳстерме май парĕ. «Çĕнĕ технологисем, процессене автоматизацилени пирĕн продукци пахалăхне, хăрушсăрлăхне гарантилет, — терĕç предприяти специалисчĕсем. — Производствăн кашни тапхăрĕ тĕлĕшпе тимлĕ пулнине кура çынсене сĕтел хушшинче пĕрлештерекен тутлă та усăллă çимĕçсем хатĕрлетпĕр». Чăн сăмахăн суйи çук: Вăрнарсен кăлпассийĕсем те паха, консервĕ-ветчини те тутлă. Шăрттанĕ — пушшех чĕлхе çăтса ямалла. Продукци рецепчĕсем — вăхăт тĕрĕсленĕскерсем, ашăн чăн тутине упрама май параканскерсем. Кунта чăн ингредиентсемпе кăна усă кураççĕ, классика шутланакан технологисене тĕпе хураççĕ — кашни продукт туянакана хăйĕн тутипе, техĕмлĕ шăршипе савăнтартăр теççĕ. Ассортимента анлăлатма ăнтăлнине те палăртса хăвармалла. Шашлăк сезонĕ пуçланнă тĕле, сăмахран, чăх ашĕнчен купаты хатĕрлеме тытăннă. Тен, çак йĕркесен авторĕ кăна мар, пирĕн вулакансем те ăна астивме ĕлкĕрчĕç пуль — чăннипех тутлă. Гриль валли те, ахаль пĕçерме е çатма çинче ăшалама та питĕ лайăх. Комбинат специалисчĕсем ăна сĕтел çине пахча çимĕçпе, гарнирсемпе тата салатпа пама питĕ лайăххи çинчен каларĕç. Çĕнĕ продукта «Санар» сечĕн кашни лавккинчех туянма пулать. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Экономикăн хупă ярăмĕ экологие лайăхлатать

Аслă экономика канашĕн иртнĕ эрнери ларăвне Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче ирттерни ăнсăртран мар. Кун йĕркинче тăватă стратегие тишкересси пулчĕ те — анлă ларăва пысăк йыш пухăнчĕ: Правительство членĕсем, депутатсем, предприятисен ертӳçисем, общество организацийĕсен представителĕсем.

Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов экологи хăрушсăрлăхĕн 2035 çулчченхи стратегийĕпе паллаштарчĕ. Унăн никĕсĕнче — çак сферăри инновацисене ĕçе кĕртме хатĕрленĕ тĕпчев. Вăл халăх пурнăçĕн хăтлăхне тивĕçтерессине тата çут çанталăк тĕлĕшпе яваплăха туяссине йĕркелессине тĕпе хурать. Юлашки пилĕк çулта Чăваш Ен çĕршывăн экологи тĕлĕшпе ырă регионĕсенчен пĕрин статусне çирĕп тытать тени вырăнлă. Паян регион Раççейĕн экологи рейтингĕнче 7-мĕш вырăн йышăнать, каяшсемпе ĕçлес, вăрман хуçалăхĕн тухăçлăхĕ енĕпе çĕршыври чи лайăх суб±ектсен йышĕнче. Ку енĕпе 2022 çул пайăррăн уйрăлса тăрать: ун чухне республика тăруках 39 позици çӳлелле çĕкленсе вăрман хуçалăхĕ енĕпе пуçласа чи лайăх регионсен малти теçеткине кĕнĕ. Экологи ыйтăвĕсене татса пама федераци тата республика бюджечĕсенчен 6 миллиард тенке яхăн уйăрнă. Çак укçа ял-хулари каяшсем пухăнакан, хăрушлăх кӳрекен пилĕк вырăна тĕп тума май панă. Унсăр пуçне тасатакан çĕнĕ ултă сооружени хута янă, ку тасатмалли хăватсене 40% ӳстерме май панă. Капланнă экологи сиенне сирес тĕлĕшпе тимлĕх пушшех пысăк. Çĕнĕ Шупашкарта пысăк об±ект рекультивацине вĕçленĕ. Канаш округĕнче коммуналлă хытă каяшсене тирпейлемелли çĕнĕ йышши об±ект хута янă. Каяшсен сортлакан пĕтĕмĕшле тӳпи 2019 çултанпа виçĕ хута яхăнах пысăкланнă. — Экологи хăрушсăрлăхĕн стратегийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — мĕн пур каяша обязательнăй йĕркепе утилизацилесси. Çĕнĕ территорисен опытне тишкерме сĕнетĕп — унта нумаях пулмасть кăна-ха строительство каяшĕсене утилизацилес ыйту çивĕч тăнă, вĕсем ку технологисене ĕçе кĕртнĕ. Çак çул-йĕре вăй памашкăн бизнеса каяшсене утилизацилес тĕлĕшпе пулăшмалла, унтан вара хамăрăн практикăсене ĕçе кĕртĕпĕр. Чи кирли — хамăрăн ресурссемпе усă курмалли хупă ярăма йĕркелесси. Çакăнта — пуласлăх. Çине тăрса ĕçлемелле — атьăр, ăна пурнăçа кĕртер, — чĕнсе каларĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Стратегие федерацин «Раççей шывĕ», «Вăрмансене упрасси», «Хупă ярăмлă экономика», çавăн пекех «симĕс экономика» проекчĕсемпе пĕр çыхăра тӳрре кăлармалла. Укçапа тивĕçтересси патшалăх тата уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн никĕсĕ çинче пулмалла. Документа çут çанталăка сыхлассипе çыхăннă 100 яхăн мероприяти кĕрет. Тата — мегапроектпа инвестпроект. Пĕрремĕшĕ — ТКОпа ĕçлемелли сфера инфратытăмне модернизацилесси. Çитес виçĕ çулта Муркаш тата Патăрьел округĕсенче каяшсене сортлакан комплекссем хута каймалла. 2027 çулта Çĕнĕ Шупашкарта органика каяшĕсене компостлакан участок строительствине пуçарма палăртнă. Унтан — йывăç тирпейлемелли тулли ярăмлă производство. 1 миллиард тенкĕпе танлашакан инвестици Улатăр округĕнче çурт пуххисен, сĕтел-пукан щичĕсен производствине йĕркелемелле. Производство каяшĕсенчен пеллетсем хатĕрлеме палăртнă. 113 инфратытăм проекчĕн шутĕнче вара — капланнă сиене тĕп тумалли, гидротехника сооруженийĕсене юсамалли, шыв тасатмалли, çырансене хӳтĕлемелли ĕçсем. 2035 çул тĕлне коммуналлă хытă каяшсене туллин сортлама пуçламалла, атмосферăна кăларса яракан сиенлĕ хутăшсен калăпăшне икĕ хут чакармалла, капланнă сиенĕн 6 об±ектне тĕп тумалла, хупă ярăмлă экономика технологийĕсене ĕçе кĕртнĕ май каяшсен 25% кая мар пайĕпе чĕр тавар пек иккĕмĕш хут усă курмалла. Çĕнĕрен лартса ӳстерекен вăрмансен лаптăкĕ каснинчен 12% кая мар пысăкрах пулмалла, мĕн пур лесничествăна ятарлă çĕнĕ техникăпа тивĕçтермелле. Юхан шывсемпе кӳлĕсене тасатас енĕпе палăртакан ĕçсем те пысăк. Регионăн ветеринари отраслĕн 2025-2030 çулсенчи стратеги çинчен Патшалăх ветеринари службин ертӳçи Александр Шакин доклад турĕ. Ку документа РФ Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктринипе килĕшӳллĕн хатĕрленĕ, вăл республикăн ял хуçалăх аталанăвĕн патшалăх программин положенийĕсене шута илет. Тĕллевĕ уçăмлă — инфекци чирĕсем сарăласран шанчăклă сыхланасси. Паллах, çакă ял хуçалăх производствине аталантарассипе тӳррĕнех çыхăннă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Асаттесемпе асаннесен паттăрлăхĕ асрах

Куславкка округĕнче çарпа истори клубĕсемпе шырав отрячĕсен Пĕтĕм Раççейри «Чикĕре» фестивалĕ иртрĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă.

Фестивале Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çитсе курчĕ. «Ку фестиваль пире асаттесемпе асаннесен паттăрлăхне асра тытма пулăшать. Унта хутшăнакансен шучĕ çуллен пысăкланать, унăн пĕлтерĕшĕ те ӳссе пырать. Чăваш Ен Правительстви шырав отрячĕсене грант парса хавхалантарать, уйăрнă укçапа вĕсем музейсем йĕркелеççĕ. Шыравçăсен ĕçĕ ăрусен çыхăнăвне вăйлатать», — терĕ регион ертӳçи. Вăл Кӳкеçри интернат шкулта ĕçлекен Валерий Галямина тата Алексей Енейкин корреспондента шырав ĕçĕнче хастарлăх кăтартнăшăн РФ Оборона министерствин паллипе чысларĕ. Олег Алексеевичпа «Воин» центр инструкторĕ Григорий Васильев çамрăксемпе тĕл пулчĕç. Яшсемпе хĕрсем вĕсенчен шкул тапхăрне аса илме ыйтрĕç, шырав ĕçне хутшăннипе кăсăкланчĕç. Сумлă хăнасем «Воин» центр тата «Хамăрăннисен вăхăчĕ» проект çинчен каласа кăтартрĕç. «Ку проект СВО ветеранĕсене пĕлӳ илсе пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма пулăшать. Вăл — «Паттăрсен вăхăчĕ» программа тăсăмĕ. Кăçал 5 çын фермерсен шкулĕнчен вĕренсе тухрĕ, иккĕшĕ фермер хуçалăхĕ йĕркелеме «Агромотиватор» гранта тивĕçрĕç», — пĕлтерчĕ Олег Алексеевич. Фестивале тĕрлĕ регионтан тата Беларуç Республикинчен пуçтарăннă. Акă, Хусанти çарпа истори клубĕн ертӳçи Александр Александров хăйĕн коллекцийĕнче упранакан çар тумне илсе килнĕ. Вĕсемпе çамрăксене паллаштарнă, çар званийĕсене уйăрма вĕрентнĕ. Александр Александрович каланă тăрăх, çар коллекцийĕнче экспонат нумай, пăшалсем те пур-мĕн. Хусан çынни çарпа истори клубĕсемпе шырав отрячĕсен фестивалĕсене час-час хутшăнать. Çывăх кунсенче Кавказа, Сахалина çитме палăртнă. Хусанта Граждан вăрçин реконструкцине йĕркелесшĕн. Питĕрти клуб вăрçă çулĕсенче санитарсемпе ветеринарсем усă курнă медоборудованипе, çыхăну хатĕрĕсемпе паллаштарчĕ. «Вăрçă çулĕсенче çынна тата лашана сиплемелли, операцисем тумалли чылай хатĕр пулнă: скальпель, шприц, стерилизатор...» — терĕ клуб ĕçченĕ Елена Карпова. Шупашкарти «Вырăс егерĕ» çарпа истори клубĕн ертӳçи Денис Сятрайкин каланă тăрăх, çар реконструкцийĕсем чылай регионта кашни эрнерех йĕркелеççĕ. Унта кашни çын хăйĕн рольне вылять. Акă эпĕ паян — дежурствăра тăракан офицер. Вăрçă çулĕсенче ун ĕçĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă», — терĕ Денис Викторович. Сăмах май, ку клуб 25 çул каяллах чăмăртаннă. Вăл çар историйĕпе кăсăкланакан 100 ытла çынна пĕрлештерет. Куславкка хулинчи 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Михаил Сучков фестиваль программи анлă пулнине палăртрĕ. «Кăсăклă мастер-классем, лекцисем, квестсем... Кашни ир зарядкăран пуçланать. Кинофильмсем куртăмăр. Гранатăсем, танксем, пакунсем çинчен каласа пачĕç. Пĕрремĕш медпулăшу памалли уйрăмлăхсемпе паллаштарчĕç», — терĕ 15-ри яш. Фестиваль вĕçĕнче çарпа истори клубĕсен хастарĕсем Хĕвел тухăç Пруссире 1945 çулта иртнĕ çар операцийĕн пĕр çапăçăвне кăтартрĕç. Унта стрелоксен 139 тата 324-мĕш полкĕсем те хутшăннă. Асăннă йышра пирĕн ентешсем те пулнă. Çав операцие Шупашкар çынни, Совет Союзĕн Геройĕ Александр Боголюбов генералполковник ертсе пынă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Шавларĕ, кĕрлерĕ сăра уявĕ

Шупашкарта IV «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль иртрĕ.

Вăл утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Раççей хăмли» конференцирен пуçланчĕ. Унта Раç¬çей Ял хуçалăх министерствин, Россельхозбанкăн, регионсенчи «симĕс ылтăн» çитĕнтерекен хуçалăхсен, хăмла, сăра, салат, ăсла тăвас ĕç тата селекци эксперчĕсем, «симĕс ылтăн» туса илекенсемпе сăра вĕретекенсене пĕрлештерекен ассоциацисен представителĕсем хутшăннă. Вĕсенчен 100-шĕ Етĕрне округĕнчи хăмла пахчисене çитсе курнă. «Выльский» ЯХПКра — «симĕс ылтăн» туса илмелли технологипе, унăн хăйне евĕрлĕхĕпе, агроном хăмлаçă вăрттăнлăхĕсемпе, Тури Ачак ялĕнче XIX ĕмĕрти чăваш хресченĕн музейĕн экспоначĕсемпе паллашнă. Кунта хăнасене чăвашсен темиçе çĕр çул каяллахи рецепчĕпе сăра вĕретсе кăтартнă, вĕсен йăли-йĕркипе паллаштарнă, килте хатĕрленĕ кăпăклă сăрапа тата апат-çимĕçпе хăналанă. «Сăра вĕретессин индустрийĕ: агропро¬мышленноçпа çыхăнса ĕçлесси» тата «Хальхи условисенче хăмла туса илнĕ чухне усă куракан тухăçлă технологисен çивĕч ыйтăвĕсем» сессисемпе фестиваль утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче малалла тăсăлнă. Раççей ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут ертсе пынипе çĕршывра сăра вĕретес ĕç индустрине аталантарас ыйтупа канашлу иртнĕ. Унта «Раççей пахалăх тытăмĕ» патшалăх организацийĕн, бизнесăн тата отрасль организацийĕсен представителĕсем хутшăннă. Министр Раççей Ял хуçалăх министерстви отрасль ĕçĕ-хĕлĕпе, çĕршывра хăмла туса илессипе, сăра вĕретессипе, урпа çитĕнтерессипе, çĕпре хатĕрлессипе кăсăклансах тăнине палăртнă, сăра тăвакан предприятисене патшалăхран пулăшу кӳмелли стандартсене пăхса тухассине пĕлтернĕ. Ку республикăна тӳррĕнех пырса тивет, вăл çĕршывра хăмла чи нумай çитĕнтерет. «Чăваш Ен хăмла туса илмелли технологие, отрасльте ĕçлеме кадрсемпе компетенцисене упраса хăварма пултарнă. Эпир паян «симĕс ылтăн» производствине тавăрни çинчен хăюллăнах калаçма пултаратпăр. Пирĕн культура хунавне лартмалли, пăхса çитĕнтермелли, пухса кĕртмелли, пучаха типĕтмелли, упрамалли технологи майĕсем пур. Хальхи вăхăтра пучахран тĕрлĕ продукци туса кăларма лартнă тĕллевсене епле пурнăçа кĕртесси çинчен шухăшлатпăр. Эпир технологисене масштаблама, культурăна лабораторипе фитосанитари тĕрĕслевĕ витĕр кăларма, отрасльте ĕçлекенсене пулăшма, наци продукчĕ тавра рынока пĕрлештерме хатĕр», — тенĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Сергей Артамонов премьер-министр хăмла производствин стратегийĕ çинчен доклад тунă. «Отрасле аталантарма регионăн мĕн пур ресурс, çав шутра хăмла сорчĕсен çĕршывра пĕртен-пĕр шутланакан «ылтăн коллекцийĕ», пур, — тенĕ вăл. — Республикăн «симĕс ылтăн» пахчи, ăна çитĕнтерекен хуçалăхсен йышĕ çуллен пысăкланать. Пĕрремĕш фестивале уçнă çул 6 хуçалăх çеçчĕ, халĕ 10». <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Йывăрлăхсене парăнтарса çĕнтерÿ патне ăнтăлаççĕ

Спорт инвалидсене пурнăçри вырăнне тупма, сывлăха çирĕплетме пулăшать. Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш Енри организацийĕн председателĕ Вероника Михайлова пĕлтернĕ тăрăх, сусăрсем валли ăмăртусем ирттересси йăлана кĕнĕ.

— Вĕсем шашка, шахмат вăййисенче тупăшаççĕ. Бочча юратнă вăйă пулса тăчĕ. «Джакколо», «Кульбуто» сĕтелçи вăййисем анлă сарăлчĕç. 2008 çултанпа «Феникс» спорт клубĕпе /ертӳçи — Юрий Степанов/ пĕрле спорт фестивалĕ йĕркелетпĕр. Кăçал спорт уявне 130 яхăн çын хутшăнчĕ. Аслă ӳсĕмрисем, ачасем хăйсен вăйне 5 ăмăртура тĕрĕслерĕç, — каласа кăтартрĕ Вероника Ильинична.

Инвалидсен обществи пуçарнипе кăçал хорсен кĕрешĕвĕ иртнĕ. Унта 10 коллектив пултарулăхĕпе паллаштарнă. Ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министерствипе пĕрле инвалидсен Пĕтĕм тĕнчери кунне халалласа çуллен тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Общество организацийĕ Шупашкарти спорт адаптаци шкулĕпе, Социаллă фондпа килĕштерсе ĕçлет. Акă кăçал Çĕнтерӳ кунне халалласа «Паттăрсем пирĕнпе юнашар» курав иртнĕ. Унта фотопортретсене, сăн ӳкерчĕксене тăратнă. Чăваш Енри икĕ сăвăç Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 80 çул çитнине халалланă Пĕтĕм Раççейри конкурсра малти вырăнсене йышăннă. Инвалидсен обществи сусăрсене ĕçе вырнаçма пулăшать. Вĕсем валли ятарлă программăпа килĕшӳллĕн предприятисенче ĕç вырăнĕ уйăраççĕ. Тĕслĕхрен, пĕри чӳрече тăвакан производствăра рабочи тивĕçĕсене пурнăçлать, тепри домофон лартакан организацире ĕçтешсем тупнă. Чăваш Республикин спорт министрĕн çумĕ Александр Степанов каланă тăрăх, сусăрсем йывăрлăхсене парăнтарса малалла талпăнаççĕ, ыттисене тĕслĕх кăтартаççĕ, пурнăçа юратма вĕрентеççĕ, спортпа туслашма хавхалантараççĕ. Акă Шăмăршăра пурăнакан Валерий Акимов 6 çул каялла бочча вăййипе туслашнă. «Питĕ интереслĕ вăйă. Унта тĕл ывăтма пĕлмелле. Пĕччен те, ушкăнпа та выляма пулать», — терĕ 43-ри арçын боччăна Паралимп программине кĕртнине аса илтерсе. Çамрăкрах чухне вăл пауэрлифтингпа кăсăкланнă, В.Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕнче Вячеслав Кострюков тренер патĕнче ăсталăха туптанă. Анчах коронавируспа чирленĕ хыççăн пăрахма тивнĕ. Унăн пухмачĕнче медаль те сахал мар. Кӳмепе çӳрекенскер машина рулĕ умне те ларать, кил хуçалăхĕнчи ĕçсенчен те юлмасть. Шупашкарти Анфиса Осипова та пауэрлифтингпа туслă пулнă, анчах сывлăх япăхланнипе ку спортран пăрăнма тивнĕ. 49 çулти хĕрарăм парабадминтонистсемпе юлташланнă. Спорт фестивалĕнче вăл 100 метрлă дистанцире ăмăртса мала тухрĕ. Педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнăскер садикра, шкулта ĕçленĕ, уйрăм çын ачисене пăхнă. Ĕç хыççăн фитнес залне çӳренĕ. 2012 çулта суранланнă хыççăн тепĕр хут пурăнма «вĕреннĕ». Çак тапхăрта ăна спортпа туслашни нумай вăй кӳнĕ. — Пушă вăхăтра тĕрлетĕп. «Пурнăç — хускану», — теççĕ. Çул çӳреме юрататăп. Кавказа, Крыма тата ытти çĕре çитсе куртăмăр, Эльбрус çине хăпартăмăр. Ют çĕршывсенче те пултăмăр, — кăмăлне ирĕке ячĕ хĕрарăм. Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш Енри организацийĕ республикăри 26 уйрăма пĕрлештерсе тăрать. Елчĕкрине 2018 çултанпа Людмила Анисимова ертсе пырать. Вăл унччен райпо сутуçинче ĕçленĕ. Людмила Антоновна каланă тăрăх, округри сусăрсенчен 45-шĕ спорта кăмăллать. Елчĕк команди Пермь хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнира хутшăннă. Сăмах май, çывăх кунсенче округра пулă тытассипе ăмăрту пулĕ. Елчĕксем çул çӳреме юратаççĕ. Акă кăçал Дивеевăна, Йошкар-Олана кайса килнĕ. Ал ĕçĕпе аппаланаççĕ: тĕрлеççĕ, тапăчки-нуски çыхаççĕ... Вĕсем СВОна та пулăшаççĕ. Нумаях пулмасть салтаксем патне хӳтĕлекен браслетсем, çырусем ăсатнă. Спорт сусăр ачасене те хавхалану кӳрет. Вĕсемпе ĕçлекен тренер Владимир Викторов шухăшĕпе, спортзала çӳрекенсем хăйсене çирĕпрех туяççĕ, пурнăç пĕлтерĕшĕ çуралать. «Кӳмепе çӳрекенскерсенчен хăшĕ-пĕри калаçаймасть те. Спорт вĕсене çынпа хутшăнма май парать. Бочча секцине 5 çул каялла уçрăмăр. Халĕ пирĕн пата 25 çын çӳрет. Спортсменсен çитĕнĕвĕсем те пур. Вĕсем çĕршыв ăмăртăвĕсенче темиçе хут палăрнă. Акă кăçал Дарья Кондратьева Раççей турнирĕнчен ылтăн медальпе таврăнчĕ», — терĕ Владимир Николаевич. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.