Хыпар 47 (28364) № 01.07.2025
Уяв ĕçе хавхалантартăр
Иртнĕ эрнере Республика кунне паллă тунипе çыхăннă мероприяти нумай пулчĕ те — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пурне те вĕсене лайăх йĕркеленĕшĕн тав тунинчен пуçларĕ. Канашлăва уяв мероприятийĕсен пĕтĕмлетĕвĕ малалла тăсрĕ.
Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Рафикова Шупашкарти экономика форумне пĕтĕмлетрĕ. Унăн программине кăна 16 мероприяти кĕнĕ. Вĕсене 3,5 пин çын хутшăннă. Хăнасем 25 регионтан, виçĕ ют çĕршывран килнĕ. Çав шутра — Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем. Çак мероприятисен спикерĕсен йышĕ 100 çын патнеллех пулнă. Сӳтсе явнă ыйтусен шутĕнче — çивĕч темăсем: инвестицисенчен пуçласа экспорта аталантарасси таран. Форум кунĕсенче алă пуснă килĕшӳсен пĕтĕмĕшле хакĕ 7 миллиард тенкĕ шайĕнче. Сăмахран, Шупашкарти алăк туса кăларакан компанисенчен пĕри Узбекистанпа алăксен пĕрлехи производствине уçма килĕшӳ туниех мĕне тăрать! Уяв кунĕсенче чылай çĕнĕ об±ект хута кайнă. Тĕслĕхрен, тĕп хулара реконструкци хыççăн çĕнĕ отель уçăлнă. Хăнасене хăтлă условисенче йышăнмалли условисем лайăхланнине, хăна çурчĕн лаптăкĕ пысăкланнине кура туристсен йышĕ татах хушăнасса кĕтме пулать. Çакă та — экономикăн пĕр пайĕ. Уйрăм сăмах — «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав пирки. Йăлана кĕнĕскере ку хутĕнче 34 экспозици вырнаçтарнă: машиностроени продукцийĕ, ĕçмеçиме, ытти... «Форум хăнасем кĕтнинчен те çӳллĕрех шайра пулчĕ», — терĕ кун пирки Лариса Анатольевна. Уявăн культура программи те пуян. Культура министрĕ Светлана Каликова çак мероприятисене республикăра пурăнакансем те, Чăваш Ен тулашĕнчен килнĕ хăнасем те йышлă хутшăннине палăртрĕ. «Ăстасен Руçĕ» конкурсра ку хутĕнче Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăннă 45 ал ăсти вăй виçнĕ. «Эпĕ — хĕрарăм» конкурсра вара 2,2 пине яхăн хĕрарăм тупăшнă. Çĕнтерӳçĕсене 15 номинацире палăртнă. Раççей Наци центрĕпе «Раççейĕн тĕрленĕ карттине» малалла аталантармалли килĕшĕве алă пуснă. Канашлура çавăн пекех вĕрентӳпе, спортпа, ыттипе çыхăннă мероприятисене те пĕтĕмлетрĕç. Олег Николаев темăна «хупнă» май уяв кунĕсенчи тĕлпулу-канашлура палăртнă тĕллевсене пурнăçлас енĕпе çине тăрса ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Пуçаруллă бюджет программине анлăлатас ыйтупа строительство министрĕ Владимир Максимов сăмах илчĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çитес çул тӳрре кăлармалли проектсене суйласа илмелли заявкăсене йышăнма пуçлаççĕ. Чылай улшăну пур — вĕсене шута илмелле. Унччен проектсем тĕпрен илсен ялта пулнă, халĕ тимлĕх хула еннелле те куçать — тĕп улшăну çакăнпа çыхăннă темелле. Владимир Михайлович республика Пуçлăхĕ хуласенче те ку енĕпе ĕçлемелли çинчен маларах пĕрре кăна мар каланине аса илтерчĕ — çакă тӳрре тухать. Çавна май проектсем валли бюджетран укçа уйăрасси палăрмаллах пысăкланать. Проектсем хăш çул-йĕрсемпе пуласси те анлăланать — видеосăнав вырнаçтарасси таранах. Çамрăксем, ТОСсем сĕнекен проектсем тĕлĕшпе уйрăммăн тимлĕх пулĕ. Проектсен шучĕ тĕлĕшпе пулнă чарусем сирĕлеççĕ. Унччен Шупашкар 10 проект кăна сĕнме пултарнă — халĕ ку енĕпе чикĕ çук. Заявкăсене хаклас тĕлĕшпе улшăнусем пур. Онлайн-сасăлавпа 500 ытла сасă пухнисем хушма балсем илĕç. Программа ячĕ те улшăнать — «Ниме — халăх бюджечĕ». Заявкăсене çурла уйăхĕн 14-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнчен онлайн-сасăлав пуçланать. Министр палăртнă тăрăх, халăх укçан пĕр пайне хăй хывсан граждансем çак проектсемпе тунă об±ектсем тĕлĕшпе тирпейлĕрех, тимлĕрех пулĕç. Çавна май халăх укçа хывасси упранса юлать. Граждансенчен пухакан тӳпе пĕчĕкленет — 5% таран, ыттине бюджет уйăрĕ. Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров ачасен çуллахи канăвне мĕнле йĕркеленипе паллаштарчĕ. Çуллахи тапхăрта пĕтĕмпе 73 пин ача канĕ. Çав шутран 39 пинĕшĕ — шкулсен çумĕнчи лагерьсенче. 1-мĕш сменăра хула тулашĕнчи лагерьсенче 4 пин ытла ача каннă. Ятарлă çар операцийĕнчи ентешсен ачисем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Унсăр пуçне лагерьсем Чăваш Ен шефа илнĕ Бердянск районĕнчен 135 ачана йышăннă. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Инженер, патентовед, йĕркелÿçĕ
Пĕтĕм Союзри изобретательсемпе рационализаторсен обществин Чăваш АССРĕнчи организацине 1958 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче тума йышăннă. Ăна ертсе пыма 1986 çулта Василий Комиссарова Шупашкарти электроаппарат заводĕнчен куçарнă. Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕ Изобретатель тата рационализатор кунĕ пулнă май професси уявĕ умĕн унпа курнăçса калаçрăмăр.
Заводра ĕçлеме вăл 1967 çулта электромонтера вĕренекенрен пуçланă. «Мана, тĕп хулари шкулта алла аттестат илнĕскере, аннен çывăх тăванĕ Семен Арсентьев, техника центрĕн ертӳçин çумĕ, завода пыма чĕнчĕ, вĕренекен должноçне вырнаçма сĕнчĕ — килĕшрĕм, — аса илчĕ Василий Варсонофьевич. — 17 çул тултарманран электрооборудованипе ĕçлеме тӳрех шанмарĕç. Çавăнпа авăн-раштав уйăхĕсенче электромонтера вĕрентĕм, 1968 çулхи кăрлач уйăхĕнче, 18 çул тултарсан, экзамен парса 2-мĕш разрядлă электромонтер квалификацине илтĕм, пĕчĕк вольтлă оборудовани туса кăларма хутшăнтăм». Завода вырнаçиччен Василий Мускав энергетика институчĕн Атăлçи филиалĕн ªун чухне вăл Шупашкарта вырнаçнăº каçхи уйрăмне вĕренме кĕнĕ, «Электропривод тата промышленноç установкисене автоматизацилесси» специальноçа алла илнĕ. Мĕншĕн ăна суйланă? Вася шкулта математика, геометри, физика предмечĕсемпе лайăх вĕреннĕ. 1967 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ уçăлнă май филиал пурлăхне ăна панă, преподавательсем вĕрентме унта куçнă. Василий тиристор привочĕсем çинчен çырнă ĕçне хӳтĕлесе инженер-электромеханик дипломне ЧПУра илнĕ. Унăн ячĕ — «Шăйăрса резьба йĕрлекен станокăн резьба тăвакан тиристор привочĕ». Ăна çырнă чухне В.Комиссаровăн консультанчĕ Шупашкарти агрегат завочĕн тĕп энергетикĕ Филипп Школьник пулнă. Университетра вĕреннĕ çулсенче заводра 3, 4 тата 5-мĕш разрядлă электромонтер квалификацине илнĕ. Общество ĕçĕнчен те пăрăнман, «Коммунист» драма фильмĕн тĕп геройĕ Василий Губанов пек пулма тăрăшнă, дружинниксен комсомол отрячĕн членĕ обществăри йĕркене пăсакансене асăрхаттарнă, саккуна пăхăнманнисене милици уйрăмне илсе пынă. 1973 çулта ăна, коммунистсен партине кĕме кандидата тăнăскере, Совет çарне илнĕ, вăл сывлăшран тапăнасран хӳтĕлекен çарсен Германири чаçĕн радиотехникĕ пулнă, стратеги тĕллевĕллĕ ракета установкисен электрон хатĕрĕсемпе приборĕсене тата электрооборудованине юсанă. «Бандеровецсем совет çарĕнче ун чухнех пулнă, — терĕ Василий Варсонофьевич, фронтовик ывăлĕ. — Пĕрне столовăйра тĕл пултăм, ман çине сиксе ӳкнĕрен çийĕнчех хурав патăм та — урайне шаплатса ӳкрĕ. Малтан хăранипе кулянма тытăнтăм: вĕлерсех пăрахмарăм-и? Эпĕ спортсмен пулнă: Шупашкарти «Текстильщикшăн» хоккейла вылянă, бокспа кăсăкланнă. Чăн та, анне ринга тухма чарчĕ, «пурнăç ылтăнран та хаклăрах» терĕ. Атте Варсонофий Маркович ªстроительº тата анне Евгения Федоровна ªпедагог, бухгалтерэкономистº пĕр-пĕринпе тăван чĕлхепе калаçатчĕç, çавăнпа чăвашла лайăх ăнланатăп, анчах тикĕсех калаçаймастăп. Анне ачисене вĕренме пил пачĕ». В.Комиссаров çулталăкран çартан таврăннă, тăван заводне ĕçлеме вырнаçнă. Часах ăна заводăн комсомол организацийĕн секретарĕ пулма суйланă. Çак йышăнупа тĕп энергетик килĕшмен: «Специалистсене рабочирен тытăнса вĕрентетпĕр, вĕсем инженер пулса çитсен вара вĕсене производствăран уйăратăр...» Партком çакна хăлхана чикмен. Василий производствăна таврăнма ĕмĕтленсе пурăннă, анчах ăна политикăпа общество ĕçĕнчен яман, унтан та ытларах — 1978 çулта завод парткомĕн секретарĕн çумĕ пулма суйланă. Çапах вăл ĕмĕтленме пăрахман: Шупашкарти трактор заводне инженера куçасси пирки ыйту лартнă. Анчах ертӳçĕсем «тăван коллектива епле пăрахса каятăн?» тесе намăслантарнă, В.Комиссаров пуçне çавăрнă. Çамрăк инженер пурпĕр тĕллевне пуçран кăларса пăрахман, пĕрмай производствăна куçарма ыйтнă — партком тинех хĕрхеннĕ. Ăна Çĕрпӳ хулинче ĕçлеттерсе сиплемелли профилакторире производство цехĕ уçма шаннă. Комиссаров ĕçе çанă тавăрсах пикеннĕ. Шупашкартан унта куллен автобуспа çӳренĕ, 120 яхăн уголовникпа пĕрле тимĕре шăратмалли муфель кăмаки вырнаçтарса лартнă, нимĕçсен нумай тонна таякан пресĕсене электроаппарат заводĕнчен цеха çитерсе вырнаçтарнă. Унта электроаппарат завочĕ валли тимĕр изделисенчен тĕрлĕ электрооборудовани тума комплектсем хатĕрленĕ. Производствăна йӳнĕ ĕç вăйне явăçтарнăран завод туса кăларнă продукцин хăй хаклăхĕ чылай пĕчĕкрех пулнă. Цеха электричество Çĕрпӳрен лини тăсса çитернĕ, тимĕртăмăра куçарма кран вырнаçтарнă. Çавăн хыççăн В.Комиссаров инженер Шупашкарти ĕçлеттерсе юсамалли 4-мĕш колони цехĕнче пресланă пластик савăтсене щеткăпа çуса тасатмалли конвейер вырнаçтарнă. Заводра ĕçленĕ çулсенче вăл аппаратсен, çав шутра сварка оборудованийĕн конструкцине çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ, вĕсемшĕн 12 патент илнĕ. Пĕрне Германире самолетсене персе антармалли системăна модернизациленĕшĕн тивĕçнĕ. 27 çула çитсен Василий Комиссаровсен йăхне малалла тăсасси çинчен шухăшлама тытăннă. 1977 çулта Пăрачкав районĕнчи вырăс хĕрне качча илнĕ, çурла уйăхĕнче пĕрремĕш ачи Александр çуралнă, ĕç кунĕ вĕçленсенех мăшăрне пулăшма килне васканă. Шăпах çав вăхăтра В.Комиссарова Совет çарне иккĕмĕш хут илнĕ, вăл — Тольяттири чаçре рота замполичĕ. Хваттер панă, çемйи пурăнма унта куçнă. Икĕ çул иртсен рота командирĕ ăна чаçрех хăварасшăн пулнă, анчах электроаппарат завочĕн ертӳлĕхĕ Комиссарова, саппасри капитана, хистесех предприятие чĕнсе илнĕ, 6-мĕш сборка цехĕн ертӳçин çумĕ пулма çирĕплетнĕ. Вăл çынсемпе ĕçлеме пĕлнине шута илсе 1983 çулта электростанцисен тата электротехника промышленноçĕн рабочийĕсен профсоюзĕн чăваш обкомĕн секретарĕ пулма суйланă. Вăл «Чăвашкабель», Канашри «Электропогрузчик», «Электроприбор», «Энергозапчасть» предприятисен, 28 субподряд организацийĕн, Шупашкар ГЭСĕн, тĕп хулари ТЭЦ-1, ТЭЦ-2, ТЭЦ-3, электромеханика завочĕн, ытти чылай предприяти коллективĕсене пĕрлештернĕ. — 1980-1991 çулсенче профсоюз авторитечĕ пысăкчĕ, мĕншĕн тесен вăл ĕç çыннисене канма-сипленме путевка тата ытти çăмăллăх панă, вĕсен кулленхи ыйтăвĕсене татса пама пулăшнă. Патшалăх профсоюзсене иртнĕ ĕмĕрте ĕç инспекцийĕ урлă ĕçлекенсене хӳтĕлеме шаннă, кашни производство вырăнĕнче вĕсен сывлăхне тĕрĕслеме врач тытнă. Халь çакна курмастпăр, — палăртрĕ профсоюз ветеранĕ. Пĕтĕм Союзри изобретательсемпе рационализаторсен обществин чăваш облаç организацийĕн ªячĕ ун чухне çапла пулнăº канашĕн председателĕ В.Комиссаров, çав вăхăтрах выставкăн ĕç тăвакан директорĕ, ертсе пынипе 1986, 1987 тата 1989 çулсенче Шупашкарти Я.Ухсай ячĕллĕ культура çуртĕнче, электроаппарат заводĕнче тата Польшăри Познань хулинче «ВДНХ-Чувашия» курав йĕркелесе ирттернĕ. Польшăран чăваш экспозицийĕ Совет Союзĕн изделийĕсем тивĕçнĕ 8 ылтăн медальтен 5-шĕпе таврăннă. «1989 çулхи курав асран тухмасть. Эпĕ унта кăтартма «Т-330» трактор ªхалĕ Шупашкарти Калинин районĕнчи постамент çинче ларатьº, Канаш электропогрузчикне, «Энергозапчасть» заводăн гидроаккумуляторлă пĕчĕк электростанцине, «Паха тĕрĕ» предприятин чăваш тумтирне, Çĕнĕ Шупашкарти сувенир фабрикин продукцине илсе кайрăм, — каласа пачĕ Василий Комиссаров. — Пĕр çулхине электроаппарат заводĕнче пĕтĕм тĕнчери курав ирттертĕмĕр, унăн тĕп художникĕ Юрий Матросов пулчĕ. Республикăра тĕрлĕ продукци туса кăларакан предприятисен ытти выставкине те ирттертĕмĕр». 1980-мĕш çулсен иккĕмĕш çурринче В.Комиссаров пуçарнипе Пĕтĕм Союзри изобретательсемпе рационализаторсен обществин техника енĕпе пултаруллисен институтне уçнă, вăл хăйĕн умне лартнă тĕллевсене çуллен пурнăçланă: патентоведени, изобретательпе рационализатор ĕçĕ енĕпе 100 ытла специалиста вĕрентсе хатĕрленĕ, вĕсене явăçтарса «Эврика-ВОИР», «Техника енĕпе идейăсен ярмăркки» конкурссем ирттернĕ, «Техник тата наука енĕпе çамрăксен пултарулăхĕ» юхăма сарса янă. Техника енĕпе пултаруллисен клубĕсемпе центрĕсем уçнă, вĕсенчен тухнă çамрăксем каярахпа изобретательсемпе рационализаторсем пулса тăнă. В.Комиссаров 1988 çулта Патентоведенин тĕп институчĕн дипломне хӳтĕлесе «Патентовед» специальноçа алла илнĕ, 1990 çулта — менеджерсемпе управлени шкулĕнчен, 1998 çулта Мускаври потребкоопераци университечĕн Шупашкарти филиалĕнчен юриста вĕренсе тухнă. 2006 çултанпа вăл — Правительство çумĕнчи маларах пурнăçа кĕртмелли инноваци проекчĕсене, пурнăçа кĕртме май пур патентсене, усă кӳме пултаракан модельсене, промышленноçри тухăçлă тĕслĕхсене суйласа илекен комисси членĕ. «Обществăн Чăваш Енри канашĕ Роспатентпа, Пĕтĕм тĕнчери ăс-хакăл харпăрлăхĕн организацийĕпе ªШвейцариº пĕрле 2012 çулта республикăн Наци библиотекинче Инноваци технологийĕсене пулăшу кӳмелли 1-мĕш шайри центр туса хучĕ, — пĕлтерчĕ Василий Комиссаров. — Унăн ĕçне çамрăк изобретательсемпе рационализаторсем хутшăнаççĕ. Вĕсем республикăра йышлă, чылайăшĕ Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ изобретателĕн хисеплĕ ячĕсене тивĕçрĕ. Изобретатель тата рационализатор ĕçĕнче çитĕнӳ тунăшăн Мари, Мордва тата Чăваш республикисен хушшинче куçса çӳренĕ Хĕрлĕ ялава Чăваш Енри новаторсене упрама шанса пачĕç». <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Иртнĕ çулсенчи çитĕнÿсем умри çĕнтерÿсене тĕревлеççĕ
Çын капиталне аталантарасси, регионăн шайлашуллă аталанăвĕ тата экономикăн çирĕп модельне йĕркелесси. Шупашкарти йăлана кĕнĕ экономика форумĕн темине ку хутĕнче çак тĕллевсем никĕслерĕç. «Чăваш Ен — ăнлануллă аталану» темăна тĕпе хунăскерĕн пĕрлехи ларăвĕ эрнекун Оперăпа балет театрĕнче иртрĕ.
Шучĕпе 15-мĕш форума пухăннисен умĕнче сăмах илнĕ май республика Пуçлăхĕ Олег Николаев регион юлашки çулсенче утса иртнĕ çула сăнларĕ-хакларĕ, унăн çирĕп аталанăвне тивĕçтерес енĕпе малашне пурнăçламалли тĕллевсене те палăртрĕ. Промышленноç кал-кал ĕçлени савăнтарать: электротехника, хими отраслĕсем, станоксем, машинăсем тăвакан отрасльсем лидер позицйĕсене татах çирĕплетрĕç. Çĕнĕ йышши продукци кăларма пуçланă: антрахинон мелĕпе водород перекиçĕ, пĕчĕк тата вăтам хăватлă тракторсем, вилкăллă погрузчиксем тума тытăннă, çĕнĕ ытти тавар та пур. Олег Алексеевич çакă флагман шутланакан предприятисемпе аллааллăн ĕçленин, çак ĕçе пĕчĕк тата вăтам предприятисене те явăçтарнин кăтартăвĕ пулнине палăртрĕ. Çав шутра — кластер инвестици платформисен механизмĕпе тухăçлă усă курса. Влаç айккинчен пăхса тăман кăна мар, Раççей Правительствипе тачă çыхăну тытса çак çулсенче промышленноçа патшалăх енчен пулăшассине 30 хут ӳстерме пултарнă. Çакă малашлăхлă çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме май парать. Ку экспорт вăй илнинче те курăнать. «Экспорт ӳсĕмĕ пирĕн продукцие чикĕ леш енче те хакланине çирĕплетет. Пилĕк çулта вăл 45% ӳсрĕ. Тĕнчери 50 ытла çĕршыв Чăваш Енри компанисен продукцине туянать», — терĕ Олег Николаев. Бизнес валли, иккĕленмест вăл, республикăра хăтлă условисем йĕркеленĕ. Предпринимательлĕх енĕпе ĕçлеме уйрăм условиллĕ тăхăр зона туса хунă. Раççей Правительстви пулăшнипе Çĕнĕ Шупашкарта уçнă уйрăм экономика зонинче резидентсем ăнăçлă ĕçлеççĕ — пысăк проектсене тӳрре кăлараççĕ. Çав шутра — энергетика валли кăмакасем, строительствăпа çул-йĕр отраслĕсенче усă куракан техника валли туртăм электропривочĕсем, хими продукцийĕ туса кăларас енĕпе... Пысăк проектсем вара пĕчĕк бизнеса та малалла туртаççĕ. Олег Алексеевич çывăх çулсенче унта лайăх шалуллă 1,4 пин ытла ĕç вырăнĕ пулассине çирĕплетрĕ. Инвестицисен калăпăшĕ вара 12 миллиард тенкĕ патне çывхармалла. Бизнес валли условисем лайăххине регионта пĕчĕк тата вăтам предприятисен шучĕ 2,5 хут пысăкланни те çирĕплетет. Çак сферăра ĕçлекенсен йышĕ вара 1,5 хут ӳснĕ. Юлашки виçĕ çул çурăра Чăваш Енре ытти регионти 700 предприниматель тата 100 ытла юридици тытăмĕ çĕнĕрен регистрациленнĕ. Олег Алексеевич пусăм тусах каларĕ: «Пĕчĕк тата вăтам педпринимательсемпе ĕçленĕ чухне эпир кашни идейăна шута илмелли, хакламалли тата ăна пурнăçлассин кашни тапхăрĕнче витĕмлĕ инструментпа пулăшмалли принципа тĕпе хуратпăр». Ку промышленноç сферине кăна мар, яла, ял çыннисене те пырса тивет. Паян агропромышленноç комплексĕ те техникăпа пуянланать, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртет. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче, ӳсен-тăран çитĕнтерессинече кăна мар, ял хуçалăх продукцине тирпейлес енĕпе те предпринимательсем пуçаруллă пулнине палăртма кăмăллă. Олег Николаев паллă цифрăсене тепĕр хут асăнчĕ. Пирĕншĕн паллă, анчах экономика форумĕнче ютран килнĕ хăна та йышлă — вĕсемшĕн, тен, тĕлĕнмеллерех те илтĕнчĕ пуль: çĕршывра çитĕнтерекен хăмлан 90% — Чăваш Ен тӳпи, сухан севокăн — 70%... Е тата — хурсен Чăваш Енре çуралнă макулин ăрачĕн 2/3 пайĕ… Республика апат-çимĕçĕн тĕп тĕсĕсемпе хăйне туллин тивĕçтерет. Ытти сфера çине те алă сулман. Экономикăн хăвăрт ӳсекен сегменчĕсен шутĕнче Олег Николаев туризма асăнчĕ. Вăл хăвăрт вăй илсе пынине цифрăсем çирĕплетеççĕ: Чăваш Ен хăнисен йышĕ 1,7 хут ӳснĕ — 2024 çулта республикăна 1 миллиона яхăн турист килнĕ. Круиз лайнерĕсен пассажирĕсен шучĕ 2020 çулхипе танлаштарсан 4 хут пысăкланнă. «Çак тĕллевсене пурнăçлама пире федерацин туризма аталантармалли программисене хастар хутшăнни пулăшрĕ. Эпир туризм индустрине вăй памашкăн курăмлă пулăшу — пилĕк çулта 2 миллиард тенкĕ — илтĕмĕр», – пĕлтерчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Ун шучĕпе, республикăра бизнеса кăна мар, кунта пурăнакансене те хăтлă. 2020 çултанпа регионта 4 миллион тăваткал метр çурт-йĕр хута янă, 1,2 пин картише, 160 общество вырăнне хăтлăлатнă, ăшă сечĕсен 140 километрне, инженери инфратытăмĕн виçĕ теçетке ытла об±ектне тунă, авомобиль çулĕсен 2,4 пин километрне юсанă, 62 километр çул тунă. Çав шутра — Етĕрне округĕнче Сăр урлă хывнă кĕпер. 2,4 километр тăршшĕскер — республикăра чи вăрăмми. Çак тапхăрта сывлăх сыхлавĕн 300 яхăн об±ектне тунă е тĕпрен юсанă. Ялсенче 62 ФАП хута янă. Ялсенчи васкавлă медпулăшу валли 120 автомобиль туяннă. Пациентсене тата медицина ĕçченĕсене илсе çӳреме — тата 130 машина. Çакă хуласенче васкавлă медпулăшу чирлĕ çын патне çитессин вăхăтне 21- рен 16 минут таран чакарма май панă. Ку вара çынсен пурнăçне çăлса хăварассине 25% ӳстернĕ. Республика — тин çуралнă ачасен пурнăçне упрас енĕпе çĕршыври лидер. Диспансеризаципе медицина тĕрĕслевĕн шутне 1,7 хут ӳстернĕ. Пысăк технологиллĕ пулăшу кӳресси 40% хушăннă. Пирĕн сывлăх сыхлавĕн шайĕ пысăккине юлашки çулталăкра кăна медицина туризмĕ 80% ӳсни те çирĕплетет. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Çитĕнÿ хăй тĕллĕн килмест…
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ нумаях пулмасть хăйĕн 92-мĕш театр сезонне Ева Лисина калавĕ тăрăх лартнă «Çăкăр чĕлли» драмăпа хупрĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă.
Ольга Иванова директор театр искусствине юратакансене, пултарулăха хаклакансене тав турĕ, тепĕр сезонра та театра килсе çӳреме хапăл туса чĕнчĕ. Паян Çамрăксен театрĕ нумай функциллĕ наци культура центрне аталантарассипе ĕçлет. Вăл ачасемпе çамрăксем валли спектакльсем лартнисĕр пуçне кăсăклă проектсем пурнăçа кĕртет, фестивальсем ирттерет. Сезон вăхăтĕнче аслисемпе ачасем валли сцена çине 7 çĕнĕ спектакль кăларнă. «Çăкăр чĕлли» драмăна вара Чăваш Ен Пуçлăхĕн гранчĕпе лартнă. Чăваш çыравçин Ева Лисинăн автобиографиллĕ калавне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи çулсенче выçăпа вилнĕ, çавăн пекех Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă çынсене халалланă. Çак сезонра репертуар ача-пăча постановкисемпе те пуянланчĕ: «Бременские музыканты», «Сказка о царе Салтане», «Подарок для Снегурочки» тата «Царевнавышивальщица». Çавăн пекех театрта çамрăк ашшĕ-амăшĕпе пĕчĕк ачасем валли бэби-театр жанрĕпе «Путешествие Крохи» юмах пĕрремĕш хут кун çути курчĕ. Ăна артистсем пĕчĕк сцена çинче лартаççĕ. Тин çеç утма пуçланă пепкесем те çак юмаха тĕлĕнсе пăхаççĕ. Тепĕр проект — «Я слеплю ладошкой мир». Вăл «Колокол» керамика шкулĕпе пĕрле пурнăçланать. Ачасем малтанах спектакль кураççĕ, кайран ăсталăх класне хутшăнса тăмран тĕрлĕ кĕлетке хатĕрлеççĕ. Кунашкалли Шупашкарта халиччен пулман. Классиксен сăввисем тăрăх лартнă «Эхо войны» баллада çинчен те каласа хăвармалла. Унăн режиссерĕ — Дмитрий Михайлов. Ăна Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулне халалланă. 2024-2025 çулсенчи сезонри чи пысăк çитĕнӳ — «Чĕнтĕрлĕ чаршав» фестивальте çĕнтерни. Михаил Лермонтовăн «Мцыри» поэми тăрăх лартнă драмăна жюри çулталăкри чи лайăх спектакль тесе палăртнă. «Чи лайăх арçын ролĕ» номинацире вара Николай Миронов çĕнтерчĕ. Вăл Мцыри ролĕпе палăрчĕ. Çак наградăсем театршăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2024 çулхи чӳк уйăхĕнче регионсен хушшинчи «СеспельФест» фестиваль Пушкăртстанри, Мари Элти, Чăваш Енри тата Чулхулари театр коллективĕсене пуçтарчĕ. Фестивале 5 спектакль хутшăнчĕ. Кашни постановка хăйĕн кураканне тупрĕ. Пĕлтĕр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнĕ май театр коллективĕ Мускавра тата Хусанта иртнĕ «Чĕре сасси. Çеçпĕл Мишшине халалласа» марафона хутшăнчĕ. Чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче вара поэтăн юбилей каçĕ иртрĕ. Куракансене «Çеçпĕл» кинозалра фильмсем курма явăçтарас тĕлĕшпе те чылай ĕçленĕ. Пултарулăх сезонĕн пуçламăшĕнче киносене уçă тӳпе айĕнче кăтартнă. Çак йăлана кăçал та тăснă. 2025 çулхи кăрлачран пуçласа Шупашкарти киноклубпа коллаборацире йăла-йĕрке фильмĕсене кăтартаççĕ. Ун хыççăн куракансем экспертсемпе фильмсене сӳтсе яваççĕ. Театр коллективĕ республика тулашне те тухса çӳрет. Сăмахран, 2024-2025 çулсенче Мускав тата Чулхула тăрăхĕсенче, Тутарстанра гастрольсенче пулчĕ. Урăх регионсенчи йăхташсем чăваш артисчĕсене яланах хапăлласа кĕтсе илеççĕ. 2025 çулта «Пысăк гастрольсем» программăпа килĕшӳллĕн Ĕпхӳри çамрăксен театрĕпе улшăнса ĕçлеççĕ: пирĕн артистсем Пушкăртстана кайĕç, унти сцена ăстисем Шупашкара килĕç. Çамрăксен театрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе йĕркеленĕ «Культурăллă юнкун» проекта хаваспах хутшăнать. Ăна пурнăçа кĕртнĕ май 2024 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа 2025 çулхи ака уйăхĕччен артистсем муниципалитет округĕсене 23 хутчен çитсе килнĕ, куракансене спектакльсемпе савăнтарнă. Çамрăксене театрпа туслаштарас тĕллевпе артистсем шкулсене, республикăри аслă шкулсене те çитеççĕ. Вĕренекенсемпе, студентсемпе ăсталăх класĕсем, экскурсисем ирттереççĕ, постановкăсемпе паллаштараççĕ. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче театр лагерĕ пуçласа уçăлчĕ. Ачасем театрпа, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, ăсталăх класĕсене хутшăнчĕç. Хăйсем те пысăк сцена çине тухрĕç. Сезон хупăннă пулсан та сцена ăстисем — ĕçрех. Халĕ театрта «Горе от ума» спектакль лартма хатĕрленеççĕ. Режиссерĕ — Беларуçран килнĕ Даниил Филиппович. Премьерăна авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче куракан умне кăларма палăртнă. Коллектив шухăш-ĕмĕчĕ пысăк. Кĕркунне ЙошкарОлари, Пушкăртстанри, Элистари фестивальсене хутшăнасшăн. «Пирĕн театр çамрăксене патриот воспитанийĕ парассине тĕп шăнăр вырăнне хурать. Чăваш культурин йăли-йĕркине хальхи майсемпе çыхăнтарса хăйĕн ĕç-хĕлне çирĕплетсе пырать. Çакă пире культурăллă пулма çеç мар, социаллă пурнăçпа вĕрентĕвĕн ятарлă лапамĕ пулма, Тăван çĕршывпа мăнаçланма, унăн аталану ĕçне хутшăнма май парать», — терĕ театрăн директорĕ Ольга Иванова.
Галина СОЛИНА, Çамрăксен театрĕн ĕçченĕ.
Çамрăксем пĕчĕк шалупа ĕçлесшĕн мар
Çĕмĕрле округĕнче республикăн АПК ветеранĕсен союзĕн президиумĕн ларăвĕ иртрĕ.
Унăн членĕсем малтан Юманай ялĕн модельлĕ библиотекинче пулчĕç, ĕçĕ-хĕлĕпе ертӳçи Валентина Оферкина паллаштарчĕ. «Ăна тĕпрен юсанă хыççăн 2024 çулхи раштавра хута ятăмăр, — каласа пачĕ вăл. — Халĕ сĕтел-пуканпа кĕнеке фончĕ çĕнĕ, пĕлĕве ӳстерме ачасемпе çамрăксемшĕн те, аслисемшĕн те май пур. Хăвăрт ĕçлекен интернетпа усă кураççĕ. Уйрăммăн илсен Наци Электрон Библиотекине кĕрсе кĕнекесен электрон вариантне вулаççĕ. Пĕчĕкреххисем «Юмахри юманлăх» пултарулăх залĕнче выляççĕ, сарлака экранлă телевизорпа кино кураççĕ, пĕчĕк театр сцени çинче спектакль лартаççĕ... Кунта ял çыннисен тĕрлĕ категорийĕпе тĕллевлĕ мероприятисем ирттеретпĕр». Пухăннисене союз председателĕ Александр Самылкин çак общество организацийĕ умĕнчи тĕллевсем, вĕсене пурнăçлассишĕн муниципалитетсенче уйрăмсем епле ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Округ администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Ольга Краснова вырăнти библиотекăсене интернетпа, çĕнĕ кĕнекесемпе, видеоаппаратпа тивĕçтернине, модельлĕ çĕнĕ 2 библиотека, клубсем ĕçленине, Çĕмĕрле хулинче кăçал виççĕмĕшне уçассине, 1990 çулсенчипе танлаштарсан вĕрентӳпе культура учрежденийĕсем нумай çĕнелнине пĕлтерчĕ. Президиум членĕсем И.Ульянов, В.Ленин ашшĕ, 1870 çулта тутарнă Хутар вăтам шкулĕн музейне çитсе курчĕç. Кунта ачасене нумай çул вĕрентнĕ, экспонатсемпе Сергей Николаев библиотекарь паллаштарчĕ. Çамрăксене патриот воспитанийĕ парас тĕллевпе шкул умне вырнаçтарнă вертолет палăк умĕнче АПК ветеранĕсем Афганистан вăрçин инваличĕсен общество организацийĕн ертӳçипе Геннадий Матвеевпа тата Оборона министерствин тĕллевĕсене Калининград облаçĕнче пурнăçлакан тинĕс авиацийĕн капитанĕпе Алексей Васильевпа тĕл пулчĕç. Çавăн хыççăн ветерансем Турхан ялĕнчи «Комбинат» ЯХПК ĕçĕ-хĕлне тишкерчĕç. Вăл 1931 çулта йĕркеленнĕ, 1990 çулсенчи йывăрлăхсене чăтса ирттернĕ, 1376 га çĕртен вăрлăх çитĕнтерсе сутать. «Уйăхри вăтам ĕç укçи 26 пин тенкĕпе танлашать. Хуçалăхра çамрăксем ĕçлесшĕнех мар», — терĕ Николай Еремеев агроном. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Çыравçă тата çемье историйĕ
Çĕнĕ кĕнеке хăтлавĕ – яланах пысăк уяв. Вăл çыравçăн çуралнă кунĕпе тӳр килсессĕн – пушшех те. Чăваш Наци библиотекинче шăпах çавăн пек чаплă презентаци иртрĕ: Сергей Павловăн «Тертпе термен» кăларăмне автор 70 çул тултарнă кун пахаларĕç. Асăннă роман – «Шăпчăк çĕрĕпех юрлать» хайлавăн иккĕмĕш кĕнеки. Вăл нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă. Апла пулин те хастар вулакансем унпа паллашма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Пултарулăх каçне прозаиксемпе поэтсем, драматургсемпе литературоведсем, журналистсемпе библиотекарьсем йышлăн пуçтарăнчĕç.
Тĕпре – чăн пулни Сергей Лукиянович роман çырма мĕн хавхалантарни çинчен каласа пачĕ. Çемье историне тĕпчени, тĕрлĕ документа, çынсен çырăвĕсене тишкерни чăваш халăх поэтне çыру сĕтелĕ хушшине ларма хистенĕ. Амăшĕн калавне те тĕпе хунă. С.Павловăн кукашшĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă, аманнă хыççăн госпитальте сипленнĕ-мĕн. Сывалса çитсен тӳрех фронта тухса каймалла пулнă. Анчах унăн пĕчĕк ывăлне, вăрçă вăхăтĕнче çуралнăскерне, питĕ курас килнĕ. Хайхискер пуйăсран сиксе юлнă та тăван ялне вĕçтернĕ. Кайран, паллах, мĕн туса хутăм-ха, капла юрамасть тесе ӳкĕннĕ. Пĕр хушă вăрманта пытанса пурăнма тивнĕ унăн. Романри тĕп сăнарăн Шăпчăк Эрхипĕн прототипĕ теме те пулать çыравçăн кукашшĕне. «Этем шăпи урлă халăх шăпине, çĕршыв кун-çулне кăтартасшăн пултăм», – терĕ Сергей Лукиянович. Виççĕмĕш кĕнеке пулĕ-ши? Ку ыйтăва хальлĕхе автор хăй те хуравлаймасть. Тен, вулакансем кăсăклансан, хистесен палланă сăнарсен кун-çулĕ малалла мĕнлерех йĕркеленни çинчен тепĕр хайлав шăрçалама пикенĕ. Кĕнеке редакторĕ Ольга Иванова ал çырупа савăнса ĕçленине пĕлтерчĕ. «Малтанхи романра Шăпчăк Эрхипĕ çирĕп кăмăллă, кăрарах пулсан иккĕмĕшĕнче палăрмаллах улшăнать, йăвашланать, арăмне, ачисене лайăхрах ăнланма пуçлать. Тĕрĕслевсем ăна сисĕмлĕрех тăваççĕ, пурнăç çине урăхларах пăхма вĕрентеççĕ. Кăларăма «Тертпе термен» романсăр пуçне «Серепе» калав та кĕнĕ. Унта ашшĕ-амăшĕпе ачи-пăчи хушшинчи хутшăнусене тимлĕх уйăрнă. Ывăл-хĕре ытлашши ачашласа ӳстерни, мĕн пур йывăрлăхран çăмăллăнах хăтарни мĕн патне илсе çитерме пултарни хайлавра яр уççăн ӳкерĕннĕ. «Илья Осипович вырăнĕнче эпĕ мĕн тунă пулăттăм-ши?» – çак ыйту вулакана та канăçсăрлантарĕ, шухăша путма хистĕ», – терĕ Ольга Михайловна. Тимлĕ пуçлăх, пултаруллă çыравçă Сергей Лукиянович 2009-2016 çулсенче Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн председателĕ пулнă. 2024 çулхи чӳк уйăхĕнчен çак общество организацине вăлах ертсе пырать. Правлени пайташĕсем – Улькка Эльмен, Василий Кервен, Арсений Тарасов, Марина Карягина, Светлана Гордеева, Раиса Воробьева, Ольга Васильева çыравçăсем – уяв хуçине ăшшăн саламларĕç, кĕнеке евĕр хатĕрленĕ пысăк торт парнелерĕç. Писательсем С.Павловпа ĕçлеме кăмăллă, çăмăл пулнине палăртрĕç. «Çынна итлеме пĕлет. Унпа кирек мĕнле ыйтăва та сӳтсе явма пулать», – пĕр саслăн пĕтĕмлетрĕç пĕрлĕх хастарĕсем. «Сергей Лукиянович нумай та тĕплĕ ĕçлет. Хайлав çырма пуçăниччен нумай шухăшласа çӳрет. «Вулакана вăл е ку темăна хускатни кирлĕ-и? Мĕнлерех çутатса памалла ăна?» – çак ыйтусем тавра чылай пуç ватать, кайран тин алла калем тытать. Çавăнпа юратаççĕ те вулакансем унăн произведенийĕсене», – терĕ Василий Кервен поэт. «Сергей Лукияновичăн унчченхи романĕсене политикăлла теме пулать. «Тертпе термен» вара чăн-чăн роман-сага пулма пултарать. Çемье историйĕ тĕпре кунта. Çав хушăрах тем те пур: репрессийĕ те, халăх тăшманĕсем те, колхозсем чăмăртанса вăй илни те, вăрçи те. Сюжета çавăрттарса тытса пыма, интереслентерсе яма пĕлет. Ку – пысăк ăсталăх», – тĕлĕннине пытармарĕ Арсений Тарасов. Марина Карягина çыравçă-тележурналист Сергей Павлов Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн председателĕнче вăй хунă тапхăра аса илчĕ. «Чăваш кĕнеки» центр ертӳçи Галина Соловьева уяв хуçине саламланă май Чăваш Наци библиотекипе тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн тав турĕ, «Çулталăк кĕнеки-2025» чăваш календарĕ тата Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă библиографи указателĕ парнелерĕ. Ара, Сергей Лукиянович – сăвăçăн ентешĕ-çке, Канаш районĕнчи Ушанар ялĕнче çуралнă. Унсăр пуçне «Кам-ши вăл, Çеçпĕл? Кто он, Сеспель?» кĕнеке авторĕ те вăлах. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров «Тертпе термене» хăвăртах вуласа тухнă, ăна ытти автор хайлавĕсемпе танлаштарчĕ. «Чăваш литературинче коллективизаци тапхăрĕ çинчен çырнă хайлав чылай. Тĕслĕхрен, Марфа Трубинан «Мучарĕ», Илле Тукташăн «Тăвалла» романĕ. Ашшĕн пытарса хăварнă мулне тупни çинчен Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр», Алексей Афанасьевăн «Юманлăх çулçă тăкмарĕ» романĕсенче вуласа пĕлме пулать. Сергей Павловăн хайлавĕсенче те çак темăсене хускатнă. Анатолий Емельяновăн «Хура кăрăçĕнчи» Крысла Çеменĕ пасар саманинче тупăш тума пĕлнĕ пек Шăпчăк Эрхипĕ те суту-илӳпе кăсăкланать. «Тертпе термене» çемье романĕ теме пулать», – терĕ Геронтий Лукиянович. Роман е повеç? Елен Нарпи çыравçă И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тимленĕ май С.Павловăн пултарулăхĕпе студентсене паллаштарнине асăнчĕ. «Шăпчăк çĕрĕпех юрлать», «Тертпе термен» романсенче классикăллă чăваш писателĕсен йĕрне куратăп. Кунта характерсене тунă чухне кашни детале шута илсе типтерлĕ ĕçлени туйăнать. Çав шутра – Шăпчăк Эрхипĕн сăнарне калăпланă чухне те. Чăн пурнăçран илнĕ фактсем çине тĕревленсе çырни сисĕнет», – терĕ Елена Петровна. Николай Осипов литературовед «Тертпе термене» виçĕ сехетре вуласа тухнă-мĕн – каçхине ĕçрен таврăннă та çывăрма выртиччен вĕçленĕ. «Сергей Павловăн çĕнĕ кĕнекисене паянхи вулакан кăмăлне юрас тесе çывăхлатса çырнă романсем темелле пуль. Маншăн вĕсем – икĕ повеç. Георгий Федоровăн пĕр повеçĕ калăпăшĕпе çакăн чухлĕ. Сергей Лукияновичăн хайлавĕсенче шала кĕрсе кайни çук, веçех çиелте. Мĕн пуласси те паллă пек. Шăпчăк Эрхипĕн кăмăлĕ иккĕмĕш кĕнекере вулакан кăмăлне каймаллах мар ылмашăнать. Малтан вăл çирĕп чунлă, хăйĕн сăмахĕнчен иртмен çынччĕ. Халь вăл айванлансах каять. Тепĕр енчен пăхсан, унра еврейлăх та пур», – хак пачĕ Николай Николаевич. Елена Николаева çыравçă-журналист С.Павловăн ĕçтешĕ пулнă май унăн произведенийĕсемпе пуринчен малтан паллашаять. «Автор икĕ кĕнекине те вăрçă ачисене халалланă. Вăрçă ачисен вилĕмсĕрлĕхĕ – вĕсен ачисенче, мăнукĕсенче. Курăк ӳсет – тымарĕ юлать. Тем пек пĕтерес тесен те Шăпчăксен йăхне пĕтерме май çук. Хайлав çут тĕнчене тепĕр чун килнипе ахальтен вĕçленмест ĕнтĕ. Çакă – хăйне евĕр символ», – терĕ Елена Николаевна. <...>
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать