Çĕнтерÿçĕсем паллă

22 Окт, 2014

Шупашкарти коопераци институтĕнче Атăлçи регионĕсен хушшинчи IV «Университет кĕнеки - 2014» конкурса пĕтĕмлетнĕ.

«Университетская книга» информаципе аналитика журналĕ йĕркеленĕ конкурса тĕрлĕ хулари /Барнаул, Ирбит, Пермь, Иркутск, Хусан, Краснодар, Йошкар-Ола, Саранск, Чĕмпĕр, Шупашкар т.ыт.те/ 40 ытла аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕ 259 кăларăм /монографи, учебниксемпе вĕрентÿ пособийĕсем, методика кăтартăвĕсем, атлассем, журналсем т.ыт.те/ тăратнă. Паллă ăсчахсенчен, библиотекăсемпе типографисен, издательствăсен ĕçченĕсенчен тăракан эксперт комиссийĕ лауреатсене палăртнă.

«Федерацин Атăлçи округĕнчи издательство ĕç-хĕлĕ - халĕ тата малашлăхра» çавра сĕтел хыççăн конкурс çĕнтерÿçисене чысланă. Пуян содержаниллĕ 17 монографи тата 14 учебникпе вĕренÿ пособийĕ лауреат пулса тăнă. Издательство службисемпе типографисем 13 монографи тата 13 тĕрлĕ кăларăм пахалăхĕшĕн Дипломсене тивĕçнĕ. Ятарлă парнепе - конкурс символĕллĕ кĕленче статуэткăпа - Н.П.Огарев ячĕллĕ Мордва патшалăх университечĕн издательствине чысланă.

Çĕнтерÿçĕсен йышне Чăваш Енри аслă вĕренÿ заведенийĕсен тата издательствăсен кĕнекисем те кĕнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕн А.Афанасьевăн «Метод сопряжения конформных отображений в задачах электромеханики» монографине, Шупашкар коопераци институчĕн профессорĕсен В.Андреевăн тата Н.Петренкон «История отечественного государства и права» вĕрентÿ пособине чи лайăх ăслăлăх кăларăмĕ тесе палăртнă.

Чăваш кĕнеке издательсвин «Чебоксары: исторический очерк» монографишĕн тата «Археологическая карта Чувашской Республики» кăларăмшăн* Культура тата искусствăсен институчĕн редакципе издательство пайĕ «Самодеятельное искусство Чувашии /1920-1960-е гг./» монографишĕн, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ «Медицинская и биологическая физика» вĕренÿ пособийĕшĕн* Коопераци институчĕ «Правовое регулирование частной жизни осужденных к лишению свободы» ĕçшĕн конкурс лауреачĕн Дипломĕсене тивĕçнĕ.

Конкурс çавăн пекех коопераци институчĕн библиотекине пуянлатма /çĕнĕ 500 кĕнеке çÿлĕксем çинче вырăн тупнă/ пулăшнă. Çакăн йышши пысăк мероприятисем йĕркелени института ăслăлăх, аслă шкул тата издательство ĕçĕ-хĕлĕнче çĕнĕ партнерсем тупма, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме май парать.

 

Г.ЛОХОНОВА

Рубрика: 
Автор: