Хыпар 42 (28359) № 10.06.2025
БПЛАсем çынсене сиен кÿмен
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ку ĕç эрни кĕске пулни çинчен аса илтернинчен пуçларĕ — виçĕ ĕç кунĕ кăна. Анчах çакă сӳрĕкленмеллине пĕлтермест — яваплăха туйса ĕçлемелле.
Çакна тĕпе хума пушшех хистекен пулăмсем те çук мар. Çав шутра — тунтикун ирхине Чăваш Ене Украина националисчĕсен пилотсăр вĕçев аппарачĕсем тапăнни.
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
— Паян ирхине республика территорийĕнче Украина енчен БПЛАсемпе тапăнма хăтланнине палăртнă. Мĕн пур служба кирлĕ пек ĕçленĕ, çынсем вилнĕ е суранланнă тĕслĕхсем çук, пурлăх енĕпе кӳнĕ сиен те пысăк мар.
Уçăмлатар: икĕ дрон тĕп хулари «ВНИИР» территорине ӳкнĕ, çавна май сотрудниксен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе унта производствăна чарма йышăннă. Сăмах май, çак йĕркесене çырнă чухне те, ĕнер кăнтăрла, предприяти умĕнчи транспорт чарăнăвĕнче ПАИ машини хуралтаччĕ-ха. Тата пĕрер БПЛА Шупашкар, Красноармейски округĕсенче хирте ӳкнĕ — çынсемшĕн хăрушлăх çук. «Мĕн пур служба тивĕçлĕ режимпа ĕçлет, ĕç-пуçа куçран вĕçертместпĕр. Лăпкă пулма, официаллă информацие кăна шанма ыйтатăп», — пĕлтерчĕ Олег Алексеевич ĕнер ирхине хăйĕн телеграмканалĕнче. Канашлăвăн малтанах çирĕплетнĕ кун йĕркинче вара — юхан шыв çинче навигаци уçăлнин ыйтăвĕ. Транспорт министрĕ Максим Петров çак темăпа сăмах илнĕ май Атăл тăрăх çул çӳресси аталансах пынине палăртрĕ. «Валдай» катерсем ку енĕпе чăннипех пысăк пулăшу. Шупашкара Хусанпа çыхăнтаракан маршрут уçăлнă май навигаци пуçланнăранпа — çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса — 27 рейс йĕркелеме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Свияжска — 15 рейс. Унсăр пуçне федераци шайĕнчи «Шыв магистралĕсем» программăна пурнăçланă май халĕ Чулхуларан Хусана çӳрекен «Метеорсем» те Шупашкара, Сĕнтĕрвăррине кĕреççĕ. Çак кимĕсемпе Шупашкартан Хусана çитме 950 тенкĕ тӳлемелле, Сĕнтĕрвăррине — 400 тенкĕ. Чулхуларан Шупашкара çитме самай хаклăрах — 1750 тенкĕ. Атăлăн сулахай çыранĕнчи пляжа та кимĕсемпе каçма пулать — 120 тенкĕ тăкаклама тивĕ. Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнчен тытăнса çак майпа 2,5 пин пассажир усă курнă та ĕнтĕ. Унсăр пуçне уçăлса çӳремелли маршрутсем пур. Билет хакĕ 500 тенкĕпе танлашать. Çак майпа çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 7,5 пин пассажир усă курнă. Республика тĕп хулинче чарăнакан туризм теплохочĕсен шучĕ те пысăклансах пырать. Пĕлтĕр Шупашкар пристанĕ 732 теплохода, вĕсемпе ишсе килнĕ 103,5 пин пассажира йышăннă. Кăçал çак ĕç пуçланнă кăна темелле, анчах цифрăсем самай пысăк ĕнтĕ: 161 теплоход, 21,1 пин пассажир. «Шыв транспорчĕн çӳревне тĕпрен илсен лайăх йĕркеленĕ — çакă çынсене кирлине тĕпе хурса ĕçлемелле», — пĕтĕмлетрĕ темăна Олег Николаев. Ашшĕ-амăшĕн «Туриада-2025» фестивальне вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕтĕмлетрĕ. Атăл леш енче иртнĕ форума республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан 80 ытла çемье пухăннă. Виçĕ куна тăсăлнăскерĕн программи анлă та пуян пулнă: вĕренӳ площадкисем, ачасен ашшĕ-амăшĕн тата специалистсен хутшăнăвĕ... Хастар та сывă пурнăç йĕркине тимлĕх уйăрнă. Ашшĕ-амăшĕн пĕрлĕхĕсен Пĕтĕм Раççейри черетлĕ конкурсне тăратмалли проектсем хатĕрлемелли стратеги сессийĕ иртнĕ. Сăмах май, кăçалхи пуш уйăхĕнче Чăваш Енрен çак конкурса 321 проект тăратнă. Пĕлтĕр пĕтĕмпе те 66 проект кăна пулнă. Конкурс суйлавĕ витĕр 26 проект ăнăçлă тухнă. Çĕнсе илнĕ грантсен пĕтĕмĕшле виçи — 22 миллиона яхăн тенкĕлĕх. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Чăн-чăн паттăрлăх тĕслĕхĕ
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕнер Правительство çуртĕнче Улатăр округĕнче пурăнакан Дмитрий Попкова Тав хучĕ тата алла çыхмалли сехет парса чысларĕ. Дмитрий Николаевич çак хисепе ачасене çăлнăшăн тивĕçнĕ.
Олег Николаев палăртнă тăрăх, Сăр çинче ачасем кăшкăрнине илтсен Дмитрий пĕр тăхтамасăр пулăшма васканă — икĕ хĕрачапа икĕ арçын ачана шывран туртса кăларнă. Шел те, пурне те çăлма май килмен, анчах, Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, «çакă — чăн-чăн паттăрлăх тата яваплăх тĕслĕхĕ». Вăл Дмитрий Попкова чĕререн тав турĕ, унпа мăнаçланни çинчен каларĕ. Улатăрти «Электроприбор» заводра ĕçлекенскер, çав кун Дмитрий моторлă кимĕпе Сăр шывĕн леш енчи çыранĕнче пулнă. Ачасем пулăшу ыйтса кăшкăрнине илтсен тӳрех юхан шыв урлă вĕсем патне васканă. Тăватă ачана, 11-13 çулсенчискерсене, шывран кăларнă. Лешсем вара вĕсемпе тата тепĕр хĕрача пулни çинчен пĕлтернĕ — 12 çулти Катя çук... Шывра ишме пĕлменскере тантăшĕсем пултарнă таран пулăшнă, анчах чутах хăйсем те путман. Шел, мĕскĕн çăлăнайман, путнă, ăна шыв юхтарса кайнă. Ӳтне темиçе кун иртсен тин тупнă. Ку тĕслĕхпе Улатăр полицийĕ тĕрĕслев ирттернĕ. Тĕпчев кăтартнă тăрăх, çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Ачасене хӳтĕлемелли куна халалланă уяв программи вĕçленнĕ хыççăн пĕр микрорайонта пурăнакан шăпăрлансем аслисене каламасăр Сăр хĕррине кайнă. Юхан шыв варрипе иртекен хăйăр сăмсахĕнче шыва кĕнĕ. Унта шыв тарăн мар, анчах темиçе метр тарăнăш авăра лекесси те часах. Ку ачасемпе шăпах çапла пулса тухнă та... Дмитрий Попков путса вилнĕ хĕрачан тăванĕсемпе, хула çыннисемпе, МЧС, çăлав службин сотрудникĕсемпе пĕрле иртен пуçласа каçчен хĕрача ӳтне шыранă. Ача виллине тăваттăмĕш кун вĕçленеспе тин тупнă. Шел те, шыва кĕмелли тапхăр пуçланнăранпа республикăра виçĕ çын путса вилме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Иккĕшĕ — çул çитмен ачасем. Çавна май полици, хăрушсăрлăхшăн яваплă службăсем ачасемпе питĕ тимлĕ пулмалли çинчен аса илтереççĕ — шыва кĕмешкĕн аслисемпе пĕрле кăна каймалла. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Телейлĕ ачалăх адресĕ
«Росинка» ФОЦ — çĕршыври чи лайăх тата конкурентлă кану центрĕсенчен пĕри. Çак кунсенче унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пулчĕ, çĕнелнĕ физкультурăпа сывлăх центрĕпе паллашрĕ, унта пĕрремĕш сменăра канакан ачасемпе калаçрĕ.
Çуллахи кану тапхăрĕ пуçланнă тĕле кунта республика бюджечĕн шучĕпе çывăрмалли мĕн пур корпуса тĕпрен юсанă. Коммуникацисемпе сантехникăна, утеплителе, корпуссене сăрнă материала улăштарнă, кондиционерсем, çĕнĕ йышши видеосăнав оборудованийĕ вырнаçтарнă. Алăк-чӳрече, сĕтел-пукан та çĕнĕ. Ачасем республика ертӳçине центрти çĕнĕлĕхсем, хăтлă условисем \çинчен хавхаланса каласа пачĕç. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, юлашки виçĕ çулта ФОЦ тĕпрен çĕнелнĕ. Мĕн пур корпуса, бассейна тĕпрен юсанă. Халĕ кунта футбол уйĕ, скалодром, вăхăта усăллă ирттерме пулăшаканскерсем, пур. Ачасем парăслă кимĕпе ишессипе, шыври ытти спорт тĕсĕпе туслашма пултараççĕ. «Халĕ лагерь çĕршыви чи лайăх тата конкурентлă центрсенчен пĕри пулса тăчĕ, кунта вăйлă, хăйсене шанакан çамрăксем çитĕнеççĕ», — терĕ Олег Алексеевич. Плансем вара тата та пысăк. Кунта бассейнлă физкультурăпа сывлăх комплексĕн строительствине пуçарасшăн. Патшалăх экспертизи ырланă проектпа килĕшӳллĕн 3 хутлă, лаптăкĕ 5 пин тăваткал метрпа танлашакан çурт çĕклемелле. Шывра ишмелли бассейн тăршшĕ 25 метр пулмалла. Çуллахи кану тапхăрĕнче «Росинка» виçĕ смена йышăнма палăртать. Чăваш Енĕн тата çĕршывăн ытти регионĕн 470 ытла ачи канса сывлăхне çирĕплетĕ. Сменăсене «Паттăрсен вăхăчĕ» ятпа пĕрлештернĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерĕвĕн 80 çулне халалланă. Спортпа туслă ачасем валли йĕркеленĕ пĕрремĕш сменăра — 150 ача. Иккĕмĕшне вăрçăри пысăк çапăçусене халаллĕç, виççĕмĕшне — наукăри, культурăри, спортри, ытти сферăри çитĕнӳсене. Кăçалхи юпа уйăхĕнче центрта «Кĕпĕрнаттăр лагерĕ» проект сменисем пуçланаççĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери ачасен «Артек» центрĕн стандарчĕсене тĕпе хурса тӳрре кăлараççĕ. <...>
Николай ДМИТРИЕВ.
♦ ♦ ♦
«Эпир – пĕрле! Эпир – Раççей!»
Тутар, чăваш, пушкăрт, ирçе, вырăс, якут, бурят… Раççейре 190 ытла наци çынни пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнать. Кашни халăх хăйĕн чĕлхипе калаçма, хăйне евĕрлĕ культурине аталантарма, йăлийĕркине тытса пыма пултарать. «Эпир расна — çакă пирĕн илем! Эпир пĕрле — ку вăл пирĕн вăй!» — теççĕ нумай нациллĕ патшалăх çыннисем.
Эпир, совет саманинче ӳссе çитĕннисем, патшалăхăн нацисен туслăхне çирĕплетессипе çыхăннă тĕп шухăшне лайăх ăнланатпăр. Ачалăхра та, çамрăклăх çулĕсенче те халăхсен туслăхне — Совет Союзĕнче 15 республика пулнă — халалланă фестивальсемпе конкурссене хастар хутшăннă. Тĕрлĕ халăх тумĕсене савăнса тăхăннă, юррисене хавасланса юрланă, сăвă вĕреннĕ, наци ташшисене ташланă, апат-çимĕçне хатĕрленĕ. Раççей вун-вун халăхшăн тăван кил пулса тăни пурне те мăнаçлантарнă. Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче нумай нациллĕ патшалăх халăхĕ Раççей кунне — пĕрлĕх паллиллĕ уява — паллă тăвать. Çак кун — истори пĕлтерĕшлĕ кун. 1990 çулта РСФСР халăх депутачĕсен I с±езчĕ Патшалăх суверенитечĕн декларацине йышăннă, «çĕнелнĕ Совет ССР йышĕнче демократиллĕ право патшалăхĕ туса хурасси» пирки пĕлтернĕ. 1994 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе уяв официаллă статус йышăннă. 1998 çулта уява Раççей кунĕ ятпа паллă тума пуçланă. Ку ята официаллă йĕркепе 2002 çулта çирĕплетнĕ. Раççей кунне халалласа çулсерен акцисемпе марафонсем, конкурссем ирттереççĕ. 14 çул тултарнă çамрăксемшĕн çак уяв уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ: вĕсене савăнăçлă лару-тăрура Раççей гражданинĕ пулнине çирĕплетекен документ параççĕ. Вĕренӳре, спортра, ăслăлăхра çитĕнӳ тунисене, сăмах май, Мускавра Кремльте чыслаççĕ. «Раççей чӳречисем» акцие хутшăнакансем кантăксене çĕршыва е çуралса ӳснĕ тăрăха сăнлакан ӳкерчĕксемпе илемлетеççĕ. Юлашки çулсенче тĕрлĕ флешмоб ирттересси йăлана кĕчĕ. Тĕслĕхрен, Раççей кунĕ тĕлне шкул ачисем видеороликсем хатĕрлеççĕ. Унта вĕсем çĕршыври интереслĕ вырăнсене кăтартаççĕ, тăван халăхĕн ырă йăли-йĕркипе паллаштараççĕ… Раççей халăхĕсен пĕрлĕхне тата çирĕплĕхне кăтартакан пулăмсем çулсерен хушăнсах пыраççĕ. Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин акă кăçал Раççейри халăхсен чĕлхисен кунне çирĕплетме, ăна Расул Гамзатов çуралнă кун — авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче — паллă тума сĕннĕ. «Тĕнчипе паллă «Журавли» юрă авторĕ икĕ чĕлхене тăван чĕлхе тесе шутланă: унăн пултарулăхĕ авар чĕлхиллĕ, вырăс чĕлхи пулăшни унăн хайлавĕсем тĕнче шайне тухнă», — тенĕ патшалăх ертӳçи. Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне паллă тăваççĕ. Малашне кун пек уяв Раççейре те пулĕ. Чăваш Енре 128 наци çынни пурăнать. Вĕсем пĕр саслăн «Эпир пурте пĕрле Раççей!» — теççĕ. Çавна май Чăваш Республикинче патшалăхăн тĕп уявĕ умĕн — Раççей кунĕ тĕлне — «Туслăх кĕперĕ» наци культурисен фестивальне ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал та Туслăх çуртĕнче Чăваш Енри наци культура пĕрлешĕвĕсен пултарулăх коллективĕсен 700 ытла артисчĕ мероприятие хутшăнĕ. Вĕсем харпăр хăй халăхĕн пуян культура еткерлĕхĕпе — юрриташшипе, тумĕсемпе, йăли-йĕркипе — паллаштарĕç. «Раççей Федерацийĕнче пурăнакансем хăйсен тăван чĕлхипе ирĕклĕн калаçма пултараççĕ. Çĕршыври нумай нациллĕ халăха пĕрлештерсе тăраканни çапах та хăватлă вырăс чĕлхи тата Аслă Раççей. Эпир пурте Тăван çĕршыва юрататпăр тата упратпăр», — тенĕччĕ Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтĕрхи фестивале уçнă чухне. <...>
ШУХĂШСЕМ
Александр АХВЕРДЯН, Раççейри эрменсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ:
— Раççей территорийĕнче тĕрлĕ халăх çынни вун-вун çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать. Пĕр наци представителĕ теприн уявĕсене хутшăнать, тĕнĕпе, йăли-йĕркипе паллашать, чĕлхине вĕренет. Çакна çирĕплетекенни — этнокультура мероприятийĕсем тата пĕр тĕллевлĕ ĕç-хĕл.
Ботурджон КАРИМОВ, Таджик культура центрĕн ертӳçи:
— Раççей — пирĕн Тăван çĕршыв. Çак уяв хăватлă патшалăх нумай халăха, культурăна, тĕнсене пĕрлештерсе тăнине çирĕплетекенскер. Раççей кунĕнче кашни çын хăй мăнаçлă çĕршывăн пĕр пайĕ пулнине чунпа-чĕрепе туять. Уяв истори пулăмĕсене асра тытмаллине кăна мар, нумай нациллĕ çĕршыв гражданĕсене пĕрлĕх пĕлтерĕшĕ пирки те аса илтерет. Пĕр тĕллевпе пĕр еннелле утсан тин — уйрăмах хальхи вăхăтра — йывăрлăхсене çĕнтерме пултаратпăр.
Холбай ЧАРИЕВ, Узбек культура центрĕн ертӳçин заместителĕ:
— «Аслă вырăс халăхĕн чĕлхипе Ленин калаçнăран ăна вĕреннĕ пулăттăм», — тенĕ Владимир Маяковский. Эпĕ хам вырăсла пĕлнĕшĕн, Раççейре пурăнма шăпа пӳрнишĕн чăннипех те савăнатăп. Раççей кунĕ — нацисен пĕрлĕхĕн палли, Тăван çĕршыв пуласлăхĕшĕн яваплăха туйни. Уяв патриотизм çинче никĕсленнĕ. Çĕршывăн çуралнă кунĕнче эпир, Раççей гражданĕсем, хамăрăн пĕрлехи пысăк кил историйĕпе тата культурипе мăнаçланнине палăртатпăр.
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Чăваш Ен Республика кунне хатĕрленет
Кăçал Чăваш Ен 105 çул тултарать. Çак пулăма халалласа Республика кунĕнче чылай мероприяти иртĕ.
Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче театр скверĕнче Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурс уçăлĕ. Унта 18 регионти 51 маçтăр хутшăнĕ. Вĕсем Аслă Çĕнтерӳпе çыхăнтарса пĕр-пĕр ĕç тăвĕç. Çавăн пекех ăстасем мастер-классем ирттерĕç. Çав кунах «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль уçăлĕ. Тĕрлĕ регионтан килнĕ пултарулăх коллективĕсем куракансене юрă-ташăпа савăнтарĕç. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче ачасен пултарулăхĕн «Черчен чечексем» фестивальконкурсĕ иртĕ. Юрлама-ташлама ăста çамрăксен сассисемпе киленĕç. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса пĕтĕмлетĕç. Чăваш Енĕн Хĕрарăмсен союзĕ пуçарнă конкурса 2187 заявка тăратнă. Çĕнтерӳçĕсене 15 номинацире палăртĕç. Чипер пикесене Раççей халăх артисчĕ Дмитрий Певцов саламлĕ. Республика кунĕнчех Пĕтĕм чăвашăн Акатуйне пуçтарăнĕç. 13-мĕш хут иртекен уява тĕрлĕ регионта пурăнакан чăвашсем хутшăнĕç. Вĕсем тĕрлĕ йăла-йĕркепе паллаштарĕç, халăх юрри-ташшипе савăнтарĕç. Пăхаттирсем кĕрешӳ лапамĕнче вăй виçĕç. Хĕрлĕ тӳремре Раççейĕн хальхи музыка карттин презентацийĕ иртĕ. Дмитрий Тетель композитор «Ташши, ташши», «Вĕç-вĕç, куккук», «Алран кайми акисухи» халăх юррисенчен увертюра хатĕрлет. Çĕнĕ композицие Л.Г.Зыкина ячĕллĕ «Раççей» патшалăх академи вырăс халăх ансамблĕ шăрантарĕ. Çавăн пекех Республика кунне халалласа А.Г.Николаев ячĕллĕ паркра ача-пăча Акатуйĕ, Мускав çыранĕнче «Атăл çинчи тупăшу» çар искусствисен фестивалĕ, экскурсисем, Республика тӳремĕнче «Чăваш Ен ахах-мерченĕ» фотокурав, юхан шыв портĕнче наци ташшисем енĕпе ăсталăх сехечĕсемпе музыка каçĕсем иртĕç. «Чăваш Енĕн хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшӳллĕн Шупашкарти микрорайонсенче те уяв мероприятийĕсем йĕркелĕç. Çĕнĕ Шупашкарти ипподромра йăлана кĕнĕ тăрăх республика Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн лаша чупăвĕсем пулаççĕ. Кăçал уява Етĕрне округĕ те кĕтсе илет. Унта мероприятисен программи анлă пулĕ: «Сăр çинчи çамрăксем» форум, кĕрешӳ енĕпе Чăваш Ен кубокĕ, Пĕтĕм Раççейри «Спорт çĕрĕ» марафонăн республикăри тапхăрĕ, «Атăлçи пулă шӳрпи» гастрономи фестивалĕ тата ытти. Çĕртме уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче Шупашкарти экономика форумĕ, «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав иртĕç. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Архитектура палăкĕ çĕнелет
Хĕрлĕ Чутай ялĕнчи XIX ĕмĕр вĕçĕнче-XX ĕмĕр пуçламăшĕнче тунă çурта реставрацилеççĕ.
Округ администрацийĕпе подряд организацийĕ çирĕплетнĕ контракта икĕ бригада пурнăçлать. Кивĕ чӳречесен вырăнне çĕннисене лартаççĕ. Çурта сивĕ тата ăшă шывпа, газпа тивĕçтерме, таса мар шыва кунтан юхтарса тăма çĕнĕ пăрăх тăсаççĕ. «Çурт ĕлĕкхи илемне çухатмĕ, пачах тепĕр майлă — çĕнелĕ», — теççĕ округ ертӳçисем. 1933 çултанпа кунта шкул пулнă, кăçал, юсав хыççăн, ӳнер галерейи уçма палăртнă. Икĕ хутлă йывăç çурт республика шайĕнчи культура еткерлĕхĕ шутланать. Ун чухне платниксем пĕренерен XIX ĕмĕрти ăсталăхпа усă курса пураланă, тул енчен хăмана йывăçран касса эрешленĕ. 1977 çулта ачасем çĕнĕ пĕлӳ çуртĕнче вĕренме тытăннă, çак çурта пăсман, истори обĕекчĕ шутланнине кура упраса хăварнă. 2002 çулта çуртра Етĕрнери професси лицейĕн филиалне уçнă, часах вăл та хупăннă. Унăн харпăрлăхçи пулманран иртнĕ çулсенче вăл самай юхăннă. Унпа халĕ те усă курма май пуррине палăртса юсама йышăннă. Ĕçе çу уйăхĕнче пикеннĕ. Строительсем малтан çурта тул енчен çĕнетеççĕ. Çи виттине çĕнĕрен витнĕ, стенине вакун хăми çапаççĕ, ун çине пур енчен те ăшă тытакан материал вырнаçтараççĕ, маччаурая улăштараççĕ, ытти ĕçе пурнăçлаççĕ. Юсава авăн уйăхĕн 25- мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. <...>
Юрий СЕРГЕЕВ.
♦ ♦ ♦
Çĕнтерÿçĕсене хавхалантарнă
«Чăваш Енĕн чи лайăх каменщикĕ — 2025» конкурс иртнĕ.
Ăна Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 105 çул çитнине халалланă. Алексей Петрянкин тата Евгений Воробьев (3-мĕш стройтрест) çĕнтернĕ. Вĕсем мала тухни ăнсăртран мар: 2022 тата 2024 çулсенче чемпионсем пулнă. Иккĕмĕш вырăна Федор Егоров тата Николай Соколов (3-мĕш стройтрест) тухнă. Евгений тата Василий Васильевсем — иртнĕ çулти пекех бронза призерĕсем. «Чи пысăк пахалăхшăн» наградăна Александр Пиготов тивĕçнĕ («Монолитстрой»). Конкурса хутшăннисене республикăн строительство министрĕ Владимир Максимов саламланă. «Çак конкурса республика кунĕ умĕн ирттересси 2017 çултан йăлана кĕчĕ, — терĕ вăл. — Пирĕн каменщиксем унта çуллен хутшăнни савăнтарать. Хальхи вăхăтра рынокра каменщиксем çитмеççĕ. Конкурсантсем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе, ăсталăхĕпе çак профессие çамрăксене кăтартса пани, строительство отрасльне тӳпе хывни савăнтарать». Кăçал малти вырăнсене йышăнассишĕн 9 компанирен каменщиксен 12 звени нумай хваттерлĕ çурта хăпартакан обĕектра палăртса хунă вăхăтра кирпĕч чи нумай хурассишĕн ăмăртнă. Çĕнтерӳçĕсем тата призерсем хаклă парнесене тата премие тивĕçнĕ. <...>
Юрий СЕРГЕЕВ.
♦ ♦ ♦
Калча епле çитĕнет?
Республикăри ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен калчи епле çитĕннине тĕрĕслемелли тапхăр пырать.
Ку ĕçе округсен пуçлăхĕсемпе çумĕсем, администрацисен ял хуçалăх пайĕсен ертӳçисем, хуçалăхсен ертӳçисемпе агрономĕсем хутшăнаççĕ. Пурин кăмăлĕ те лайăх: тăпран тымар шайĕнчи сийĕнче нӳрĕк çителĕклех упраннăран калча парка шăтнă, лайăх çитĕнет, çум курăкпа сăтăрçăсене пĕтернĕ, тырра сиенлекен хуртсемпе кĕрешеççĕ. Комиссисем калча пахалăхне уçăмлатнипе пĕрлех вĕсен хăш тĕсĕсем йышлăн ĕрченине пăхаççĕ. Шăмăршă округĕнче калча «Колос», «Победа» хуçалăхсен, Е.Пондякова, Н.Угарина, Т.Иванова, В.Павлов, П.Майоров, А.Егоров, В.Алексеев фермерсен парка çитĕннине палăртнă. Вăрмарсен комиссийĕн ĕçне администраци пуçлăхĕн çумĕ Иван Иванов, специалисчĕ Людмила Шанкова, «Россельхозцентр» ФПУ специалисчĕ Елена Тимофеева, Владимир Иванов, Геннадий Ямуков, Евгений Петров, Александр Петров, Алексей Михайлов фермерсем хутшăннă. Йĕпреçсен комиссине уйсем тăрăх округ пуçлăхĕ Игорь Семенов ертсе çӳренĕ, унăн членĕсем калча пахалăхне пăхса механизаторсемпе агрономсен, ертӳçĕсен ĕçне лайăхначар енчен пăхса хак панă. Тăпран çиелти сийĕнче нӳрĕк çителĕклине, минерал удобренийĕ чылай панине шута илсе округра кăçал тухăç начар мар илес шанăç пуррине палăртнă. Паллах, ку çанталăк çитес эрнесенче епле пулнинчен нумай килет. Красноармейскисен комиссийĕ культурăсене хальхи технологисемпе усă курса пахалăхлă акса хăварнине, çурхи калча тикĕс шăтнине, çум курăка çийĕнчех пĕтернине, паянхи кун тĕлне калча лайăх çитĕннине, пысăк тухăç илес шанăç пуррине палăртнă. Округ тырă акмалли плана — 100%, уçă лаптăкра пахча çимĕç варăнтармалли тĕллеве — 130%, техника культурисенне 231% тултарнă. Хĕрлĕ Чутай округĕнче комисси ĕçне Иван Михопаров ертсе пынипе территори уйрăмĕсен пуçлăхĕсене те явăçтарнă. «Коминтерн» ЯХПК калчи ашкăрсах ӳснине, тикĕс çитĕннине, тымарĕ çирĕпленнине, «СТК-21» обществăн кĕрхи тырри савăнтарнине палăртнă. И.Сергеев предприниматель ыхрин те вегетаци пĕлтĕрхинчен маларах пырать, С.Фролов пысăк тухăçлă соя пухса кĕртме ĕмĕтленет. Иртнĕ эрнере комиссисем калчана Вăрнар, Шупашкар, Комсомольски округĕсенче те тишкернĕ, епле шăтнине, тасалăхне, тĕрĕслев условийĕнчи ытти пахалăха тĕпе хурса малти вырăнсене йышăннă хуçалăхсене (вĕсем çинчен округсен Акатуйĕнче пĕлтерĕç) палăртнă. Хăйсен ĕçне пĕтĕм муниципалитетра çак эрнере вĕçлеççĕ. Нӳрĕк тăпрара çителĕклĕ пуçтарăнса тăнăран комиссисем кĕрхи тата çурхи культурăсем лайăх çитĕннине палăртнă. Чăн та, вăл пĕлтĕрхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса çĕртмен 10-мĕшĕччен ӳкнинчен чылай ытларах пухăннă, çавăнпа культурăсене аталанма самай лайăхрах условисем йĕркеленчĕç, çĕр ĕçченĕсем кăçал иртнĕ çулхинчен лайăхрах тухăç туса илес шанăçа çухатмаççĕ. Акатуй Улатăр, Элĕк, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Вăрмар, Шупашкар, Çĕмĕрле, Тăвай округĕсенче — çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Акатуй-Сабантуй Патăрьел округĕнче — çĕртмен 13-мĕшĕнче, Акатуй Комсомольски, Пăрачкав, Елчĕк округĕсенче – çĕртмен 14-мĕшĕнче, Красноармейскипе Сĕнтĕрвăрри округĕсенче — çĕртмен 21-мĕшĕнче, Республика кунĕ Етĕрне округĕнче çĕртмен 24-мĕшĕнче пулĕç. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Ак куç умĕнче Мăштавăш…
Шупашкар округĕнчи Мăштавăш ялĕнче Уйăп Мишши ячĕллĕ тавра пĕлӳ музейĕ пур. Ăна çак ялта çуралса ӳснĕ чăваш халăхĕн паллă сăвăçине Михаил Шумилова [Уйăп Мишшине] халалланă.
«Пирĕн ялта халăха, çамрăксене пуçтарăнса калаçса ларма çурт пулман, — пуçларĕ калаçăва Виталий Ананьев музей йĕркелӳçи ĕç-хĕлпе паллаштарнă май. — Ял-йышпа калаçрăмăр та пĕр-пĕр кĕтес йĕркелеме шухăш тытрăмăр. Пĕр юлташăн кивĕ çурт пурччĕ, кирпĕчрен çĕнни лартрĕ хăй. Киввине вара ял çыннине укçасăрах пама килĕшрĕ. Пӳрте сӳтсе ял варрине куçарса çĕнĕрен мăкласа нимелле хăпартрăмăр. Çак вăхăтра Уйăп Мишши çинчен аса илтĕм. Ун чухне сăвăçăн шăпах 100 çулхи юбилейĕ çывхарса пыратчĕ. Çавăнпа та тавра пĕлӳ музейĕ пулсан та ăна паллă сăвăçăн ятне пама шухăш тытрăмăр. 2011 çулта ял-йышпа пултаруллă ентешĕмĕрĕн юбилейне уявларăмăр. Ун хыççăн тăрăшсах экспонатсем пуçтарма тытăнтăмăр. Ял çыннисем питĕ тăрăшса ĕçлерĕç. Кил ăш-чиккинчи авалхи хатĕрхĕтĕрпе тивĕçтерчĕç. Сăн ӳкерчĕксене, кĕнекесене Уйăп Мишшин тăванĕсем пачĕç. Хамăн шухăша пурнăçлама май килнĕшĕн савăнатăп. Ял-йыш та пĕр шухăшлă пулчĕ, хирĕçлемерĕ. Мана ăнланнăшăн, пулăшнăшăн тав тăватăп». Музей икĕ пӳлĕмрен тăрать: унта авалхи тумтир, ĕç хатĕрĕсем, кил-çуртри хатĕр-хĕтĕр, музыка инструменчĕсем, савăт-сапа упранаççĕ. Курмалли, кăсăкланмалли, чăн та, нумай. Çакна та асăнса хăвармалла: Мăштавăш атă çĕлекенсен ялĕ пулнă. Уйăп Мишшин ашшĕ те лайăх атăçă шутланнă. Ку ялта çĕленĕ атă та упранать музейре. Унăн тĕпне вара йывăç пăтасемпе çапса çирĕплетнĕ. Экспонатсен йышĕ çулсерен ӳссе пынăран музей çумне хушма çурт тĕксе лартнă. Кунта лаша кӳлмелли, кил-тĕрĕшри ĕç хатĕрĕсем, тăрантас, пушар сӳнтермелли хатĕрхĕтĕр упранаççĕ. «Кирек хăш çурта та пăхса тăмалла. Çитменнине, ку çурт кивĕ. Ăна тунăранпа 100 çул ытла. Уйăп Мишши ячĕпе урам ятне те парасшăнччĕ эпир. Анчах та чăрмавлă пулнине пĕлтерчĕç», — малалла тăсăлчĕ калаçу. Тăван тăрăха, чăвашлăха чунтан юратакан Виталий Ананьев пирки те тĕплĕнрех пĕлес килчĕ. Вăл хăй вăхăтĕнче ШĔМ тытăмĕнче ĕçленĕ. Каярахпа, тивĕçлĕ канăва тухсан, «Честр» строительство организацийĕнче вăй хунă. Пĕр вăхăт ял старостинче те тăрăшнă. «Çамрăк чухне музей ĕçĕпе кăсăкланасси шухăшра та пулман. Аваллăх ытларах ватăлнăçемĕн çын чунне хускатать. Манпа та çавăн пек пулса тухрĕ. Май килнĕ таран музее тирпейлесе тăма тăрăшатпăр. Унпа паллашас текенсем пурри савăнтарать. Аслисем çеç мар, çамрăксем те, ача-пăча та», — терĕ Виталий Александрович музейпе паллашнисен журналне алла илнĕ май. Италирен тăван тăрăхне килнĕ Анастасия Вершинина музее кăсăклă йĕркеленине, интереслĕ экспонатсем чылай пулнине çырса хăварнă. «Ял халăхĕ музейпе мăнаçланать», — тенĕ вăл. «Музей ертӳçи тата ял çыннисем пире хаваспах кĕтсе илчĕç. Уйăп Мишшин пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç. Ачасемшĕн нумай интереслĕ самантсем пулчĕç. Çак музей малалла та аталанса, пуянланса пытăр. Унпа паллашас текенсен йышĕ ӳстĕр», — тенĕ Шупашкар округĕнчи Иккасси шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем. Санкт-Петербургра пурăнакан пĕр çемье /хушаматне палăртман/ вара культурăна, историе çамрăк ăру валли упраса пурăннăшăн ял çыннисене тав тăвать. Виталий Александрович çак пурлăха малашне упраса пурăнма çамрăксен аллине памаллине каларĕ: «Ял çыннисемпе тăрăшса пухнă пуянлăха çилпе вĕçтермелле мар. Аваллăхсăр — малашлăх çук. Яла ют тăрăхран хăнавĕрле килес пулсан та музейпе паллаштарма пулать. Çавăнпа та вăл — пирĕн пуянлăх». <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Типĕ курăк мĕншĕн çунать?
«Çутçанталăк пушарĕсен тĕп сăлтавĕ — пирус тĕпне сӳнтерменни, çунакан шăрпăк пĕрчи, кĕленче савăт, типĕ курăка тата çӳп-çапа вăрман çывăхĕнче çунтарни. Çу кунĕсенче ку ыйту уйрăмах çивĕч. Халăха пушар хăрушсăрлăхĕ пирки пĕрмай ăнлантарма тăрăшатпăр, йĕркене пăсакансене административлă майпа явап тыттаратпăр», — пĕлтерчĕ Республикăн гражданла хӳтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру министерствин ĕçченĕ Евгений Соколов.
— Паянхи кун тĕлне республикăра типĕ курăк çуннă 104 тĕслĕхе шута илнĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 71 тĕслĕх нумайрах. Вут-çулăм пĕтĕмпе 191 гектара сиенленĕ. Типĕ курăк çуннă чи нумай тĕслĕх çак округсенче пулнă: Шупашкар хули /14 пушар/, Улатăр тата Шупашкар округĕсем — /13-шер/, Канаш округĕ — /9/, Куславкка округĕ — /8/, Пăрачкав округĕ — /7/, Элĕк округĕ — /6/, Вăрнар округĕ — /5/, Муркаш, Йĕпреç тата Вăрмар округĕсем — /4-шар/, Çĕнĕ Шупашкар хулипе Етĕрне округĕ — /3-шер/, Хĕрлĕ Чутай тата Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă округĕсем — /2- шер/, Патăрьел, Комсомольски, Çĕмĕрле тата Тăвай округĕсенче пĕрер тĕслĕх. Палăртмалла: 12 тĕслĕхре вут-çулăм çурт-йĕрпе хуралтăсем çине куçнă. Сăлтавĕ — типĕ курăк тата уçă вырăнта çӳп-çап çунтарнăран. Типĕ курăка чĕртни этеме тата çутçанталăка пысăк сиен кӳрет. Вăл çĕре апатлантармасть, хунава е çамрăк калчана пĕтерет. Пушарта тĕрлĕ хурт-кăпшанкă тата чĕр чун шар курать. Сывлăшра кăмрăк йӳçĕкĕ тата сĕрĕм газĕ сарăлать. Çынсене пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине ăнлантарас тĕллевпе кăçал вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле 673 рейд тата 8273 калаçу ирттернĕ, çавăн пекех памяткăсемпе листовкăсем салатнă. Типĕ курăк тата уçă вырăнта çӳп-çап çунтарнăшăн мĕнле яваплăх кĕтнине те пĕрмай ăнлантаратпăр. Сăмахран, кăçал йĕркене пăсакансен тĕлĕшпе 34 протокол çырнă. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăснăшăн 39 çынна 610 пин тенкĕлĕх штрафланă, 49 асăрхаттару тунă. Аса илтеретĕп: ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăра пушара хирĕçле режим вăя кĕнĕ. Çак тапхăрта вăрман çывăхĕнче вут чĕртме, кăвайт çинче аш-какай пĕçерме юрамасть. Çак тĕллевпе патрульсем, рейдсем йĕркеленĕ. Штраф виçи çакнашкал: ахаль çынсене — 20 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене — 60 пин тенкĕ таран, организацисене 800 пин тенкĕ таран. Вут-çулăма пула çынсем суранланаççĕ е пурнăçран уйрăлаççĕ тĕк уголовлă яваплăх кĕтет. Типĕ курăк çуннине курсан ăçта пĕлтермелле-ха? Тата хăвăр тĕллĕн пушара сӳнтерме пултаратăр-и? Пĕчĕк лаптăк пулсан ăна сӳнтерме пулĕ-ха. Çулăма тĕп тума шывпа, çĕрпе, пĕр-пĕр материалпа, туратпа усă курма пулать. Паллах, хăрушсăрлăх пирки те манмалла мар. Çулăм алхаснă вырăнтан уçă тĕле тухмалла. Калăпăр, çул çине. Сывлав органне йĕпе çĕтĕкпе хупламалла, çӳллĕ вырăна хăпармалла мар, мĕншĕн тесен çулăм çӳлелле каять. Пулăшу ыйтма çак номерсемпе шăнкăравласа ямалла: 101 тата 01. Çавăн пекех талăкĕпех вăрман хуралĕн «хĕрӳ линийĕ» ĕçлет. Унăн номерĕ: 8 800 100 94 00. Диспетчера: пушар вырăнне тĕрĕс каламалла, унта çынсем пуррипе çуккине, вĕсене медицина пулăшăвĕ кирлине пĕлтермелле. Асăрханăр: тин çеç хыпса илнĕ типĕ курăка хăвăрт сӳнтерме пулĕ, анчах лаптăкĕшпе сарăлаканнине йывăртарах. Çулăм çуртсене, хуралтăсене тĕп тума пултарать. Типĕ курăк çуннă вырăнта 7 çул таран тухăç пулмасть. Куславкка округĕнчи Энĕш юхан шывĕ çывăхĕнче улăх çуннине çывăхри ял тăрăхĕнче пурăнакансем вăхăтра асăрханă та сӳнтернĕ. Йĕпреç округĕнче вут-çулăм 60 тăваткал метр лаптăка хыпса илнĕ, ăна та çийĕнчех тĕп тума май килнĕ, — пĕлтерчĕ Евгений Соколов. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Хăнасен шучĕ ÿснĕ
Республикăн Инвестици аталанăвĕн агентствин эксперчĕсем Шупашкар округĕнче инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртмелли тĕллевсемпе паллашнă. Предпринимательсем вĕсене региона тата округа 2030 çулччен аталантармалли комплекслă программăпа килĕшӳллĕн пурнăçлама хатĕр. Экспертсем бизнес планĕсене тишкернĕ, хăшне-пĕрне лайăхлатма пулăшнă, патшалăх пулăшăвне ытларах илме май паракан çул-йĕре кăтартнă.
«Иртнĕ 5 çулта Шупашкар округĕ тавара ваккăн сутас енĕпе — пĕрремĕш, тиесе янă продукци калăпăшĕпе иккĕмĕш вырăнсене йышăннă, — терĕ Дмитрий Краснов вице-премьер. — Пĕчĕк тата вăтам бизнес субĕектсен, хăна çурчĕсен, апатлантару пункчĕсен шутне ӳстермеллине ăнланатпăр, — терĕ Дмитрий Краснов вице-премьер. Конкурсра çĕнтернисем 60 млн тенке кемпингсемпе кемпстоянкăсем тума, хăнасен канăвне йĕркелемелли оборудовани туянма, туристсен информаци центрĕсем тата маршрутсем йĕркелеме, ытти ыйтăва татса пама тивĕçĕç. Конкурса пĕтĕмлетнĕ хыççăн тата 83 млн тенке республикăра туризм отраслĕпе тараватлăх индустрине аталантарма явăçтарĕç. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме Чăваш Ен 2024 çулта 52 млн тенкĕлĕх субсиди илнĕ. Ăна «Волжанка» санатори-курорт комплексĕнче тата хула тулашĕнчи «Ради Леса» отельте — бассейн, «Сурские зори», «Тургай» тата «Нартаван» кану çурчĕсенче пляж тума, «ДИС» отельте — хавшакрах çынсене хăпартмалли-антармалли оборудовани, «Заимка» кану çуртĕнче тата «Амазония» этнопаркра ача-пăчапа спорт комплексĕ вырнаçтарма, «Нартаван» кану çурчĕ валли канăва йĕркелемелли оборудовани туянма куçарнă. <...>
Сергей МИХЕЕВ.
♦ ♦ ♦
Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ
Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче çуралнă Петр Павлов ăçта пуç хунине тăванĕсем нумай çул пĕлмен.
Паттăрăн йăмăкĕ Агриппина Кармакова та, унăн ывăлĕ Виктор та. «Пĕррехинче, интернетра «ларнă» чухне, Беларуçри обелиск çинчи «Павлов Петр Тарасович» сăмахсене асăрхарăм», — каласа пачĕ Виктор, çавăн хыççăн вăл куккăшĕн вил тăприне шырама тытăннă. 2013 çулта Брест облаçĕнчи Кобрин хулинчи çар комиссариатĕнчен хурав илнĕ. Петр Павлов вут сирпĕтсе пынă бомбардировщикпа çĕре ӳкнĕ, ăна малтан Каташи ялĕ хĕрринче пытарнă, каярахпа вил тăприне урăх вырăна куçарнă, халĕ вăл — Кобринти В.Пуганов генерал-майор ячĕллĕ скверти тăванла çăвара. Кунта Хĕрлĕ çарăн 174 боецĕ канлĕх тупнă. Пĕртăван Виктор тата Валерий Кармаковсем 2013 çулта Кобрина кайнă, куккăшĕ çинчен çар комиссариатĕнчен, ял çыннисенчен ыйтса пĕлнĕ. Николай Кузнецов командир, Николай Постников штурман, Петр Павлов радист-стрелок 72-мĕш авиаполкăн «Пе-2» бомбардировщикĕпе задание пурнăçлама 1944 çулхи утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче кайнă. Вĕсене Брест тата Люблин тăрăхĕнчи тăшман техникине çӳлтен кинокамерăпа ӳкерме хушнă. Тăшман совет самолетне асăрханă та тӳпене икĕ истребителе хăпартса янă. Вĕсенчен хыçалти кабинăра П.Павлов пулеметпа çулăм сирпĕтсе хӳтĕленнĕ. Бомбардировщик тăшман куçĕнчен çухалма тăрăшнă, анчах лешĕсем юлман, пулеметран персе ăна вут хыптарнă. Командирпа штурман парашютпа сикнĕ, П.Павлов тухса ĕлкĕреймен — самолет çĕре ӳкнĕ. Нимĕçсем ун патне ял çыннисене темиçе кун пыртарман, кайран вĕсем пирĕн ентеше Шматы ялĕ çывăхĕнче пытарнă, вăрçă хыççăн вил тăпри тавра карта тытнă. Самолет ӳкнине курнисенчен пĕри — 14 çулти Михаил Ющук. Кармаковсем унпа 69 çул иртсен калаçнă, вăл летчика мĕнле пытарнине аса илнĕ. Ял çыннисем Павлов çумĕнче тупнă документпа тăван килне яма çырнă çырăва партизансене панă. Нимĕçсене хăваласа ярсан вĕсене Кобринти çар комиссариатне çитернĕ. Унта летчик çуралнă ялĕн адресĕ, радист-стрелок иккенне çирĕплетнĕ документ упраннă пулин те Павлов хыпарсăр çухалнă салтак шутланнă. Тăшман пульлисем Н.Постников штурман пурнăçне парашютпа çĕре аннă чухне татнă, вăл ӳкнĕ вырăна нимĕçсем çитиччен ял çыннисем документне пăхса вăл камне пĕлнĕ, çав кунах пытарнă. Нимĕçсем вилене шăтăкран кăларттарса сăнне фотоаппаратпа ӳкернĕ. Аманнă Н.Кузнецов командира нимĕçсем тытса вырăнти госпитале илсе кайнă, унăн каярахри шăпи паллă мар. 2013 çулччен вăл ăçта пуç хунине пĕлмен. Кармаковсем тăванĕсене Новосибирскра шыраса тупнă, Кузнецов юлашки çапăçăва ăçта кĕнине пĕлтернĕ. Çапла вĕçленнĕ экипажăн 153-мĕш вĕçевĕ. 1941-1944 çулсенче заданисене пурнăçланăшăн П.Павлова Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр, I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсемпе, «Ленинграда хӳтĕленĕшĕн» медальпе наградăланă, вăл «Отличный разведчик» палла та тивĕçнĕ. <...>
Лена ЛЕОНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунă
Пĕрремĕшĕ — Смоленск, иккĕмĕшĕ Одесса облаçĕсенче.
Хăйĕн ашшĕ Петр Егоров çинчен мана мăн кукамай Галина Николаева 89 çулта чухне каласа пачĕ. 1941 çулта Галина Петровна 10-ра пулнă. Çĕршыва хӳтĕлеме Петр Егорович Шупашкар районĕнчи Кивçурткасси ялĕнчи 17 арçынпа пĕрле вăрçăн пĕрремĕш эрнинче тухса кайнă, ăна улттăмĕш ачине çуратма хатĕрленекен арăмĕ Мария Макаровна ăсатнă. Вăл мĕнле йывăрлăха лекнине халĕ эпир ăнланаймастпăр. 5 ача валли апат пĕçерме кĕсйине тăвар чиксе тухнăшăн ăна тĕрмене лартнă хыççăн çемье пурнăçĕ пушшех начарланнă. Вĕтĕр-шакăр амăшĕсĕр юлсан килте темиçе кун хăйсем çеç пурăннă. Мăн кукамайпа кĕçĕнрех йăмăкĕ-шăллĕпе пĕрле выçăхса антăхнăран колхоз уйĕнчи юра сирсе вĕтĕ çĕр улми шыранă, унран çимелли пĕçернĕ, çу-авăн уйăхĕсенче курăк çинĕ. Тĕрмерен таврăннă Мария Макаровна çар комиссариатĕнчен хăрушă хыпар илнĕ: упăшки Петр Егоров 1942 çулхи çурла уйăхĕнче Тăван çĕршыва хӳтĕлесе пуç хунă. Вăл хăйĕн тăванĕпе Николайпа пĕрле 25-мĕш танк бригадинче çапăçнă, пулеметчик пулнă. Унăн чаçĕ тăшман позицийĕ еннелле тапăнса кайнă, танк çинче пынă чухне снаряд е мина ванчăкĕ Петр Егорович пуçне салатнă, пуçсăр тата темиçе утăм туса ĕлкĕрнĕ. Вăл епле пуç хунине Николай курнă. Петр Егоров ӳтне Смоленск облаçĕнчи Сычевка хулинчи тăванла масарта пытарнă. Кунта 2018 çулта мăнукĕсем Олег тата Николай пулнă, вил тăпри умĕнче пуç тайнă, ун çине Чăваш Енрен илсе кайнă çĕре сапаласа хунă. П.Егоров куçĕсем эпĕ çуралнă кун ĕмĕрлĕхех хупăннă. Вăл Тăван çĕршыва хӳтĕлеме хутшăннăшăн мăнаçланатăп. «Чи юлашки салтака пытармасăр вăрçă вĕçленмест», — тенĕ А.Суворов генерал-фельдмаршал. Иккĕмĕш сыпăкри мăн кукаçи Алексей Зиновьев та хисеплесе пытарманнисен йышĕнче 74 çул шутланса тăнă. 2015 çулхи ака уйăхĕнче Шупашкар районĕнчи Шăмăш ялне Одесса облаçĕнчи Николай Дантишинран çыру килнĕ, вăл Алексей Александрович Зиновьевран юлнă шăмăсемпе капсулăна окопран чавса кăларнине пĕлтернĕ. Алексей Зиновьев Одесса хулине фашистсенчен хӳтĕлеме хутшăннă, 1941 çулта тăван ялне çапла çырнă: «…6 тĕлтен амантрĕç, утаймастăп, çапах стройрах-ха, киле таврăнма ĕмĕтленме пултараймастăп». Вăл пуç хунине çемйине пĕлтермен. Паллах, Алексей Зиновьев куçĕсем ăçта хупăннине пĕлсен тăвансем савăнчĕç, паттăр юлашкине Чăваш Ене илсе килес енĕпе йывăрлăх чылай тухса тăчĕ. А.Зиновьев Шăмăш масарĕнче 2016 çулхи кĕркунне çеç канлĕх тупрĕ. <...>
Милена НИКОЛАЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать