Яков Абрамова халалласа - палăк

22 Окт, 2014

Красноармески районĕнчи Упи ялĕнче Раççей Империйĕн Патшалăх Думин 1-мĕш суйлавĕн депутатне Яков Абрамова халалласа палăк уçнă.

Савăнăçлă уява ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Шестаков, палăк авторĕ Петр Пупин тата ыттисем хутшăннă. Чăвашран тухнă пĕрремĕш депутатăн пурнăçĕ çинчен унăн кĕçĕн мăнукĕн ачи, Упи шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Анна Васильева каласа панă.

Яков Абрамов 1873 çулта Трак тăрăхĕнчи Упи ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Чиркÿ прихут шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1906 çулта Хусан кĕпернин суйлав пухăвĕн сасăлавĕпе Патшалăх Думин депутатне суйланнă. Ĕçлекенсен фракцийĕн членĕ пулнă. Çав çулах «Хыпар» хаçатăн корреспондентĕнче вăй хума пуçланă. Упи вулăсĕн старшини пулнă, 1908-1909 çулсенче Етĕрне уесĕн земство управинче тăнă. 1918 çулта ăна Хресчен депутатсен канашĕн ĕç тăвакан комитечĕн ĕçне хутшăнма ирĕк паракан комисси членне çирĕплетнĕ.

Е.АНДРЕЕВ.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.