Чĕрери чи ырă туйăмсем - сире валли

22 Окт, 2014

Калмăк Республикин театрĕ пĕрремĕш хут Чăваш Ене гастроле килнĕ.  Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ юпан 7-11-мĕшĕсенче Калмăк Республикинче гастрольте пулчĕ. Чăваш артисчĕсем Элистари Б.Басангов ячĕллĕ Наци драма театрĕн сцени çинче вун пилĕк спектакль кăтартрĕç. Ĕнер вара калмăк артисчĕсен Чăваш Енри гастролĕсем пуçланчĕç. Икĕ халăхăн сцена ăстисем Раççей Федерацийĕ ырласа йышăннă «Театр - культура территорийĕ» проектпа килĕшÿллĕн пĕр-пĕрин патĕнче пултарулăхĕпе паллаштараççĕ.

Калмăк Республикин театрĕ - Чăваш Республикинче пĕрремĕш хут. Б.Басангов ячĕллĕ Наци драма театрĕн артисчĕсем Б.Манджиевăн «Араш» ĕçĕпе Наци спектаклĕсен фестивальне уçрĕç. Çак ятпа йĕркеленĕ уяв каçĕ Çамрăксен театрĕнче иртрĕ.

«Калмăк çĕрĕнче эпир уйăх пуçламăшĕнче пултăмăр, унта хамăрăн чи лайăх спектакльсене кăтартрăмăр. Халĕ вĕсем пирĕн патра хăнара. Çакă - чăннипех те пысăк пулăм, - палăртрĕ Çамрăксен театрĕн директорĕ Е.Николаева. - Грант пулăшнипе пире - Калмăк Республикинче, вĕсене Чăваш Республикинче пулса курма май килчĕ. Ку гастрольсемпе пирĕн туслăх вĕçленмĕ, малашне те пĕрлех ĕçлĕпĕр».

Раççей Федерацийĕн тата Калмăк Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Б.Басангов ячĕллĕ Наци драма театрĕн илемлĕх ертÿçи Борис Манджиев тата Кăркăс, Чăваш республикисен искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕпе Иосиф Дмитриев-Трер режиссерпа пĕрле вĕреннĕ. Халĕ, чылай çул иртсен, вĕсем тĕл пулчĕç. «Тав çак фестивале, тав наци драматургĕсен лабораторине, - тахçанхи пĕлĕшĕпе тĕл пулса калаçма тÿр килнишĕн хĕпĕртенине палăртса пĕлтерчĕ Иосиф Александрович. - Кунта паян наци театрне юратакансем, вăл аталанса, вăйланса пытăр тесе тăрăшакансем пухăннă. Халăхпа театр хушшинчи туслă çыхăнусем хăватланччăр. Тата пире яланах чăваш чĕлхи, чăваш туррисем пулăшса пыччăр».

ЧР Культура министерствин ĕçченĕ Ольга Ефимова та Наци драма театрне ăнăçу сунчĕ, чăваш тата калмăк театрĕсен туслăхĕ çирĕпленсех пырасса шаннине палăртрĕ.

Б.Манджиев пĕрремĕш хут чăваш çĕрĕнче 1992 çулта пулнă, ун чухне вăл Раççей шайĕнчи фестивале хутшăннă. Куракансем ăна хапăл йышăнни пысăк ĕçсем тума хавхалантарнă. «Çав самантран ку енĕпе çине тăрсах ĕçлеме тĕллев лартрăм, - каласа кăтартрĕ вăл. - Нумай çул иртсен каллех сирĕн пата килсе курма шăпа пÿрчĕ. Пĕрле хамăн темиçе спектакле илсе килтĕм».

Вĕсенчен пĕри - «Араш» спектакль-реквием. Хăй вăхăтĕнче çак ĕç сцена çине тухни театршăн çеç мар, мĕн пур республикăшăн пысăк пулăм пулса тăнă. Халĕ ăна Чăваш Енре кăтартрĕç. Наци спектаклĕсен фестивальне шăпах çак ĕçпе уçрĕç.

Спектакль ахаль çемье урлă 1943 çулхи хĕлле Çĕпĕре ирĕксĕрлесе ăсатнă калмăк халăхĕн синкер шăпине уçса парать. Тĕп сăнар - ашшĕ фронтран таврăнасса кĕтекен пĕчĕк Араш. Арçын ачан амăшĕ утаймасть, куккăшĕ вăрçăран урасăр таврăннă. Çемьен пурнăçĕ питĕ йывăр. Тăван калмăк çĕрĕн илемне - вĕçĕ-хĕррисĕр пуш хирсене, хĕрлĕ, сарă тюльпансене - аса илсе йăпанаççĕ вĕсем. Ашшĕпе тĕл пуласси Араша вăй-хăват парать. Тата çемье пуçĕ фронтран таврăнса тăван тăрăха илсе каясси çинчен ĕмĕтленеççĕ. Анчах... ку ĕмĕт çеç. Ывăлĕ пĕлесрен шикленсе амăшĕ «хура хута» кĕсйинче пытарса усрать. Араш вара кĕтет, кĕтет. Кашни кунах станцие чупать. Пăравуссем вара чарăнмаççĕ, ирте-ирте каяççĕ. Спектакль вĕçĕнче арçын ача пăравуса чарма, ашшĕ патне фронта кайма шухăшлать. ...Араш сассине çывхарса килекен пуйăсăн хăватлă сасси хупласа хурать. Транспорт пысăк хăвăртлăхпа иртсе каять. Ун хыççăн шурă юрпа хупланнă тавралăх шăплăха путса юлать. Çак шăплăхра репрессие лекнĕ пин-пин калмăк çыннин шăпи ирĕлсе çухалнă...

Пьеса никĕсĕнче - ссылкăра пулнисен йÿçĕ аса илĕвĕсем, депортаци синкерне чăтнă çынсем каласа панисем. 2013 çулта республика калмăк халăхне депортациленĕрĕнпе 70 çул çитнине паллă тунă. Çамрăксен театрĕн сцени çине тухнă спектакль чăваш халăхне историре тарăн йĕр хăварнă инкек пирки каласа кăтартрĕ, тăванла хăлăх синкерне чĕре патне илтерсе хурлантарчĕ.

...Спектакль вĕçленчĕ. Артистсем пуç тайма сцена çине тухрĕç. Зал тулли куракан ура çине çĕкленчĕ. Алă çупнин тăвăлĕ çĕкленсе, вăйланса пычĕ. Пĕрре пуç тайрĕç, тепре, виççĕ, тăваттă... Халăх артистсене сцена çинчен ярасшăн мар. Спектакль пăхнă май пухăннă куççуль юлашкинчен савăнăç тумламĕ пулса пит çăмарти тăрăх юхрĕ. Куракансен çеç мар, артистсен те куçĕсем шывланчĕç.

Б.Басангов ячĕллĕ Наци драма театрĕ Шупашкарта çеç мар, районсенче те хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарĕ. Канаш, Çĕмĕрле, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче «Сказки Белого Месяца» тата «Сердце матери» спектакльсене кăтартĕç.

 

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.