Киллер - упăшка валли

22 Окт, 2014

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче лăпкă шутланакан Чăваш Енре те саккас парса çынна вĕлерттерни пулкаланăччĕ-ха. Юлашки çулсенче унашкаллине ас тумастпăр. Саккас параканни хĕрарăм, преступлени объекчĕ вара унăн упăшки - кун пекки пушшех пулман. Иртнĕ хĕлле пулнă. Чăн та, хĕрарăмăн тĕллевĕ тÿрре тухман.

Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕ çак кунсенче приговор палăртнă. 35 çулти хĕрарăма тара тытса çын вĕлерессине йĕркеленĕшĕн айăпланă. Ăна 5 çул çурăлăха ирĕклĕхсĕр хăварса пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма йышăннă.

Следстви комитечĕн химиксен хулинчи пайĕ тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - çакскер пĕлтĕрхи раштав тата кăçалхи нарăс уйăхĕсенче хăйĕн упăшки пулнă 46 çулти арçынна вĕлерес тĕллевпе Интернетри социаллă сетьсенче киллера шыранă. Саккаса пурнăçлама хатĕр çынна тупнă, хак пирки те калаçса татăлнă - 2 пин евро. Унпа темиçе хут та тĕл пулнă. Саккас объекчĕн сăн ÿкерчĕкне панă, вăл ăçта пурăнни тата ĕçлени çинчен пĕлтернĕ, ăçта çÿрени пирки каласа панă. Аванс тÿленĕ - 10 пин тенкĕ. Ыттине саккаса пурнăçланă хыççăн татма шантарнă.

Кăçалхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта киллерпа курнăçнă. Лешĕн арçынна вĕлернине ĕнентерекен ÿкерчĕксем памалла, хĕрарăмăн вара саккасшăн тÿлесе татмалла. Шăп çак самантра хĕрарăма полици тытса чарнă.

Пĕтĕмпех право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем сăнаса тăнипе пулса иртнĕ. Арăмĕ хăйне вĕлерме шут тытни çинчен арçын маларахах пĕлнĕ иккен. Вăл ют ятпа Интернетри социаллă сетьре регистрациленнĕ те - виртуаллă майпа мăшăрĕ пулнăскерпе «паллашнă». Хĕрарăмăн электрон çырăвĕсенчен ăнланса илнĕ: вăл мана вĕлерме киллер шырать! Çак тĕллеве тÿрре кăлармашкăн арăмĕ пулнăскер унранах пулăшу ыйтнă. Паллах, арçын хăйне тапăнасса кĕтес темен - полицие кайнă. Пакунлисем вара киллер рольне хăйсен çыннине пурнăçлаттарса хайхи тĕл пулусене йĕркеленĕ, хĕрарăм каварне тăрă шыв çине кăларса хăрушă преступление сирсе янă.

К.НИКОЛАЕВ

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.