Хыпар 37 (28354) № 23.05.2025

23 Мая, 2025

Чи маттуррисемпе тĕл пулнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен 2024-2025 вĕренӳ çулĕн олимпиадăсен çĕнтерӳçисемпе тата призерĕсемпе тĕл пулнă. Пирĕн вĕренекенсем юлашки çулсенче пуçласа олимпиадăн юлашки тапхăрĕнчен физикăпа, географипе, биологипе, литературăпа тата экологипе [6 çитĕнӳ] çĕнтерсе таврăннă.

«5 çул каялла пирĕн вĕрентӳ тытăмĕ çамрăк педагогсемпе наставниксемшĕн интереслĕ пултăр тесе вĕрентӳ учрежденийĕсене тĕпрен улăштартăмăр. Вĕсенче юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр, оборудованипе пуянлатрăмăр, вĕрентӳ йĕркине çĕнетрĕмĕр. Халĕ çак тытăма çамрăк учительсем ытларах килме пуçларĕç. Шкул ачисем вара лайăхрах кăтартусемпе палăрма тытăнчĕç. Кăçал пирĕн çĕнтерӳçĕсем питĕ йышлăн. Çакă эпир пĕтĕмпех тĕрĕс тунине пĕлтерет. Малашне те палăртнă çул-йĕрпе кайăпăр, тухăçлине пурнăçа кĕртсе пырăпăр», — тенĕ регион ертӳçи. Олег Николаев Шупашкарти 5-мĕш гимназири 11-мĕш класри Екатерина Абрамовăна /литература/, Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназири 11-мĕш класри Дмитрий Николаева /физика, географи/, Шупашкарти 44-мĕш лицейри 10-мĕш класри Федор Семенова /биологи/, Вăрмар шкулĕнчи 11-мĕш класри Ангелина Семеновăна /экологи/, Шупашкарти 2-мĕш лицейри 11-мĕш класри София Черниковăна /экологи/ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсемпе чысланă. Аса илтеретпĕр: Пĕтĕм Раççейри олимпиада çĕнтерӳçисемпе призерĕсем Раççейри вĕрентӳ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ чухне çăмăллăхсемпе усă курĕç. Дипломсене тивĕçнисен профильпе экзамен тытмасăрах вĕренме кĕме ирĕк пур. Çавăн пекех олимпиада çĕнтерӳçисемпе призерĕсен аслă шкулта финанс пулăшăвĕ илме май пур. Олег Николаев çавăн пекех педагогсене те Тав çырăвĕсем панă. Çакна та каламалла: олимпиада призерĕсемпе çĕнтерӳçисене хатĕрленĕшĕн педагогсем 150 тата 250 пин тенкĕ укçан преми илĕç. 2024 çулта çак тĕллевпе 2,25 миллион тенкĕ уйăрнă. Çакă вĕрентекенĕн ĕçĕ тата вăл регионти вĕрентӳ тытăмĕн аталанăвне пысăк тӳпе хывни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартать. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


ИТ-сферăн малашлăхĕ пысăк

Хальхи саманари ачасене вĕрентнĕ чухне тарăн пĕлӳ парассине кăна мар, çак ĕçе вĕсемшĕн кăсăклă йĕркелессине те шута хумалла. Çавăн пекех вĕрентӳ заведенийĕнче çитĕнӳсем патне ăнтăлма хавхалантаракан хутлăх йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Шупашкар хулинче пĕлтĕр уçăлнă «Сингулярити» вĕрентӳ центрĕ çамрăксем паян ыйтнине туллин тивĕçтерекен хутлăх пулса тăчĕ. Колледжра вĕрентӳ ĕç-хĕлне вăтам професси пĕлĕвĕ тата шкул вĕрентĕвĕн тытăмĕнчи инноваци меслечĕсемпе усă курса йĕркеленĕ. Студентсем хăйсене кăтартма тата командăпа ĕçлеме хăнăхаççĕ. Çакă ĕç рынокĕнчи конкурентлăхпа кĕрешме пулăшакан çирĕп никĕс пулса тăрать. Инноваци технологийĕсене тĕпе хурса ĕçлекен вĕрентӳ центрĕн никĕслевçи — Георгий Соловьев. Шупашкарта çуралса ӳснĕскер маларах Хĕвел тухăç Европăра IT-шкул уçнă. Халĕ вара Чăваш Енре пултаруллă ачасене программистсем пулма пулăшать. «Эпĕ тĕнче шайĕнче çитĕнӳ тăвас тесен хăвăн таврашри çынсене пулăшмаллине ĕненетĕп. Чи тухăçлă пулăшу мелĕ — вĕрентни. Çавăнпа эпĕ Чăваш Енре тĕнче виçисемпе хакласан чи лайăххи шутланакан шкул уçма шухăшларăм», — терĕ Георгий. Вăл Шупашкарти 3-мĕш лицейра вĕреннĕ чухне Пĕтĕм Раççейри физика олимпиадинче çĕнтернĕ. Çавна май Мускаври физикăпа техника институтне экзамен тытмасăр кĕме пултарнă. Пиллĕкмĕш курсра вĕреннĕ чухне юлташĕсемпе пĕрле акăлчанла вĕрентекен «Skyeng» шкул йĕркеленĕ. Каярахпа хăйне ача чухне олимпиадăна хатĕрленме пулăшнă педагогсене тав тăвас тĕллевпе тăван шкулĕнче физика курсĕсене уçнă. Унтан ITколледж «çуралнă». «Укçа-тенкĕ пуррипе çуккине пăхмасăр пурне те пĕрешкел тарăн пĕлӳ илме майсем туса парас килчĕ, — калаçăва тăсрĕ Георгий. — Паян IT-сферăра предпринимательсем кăна мар, йăлт тĕпрен улăштарма пултаракан ачасем те вăй хураççĕ. Хальхи вăхăтра тĕнчери серверсен çурри ытла пайĕ Раççей çамрăкĕсем хатĕрленĕ софтсенче çаврăнать». Шупашкарти колледжра вĕренессишĕн Михаил Глазов Канашран тĕп хулана куçса килнĕ. Студент спорт программированийĕн чемпионачĕсенче малти вырăнсене пĕрре кăна мар йышăннă. «Манăн тĕллев — Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра çĕнтересси, — пĕлтерчĕ Михаил. — Малашлăхра пĕр-пĕр компанире разработчикра ĕçлесшĕн. Стартап уçас ĕмĕт те пур». Павел Кузнецов чат-ботсем шухăшласа кăларать. Студент колледж проекчĕсемпе те, коммерци релизĕсемпе те ĕçлет. «Программăсем хатĕрленĕ чухне эпĕ хама ăрăмçă пек туятăп. Пуçа мĕнле шухăш килет — çавна пурнăçа кĕртме пултаратăп. Çакă питĕ хавхалантарать», — каласа кăтартрĕ çамрăк программист. Сăмах май, студентсен хушшинче хĕрсем те сахал мар. Вĕсем палăртнă тă рăх, IT-сферăра паян çитĕнӳ тума та, укçа ĕçлесе илме те пулать. Колледжра вĕреннĕ вăхăтрах студентсем компанисен проекчĕсемпе ĕçлеççĕ, стажировка тухаççĕ. Çапла майпа опыт та пухаççĕ, шалу та илеççĕ. «Сингулярити» центрта, тĕпрен илсен, дистанци мелĕпе вĕренеççĕ. Георгий Соловьев ăнлантарнă тăрăх, çакă шкул ачисене индустрири чи вăйлă специалистсемпе çыхăнма пулăшать. Тĕслĕхрен, педагогсенчен пĕри — Пĕтĕм тĕнчери программировани чемпионачĕн призерĕ. Студентсене веб-сайтсемпе приложенисем хатĕрлеме, Python никĕсĕ çинче программăсем çырма, IT-бизнес ĕçне йĕркелеме вĕрентеççĕ. Çавăн пекех шкулти предметсемпе те пĕлӳ параççĕ, Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне хатĕрленме пулăшаççĕ. Çапла майпа шкул тата колледж пĕрле çамрăксем валли вузсене вĕренме кĕме çирĕп никĕс хываççĕ. Паха çак енсене тишкерсе хакланă хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Сингулярити» вĕрентӳ центрне патшалăхăн вĕрентӳ программипе пĕрлештерме сĕннĕ. «Колледж çавăн пекех тĕрлĕ сферăра, çак шутра патшалăх управленийĕнче те, нейросетьсемпе усă курас енĕпе хăйне евĕрлĕ лаборатори пулса тăчĕ», — тенĕ республика Пуçлăхĕ. Олег Николаев организацисен ертӳçисене студентсемпе тĕл пулма, вĕсем валли чăнчăн проектсенче усă курмалли техника заданийĕсем палăртма сĕннĕ. Тĕслĕх вырăнне Шупашкарти А.Г.Николаев палăкне «чун кĕртни», «Шуршăл çийĕнчи санăн çăлтăрусем» пуçарупа килĕшӳллĕн хатĕрленĕ проектсене аса илнĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


«Пысăк балл илекенсен шучĕ ÿссех пырать»

Пĕлтĕр Патăрьелти 1-мĕш шкултан вĕренсе тухнă Юлиана Паймуллина Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче биологипе тата химипе 100-шер балл пухнă. Пултаруллă хĕрача Мускав аслă шкулне, Раççей медицина академине, вĕренме кĕнĕ. «Юлиана питĕ тăрăшуллăччĕ. ППЭне тĕпленсе ларса хатĕрленнĕ. Сĕре яваплă хĕрачаччĕ. Пур ĕçе те тĕплĕ тăватчĕ. Хăйĕн тĕллевĕ патне çирĕппĕн утрĕ. 10-11-мĕш классенче пĕлӳ илнĕ чухне спорт, культура енĕпе иртекен мероприятисене те хастар хутшăнчĕ. Тĕрĕссипе, пĕтĕм вăйне, вăхăтне вĕренĕве уйăрчĕ. Çавăнпа çакăн пек лайăх кăтартусем пулчĕç те. Сăмах май, Юлиана вĕренсе пĕтерсен Чăваш Ене таврăнма палăртать», — терĕ Патăрьелти 1-мĕш шкулăн директорĕ Наталия Андреева.

Информатикăна нумайрах суйлаççĕ

Тĕрĕссипе, асăннă пĕлӳ çурчĕ, унта ĕçлекен вĕрентекенсем çинчен пĕрре кăна мар çырма тӳр килнĕ. Наталия Борисовнăн ĕçĕ-хĕлне те çутатнă. Вĕсен çитĕнĕвĕсене сăнаса пыратăп тесен те йăнăш пулас çук. Вĕрентӳ ĕçĕнче паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен технологисемпе усă куракан, çĕннине ăса хывакан, пурнăçпа тан утакан шкул тесе калассăм килет вĕсем çинчен. «Пĕлтĕр Юлиана Паймуллина ППЭре 200 балл пухрĕ терĕмĕр. 2023 çулта 4 ача 100-шер балл илнĕччĕ. Юлашки 5 çул хушшинчи кăтартусене танлаштарас тăк Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче пысăк балл илекенсен шучĕ çултан-çул ӳссе пырать пирĕн. Пĕлтĕр нумай экзамена Канаш шкулĕнче тытмалла пулчĕ. Ăна пăхмасăрах ачасем ППЭ лайăх çырчĕç. Сăмах май, юлашки çулсенче пирĕн шкултан 100-шер балл пухнă вунă ача вĕренсе тухрĕ. 2003 çултан пуçласа 113 шкул ачипе педагог Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата Патăрьел округĕн ертӳçин стипендийĕсене тивĕçрĕç. Шкул ачисем ППЭ тытма ытларах хăш предметсене суйлаççĕ тетĕр-и? Маларах ку енĕпе обществознани 1-мĕш вырăнтаччĕ. Халĕ информатикăна нумайрах суйлаççĕ. Биологипе хими — иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Çавăн пекех пирĕн акăлчан чĕлхипе кашни çул экзамен тытаççĕ. Хăш-пĕр шкулта çав предметсене ачасем суйласшăнах мар. Кăçал та вĕренекенсем ППЭ лайăх тытасса шанатпăр. Пысăк балсем илессе кĕтетпĕр. Кăçал нумай предметпа ППЭ хамăр патрах çыраççĕ», — пĕлтерчĕ Наталия Борисовна. Çакна та палăртас килет. Пĕлтĕр çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Патăрьелти 1-мĕш шкул 90 çулхи юбилее уявланă. Çак тапхăрта педагогика династийĕсем улшăннă, вĕрентӳ меслечĕсем çĕнелнĕ, çĕнĕ çул-йĕр çине тăнă, анчах педагогика ĕçне парăнни, ачасене юратни, çĕннине уçасси çирĕп сыхланса юлнă. «Çак тапхăрта 87 выпуск пулнă, 6319 ача вĕренсе тухнă, 454-шĕ шкула медальпе пĕтернĕ, наукăн тĕрлĕ енĕпе 30 ытла ученăй тухнă. Ку статистика кăна мар, чĕрĕ истори. Шкула тата ĕçе парăннă çынсем çыраççĕ ăна», — палăртнă салам сăмахĕнче Патăрьел округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов. Патăрьелти 1-мĕш шкул Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чи пысăкки шутланать. Паян кунта 1020 ача пĕлӳ илет. 80 яхăн педагог вăй хурать. Вĕсенчен 91 проценчĕ — аслă тата пĕрремĕш категориллĕ. Асăннă шкул çитĕнĕвĕсемпе республикăра кăна мар, Раççей шайĕнче те палăрать. 2008 çулта вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Грантне çĕнсе илнĕ. 2014-2017 çулсенче Раççейри ялсенчи чи лайăх «ТОП200» шкул йышне кĕнĕ. 2014-2020 çулсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн конкурсĕн çĕнтерӳçи пулнă. 2022 тата 2023 çулсенче пĕлӳ çурчĕ «Перекетлĕ пуçару» /«Бережливая инициатива»/ грант çĕнтерӳçи пулса тăнă, 1 млн та 300 пин тенке тивĕçнĕ. Тĕрлĕ çулта — социаллă пĕлтерĕшлĕ чи лайăх вĕрентӳ учрежденийĕн йышне, кашни çулах «Малта пыракан вĕрентӳ учрежденийĕсем» Раççей Федерацийĕн наци реестрне кĕнĕ. Тĕрĕссипе, 1-мĕш шкул хутшăнман нимĕнле направление те асăнма çук. «Ташлакан», «юрлакан», «театра юратакан», «ӳкерекен» шкул вăл. Патăрьелти 1-мĕш шкулăн аталану программи «Шкулти çитĕнӳрен — пурнăçри çитĕнӳ патне» ятлă. Вĕрентӳ заведенине ăнăçуллă пулма «Ăнăçлă учитель — ăнăçлă вĕренекен», «Гражданпа патриот воспитанийĕ», «Талантлă ачасем» проектсем пулăшаççĕ. Çамрăк учительсем ĕçлеме килеççĕ «Пирĕн кашни çулах олимпиада призерĕсем, çĕнтерӳçĕсем пулаççĕ. Кăçал 5 ача олимпиадăсен регионти тапхăрĕнче мала тухрĕç. 2 хĕрача çĕршыв шайĕнчи олимпиадăра чăваш чĕлхипе призерсем пулчĕç. Вĕрентекенĕ – Наталья Путякова. Наталья Алексеевна чăваш чĕлхине вĕрентес енĕпе грантсене те тивĕçнĕ. Кăçал вăл чăваш чĕлхи учителĕсен хушшинче лауреат пулчĕ. ОБЗР /основа безопасности защиты Родины/ предметпа икĕ призер пулчĕ кăçал. Олимпиадăна ачасене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Юрий Васюткин хатĕрленĕ. Географипе /Алина Кузнецова вĕрентет/ иккĕн палăрчĕç. Вырăс литературипе Ольга Юлкина, технологипе Светлана Попова ачасене олимпиадăна хатĕрленĕ. Вĕсен вĕренекенĕсем 2 çул призерсен йышне кĕчĕç. Кăçал пире пуçламăш классем те савăнтарчĕç. Республикăри ăс-тăн вăййисенче 7 çĕнтерӳçĕпе призер пулчĕç. Вĕрентекенĕсем — Светлана Уруковăпа Елена Ялукова», — паллаштарчĕ Наталия Борисовна. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Ултă ача — шăпа парни

«Турă панă кашни тĕпренчĕкĕмĕре пурнăç парнелерĕмĕр», — теççĕ ултă ачана ура çине тăратакан Светланăпа Денис Сурановсем. Çемьере пĕччен çитĕннĕ кил ăшши управçи пысăк йыш пирки шухăшлама та пултарайман… Шăпа çавнашкал парне тунăшăн иксĕлми телейлĕ вăл.

Кимĕпе ярăнма кăмăлланă

Светлана Юрьевна Шупашкарта çуралнă. Икĕ çулта чухне çемйипе Çĕпĕре куçнă, унта сакăр çул пурăннă. — Томск облаçĕнчи пĕр ялта тĕплентĕмĕр. Атте профессипе строитель те, çуртсемпе хуралтăсене хăй аллипех çĕкленĕ. Вăл пилорамщикра, анне — ача садĕнче воспитательте. Астăватăп: ачасемпе шурлăхлă вырăнсенче тĕмескесем тăрăх чупаттăмăр. Шкул инçе вырнаçнăччĕ, унта кайма хайхи тĕмескесене çыхăнтаракан пĕчĕк кĕперсем тăрăх утмаллаччĕ, мĕншĕн тесен тавралăхра — шурлăх. Пĕррехинче хĕлле киле таврăннă чухне çула кĕскетес тесе тӳррĕн çул тытрăм та юр ăшне анса кайрăм. Пулăшу ыйтса кăшкăртăм. Пĕр арçын ача кĕреçепе чупса килсе мана çăлчĕ, — аса илчĕ хĕрарăм. — Эпир, ачасем, кедр йĕкелĕ, кĕтмел, кăвак çырла пуçтараттăмăр. Пирĕн кимĕ пурччĕ те, унпа час-часах çырма тăрăх çула тухаттăмăр. Çемйипе тайгана кăмпа-çырла татма каяттăмăр. Атте пулă тытатчĕ, шултра çăрттансем лекетчĕç… Пĕррехинче çапла черетлĕ хут вăрмана кайнă эпир, эпĕ вара кимĕре çывăрса кайнă. Аннепе атте вырăна çитсен мана вăратас темен, брезентпа витнĕ те кимме çыран хĕрринче хăварса тайгана утнă. Эпĕ вăрансан вĕсене шырама кайма шухăшларăм. Кимĕрен тухса чăнкă çыранран хăпарма хăтлантăм. Хăйăрлă пулнăран аялалла темиçе хут та шуса антăм, юлашкинчен мекеçленсе çыран тăррине çитрĕмех. Тайгана кĕрсен питĕ ĕшеннĕрен тунката çине канма лартăм, вăл ним чухлĕ те арканмарĕ. Тепĕртакран вара карçинкка йăтнă аттепе анне тухрĕç. «Шалалла кĕнĕ пулсан сана ăçта шыраттăмăрччĕ-ши эпир?» — терĕç. Кимĕпе ярăнма килĕшетчĕ мана, таврана сăнама та кăсăклăччĕ. Çулталăкра пĕрре кукамайпа кукаçи патне Элĕк районне хăнана каяттăмăр. Çул çинче тăватă кун иртетчĕ. Пуйăспа, самолетсемпе каймаллаччĕ. Самолетпа вĕçме юратмастăм, çула йывăррăн чăтса ирттереттĕм. Халĕ те çаплах. Çула тухма кăмăлламастăп. 1989 çулта эпир Элĕке куçса килтĕмĕр. Лере çурт-йĕре йăлтах сутрăмăр, укçа-тенкĕ енчен аптăрамарăмăр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи йывăр саманара та аван пурăнтăмăр. Анне лавккана вырнаçрĕ, унтан апат-çимĕç илсе килме пултаратчĕ. Малтанхи вăхăтра çемье асăннă округри пĕр ялта тăванĕ патĕнче пурăннă. Светланăн ашшĕпе амăшĕ строительте тăрăшнă. Çулталăкран вĕсене хваттер панă та унта куçнă. Çакăн хыççăн амăшĕ ĕç вырăнне улăштарнă — райпо лавккине вырнаçнă. Ачисене пĕчĕкренех аталантарнă Пурнăç хăй еккипе пынă. Çывăх çыннисем Светланăна медик профессине суйлама сĕннĕ, анчах хĕре чунĕ психологи еннелле туртнă. Шкултан вĕренсе тухсан вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне кĕнĕ. Педагог психолог дипломне алла илме хатĕрленнĕ. 4-мĕш курсра чухне пике пулас мăшăрĕпе, Шупашкар каччипе Дениспа, паллашнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлӳ илнĕскер гитара калама юратнă. Пĕрле миçе юрă шăрантарнă-ши мăшăр? — Аслă шкулпа сыв пуллашсан эпир пĕрлешрĕмĕр. Мăшăр патне куçрăм, хунямапа пурăнтăмăр. Вăхăт нумаях та иртмерĕ, пĕрремĕш ача Аня çут тĕнчене килчĕ. Ăна кĕтнĕ вăхăтра кĕнеке вуларăм, тĕп сăнарĕ Анна ятлăччĕ. Çавăнпа çак ята суйларăм. Эпĕ хулари 50-мĕш шкулта тăрăшаттăм, ача çуралсан декрет отпускне кайрăм. Мăшăр ĕçлетчĕ. Анечка хыççăн Антон, Павел тата Ксюша çуралчĕç. Икĕ ачаллă чухнех эпир пурăнмалли условисене улăштармашкăн патшалăх пулăшăвне илме çамрăк çемье пек черете тăтăмăр. Пире Элĕкре икĕ пӳлĕмлĕ хваттер пачĕç. 2010 çулта унта куçрăмăр. Çемье тата хушăнчĕ — Иванпа Марийăна кун çути кăтартрăмăр, — кăмăллăн калаçрĕ нумай ача амăшĕ. Сурановсем ывăл-хĕрне мĕн пĕчĕкренех аталантарнă. Светлана Юрьевна тин çеç çуралнăскерсене массаж тунăран ачасем ир упаленме, утма пуçланă. Педиатр панă сĕнӳсене тĕплĕн пурнăçласа пынă амăшĕ. Ӳсерехпе тĕрлĕ заняти ирттернĕ Светлана Юрьевна ачисемпе: ӳкернĕ, пластилинпа ĕçленĕ тата ытти те. Вăл тĕпренчĕкĕсене кĕнеке те нумай вуласа панă. Мăшăрĕ Денис Геннадьевич ачасемпе тăтăшах уçăлса çӳренĕ, уçă сывлăшра тĕрлĕ вăйă вылянă. Çавăнпах-ши ывăлĕсем те, хĕрĕсем те спорта кăмăллаççĕ. Çамрăк çемьене ачасен кукамăшĕ те пулăшнă. Светлана Юрьевна ĕçе тухсан, ачи чирлесен ăна кукамăшĕ тимленĕ. Ултă пепке амăшĕн пур енĕпе те ĕлкĕрсе пыма тивет: ĕçре те, пултарулăхра та, килте те. Вăл — Элĕкри администрацири вĕрентӳ пайĕн педагог-психологĕ. Ĕç яланах нумай унăн: Светлана Юрьевна округри педагогсемпе, вĕрентӳ учрежденин пуçлăхĕсемпе ĕçлет. Шкулта ятарлă тестсем ирттерет, сусăр ачасене уйрăммăн тимлет. Кунсăр пуçне шкулти ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсене хутшăнать. Сусăрсем валли аталанмашкăн условисем тăвас тата ачасем хăйсем çине алă хурасран профилактика йĕркелекен комиссисенче тăрать. «Анне» паллине тивĕçнĕ Этем ĕçпе çеç пурăнмасть, чун апачĕ те пулмаллах. Светлана Юрьевнăшăн ку — юрă-ташă. Хĕрарăм вырăнти клубри «Рябинушки» пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле сцена çине тухать. Уяв-и е пĕр-пĕр ăмăрту-и, е фестиваль-конкурс-и — куракансене илемлĕ сассипе, килĕшӳллĕ хусканăвĕпе савăнтарать вăл. Ăмăрту тенĕрен, Сурановсен ывăлĕ-хĕрĕ те хастар çак енĕпе. Ывăлĕ Антон, спортпа туслăскер, халĕ Хусанти тĕпчевпе технологисен наци университетĕнче программиста вĕренет. Пушă вăхăтра тренажер залĕнче кĕлеткине пиçĕхтерет. Кăçал шкултан вĕренсе тухма хатĕрленекен Павел вара 2023 çулта районта «Çулталăк спортсменĕ» ята тивĕçнĕ. 7-мĕш класра пĕлӳ илекен шăллĕ Иван та унран юлмасть, вăл пуçĕпех футбола парăннă. Шкула çӳреме пуçласанах спортăн çак тĕсĕпе туслашнă. Республикăра хăйĕн ӳсĕмĕнчи çамрăксен хушшинче «Чи лайăх футболла вылякан» ята илтнĕ. Маттур спортсмен çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче иртекен тупăшусенче Элĕк тăрăхĕн чысне хӳтĕлет. Пĕртăвансен кĕçĕн йăмăкĕ Мария та спортпа туслă, вĕренӳре те лайăх ĕлкĕрсе пырать. Асли, 22 çулти Анна, Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институчĕ çумĕнчи колледжран вĕренсе тухнăскер, Элĕкри клубра методистра ĕçлет, куçăн мар майпа аслă пĕлӳ илет. 9-мĕш класра вĕренекен Ксения вара юрă-ташăпа кăсăкланнă. Унăн сасси те янăравлă. Сцена çине пуçласа 5 çулта тухнă вăл, «Чăваш Ен ахах пĕрчисем» конкурсра малти вырăн йышăннă. Пултарулăхне вăл ача-пăча искусство шкулĕнче туптанă. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


Эреветлĕ-теветлĕ ушкăн

Раççей Федерацийĕн халăх пултарулăхĕн тава тивĕçлĕ, Чăваш Республикин тĕслĕхлĕ ачапăча коллективĕ «Эревет» нумаях пулмасть Иваново хулинчен çĕнтерӳпе таврăнчĕ. Унта вырăс халăх инструменчĕсен оркестрĕн пĕрремĕш ертӳçине Василий Андреева халалласа конкурс йĕркеленĕ. «Эревет» гран-прие тивĕçнĕ.

«Халăх инструменчĕсемпе калакан çамрăксен конкурсĕ Ачапăча пултарулăх çуртĕнче иртрĕ, — пĕлтерчĕ Сергей Федотов ушкăн ертӳçи. — «Эревете» фестивале уçма та явăçтарчĕç. Ку пирĕншĕн, паллах, пысăк чыс пулчĕ. Эпир чăваш тумĕпе сцена çине тухсан Ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорĕ И.Кузьмина ушкăна сăн ӳкерме тытăнчĕ. Хамăр пултарулăха кăтартнă хыççăн: «Браво! Молодцы!» — тесе кăшкăрчĕ. Çавна май залри халăх пире тăвăллăн алă çупса саламларĕ. Паллах, çакăншăн чун савăнчĕ. Коллектив гран-при çĕнсе илнисĕр пуçне виçĕ ача уйрăм конкурссенче çĕнтерчĕ. «Солистсем-инструменталистсем: купăс» номинацире Алексей Ильин хăйĕн ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Егор Вахатовпа Денис Чернов ӳсĕм категорийĕ тăрăх урăх ушкăнра ăмăртрĕç, пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç». Çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ темелле. «Эревет» ушкăн кăçалхи пуш уйăхĕнче Хусанта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Халăх кĕввисем» конкурсра та I степень диплома тивĕçнĕ. Çак кунсенче вара Пĕтĕм Раççейри «Хут купăс – манăн кăмăл» конкурсра пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Çитес çул асăннă ушкăн йĕркеленнĕренпе 45 çул çитет. «Эревете» чи пуçламăшĕнченех Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Правительствин «Душа России» преми лауреачĕ Сергей Федотов ертсе пырать. Тĕрĕсрех, Сергей Васильевич чире пула пĕр вăхăт ĕçрен кайрĕ. Анчах та нумай чăтаймарĕ, каллех хăйĕн ачисем патне таврăнчĕ. Çапла, чăнахах та тăван тĕпренчĕкĕсем пек туйăнаççĕ ăна вĕренекенĕсем. «Вĕсем те мана хăнăхса çитнĕ, — малалла тăсăлчĕ калаçу. — «Сергей Васильевич пирĕн иккĕмĕш атте», — теççĕ. Ача ачах, ашкăнасси те пулать вĕсен. Çавна май вăрçма та тивет. Анчах вĕсене репетици хыççăн хавхалантарма та пĕлмелле. Унсăрăн кăмăлĕсем хуçăлаççĕ, тепĕр занятие килес килми пулать. Тепĕр чухне пуçран шăлса ачашлама та тивет. Тивĕçлипе мухтанă самант та чылай». Сăмах май, Сергей Васильевичпа Алексей Мизуров преподаватель килĕштерсе, ăнланса ĕçлеççĕ. «Эревет» ушкăн ăçта кăна пулман! Çĕршывра çитмен тăрăх хăварман, унсăр пуçне ют çĕршывсенче те хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Кашни конкурсран çĕнтерӳпе таврăннă. Вĕсене республикăра çеç мар, Раççейре те лайăх пĕлеççĕ. «Турцие пире тăватă хутчен чĕнсе илчĕç. 1994 çулта тĕрĕк халăхĕсен фестивальне пĕрремĕш хут хутшăнтăмăр. Унсăр пуçне Францире, Венгрире, Словенире те чылай концерт лартнă. 2023 çулта Шупашкарта Уралпа Атăлçи округĕсен пултарулăх коллективĕсен Раççей шайĕнчи конкурсĕ иртрĕ. Пирĕн ушкăн унта гран-при çĕнсе илме пултарчĕ тата 2 миллион тенке тивĕçрĕ. Çак çулах утă уйăхĕнче эпир Геннадий Заволокина халалласа ирттернĕ «Выля, хут купăс» фестиваль-конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăна тухрăмăр. Новосибирск тăрăхĕнчен хаклă парнепе — купăспа — таврăнтăмăр. Вăл Заволокинсен çемйин парни шутланать. Ун çине «Захарпа Анастасия Заволокинсенчен» тесе çырнă», — аса илчĕ иртнине Сергей Васильевич. Ертӳçĕ ачасен пултарулăхне айккинчен çеç сăнаса тăмасть, хăй те вĕсемпе юнашар ларса купăс туртать е урăх инструментпа калать. Çакă коллектив пултарулăхне ӳстерет, туслăха та çирĕплетет. Ку шухăшпа Сергей Васильевич та килĕшрĕ. «Эревет» ушкăн сцена çине тухсан кĕвĕ-çемĕпе ман ура хăех ташша ярать», — тет Раиса Сарпи сăвăç. Çапла, эпир сцена çинче те, пурнăçра та пĕр çемьери пек. Хам сцена çине тухмасан ачасен хавхаланăвĕ сӳннĕн туйăнать. Мана пăхса вĕсем те тăрăшаççĕ. Çавăн пекех пире куракансем те хавхалантараççĕ, тăвăллăн алă çупса кĕтсе илеççĕ. Чăн та, «тилхепене» çирĕп тытатăп. Пирĕн ушкăнра алхасма юрамасть. Ачасене инструментсемпе калама вĕрентнисĕр пуçне воспитани пама та тăрăшатăп: хулара çул урлă каçнă чухне йĕркене пăхăнмаллине, çынсене сывлăх сунмаллине аса илтеретĕп. Çемьери пекех кĕçĕннисем аслисенчен тĕслĕх илеççĕ, вĕренеççĕ». <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Вăйă карти ачасене пĕрлештерет

Ака-суха ĕçĕсем вĕçленсен чăвашсем Акатуйра савăннă. Çак йăлана авалтанпах тытса пыраççĕ ентешсем. Халĕ вара аслисем çеç мар, уява ачасем те пухăнаççĕ. Чăваш Енре Ача-пăча Акатуйне кăçалхипе 11 çул ирттереççĕ. Ăна сумлă уяв — Республика кунĕ — умĕн йĕркелеççĕ.

Çак мероприятие Шупашкарти централизациленĕ клуб тытăмĕ ирттерет. Маларах унта тĕп хулари шкулсем çумĕнче ĕçлекен лагере çӳрекенсем хутшăннă, каярахпа вара — ытти тăрăхсем те. Çакна та асăнмалла: коронавирус вăхăтĕнче çак фестиваль-конкурса инçет çыхăну мелĕпе ирттернĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — тăван чĕлхене, халăх йăли-йĕркине, юрри-ташшине упраса хăварасси. Фестиваль çулсеренех республикăри тĕрлĕ тăрăхри ача-пăчана пуçтарать. Вĕсем вăйă картине тăрса юрлаççĕ, ташлаççĕ, çавăн пекех чăваш вăййисем те выляççĕ. Ачасем «Янра, чăваш юрри!», «Ташă карти», «Чăваш паттăрĕ», «Сăмах ăсти» конкурссене хутшăнаççĕ. «Чăваш паттăрĕ» ăмăрту вара арçын ачасен хушшинче иртет. Вĕсем унта хăйсен вăй-халне кăтартаççĕ. Çĕнтерӳçĕсене Хисеп хучĕсемпе парнесем кĕтеççĕ. «Ача-пăча Акатуйĕ» фестиваль-этноквест Шупашкарти А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче пулать. Унта ачасем чăваш тумĕпе хутшăнни те пĕлтерĕшлĕ. Уяв хăнисем хăйсене чăн-чăн юмаха лекнĕн туяççĕ. Вĕсене унта чăваш халăхĕн иртнĕ тата хальхи кун-çулĕ кĕтет. Ăна вара юратмасăр май çук! Акатуй программине çулсеренех тĕрлĕ конкурс, ăсталăх класĕсем кĕртсе пыраççĕ. Акă, сăмахран, иртнĕ çул çамрăк ăрăва чăваш ташши ташлама, кĕвĕ-çемĕ инструменчĕпе калама вĕрентнĕ унта. Çавăн пекех интерактивлă вăйă лапамĕсем йĕркеленĕ. 2023 çултанпа ача-пăча Акатуйĕ регионсен хушшинчи мероприяти шутланать. «Çак мероприятие эпĕ икĕ-виçĕ хутчен хутшăнтăм, — терĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, ЧНК çумĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен ассоциацийĕн ертӳçи Геронтий Никифоров. — Шкул çумĕнчи лагере çӳрекен ачасем тĕрлĕ округран Акатуя пуçтарăнаççĕ. Унта ачапăча валли 7-8 ятарлă лапам ĕçлет. Çавсенче пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ вĕсем, хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Çавăн пекех вăйă картине те тăраççĕ. Чи кирли — ачасем те, вĕрентекенсем те пурте чăваш тумтирĕпе пулни. Çавна май уяв питĕ сумлă иртет. Ман шухăшпа, çак Акатуй питĕ кирлĕ. Пĕрремĕшĕнчен, ачасем хăйсен тантăшĕсен пултарулăхне кураççĕ, иккĕмĕшĕнчен, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса ăсхакăлне çивĕчлетеççĕ, тарăнлатаççĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Çĕнĕ ăру пултарулăхне аталантарать

«Культура» наци проекчĕ республикăра маларах 18 тĕслĕх библиотека йĕркелеме май панă. Вĕсен шутне Канаш округĕнчи тĕп вулавăша — «Çеçпĕл» ăс-хакăлпа пултарулăх центрне те кĕртмелле.

Вăл Шăхасан ялĕнче, 1914- 1917 çулсенче чăваш поэчĕ Çеçпĕл Мишши вĕреннĕ çуртра, вырнаçнă. Хальхи вăхăтра библиотека «Çеçпĕл Мишши вĕреннĕ çурт» культура еткерĕн обћекчĕ шутланать. Канашсем ăна юсаса çĕнетнĕ хыççăн 2021 çулта уçнă. Халĕ унта ача-пăча, çамрăксем, аслă ăрури çынсем валли 9 клуб ĕçлет. Кашни пӳлĕмĕ хăтлă, илемлĕ. Вĕсене çĕнĕ сĕтел-пуканпа, мультимедиа хатĕрĕсемпе пуянлатнă. Акă креатив центрĕнче ентешсем алă ĕç тума пултараççĕ. Сăмахран, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулта ĕçлекен Любовь Григорьева малтанхи çулсенче хăйĕн вĕренекенĕсемпе вулавăша чăваш тĕрри тĕрлеме çӳренĕ. Халĕ çак кружока вырăнти шкулта ирттереççĕ вĕсем. Шăхасанта пурăнакан нумай ачаллă амăшĕ Ольга Мартынова та кунта пуканесем ăсталама вĕрентнĕ. Хастар çак хĕрарăмсем халĕ те вулавăшпа туслă çыхăнура, яланах тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ. Библиотека ачасене те, аслă ăрурисене те хăй патне йыхравлать. «Çĕнĕ ăру вулавăшĕ уçăлнăранпа пирĕн пата килекенсен йышĕ самаях ӳсрĕ, — каласа кăтартрĕ инноваципе методика уйрăмĕн ертӳçи Лилия Андреева. — Вăл нумай лапамлă вырăн пулса тăчĕ. Кашниех кунта хăй валли кăсăклине тупать. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пухăнса вăл е ку ыйтăва сӳтсе явма, кĕнеке вулама, юрă-кĕвĕ итлеме пултараççĕ, çав вăхăтрах компьютерпа ĕçлеме, тĕпчев ĕçĕсем хатĕрлеме те май пур. «Летописец» клуба çӳрекенсем нумаях пулмасть Илпек Микулайĕ çыравçă çуралнăранпа 110 çул çитнине халаласа ятарлă каç ирттернĕ. Çавна май «Перопа та, пăшалпа та» ятарлă курав йĕркеленĕ. Унта авторăн «Хура çăкăр», «Вăрçă калавĕсем», «Манăçми кунсем», «Куçукпа чĕрĕп», «Кăмпара», «Вăйăран вăкăр» хайлавсене тăратнă. Лариса Михайлова библиотекарь ачасене автор пурнăçĕпе ĕçĕхĕлĕ çинчен каласа кăтартнă. «Летописец» клуба 4-8 классен ачисем çӳреççĕ, — терĕ Лариса Ардалионовна. — Кашни уйăхра вĕсемпе мероприятисем ирттеретпĕр. Çыравçăсем, ӳнерçĕсем, ытти паллă ентешсем çинчен каласа кăтартатпăр. Кашни библиотекарь икшер клуб ертсе пырать. Пурте планпа ĕçлетпĕр, мероприятисем йĕркелетпĕр. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Вулавăш сукмакĕ такăрланать

Библиотека вулакана маларах кĕнекепе çеç тивĕçтернĕ пулсан, халĕ унта тĕрлĕ мероприяти, ăсталăх класĕсем, конкурссем иртеççĕ. Сăмахран, Кӳкеçри ача-пăча вулавăшĕнче «ШахматориУм» шашка-шахмат клубĕ ăнăçлă ĕçлет. Ăна 2018 çулта библиотека ертӳçи Галина Маркова йĕркеленĕ.

Шашка-шахмат клубне ачасем çеç мар, аслисем те çӳреççĕ. Вĕсем ачасене вăйă вăрттăнлăхĕсемпе паллаштараççĕ. Акă нумай хутчен Чăваш Республикин шахмат вăййин чемпионки пулнă Ольга Андреева тата Чăваш Республикин медицина ĕçченĕсен хушшинче шахмат вăййин чемпионки ята тивĕçнĕ Александра Кирьянова çамрăк ăрупа час-часах тĕл пулаççĕ. Çамрăк шахматистсем вĕсен опычĕсемпе паллашаççĕ. «ШахматориУм» клуб çĕнĕ участниксемпе пуянлансах пырать. «Фигурăсене куçарма çăмăл, анчах вăййа алла илме йывăр», — теççĕ çамрăк шахматистсем. Вĕсене малтанхи утăмсем тума вулавăш ĕçченĕсемпе наставниксем пулăшаççĕ. Ачасем эрнере пĕр хутчен, юнкун, тĕл пулаççĕ. Çак клуб пĕр-пĕринпе туслаштарать. Шахмат вăййи вара ăс-тăна çирĕплетет, тавра курăма, шухăшлава аталантарать, кĕске вăхăтра вырăнлă йышăну тума пулăшать. Занятисем ирттернисĕр пуçне ачасем шахмат задачисем шутлаççĕ, викторинăсене хутшăнаççĕ. «Кӳкеçри 2-мĕш шкултан, лицейрен класĕпех клуба килекенсем те пур, — терĕ Галина Маркова ертӳçĕ. — Занятисем уроксем хыççăн, 16-18 сехетсенче, иртеççĕ. Ачасем вулав залĕнче шашка-шахматла выляççĕ. Вĕсен хушшинче питĕ пултаруллисем пурри савăнтарать. Акă Еленăпа Мария Ташковăсем маларах пирĕн пата çӳрерĕç. Халĕ республика турнирĕсене хутшăнаççĕ, пĕрре мар çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ вĕсем. Каникул вăхăтĕнче те вулавăш ача-пăчаран татăлмасть. Вырăнти шкулсен çумĕнче йĕркеленнĕ çуллахи лагерьсенче канакансем, Кӳкеçе асламăшĕ-кукамăшĕ патне хăнана килнĕ мăнукĕсем шахматла выляма, кĕнекесем илме çӳреççĕ. Сăмахран, 2 ача Сирирен килнĕччĕ. Вĕсем те клуба хаваспах çӳрерĕç. Çуллахи вăхăтра шашка-шахмат турнирĕсене урамра саксем çинче йĕркелетпĕр. Уçă сывлăшра пуç та лайăх ĕçлет, кăмăл-туйăм та аван». «ШахматориУм» клубсăр пуçне ачасем Раççейри, регионсен хушшинчи, республикăри, округри конкурссене, уяв мероприятийĕсене хутшăнаççĕ. Ача-пăча вулавăшĕнче Галина Владимировнăсăр пуçне Валентина Николаевăпа Ольга Агаджанян ĕçлеççĕ. Туслă коллектив пирки ашшĕ-амăшĕ библиотекăн социаллă сетьри ятарлă сайтĕнче ырă сăмах чылай çырать. «Ачасене ку вулавăш питĕ килĕшет. Унта яланах кăсăклă, усăллă мероприятисем иртеççĕ. Тавах, сире, ĕçченсем», — тенĕ Ксения Викторова. Библиотекарьсем кăсăклă тепĕр проекта хутшăнаççĕ: вырăнти ача сачĕсене çӳреççĕ, пĕчĕкскерсене кĕнекепе паллаштараççĕ, тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Урăхла каласан, хăйсем валли вулакансем хатĕрлеççĕ. «Аслăрах ушкăнри ачасем вулавăша та килеççĕ, — малалла тăсăлчĕ калаçу. — Пĕчĕккисем патне хамăр каятпăр. Эпир вырăнти «Крепыш», «Ягодка», «Пӳрнеске» тата «Колосок» садиксемпе туслă çыхăнура». Çапла, вулавăш ĕçченĕсем ачасене пĕчĕкрен кĕнеке юратма вĕрентеççĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Çĕрпÿсем Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсенче палăрнă

Пауэрлифтинг спортăн анлă сарăлнă тĕсĕ шутланать. Хул-çурăма тĕреклетсе илем кӳнĕрен ăна чылай çын кăмăллать. Çĕрпӳ хулинче те пауэрлифтингпа туслисем сахал мар.

Раççейре конкуренци пысăк

Александр Кабуркин тренер 2010 çулта Çĕрпӳре спорт секцийĕ уçсан вăй илме пуçланă. Вăл Шупашкарта çуралнă, Кӳкеçре ӳснĕ. Александр Николаевич каланă тăрăх, спорт çулĕ çине 13-ре тăнă. Вячеслав Кисунин тренер пулăшнипе лайăх çитĕнӳсем тунă. Вячеслав Федорович йывăр атлетика енĕпе «Урожай» спорт обществин 7 хут чемпионĕ пулнă. 2001 çулта Александр спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Халĕ те ăмăртусене хутшăнать, нумаях пулмасть ветерансен Пĕтĕм Раççейри турнирĕнче пĕрремĕш пулнă. — Çемье çавăрсан тренер ĕçне пуçăнтăм. Малтан — Кӳкеçри «Улăп» спорт керменĕнче, унтан Мускаври фитнес клубра ĕçлерĕм. Каялла таврăнсан Çĕрпӳри строительство компанине ĕçе вырнаçрăм. Унта спортзал валли пӳлĕм уйăрса пачĕç те, пауэрлифтинг секцине йĕркелерĕм, — калаçăва пуçларĕ Александр Кабуркин. Çитĕнӳсем те нумай кĕттермен: 2012 çулта Ирина Исаенко спорт мастерĕ пулса тăнă, унтан тепĕр 5 çын спорт нормативне тултарнă: Дарья Александрова, Иван Васильев, Аиша Александрова… Дарьйăн пиччĕшĕ Виктор тата йăмăкĕ Анна та пауэрлифтингпа туслă пулнă. 16 çын — спорт мастерĕн кандидачĕ. Чи асли — 1962 çулта çуралнă Валерий Александров. Пысăк çитĕнӳсемпе палăрнисенчен пĕри вăл — Кирилл Емельянов. 22-ри пăхаттир 2021 çулта Европа чемпионатĕнче /ăмăрту Екатеринбургра иртнĕ/ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Хальхи вăхăтра Çĕрпӳ спортсменĕ заводра ĕçлет. Пауэрлифтинг тĕрлĕ професси çыннисене пĕрлештерет. Тĕслĕхрен, спортзала пачăшкă та çӳрет-мĕн. Паянхи кун пауэрлифтинг уйрăмĕнче 24 çын ăсталăха туптать. Йышра хĕрсем те сахал мар. 14 çултан аслăрах шкул ачи те нумай. Александр Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, çывăх кунсенче Çĕрпӳ пауэрлифтерĕсем Чăваш Ен кубокне хутшăнĕç, помост çине 18 çын тухĕ. Республикăра чи вăйлă команда шутланать. Ăмăртусенче Шупашкар, Куславкка, Çĕнĕ Шупашкар спортсменĕсемпе тупăшаççĕ. Йошкар-Ола, Зеленодольск пăхаттирĕсем те пирĕн республикăри тупăшусене час-час хутшăнаççĕ. Иртнĕ турнирта Çĕрпӳ команди пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Уйрăмах хĕрсем маттур пулнă. Раççейри ăмăртусенче конкуренци пысăк: пауэрлифтинга 84 регионта аталантараççĕ. Уйрăмах Çĕпĕр тăрăхĕнчисем ăсталăхĕпе палăрса тăраççĕ: Кемĕр, Иркутск, Новосибирск облаçĕсем, Приморье крайĕ… Сăмахран, Раççей чемпионатне 1000 ытла çын хутшăнать. Тренер каланă тăрăх, спорт календарĕнче ăмăрту чылай, анчах çулталăкра 10 турнирта кăна вăй виçме тивет. Сăмах май, Çĕрпӳре çар çапăçăвĕн ветеранне Геннадий Васильева асăнса темиçе ăмăрту ирттернĕ. Çывăх вăхăтра Çĕрпӳ хулин чемпионатне йĕркелеме палăртнă. 100 килограмм йăтать Çĕрпӳ хĕрĕ Аиша Александрова 9-мĕш класра вĕреннĕ чухнех пауэрлифтингпа туслашнă. «Спортзала начарланас тĕллевпе кайнăччĕ. Ун чухне хама мăнтăрланнă тесе шухăшланă. Залра пауэрлифтерсем йышлăччĕ. Вĕсем штанга йăтатчĕç, мана та çĕклесе пăхма сĕнчĕç. Тренировкăна икĕ-виçĕ хут кайсан интересленсе кайрăм. «Санăн пулать», — тени спортзала çӳреме хистерĕ. Ăмăртури пирвайхи çитĕнӳсем те хавхалантарчĕç. Çак тапхăрта спорт пурнăç йĕрки пулса тăчĕ», — аса илчĕ Аиша 10 çул каяллахине. Шăпине спортпа çыхăнтариччен хĕр музыка шкулĕнче пултарулăха аталантарнă, ансамбльте юрланă. Тренировкăна çур çул çӳренĕ хыççăн вăл республикăра чи лайăххисен йышне кĕнĕ, Раççей ăмăртăвне хутшăннă, унта 15-ри хĕр пĕрремĕш вырăн йышăннă. 2018 çулта Аиша Финляндире иртнĕ юниорсен чемпионатĕнчен çĕнтерӳпе таврăннă. Тепĕр çул та ăна ăннă, Японире иртнĕ тĕнче ăмăртăвĕнче Çĕрпӳ пики икĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. 2020-2022 çулсенче те вăл Раççейре чи вăйлисенчен пĕри пулнă, анчах чикĕ леш енне урăх кайма май килмен. 2020 çулта пандеми алхаснă, тепĕр çулхине йĕркелӳçĕсем аэропортра ун паспортне çухатнă, 2022 çулта ятарлă çар операцийĕ пуçлансан тĕнче тата Европа турнирĕсене çул хупăннă. Пĕлтĕр кăна Раççей спортсменĕсем Ази чемпионачĕсене хутшăнма тытăннă, анчах Çĕрпӳ атлечĕсем унта хальлĕхе лекеймен-ха. Аиша Александрова каланă тăрăх, Раççейрипе танлаштарсан тĕнче ăмăртăвĕсенче конкуренци пысăках мар, анчах унта психологи тĕлĕшĕнчен кăткăсрах. «Ытлашши пăшăрханатпăр. Ман пек çепĕç чунлисене спортра çăмăлах мар. Акă Токиора АПШ, Япони спортсменĕсемпе тупăшу пуçланичченех куççуль юхтарнăччĕ. Тренировкăра палăртнă виçене йĕркеллех йăтатăп, ăмăртура вара темĕн те пулса иртме пултарать», — терĕ РФ спорт мастерĕ. АПШрисем Раççей атлечĕсене выляса ярсан питĕ кулянаççĕ, вĕсем хăйсене чи вăйли тесе шутлаççĕ-мĕн. Аиша малтанхи вăхăтра 10 килограмм тĕртнĕ пулсан халĕ 100 кг парăнтарать. Ку — спортăн тĕнче класлă мастерĕн кăтартăвĕ. «Малтанхи вăхăтра эпĕ йывăр атлетикăпа туслă пулнине никам та ĕненместчĕ. Лутра пулнипе штанга йăтаймасть тесе шухăшлать хăшĕ-пĕри. Штанга йăтни хĕрарăм сывлăхне сиен кӳрет тет нумайăшĕ. Хăнăхтарусене тĕрĕс тумасан кăна суранланма пулать», — терĕ Аиша. Александр Кабуркин каланă тăрăх, хĕрсем тăрăшуллăрах, чăтăмлăрах, çавăнпа çитĕнĕвĕсем пысăк. Аишăн йăмăкĕпе шăллĕ те пауэрлифтингпа туслă пулнă, анчах спортра аппăшĕ пек малалла кайман. Сăмах май, унăн амăшĕ — чăваш, Çĕрпӳ тăрăхĕнчен, ашшĕ — таджик. Аишăн мăшăрĕ Алексей Кузин та — пауэрлифтинг ăсти. Вĕсем спортзалта паллашнă. Спорт мастерĕн кандидачĕ çĕршыв ăмăртăвĕнче виççĕмĕш призер пулнă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Вăрăм та кăткăс дистанцисенче тупăшать

Ака уйăхĕн вĕçĕнче Краснодар крайĕнче Пĕтĕм Раççейри велоспорт федерацийĕн темиçе тапхăрлă ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Шупашкар спортсменĕ Элина Семенова кросс-кантри енĕпе ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. 17-ри хĕрĕн пĕрремĕш çитĕнĕвĕ мар ку. Вăл Раççей чемпионачĕсенче 15 хут çĕнтерӳçĕ пулнă.

Элина спортсменсен çемйинче çуралнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ Александрпа Любовь Семеновсем кире спорчĕн ăстисем пулнă. Любовь Александровна 2004 çулта тĕнче чемпионкин ятне тивĕçнĕ. Çавăнпа вĕсем 7-ри хĕрне спорт шкулне янă. Малтан вăл ишевçĕсен секцине çӳренĕ, икĕ çултан велоспорта куçнă. — Спортăн ку тĕсне ăнсăртран суйларăм. Велосипедпа ярăнса çӳренĕ чухне ман пата пĕр хĕрарăм пычĕ те секцие пыма сĕнчĕ. Кун çинчен эпĕ аннене пĕлтертĕм. Унăн маунтинбайк центрĕнче паллакан тренер пулнă, вăл ун патне шăнкăравларĕ. Çапла вара аннен юлташĕ Эльвира Степанова ман тренер пулса тăчĕ. Пĕрремĕш ăмăртусем Шупашкарта иртрĕç, хумхантăм пулин те финиша чи малтан çитрĕм. 14-ра чухне Пĕтĕм Раççейри турнира хутшăнтăм, анчах унта мана ăнмарĕ — ӳксе суранлантăм. Сывалса çитсен каллех старта тухрăм, çĕршыв ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнтăм, — пĕлтерчĕ спортсменка. Элина хальхи вăхăтра Раççейре 18 çула çитмен спортсменсен хушшинче чи вăйлисенчен пĕри шутланать. Вăл РФ спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Хĕр велоспортăн чи йывăр тĕсне — маунтинбайка — суйласа илнĕ. Вăл вăрăм та кăткăс дистанцисенче /кросс-кантри/ тупăшма кăмăллать. Унта пур енлĕн аталанма май пур-мĕн. Çавăн пекех хĕр триатлонра хăйĕн вăйне тĕрĕслет. Элина Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче пĕлӳ илнĕ, халĕ — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕ. Унăн шăллĕ Иван та велоспортпа туслă. Вăл Чăваш Енре кăна мар, Пĕтĕм Раççейри турнирсенче те палăрнă. Элина каланă тăрăх, спорт шкулĕ спортсменсене велосипедпа, тумпа, спорт хатĕрĕсемпе тивĕçтерет. Унăн — 5 велосипед. Пĕрисемпе тренировкăна тухать, теприсем — ăмăрту валли. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


«Эпир сирĕн пата пĕр сехетлĕхе килнĕ»,

е Çулла лайăх иртĕ

Çулла — çав тери илемлĕ вăхăт. Ачасен каникулĕ хаваслă та усăллă ирттĕр тесе республикăри округсенче нумай-нумай кăсăклă мероприяти йĕркелеççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери Ачасене хӳтĕлемелли кун. Çĕртме уйăхĕнче ирттерме палăртнă нумай мероприяти унпа çыхăннă.

УЛАТĂРТА уявра «Ачалăх фестивалĕ» иртĕ. Унта шкулсенчи ачалăх юхăмĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç. Çавăн пекех çĕртме уйăхĕ Çамрăксен кунне уявланипе те паллă. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа халалланă уяв мероприятийĕсем Улатăрти «Юмах» ача-пăча паркĕнче иртĕç. Уйрăммăн илсен, вокал тата хореографи концерчĕ пулĕ. Çамрăксен клубĕсене çӳрекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç.

ЭЛĔКРЕ ачасемпе çамрăксен патриотлăх туйăмне аталантармалли мероприятисене Çамрăксен кунĕпе çыхăнтарĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вара Ачасене хӳтĕлемелли кун «Емеля çуллана ĕненменни» театрализациленĕ концерт пулĕ. Çавăн пекех Патăрьелти культурăпа кану паркĕ çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче ачасемпе çамрăксене, аслисене пухĕ. Кунта «Выля, хут купăс» фестиваль иртĕ.

ПАТĂРЬЕЛ округĕнче купăс калама пĕлекенсен йышĕ ӳстĕр тесе нумай вăй хураççĕ. Вĕсен пултарулăхне аталантарас, хавхалантарас тĕллевпе ятарлă конкурссем те ирттереççĕ. «Выля, хут купăс» фестивале вара шкул ачисемпе кĕçĕн ӳсĕмрисем валли йĕркеленĕ. Унта ку тăрăхри паллă купăсçăсем кăна мар, çак енĕпе пĕрремĕш утăмсем тăвакансем те вăй виçĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çĕртме уйăхĕ аслисен Акатуй-Сабантуйĕ кăна мар, ача-пăча Акатуйĕ иртнипе те паллă. Çакă чăваш йăли-йĕркипе культурине, ӳсекен ăрăвăн пултарулăхне аталантарма пулăшать. Çуллахи каникул вăхăтĕнче çавăн пекех Раççей кунне те уявлатпăр.

Çĕртмен 12-мĕшĕнче ВĂРНАРТИ культурăпа кану паркĕнче «Манăн Раççей» концерт иртĕ. Унта ачасемпе аслисем хутшăнĕç. Ăсталăх сехечĕсем, конкурссемпе викторинăсем, концерт пулĕ.

ЙĔПРЕÇРИ культура аталанăвĕн центрĕ вара «вĕттисем» валли «Эпир çуллана тата хĕвел уявне кĕтсе илетпĕр» уяв программи йĕркеленĕ.

КАНАШРИ ачасен искусство шкулĕн Шăхасанти уйрăмĕ кăсăклă мероприяти ирттерме палăртать. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи — искусство куçĕпе» ятлă вăл. Искусство шкулĕн ĕçченĕсем шăпăрлансене Мухтав орденĕ, Георгий хăйăвĕ çинчен каласа кăтартĕç, картинăсене пĕрле тишкерĕç. Канашри тавра пĕлӳ музейĕн ĕçченĕсем çĕртмен 11-мĕшĕнче ачасене хăйсен патне йыхравлаççĕ. Кунта «Манăн тăван тăрăх Чăваш Ен ятлă» сăн ӳкерчĕксен куравĕ уçăлĕ. Ăна Чăваш Республикин тата Раççей кунĕсене халалланă. Шăхасан салинче вара çĕртмен 28-мĕшĕнче «Çамрăклăх кĕввисем» янăрĕç.

КУСЛАВККА тăрăхĕнчи Пăрмассемпе Чашламасем тата Кунерсем çĕртме уйăхĕнче Ял кунне палăртаççĕ. Вĕсене ачасемпе çамрăксене те явăçтараççĕ, авалхи йăла-йĕркене тытса пыма хăнăхтараççĕ. Каçал тăрăхĕнче Раççей кунне халалласа велочупу ирттереççĕ. Комсомольски вăрманĕн уçланкинче иртекен Акатуя кăçал Çĕршыв хӳтĕлевçин тата Çĕнтерӳпе патриотлăх çулталăкĕсене халаллĕç.

КОМСОМОЛЬСКИ округĕнчи Вутлан çĕртме уйăхĕнче 100 çул тултарать. Юбилее ватти те вĕтти хĕрсех хатĕрленет. Хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ наци çынни никĕсленĕ ялта Тукай территори уйрăмĕнчи пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ пулĕ. Чăваш наци вăййисемпе спорт ăмăртăвĕсем иртĕç. Çавăн пекех чăваш наци апачĕн, тумĕн куравĕсене йĕркелĕç. Вутлансем чăваш йăлине, культурине çамрăк ăрăва вĕрентес тесе тăрăшаççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.