Хыпар 35 (28352) № 16.05.2025

16 Мая, 2025

Професси суйлама вĕрентнĕ

Пăрачкаври «Раççей ĕçĕ» центрта тăлăхсене «Кадрсем» наци проекчĕ тата ĕçе вырнаçмалли мелсем çинчен каласа кăтартнă.

Пай пуçлăхĕ Александр Елесин ачасене учрежденипе паллаштарнă, ĕçлев сферинчи патшалăх пулăшăвĕсен мерисене уçăмлатнă. Çамрăксем калаçăва кăсăкланса хутшăннă, ыйтусем панă. «Тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр тăрса юлнисемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Вĕсене хушма пулăшу мелĕсем, информаци ресурсĕсем пирки каласа пани питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакă ачасене ĕç шыранă чухне тĕрĕс йышăнусем тума пулăшĕ», — терĕ Александр Елесин. Карьера консультанчĕ 9-мĕш класс вĕренекенĕсемпе пĕрле профессисен тĕрлĕ ушкăнне — «Çын тата çын», «Çын тата çутçанталăк», «Çын тата техника», «Çын тата илемлĕ сăнар» — тишкернĕ. Ĕç рынокĕнче хальхи вăхăтра мĕнле специальноçсем ытларах кирлине сӳтсе явнă. Центр специалисчĕсем çавăн пекех ачасене вĕренӳрен пушă вăхăтра ĕçе вырнаçма пултарни пирки те пĕлтернĕ. Çапла майпа вĕсем тупăш илме тата опыт пухма пултараççĕ. Çамрăксен «Кадрсем» наци проекчĕ пулăшнипе вĕренсе алла професси илме те май пур. Малашлăхра çакă карьера çитĕнĕвĕсем тума пулăшĕ. «Кадрсем» наци проекчĕ тăлăхсен çулне уçать: тивĕçлĕ професси пĕлĕвĕ илме, ĕçе вырнаçма пулăшать. Çавăн пекех проект ĕç рынокĕнчи информаципе туллин паллаштарать. «Раççейри ĕç» » ,ÇЛЕВ Професси суйлама в.рентн. кадр центрĕ патшалăх пулăшăвне вăйлатать, ĕç вырăнĕ шырассин тухăçлăхне ӳстерет», — терĕ Александр Елесин. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Перекетлеме планланă

Шупашкарти «Технотрон» предприяти «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проектне кĕрекен «Ĕç тухăçлăхĕ» федераци проектне хутшăнса ĕç тухăçне пысăклатма тĕллев тытнă.

Хальхи перекетлĕ хатĕрсемпе усă курса алă вĕççĕн сварка тумалли оборудовани хатĕрлессипе çыхăннă ĕçсене оптимизацилеме шухăшлаççĕ. «Эпир малтан перекетлĕ производствăн тĕслĕхлĕ участокне йĕркелеме, кайран çак паха опыта кашни участокра ĕçе кĕртме планларăмăр. Кунта пирĕн сотрудниксем пурте, ертӳçĕсенчен тытăнса специалистсем таран, хутшăнаççĕ. Вăй хуни харама каймĕ — ĕç процесĕн тухăçĕ пысăкланĕ, специалистсен ăсталăхне ӳстермелли культура йĕркеленсе çирĕпленĕ», — палăртрĕ предприяти ертӳçи Владимир Галкин. «Пирĕн пĕрлехи тĕллев — Чăваш Енре производствăн çĕнĕ культурине пурнăçа кĕртесси, организацисен ĕç тухăçне пысăклатасси тата вĕсен рынокри конкурентлăхне вăйлатасси. Предприятисем çав нацпроекта хутшăнни хăйсен производство процесне оптимизацилеме, сотрудниксен квалификацине ӳстерме тăрăшнине çирĕплетет», — пĕтĕмлетрĕ Правительство Председателĕн çумĕ Дмитрий Краснов. Федерацин çак проектне хутшăнас тĕллевпе организацисен производительность.рф платформăна кĕрсе заявка тăратмалла. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Мал ĕмĕтлĕ çамрăк

Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хуланалла туртăнни чылайăшне пăшăрхантарать паллах. Çав вăхăтрах яла куçса пыракан çамрăксем те пур. Вĕсем шанăç кӳреççĕ, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Ял ĕçчен çынна кăмăллать

Кирилл Петров Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ӳснĕ. Елчĕк районĕнчи Питтĕпел ялне кукамăшĕ патне пĕчĕкренех кайса çӳренĕ: шкулти каникулсенче те, кану кунĕсенче те унта васканă. Елчĕк тăрăхĕ çамрăка хăй патне илĕртнĕ. Кукамăшĕ картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Вĕсене питĕ килĕштернĕ Кирилл. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл чирлĕ кукамăшне пăхма яла кайнă. Вăхăтлăх тени вара икĕ çула тăсăлнă. Каярахпа ял пурнăçĕ килĕшнĕрен асăннă тăрăхра çурт туянса пурăнма шухăш тытнă. Хальхи вăхăтра каччă кӳршĕ ялта Кивĕ Эйпеçре кун кунлать. Вăл хуларан яла куçса килнĕренпе кăçал 4 çул çитет. Çак вăхăтра картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп ĕрчетме май тупнă çамрăк. Хай каланă тăрăх, халĕ вăл вунна яхăн мăйракаллă шултра выльăх, сурăхсем, чăх-чĕп, кăркка-кăвакал усрать. Кирилăн çул-ӳсĕмĕ кăсăклантарĕ вулакана. Маттур каччă кăçал 23 çул тултарать. «Выльăхсене пăхма пĕччен епле ĕлкĕретĕн?» — ыйтмасăр тӳсеймерĕм унран. «Хăнăхсан ĕлкĕрме пулать. Юратнă ĕç нихăçан та ывăнтармасть. Ывăнтарман ĕç вара чуна канлĕх парать, — ватă çын сăмахĕпе хуравларĕ вăл. — Çуллахи вăхăтра ĕнесем, сурăхсем кĕтĕве çӳреççĕ. Пĕчĕк пăрусем çеç килте». Чăх-чĕп те ĕрчевлĕ, хăйсемех ларса чĕпĕ кăлараççĕ иккен. Çамрăкран тĕлĕнме пăрахаймастăп. Хальхи вăхăтра ял ачисем те питех ĕçлесшĕн мар. Ялтан хуланалла васкаççĕ. Вăл вара пĕччен кил-çурт тытса пурăнать. Ĕç йĕркине кам хăнăхтарнă-ши ăна? «Аннепе кукамай мĕн пĕчĕкрен ĕçлеме вĕрентнĕ пире. Яла килсен мĕн пур ĕçе пурнăçланă. «Тумастпăр» тесе калама хăяйман. Çапла майпа пахчара вăй хума та, выльăх-чĕрлĕх пăхма та хăнăхнă», — терĕ Кирилл. Ирхи ĕç 4 сехетре пуçланнине пĕлтерчĕ вăл. Малтанах ĕне сăвать. Алă вĕççĕн мар, аппаратпа усă курать. Сăвăнаканни миçе пулнине каламарĕ. «Телей шăплăха юратать» тенешкел вăрттăнлăхра тытма кăмăлларĕ. Ахальтен мар ваттисем: «Выльăх шутне пĕлтерсен йышĕ чакать», — теççĕ. Чĕр тавара вырăнти хуçалăх халĕ 26 тенкĕпе /1 литрне/ пуçтарать. Хĕл валли выльăх апачĕ хатĕрлесси те пысăк ĕç шутланать. Çавна май ку ыйту та кăсăклантарчĕ мана. «Питтĕпелĕнче пĕр гектар çĕр пур, унта нумай çул ӳсекен курăк çитĕнтеретпĕр. Унсăр пуçне хамăн пахчара та курăк акнă. Паллах, ку çителĕксĕр, хĕл хырăмĕ аслă вĕт. Çавăнпа та утă тюкĕ туянатпăр, илсе килсех параççĕ», — малалла тăсăлчĕ калаçу. Пысăк ĕçсене пурнăçлама амăшĕ, тăванĕсем пулăшнине пĕлтерчĕ çамрăк. Вĕсене тав турĕ. Ял пурнăçĕ мĕнпе илĕртнĕ-ши çамрăка? «Ял ачаранах килĕшетчĕ. Пăрупутеке юрататтăм. Çавăнпах хуларан яла куçса килме шухăш тытрăм. Унсăр пуçне кунта çанталăк та хитререх, сывлăш та таса. Хулари хваттерте пăчăхса ларни мар-çке. Ялти пӳрте кĕрес тесен — кĕр, тухас тесен — тух. Кунта выльăх усрама та меллĕ. Уй-хир те, Пăла та юнашарах. Вырăнĕ епле илемлĕ! Кивĕ Эйпеç ялĕ мана тӳрех кăмăла кайрĕ. Ял-йыш та лайăх, туслă. Кӳршĕсемпе те килĕштерсе пурăнатпăр. Унтан ытла мĕн кирлĕ çынна?» — илĕртӳллĕ калаçрĕ Кирилл. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Раççей çарĕн чăн-чăн офицерĕ

Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Мускаври «Çăлтăр» телеканалпа Раççей Геройĕ Роман Шалаев çинчен документлă фильм кăтартрĕç.

Хавхалантарнă

Роман Евгеньевич — командирсен çарпа политика енĕпе ĕçлекен çумĕсенчен («замполитсенчен»), çак ята питĕ сахаллăн тивĕçнисенчен, пĕри. Çапăçури юлташĕсем пĕр шухăшлă пулса ăна «подразделенире çарпа политика ĕçне йĕркеленĕшĕн панă» теççĕ. Сидор Ковпак ертсе пынă партизан отрячĕсен пĕрлешĕвĕ çинчен ӳкернĕ «Дума о Ковпаке» фильмра комиссар ªунăн прототипĕ легендарлă Семен Руднев тăшманпа çапăçса пуç хунă, ăна 1944 çулта Совет Союзĕн Геройĕн ятне панăº тапăнса килекен гитлеровецсене хирĕç тăракан партизансене хăюллăрах пулма хавхалантарать, малти линири окопра станок çинчи пулеметсенчен епле пемеллине аса илтерсех тăрать. «Çав вара мĕншĕн пеме чарăнчĕ?!» — тесе сăлтавне пĕлме ун патне чупать. 2022 çулхи çу уйăхĕнче ятарлă çар операцийĕнче 331-мĕш парашют-десант полкĕн батальонĕн командирĕн çарпа политика ĕçне пурнăçлакан çумĕ, гварди капитанĕ Роман Шалаев боецсене шăпах çавнашкал хавхалантарнă. Днепр юхан шывĕн сылтăм çыранĕнче гвардеецсем тăшманран пысăк пĕлтерĕшлĕ хӳтĕленӳ пунктне хăйсенчен йышлăрах бандеровецсенчен туртса илсе темиçе талăк тытса тăнă. Çав хушăра Шалаев «замполит» алăран автомат яман. Каярахпа ăна çапăçура хăюлăх кăтартнăшăн, батальонра çарпа политика ĕçне лайăх йĕркеленĕшĕн Суворов медалĕпе наградăланă. Унпа пĕрле çапăçăва епле кĕнине, хирĕç тăрăва ытларах чухне çĕнтерӳпе вĕçленине юлташĕсем манмаççĕ. Шалаев 331-мĕш полк батальонне 242-мĕш вĕрентӳ центрĕнчен куçнă, ăна пăхăнакансенчен ытларахăшĕ вара СВО пуçламăшĕнченех çапăçнă. Часах вĕсем пĕрле задани пурнăçлама кайнă. Опытлăскерсем вут-çулăма кĕрсе курман «замполит» тавралăха уçăмлатма, сăнама кăна илсе кайрĕ тесе шухăшланă. Анчах хăй те, кашни боец пекех, пысăк кутамккапа, кунсăр пуçне пурин те çумĕсенче — автомат, бронежилет, 30 кг боесаппас, шыв, медикамент. Авă салтаксемпе пĕрлех чупса, хырăмпа шуса тăшман куçĕ умĕнчех уçă вырăнтан иртет, ката урлă каçать, тăшман позицине тапăнассине йĕркелет. Тата боецсене хăйĕн шӳчĕпе, десантниксен çирĕп сăмахĕпе чун-чĕрене салтак хавхаланăвĕ кĕртет. Вĕсем натовецсенчен хӳтĕленӳ пунктне туртса илеççĕ, çавăн хыççăн хăйсем патне батальонăн тĕп вăйĕ çитессе кĕтмесĕрех ăна çирĕплетме пуçлаççĕ. Шалаев та ыттисемпе юнашарах кĕреçепе окопа тарăнлатать. Боецсемпе пĕрле кирек хăш ĕçе те пурнăçласа хăйне пăхăнакансене кайран та сахал мар тĕлĕнтерет. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем капитан вăрттăнлăхĕсене пĕлеççĕ. Сирире транспортпа пынă чухне тăшман сăрт хушăкĕнчен Шалаев аслă лейтенант взводне пĕрре çеç мар атакăлама пултарнă. Ун пеккине «Афганский излом» фильмра лайăх кăтартса панă. Сирире вăл Сывлăш-десант çарĕсен кĕçĕн специалисчĕсене хатĕрлекен 242-мĕш вĕрентӳ центрĕн взвочĕн командирĕ пулнă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Николай Мурзаев – Курск паттăрĕ

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ялĕнче 1911 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче çуралнă Николай Мурзаев, 13-мĕш çарăн 6-мĕш миномет гварди полкĕн командирĕ тата 6 орден кавалерĕ, 1943 çулхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнчен тытăнса Курск пĕккин çурçĕр аякĕнче нимĕçсен атакисене сирсе яма хутшăннă.

«Астăвăм» кĕнекен Сĕнтĕрвăрри районĕн фронтовикĕсене халалланă 2 тата 4-мĕш томĕсенче, 2023 çулта пичетленсе тухнă Сĕнтĕрвăрри энциклопедийĕнче унăн хушамачĕ çук. Н.Мурзаев паттăрлăхĕ çинчен пĕлместпĕр иккен, ун йĕрĕ çине ăнсăртран ӳкрĕм. Мускавра тухса тăракан «Правда» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ Лазарь Бронтман журналистăн «Дневники. 1932-1947 гг.» кĕнекинче çак йĕркесене вуларăм: «… Унта 6-мĕш миномет полкĕн командирĕпе Николай Иванович Мурзаев подполковникпа паллашрăмăр. 1941 çулхи çурла уйăхĕнчен вăрçа хутшăнать. Унтанпа çапăçура икĕ машинине çеç çухатнă. Малти линирен яланах йăпшăнса 1-2 çухрăмра вырнаçать. Национальноçĕ — чăваш, 1911 çулта çуралнă, икĕ вузран вĕренсе тухнă, хăйне питĕ юратать, яштака, мăнаçлă». Гварди майорне Н.Мурзаева Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ пĕрремĕш хут парасси пирки награда хучĕ çине 1943 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче алă пуснă. Мурзаев çинчен Железноводск хулинче пурăннă Леонид Зоринăн, 1943 çулта Николай Иванович ертсе пынă полка пăхăннă 286-мĕш дивизион взвочĕн командирĕн, аса илĕвĕпе те паллашрăм. Унта 13-мĕш çар командирĕ Николай Пухов генерал-лейтенант, каярахпа Совет Союзĕн Геройĕ, Николай Мурзаева Хĕрлĕ Ялав орденĕ мĕншĕн панине ăнлантарса панă. Стрелоксен 8-мĕш дивизийĕн командирĕ Порфирий Гудзь полковник 1943 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Курск пĕккинчи çапăçăвăн пиллĕкмĕш кунĕнче, алă пуснă награда хутне вулатăп: «6-мĕш гварди миномет полкĕ дивизи чаçĕсене пулăшас тĕллеве пурнăçласа минăсемпе пенĕрен тăшман пехотипе танкĕсем чарăнса тăнă. Вĕсем пысăк сиен тӳснĕ хыççăн пирĕн пехота атакăланипе хăйсен малтанхи позицине чакнă. 1943 çулхи утă уйăхĕн 5, 6, 7 тата 8-мĕшĕсенче тăшман пĕр хутчен çеç мар атакăлама хăтлансан та 6-мĕш гварди миномет полкĕ тата пехота вут-çулăм пĕрĕхтерсе пысăк çухату тӳснĕ нимĕçсене каялла çапса ывăтнă. Гварди майорĕ Мурзаев полка ăста ертсе пынăран, çапăçура пуçару кăтартнăран тăшманăн чĕрĕ вăйĕпе техникине пысăк сиен кӳнĕ: 700 яхăн салтакĕпе офицерне, минометчиксен 2 ротине, 11 пулемета, пехота ларса пынă 6 автомашинăна пĕтернĕ, минометчиксен 4 батарейине, 13 пулемета, танксемпе кĕрешмелли 2 туппа пăчлантарнă. Мурзаев юлташ Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçлĕ». Полк командирне Николай Мурзаева II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе наградăлама 48-мĕш çар артиллерийĕн командующийĕ Иван Тимотиевич 1943 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче награда хутне алă пуснă. Унпа паллашар-ха: «6-мĕш гварди миномет полкне 48-мĕш çарăн оперативлă управленине 1943 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче кĕртнĕ. Çав хушăра пынă çапăçусенче полк дивизи шайĕнче — 62, батарея шайĕнче — 85, икĕ кĕпçеллисенчен — 6, пĕрреллисенчен 2 хут персе 24831 снаряд кăларса янă. Мурзаев юлташ çапăçу хирĕнче минометсен ĕçне йĕркеленипе тăшманăн чĕрĕ вăйĕпе техникине пысăк çухату кӳнĕ: 1200 салтакпа офицера пĕтернĕ, 3000 яхăн салатса янă. Пулеметсен 621 точкине расчечĕсемпе пĕрле, минометпа артиллерин 22 хатĕрне, тăшман ларса пынă 15 автомашинăна, çар хатĕрĕпе боесаппасне тиенĕ 85 лава сывлăша сирпĕтсе янă, вĕсен склачĕсемпе бензин цистернисене вут хыптарнă. Полк персе лектернĕрен тăшман йышăннă 16 лаптăкра пушар тухнă». Н.Мурзаев 1944 çулхи çĕртме уйăхĕнчен полк штабĕн пуçлăхĕ пулнă, Беларуçри çапăçусенче минометчиксене, корректировщиксене, разведкăна ăнăçлă ертсе пынă, подразделенисене боесаппаспа, бензинпа, апатпа вăхăтра тивĕçтернĕ. Н.Мурзаева Польшăри Вкра юхан шывĕ урлă каçса плацдарма тытса тăма хушнă, вăл 1945 çулхи кăрлач уйăхĕнче унта тăшманăн 5 атакине сирсе ярассине йĕркеленĕ. Минометчиксем ку атакăра тăшманăн 150 яхăн салтакĕпе офицерне пĕтернĕ. Польшăри çапăçусенче фашистсене нумай пĕтернĕшĕн Н.Мурзаева 1945 çулхи ака уйăхĕнче I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе наградăланă. Николай Иванович Çĕнтерӳ хыççăн çар службине малалла тăснă. 1949 çулта «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медале, 1953 çулта Хĕрлĕ Çăлтăр орденне иккĕмĕш хут тивĕçнĕ. Ăна вăрçăччен çар службине Хусанта илнĕ, 1938 çулхи юпа уйăхĕнче артиллерин Ф.Дзержинский ячĕллĕ çар академине кĕнĕ, унтан вĕренсе тухнă. Вăрçа 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче кĕнĕ, подполковник званийĕпе пĕтернĕ, вăрçă хыççăнхи службăра — полковник. 1985 çулта, Çĕнтерӳ 40 çул тултарсан, ăна II степень Тăван çĕршывăн вăрçин орденĕпе наградăланă. Паттăр çинчен пĕлтерме Октябрьски территори пайĕн пуçлăхĕпе Лариса Далызинăпа çыхăнтăм. — Ялта Мурзаевсем юлман, — терĕ вăл. — Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче пирĕн ялсенчен çĕршыва хӳтĕлеме кайнисене палăк умĕнче асăнтăмăр. Эпĕ Николай Мурзаев çинчен илтмен. Унăн тата ытти ентешĕн паттăрлăхĕпе мăнаçланатпăр, палăк умне чĕрĕ чечек хурса сума сурăмăр. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


«Пурнăçа урăхла хаклама пуçларăм»

Генеалоги ыйтăвĕ ытларах аслă ăрăва кăсăклантарать. Мĕншĕн тесен ку туртăм çулсем иртнĕçемĕн килет. Çавна май йăх-тымар йывăçне туни, аякри тăвансене шырани пĕлтерĕшлĕ. Çав вăхăтрах ку ĕçпе çамрăксем те кăсăкланма пуçлани савăнтарать. Вĕсен йышĕнче Вăрмар тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ Иван Грачев [Алменей] генеалог та пур. Ăна хамăр тĕпеле чĕнтĕмĕр.

«Çав каçах монитор умне лартăм»

— Иван Олегович, эсĕ Вăрмар поселокĕнче çуралса ӳснĕ, çапах Кивĕ Вăрмар ялĕн историне тĕпчетĕн. Çав вăхăтрах хăвăн йăх-несĕле çеç мар, пĕтĕм ял-йышăнне. Хăçан кăсăкланма пуçларăн ку ĕçпе?

— Манăн атте — Тикаш ялĕнчен, анне вара — Кивĕ Вăрмартан. Тикаш историйĕ пирки кĕнеке пур. Çавăнпа та эпĕ кукамай кукаçи йăхне тĕпчеме пуçларăм. Ятсене программăна кĕртсе пынăçемĕн самай нумайланчĕ. Çавна май пĕтĕм ялпа ĕçлеме шухăш тытрăм. Йăх йĕркисене эпĕ Excel программăра тăватăп. Пĕр йăха икĕ страницăна вырнаçтарма пулать. Çак ĕçпе 15 çулта чухне кăсăкланма пуçларăм. Виçĕ сыпăкри пичче /атте енчен/ «Одноклассники» социаллă сетьре йăх йывăçне вырнаçтарнăччĕ. Анне мана унпа паллаштарчĕ. Пирĕн çемье те пурччĕ унта. Мана çак пулăм кăсăклантарчĕ, çав каçах монитор умне лартăм. Каярахпа Патшалăх истори архивне те темиçе çитсе килтĕм.

— Ку енĕпе сана пулăшакансем пур-и? Е пĕчченех ĕçлетĕн-и?

— Пулăшаççĕ, ял çыннисем те кăсăкланаççĕ. «Сана пулăшса укçа пуçтарар» текенсем те тупăнчĕç. Метрика кĕнекисене /скансене/ тӳлесе илме 60 пин тенке яхăн кирлине пĕлтертĕм ялйыша. Çапла майпа 40 пин пуçтартăмăр, скансене саккас патăмăр. Çавна май халĕ эпĕ архива çӳреместĕп, пушă вăхăт тупăнсанах ноутбука уçатăп та метрика кĕнекисемпе усă куратăп. Çав вăхăтрах ватă çынсенчен информаци пуçтаратăп. Геннадий Эверсков тавра пĕлӳçĕпе çыхăну тытатăп. Вăл ял, йăх-тымар историйĕсене чылай тĕпченĕ. Эпĕ генеалоги проектне шута илсе Геннадий Германович пухнă хăш-пĕр историе çирĕплететĕп е хирĕçлетĕп.

— Халиччен мĕн тума ĕлкĕртĕн?

— Кивĕ Вăрмар ялĕнчи мĕн пур çемьен йăх йывăçне тĕпчетĕп. Никĕс вырăнне каçарттармалли ведомость /исповедные ведомости/ тата 18-19 ĕмĕрти ревизи /перепись/ юмахĕсене илтĕм. Паянхи куна 1700 çултан пуçласа 1900 çулчченхи ялти пĕтĕм çемьене шута илнĕ, 60 ытла йăх йывăçне хатĕрленĕ. Метрика кĕнекин сканĕсемпе паллашнă май çĕнĕ информацие /качча кайнине, авланнине, ача çуралнине/ кĕртсе пыратăп. Ку йĕркене революци таранах /1917 çулччен/ тăсасшăн. Çав вăхăтрах ялти паллă вырăнсенче чăвашла информаци стенчĕсем вырнаçтарма пуçларăм. Сăмахран, ял урамĕсен ячĕсем епле пуçланса кайни, кам малтан куçса килни, масара чи малтан кама пытарни… Çавна май ял урамĕ пирки пĕр стенд вырнаçтартăм, масара 1958 çулта Иван Демьянова пĕрремĕш пытарни çинчен табличка лартрăм. 1719 çулта пĕрремĕш ревизи /перепись/ иртнĕ. Кивĕ Вăрмарта ун чухне 110 кил пулнă. Вăл пысăк ял шутланнă. Хăш-пĕр ял 18 ĕмĕрте 4-5 килрен пуçланса кайнă. Сăмахран, Элĕк тăрăхĕнчи Шуркассинче ун чухне 10-15 кил пулнине палăртать Андрей Михайлов генеалог. 1880 çулсенче Кивĕ Вăрмарта кашни çул 70-80 ача çуралнă, 1905 çулсенче вара — 100-е яхăн. Анчах вĕсем ачаллах тĕрлĕ чире пула нумай вилнĕ.

Курак Çтаппан йăхĕ

— Йăх-несĕле тĕпченĕ май хăвăн аякри тăванусемпе паллашма, тăванлашма май килчĕ-и?

— Кукаçин çемйипе юнашар Дисконт йăхĕ пурăннă. Вĕсем ратне шутланнă. Тĕпченĕ май çак шухăш тӳрре тухмарĕ. Асăннă йăхпа кукаçин çемйи пĕр вăхăтрах çĕнĕ урама куçса килнĕ, çакăн хыççăн пĕр-пĕринпе хутшăнма пуçланă. Тепĕр тĕслĕхпе те паллаштарам: манăн асаттен асламăшĕ Кавал ялĕнчен, Курак Çтаппан йăхĕнчен тухнă. Эпĕ Кавала кайса тăвансене тупрăм. Туртушовсем пулса тухрĕç. Сăмах май, Вениамин Туртушов /Туртуш/ — чăваш çыравçи, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер. Нумаях пулмасть унăн «Войною прерванные строки» кĕнекине Чăваш наци вулавăшĕнче пахаларĕç. Çак тăвансемпе 3-4 çул каярах паллашрăм. Халĕ туслашрăмăр, яланах пĕрле. Тăвансем тупăннишĕн савăнатăп. Кӳршĕри Маслă ялĕнче вара 3 çул каялла асаттен ашшĕн виççĕмĕш сыпăкри тăванне тупрăм. Вăл 97 çултаччĕ. Ун патне те çитсе килнĕччĕ эпĕ. Ватă çынсемпе курнăçса калаçни питĕ пĕлтерĕшлĕ.

— Хăвăн хушамату епле пулса кайнипе кăсăклантăн-и?

— Курак Çтаппанĕ 1797-1840 çулсенче пурăннă. Вăл ял çыннисемпе вăрман касма кайнă тет. Каннă вăхăтра йывăç çине хăпарса кăшкăрнă имĕш. Çавăнтан ăна «курак» ят панă. Грачев хушамат пуçламăшĕ те çакăнтанах.

– Йăх-несĕле тĕпченĕ май чăваш ячĕсене тĕл пултăн-и?

— Метрика кĕнекисенче чăваш ячĕсем çук. Вĕсем иккĕмĕш ревизире — 1745 çулта — тĕл пулаççĕ. Чăвашсене 1747 çулсенче тĕне кĕртнĕ. Ун хыççăн урăх ят панă. Аттен аслашшĕ енчен пилĕк хут мăн-мăн аслашшĕ Алменей ятлă пулнă. Вăл 1728 çулта çуралнă. Унăн арăмĕн ячĕ — Шĕлчевей. Алменей ашшĕ Яким пулнă, унăн ашшĕ вара — Елмет. Алменей ят мана питĕ килĕшрĕ. Çавăнпа та çак ята псевдоним валли суйларăм. Хитре çакнашкал ятсене палăртма пулать: Савнихĕр /Кивĕ Вăрмарта 4 хĕрарăм çак ятпа çӳренĕ/, Савнипи, Килемпи, Силкеней, Савней, Шеверпи, Алмей, Илчепи, Пикия… Чăваш ячĕсем халĕ хушаматсенче упранса юлнă. Сăмахран, Силер — Силеров, Молостов — Молостовкин, Эвер — Эверсков…

– Пуш уйăхĕнче иртнĕ регионсен хушшинчи тавра пĕлӳçĕсен форумне хутшăннă май эсĕ Кивĕ Вăрмарти Палтай урамĕ çинчен сăмах хускатрăн. Унпа тĕплĕнрех паллаштар-ха вулакансене.

— Палтай 17 ĕмĕр варринче çуралнă. Вăл нумай выльăх усранă, 12 çынна тара тытса ĕçлеттернĕ. 60 теçеттин çĕр çинче тыр-пул акса ӳстернĕ. Пĕррехинче ăна салтака илсе кайнă, анчах вăл унтан тарнă. Çавăншăн ăна питĕ хытă хĕненĕ. Тăванĕсем Палтая вăкăрăн чĕрĕ тирĕпе çавăрса хунă. Çапла вăл вилĕмрен хăтăлса юлнă. Ĕлĕк-авал çак укăлчара чăтлăх пулнă. Унта Палтай пытанса пурăннă, çавăнпа çав урама Палтай касĕ тенĕ. Унăн йăхĕ халĕ те пур ялта. Сăмах май, Палтай урамĕ ячĕпе стенд йĕркелерĕм.

— Йăх-тымара тĕпчес тесен малтан мĕнрен пуçламалла?

— Çемьери, ялти ватă çынсемпе калаçмалла, информаци пуçтармалла. Йăх йывăçне тумалла, хăв мĕн пĕлнĕ таран çырмалла. Архива кайса хуçалăх кĕнекисене пăхмалла, унтан — метрика кĕнекисене. Унта мăн асатте-асанне, вĕсен ашшĕ-амăшĕн ячĕсене тупма пулать. Çапла майпа ку ĕç вăчăра евĕр çыхăнса пырать. Кăсăкланнăçемĕн кăсăклантарать.

Генеалоги форумĕ ирттересшĕн

— Малашнехи шухăш-ĕмĕтсем еплерех?

— Тĕпчев ĕçне вĕçлесен Кивĕ Вăрмарпа кĕнеке кăлармалла. Элĕк округĕнче пурăнакан Андрей Михайловпа республикăра генеалоги форумне йĕркелесшĕн. Унта йăх йĕркисене пуçарасси пирки калаçасшăн. Яндекс архива пĕтĕм скансене кĕртесшĕн. Урăхла каласан, метрика кĕнекисене сканласа кĕртесшĕн. Çапла майпа компьютер умĕнче ларсах çынсене тăванĕсене тупма пулăшасшăн. Унсăр пуçне кăçалхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Хусанта регионсен хушшинче генеалоги форумĕ иртет. Юлташпа Андрей Михайловпа унта хутшăнма заявка тăратрăмăр. Чăваш генеалогийĕн уйрăмлăхĕсем пирки каласа кăтартăпăр. Çавăн пекех Вăрмар тăрăхĕнчен Çĕпĕре, Пушкăртстана куçса кайнисене тĕпчесшĕн. Сăмахран, кăçал утă уйăхĕнче Пушкăртстана кайса килесшĕн. Пелепей районĕнчи Ярмулай ялне Кивĕ Вăрмартан хăй вăхăтĕнче 13 çемье куçса кайнă, кăшт каярах вара, 1790 çулсенче — асăннă тăрăхри Этĕл ялне. Чылайăшĕ Кавалтан Слакпуçне çул тытнă. Константин Иванов йăхĕ те çак ялтан кайнă текенсем пур. Ал çырусем манра пур. Григорий Маклаков композитор аса илӳсене çырса пынă. Пушкăртстанри Чăваш Хурамалĕнче Юрий Леонтьев тавра пĕлӳçĕ пурăнать. Эпир унпа туслă çыхăну тытатпăр. Шăпах ун патне хăнана каясшăн çулла. Вăл хăй те Кивĕ Вăрмара килсе курасшăн. <...>

Валентина ПЕТРОВА.


♦   ♦   ♦

«Çĕнĕ юрра ĕç пăрахса итленĕ»

«Хальхи вăхăтра композиторта ĕçлесе пурăнасси çав тери пысăк яваплăх», — тет вăл. Сăмахăм композитор, юрăç, Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк çамрăкĕсен фестивалĕн лауреачĕ Олег Кăйкăр çинчен. Ăна «Шупашкара кил», «Савни», «Каçар, анне» тата ытти юрăпа лайăх пĕлеççĕ. Олег Васильевич паян — «Хыпар» тĕпелĕн хăни.

«Ăна Туркестанрах вăйлă йышăнчĕç»

— Калăр-ха, Олег Васильевич, Кăйкăр сирĕн псевдоним-и? Е ăна эсир хушамат тесе çыртарнă-и?

— Хăй вăхăтĕнче Çĕпĕрти халăхсен культура кунĕсене хутшăнма тӳр килнĕччĕ. Чăваш Енрен 15 çынна илсе кайнăччĕ. Вăйлă концертсем патăмăр. Пире Пысăк театрта солистра ĕçлекен юлташăм кĕтсе илнĕччĕ. 15 концертран та ытларах лартрăмăр. Ĕçленĕшĕн пурне те нухрат тивĕçрĕ, мана кăна памарĕç. «Сирĕн хушамат çук кунта», — терĕ ертсе пыраканĕ. Вĕсем килĕшӳре Кăйкăр тесе çырнă. Эпĕ вара паспортпа Соколовчĕ. Мĕн тетĕр? Тăван тăрăха пушă алăпа таврăнтăм. Мана çемье кĕтетчĕ, ачасем — студентсемччĕ. Мĕнле япала ку тетĕп? Ăраскал çавăн пек çаврăнса кайрĕ. Вара паспортри хушамата улăштарма ыйтса заявлени çыртăм. 2000 çултанпа Кăйкăр хушаматпа çӳретĕп. Халĕ шухăшлатăп та, манăн иккĕллĕ хушамат тумалла пулнă: Соколов-Кăйкăр. Мĕншĕн тесе ытти регионта чухне: «Эсĕ нимĕç-и? Еврей мар-и?» — теççĕ. «Эпĕ чăваш», — тетĕп. Анчах сирĕн хушамат çавнашкал, икĕ хушамат хăвармалла пулнă», — сĕнӳ параççĕ хайхисем. Эпĕ çĕршыв тăрăх нумай çӳренĕ, çавăнпа географи мĕн иккенне аван пĕлетĕп. Пур çĕрте те, кирек хăш регионта та чăвашсем пурăнаççĕ. «Эпĕ виççĕмĕш космонавтăн Тăван çĕршывĕнчен», – мăнаçланатăп кашнинчех. Кашни халăх кун пеккипе мухтанаймасть.

— Сире Кăйкăр теме хăçан пуçланă?

— Çакăн пек хушма ята чи малтан Светлана Асамат панăччĕ. Вăл ун чухне телекуравра ĕçлетчĕ. Светлана Асамата хамăн юрăсене итлеттернĕччĕ. «Кăйкăр пулатăн эсĕ», — тенĕччĕ вăл. 1993 çулта пулнăччĕ ку. Эпир ун чухне сцена çинче Соколов хушаматлисем саккăрăнччĕ. Семеновсем те нумаййăнччĕ. Леонтьевсем те чылаййăнччĕ. Петровсем халĕ те темиçен. Эпир Туркестана Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк çамрăкĕсен фестивальне кайнăччĕ. «Шупашкара кил» юрă çавăнта çуралчĕ. Ăна Туркестанрах питĕ вăйлă йышăнчĕç. «Аксар» студи кассета кăларнăччĕ. Кĕçех вăл паллă юрă пулса тăчĕ.

— Халĕ вăл Шупашкар çинчен çырнă чи чаплă юрăсенчен пĕри.

— Тавтапуç. «Ачасем, сирĕн хăвăртан хăвăр вăрлас мар тесен паян произведени çырмалла та ыран ун çинчен манмалла. Çак кĕвве тепĕр юрăра усă курсан эсир композитор мар», — тетчĕç пире преподавательсем вĕреннĕ чухне. Сăвăçсем хушăран çырупа сăвă сăмахĕсене ярса параççĕ. «Мĕнле унта, юрăхлă-и?» — шăнкăравлаççĕ кăштахран. «Эпĕ вуласа тухрăм. Анчах чунра нимĕн те хускалмарĕ-ха», — тетĕп. Унтан тем пулать: унталла-кунталла утатăн. Канлĕх çĕтет, апат хуранĕ ĕçлемест. Шыв та ĕçместĕн, çывăраймастăн. Кайран хум пек килет те — кĕвви пур.

«Çур сехетрен юрă çуралать тĕк — эсĕ композитор»

— Пултарулăх ĕçĕ йывăр-и?

— Вăл пусмăрлă ĕç. Сăмах. Кĕвĕ. Юрă. Вĕсен хăвачĕ питĕ пысăк. «Ылтăнпала ылтăн» юрă çырнăранпа 25 çул çитрĕ. Пĕрре Пушкăртстанран, Самар тăрăхĕнчен гастрольтен таврăнаттăмăр. Валентина Кузнецова сĕннипе Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнакан Валентина Тарават патне кĕтĕмĕр. «Ку манăн ентеш Олег Кăйкăр композитор», — паллаштарчĕ манпа. «Çиччас сана сăвă кĕнеки паратăп. Тепĕр çур сехетрен юрă çуралать тĕк — эсĕ композитор, çуралмасть пулсан композитор мар», — терĕ Валентина Николаевна. Уçрăм та «Ылтăнпала ылтăн» сăвă куç тĕлне пулчĕ. Синтезатора пĕрле илсе çӳреттĕм. Ăна илсе кĕтĕм те ĕçе пикентĕм... Халĕ çав юрра юрламан çын çук.

— Эсир ача чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ?

— Эпĕ Етĕрне ялĕнчи Палтай ялĕнче çуралса ӳснĕ. Анне Елена Степановна медицина çынни. Атте Василий Михайлович парти ĕçченĕ, çар çынни, офицер пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 2-мĕш Беларуç фронтĕнче çапăçнă. Анне хитре юрлатчĕ. Атте те юрлатчĕ. Эпир çемьере 5 ача ӳснĕ. Эпĕ — кĕçĕнни. Музыка тата спорт шкулĕсенче вĕреннĕ. Музыкăпа Николай Александров учитель пĕлӳ паратчĕ. «Санăн юррусене нотăсемпе çырмалла», — терĕ вăл мана 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне. Эпĕ 1-мĕш класранах юрă çырма пуçланă. Манăн аппан хĕрĕ Рита питĕ канăçсăрччĕ. Ашшĕпе амăшĕ уйрăлчĕç те Казахстана тухса кайрĕç. Ачине пире парса хăварчĕç. Эпĕ хĕр пĕрчишĕн аслă пиччĕшĕ вырăнĕнчеччĕ. Кукамай çĕр çула çитиччен пурăнчĕ. Рита манăн аннене «анне» тетчĕ. Кукамая «бабушка» тесе чĕнетчĕ. Шкула кайичченех пирĕнпе пурăнчĕ вăл. Ман хыççăн мĕлке пек çӳретчĕ. Пĕчĕк чухне макăратчĕ, çывăрттарса яма йывăрччĕ. Мĕн куратăп — çавăн çинчен юрлаттăмччĕ. «Кунта лĕпĕш вĕçсе кайрĕ-ха», — тесе ĕнĕрлеттĕм. Ача çывăрса каятчĕ. Ку хĕрачана юрăпа анчах лăплантарма май пуррине ăнланнăччĕ çавăн чухне. Тутлă апатпа та илĕртейместĕн ăна. Вăл юрра-кĕвве юратса ӳсрĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕренчĕ. Кĕвĕ-çемĕ пĕлтерĕшне эпĕ çавăн чухне ăнлантăм. Эпĕ хальхи концертсене кайма пăрахрăм. Унта авалхи юрăсене, халăх юррисене юрламаççĕ. Аверий Токарев, Филипп Лукин, Анисим Асламас тата ыттисен юррисене илтес килет…

— Музыка училищине каяссине миçере чухне палăртрăр?

— Эпĕ шкулта лайăх вĕреннĕ. 4-мĕш класра оркестр ертсе пынă. 7-мĕш класра ансамбль йĕркеленĕ. Килти хуçалăхра икĕ ĕнеччĕ. Хур—кăвакал, чăхсем, кроликсем, кăркка усраттăмăр. Пурне те ĕлкĕрме тăрăшнă. Аттестат илсен атте çар енĕпе вĕренме Ульяновск хулинчи училищĕне ярасшăнччĕ. «Вăл хирург пуласшăн», — терĕ анне. Чăн та, манăн медицинăна та каяс килетчĕ. Анчах эпĕ шкул вĕренсе пĕтернĕ тĕле музыкант пуласси пирки шухăшласа çитернĕччĕ. «Амăшĕ, хăйĕн ăсĕпе пурăнасшăн пулсан ирĕк парăпăр ăна, пар апла 25 тенкĕ», — терĕ атте. 25 тенкĕ пачĕç. Эпĕ вĕсене вĕренме кĕрсен ĕçлеме вырнаçасси пирки пĕлтертĕм. Киле çур çул каймарăм. Хам тĕллĕн пурăнма пултарнине ĕнентерес килнĕ манăн. Атте çирĕп ыйтакан, тĕрĕслĕхшĕн çунакан çынччĕ. Анне çемçе кăмăллăччĕ. Ялта юрататчĕç ăна. Атте патне сĕнӳ, канаш ыйтма килетчĕç. Ял канашĕн председателĕнче, райкомра ĕçленĕ вăл. Юрă-кĕвĕ татăлман пирĕн çемьере. Атте мандалина, купăс лайăх калатчĕ. Пиччесен аллинче — гитарăпа купăсчĕ. Аслă пичче Владимир пианист пулнă. Талантлă йăх темелле. Пирĕн пурте хитре ӳкереççĕ. Эпĕ çеç ӳкерме пĕлместĕп. Йăлтах Турă мĕн панинчен килет.

— Паян мĕнле пурăнатăр? Мĕн ĕçлетĕр?

— Халĕ эпĕ тивĕçлĕ канура. 50-ра пенсие тухрăм. Арçыннăн хăйĕн çулĕнчен намăсланмалла мар теççĕ. Эпĕ 65 çулта. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Çĕмĕртлĕ тăрăх, е

Юманлăха юхса кĕрекен шыв…

Хамăр тăрăхри хуласене пĕлетпĕр-и эпир? Çĕмĕрлере пĕр кун хушшинче мĕн курма пулать? Туристсене тарават-и вăл? Çĕмĕрлесем чăвашла калаçаççĕ-и? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе çула тухрăмăр.

Кунта Яга карчăк пурăнать

Çĕмĕрле ăмăр çанталăкпа кĕтсе илчĕ пулин те кăмăл хуçăлмарĕ. «Шурă пĕркенчĕк» айĕнчи хула çав тери илĕртӳллĕ. Çĕмĕрт, улмуççи, чие, слива, спирея шап-шурă çеçкере. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк патĕнче спирея тĕммисем уйрăмах илемлĕ. Кунтан инçех мар ачасен пултарулăхне аталантармалли центр /малтан Пионерсен керменĕ пулнă/ хулари чи илемлĕ çуртсенчен пĕринче вырнаçнă. Кунта хальхи вăхăтра уйрăмах модăна кĕнĕ «Эпĕ Çĕмĕрлене юрататăп» стела вырăн тупнă. Эпир вара хулапа паллашма историпе тавра пĕлӳ музейĕнчен пуçларăмăр. Çĕмĕрлесен Яга карчăк /Баба Яга/ резиденцийĕ те пур. Вăл шăпах аваллăх управçи умĕнче вырнаçнă. Музей «хуçи» Майя Порфирьева пире ăш пиллĕн кĕтсе илчĕ. Майя Владимировна чи малтан Çĕмĕрле хули епле никĕсленни çинче чарăнчĕ. «Çĕмĕрле историйĕ 1916 çулта чукун çул тума пуçланнипе çыхăннă. Ăна сарма тытăнсан станци тумалла пулнă. Çавна май поселок пĕчĕккĕн çĕкленнĕ. Çĕмĕрле тенĕ ăна. Вырăсла — Шумерля. Сăмах май, хула çывăхĕнче Çĕмĕрле ялĕ пур. Вăл хуларан маларах никĕсленнĕ», — каласа пачĕ аваллăх управçин ĕçченĕ. Хула ячĕ ăçтан пуçланнине тĕрлĕрен ăнлантараççĕ-мĕн. Майя Порфирьева пĕлтернĕ тăрăх, Çĕмĕрле «çĕмĕртлĕ» тата ля, лей — /çырма, юхан шыв/, «çĕмĕртлĕ çырма», «çĕмĕртлĕ тăрăх» тени сарăлнă. «Пирĕн тавра пĕлӳçĕсем Анатолий Пояндаев, Алексей Лосев, Николай Кондратьев архивсенче вăхăт нумай ирттереççĕ. Вĕсем Шумерля ирçе сăмахĕсемпе çыхăннă тесе шухăшлаççĕ. Сăмах май, Çĕмĕрлере чи малтан ирçесем пурăнма пуçланă. «Тюмо» юман тенине пĕлтерет. «Лей» — юхан шыв. Çапла вара, Шумерля ирçе сăмахĕнчен куçарсан «юманлăха юхса кĕрекен юхан шыв» тенине пĕлтерет. Пирĕн кунта Сăр шывĕ авкаланса юхать, юмансем ӳсеççĕ. Çĕмĕрле ĕлĕкрен хăйĕн юманĕсемпе палăрнă. Пĕрремĕш Петĕр патша указĕпе килĕшӳллĕн вĕсене турттарса кайса карапсем тунă», – паллаштарчĕ Майя Владимировна. Сăмах май, Çĕмĕрле тăрăхĕнче Çĕмĕрле юхан шыв та пур. Вăл Сăр шывне юхса кĕрет. Çакна та калам: Майя Порфирьева массăллă информаци хатĕрĕсенче 23 çул ĕçленĕ. Журналистсен тĕрлĕ конкурсĕнче палăрнă. Юлашки çулсенче музейра вăй хурать. Хулара чи малтан пурăнакансем чукун çул тăвакан строительсем пулнă. Çул çумĕнче пĕрремĕш çуртсем хăпартнă. 1-мĕш урам, 2-мĕш урам, 3-мĕш урам тенĕ. Халĕ 1-мĕш урам Совет Союзĕн Геройĕ Евгений Францев ячĕпе хисепленет. Хулана никĕслекенсем çывăхри ялсенчи çынсем пулнă. Халĕ кунта пурăнакансен ытларах пайĕ — вырăссем, чăвашсем, ирçесем, тутарсем тата ытти халăх. Юнашар Чулхула облаçĕ вырнаçнăран унтан килнисем йышлăн пурăнаççĕ. Çĕмĕрле 1937 çулта, промышленноç предприятийĕсем уçăлнă хыççăн, хула статусне илнĕ. Мускав университетне илемлетнĕ Çĕмĕрлери историпе тавра пĕлӳ музейне 1983 çулта Владимир Троицкин пуçарăвĕпе уçнă. Вăл темиçе уйрăмран тăрать. Пире чăваш халăхĕн культурипе йăли-йĕркине кăтартаканни уйрăмах кăмăла килчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенчи пӳлĕме сăнлаканни те хăйне евĕрлĕ. Варринче — çавра сĕтел. Юнашарах «этажерка» вырăн тупнă. Унта кил хуçисем хăйсемшĕн хаклă япаласене лартма тăрăшнă. Хăй вăхăтĕнче йывăçран капăрлатса тунă сувенир продукцийĕ кăларас енĕпе хулара икĕ цех ĕçленĕ. Вĕсене Вăрман тата Автофургон комбиначĕсенче кăларнă. Çĕмĕрлере чаплă сĕтел-пукан та ăсталанă. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.