Тирпейлесси самантлăха та чарăнмасть
Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе планерка ирттернĕ. Видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕ канашлăва муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă.
Сÿтсе явнă тĕп ыйту - çанталăк условийĕсене пула шар курнă ял-хулана электричествăпа çĕнĕрен тивĕçтерме пуçлассипе çыхăннă ĕçсем.
Строймин ертÿçи Олег Марков пĕлтернĕ тăрăх - чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе яма мĕн пур вăя пухнă: «Атăл çинчи МРСК» АУОн 121 юсав бригади тата техникăн 137 единици талăкĕпех ĕçлеççĕ. Строительство организацийĕсемпе коммуналлă предприятисен техникине те - автовышкăсемпе тракторсене, самосвалсене - явăçтарнă. Аварисене пĕтерме, территорисене ÿкнĕ йывăç-туратран тасатма халăх та хутшăнать. Шупашкар районĕнче кăна кану кунĕсенче 500 ытла çын ĕçленĕ. Общество апатланăвĕн предприятийĕсем авари бригадисен ĕçченĕсене вĕри апатпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ мĕн пур объекта электричество парса тăма пуçланă, çак тĕллевпе 65 бензин тата дизель генераторĕпе усă кураççĕ, пушар хăрушсăрлăхне тата санитари нормисемпе правилисене тивĕçтермелли мерăсем йышăннă.
Ял-хулана электричествăпа тивĕçтерекен объектсене юсассипе çыхăннă ĕçсене чрезвычайлă лару-тăру режимĕнче пурнăçлаççĕ. Пĕр талăкра 34 пин çынна электроэнергипе тивĕçтерессине çĕнĕрен йĕркелеме пултарнă, 5 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче юсав ĕçĕсене вĕçленĕ, унтан çынсене тата техникăна лару-тăру уйрăмах çивĕч вырăнсене куçараççĕ. Мĕн пур котельнăя электричество çăл куçĕсемпе, çав шутра резерв çăл куçĕсемпе çыхăнтарнă. Тата 44 шкула, 18 ача садне электричество парса тăрассине çĕнĕрен йĕркелемеллине палăртнă.
Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов 1344 çурта электричество парса тăрассине, мĕн пур маршрутпа троллейбуссем çÿрессине йĕркелени çинчен пĕлтернĕ.
Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - çанталăкăн çăмăл мар условийĕсене пăхмасăр авари бригадисем талăкĕпех ĕçлеççĕ, тухăçлă тăрăшнăшăн вăл мĕн пур службăна, организацисемпе ведомствăсен пуçлăхĕсемпе ĕçченĕсене, общество апатланăвĕн ертÿçисене тата Муркаш районĕнче карас телефонĕн çыхăнăвĕн кăлтăкĕсене хăвăрт тупса сирсе янăшăн Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрне тав тунă. Çавăн пекех республикăра пурăнакансене ăнланнăшăн, тÿсĕмлĕ пулнăшăн, чрезвычайлă лару-тăру сиенне пĕтерме хастар хутшăннăшăн тав сăмахĕсем каланă. «Урамсемпе картишсене ÿкнĕ йывăçсенчен хăвăртрах тасатмалла, энергетиксене проводсене çĕнĕрен карас умĕн пăртан тасатма пулăшмалла. Çакна алă вĕççĕн, патакпа е йывăç мăлатукпа шаккаса, пурнăçлама пулать - урăхла вариант çук», - тенĕ Михаил Игнатьев.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ çавăн пекех влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисене çут çанталăк пурлăх тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиен виçине шутласа палăртма хушнă.
Чăваш Республикин 2014 çулхи 9 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарнă. Кăрлач-авăн уйăхĕсенче промышленноç производствин индексĕ 104,5% /Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче 4-мĕш вырăн/ танлашнă, çав шутра тирпейлекен производствăсенче - 105,8%. Мĕн пур йышши хуçалăхсенче ял хуçалăх продукцийĕн производствин калăпăшĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 105% пулать. Тĕрлĕ çăл куçран республикăн тĕп капиталне хывнă инвестицисен калăпăшĕ пĕлтĕрхи кăрлач-авăн уйăхĕсенчи шайăн 100,1% танлашнă. Пурăнмалли çурт-йĕрĕн 464,5 пин тăваткал метрне хута янă - 101,5%.
2013 çулхи раштаврипе танлаштарсан кăçалхи авăн уйăхĕнче республикăра инфляци 6,1% /Раççейре - 6,3, Атăлçи округĕнче - 6,2%/ пулнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх - кăрлач-авăн уйăхĕсенче шутласа панă уйăхри ĕç укçи 8,6% ÿсет, 20419 тенкĕпе танлашать, чăн ĕç укçи 1,3% пысăкланать.
2013 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенчипе танлаштарсан ĕçлев службин органĕсенче шута илнĕ ĕçсĕр граждансен шучĕ 0,58 пин çын чухлĕ чакнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - импорта хамăрăн продукципе улăштармалли политикăна пула Çĕмĕрлери заводсем конкурссене ăнăçлă хутшăнса кăçал хăйсен саккасĕсен калăпăшне икĕ хут пысăклатнă. Кредит парăмне реструктуризациленĕ хыççăн «Трактор завочĕсем» концернăн та çĕнĕ саккассем илмелли майсем çуралĕç. «Кусем - питĕ пысăк саккассем, эппин, малашлăх та лайăх», - пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев.
Вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина республикăн консолидациленĕ бюджетне пурнăçлани çинчен каласа панă. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ăна тупăшсем тĕлĕшпе 32322,5 млн тенкĕлĕх пурнăçланă /çулталăклăх палăртнă планăн 73,7% чухлĕ/. 2013 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан ÿсĕм 2,5% çитнĕ, çав шутра хамăрăн тупăшсем тĕлĕшпе - 20660,8 млн тенкĕ чухлĕ, ку кăтарту пĕлтĕрхинчен 4% пысăкрах.
Республика бюджетне тупăшсем тĕлĕшпе 27063,2 млн тенкĕлĕх пурнăçланă /çулталăклăх палăртнă планăн 73,3% чухлĕ/. Ÿсĕм - 2,9%, çав шутра хамăрăн тупăшсем 4,8% пысăкланса 15275,8 млн тенкĕпе танлашнă.
Республикăн консолидациленĕ бюджетне 9 уйăхра 1084,3 млн тенкĕлĕх профицитпа пурнăçланă, республика бюджетне - 554 млн тенкĕлĕх профицитпа.
Н.ЯКОВЛЕВ
Комментировать