«Асамат кĕперĕ витĕр тухаймарăмăр çав...»
...Çÿçĕм кĕмĕл тĕспе витĕниччен час-часах кайса çÿреттĕм тăван ялăма. Çĕнĕ Шуртан виçĕ район - Канаш, Йĕпреç тата Вăрнар районĕсем чикĕленнĕ вырăнта ларать. «Турă пилленĕ кĕтес», - теççĕ ун пирки таврари ялсенче пурăнакансем. Ара, укăлчаран тухатăн кăна - пысăках мар вăрмана пырса кĕретĕн. Виçĕ çухрăмра Кĕçĕн Çавала хăйĕн йăлтăркка хумĕсене васкаса хăвалакан Кушлавăш шывĕ юхса выртать. Мĕн ачаранах чун-чĕрере манăçми çутă йĕр, ырă аса илÿ хăварнă Янклат тăвайкки, Çĕр кĕперпе Куршанак çырмисем... Çĕр кĕперте хĕлĕн-çăвĕн пĕр чарăнми, татти-сыпписĕр асамлă çăл куç тапса тăратчĕ, çу кунĕсенче хирте ĕçлекенсене хăйĕн мерчен шерпетне ас тивсе пăхма илĕртетчĕ... Мĕншĕн çыратăп-ха çак йĕркесене? Юмахри пек тĕлĕнмелле кĕтесре хÿтлĕх тупнă яла качча килесшĕн хыпăнакан мĕн чухлĕ пулман-ши таврара? Ку шухăш вăрмантан аяккарах вырнаçнă ялсенчи пикесене çĕр çывратмасăрах канăçсăрлантарнă теççĕ. Вăрçă хыççăнхи тата унран кăшт каярахри вăхăта уçăмлăн ас тăвакансем çакна нихăçан та манма пултараймĕç: «хир енчисемшĕн» еплерех йывăрлăхсем кăларса тăратнăччĕ пÿрт-çурта хутса ăшăтассипе çыхăннă ыйту.
Вăтакас Татмăш хĕрĕ Нина Çĕнĕ Шуртан каччине Куляна ем-ешĕл вăрман кăчăк туртса илĕртнипе мар, хăй ăна чунтан юратнипе, унсăрăн пĕр самант та пурăнаймассине туйса илнипе качча тухнă. Вăл пирĕн ял кинĕ пулса тăнă вăхăта питĕ лайăх ас тăватăп. Николай Данилович, Нина ашшĕ, Вăтакас Татмăшра кăна мар, Чкалов ячĕллĕ колхоз пĕрлештерсе тăракан Анаткас Татмăшра та, Пукăртанпа Çĕнĕ Шуртанта та паллăччĕ. Таврари ăста тимĕрçĕ патне ăçтан кăна килместчĕç-ши? Кирек камăн ыйтăвне те туллин тивĕçтерессине тĕпе хуратчĕ ылтăн алăллă çын. Йышлă çемье пуçĕ /Николай Даниловичпа Анастасия Даниловна тăхăр ачана пурнăç панă/ ытлашши сăмах вакламан, сассине хăпартмасăр, анчах витермелле каланă. Вăл ачисене тĕрĕс-тĕкел те сывлăхлă ÿстерме, çирĕп пĕлÿ пама, пархатарлă ĕç ытларах тума вĕрентнĕ. Çав çулсенче Канаш районĕнче «Чи лайăх тимĕрçĕ» хисеплĕ ят пурччĕ. Эпĕ ас тăвасса туслă тупăшура Николай Данилов çав чыса пĕрре кăна мар тивĕçлĕ пулнăччĕ.
Даниловсем ял-йышра ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, çынлăхĕпе, ыр кăмăллăхĕпе ытти хăш-пĕр çемьерен уйрăлса тăратчĕç. Çын пулăшма ыйтнă - вĕсем кирек кама та тараватлăн алă тăсса пама хатĕр пулнипе палăрнă. Тимĕрçĕ ывăлĕ Дмитрий Николаев иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенче ертсе пынă колхоз районта чи малтисенчен пĕриччĕ. Вăл тупăш çумне тупăш хушатчĕ, пур отрасле те ăнăçлăн аталантарма вăй çитеретчĕ. Татмăшсем ку тăрăхра ыттисенчен малтан «ГАЗ-51» автомашина туяннăччĕ. Дмитрий Николаевич чĕри питĕ сисĕмлĕ пулнă çав: çĕнĕ машина рульне тытма вăл правлени йышăнăвĕпе хăйĕн пулас кĕрÿшне, Çĕнĕ Шуртан каччине Николай Кротова шаннăччĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ - колхозăн пĕрремĕш шоферĕ пуçлăхăн кĕçĕн йăмăкне куç хывни çинчен сăмахлама пуçларĕç каç пулттипе урамри йăмрасен айĕнчи вăрăм сак çине тухса ларакан кинемисем. «Пăшăл пăтти» пĕçерекенсен сăмахĕ чăн пулчĕ: 57 çул каялла Нина Николаевна Çĕнĕ Шуртан кинĕ пулса тăчĕ. Туй тусах пĕрлешрĕç вĕсем. Çĕн çын, пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿснĕскер, хунямăшĕ умĕнче хур курмарĕ, вĕсемшĕн тĕпел хĕсĕк пулмарĕ. Кăмакара вутă çунса пĕтиччен кил хуçи хĕрарăмĕ тума тивĕçлĕ пĕтĕм ĕçе пурнăçлама ĕлкĕрнĕ кин тата инке Кротовсен йышлă тăванĕсенчен япăх пĕр сăмах та илтмерĕ. Пÿрт-çурт та, картишне те таса та тирпейлĕ тытрĕ çамрăк кин. Çав хушăрах бригадир хушнă нарядсене пĕр пăркаланмасăр, пахалăхлăн, мĕн пур чун еккине парса пурнăçларĕ.
Ялта почтальонка - чи кирлĕ çынсенчен пĕри. Ырă хыпар салатакансăр пурнăç çук. Малтанхи урăх çĕре куçса кайсан ял-йыш ун вырăнне кама лартăпăр тесе пуç ватмарĕ: тÿрех Нина Кротова ятне асăнчĕ. Хаçат-журнал çакнă сумкăпа урампа васкамасăр, шухăша кайса утасси Нина Николаевнăшăн чун киленĕçĕччĕ. Кун каçипе миçе çухрăм хыçа хăваратчĕ-ши вăл? Çĕнĕ Шуртантан Вăтакас Татмăша çитме 5 çухрăм тата каялла çавăн чухлĕ çул туса та ывăннине туймастчĕ канăçсăр хĕрарăм. Çав çулсенче Çĕнĕ Шуртансем куллен тухса тăракан хаçатсене кăна мар, хулăн журналсене те нумай çырăнса илетчĕç. Çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килекен çырусем мĕн чухлĕччĕ тата! Тулли сумка хул пуççине сисĕнмеллех каснă ĕнтĕ, анчах та çакă хыпар валеçекенĕн кăмăлĕнче ырă, хавхалануллă туйăмсем кăна çуратнă. Нина Николаевна мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Çĕнĕ Шуртанпа Вăтакас Татмăш, Вăтакас Татмăшпа Çĕнĕ Шуртан хушшинчи çула такăрлатнă, çав тапхăрта çĕр чăмăрĕ тавра пĕр хут «утса çаврăнма» ĕлкĕрнĕ. Мăшăрĕн автомашини те чăхăмламан, спидометр çухрăм хыççăн çухрăм «çăмхаланă». Халĕ тĕлĕнес те килет: маччаран хуп сăпка çакма хăçан вăхăт тупнă-ши Кротовсем? Чĕвĕл чĕкеç чĕлхипе, çепĕç шăпчăк сассипе пуплекен арăмĕпе упăшки çур сăмахранах ăнланнă пĕр-пĕрне, вĕсен хушшипе нихăçан та «хура кушак чупса иртмен». Кĕвĕçÿ туйăмĕ те «йăва çавăрман» юратакан чĕресенче. Юрату тивлечĕпе 6 тĕпренчĕке пурнăç пилленĕ вĕсем, улттăшне те тăван килтен аяккалла «вĕçтерсе» янă. Шел, ачисемпе мăнукĕсен телей-савăнăçне пĕрле пайлама шăпа пÿрмерĕ Николай Михайловича, йывăр чире пула вăл утмăлтан иртнĕ-иртменех пурнăçран уйрăлчĕ.
Ку тĕлте манăн вулакансене Николай Кротов хăй сывă чухне ял-йышшăн мĕн тери ырă та пархатарлă ĕç туса хăварни çинчен пайăррăн каласа хăварас килет. Çут çанталăкăн çывăх тусĕччĕ Николай Михайлович: кашни çулах, садпа вăрман уйăхлăхĕ çитсен, ял-йыша «симĕс нимене» çĕклетчĕ. Янклатпа Çĕр кĕпер çырмисен хĕррипе лартнă йывăçсем паян чăшăлах çÿлелле çĕкленеççĕ, çу кунĕсенче ешĕл хутлăха иленекен канăçсăр кайăксем ял-йыша çак илеме парнеленĕ çынна мухтаса юрă хыççăн юрă кĕвĕлеççĕ.
«Тăван ялăма çĕр çинчен çухалма памастпăрах», - тетчĕ Николай Михайлович. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Çĕнĕ Шуртан та «малашлăхсăррисен» шутне лекнĕччĕ. Пĕр хушă çĕнĕ çуртсем çавăрма та чарнăччĕ пуçлăхсем. «Çакă вăл чĕреме тапма чарнипе пĕрех», - çирĕппĕн каланăччĕ ун чухне йышлă çемье пуçĕ. Николай Михайловичпа Нина Николаевна ахăр самана хуçаланнине пăхмасăр кивĕ пÿрчĕ вырăнне çĕннине хăпартса лартнă хыççăн ыттисем те шикленсе тăмарĕç, урам сăнне капăрлăх кÿрекен керменсем çĕклеме пуçларĕç.
Мăшăрне çухатсан Нина Николаевна малтанлăха пуçне лăштăрах уснăччĕ, анчах вăл хăйне алла илме вăй-хал та, чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх те çитерчĕ. Йывăр тапхăрта хĕрарăм тăтăшах йышпа пĕрле пулма тăрăшрĕ. Ачисем те тăван киле час-часах килсе çÿреме тытăнчĕç. Аслă хĕрĕ, Аля /вăл тивĕçлĕ канура ĕнтĕ/ Йĕпреç поселокĕнче пурăнать, Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнăранпах бухгалтерта ĕçлет. Иккĕмĕш хĕрĕ Венера Канашри педагогика училищинче /халĕ - колледж/ диплом илнĕ, вăл - Çĕнĕ Шупашкарти ача сачĕсенчен пĕрин воспитателĕ. Люда вара пурнăçне Йĕпреç районĕнчи Пучинке вăтам шкулĕпе çыхăнтарнă. Аслă пĕлÿллĕ педагог ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Кротовсен пĕртен-пĕр ывăлĕ кам тетĕр-и? Паллах, водитель! Ашшĕ çул-йĕрĕпе кайса тĕрĕс тунă. Олег хăйĕн çемйипе ашшĕ-амăшĕ çавăрнă çуртра чылай çул пурăннă хыççăн чăн-чăн арçын тивĕçне пурнăçа кĕртсе кермен туса лартрĕ, кĕçех унта çĕнĕ пÿрт ĕçкине йыхравлĕ ял-йыша. «Эпĕ атте пил-халалне чĕререх тытатăп, - тет Олег Николаевич. - Çĕнĕ Шуртанăн малаллах хул-çурăмне сарса пымалла».
Амăшĕ Нарспи пек шăрçаласа çĕвĕ тума ăста вăталăх хĕрĕпе, Ирăпа та, икĕ дипломлă пулма ĕлкĕрнĕ Вальăпа та тивĕçлипех мăнаçланать.
- Турри хама çакăн чухлĕ пурăнма пилленĕшĕн тем пекех пысăк тав, - савăк кăмăлпа пĕлтерет Нина Николаевна. - Хăш вăхăтра сакăр теçетке çул урлă каçнине сиссе те юлаймарăм-çке. Малалла та хуйха-суйха, чир-чĕре пĕлмесĕрех пурăнасчĕ...
Çапла каларĕ те - унăн сăн-питне ăшă кулă иленчĕ. Ăçтан-ха ăна çав çула çитнĕ тейĕн? Хĕр чухнехи вăр-варлăхне упраса хăварма пултарнă вăл. «Çул - малалла, тĕллев - çĕр çула çитиччен ырлăх-телей курма», - пĕтĕмлетрĕ хăйĕн калаçăвне ватлăха пĕлмен хĕрарăм. Унтан, темĕн аса илнĕ пек пулса, мĕн калассине пĕтĕмпех калаймарăм-ха тенĕн, ман çине ыйтуллăн пăхса илчĕ те çапла хушса хучĕ: «Пĕррехинче Куляпа иксĕмĕр машинăпа Канашран килеттĕмĕр. Вăтакас Татмăшран пăрăнсан ăшă çумăр çуса иртрĕ, ун хыççăнах тÿпере хĕвел çепĕççĕн кулчĕ. Яла çитсе пыраспа пирĕн пуçсен çийĕнчех асамат кĕперĕ карăнчĕ, унăн пĕр вĕçĕ Кушлавăшран шыв илнĕнех туйăнчĕ. Мăшăрăма: машинăна хытăрах хăвала, асамат кĕперĕ витĕр тухăпăр, терĕм. Çичĕ тĕспе çиçекен асамлăх патне çитсе пыраттăмăрччĕ кăна, çак самантра тÿпене пĕлĕтсем хупăрласа илчĕç те астармăш илем куçран çухалчĕ. Асамат кĕперĕ мар, телей хамăртан тарса кайнăнах туйăнчĕ. Тен, ун пĕкки витĕр тухнă пулсан савнă упăшкампа мĕн паянхи кунчченех ырлăх-савăнăç курса пурăнаттăмччĕ пулĕ...»
Пăласса вăрманĕ енчен чăрсăр çил çитсе тухрĕ те урамри йăмрасене шелсĕррĕн хускатма тытăнчĕ, тем хушăра Нина Николаевнăпа иксĕмĕр тăракан вырăнта пĕр купа сарă çулçă чăштăртатрĕ.
Геннадий КУЗНЕЦОВ
Комментировать