«Ывăлăм чĕнет, анчах килтен каяс килмест»

21 Окт, 2014

Çулçă чăштăртатнипе те, çумăр çунипе те киленмелле.       Ыттисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман ялта пурăнать вăл. Ĕмĕрне вырăнти хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Çут çанталăк ăна вăрăм ĕмĕр пилленĕ. Сăмахăм - Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелте пурăнакан Анна Агашева пирки.

Анна Игнатьевна авăн уйăхĕнче 95 çул тултарнă. «Çак çула çитетĕп тесе шухăшламан та. Ĕмĕрĕм вăрăм пулчĕ, хури-шуррине те ытларах куртăм мар-и?» - çапла пуçларĕ калаçăва Анюк аппа. Ватти те, вĕтти те ăна ялта çапла чĕнет.

Тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ паян пĕчченех пурăнать. Пурнăçĕ çăмăлах килмен пулин те никама та ÿпкелемест вăл. Çавăн пек вăл ял çынни: нихăçан та нăйкăшмасть. Анна Агашева Пăлапуç Пашьелти нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Пиллĕкĕн çитĕннĕ вĕсем. Анна Игнатьевнăн йăмăкĕсем те сакăр теçетке çула хыçа хăварнă ĕнтĕ. Раиса - 83, Лидия 87 çулта. Вĕсем Пăлапуç Пашьелтех пурăнаççĕ.

Анна Агашева ялти шкулта 4 класс кăна вĕреннĕ. Анюка амăшĕ хăйĕнпе пĕрле хире, çум çумлама, тырă вырма илсе кайнă. Çитĕнерехпе утă та çулнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăн Анна Семенова /хĕр чухнехи хушамачĕ çавăн пек унăн/ вăрçăра пулнă Егор Агашева качча тухнă. Умлăн хыçлăн сакăр ача çуралнă вĕсен. Вĕсенчен паян пĕри кăна - Николай - пурăнать. Пилĕк пепки пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă. Петĕре те ирех юлашки çула ăсатма тивнĕ Анюк аппан. Ывăлĕ Алексей та çук ĕнтĕ. Мăшăрĕпе вăл виçĕ теçетке çула яхăн пурăннă. Вăрçă суранĕсене пула Егор Матвеевич 1975 çултах вилнĕ. Агашевсем ĕмĕр тăршшĕпех «Комсомолец» колхозра ĕçленĕ. Çемье пуçĕ - бригадирта, кил хуçи хĕрарăмĕ колхозникре вăй хунă. Паян ватă 5 мăнукĕпе 7 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. Ялта уйрăлса тухса çурт лартнă ывăлĕ Николай амăшне хăй патне пурăнма чĕнет-мĕн. Анчах ватă тăван килĕнчен каясшăн мар. Кунта кашни япала çывăх ăна, иртнине аса илтерет. «Упăшкапа эпир шăкăл-шăкăл, килĕштерсе пурăннă. Çапах та шăпам телейлĕ пулчĕ теейместĕп. Çур ĕмĕре мăшăрсăр, хăраххăн ирттер-ха. Пĕчченлĕх ырă япалах мар. Амăшĕ хăйĕн ачисене пытарни те пурнăçри тÿнтерле пулăм. Çичĕ ачана юлашки çула ăсат-ха...Чунри хавала йăлт илсе каяççĕ вĕсем. Ватлăх та çыншăн çăмăлах мар. Интерес сахалланать, тĕссем тĕксĕмленеççĕ. Алă ĕçĕ тăвас килми пулать»,- чунне уçрĕ Анюк аппа.

Çапах пĕрре те тĕк лараймасть вăл, чăх усрать. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех пахчара тăрмашать, темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстерет. Хăйне киленмелĕх чечек те акать. Хĕллехи вăхăтра вара çăм та арлать. «Пахчара хăрах алăпа туя çине таянатăп, тепринпе çумлатăп. Кăçал сухан питĕ ăнса пулчĕ. Хуппи хулăн тата. Кунашкал хулăн хупăллă тахçанах пулманччĕ. Ахăртнех, хĕл сивĕ килет»,- вăрттăнлăха уçрĕ Анна Игнатьевна. Шураппа ĕлĕкхи йăлана пăрахмасть: паянхи кунчченех чăваш кĕпипе çÿрет. «Майра кĕпине тăхăнма вĕренеймерĕм. Хăнăхнă çи-пуç чуна çывăхрах», - уçăмлатрĕ кинемей тутăрне тÿрлетнĕ май. Ачаран курăк çисе ÿснĕскер паян та серте, вĕлтĕрен, пултăран яшки пĕçерет. Вĕсене хĕлле валли те типĕтет. Сиплĕ курăкран чей вĕретет. Вăй-халăм кунран кун чакса пырать. Ытларах выртас килет. Пуç та ыраткалать. Кансĕр те, мĕн тăвăн, кун пĕтмен те пурăнатăп-ха,- терĕ Анна Игнатьевна. Пурнăçне çуралнă ялтах ирттернĕшĕн хĕпĕртет Анюк аппа. Вăрман хĕрринче вырнаçнă Пăлапуç Пашьелтен хаклă вырăн çук уншăн çĕр çинче. Ытла та уçă-çке кунта сывлăш. «Хула пирки вара эпĕ нихăçан та ĕмĕтленмен», - тет вăл. «Хĕрĕм, санăн та ман пекех нумай пурăнмалла пултăр», - тесе ăсатрĕ вăл мана. Темшĕн питĕ шеллес килчĕ манăн хитре хушаматлă кинемее. Пурнăçра ниçта та хыпаланмалла мар иккен. Пурнăçăн кашни саманчĕпе киленме тăрăшмалла. Ура айĕнче сап-сарă çулçă чăштăртатнипе те, çумăр çунипе те, юр ирĕлнипе те киленмелле.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.