Хыпар 32 (28349) № 29.04.2025
Уй-хир ĕçĕсем: кашни кун шутлă
«Çанталăк эпир паянхи канашлура çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра пĕтĕмлетессине пĕлнĕ тейĕн...» – шӳтлерех пуçларĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов. Сивĕтнине кура вăл май пур çĕрте çуртсене тепĕр хут ăшă пама пуçламашкăн та сĕнчĕ.
Строительство министрĕ Владимир Максимов палăртнă тăрăх, тивĕçлĕ службăсемпе организацисем хĕллехи тапхăра йĕркеллĕ ирттернĕ. Çапах — аварисĕр мар. Пĕтĕмпе 572 аварипе пăтăрмаха шута илнĕ, ку çулталăк каяллахинчен палăрмаллах сахалрах. Çакă, министр шучĕпе, хĕл ăшă пулнипе кăна мар, ăшăпа, ытти ресурспа тивĕçтерекен тытăма пысăк инвестицисем хывса çĕнетнипе те сăлтавланнă. Апла пулин те çивĕч ыйту нумай-ха. Çав шутра — чылай муниципалитет кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕррине çирĕплетекен паспортсем илейменни. Çавна май Сергей Артамонов та кăмăлсăрлăхне пытармарĕ. Çулталăк каяллахине аса илтерчĕ: ун чухне те çакнашкал калаçу пулнă, хула-округ пуçлăхĕсем хатĕрлĕх паспорчĕ илесси пирки шантарсах каланă. Анчах лав вырăнтан тапранман теме те юрать. Кăçал та çапла пулмĕ тесе шантарма йывăр. «Т Плюс» компанин Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара ăшăпа, вĕри шывпа тивĕçтерекен филиалĕн директорĕ Сергей Ушаков управляющи компанисенчен хатĕрлĕх паспортне тумалли документсене йышăнма график çирĕплетни çинчен каларĕ. Анчах УКсем ăна пăхăнмаççĕ — юлашки кунсенче, авăн уйăхĕнче, вăранаççĕ те — аврал лару-тăрăвĕ тухса тăрать. Вăл муниципалитетсен ертӳлĕхне çак саманта шута илсе управляющи компанисене витĕм кӳме чĕнсе каларĕ. Анчах мечĕк çав самантрах хăйĕн патне çаврăнса килчĕ. Иртнĕ хĕле паспортсăр кĕнĕ муниципалитетсен пуçлăхĕсене кашнинех итлерĕç. Шупашкар пуçлăхĕ Владимир Доброхотов тĕп хулари чăрмав «Т Плюс» филиалĕ лицензие вăхăтра çĕнетменнипе сăлтавланнине çирĕплетрĕ. Элĕк округĕн пуçлăхĕ Александр Терентьев унти ыйту форс-мажорпа çыхăнни çинчен каларĕ — управляющи компани ертӳçи кĕтмен çĕртен пурнăçран уйрăлнă. Халĕ хăрушлăхпа çыхăннă об±ектсене ĕçлеттерме пултаракан организаци тупмалла — «вариантсене тишкеретпĕр, анчах хальлĕхе унашкаллисем çук...» Хĕрлĕ Чутайра паспорт илейменни ăшăпа тивĕçтерекен тытăма реконструкциленипе çыхăннă. Çак ĕçе вĕçлесен, округ пуçлăхĕ Иван Михопаров шантарнă тăрăх, нимĕнле чăрмав та пулмалла мар. Сĕнтĕрвăрринче те вырăнти МУПăн лицензи çук. Округ пуçлăхĕ Владимир Петров сетьсем юхăннин кăтартăвĕ пысăкки пирки каланă май «актне илĕпĕр-ха, паспорт вара...» тесе иккĕленчĕ те — Сергей Артамонов ăна кунашкал шухăш-кăмăл вырăнсăрри пирки асăрхаттарчĕ: «Умра — тата пилĕк уйăх, эсир вара халех парăннă». Улатăр пуçлăхĕн Нина Шпилеваян сăмахĕ те шанчăка çухатнăн илтĕнчĕ: «Пĕтĕмпех Чăвашгазран килет. Блок-модуль котельнăйĕсемпе çыхăннă ĕçе васкатмалла, котельнăйсене ăна панă, вĕсем вара тăсса пычĕç...» Ун тĕлĕшпе те асăрхаттару пулчĕ: «Вырăнта чи асли — округ пуçлăхĕ, айăплисене урăх çĕрте шырани вырăнсăр». Анчах çакă та Нина Ивановна сăмахĕн ӳпкевлĕ сĕмне сирмерĕ: «Эпĕ ăçта кăна çитмен, кампа кăна калаçман! Халĕ Чăвашгаза котельнăй валли урăх лаптăк парас ыйтупа ĕçлетпĕр — киввине демонтаж туса аппаланмалла ан пултăр». Кӳкеçре вара котельнăй кăмакисене ĕçлеттермелли вăхăт вĕçленсе пырать иккен. Округ пуçлăхĕ Владимир Михайлов 100 миллион ытла тенкĕ кирли çинчен каларĕ — хальлĕхе çурри кăна пур. Сергей Геннадьевич вăл республика бюджечĕ пулăшасса шаннине ăнланчĕ те — финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Метелевăна ыйтăва тишкерме сĕнчĕ. Ольга Владимировна укçа уйăрас ыйтупа ĕçленине çирĕплетрĕ, чăн та, вăл асăннă цифра Кӳкеçсене кирлинчен чылай пĕчĕкрех... Çийĕнчен тата Етĕрне округĕн пуçлăхĕ Станислав Трофимов кăвайт çине краççын сапрĕ. Хулана ăшăпа тивĕçтерес енĕпе «Чăвашгаз» ĕçлет, ăшă сечĕсене ăна парасшăн: «3 километр — юхăннăскерсене вĕçĕмсĕр саплатпăр...» Ку ыйтăва татса пама вăл ĕç ушкăнĕ туса хума ыйтрĕ. Сергей Артамонов ĕç ушкăнĕпе çыхăннă сĕнĕве йышăнмарĕ — кунашкал ыйтусемпе ĕçлессине муниципалитетсен пуçлăхĕсен пайăррăн хăйсем çине илмелли çинчен каларĕ. Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Кудрявцева уй-хирти ĕçсемпе паллаштарчĕ. Акса-лартса хăварнă лаптăксем кăçал 547,4 пин гектарпа танлашĕç. Çурринчен ытларах пайне тĕш тырă культурисем йышăнĕç. Çур аки кăçал нихçанхинчен ир пуçланнă та — мĕн пур округра ĕçсем пыраççĕ. Кĕрхи культурăсен пысăк пайĕ аван хĕл каçнă. Çапах 656 гектар çинчи калчасем пĕтнĕ — çĕнĕрен акмалла. Çакна Ольга Геннадьевна хуçалăхсем вĕсене кая юлса акнипе, тăпрара нӳрĕк сахал пулнипе сăлтавларĕ. Ака уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне культурăсен тĕп пайне, 74 пин ытларах гектара, апатлантарнă. Минераллă удобренисене кăçал иртнĕ çулсенчинчен ытларах хывасшăн — гектар пуçне 60 килограма çитересшĕн. Пĕтĕмпе 24 пин тонна удобрени кирлĕ пулать, хальлĕхе хуçалăхсем 14,6 пин тонна туяннă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем кирлин 61% чухлĕ пур. Тунтикун тĕлне çурхи культурăсене 83,7 пин гектар акнă — ку планпа пăхнин 40% пулать. Министр Елчĕк, Патăрьел, Вăрнар округĕсем лайăх ĕçленине палăртрĕ: асăннă виçен 31% — вĕсен тӳпи. Патăрьел, Комсомольски тата Елчĕк округĕсенче çĕр улми те лартма пуçланă. Усă курман çĕрсемпе çыхăннă ĕç те пысăк. Унашкаллисем тата 12,4 пин гектар-ха. Кăçал 4 пин ытла гектара çаврăнăша кĕртме палăртнă. Сăмах май, юхăнса выртнă çĕрсен иртнĕ çулсенче пусă çаврăнăшне тавăрнă пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 46 пин гектартан та иртет. Çур аки тенĕрен, Сергей Артамонов Улатăр тата Пăрачкав округĕсенче çивĕчлĕх тухса тăма пултарассине палăртрĕ. Ыйту пысăк инвестор ĕçлеме пăрахнипе çыхăннă. «Урăххи ĕçлеме пуçласса шаннăччĕ... Вăхăт вара шăвать — паян кашни кун шутлă», — ĕç-пуçа уçăмлатрĕ вăл. Çавна май ыйтăва пĕр тăхтамасăр тишкермелли çинчен асăрхаттарчĕ, калаçăва хăй хутшăнма шантарчĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
СВОран килнисем валли
Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнчен республикăн Ял хуçалăх министерстви федерацин çĕнĕ «Агромотиватор» грантне памашкăн заявкăсем йышăнма тытăнĕ.
Ăна ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсене, хăйсен бизнесне йĕркелеме шут тытнисене, пулăшас тĕллевпе 2024 çул вĕçĕнче ĕçе кĕртнĕ. Чăваш Ен кăçал çак программăна пурнăçлама федерацирен укçа илекен 19 регион хушшинче малтисен йышĕнче кĕнĕ. Заявкăсене çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕччен патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă йышăнĕç. Грантпа икĕ категори усă курма пултарать: республикăн ял территорийĕсенче хресчен-фермер хуçалăхне регистрациленĕ СВО ветеранĕсем тата конкурсра çĕнтернĕ хыççăн ХФХна 30 талăк хушшинче шута илтерме сăмах панă СВО ветеранĕсем. Гранта СВОран таврăннисем — çартан кайнисем — çеç тивĕçеççĕ. Грант виçи 5 млн тенкĕ таран, унпа производство тата склад çурчĕ тума, ăна-кăна юсама тата модернизацилеме, обĕект патне коммуникаци çитерме, ял хуçалăх выльăхĕ ªсыснасăр пуçнеº, кайăк-кĕшĕк, лăкă, нумай çул çитĕнекен ӳсентăранăн, çав шутра иçĕм тата хăмла çырлин, хунавне туянма юрать. Çавăн пекех министерство ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсен материалсемпе техника никĕсне пуянлатма грант парас тĕллевпе конкурс ирттерет. Документсене çу уйăхĕн 28-мĕшĕччен йышăнĕç. Конкурсра çĕнтернине федераци бюджетĕнчен 40 млн тенкĕлĕх грант парĕç. Кунсăр пуçне иккĕмĕш кооператор хушма гранта тивĕçĕ, вăл та 40 млн тенкĕлĕх, ăна республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Ен бюджетĕнчен уйăрĕç. Конкурса ял хуçалăх продукцине тирпейлекен, унран апат-çимĕç хатĕрлекен, ăна вырнаçтаракан, регистрациленнĕренпе 12 уйăхран кая мар ĕçленĕ, ял территорийĕсенче е хула агломерацийĕнче шута илтернĕ ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсем хутшăнĕç. Грант укçипе производство обĕекчĕ тăвĕç, ăна юсама, оборудованипе тивĕçтерме, кредитăн пĕр пайне саплаштарма, электричество, газ, ĕçмелли шыв парса тăмалли оборудовани туянма ярĕç. Министерство иртнĕ эрнере çемье фермисене грант пама конкурс ирттермешкĕн заявкăсем йышăнма пуçласси çинчен те пĕлтерчĕ. Документсем ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчен тытăнса çу уйăхĕн 28-мĕшĕччен йышăнĕç. Çемье фермисене грант пама кăçал 36,5 млн тенкĕ уйăрнă. Грант укçин виçи пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Мăйракаллă шултра выльăхран аш тата сĕт туса илекеншĕн вăл 15 млн тенкĕ мар, 18 млн пулĕ, ытти выльăхран — продукци, ял хуçалăх культурисем туса илекеншĕн 7 млн тенкĕ мар, 9 млн пулĕ. Çак гранта тивĕçес текен çемье фермин пĕр хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕçлемелле, унта çемьерен 2 çынран кая пулмалла мар. Пĕрле çулталăкран сахал мар продукци туса илсен çеç заявка йышăнĕç. Грант укçипе ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр, производство çурчĕ, склад туянма е тума, ăнакăна юсама, вĕсене оборудованипе, электричествăпа тата газпа тивĕçтерме юрать.
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Сергей Артамонов тулли статуслă премьер пулса тăчĕ
Иртнĕ кĕçнерникун Патшалăх Канашĕн Леонид Черкесов спикер ертсе пынипе иртнĕ черетлĕ 34-мĕш сессийĕнче депутатсем теçетке çурă саккун проектне тишкерсе ырларĕç, çапах пурне те кăсăклантараканни урăххи пулчĕ — парламент республика Пуçлăхне Министрсен Кабинечĕн Председательне Сергей Артамонова çирĕплетмешкĕн килĕшӳ пачĕ.
Отряд боеца çухатрĕ
Чăн та, кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту Патшалăх Канашĕн хăйĕн йышĕпе çыхăннăскер пулчĕ. Парламент комитечĕн ертӳçи Андрей Марушин Андрей Беликов депутат полномочийĕсене вăхăт çитмесĕрех вĕçлеме ыйтни çинчен пĕлтерчĕ. Çапла тума мĕн хистени пирки сăмах пулмарĕ, «хăйĕн аллипе çырса алă пуснă» тенипех çырлахрĕ, çавна май ăна тивĕçтерессишĕн сасăларĕç — парламент отрячĕ, «Тĕрĕс Раççей» фракци пĕр боеца çухатрĕ. Правительство пуçлăхне çирĕплетме ПК килĕшĕвне ыйтасси — саккунпа пăхнă йĕрке. Пулас премьер сессиччен маларах парламентăн кашни фракцийĕпе курнăçса калаçнă. Халь вара мĕн пур депутат умĕнче — курăр, хаклăр... ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçи Вячеслав Борисов Сергей Артамонов çинчен каланă май вăл çĕрпе çыхăннă çын пулнине палăртрĕ — агрономран пуçланă та директор таран ӳснĕ. Кайран Çĕрпӳ районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă, нумай çул Ял хуçалăх министерствине ертсе пынă — «хăйĕн позицине хӳтĕлеме пултарнипе кăна мар, ыттисен шухăшне шута илме пĕлнипе те палăрать. Пысăк опытлă, компетентлă...» Паллах, трибуна умне Сергей Геннадьевич хăй те тухрĕ. Ку уншăн, хăй калашле, «пĕтĕмлетӳллĕ тестировани» пулчĕ. Чи малтанах республика Пуçлăхне, депутатсене хăйне шаннăшăн тав турĕ, Правительствăна ертсе пырасси калама çук пысăк яваплăх пулнине ăнланнине палăртрĕ. Кĕскен республика аталанăвĕн векторĕсене хăй мĕнле курнипе паллаштарчĕ. Нацпроектсене — тимлĕх Тĕп вырăнта, ун шучĕпе, управлени тата ĕç пурнăçлассин тухăçлăхне тивĕçтересси. Раççей 19 нацпроектпа ĕçлет, эпир 13- ĕшне тӳрре кăларма хутшăнатпăр. Ку енĕпе ăнăçлă ĕçе тивĕçтересси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Экономика юлашки 5 çулта аван аталаннă. Регионăн шалти продукчĕ 1,85 хут пысăкланнă — ку кăтартупа эпир федерацин Атăлçи округĕнче иккĕмĕш вырăнта. Анчах умри тĕллевсем тата та пысăкрах — 2030 çул тĕлне ВРПна 1 триллион тенке çитермелле. Промышленноç ӳсĕмлĕ. АПК та 2020- 2025 çулсем валли палăртнă тĕллевсене маларах пурнăçланă. Экологи — «ансат мар ыйту, çавăнпа интереслĕрех те». Çулсем, цифра трансформацийĕ, медицинăна модернизацилесси — Сергей Артамонов кашни отрасль ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăма тăрăшрĕ. Спорта илес тĕк — юлашки çулсенче 98 об±екта хута янă. Вĕрентӳре, иккĕленмест вăл, çамрăксен ĕçри конкурентлăхне тивĕçтерессине тĕпе хумалла. Культура йăлана кĕнĕ хаклăхсене çирĕплетме тивĕç: ваттисене, атте-аннене, йăласене хисеплемелле. Командăпа ĕçлесе çынсен ыйтăвĕсене тĕпе хумалла, «кăтарту регламентсенчен хаклăрах», «критиклетĕн тĕк — сĕн», «тупăшатăп пулсан — хампа ĕнерхипе кăна». Кашни фракцирен ыйтусем пулчĕç. Сергей Семенов депутат пуçаруллă бюджет программи хуласенче уксахланин сăлтавĕсемпе кăсăкланчĕ. Сергей Геннадьевич ку программа 2017 çултанпа ĕçленине аса илтернĕ май çак тапхăрта 5,2 пин проекта тӳрре кăларнине çирĕплетрĕ. Проектсен шучĕ çуллен пысăкланса пырать. Çапла, программа ялта лайăх аталанать, хулара вăй илеймерĕ. Анчах халь ку енĕпе йышăну тунă, хуласенчен сĕнӳсем ыйтнă — «хулара та ĕç ăнасса шанатăп». Китаецсемпе ĕç тухмарĕ Владислав Солдатов хăй вăхăтĕнче китаецсемпе ял хуçалăхĕнче, Сергей Артамонов пайăррăн яваплă пулнă отрасльте, пурнăçлама пикеннĕ проект мĕншĕн ăнманнипе интересленчĕ. Сергей Геннадьевич çав ĕç- пуçшăн хăйне кăна ӳпкеленине хирĕçлерĕ — икĕ çĕршыв пуçлăхĕсем Раççейре инвестроектсене пурнăçламалли килĕшĕве алă пуснă чухне вăл ял хуçалăх министрĕ пулманха. Çапах ĕç-пуçа уçăмлатрĕ. Китаецсене Улатăр тата Пăрачкав районĕсенчи çĕрсене сĕннĕ. Вĕсем 5 пин гектар çĕре арендăна илнĕ — «лаптăксене вĕсене сутман, çĕре ют çĕршывсен компанийĕсене сутма юрамасть». Йăлтах мар, çапах пысăк лаптăка йывăç-тĕмрен тасатнă. Арендăшăн халĕ те тӳлеççĕ, анчах лаптăксемпе усă курманнине пула вĕсене каллех йывăç-тĕм хупласа пырать. Россельхознадзор унта çине-çинех пулать — явап тыттарать. Мĕншĕн малалла ĕçлеймерĕç — «татса калаймастăп». Комитет председателĕ Алексей Шурчанов хăмла отраслĕн аталанăвĕн малашлăхĕпе паллаштарма ыйтрĕ. Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, хăй вăхăтĕнче Чăваш Енре 4 пин тоннăна яхăн хăмла туса илнĕ. Çакă — 60-70 çулхи ĕç кăтартăвĕ. Унтан транснаци компанийĕсем килнĕ — хăйсен хăмлипе. Пирĕн симĕс ылтăн пахалăхĕ тивĕçтермест тесе ун çине алă сулнă. Пĕтĕмпех арканнă, тимĕр-тăмăра ăсатнă. Республикăри 270 хăмла комплексĕнчен 6-7-шĕ çеç упранса юлнă. Çавна май вăл пĕтĕмпех асамлă майпа питĕ хăвăрт пуласса шанни вырăнсăррине палăртрĕ. Ĕç пырать. Лаборатори уçнă — вăл Раççейре пĕртен-пĕрре. Компетенцисен центрĕ ĕçлет. Хăмла техники те пур. Тивĕçлĕ программа хатĕрленĕ — «унсăрăн федералсем укçа уйăрас тĕлĕшпе пирĕн çине çаврăнса та пăхман пулĕччĕç. Владимир Путин Президент отрасль аталанăвĕн пĕлтерĕшĕ çинчен калани те витĕм кӳчĕ». Çапла вара республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программипе килĕшӳллĕн çак ĕçсем валли 1,8 миллиард тенкĕ уйăрнă. Петр Красновăн ыйтăвĕ яланхиллех йĕплĕ пулчĕ: «Тутарстанăн инвестицисен калăпăшĕ пĕлтĕр 1,5 триллион тенкĕпе танлашнă. Чăваш Енре çын пуçне тивекен виçе вĕсеннинчен пилĕк хут пĕчĕкрех. Пирĕн виçе 100 миллиардран кăшт пысăкрах — умĕнхи çулталăкринчен 28% сахалрах. Ку чакнин Раççейри чи пысăк кăтартăвĕ — Камчатка хыççăн... Ансах пыратпăр. Мĕн тума пулать?» Сергей Геннадьевич цифрăсене тĕплĕ тишкерме сĕнчĕ. Пĕлтĕр вĕсем пĕчĕкленнин тĕп сăлтавне М-12 автомагистральпе çыхăнтарчĕ — 2023 çулта инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕн виççĕмĕш пайĕ унпа никĕсленнĕ. 2024 çулта вăл пулман та — инвестицисем тăруках пĕчĕкленнĕ. Тепĕр сăлтавĕ — Тĕп Банкăн ытла та пысăк тĕп ставки. Çавна пула чылай компани инвестици проекчĕсене пурнăçлассине каяраха куçарать — ырăрах вăхăтчен тăхтать. Мускав республикăна территорисен комплекслă аталанăвĕ валли уйăрма пăхнă çĕр-çĕр миллион тенке туртса илнин сăлтавĕпе кăсăкланакан та тупăнчĕ. Кун пирки те уçăмлă хурав пулчĕ: «Эпир хамăр илес темерĕмĕр, мĕншĕн тесен çав укçапа усă курайманни палăрчĕ. Пурăнмалли 48 пин тăваткал метр çурт-йĕр тума пăхнă — ун чухлĕ тăваймастăмăр. Анчах хăшĕсем эпир илеймен укçана урăх региона панă тени те тĕрĕс мар». Çав укçана кайран илĕпĕр тенипе пĕрлех Сергей Геннадьевич федераци укçипе пурнăçламалли проектсен пахăлăхĕ япăххине те йышăнчĕ. Вĕсене юсама-тӳрлетме тивет, ку вара проектсене пурнăçламалли вăхăта тăсса ярать. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Аталану çулĕ çинчи культура
Культура отраслĕ ырă хыпарсемпе час-часах савăнтарать. Федераци шайĕнчи ăнăçусем пушшех кăмăла çĕклеççĕ. Çапах Чăваш Республикин культура министрне Светлана Каликовăна тĕпеле чĕннĕ май çитĕнӳсем çинчен кăна мар, культура аталанăвне тата пысăкрах вăй парасси тавра та калаçрăмăр.
Мемориал, чăваш чĕлхи...
– Светлана Анатольевна, Раççейĕн тĕрленĕ картти йышши ăнăçусем çине-çинех пулнине мĕнпе сăлтавлатăр?
— Калаçăва пысăк тепĕр проектран, Раççей регионĕсене пĕрлештернĕскертен, пуçлас килет. Сăмах Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккипе çыхăннă проект пирки. Çак идейăна 2020 çулта республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пачĕ, кĕçех мемориал тăвасси, хӳтĕлев чиккине халалланă астăвăм кунне туса хурасси çинчен калакан йышăну çуралчĕ. Тăшманран хӳтĕленмелли чикĕсен строителĕсен паттăр ĕçне уçса паракан кĕнекесем, тĕпчевсем тухрĕç, çĕнĕ спектакльсем çуралчĕç — опера таранах, ытти ĕç... Мемориала уçни вара пысăк ĕçĕн финалĕ пулчĕ тейĕттĕм. Пысăк çак проекта Атăл тăрăхĕнчи çичĕ регион хутшăнчĕ. Ку ĕçе малалла тăсăпăр. Халĕ Мускав, Беларуç музейĕсен опытне тишкеретпĕр. — Чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕхне упраса хăварассишĕн культура отраслĕнче мĕнле ĕçсем тăваççĕ?
— Олег Алексеевич пуçарăвĕпе хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхине упрасси тата аталантарасси» программа культура аталанăвĕн патшалăх программин пĕр пайĕ пулса тăчĕ. Унта ачасем валли вĕрентӳ пособийĕсене пичетлессине кĕртнĕ. Çапла майпа библиотекăсене чăвашла кăларнă 70 пин ытла кĕнеке çитрĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем валли çĕнĕ вĕренӳ кĕнекисем кун çути курчĕç. Вĕсен авторĕсем Раççей Правительствин премийĕн лауреачĕсем пулса тăчĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕпе çавăн пекех театр-концерт учрежденийĕсенче чăваш халăхĕн культурине халалланă пултарулăх ĕçĕсене пурнăçа кĕртме грант параççĕ. Сăмахран, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ «История Нарспи» балет лартрĕ. Кĕвĕсене Анисим Асламас 30 çул каялла çырнă. Партитура Наци билиотекин архивĕнче упраннă. Чăваш патшалăх академи драма театрĕ сцена çине грант пулăшнипе «Нарспи» спектакль кăларма хатĕрленет. Чăваш кĕнеке издательстви Элли Юрьев ӳкерчĕкĕсемпе усă курса «Нарспи» кĕнекене çĕнĕрен пичетлерĕ. Садиксенче те чăваш чĕлхи пурăнать. Кăçал, сăмахран, шкулчченхи учрежденисем валли вăйăсем, вĕрентӳ пособийĕсем туянма республикăн резерв фондĕнчен 19 миллион тенкĕ уйăрнă.
Патшалăх пулăшать
— Халăх пултарулăхне тата йăла-йĕркене аталантарма патшалăх тӳпе хывать-и?
— Пĕтĕм Раççейри ача-пăча фольклориади Чăваш Енре 2022 çулта пĕрремĕш хут иртрĕ — тĕрлĕ регионтан 1200 ача килчĕ. Паллах, çак йыш валли меллĕ условисем, пултарулăхне, халăхсен пуян культурине кăтартма майсем туса парасси патшалăх пулăшмасăр пулаймĕччĕ. Кашни муниципалитетрах халăх коллективĕсем пур. Вĕсене Раççей шайĕнче те пысăк хак параççĕ. Сăмахран, Надежда Бабкина «Раççей юррисем» фестивальпе пирĕн тăрăха килсен чылай регионта унăн «Русская песня» ансамблĕпе пĕрле сцена çине тухма пултаракан тивĕçлĕ коллектив çукки пирки каларĕ. Вăл пирĕн ушкăнсен репертуарĕ те пуян, тумĕсем те капăр пулнине, Чăваш Енре халăх йăлийĕркине, юрри-ташшине хисепленине палăртрĕ. Республика ертӳлĕхĕ тĕрев памасан, клубсем пулмасан, культура аталанăвĕ валли укçа уйăрмасан, паллах, кун пек çитĕнӳ тума май çук. 2024 çулта ВДНХра йĕркеленĕ Акатуя 160 пин ытла çын пычĕ! Çакă пирĕн йăла-йĕрке, культура чăвашсемшĕн кăна мар, тĕрлĕ халăх çыннисемшĕн кăсăклă пулнине кăтартать.
— Отрасль çамрăк кадрсене мĕнпе пулăшать?
— Чи пĕлтерĕшли — 2025 çулта ĕçлеме пуçлакан «Земство культура ĕçченĕ» программа. Вăрттăнлăх мар, ялсенчи культура учрежденийĕсенче вакансисем пур. Пирĕн тĕллев — клубсем хупă ан тăччăр, тухăçлă ĕçлеччĕр. Çавна май ялсенче культура çурчĕсене, кану центрĕсене юсаççĕ, çĕнĕрен хута яраççĕ. Программăна хутшăнса ялти клуба ĕçлеме каякана федераци бюджетĕнчен 1 миллион тенкĕ параççĕ. Хальхи вăхăтра конкурса 22 ваканси хутшăнать. Шанса тăратпăр: пĕрремĕш «чĕкеçсем» кăçал ялсенче ĕçлеме пуçлĕç. Атьăр, туссем, клуба!
— Ял çамрăкĕсемшĕн клубсене пурлăх енĕпе тивĕçтерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ...
— Кун пирки те вăрах калаçма пулать. Юлашки 5 çулта эпир ялсенче çĕнĕ\35 культура çурчĕ турăмăр. Пĕрне çеç — федераци укçипе. Ыттисене пĕтĕмпех е республика бюджечĕн, е пуçаруллă бюджет шучĕпе хута янă. Пурне те оборудованипе тивĕçтернĕ. Тепĕр çул-йĕр — автоклубсем. 2020 çулта вĕсем пĕтĕмпе те иккĕ çеç пулнă, халĕ — 14. Олег Алексеевич федераци укçине уйăрасса кĕтместпĕр терĕ — вĕсене муниципалитетсем валли республика бюджечĕн шучĕпе туянма йышăнчĕ. Кăçалхи бюджетра тата 7 автоклуб туянма укçа пăхса хăварнă. — Чăваш Ен чи малтанхисен шутĕнче Пушкин карттипе ĕçлеме пуçларĕ. Ку енĕпе кăтартусем мĕнлерех?
— Республика Пуçлăхĕ ачасемпе çамрăксене театра, музейсене çӳреме май паракан çак проектпа ĕçлеме пуçланăранпах ăна тимлĕ сăнаса тăрать. Пирĕн 14-22 çулсенчи çамрăксен 99% Пушкин карттипе усă курать. Ку — Раççейри чи пысăк кăтарту. Пирĕн театр-концерт учрежденийĕсем хăйсен спектаклĕсене çамрăк аудитори валли йĕркелерĕç, шкул программипе çураçтарчĕç. Çапла вара 2024 çул кăтартăвĕсем тăрăх эпир Пушкин карттипе сутнă билетсен шучĕпе Раççейре иккĕмĕш вырăна çĕклентĕмĕр. Иртнĕ çул вĕçĕнче республика Пуçлăхĕ пулăшнипех «Культурăллă юнкун» проект пуçартăмăр. Пирĕн театрсем, концерт учрежденийĕсем, музейсем юнкунсерен муниципалитетсенче пулаççĕ. Билетсен 90% Пушкин карттисемпе сутăнать, анчах билетсене пенсионерсем те, ыттисем те туянма пултараççĕ. Постановкăсене, Шупашкартан килнĕ артистсене курма çынсем çемйисемпех пыраççĕ. Музей та илĕртет, библиотека та — Уйрăм çул-йĕр — музейсем. Мĕнпе мухтанма пулать?
— Муниципалитетсен пысăк музейĕсем Куславккара, Улатăрта, Канашра, Тăвайра, Етĕрнере, Çĕрпӳре вырнаçнă. Вĕсене асăнни ăнсăртран мар — пурне те юсаса йĕркене кĕртрĕмĕр. Улатăрти, ман шухăшпа, вырăс провинцийĕнчи чи илемлĕ музей. Унти мăнастирсене килекен туристсем йышлă, вĕсем музейран та пăрăнса иртмеççĕ. Е тата — Тăвайри. Унти экспозицие пуçаруллă бюджет шучĕпе йĕркеленĕ. Çынсем тăрăшсах укçа пухнă, ăна музей экспозицине çĕнетме явăçтарнă. Кăçал федераци бюджетĕнчен Элĕкри тавра пĕлӳ музейĕн экспозицине çĕнетме те укçа илтĕмĕр. Вăл кĕçех куракансене йышăнĕ. Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейне туса пĕтертĕмĕр, унта тĕп экспонатсене вырнаçтарнă. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчи уяв тĕлне заливра экрансем кăтартма тытăнĕç, çынсем тĕрленĕ карттăна, ВДНХра мĕн пур хăнана кĕтсе илнĕскере, кунта курма пултарĕç.
— Библиотекăсене аса илер: иртнĕ 5 çулта мĕн тума май килчĕ?
— Республикăра 440 ытла библиотека, вĕсене çĕнетес енĕпе малалла ĕçлетпĕр. Пĕрремĕш утăмсене «Культура» нацпроектпа килĕшӳллĕн турăмăр. Библиотекăсене çĕнетме федераци конкурсне дизайн-проектсем тăратрăмăр. Çапла майпа 12 таран çĕнетрĕмĕр. Олег Алексеевич, çынсен кăмăлне хăвăрт туяканскер, библиотекăсене çĕнетнĕ чухне федераци бюджетĕнчен уйăракан укçапа çеç çырлахмăпăр терĕ, проектсене республика бюджечĕн укçипе хатĕрлеме хушрĕ. 2024 çулта 10 библиотекăна çĕнетрĕмĕр. Унта амăшĕсем ачисемпе пыраççĕ, тивĕçлĕ канурисем компьютера алла илеççĕ. Паян библиотекăсем кĕнеке фончĕпе çеç илĕртмеççĕ.
— Чăваш Енре халĕ унчченхинчен ытларах вулаççĕ-ши?
— Тен, çынсем, çамрăксем пушшех, алла пичетрен тухнă кĕнекене час-часах илмеççĕ, çапах та ку сахалрах вуланине пĕлтермест. Литературăпа паллашма пысăк майсем уçăлчĕç: аудиокĕнеке, планшет, электрон кĕнеке… Çынсем халĕ те нумай вулаççĕ, информаципе паллашмалли меслетсем çеç улшăнаççĕ.
— Тен, çĕнĕ фестивальсем ирттерме, çĕнĕ театр сезонĕсем уçма шухăшлатăр?
— Шупашкар Атăл тăрăхĕнче искусствăпа паллаштаракан центрсенчен пĕри пулса тăчĕ. Сăмахран, балет фестивалĕ — ытти регионтан гала-концерта автобуссемпех килчĕç. Эпир хамăр лартнисене çеç мар, Пысăк театрпа Мария театрĕн артисчĕсене те республикăра хаклама май туса паратпăр. «Ентешсен çăлтăрчăкĕ» фестивале те палăртас килет. 2024 çулта форматне улăштартăмăр, вăл хальхи вăхăтри джаз фестивалĕ пулса тăчĕ. Çавăн пекех халăх театрĕсен «Чĕкеç» фестивалĕ çуралчĕ, ăна СССР халăх артистки Вера Кузьмина çуралнăранпа 100 çул çитнине халалларăмăр. Кăçал драма театрĕсен Н.Д.Мордвинов ячĕллĕ пĕрремĕш фестивальне ирттерĕпĕр, вăл 2025 çулхи театр сезонне уçĕ. Чăваш Ен — тĕрлĕ куракан валли çулталăк тăршшĕпех иртекен фестивальсен лапамĕ. <...>
Наталия ПЕТРОВА хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
«Хуплăва вĕрилле çимелле»
«Хуплăва — çинĕ чух, лашана чупнă чух пĕлеççĕ», — теççĕ чăвашсем. Çапла, паян чăваш наци апачĕ — хуплу — çинчен сăмах пуçар ăпăр. Ăна пысăк уявсенче çĕпре ярса çăрнă чустаран хатĕрленĕ. Çавăн пекех хăнана кайнă чухне, çĕнĕ пӳрт ĕçкинче тунă.
Хуплăва тĕрлĕ тăрăхра тĕрлĕрен пĕçереççĕ. Авал ăна сурăх какайĕпе, суханпа тата вир кĕрпипе янтăланă. Каярах тулă кĕрпипе, çĕр улмипе тума пуçланă. Хуплăва сысна, хур-кăвакал, чăх какайĕ те лекнĕ. «Манăн анне Полина Медякова хуплу пĕçерме питĕ юрататчĕ. Вăл Канаш тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ. Çывăх çыннăм интернатра поварта ĕçленĕ. Вăл какай кукăльне пĕçернине пăхма юрататтăм. Качча килсен ăна хам тĕллĕн янтăлама пуçларăм. Чăн хуплăва пĕçерме упăшкан кукамăшĕ Александра Кузьминична, 1902 çулта çут тĕнчене килнĕскер, вĕрентнĕччĕ. Малтан çăнăх алласа кĕретчĕ. Çăнăха уйăрса путăк тăватчĕ. Унта шыв, сĕт, тăвар, çăмарта, тип çу ярса çăратчĕ. Типĕтнĕ çĕпрене ирĕлтерсе хушатчĕ. Таса ал шăллипе витсе хуратчĕ. Чуста хăпарсан вутă хутса янă. Хуплăва сысна тата сурăх какайĕнчен тунă. Унта салăллине те янă. Какайне тураса хатĕрлесен тăвар саптаратчĕ. Унтан тулă кĕрпине çутаратчĕ. Ăна кăштах типме сарса хураттăмăр. Чустине сарсан тулă кĕрпи, пуçлă сухан, какай купаласа хураттăмăр. Хуплу çӳллĕрех пулсан хитререх курăнать. Какайне ытларах ярсан вара — тутлăрах та. Аш çине суханне тата хуртаратчĕ. Хуплăва çиелтен чустапа хуплаттаратчĕ. Какай кукăлĕ кăмакара 45-50 минутра пиçетчĕ. Ватă çын кăмака питлĕхне питех уçтармастчĕ. «Пĕрмай уçсан кукăль пичĕ йĕркеллĕ пулмасть», — тетчĕ. Унсăр пуçне тата: «Кукăль вăтанать», — тетчĕ. Кукăле ун чухне çăмарта саррипе сĕрмен», — каласа пачĕ Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Нарат Чакки ялĕнче пурăнакан культура ĕçченĕ Людмила Данькова. Çак хуплу питĕ тутлă пулать-мĕн. Тĕпĕнче сухан исленсе тăрать. Тулă кĕрпи пулмасан урăххине яман. Хуплăва какайпа суханран кăна пĕçернĕ. «Паян хуплăва чăх ашĕнчен те тăватпăр. Малтан çатма тĕпне тип çу сĕретпĕр, чустине саратпăр, ун çине услам çу сĕретпĕр. Çапла тусан кукăль хитре, тутлă пиçет. Кайран сухан, какай хуратпăр, çиеле татах — сухан, услам çу. Унтан чустапа хуплатпăр. Духовкăра 50-55 минут лартатпăр. Хуплу «хупласа пĕçернĕ» тенине пĕлтерет. Ăна вĕрилле çиме кăмăллăрах. Хăнана чĕнсен: «Какай кукăлĕ çимесĕр ан кайăр, какай кукли пуçлатпăр», — теççĕ. Çуралнă кун тăк укçа параççĕ. Хĕрес хываççĕ те кукăле кастараççĕ. Эпĕ хуплăва уявсенче, çуралнă кунсенче яланах пĕçеретĕп. Праçниксенче хатĕрлекен кукăль вăл. Хуплу пĕçересси манăçман. Сăмахĕпе те усă кураççĕ. Ялта вăл мĕнне çамрăксем те пĕлеççĕ. Халĕ тата ăна йăлана çĕнĕрен кĕртсе пыраççĕ. «Чĕнсе янă хăнине килес терĕмĕр, сĕтел çинчи хуплăвне çиес терĕмĕр. Эх, мĕншĕн пирĕн тăвансем пит лайăх-ши, килес килет, каяс килмест, мĕн тăвам-ши?» — юрлатпăр эпир», — калаçăва малалла тăсрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Людмила Данькова каланă тăрăх, хуплăва пулăран та, хур-кăвакал ашĕнчен те пĕçереççĕ. Вир кĕрпипе çĕр улми яракан та пур-мĕн. Хăш-пĕр çĕрте хуплăва хĕррипе касса тухаççĕ те уçса хураççĕ. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче уçмаççĕ, касăкăн-касăкăн пайласа параççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем вара хуплăва сыснан çуллă какайне, çĕр улми, сухан яраççĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать