Калăттăм та - калăп çук
Кăçалăн иккĕмĕш çуррийĕ пуриншĕн те пысăк шанчăк кÿмеллеччĕ. Культура хупăрлăхне пĕр чыссăрлăхран тасататпăрах тенĕччĕ: «Искусствăпа МИХсенче виçесĕр лексикăра усă курма чарасси çинчен» Саккун вăя кĕчĕ.
Кĕтни чăнах та кăлăхах пулчĕ пулас. Ытти чылай саккун пекех, «Патшалăх чĕлхи çинчен» Саккун тÿрлетĕвĕ те пурнăçланмасăр юлассине вăл вăя кĕнĕ-кĕмен ĕненме тытăнтăмăр. Тверь облаçĕнче виçĕ куна пынă рок-фестивальте тин кăна вăя кĕнĕ саккуна 50 хут пăснă иккен. «Ленинград» ушкăн ертÿçи Сергей Шнуров юрăç сцена çине тухсан пĕр-икĕ хут лаплаттарса хунипе кăна çырлахман. Намăс сăмах хыççăн намăсраххи кала-кала юрланă. Халăх вара ухмаха тухас патнех çитнĕ. Фанатсем ку концерта тиражлаççех. Раççейпе кăна мар, тĕнчипех те саланĕ.
Никита Михалков тата унпа пĕр шухăшлă кино ăстисем персонажсен кăмăл-туйăмне туллин те ĕненмелле уçса пама кирлĕ пĕр меслете туртса илнĕшĕн пăшăрханма çаплах пăрахаймаççĕ-ха. Халăхшăн саккун пурри-çукки ниме те пĕлтермест. Влаç çыннисен вара пуç ватмалли тупăнчĕ. Шнуров пек «сĕтеклĕ сăмахсем» каласа юрлакан тупăнсан кама штраф памалла? Юрăçа хăйне кăна-и? Концерт йĕркелекенсене те-и? Намăс сăмахлă юрăсене тиражлакансене те-и? Тата экспертсем камсем пулмалла? Мĕнле калăппа виçмелле çав сăмахсене? Калăпне камăн тумалла? Штрафне камăн пуçтармалла?
Саккуна йышăниччен культура çыннисенчен чылайăшĕ ăна хирĕç пулчĕ. Тен, тĕрĕсех те тунă вĕсем. Шучĕшĕн кăна йышăннă саккунсем пирĕн унсăрăнах нумай.
Совет влаçĕ вăхăтĕнче çапла калаттăмăр: «Вăт малтан йăнăшсем туса тултаратпăр та кайран чăн-чăн паттăрлăх кăтартса вĕсене пĕтеретпĕр». Çĕн йĕркелÿ хуçисем сăмах ирĕклĕхĕ тесе «мата» анлă çул уçса пачĕç. Трибуна умĕнче те, экран çинче те, эфирта та вăл чăн-чăн хуçа пулса тăчĕ. Жириновскисемшĕн вăл рейтинг ÿстермелли меслетпе танлашрĕ. Çĕн йĕркелÿ хуçисемех чи малтан «секс» сăмаха хисеплĕрен те хисеплĕ вырăна лартрĕç. Вăл совет тытăмне намăслантаракан пĕрремĕш сăмах пулса тăчĕ. Совет вăхăтĕнче секс пулман тесе кама кăна тата мĕнле вăрçмарĕç пулĕ. Халĕ те чарăнман-ха. «Секс» сăмах чăвашла та, вырăсла та хăйĕн тĕп пĕлтерĕшĕпех куçать. Калам-и çав сăмаха чăвашла е вырăсла? Сивĕ куçпа пăхакансем кăна мар, çăвар урлă çапам-и текенсем те тупăнаççех. Ют чĕлхе сăмахне вара, вăл та калăпа ларман намăс сăмах пулнине пăхмасăрах, телерадиоэфирта кала, хаçат-журналта çыр, сцена çинче кăшкăрах. Чару çук. Унччен çак сăмахах медицина литературинче те ытарлăн кăна çырнă. Патшалăх Думин депутачĕсем халĕ хăйсен хушшинче секс символне палăртаççĕ. Мĕне пăхса хаклаççĕ çав символа? Ăнах калаймастăп. Арçын ачасем хирĕçнĕ чухне унччен пĕр-пĕрне «дурак!» тесе кăшкăрса тăкатчĕç. Халĕ-и? «Сексуальный маньяк!» теççĕ.
Чăваш кут-пуç сăмахĕсене яланах ытарлăн калама пĕлнĕ. Хаçатçăсем кирлĕ-кирлĕ мар çĕртех «мал ĕмĕтлĕ» теме юратаççĕ. Н.Ашмарин словарĕ ку сăмах майлашăвне «беременная» тесе куçарса парать. Кут-пуç сăмахĕ те мар ку, анчах чăваш ăна та пулин ытарланă. Намăс сăмахсем, «мат» йышне кĕмеллисем пирĕн чĕлхене вырăс чĕлхинчен киле-киле кĕреççĕ. Вырăс чĕлхине хăйне çав сăмахсене Чингиз хан кÿрсе панă теççĕ. Чĕлхе чаракĕсĕр çынсем кашни ялтах пулнă. Халĕ те пур. Арçынсемпе хĕрарăмсен хушшинче те. Халăх вĕсене сивлет. Ку таранччен пурăнса та чăваш çемйисенче калăпа ларман сăмахсемпе кăна калаçнине курма тÿр килмерĕ. Мускав çар округĕн штабĕнче генерал хăйне пăхăнакан офицерсене намăс сăмахсемпе ăс панине курнă. Райкомăн пĕрремĕш секретарĕ ирхи планерка вăхăтĕнче пай пуçлăхĕсемпе инструкторсене намăс сăмахсем кала-кала инструкциленине илтнĕ. Анчах аттепе анне пĕр хутчен те намăс сăмахпа вăрçса курман. Саккун йышăнас патнех çитиччен халăх йăлине кăна упрамаллаччĕ. Православи çыннисем те, мăсăльман тĕнĕпе пурăнакансем те чĕлхе тасалăхĕпе тирпейлĕхне упранă. Халĕ те упраççĕ.
Илемлĕ литературăра ман тĕллĕн латсăр сăмахсем пулман та. С.Есенинăн сакăр йĕркеллĕ ятсăр сăввинче «х» сас палли хыççăн виçĕ пăнчă лартса çырнине ас тăватăп.
Только знаешь, иди-ка на х...,
Не умру я, мой друг, никогда.
Тĕнчепе вырăс классикĕсенчен те латсăр сăмахсемпе çыракансене никамах та калаймастăп. Чăваш писателĕсем тесен, вĕсем тĕнче тата вырăс классикĕсенчен тĕслĕх илеççĕ. Чăваш ялĕсенче улах ларнă, вăйă карти пуçтарăннă çулсенче кут-пуç такмакĕсем йышлăччĕ. Вĕсене çамрăксем пĕр-пĕринпе ăмăртса кала-кала юрланă. Халĕ такмак мĕнне те пĕлместпĕр. Илемлĕ литература, халăх пултарулăхĕ нимĕнле саккунсăр-мĕнсĕрех пакăç сăмахсенчен тасалса çитрĕç. Калаçу чĕлхине мĕнле тасатмалла-ши?
Депутатсем, спортсменсем, шоу-бизнес çыннисем хăйсен хушшинче суйлакан секс символĕсене халăхра пĕр сĕтеклĕ сăмахпа калаççĕ. Сăмахĕ пĕр сыпăкран тăрать. Арçынпа арçын калаçăвĕнче вăл кашни сăмах хыççăнах сирпĕне-сирпĕне тухать. Тепĕр чухне калаçакансем хăйсем те аванмарланса каяççĕ. Хăш-пĕри çак сăмаха «блин» теме тытăнчĕ. Халĕ ĕнтĕ ку сăмахшăн никам та аванмарланса тăмасть. Ăна çĕр-шыв ертÿçисенчен кăна илтместпĕр. Депутачĕсем те, партисен ертÿçисем те, кино режиссерĕсем те, йĕркелĕх хуралçисем те, пĕр сăмахпа каласан пурте - уяса тăмаççĕ, «блин» çине «блин» лаплаттара-лаплаттара хураççĕ. Халĕ вăл чăвашсемшĕн те, вырăссемшĕн те калаçура ыттисенчен час-часрах усă куракан сăмах пулса тăнă иккен. Вăл «секс» сăмаха та хыçала тăратса хăварнă.
Çыннăн савăнма та, хурланма та, киленме те, тулашма та, канма та, тăвăнма та тивет. Пур чухне те тĕрлĕ туйăма сăмахпа та çын çине кăларас килет. Тарăхнă, тулашнă, тăвăннă чухне çыннăн харкашу сăмахĕсем кала-кала хумалла. Чылайăшĕшĕн çав харкашу сăмахĕсем шăпах калăпа ларман латсăр сăмахсем пулса тăраççĕ те. Сĕтеклĕ сăмах вырăнне калакан «блин» шăпах çав харкашу сăмахĕ вырăнне йышăннă та. Тулхăрса çитнĕ чăваш шăл çыртать те «кап...» тесе кăшкăрса ярать. Тепĕр сыпăкне каласа хума ăна намăс-симĕсĕ тытса чарать. Вара çын çăварĕнчен кут-пуç сăмахĕ мар, «каптак» тени тухса каять.
Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче «Хурлăхлă хурама сасси» спектакле кăтартаççĕ. Ăна «Анаталла-тăвалла» повеç сюжечĕпе лартнă. Якалса кайнă каска çинче ларакан Шерпустан пĕтĕм чун хавалĕпе: «Эх, матăртвай!» тесе хурать. Повеçре ку сăмах çук. Г.Кириллов инсценировкăна çырса пĕтерсен мана хушса, тÿрлетсе çырма ал çырăвне пачĕ. Ăна вуланă чухне Комсомольскинчи район хаçатĕнче ĕçленĕ чухнехи аса килех кайрĕ. Халь ас тумастăп та ĕнтĕ, тем ĕçпе Виçпÿрт ялне çине-çине каймалла-килмелле пулса тухнăччĕ. Çавăн чухне хапха умĕнчи сак çинче ларакан Шерпустан кинемейпе те калаçса илме тÿр килнĕччĕ. Кириллов панă ал çырăвне вуланă чухне вăл куç умне тухса тăчĕ. Персонаж ятне те унăнне илнĕ-çке-ха. Алă Виçпÿрт Шерпустанĕ персе янă «матăртвай» сăмаха çырайрĕ те хурайрĕ. Вара Ануккана та пайсăр хăварас темерĕм. Вăл та тăвăнса çитнĕ чунне пушатма: «Эх, йиттит кăна воймать», - тесе хурать.
«Матăртвай» сăмаха Н.Ашмарин хăйĕн словарĕнче вырăс чĕлхинчен кĕнĕ харкашу сăмахĕ тесе ăнлантарать. Харкашу сăмахĕ калăпа ларман сăмахах-и? Ăна паян пĕр эксперт та татса калаймасть.
«Каптак», «матăртвай» йышши сăмахсем пирĕн чĕлхере татах та пур. Вĕсене шăпах леш калăпсăррисем виçесĕр ĕрчесе ан кайччăр тесе шухăшла-шухăшла кăларнă та.
Чăваш çынни чĕлхе яваплăхне туйса пурăнать. Пит килĕшÿллех мар сăмах персе ярсан «каламăттăм та ку сăмаха» тесе хума манмасть. Ку ĕнтĕ каçару ыйтниех пулса тухать.
Калăпа ларман, саккун чĕлхипе каласан - виçесĕр лексика текен сăмахсем шухăш такăннăран, чĕлхе тăлланнăран çăвартан туха-туха каяççĕ. Çавăнпа Дума йышăннă саккуна кăна мар, пурнăç саккунне тĕплĕн пурнăçламалла. Тăван чĕлхене ĕмĕрĕпе вĕренмелле, ĕмĕрĕпе вĕрентмелле. Халĕ чăваш чĕлхине ют чĕлхесемпе пĕр шайра кăна вĕрентетпĕр. Çитес вăхăтрах чăваш чĕлхи урокĕсене факультатив шайнех антарса лартас текенсем те пур.
Денис ГОРДЕЕВ,
Чăваш халăх писателĕ
Комментировать