Елена НИКОЛАЕВА: Спортăн çăмăл мар çулĕпе утнăшăн ÿкĕнместĕп
Елена Николаевна Николаева 1966 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Акшик ялĕнче çуралнă. Çăмăл атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕ /1983/, спортăн тĕнче класлă мастерĕ /1986/, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ /1992/. Хăвăрт утассипе Чăваш Ен чемпионки тата рекордсменки, СССР халăхĕсен çуллахи IX спартакиадин çĕнтерÿçи /1987/, Раççей чемпионки /1995, 1996, 2001, 2002/, СССР чемпионки тата призерĕ /1983, 1986, 1988, 1992/, Европа чемпионачĕн бронза тата кĕмĕл призерĕ /1994, 1996/, Европа тата тĕнче кубокĕсен çĕнтерÿçи /2003, 2002/, XXV Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ /1992/ тата Олимп чемпионки /1996/. СССР, Европа тата тĕнче рекордсменки /1986, 1988/. Шупашкарти А.Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулĕнче ăсталăха туптанă, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти Олимп резервĕсен училищин тренер-преподавателĕ. ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ /1992/. Хисеп, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденсемпе /1997, 2007/, «Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» II степень орденăн медалĕпе /1997/ чысланă. Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ /1997/.
- Çуралнă кĕтес çывăх та юратнă вырăн. Тăван тăрăхра хĕвелĕ те ăшăрах теççĕ. Унта - тăвансемпе çывăх çынсем, ачалăхри юлташсемпе тантăшсем. Манăн та калаçăва тăван ялăртан пуçлас килет.
- Акшик – пĕчĕк ял, унта 100 ытла çын кăна пурăнать. Ун тавра пысăках мар вăрман-ката. Икĕ урам пулнăран ĕлĕк пĕрне Акшик, тепĕрне Пысăк Тимĕрç тенĕ. Яла тимĕрçсен йăхĕ - Кузнецовсем - пуçарса янă теççĕ. Каярах пĕр ячĕ кăна тăрса юлнă. Пирĕн ялта Чăваш Енри паллă композитор Иван Аршиновпа Станислав Воронов художник çуралса ÿснĕ. Ытти ялти пекех ытларах ватăсем пурăнаççĕ. Çамрăксем те пур, юлашки вăхăтра кивĕ пÿртсем вырăнне илемлĕ те пысăк çуртсем çĕклеме тытăнчĕç. Ялта пурăнма аван, газ, асфальт çул пур.
- Аçăр-аннĕр çинчен те пĕлес килет. Çемьере миçен çитĕннĕ эсир?
- Вĕсем колхозниксем пулнă, ĕмĕрĕпех çĕр ĕçĕпе пурăннă. Анне, Капитолина Константиновна, хăр тăлăх çитĕннĕ, çавăнпа вĕренме май килмен унăн. Вăл сĕт-çу заводĕнче чылай çул вăй хунă, юлашки çулсенче почтальонкăра тăрăшнă. Çав вăхăтрах çуллахи вăхăтра хăмла ĕçне тунă, эпир те хăмла ани çинчен тухма пĕлмеy. Кукаçи, Константин Федотович Вишневский, хăй вăхăтĕнче Октябрьски шкулĕн директорĕ /1942-1952/ пулнă. Атте, Николай Ильич, колхоз бригадирĕнче, шкул завхозĕнче ĕçленĕ. Шел те, вĕсем çамрăклах çĕре кĕчĕç, манăн савăнăçăма пĕрле пайлаймарĕç. Эпир çемьере виççĕн, эпĕ - чи асли, шăллăм тăван килте пурăнать, йăмăкăм - Çĕнĕ Шупашкарта, унăн тăватă ача.
- Спортри пĕрремĕш утăмсене хăçан турăр?
- Ача чухне спорт мĕнне те пĕлмен, 7-8-мĕш классенче кăна унăн пĕлтерĕшне ăнланма пуçланă. Ялти пуçламăш шкул хыççăн Октябрьскине вĕренме çÿренĕ. Ун чухне пирĕн шкула çамрăк специалист Николай Васильев физкультура учителĕ /халĕ Шĕнерпуç шкулĕнче ĕçлет, «Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ» ята тивĕçнĕ. - Авт./ килчĕ. Спортпа туслăскер аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра хăвăрт утассипе кăсăкланнă. Вăл пире йĕлтĕрпе тата çуран чуптаратчĕ, хăвăрт утма та вĕрентетчĕ. Эпĕ, шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕскер, пур çĕрте те малта пулма тăрăшнă. Çавăнпах утса пăхма хăтланнă пулĕ. Анчах спортăн çак енĕ малтан пачах та килĕшменччĕ. Учитель мана Шупашкара пĕрремĕш ăмăртăва хистесех илсе килнĕччĕ. 3 çухрăмлă дистанцире хамăн ÿсĕмри 19 спортсмен йышĕнче пĕрремĕш пулнинчен хам та тĕлĕннĕччĕ. Унта мала тухнисене хĕрарăмсен хушшинче Киевра иртнĕ пĕрремĕш турнира илсе кайрĕç, анчах унта эпĕ лайăх кăтартупа палăраймарăм. Çак тапхăртан пуçланчĕ те спортсменăн çăмăл мар кун-çулĕ. Спорт мастерĕн нормативне те шкултан вĕренсе тухас умĕн Сочире иртнĕ çĕр-шыври шкул ачисен спартакиадинче пурнăçларăм. Ку та маншăн чи пысăк çĕнтерÿсенчен пĕри. Ун чухне экзаменсене маларах тытса юлашки шăнкăрав уявĕнче савăнаймасăрах ăмăртăва кайма тивнĕччĕ.
- Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕ спортсменсемпе пуянах мар...
- Сирĕнпе килĕшетĕп. Хăвăрт утакансен йышĕнче СССР чемпионкин ятне пĕрремĕш тивĕçнĕ Ольга Чугунова Шуршăлта çуралса ÿснĕ, спортăн тĕнче класлă мастерĕ Александра Кудряшова - Шĕнерпуç хĕрĕ, Универсиада çĕнтерÿçи Ольга Михайлова - Малти Пукашран... Пултаруллă вĕрентекен нумай, вĕсемех пулас спортсменсен çитĕнĕвĕсене кураççĕ. Тен, çамрăксен ман пек малалла талпăнма хăюлăх çитеймест.
- Эсир тĕнчери чи пысăк ăмăртăва - Олимпиадăна - виçĕ хут хутшăннă. Мĕнпе асра юлчĕç вĕсем?
- Олимп вăййисене пĕрремĕш хут 1988 çултах хутшăнма пултарнă, анчах программăра хăвăрт утасси пулман. Ăна 1992 çулта кăна кĕртнĕ. Ун чухне СССР чемпионкин ятне тивĕçнĕскер Олимпиадăна кайма тÿр килчĕ. Финиша çитес умĕн тăваттăмĕш пыраттăм, стадиона виççĕмĕш кĕтĕм. Ман умра Китай спортсменкипе чăваш пикиччĕ. Анчах финиша пĕрремĕш тухнă Алина Ивановăн кăтартăвĕсене пăрахăçларĕç. Ку пирĕншĕн питĕ пысăк кĕтменлĕх пулчĕ. Эпĕ бронза медаль çĕнсе илме пултарнишĕн питĕ савăннăччĕ. Каярах мана эсĕ иккĕмĕш тесе пĕлтерни вара кăмăла хуçрĕ, халĕ те çав туйăм ман чуна «чĕпĕтет». Çавăнпа тепĕр Олимпиадăра пĕрремĕш пулма тĕллев лартрăм. Телее, шухăшлани пурнăçланчĕ. Ку маншăн кăна мар, пĕтĕм республикăшăн чăн-чăн уяв пулчĕ. Атлантăран таврăннă чухне вокзалта пире юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç, пурин те çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм. Олимп медалĕ - кашни спортсменăн ĕмĕчĕ. Ăна алла тытсан хама мĕнле туйни çинчен сăмахпа калама та йывăр. Çитĕнÿшĕн хамран та ытларах ентешсем савăнчĕç. Çĕнтересси - спортсменăн тивĕçĕ. Çавăн пек пулмалла та, старта çĕнтерме тухатпăр вĕт. Унтан тепĕр ăмăрту валли хатĕрленме тытăнатпăр. Эпир хамăра паттăр вырăнне хумастпăр. Çынсене вара спортсменăн çитĕнĕвĕ хавхалантарать, çĕнĕ вăй-хăват парать. Атланта хыççăн урамра лăпкăн çÿреме те çукчĕ, пурте паллатчĕç, саламлатчĕç, ыталаса илекен те пурччĕ, чуп тăватчĕç. Пĕр кинемей мăнукĕ валли туяннă шăкăлата мана парнелени халĕ те куç умĕнчех.
- Сире, Олимп чемпионкине, 2000 çулта Пĕтĕм тĕнче ăмăртăвне кайма пÿрмен...
- Паллах, унта хутшăнма ĕмĕтленнĕ. Икĕ медаль пур, виççĕмĕш кирлĕ пек туйăнатчĕ. Анчах спортра ялан çÿлте пулма çук. Калăпăр, тĕнче чемпионатне 7 хут хутшăннă, çапах кашнинчех медальлĕ пулайман вĕт. 2000 çулхи ăмăртăва хатĕрленнĕ чухне эпĕ урана амантрăм, çулталăка яхăн тренировкăна тухаймасăр ларма тиврĕ ун чухне. Спорта таврăнма йывăртарах пулчĕ. Çапах та тĕнче чемпионатне лекрĕм, анчах мана /техника енĕпе тĕнчери чи ăста спортсменка тетчĕç ун чухне/ кĕтмен çĕртен дистанцирен кăларчĕç. Мĕншĕн. Сăлтавне каярах пĕлтĕм, Раççей спортсменĕсене, маларах арçынсен тупăшăвĕнче те пьедестал çине пирĕн каччăсем хăпарнă, мала тухма памалла мар. Хĕрсен ушкăнĕнче те каллех вырăс пикисем финиша çитме васкаççĕ, çапла вара шăпа мана суйларĕ пулас. Çав çул эпĕ медальсĕр юлтăм. 2003 çулта Шупашкарта Европа кубокĕ иртрĕ. «Тăван тăрăхра пĕрремĕш пулмаллах!» - хушрăм хама. Ентешсем те шанаççĕ мана. Килти трасса çинче тренировкăсем ирттерме май пур çĕртех ăмăртăва Кисловодскра хатĕрлентĕм. Старта тухмалли кун кÿлмек хĕрринче туп-тулли çынччĕ. Чăваш Енре пурăнакансем спортсменсемшĕн «чирленĕ» пек урăх ниçта та курман. Финляндире пĕрре пулнăччĕ, ун чухне турнирта вĕсен ентешĕ çĕнтернĕччĕ. Халăх йышлă пулни пĕрре хавхалантарать, тепре вĕсем умĕнче, уйрăмах тăван енре, яваплăх пысăк.
- Килте стенасем те пулăшаççĕ теççĕ.
- Чи пĕлтерĕшли вăл хăвăн вăйна ĕненни, ăмăртăва хатĕр пулни. Çав туйăм çук пулсан нимĕн те тăваймăн. Çакă пулăшрĕ пулĕ Европа кубокĕнче çĕнтерме.
- Сире спорт çулĕ çине тăма пулăшнă пĕрремĕш тренерпа паллашрăмăр-ха. Шупашкара килсен сире кам хăйĕн хÿттине илчĕ?
- Республикăри паллă мăшăр, сумлă тренерсем Геннадийпе Альбина Семеновсем. Ушкăнра спортсмен нумайччĕ. Аслăраххисем кĕçĕннисене пулăшса пыратчĕç, çамрăксем вĕсенчен тĕслĕх илетчĕç. 1988 çулта тĕнче рекордне икĕ хут çĕнетнĕ хыççăн маларах çемье çавăрнăскер ача çуратма шухăшлани вĕрентекенсене килĕшмерĕ пулас. Каярах ачапа ларнă вăхăтрах эпĕ мăшăрăм пулăшнипе тепĕр хут хатĕрленме пуçларăм. Хĕрĕме пĕрле илсе çÿреттĕмĕр, инçетри хуласене кайнă чухне те хăвармастăмăр. «Динамо» спорт обществине кĕрсен Виктор Семенов патĕнче ăсталăха туптама тытăнтăм. Пĕрремĕш Олимпиадăна хутшăнмашкăн ун патĕнче хатĕрлентĕм. Анчах ăна, çар çынни пулнă май, урăх çĕре куçарчĕç те эпĕ çумри чи çывăх çыннăмпа юлтăм. Çавăнтан пуçласа эпир манăн спорт карьери вĕçленичченех пĕрле килĕштерсе ĕçлерĕмĕр.
- Пулас мăшăрăрпа Анатолий Николаевпа ăçта паллашрăр?
- Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ чухне. Вăл та спортсменччĕ, пиччĕшĕпе йĕлтĕрçĕсен секцине çÿретчĕç. Каярах вăл çăмăл атлетикăна куçрĕ, пĕрле хатĕрленме пуçларăмăр.
- Спортсменпа тренера пĕрле пурăнма йывăр мар-и?
- Пĕр-пĕрне пулăшса пыратпăр. Хушăран тавлашмалли те пулкалать паллах. Çемьере икĕ спортсмен теме кăна çăмăл. Пĕри тренировкăра тăк теприн килти хуçалăха тытса пымалла, ача ÿстермелле. Çавăнпа спорт çулĕпе пĕри кăна пытăр тесе йышăнтăмăр. Çитĕнÿсем манăн пысăкраххине кура мăшăрăм çемье лавне хăй туртса пычĕ.
- Хĕрĕр ашшĕ-амăшĕн çулне суйласа илес темен пулас...
- Аньăна мĕн шкула кайичченех хамăрпа пĕрле илсе çÿреттĕмĕр пулин те спортсмен пулас темерĕ. Пире çăмăл пулманнине курчĕ пулĕ. Çав вăхăтрах спортсмен пурнăçĕ хĕрача валли мар. Тен, хăйĕн ĕмĕчĕ-шухăшĕ пулнă тăк хирĕçлемĕттĕмĕр. Вăл туризм енĕпе кайрĕ.
- Эсир пĕр вăхăт АПШра пурăннă теççĕ. Унтах юлас шухăш пулмарĕ-и?
- 1996 çулхи Олимпиада Атлантăра иртнĕ май унта тренировкăсем ирттернĕ, çавăнпа пĕр тапхăр Америкăра пурăнтăмăр. Валентина Егоровăпа пĕрле хатĕрленеттĕмĕр. АПШра марафон спортăн чи вăйлă аталаннă тĕсĕсенчен пĕри пулнă, çавăнпа Валя унтах юлчĕ. Хăвăрт утакансем çукпа пĕрехчĕ. Норвегие, Германие чĕнетчĕç. Мускавра та маншăн алăк уçăччĕ. Тăван çĕр-шывран тухса каяс, Чăваш Енрен уйрăлас килмерĕ. Кунтах юлас терĕмĕр.
- Эсир марафон чупса курнă иккен...
- Тренировка вăхăтĕнчех нумай чупаттăмăр, 20 км, 10... Америкăна Валя Егорова патне хăнана кайсан пулчĕ ку. «Эсĕ унчченех марафон чупма ĕмĕтленеттĕн», - теççĕ юлташсем. Эпĕ ун чухне спорт карьерине вĕçленĕччĕ ĕнтĕ, кунне 3-4 çухрăм чупнă пулин те вĕсен сĕнĕвĕ шиклентерчĕ малтанлăха. 42 çухрăм чупасси уй урлă каçасси мар. Çапах килĕшрĕм. 35 километр йĕркеллех чупрăм, малалла йывăрланса та йывăрланса пычĕ, финиша мĕнле çитсе ÿкнине халĕ те ăнкараймастăп. Анчах та каярах хама мĕнле туйнине сăмахпа каласа пама çук - адреналин сирпĕнсе тухнă пек. Олимпиада хыççăн та çакнашкал çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм пулман. Кăтарту - 3 сехет 15 минут. Манăн ÿсĕмрисен хушшинче - пĕрремĕш. Хамшăн та кĕтменлĕх пулчĕ ку. Халĕ те хăнасене наградăна кăтартнă чухне, «Ку манăн чи асаплă медаль», - тетĕп. Марафон чупни мана улăштарчĕ тейĕн, халĕччен эпĕ ăмăртусене, спортсменсен тупăшăвне пăлханмасăр пăхаймастăм, çавăн хыççăн хама лăпкă тытма пуçларăм. Пурнăç çине те урăхларах пăхма тытăнтăм. Мĕншĕн тесен спортсмена кулленхи пурнăçра çăмăлах мар.
- Юлашки çулсенче Чăваш Енре хăвăрт утакансен шкулĕн сумĕ чакнине палăртаççĕ. Эсир çак шухăшпа килĕшетĕр-и?
- Пирĕн вăхăтра, чăн та, хăвăрт утасси вăйлă аталанатчĕ. Пире ку енĕпе Мордва Республики хăваласа иртсе кайрĕ. Унта хальхи вăхăтра спорта парăннă çын, пултаруллă тренер Виктор Чегин ĕçлет. Вăл спорта çÿле çĕклес тесе пур вăйне те парать. Саранскрах хăвăрт утакансен центрĕ тума пултарчĕç. Паллах, Чăваш Енре начар тесе калама çук. Пирĕн спортсменсем те çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ. Çамрăк тренерсем килеççĕ. Акă, Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ Олимпиада Иванова çак çăмăл мар ĕçе хăй çине илчĕ. Виктор Семенов та каялла таврăнчĕ, Элĕк ачисене вĕрентет. Тепĕр тапхăртан чăваш ывăлĕ-хĕрĕ те Олимп пьедесталĕ çине хăпарасса шанатпăр. Эпĕ те çамрăксене пулăшатăп, хÿтте илетĕп. Манăн шухăшăмпа, учительсен, районти спорт шкулĕсен преподавателĕсен, республикăри паллă тренерсен пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлемелле - çитĕнÿ пулатех.
- Эсир çамрăксемпе, шкул ачисемпе, садике çÿрекен шăпăрлансемпе чылай тĕл пулатăр. Паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç çинчен мĕн каланă пулăттăр?
- Вĕсен ĕмĕт-шухăшĕ те, тĕллевĕсем те урăхларах. Тулăх пурнăç пăсать çамрăксене. Вĕсем пур çĕрте те ямăтти шыраççĕ, йывăр ĕçрен пăрăнаççĕ. Эпир ача чухне кашни кун çăл патне шыв ăсма çÿреттĕмĕр, аннене ĕçлеме пулăшаттăмăр, хаçат-журнал валеçеттĕмĕр - нихăçан та ĕçрен хăраман. Ялта çити-çитми пурнăçпа ÿснĕскерсем лайăх еннелле туртăнаттăмăр. Атте-анне пире алăран çавăтса çÿремен, пĕтĕмпех хамăрăн тумалла пулнă. Халĕ акă шкула та автобуспа çÿреççĕ, çавăнпа çуран утма та ÿркенеççĕ. Виçĕ çухрăм - нимĕн те мар пек. Эпир юрлă-и, çумăрлă-и - ялан шкула васканă. Халĕ автобус пулмасан каймаççĕ те. Компьютер умĕнче вăхăт ирттереççĕ, интернет уçлăхĕ илĕртет вĕсене. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни тата спортпа туслă пулни сывлăхшăн пĕлтерĕшлĕреххине ăнланмаççĕ паянхи çамрăксем. Халĕ лавккара пĕтĕмпех пур, пирĕн вăхăтра крассовки те пурин те çукчĕ. Ăна илес тесен нумай тар тăкмаллаччĕ. СССР тесе çырнă тум та пурне те тивĕçместчĕ, пирĕн вара ăна тăхăнса курас килетчĕ. Паллах, çамрăксен йышĕнче те спортсмен пулас ĕмĕтлисем пур. Вĕсене хавхалантармалла, пулăшмалла, кăсăклантарма пĕлмелле. Олимп вăййисенче пысăк çитĕнÿпе палăрнисене хваттерпе тивĕçтернине, машина парнеленине те кураççĕ вĕсем. Çакă та хăшĕ-пĕрне спорт çулĕ çине тăма хистет.
- Паян мĕнле ĕмĕт-шухăшпа пурăнатăр. Пурнăçланман тĕллевсем те пур пулĕ?
- Хальхи вăхăтра эпир Акшикре пурăнатпăр. Унта çурт хăпартрăмăр, 35 сотăй çĕр çинче тĕрлĕ çимĕç лартса ÿстеретпĕр. Чечек, хĕвел çаврăнăш, хăмла... Кушак пур, чăх-чĕп усратпăр /сарай-вите çуккине пула хальлĕхе шăллăм патĕнче кун кунлаççĕ-ха/. Малашне качака илес шухăш пур. Пахча хыçĕнчи çырмара тулли çÿп-çапĕ, ăна тасатса пĕвелеттертĕмĕр. Урама хăтлăлатас килет, пирĕн тавра илемлĕ те таса пултăр тесе тăрăшатпăр. Ял çыннисем тавралăха варалани чуна ыраттарать. Юхăнса кайнă çуртсем умĕнчен пăлханмасăр иртсе каяймастăп. Çавăнпа тăвансемпе пухăнса вĕсене çÿп-çапран, хыт-хураран тасататпăр.
- Апла пушă вăхăт та çук пулĕ сирĕн?
- Çапла. Çулла пахчара ĕçлесех кун иртет, унта тем те тумалла. Строительство та малалла пырать. Темиçе çул каялла тĕрлеме пуçларăм, юлашки вăхăтра питех тытман - куçа пăсать.
- Ял çыннисем сирĕнтен тĕслĕх илеççех пулĕ?
- Эп калани хăшĕ-пĕрин хăлхине кĕрет. Калăпăр, пирĕн урамра пирус мăкăрлантаракан нумайччĕ. Халĕ пĕри туртмасть, тепри пăрахрĕ, виççĕмĕшĕ те... Мăшăрăм кашни кун велосипедпа çÿренине кура ыттисем те икĕ кустăрмаллипе туслашма пуçларĕç. Çуран çÿренин уссине ăнлантарма та кирлех пулмарĕ, чылайăшĕ утма тăрăшнине куратăп. Çакă, паллах, хавхалантарать.
- Тăван тăрăхра тата мĕнле çĕнĕлĕхсем пуçартăр?
- Ял уявне ирттересси йăлана кĕчĕ. Пĕрремĕш хут ăна 1992 çултах йĕркеленĕччĕ. Эстрада çăлтăрĕсем ял халăхне концертпа савăнтараççĕ, шÿрпе пĕçеретпĕр. Кăçал калăпăр йăмăкăн хĕрĕн картинисен, хамăр ăсталанă тĕрĕ-эреш куравне йĕркелерĕмĕр. Утакансен хушшинче манăн парнесене çĕнсе илессишĕн Октябрьскинче ирттерекен турнира та 20 çул ытла. Унта пирĕн республикăри çамрăк спортсменсем ытларах хутшăнаççĕ.
- Эсир - Кузнецовсен йăхĕнчен. Сирĕн мăн аслаçăрсем тимĕрçĕ пулнă апла?
- Пирĕн йăхра тимĕр ăстисем пулнă. Çав вăхăтрах тăвансен йышĕнче юрра-кĕвве ăста çынсем те пур. Эпĕ хам та юрлама юрататăп. Шкулта пĕлÿ илнĕ чухне музыка урокĕсене республикăри чи паллă купăсçă Петр Шоркин ирттеретчĕ. Шел, ир вилчĕ вăл. Музыка шкулне те çÿреттĕм. Атте те купăспа калама ăста пулнă. Пĕррехинче вăл хĕллехи вăхăтра купăс каласа тарланине пула ÿпке чирĕпе аптрарĕ те пире купăс калама чарчĕ. Манăн питĕ вĕренес килетчĕ, музыка шкулне унран вăрттăн çÿрерĕм. Анчах атте пĕлчĕ те купăса çапса ватрĕ. Çавăнтанпа эпĕ ăна алла тытман.
- Хальхи вăхăтра сирĕн пурнăçăрта общество ĕçĕ пысăк вырăн йышăнать. Депутат ĕçĕ çăмăл-и?
- Депутат ялан халăх хушшинче. Унăн çынпа калаçма, ыйтăва хуравлама пĕлмелле. Пулăшу ыйтакан та чылай. Уйрăмах ватă çынсемпе ветерансене тимлĕх кирлĕ. Хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе те пирĕн пата килеççĕ. Çулталăкне кампа кăна тĕл пулмастпăр пулĕ. Пĕр-пĕр ыйтăва татса памашкăн тĕрлĕ çĕре çитме тивет. Депутат халăх тарçи тесе ахальтен каламаççĕ.
- Çак кунсенче пирĕн республикăра Пĕтĕм тĕнчери форум иртрĕ. Пĕлтерĕшлĕ пулăма епле хаклатăр?
- Кашни çыншăн пысăк уяв пулчĕ ахăртнех. Форумчченех çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа пурăнни те тĕлĕнтерет, малашне те хавхалантарса пырĕ. Пысăк пулăмсем, спортсменсен çитĕнĕвĕсем халăха вăй-хăват пани савăнтарать. Спортсменсен парачĕ уйрăмах килĕшрĕ, паллă спортсменсемпе юнашар çамрăккисем утаççĕ, кашни илемлĕ тумпа... Пĕтĕм тĕнчери утмалли куна пин-пин çын хутшăнни те мăнаçлантарчĕ. Форум пирĕн республикăна спортпа физкультурăна вăйлăрах аталантарма çул уçса парĕ. Малашне ку енĕпе тата та пысăкрах çитĕнÿсем пуласса шанатăп.
Андрей МИХАЙЛОВ калаçнă
БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ
Комментировать