Хыпар 20 (28337) № 18.03.2025
Хăмлапа кашни муниципалитет ĕçлетĕр
Промышленноç производствишĕн, строительство ĕçĕсемшĕн, ĕç укçин вăтам виçишĕн 2025 çулта та ӳсĕм кăтартуллă. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтерчĕ.
Канашлу йăлана кĕнĕ йĕркепе çак эрнери мероприятисен планĕпе паллаштарнинчен пуçланчĕ. Кашни хула-округа пырса тивекенни — юнкуна палăртнă Пĕрлехи информаци кунĕ. Ку хутĕнче халăхпа çулсене юсаса тирпейлессипе, çĕрпе çыхăннă саккун улшăнăвĕсемпе, шыв çинчи хăрушсăрлăхпа çыхăннă ыйтусене сӳтсе явма палăртнă. Ытларикун Çĕрпӳ округĕнче Правительство кунĕ иртмелле. Çапла вара, Олег Николаев каланă тăрăх, Правительствăн муниципалитетсенчи кунĕсен ярăмĕ çак эрнере вĕçленĕ. Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăрлач-нарăс уйăхĕсенчи кăтартăвĕсене Дмитрий Краснов вицепремьер пĕтĕмлетрĕ. Промышленноç производствин индексĕ 2% танлашнă. Тирпейлекен производствăсен ӳсĕмĕ чылай пысăкрах — 5%. Компьютерсен, электрон тата оптика хатĕрĕсен производстви хăйĕн лидер позицийĕсене çухатмасть. Иртнĕ çулăн малтанхи икĕ уйăхĕнчи кăтартусенчен чылай маларах кайнисен шутĕнче — система йĕркелекен виçĕ теçеткене яхăн предприяти. Тиесе ăсатнă промышленноç продукцийĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 85 миллиард тенкĕпе танлашнă. Дмитрий Иванович пилĕк çул каялла ку кăтарту çулталăкра 260 миллиард тенкĕ пулнине аса илтерчĕ те — аталану пурри куçкĕрет. Асăннă кăтартăва Шупашкар хули, Йĕпреç, Куславкка, Шупашкар, Муркаш, Етĕрне округĕсем самай пысăклатнă. Юлса пыраканнисен шутĕнче министр Пăрачкав, Çĕмĕрле, Елчĕк, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай округĕсене асăнчĕ. Чăн та, Çĕмĕрлесен кăтартăвĕ пĕлтĕрхи шайăн 22% чухлĕ кăна пулни пирки Олег Николаев иккĕленчĕ — унта пысăк предприятисем пуррине аса илтернĕ май цифрăсене тепĕр хут тĕрĕслеме сĕнчĕ: 80% патнеллех чакма пултарайман... Ял хуçалăхĕ те ӳсĕмлĕ ĕçлет. Аш-какай туса илесси 111,5% танлашнă, сĕт — 104,7, çăмарта — 153,8%. Пурнăçланă строительство ĕçĕсем 40% хушăннă — 9,1 миллиард тенкĕлĕх. Ку кăтартупа республика Раççей шайĕнче ТОП-5 йышĕнче. Пурăнмалли 150 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Инфляци, шел те, парăнасшăн мар — 2,5% танлашнă. Апат- çимĕç мар таварсем 1% кăна хакланнă, ĕçме-çиме хакĕсем вара палăрмаллах ӳт хушнă. Ĕç укçи те хушăннă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, унăн уйăхри вăтам виçи 61,1 пин тенке çитнĕ — çулталăк каяллахинчен 17% пысăкрах. Шалу виçи республикăри тăватă хулара тата 15 округра 20% ытла хăпарнă. Йĕпреç округĕнче кăна — чакнă. Ĕç укçин ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕпе республика Атăлçи округĕнче 8-мĕш вырăнта. Предпринимательлĕх вăй илсех пынине палăртма кăмăллă. МСП субъекчĕсен шучĕ 127,5 пинпе танлашнă. 2020 çулхипе танлаштарсан — 2,4 хут нумайрах. Асăннă шутра — хăйсем тĕллĕн ĕçлекен 80 пин çын. Предпринимательлĕх сферинче вăй хуракансен пĕтĕмĕшле йышĕ 240 пин çынпа танлашать. Ĕçсĕрлĕх чакни палăрать — унăн кăтартăвĕ паян 0,4% шайĕнче кăна. Предприятисемпе организацисене ĕçлекен ытларах кирли сисĕнет. Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков çулталăк пуçламăшне республика бюджетне мĕнле пурнăçланине тишкерсе хакларĕ. Бюджета тупăш тĕлĕшпе пурнăçласси çулталăклăха палăртнин 13,9% танлашнă, хыснана налук ытларах кĕнипе çыхăннă туртăм упранса юлать. Çакă, паллах, тĕрлĕ тĕллеве укçапа тивĕçтерессине çирĕплетет. Çав шутра — республикăн адреслă инвестици программинчи обектсене хута ярассине. Михаил Геннадьевич çак кунсенче тĕп хулари Университет микрорайонĕнчи çĕнĕ шкул строительствишĕн туллин тӳлесе татнине çирĕплетрĕ — 320 миллион тенкĕ куçарса панă. Олег Николаев вара çывăх кунсенчех бюджета тӳрлетӳсем кĕртмелли саккуна ырлассине аса илтерчĕ, хушăнакан укçапа усă курассине тивĕçтерес енĕпе халех ĕçлеме пуçламалла. Ачасен канăвне йĕркелес ыйтупа вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Антонина Буданцова сăмах илчĕ. Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче хула тулашĕнчи 3 лагерь ĕçлĕ, вĕсем 390 ачана йышăнĕç. Каникул вăхăтĕнче шкулсем те, паллах, хупă пулмĕç — ачасем валли тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме палăртнă. Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçланакан çуллахи кану сменисене вара 15 лагерьте йĕркелĕç. Пĕтĕмпе 73 пин ытла ача канăвне йĕркелеме палăртнă. Çав шутра — шкулсен çумĕнчи лагерьсенче. Хула тулашĕнчи лагерьте пĕр смена — 21 кун — канмалли путевка хакĕ 22282 тенкĕпе танлашĕ. Тĕрлĕ категори валли çăмăллăхсем палăртнă — вĕсемпе туллин тивĕçтерĕç. Путевка илме ыйтса çыракан заявкăсене Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕ урлă памалла. Камăн портала кĕмелли майсем çук — заявка çырма вĕрентӳ организацийĕсенче, нумай функциллĕ центрсенче пулăшĕç. «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестивале йĕркелесе ирттерес ыйтупа ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова сăмах илчĕ. Шучĕпе тăваттăмĕш фестиваль утă уйăхĕн 12-19-мĕшĕсенче Шупашкарти Юхан шыв портĕнче иртĕ. Пĕлтĕр унта çĕршыври сăра пĕçерекен 30 компани хутшăннăччĕ, кăçал та унтан кая мар пулмалла. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Шывăн турачĕ çук
Хĕлле юр сахал пулчĕ, тăпрари нӳрĕк виçи пысăках мар. Апла пулин те нумайăшне ейӳ тапхăрĕ мĕнле иртсе каясси шухăшлаттарать. Уйрăмах — юхан шыв, пĕве-кӳлĕ çывăхĕнче пурăнакансене. Республикăра ейӳ тапхăрĕ мĕнле иртессине, хăш округсен асăрханмаллине, çурхи пăр çине тухни мĕнле хăрушлăх кăларса тăратнине Чăваш Республикин шыравпа çăлав службин ертӳçипе Николай Глуховпа сӳтсе яврăмăр.
— Николай Иванович, Чăваш Енре кăçал ейӳ тапхăрĕ лăпкă иртмелле пек. Е çав-çавах хăрушлăх пур-и?
— Кăçал кĕркунне вăраха тăсăлчĕ, хĕл час килмерĕ. Юр хулăнăшĕ 6-24 сантиметр кăна, тăпра та шăнса çитеймен, нӳрĕкĕн вăтам саппасĕ те ытти çулсемпе танлаштарсан 39% çеç. Палăртмалла: юхан шывсенчи пăр хулăнăшĕ те нормăран пĕчĕкрех — 26-33 сантиметр. Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, республикăра пысăк юхан шывсенче пăр кăçалхи пуш уйăхĕн иккĕмĕш декадинче капланса ирĕлсе пырĕ. Ейӳ тапхăрĕ хăрушлăх кăларса тăратмалла мар, анчах та çутçанталăкран тем те кĕтме пулать. Калăпăр, нумай çумăр çусан юхан шывсем çыранран тухма пултараççĕ. Астăвасса: кун пек юрсăр çанталăк 15 çул каялла пулнăччĕ.
– Ейӳ тапхăрĕ йĕркеллĕ иртмесен шыв-шура пула миçе округпа хула шар курма пултарать? Уйрăмах Улатăр хули пирки ыйтса пĕлес килет.
– Пирĕн республика çырма-çатраллă вырăнта вырнаçнă. Атăл, Сăр, Пăла, Кĕтне, Энĕш юхан шывĕсем юхса выртаççĕ. Вĕсен çывăхĕнче ял-сала вырнаçнă. Шыв-шур вăхăтĕнче 16 муниципалитетри 57 ял-хулари 1590 киле шыв илес хăрушлăх пур. Улатăр хули уйрăмах шухăшлаттарать. Шыв мĕне кура ӳсме пултарать-ха? Пенза шыв управĕнче шыв шайĕ ӳснине кура унтан шывăн пысăк калăпăшне юхтарса антарма пултараççĕ. Çавна май сыхлăха çухатма юрамасть. Унсăр пуçне Пăла тата Кĕтне юхан шывĕсем те çыранран тухнă тĕслĕхсем пулнă. Республикăра 554 гидротехника сооруженийĕ. Ку шутра 18-шĕн хуçисем çук. Шыв тытакан пĕвесене шута илмелле, унти лару-тăрăва хакламалла, вăхăтра юсав ĕçĕсем ирттермелле. Çав хушăрах вĕсемпе тĕллевлĕ усă курмалла. Гидросооруженисене тасатса тирпейлеме республика шайĕнче ятарлă программа ĕçлет. Ку ыйтăва Çутçанталăк министерстви тимлет. Юсав ĕçĕсене Патăрьел, Вăрнар, Муркаш тата Каçал тăрăхĕсенче ирттернĕ. Ейӳ тапхăрĕнче шыв юхса каймалли пăрăхсене çӳп-çапран тата юрпа пăртан тасатма манмалла мар.
– Шыв çыранран тухса ял хуçалăх çĕрĕсене сиен кӳме пултармасть-и?
— Юхан шыв хĕррипе вырнаçнă çĕрсем çинче ял хуçалăх предприятийĕсем ытларах нумай çул ӳсекен курăксем çитĕнтереççĕ — сиенленмелли лаптăксем çук. Ку ыйтăва ял хуçалăх министерстви те, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем те тимлесе тăраççĕ. Çирĕп йĕркене пăхăнаççĕ, юхан шыв хĕррипе вырнаçнă çĕрсене сухаламаççĕ.
– Николай Иванович, пĕлтĕр, сăмахран, республикăра шыв-шур вăхăчĕ мĕнле иртнĕ?
– Пĕлтĕр юр нумай пулнине кура республикăра вырăн-вырăн ялти урамсене, уйрăм çынсен çурчĕсене шыв илнĕ тĕслĕхсем пулнă. Шăмăршă, Канаш, Комсомольски, Елчĕк, Çĕрпӳ, Пăрачкав, Тăвай округĕсенче. Улатăр хулине те тимлĕхе илнĕ. Патăрьел тăрăхĕнче вырăнти влаçсен пысăк хатĕрлĕх режимне те ĕçе кĕртме тивнĕ. Сăмах май, Калинино-Патăрьел-Елчĕк автоçул урлă та шыв юхма тытăннă, анчах транспорт çӳревне чармалăх мар. Муниципалитетсенчи службăсем тата авари бригадисем ĕçсене оперативлă пурнăçласа пынă май чрезвычайлă лару-тăру режимне ĕçе кĕртмен. Палăртмалла: 2012 çулта Улатăр хулинче чрезвычайлă лару-тăру вăя кĕнĕччĕ. Ун чухне 200 ытла çемье хăрушлăхра пулнă. Сăр шывĕ 734 сантиметр таран хăпарнă. Ытти ведомствăпа пĕрле тачă çыхăнса ĕçлесе çутçанталăк инкекĕсен сиенне сирсе яма май килнĕ. Астăватăп: çăлавçăсем ятарлă кимĕпе кинемее тата унăн кроликĕсене çăлнăччĕ. Паллах, ку ыйтупала кĕркуннех ĕçлеме пуçлатпăр: ял-салара пурăнакансене шыв юхакан вырăнта çӳп-çап тăкмалла маррине, шыв пăрăхĕсене юшкăнран, курăкран, туратсенчен тасатмаллине аса илтерсех тăратпăр. Газ пăрăхĕсем, чукун çул, электролинисем сиенленме пултараççĕ.
– Çулсерен çынсене çӳрхи ейӳрен сыхлас тĕллевпе ятарлă служба ĕçченĕсем сыхă тăраççĕ. Паянхи кун специалистсем тата техника çителĕклĕ-и, çăлав станцийĕсем ĕçлеççĕ-и?
– Çăлавçăсем талăкĕпех сыхă тăраççĕ. Паянхи кун республикăра тăватă çăлав станцийĕ ĕçлет: Куславккара, Сĕнтĕрвăрринче, Çĕнĕ Шупашкарта, Çĕмĕрлере. Тата Шупашкарта ятарлă пост пур. Çуркунне çитнĕ май служба ĕçченĕсем валли вĕренӳсем ирттереççĕ. Шыравпа çăлав службинче 16 водолаз. Техника, ĕç хатĕрĕсем çителĕклĕ.
– Халăх хушшинче ăнлантару ĕçне ирттеретĕр-и?
– Шыв-шур вăхăтĕнче халăх патне информацие вăхăтра çитеретпĕр: тĕлпулусем йĕркелетпĕр. Çынна хăтариччен асăрхаттарни пахарах. Пулăçсемпе калаçатпăр: вĕсен хушшинче памяткăсем валеçетпĕр. Ача сачĕсене, шкулсене, колледжсемпе университетсене тухса çӳретпĕр. Ĕçре волонтерсем пулăшаççĕ. Синкерлĕ лару-тăрăва лекес мар тесен хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Ейӳ тапхăрĕнче пирваях документсене, куллен кун усă куракан эмелсене пĕрле илмелле, кил-çуртра газ тата электричество хатĕрĕсене сӳнтермелле, алăксене, чӳречесене хупмалла, юхса каякан пĕренесене çирĕплетсе кăкарса хумалла, килти япаласене мачча çине хăпартмалла, апат, шыв саппасра пулмалла.
– Çуркуннехи пăр ултавлă. Иртнĕ çулсенче çынсем, пулăçсем пăр айне кайнă тĕслĕхсем пулнă-и? Кăçал тата çулталăк пуçланнăранпа шыравпа çăлав служби миçе çынна çăлса хăварма пултарчĕ?
– Кăçалхи нарăсра Муркаш округĕнче 68 çулти пулăç пăр айне кайнă. Арçынна Ахмане сали çывăхĕнчи пĕвере тупнă. Ун виллине вырăнти çынсем шывран кăларнă. Нумаях пулмасть тата Çĕнĕ Шупашкарти ГЭС çывăхĕнче пăр катăлнăран ултă пулăç шывпа юхса кайнă. Телее, çăлав ĕçĕсем кирлĕ пулман, вĕсем тĕрĕс-тĕкелех çыран çине тухнă. Инкек-синкек ГЭС çывăхĕнче пулса иртет. Акă, сăмахран, виçĕ çул каялла пăр катăлса кайнă хыççăн çăлавçăсем ятарлă кимĕсемпе 33 пулăçа çыран çине илсе çитернĕччĕ – шар курма паман. Ăнсăртран пăр айне кайсан пуçпа шыв айне анмалла мар, пăртан тытăнса тăмалла, йывăр япаласене хывса пăрахмалла, пăр çине ӳпĕнсе тухмалла, ăçтан килнĕ – çав çулпа каймалла, сас памалла. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Вĕсем пурте – пирĕн ачасем»
«Анненни пек тутлă» ушкăна Шупашкарта пурăнакан икĕ Галя — Антоновăпа Якимова — йĕркеленĕ. Унта хутшăнакансем ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли типĕтнĕ апат-çимĕçрен яшка хатĕрлеççĕ. Вĕсен йышĕнчех çар çыннисен амăшĕсем те пур. Сăмахран, Галина Антоновăн — ывăлĕсем Алексейпе Анатолий, Галина Якимовăн ывăлĕ Дмитрий тăшмана хирĕç çапăçаççĕ. Амăшĕсем вара тĕпренчĕкĕсене пулăшса пыраççĕ.
— Çакнашкал яшкана хатĕрлеме мана ывăл Алеша шухăш пачĕ, — терĕ Галина Антонова.
— Малтан вăл Алтай тăрăхĕнчи каччăсемпе хĕсметре тăнă, унта типĕтнĕ апат-çимĕçрен яшка тутанса курнă. Çавна май мана та хатĕрлеме сĕнчĕ. Анчах эпĕ, пĕчченскер, ĕçе пуçăнма вскамарăм. Пĕлмен ĕç шиклентерчĕ. Каярахпа вăл ушкăнри ытти хĕр патне тухнă. Çапла майпа ĕçе тытăнтăмăр. Паллах, малтанхи вăхăтра пахча çимĕçе çунтарса яни те пулнă. Халĕ хăнăхса çитрĕмĕр — ку ĕçпе çулталăк çурă тăрăшатпăр. Ĕçрен таврăнсан пахча çимĕçе çуса тасататпăр, шурататпăр, теркăпа хыратпăр, поддон çине сарса сушилкăна типĕтме лартатпăр. Кашни хăйĕн килĕнче ĕçлет. Пахча çимĕçпе тивĕçтерме ытларах ял çыннисем пулăшаççĕ. Сăмахран, Куславкка округĕнчи «Энĕш» хуçалăх, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем. Ку тĕлĕшпе Елчĕк округĕнчи Кивĕ Эйпеçри ентешсем те алă тăсса параççĕ. Нил Сусметов пахча çимĕçе машинăпа хулана илсе çитерет. Ырă, уçă кăмăллă çынсем хулара та пур. «Сире мĕнпе пулăшмалла?» — тесе çыраççĕ вĕсем социаллă сетьсене. Тĕп хулари 2-мĕш лицей, ача сачĕсем те пулăшма васкаççĕ. Унсăр пуçне çар çыннисем те. Ăна-кăна туянма вĕсем укçа ярса параççĕ. Пире пахча çимĕç кăна мар, какай та кирлĕ. Ăна та типĕтетпĕр. — Хамăр ĕçтешсенчен те пулăшу ыйтатпăр, сăваплă çак ĕçе явăçтарма тăрăшатпăр вĕсене, — калаçăва хутшăнчĕ Галина Якимова. — Маларах эпир кăмпа тата лапша яшки хатĕрлеттĕмĕр. Çерем кăмпине /шампиньон/ суйласа илтĕмĕр. Анчах вăл сутлăхра хаклă пулнăран унпа текех усă кураймастпăр. Тен, пире ку тĕлĕшпе пулăшакан тупăнĕ? Хăть хăш апат-çимĕç, пахча çимĕç типĕтнĕ май калăпăшне çухатать. Сăмахран, 1 килограмм çĕрулминчен 100 грамм е унран та сахалрах юлать. Ку пĕтĕмпех сортран килет. Шываккисем калăпăшне ытларах çухатаççĕ. Çĕрулми — 10-12, сухан — 14, кишĕр — 11-12, аш-какай — 7-10 сехетре типет. Вĕсене каçхине типĕтме лартатпăр та ирхине çеç хатĕр пулаççĕ. Поддонсене улăштарма çĕрле темиçе хутчен тăма тивет. Ачасем, мăшăрсем, атте-аннесем пулăшаççĕ: пĕри çăвать, тепри шуратать, виççĕмĕшĕ теркăпа хырать… Пĕр витре çĕрулми шуратасси халĕ пирĕншĕн нимĕн те мар. Пĕтĕмлетсе каласан, çак ĕçе çемйипех хутшăнатпăр. Кашни кун пахча çимĕç типĕтетпĕр. Пирĕн хваттерсенче столовăйĕнчи пек тутлă шăршă сăмсана кăтăклать. Вĕсене хатĕрлесе çитерсен пĕчĕк хутаçсене тултарма пĕр-пĕр хваттере пуçтарăнатпăр. Пĕр порцилĕх янтăлатпăр. Хутаçсене тӳрех курупкасене вырнаçтарса пыратпăр. Салтаксем пекех ĕçлетпĕр. Эпир — вĕсен шанчăкĕ, тĕрекĕ. Типĕтнĕ апат-çимĕçрен хатĕрленĕ яшка мĕн енĕпе лайăхха? Хутаç çăмăл, часах пиçет /вĕрекен шыва яратăн та 5 минут тытатăн/. Ăна салтаксем çар заданине кайнă чухне те пĕрле илме пултараççĕ. Вăл лавккара сутакан «Роллтон» яшкаран усăллăрах та техĕмлĕрех. Унта хими хутăшĕсем çук, хамăр пахчара çитĕннĕ çимĕçсем çеç. Килте анне пĕçернĕ яшка пекех тутлă. Ахальтен мар эпир апат-çимĕçе типĕтнĕ, хутаçа тултарнă вăхăтра лайăх кăмăл-туйăмпа ĕçлетпĕр. Ывăлсене пăшăрхантарас килмест. Тăварлă куççуль ачасем патне ан çиттĕр тесе тăрăшатпăр. Пирĕн ушкăн питĕ туслă. Эпир вĕсене Гальăпа хамăр çунат айне пуçтартăмăр. Халĕ туслашма, тăванлашма та ĕлкĕртĕмĕр. Пире ватă çынсем те пулăшаççĕ. Акă Улатăрти 91 çулти Зоя Турдакова салтаксене пулăшса мунчала çыхать, пахча çимĕç типĕтет. Нумаях пулмасть вăл çĕрулми, кишĕр тата тăварланă хăяр типĕтнĕ, вĕсене пирĕн пата тĕп хулана парса янă. Çакăншăн эпир питĕ савăнтăмăр. Мĕншĕн тесен пирĕншĕн кашнин пулăшăвĕ — пысăк-и вăл е пĕчĕк — пĕлтерĕшлĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Ветерансене — тимлĕх
Республикăн клиника госпиталĕн специалисчĕсем муниципалитетсене çитсе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен сывлăхне тĕрĕслесе сиплев курсĕ витĕр тухма сĕнеççĕ.
Çак ĕçе 20 çул каяллах йĕркелесе янă, çавăнпа врачсемпе пациентсем пĕр-пĕрне пĕлеççĕ. Ветерансен сывлăхне тĕрĕслессине комплекслă майпа йĕркелеççĕ, чир шала кайса пынине палăртсан сиплев пуçлама госпитале хураççĕ. Асăннă тапхăрта кунта çĕр-çĕр ветерана сыватнă. Кăçал госпиталь республикăн Сывлăх сыхлавĕн министерстви пуçарнă «Пулăшма тăрăш — пăхма вĕрент» проекта пурнăçлама хутшăнать. Ăна Аслă Çĕнтерӳ 80 çул тултарнине халаллаççĕ. Тĕллев — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсене медицина пулăшăвĕ парасси. Медиксен бригади Хĕрлĕ Чутай ялĕнчи тыл ветеранĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн тăлăх арăмĕн Елена Захаровăн килĕнче пулнă. Вăл пĕлтĕрхи чӳк уйăхĕнче 100 çул тултарнă. Пĕр ĕмĕр пурăнасси — уй урлă каçасси мар. Пурнăçĕнче нумай йывăрлăха чăтса ирттернĕ. Ял-йышпа пĕрле Сăр хӳтĕлев тăрăхне тума хутшăннă. Юлашки çулсенче ал-ура шăммисем сурнипе аптăрать. «Куллен 40 градус сивĕре шăн çĕре лумпа каттарчĕç, — аса илет вăл. — Кун каçа алăсем ывăнса çитетчĕç. Çăпата, тăла чăлха витĕр сивĕ çапатчĕ те — ура шăнса хытатчĕ. 1942 çулхи хĕлле арçынсемпе тан Çĕмĕрле тата çав енчи Кăмаша тăрăхĕсенче вăрман кастарчĕç, çулла торф кăларттарчĕç. Йывăр ĕçлени сывлăха хавшатрĕ, вăрçă хыççăн шăм-шак сурма тытăнчĕ». Халĕ Елена Васильевнăна хĕрĕпе мăнукĕсем пăхаççĕ. «2024 çулта анне «Вега» санаторире сипленчĕ. Вăл кашни çулах республикăн клиника госпиталĕнче сиплев курсĕ тухать. Куллен урамра уçăлса çӳрет», — терĕ хĕрĕ. Тыл ветеранне регионăн тĕп специалисчĕсем — гериатр, офтальмолог, невролог — пăхнă, сывлăха лайăхлатма пулăшакан сĕнӳсем панă. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать