Республикăна пысăк пулăшу кÿнĕ

18 Окт, 2014

Чăваш тăрăхĕнче машинăпа трактор станцийĕсене хăçан йĕркеленĕ? Вĕсем ял хуçалăх предприятийĕсене еплерех пулăшнă?

Г.ТРОФИМОВ.

Шупашкар районĕ.

Машинăпа трактор станцийĕсем /МТС/ - патшалăхăн пĕрлехи хуçалăхсене техникăпа тивĕçтерекен предприятийĕсем. Пирĕн тăрăхра пирвайхи МТСсене 1930 çул вĕçĕнче Улатăрта, Вăрнарта, Канашра тума пуçланă, 1931 çулхи çур аки тĕлне йĕркеленĕ. 1931 çулхи авăн уйăхĕнче - Вăрмар районĕнчи, 1932 çулта - Патăрьелти, Йĕпреçри, Çĕрпÿри, 1933 çулта - Элĕкри, 1934 çулта Пăрачкаври машинăпа трактор станцийĕсем ĕçлесе кайнă.

1940 çул вĕçĕ тĕлне станцисен шучĕ Чăваш АССРĕнче 25-е çитнĕ. Вĕсенче 1208 трактор, тырă пухса кĕртмелли 368 комбайн, кăкарса ĕçлемелли хатĕрсем тата ытти те пулнă. Ял хуçалăхне сахал мар техникăпа тивĕçтернĕ пулин те республика Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçиччен уй-хир ĕçĕсене механизацилес тĕлĕшпе юлса пынă. 1940 çулта Чăваш Енре пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртессине 12% таранччен механизациленĕ, çур аки ирттерессине - 17%, çĕртме сухи тăвассине - 45%. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче, колхозсенче ĕç вăйĕ палăрмаллах чакнă вăхăтра, МТСсен пĕлтерĕшĕ ÿснĕ. 1958 çулта 31 станцире 4152 трактор /15 лаша вăйлисем/, тĕш тырă пухса кĕртмелли 1013 комбайн, груз турттармалли 235 автомобиль, ял хуçалăхĕнче усă курмалли ытти техника шутланнă. Станцисем колхозсенче ял хуçалăхĕнчи 90 ытла тĕрлĕ ĕçе пурнăçланă. Çав вăхăтрах выльăх ĕрчетес ĕçре, çĕр улми, выльăх апачлĕх тата пахча çимĕç культурисем туса илнĕ çĕрте механизаци шайĕ питĕ пĕчĕк пулнă.

Пĕрлехи хуçалăхсем МТС пулăшăвĕсĕр пурăнайман та, анчах та вĕсемшĕн пысăк хак тÿлеме тивнĕ. Станци ял хуçалăх предприятийĕсенчен тунă ĕçсен калăпăшне кура тухăçăн палăртнă пайне /25% çити/ илнĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен вĕçĕнче çĕр-шыв промышленноçĕн мĕн пур колхоза техникăпа тивĕçтерме май тупăннă. ССР Союзĕн 1958 çулхи «МТСсене çĕнĕлле йĕркелесси çинчен» Саккунĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре юсавпа техника станцийĕсем тата вĕсен 4 филиалне йĕркеленĕ. Çакăн хыççăн вĕсем ял хуçалăх техникине юсас енĕпе ĕçленĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.