Хыпар 19 (28336) № 14.03.2025

14 Мар, 2025

Çĕнтерÿçĕсем уяв ячĕпе тÿлев илĕç

Юнкунхи ларура Министрсен Кабинечĕ тăватă саккун проектне ырларĕ, ытти ыйтăва пăхса тухрĕ. Кун йĕркинче социаллă ыйту нумай пулчĕ.

Тĕп тема, паллах, республикăн 2025 çулхи, планпа пăхнă 2026 тата 2027 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртесси. Тӳрлетӳсемпе финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Метелева паллаштарчĕ — бюджета улшăнусем кĕртнĕ май унти хушăнакан укçапа мĕнле тĕллевсемпе усă курассине уçăмлатрĕ. Социаллă тăкаксем мала тухаççĕ. Çакă резерв фондне те пырса тивет — унти укçан пысăк пайне ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вĕсен çемйисене пулăшма ярĕç. Бюджет ĕçченĕсен шалăвне ӳстермешкĕн тата 1,8 миллиард тенкĕ хушма палăртнă. Çапла вара кăçал ку сферăра тăрăшакансене ĕç укçи тӳлеме яракан укçан пĕтĕмĕшле виçи 41 миллиард тенкĕрен те иртĕ — иртнĕ çулхинчен 16,4% пысăкрах. Социаллă тĕрлĕ тӳлев виçисем пысăкланĕç, çакă та бюджета хушма укçа хывма хистет. Ку çеç те мар. Калăпăр, нумай ачаллă çемьесенчи ачасене шкул тумтирĕпе тивĕçтермелле — унашкаллисен шучĕ ӳссех пырать. Пĕлтĕр çакăн валли 114 миллион тенкĕ уйăрнă, кăçалхи бюджетра 128 миллион кирлĕ пулĕ. Нумай ачаллисене тӳлевсĕр çĕр лаптăкĕ вырăнне укçа парасси те, паллах, тăкаксăр мар — çакăн валли те саккун проектĕнче 155 миллион тенкĕ пăхса хăварнă — 620 çемье валли. Çавăн пекех тăлăх ачасем малтан палăртнинчен ытларах хваттер илĕç — Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти тата 80 çыншăн савăнăç пулĕ. Пĕтĕмпе вара кăçал 452 тăлăх пурăнмалли çурт-йĕрлĕ пулĕ. Тата — нумай ачаллă 12 çемье. Социаллă пурнăçпа культура сферине яракан хушма 10 миллиард тенке тăкакламалли статьясен шутĕнче çавăн пекех — шкулсене юсама уйăрмалли 600 миллион, шкулсен апат-çимĕç блокĕсене оборудованипе тивĕçтермелли 77 миллион тенкĕ. Шупашкарти Çĕнĕ хулара ача сачĕн строительстви валли те хушма укçа пулĕ. Ялсенче культура çурчĕсем тума уйăракан укçа 900 миллион тенкĕрен иртĕ — ку виçе те пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Çавăн пекех муниципалитетсем валли автоклубсем туянасшăн. «Кашни округра пĕрререн кая мар автоклуб пулмалли тĕллев лартнă», — уçăмлатрĕ Ольга Владимировна. Ял хуçалăхне те сиктерсе хăварман — хăмла ĕрчетессине аталантармашкăн хушма укçа пулĕ. Граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçармалли программăна та хушма миллионсемпе тĕревлеме пăхнă. Çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ те йĕркеленме пуçлать — Хĕрлĕ Чутай тата Тăвай округĕсем çак тĕллевпе заявкăсем панă-мĕн. Хушăнакан инвестици тăкакĕсен шутĕнче — Кӳкеçри шкул строительстви, Шупашкарти Университет микрорайонĕнчи тата Çĕнĕ хулари шкулсем, Çĕнĕ Шупашкарти садик строительстви валли кирлĕ укçа. Саккун проекчĕ бюджета 10 миллиард тенкĕлĕх дефицитпа палăртать. Çитменнине банксен тата бюджет кредичĕсемпе саплаштарма палăртнă. Правительство проекта ырларĕ. Социаллă тӳлевсене пысăклатас ыйтусемпе ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Колесников сăмах илчĕ. Чи малтанах — граждансен уйрăм категорийĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ май пĕр хут тӳлев парасси çинчен калакан саккун проекчĕ. Вăрçă инваличĕсене, участникĕсене, çул çитмесĕрех концлагерьсенче нушаланнисене, салтаксен тăлăх арăмĕсене — 20 пин, тыл ĕçченĕсене тата вăрçă ачисене 5-шер пин тенкĕ тӳлесе хавхалантарма палăртнă. Сергей Артамонов кăсăкланчĕ: çак укçана илмешкĕн хисеплĕ ватăсен заявлени çырма тивĕ-и? Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан уçăмлатрĕ: — Вăрçă ачисен, 1937 çултан тытăнса 1945 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен çуралнисен, 98% кăтартăвĕсем пирĕн базăсенче пур. 26 пин çын вăрçă ачин удостоверенине илнĕ. Чи малтанах тӳлеве вĕсене парăпăр. Кам удостоверенисĕр — вĕсене те çак документа илмелли çинчен пĕлтеретпĕр. — Ытти 2% вара? — Ку йыш — пирĕн патра ыйтусемпе пĕр хут та пулманнисем. Вĕсене те тивĕçлĕ информаци парăпăр — социаллă ĕçченсем кашнин патне çитĕç, — терĕ Александр Павлович. Патшалăх Канашĕн спикерĕн Леонид Черкесовăн та ыйту пур. Вăл асăннă категорисенчи çынсем куллен тенĕ пек сахалланса пынине аса илтернĕ май çак тӳлевсене хăçан пама пуçлассипе кăсăкланчĕ. Александр Колесников укçа тӳлемелли йĕркене çывăх вăхăтрах çирĕплетесси çинчен каларĕ, çавна май ака уйăхĕн пуçламăшĕнчен тӳлеме тытăнасшăн. Сергей Артамонов та çакăнпа килĕшрĕ: «Ака уйăхĕнчех пама тăрăшмалла, çу уйăхне кĕрсе каяс марччĕ». Александр Колесников вара укçапах çыхăннă сăмахне малалла тăсрĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен сахал тупăшлисене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тăкаксемшĕн паракан саплаштару тӳлевĕн виçи 10,7% пысăкланĕ. Çакăн валли 2025 çулта 257 миллион тенкĕ кирлĕ пулать. Тыл ĕçченĕсене, репрессиленисене, ĕç ветеранĕсене паракан тӳлев те хушăнать. Ку йышăну 120 пин çынна пырса тивĕ. Ача усрава илнисене хавхалантармалли тӳлев виçи 1,11 хут хăпарĕ — иртнĕ \çулхи инфляципе килĕшӳллĕ. Тӳлевсен темине пĕтĕмлетнĕ май Сергей Артамонов çынсем çак укçана кĕтнине палăртрĕ — чăрмавсем тухса ан тăччăр. Саккун проекчĕсене Патшалăх Канашне парĕç — «депутатсем ырласса шанатăп». Правительство вĕрентӳ тытăмне оптимизацилессипе çыхăннă черетлĕ утăм турĕ — Вăрнарти ял хуçалăх техникумне Çĕрпӳри аграри-технологи техникумĕпе пĕрлештерессине татса пачĕ. Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров ăнлантарнă тăрăх, çакă çĕр, пурлăх, укçа, кадрсен ресурсĕсемпе тирпейлĕ усă курассине, пĕр специальноçсемпех темиçе çĕрте вĕрентессинчен хăтăлассине тĕпе хурать. Вăрнарти техникум хăй тĕллĕнлĕх статусне çухатнă май унта штат 9 единица чакать. Ку преподавательсен йышне пырса тивмĕ. Сергей Артамонов çак йышăну тĕрлĕ округри ятарлă 5 вĕренӳ заведенине пĕрлештерес тĕллеве тӳрре кăларнине палăртрĕ — пурте Çĕрпӳри техникум тытăмĕнче пулĕç. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Чăвашла калаçни те упранма пулăшать

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче çуралса ӳснĕ Александр [хушма ячĕ «Кăйкăр»] Тăван çĕршыва ятарлă çар операцийĕнче чăваш полкĕн йышĕнче хӳтĕлет. Отпуска таврăннăскер фронтри пурнăç çинчен каласа пачĕ.

— Мана çара Раççей Президенчĕн 2022 çулхи авăн уйăхĕнчи указĕпе килĕшӳллĕн тепĕр уйăхран илчĕç, хĕç-пăшалпа усă курма пире Ульяновск хулинче вĕрентрĕç, — калаçăва пуçларĕ Александр.

— Раççей Оборона министерствин тĕллевĕсене пурнăçлама унтан Запорожье облаçне илсе кайрĕç. Республикăра пурăнакансене, СВОри салтаксене пулăшакан волонтерсене полк боецĕсен ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх, телей, юрату, ыррине кăна сунатăп. Полк хăйĕн умне лартнă заданисене вăхăтра тата тĕплĕн пурнăçланине, рядовойсемпе сержантсем тата офицерсем пĕр-пĕрне хӳтĕленӳ позицийĕнче те, малти линирен тыла канма илсе тухсан та пулăшнине, хавхалантарнине, хисепленине, чи йывăр самантра та пăрахманнине пĕлтеретĕп. Хамăр йышăннă оборона вырăнĕнче эпир çирĕп тăратпăр, каялла чакмастпăр, облаçра тапăну операцийĕ пуçласанах унта хастар хутшăнма хатĕр. СВОна çĕнтерӳпе вĕçлемеллине пурте ăнланатпăр. Эсир пире тăшмана çĕнтерме вăй-хал, çирĕп сывлăх суннине пĕлетпĕр. Уншăн тавах. Йывăррăн пулин те 2022 çултанпа полк бандеровецсене федераци территорийĕнчен хăваласа кăларас тĕллевпе малаллах куçрĕ.

— Çакăн çинчен тĕплĕнрех каласам.

— СВОри çарсен ертӳлĕхĕ пирĕн подразделение оборона тĕллевĕн шутне кĕрекен заданисене пурнăçлама шаннă. Полк тивĕçĕ — штурмлакан чаçсем тытса илнĕ территорипе обĕ ектсене бандеровецсенчен хӳтĕлесси, хамăр алăра тытса тăрасси. Штурмовиксем пĕр эрне каялла Раççей ялавне çĕклесе кĕнĕ пункта тăшман тапăнса туртса илес хăрушлăх пур тейĕпĕр. Пирĕн командирсем çакна пĕлсе тăраççĕ, çавăнпа йĕри-тавра хӳтĕленекен чаçсене тăратаççĕ. Иртнĕ 2,5 çулта малалла кайнăçемĕн тĕрев пункчĕсем — хӳтĕленӳ тата пытану обĕ екчĕсем — турăмăр.

— Эппин, унта строитель пулма та тивет?

— Çĕре кĕреçепе 2 метртан кая мар чаврăмăр, икĕ енчи тăпрана илсе урата турăмăр, шăтăк çине çирĕп пĕренесем хутăмăр, çиелтен 1 метр хулăнăш тăпра хăпартса пусăрăнтартăмăр. Çак дзот пĕчĕк дронсем пăрахакан сирпĕнекен хатĕрĕсенчен лайăхах хӳтĕлет, артиллери кăларса янă йывăр снаряд ӳксен, чăн та, ишĕлме те пултарать. Çакна шута илсе кашни çын валли «тилĕ шăтăкĕ» чаватпăр, снарядсем ӳкме тытăнсан 2 метр тарăнăшĕнчен аяларах айккинелле кĕрсе каякан шăтăкпа анса çĕр хăвăлĕнче вырнаçатпăр. Вăл лайăхрах хӳтĕлет. Çак обĕектсене республикăри округсенчен ярса панă маскировка тетелĕпе витетпĕр. Унпа пире çителĕклĕн тивĕçтеретĕр, уншăн кашни муниципалитет халăхне пысăк тав! — Ахаль кăна уртса яни çителĕксĕр пуль-ха...

— Обĕектсенчен, «УАЗ» автомашинăсенчен 1 метртан кая мар хăпартса каратпăр. Камикадзе дрон е сирпĕнекен хатĕр тетел çине ӳксен вĕсенчен çӳлерехре çурăлаççĕ те пысăк сиен кӳреймеççĕ, дзота е «тилĕ шăтăкне» ишсе антараймаççĕ, техникăна ватаймаççĕ, вĕсене хурçăпа тимĕр хутăшĕн ванчăкĕсем тата сывлăш хумĕ çеç хыттăн пырса çапать. Хĕç-пăшала тăшман сиен кӳресрен упратпăр. Пирĕн тĕрлĕ хĕç-пăшал çителĕклĕ. Тăшмана хамăрăн позицисем урлă ирттерсе ямастпăрах.

— Эсир тăракан вырăнта Раççей çарĕн тапăну операцийĕ хăçан иртнĕ?

— 2023 çулта. Анлă атакăна штурмовиксене, техникăна, тĕрлĕ тĕллевлĕ чаçсене явăçтарчĕç. Ун чухне çак пункта урăх чаçсем хӳтĕленĕ, оборона пункчĕсене тытса тăнă, çапăçăва нумай хут кĕнĕ, çухату тӳснĕ. Вĕсен вырăнне пире кĕртрĕç, талпăнакан тăшман çулне пӳлтĕмĕр, малалла ямарăмăр, пачах тепĕр майлă — хӳтерсе чакаратпăр, Киев еннелле куçнăçемĕн çĕнĕ тĕрев пункчĕсене татах турăмăр.

— Вĕсене тытса тăма та çăмăл мар-тăр?

— Хӳтĕленӳ тăрăхне миçе боец йышăннине пĕлес тĕллевпе неонацистсем пире çӳлтен сăнасах тăраççĕ. Çил вăйлă мар чухне пуç çийĕпе дронсем кунĕн-çĕрĕн вĕçеççĕ, граната, мина е урăх сирпĕнекен хатĕр пăрахаççĕ. Вĕсем ӳкекен вырăнтан айккине сиксе окопра е ытти майпа пытанма халĕ те вĕренетпĕр. Дронсем пирĕн паталла хăш енчен вĕçсе килнине хамăр разведчиксем урлă маларах пĕлсе тăратпăр, пĕчĕк е пысăк «кайăк» çывхарнине пĕрпĕрне раципе систеретпĕр. Вĕсем кирек хăш енчен те килме пултараççĕ. Асăрханакана Турă упрать: тăшман ан ăнлантăр, шанчăклă пултăр тесе пĕр-пĕринпе чăвашла калаçатпăр.

— Дронсемпе епле кĕрешетĕр?

— СВО пуçлансанах вĕсене çапса антармалли хĕç-пăшал çителĕксĕр пулнă, юлашки вăхăтра хушăнсах пырать. Вĕсенчен пĕри — РЭБ аппарачĕ, дрона радио-электрон мелĕпе анратаканскер. Вăл «кайăксене» ăнăçлă пĕтернине эпир те пĕлтĕмĕр, тылран ăна взвод валли туянса пама ыйтрăмăр. Республикăри ашшĕамăшĕ, тăванĕсем, юлташĕсем укçа пухса туянчĕç, пирĕн пата леçсе пачĕç. Унпа чылай «кайăка» минретсе ӳкертĕмĕр ĕнтĕ. Çумĕнчи взрыв хатĕрĕ çурăлса каймасан пирĕн специалистсем ун пеккисене тăна кĕртеççĕ, юсаççĕ, хамăр программăна лартса тăшман çине тĕллесе кăтартаççĕ те — пирĕн задание пурнăçлама вĕçсе каяççĕ. Специалистсенчен пĕри — Елчĕк округĕнчен, хушма ячĕ «Тема». Халĕ РЭБ аппарачĕсене транспорта та вырнаçтараççĕ, çумра çакса çӳреççĕ, вăл е ку обĕ ектра вырнаçтараççĕ. Вĕсем дронсене анкă-минкĕлентерме пулăшаççĕ. Улатăр тăрăхĕнче çуралнă, халĕ Мускавра ĕçлекен предприниматель Александр Ербулатов пире — РЭБ аппарачĕ, республика Прокуратурин ветеранĕсем темиçе раци туянса пачĕç. Вĕсене мĕн пур боец ячĕпе тав сăмахĕ калатăп. Çав хатĕрсем пире питĕ пулăшнине, пирĕн ĕçе çăмăллатнине палăртатăп.

— Фронтри иртнĕ çулсенчи лару-тăру çинчен те пĕлес килет…

— Пирĕн пата çĕрпе килсе тапăнса кĕме хăтланмарĕç. Ытларах сывлăшран вĕçсе килсе разведка тĕллевĕсене пурнăçланă хыççăн дронсем мина-снаряд пăрахса тата танксенчен, артиллери хатĕрĕсенчен, ракетăсемпе персе тĕп тума тăрăшрĕç, çапах та пире пĕтереймерĕç. Эпир вырнаçнă пункт координатне палăртма йывăр мар. Вăл уйрах вырнаçнă, пирĕн патра вăрман тăрăхĕсем çук, алă тупанĕ çинчи пек курăнатпăр. Дронĕсем вĕçсе килеççĕ те эпир сиссе ĕлкĕриччен ӳкерсе штабне пĕлтереççĕ. Техникăна салатма — пысăк калибрлă снарядсем, пехотăна пĕтерме кассета минисем кăларса яраççĕ. Танксенчен перкелеççĕ. Вĕсем епле шăхăрса килнинчен мĕнрен тата ăçтан пенине палăртатпăр. Вăрман тăрăхĕсем СВО пуçлансанах пирĕн патра та пулнă теççĕ, çапăçусем пынăран çунса кĕлленнĕ. Полк хăйĕн СВОри çулне облаçри Михайловка патĕнчен пуçларĕ те малаллах куçса пычĕ, халĕ — малти линире. Çапăçусенче чăваш ачисем те пуç хучĕç тата аманчĕç, пĕр пайне реанимацие транспортпа вăхăтра илсе çитернĕрен пурнăçне çăлса хăвартăмăр. — Пурнăçăра мĕнле упратăр? — Куллен Турра кĕлĕ туса пулăшу ыйтатпăр. Пирĕн блиндажсенче турăшсем пур, вĕсенче кĕлтăватпăр. Елчĕк округĕнчи Лаш Таяпа ялĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Силуан атте, Сергей Петрович Козлов, чаçе гуманитари пулăшăвĕ темиçе хут та илсе пычĕ, кашнинчех боецсен сывлăхĕшĕн, пире пулăшассишĕн, пирĕн çĕнтерӳшĕн кĕлĕ ирттерчĕ, салтаксен ыйтăвĕсене хуравларĕ. СВОна хăй пырайман чухне пирĕн валли пулăшу пухассине, тиесе ярассине йĕркелет. Çавăнпа Силуан атте ячĕпе тав сăмахĕ калас килет. Ыр кăмăллăх пулăшăвне полка Лаш Таяпа, Елчĕк тата республика волонтерĕсем те илсе çитереççĕ. Округран Николай Сорокин, Леонид Георгиев, Юрий Кузнецов, Николай Муллин турттараççĕ. Боецсен ячĕпе пурне те тав тăватăп. Пирĕн пата вĕсем Лаш Таяпара, ытти ялта вĕренекен ачасен çырăвĕсене илсе пыраççĕ — хаваслансах вулатпăр. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Иртнисĕр пуласлăх çук

Музей вара иртнине упрать

«Хыпар» хаçатăн паянхи хăни — Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова. Унпа культура тытăмĕнчи учрежденисен юлашки çулсенчи аталанăвĕ пирки калаçрăмăр.

— Ирина Петровна, пирĕн республикăра тĕрлĕ наци çынни пурăнать. Вĕсене культура тĕлĕшĕнчен пулăшас тĕллевпе мĕнле ĕçсем пурнăçлатăр?

— Олег Николаев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ, культура ыйтăвĕсене малти вырăна хурать. 120 ытла наци çынни пурăнакан регионта урăхла пулма та пултараймасть паллах. Çавăнпа та республикăра культура тытăмне аталантарас тĕлĕшпе питĕ нумай ĕç пурнăçланать. Сăмахран, юлашки пилĕк çулта 35 культура çурчĕ хута янă. Ку — питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ялсенчи культура çурчĕсене пырса кĕретĕн те — таса, тирпейлĕ, хăтлă, кулленхи ĕçре кирлĕ оборудовани вырнаçтарнă. Кино курма та, спектакль-концерт лартма та, кружок занятийĕсене ирттерме те пулать. Кĕскен каласан, халăха канма, вăхăта усăллă ирттерме услови çителĕклĕ. Чăваш халăх культурине аталантарас тĕлĕшпе те тухăçлă ĕçлеççĕ. Республикăра, сăмахран, Чăваш тĕррин кунне паллă тăваççĕ. Çак уяв чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕхне палăртакан искусствăна хисепе хунине кăтартать. Кашни çул тĕрĕ ăстисене чыслатпăр. Çак ятпа йĕркелекен мероприятисене яланах Олег Алексеевич хăй хутшăнать. Чăваш чĕлхин аталанăвĕ пирки калас тăк — шкулсенче чăваш чĕлхине вĕренме майсем çителĕклĕ. Сăмах май, Олег Алексеевич хăй те чăвашла питĕ хитре калаçать, ыттисене те тăван чĕлхепе усă курма хавхалантарать. Çавăнпа та, манăн шухăшăмпа, республика ертӳçи чĕлхе пĕлтерĕшне питĕ лайăх ăнланать, малашлăхра ăна аталанма майсем туса парассине пысăка хурать. Ытти наци çыннин те Чăваш Енре хăйсен ĕç-хĕлне, пултарулăхне кăтартма майсем пур. Шупашкарта Халăхсен туслăхĕн çурчĕ ĕçлет. Унта вĕсем тĕрлĕ мероприяти ирттерме, наци хăйне евĕрлĕхне ыттисене кăтартма пултараççĕ. Çуралса ӳснĕ тăрăхран аякра пурăнсан та хăйсене ют çĕрти пек ан туйччăр — çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çутă тепĕр тĕслĕх — Олег Николаев пуçарнă «Раççейĕн тĕрленĕ картти» проект. Ăна пурнăçлама çĕршыври 200 яхăн ăста хутшăннă. Вĕсем кашни хăйĕн территорине вăл е ку халăх эрешĕсемпе усă курса тĕрленĕ. Шăпах çавăнпа ĕнтĕ питĕ хитре тĕрленĕ Раççей пулса тухрĕ. Карттăпа паллашакансем хăйсен тăван çĕрĕсене шыраççĕ. Çапла майпа Тăван çĕршывăн мăнаçлăхне, хăйне евĕрлĕхне уççăн курма пулать.

— Юлашки çулсенче Чăваш Енре культура инфратытăмне пысăк тимлĕх уйăрни сисĕнет. Тĕслĕхрен, акă, библиотекăсем хальхи вăхăтра кĕнеке упрамалли вырăнсем кăна мар. Каласа кăтартăр-ха, мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç?

— Паян çынсем музее авалхи экспонатсене курма кăна çӳремеççĕ. Библиотекăсем те питĕ улшăнчĕç. Юлашки пилĕк çулта 25 библиотекăна модернизациленĕ. Вĕсем, чăнах та, çынсемшĕн илĕртӳллĕ вырăнсем пулса тăчĕç. Унта уйрăмах ачасем çӳреме юратаççĕ. Хальхи вăхăтри библиотекăна кĕнеке илессишĕн кăна каймастăн. Унта пĕр-пĕринпе калаçса ларма, кино курма пулать. Учрежденисен ертӳçисем каланă тăрăх, ашшĕ-амăшĕ ывăлĕсемпе хĕрĕсене шыраса час-часах библиотекăна килет. Çапла майпа çĕнетнĕ библиотекăсем вăхăта усăллă ирттермелли, çавăн пекех ĕлĕкхи пекех тарăн пĕлӳ илмелли вырăнсем пулса тăчĕç. Библиотекăсем çавăн пекех тĕрлĕ проектпа ĕçлеççĕ, вĕсене пурнăçлама халăха йышлă явăçтараççĕ. Ялсенчи клубсем те, сăмах май, вăйлă аталанаççĕ. Çĕннисем хута каяççĕ, маларахри çулсенче лартнисене тĕпрен юсаççĕ. Акă, Çĕрпӳри культура центрĕ çак сăмахсене туллин çирĕплетет. Унта кинозал та, библиокафе те, тĕрлĕ ăсталăх класĕсем йĕркелемелли пӳлĕмсем те пур. Çакăн пек клубсене кĕрсен кăмăл çĕкленет.

— Ирина Петровна, эсир — республикăри тĕп музейсенчен пĕрин ертӳçи. Чылай çул ку тытăмра ĕçлетĕр. Сирĕн шухăшпа, ку таранччен мĕн улшăнчĕ?

— Музейсем те хăйсен ĕç-хĕл йĕркине, мелĕсене улăштарчĕç. Вĕсем территорие уйăрса илме пулăшакан бренд тăваççĕ. Чăваш наци музейне илес тĕк — вăл методика центрĕ шутланать, муниципалитетсенчи музейсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Çав вăхăтрах ахаль тавра пĕлӳ музейĕнчен туристсемшĕн кăсăклă вырăн пулса тăчĕ. Юлашки çулсенче пирĕн музей федераци шайĕнчи проектсемпе тухăçлă ĕçлет. Муниципалитетсенчи музейсенче те ырă улшăнусем пулса иртеççĕ. Чăваш Енри музейсен тытăмне 36 учреждени кĕрет. Юлашки пилĕк çулта вĕсенчен 11-шне тĕпрен юсарĕç. Сăмах май, вĕсем культура еткерĕ шутланакан объектсенче вырнаçнăран çав юсав ĕçĕсем питĕ кăткăс пулчĕç. Хальхи вăхăтри музей ĕçĕн стандарчĕсемпе килĕшӳллĕн çĕнĕ экспозицисем те хута кайрĕç. Тĕслĕхрен, Куславккари Лобачевский музейĕнче çакăн евĕрлĕ улшăнусем пулчĕç. Вăл хальхи вăхăтра территори пирки каласа кăтартакан тавра пĕлӳ музейĕ кăна мар. Вăл — техника дисциплинисен ят-сумне çĕклекен центр. Тĕнчипе паллă математикпа Лобачевскипе çыхăннăскерĕн урăхла пулма та май çук. Унта пыракан ачасем задачăсем, пуç ватмăшсем, сканвордсем шутлаççĕ. Çапла музей вĕсене инженерипе техника профессийĕсемпе кăсăклантарса ярать. Паян çакă пирĕн çĕршывшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, Улатăрти музее илер. Вăл та малтан тавра пĕлӳ музейĕ пулнă. Халĕ — вырăс провинцийĕн музейĕ. Ăна юсаса çĕнетнĕ хыççăн вăл республикăра чи лайăххи пулса тăчĕ. Çакă Улатăрта пурăнакансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем унпа мăнаçланма пултараççĕ. Çав вăхăтрах хăнасемпе туристсем те музейпе кăсăкланса паллашаççĕ. Паллах, куншăн Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева тав тумалла.

— Сирĕн музей сайчĕпе çулсеренех 175 пин ытла çын паллашнине пĕлтĕмĕр. Мĕнпе тыткăнлатăр эсир вĕсене?

— Каларăм ĕнтĕ, музей юлашки вăхăтра самаях аталанчĕ: Раççейри музейсен шайне çĕкленчĕ. Паллах, тĕрлĕ проекта пула. Раççейĕн тĕрленĕ карттинех илер. Халĕ вăл — музей экспоначĕ. Чăваш Наци музейĕн фондĕнче упранать. Вăл куракансемшĕн яланах илĕртӳллĕ, кăсăклă. Çак проект питĕ ăнăçлă пулчĕ. Çавна май эпир халĕ асăннă карттă валли ятарлă музей тăватпăр. Паллах, Правительство пулăшнипе. Пĕтĕмĕшле илсен, музей ĕç-хĕлне унта çӳрекенсемпе пĕрле пурнăçлани пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, Раççейĕн карттине тĕрлеме пĕтĕм çĕршыв хутшăнчĕ. Çак проекта пĕрле пурнăçларăмăр. Каярахпа проект фестиваль таранччен ӳсрĕ, мĕншĕн тесен 70 ытла регион хăйĕн карттине тĕрлерĕ. Тепĕр проект яланах аталанса пырать. Вăл — ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă курав. «Пирĕн хыçра — Тăван çĕршыв» ятлăскер. Ăна йĕркеленĕренпе çулталăк иртрĕ. Проекта пурнăçланă май чылай мероприяти пулчĕ. Ятарлă çар операцийĕнчи салтаксемпе, волонтерсемпе тĕлпулусем ирттерни хаклă. Сăмах май, çак курава йĕркелеме волонтерсем пулăшрĕç. Вĕсем фонд валли чылай япала, хатĕр илсе килчĕç. Халĕ вара волонтерсем пулăшнипе куçса çӳрекен курав йĕркелерĕмĕр. Вăл «Волонтерсем пулăшма васкаççĕ» ятлă. Сăмахран, курава пĕр-пĕр муниципалитет округне илсе çитереççĕ. Ăна вырăнти волонтерсем материалсемпе пуянлатаççĕ. Çапла майпа музее пĕрлехи вăйпа аталантаратпăр. Ман шухăшпа, пĕрлехи çак проектсем музее пуянлатма, интереслĕрех тума пулăшаççĕ.

— Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 80 çул çитнине палăртатпăр. Эсир мĕнлерех мероприятисем ирттерме палăртнă?

— Эпир федераци музейĕсемпе çыхăнса ĕçлĕпĕр. Çĕнтерӳ музейĕн фондĕнчи картинăсем тăрăх çитес ака уйăхĕнче «Çĕнтерӳ художникĕсем» курав йĕркелетпĕр. Унта фронтовик-художниксен ĕçĕсемпе паллаштарăпăр. Вĕсенчен ытларахăшне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ӳкернĕ. Унта — графика, скульптура произведенийĕсем, кăсăклă живопиç те пулĕ. Çĕнтерӳ музейĕ çавăн пекех пире художниксен вăл е ку япалипе тивĕçтерĕ. Ентешсене курава килсе курма сĕнетпĕр. <...>

Роза ВЛАСОВА, Валентина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.