Хыпар 10 (28327) № 11.02.2025

11 Фев, 2025

Ши! кайнă хаксем пăшăрхантараççĕ

Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсен теми ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе иртнĕ канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ.

Малтанах республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служба тата протокол управленийĕн пуçлăхĕ Юлия Стройкова йăлана кĕнĕ йĕркепе ку эрнери мероприятисем çинчен пĕлтерчĕ. Пысăккисен шутĕнче — Етĕрне округĕнче эрнекун иртмелли Правительство кунĕ. Хаксен ыйтăвĕпе вара виçĕ вице-премьер доклад турĕ. Малтанах экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов сăмах илчĕ. Ку ыйту нумайăшне пăшăрхантарнине палăртнă май вăл кăрлачра инфляци тата 1,5% хушăнни çинчен каларĕ — Раççейри вăтам шайран 0,4% пысăкрах. Çакна чи малтан апат- çимĕç хакĕсем пысăкланни сăлтавлать. Тата — производство тăкакĕсем, топливо хакĕсем хушăнни, логистика хакланни... Производительсем хăйсен продукцийĕн хакĕсене Раççейри вăтам шая çитерме ăнтăлни те сисĕнет. Ку çав шутра купăста, çĕр улми, сухан, хĕрлĕ кăшман хакĕсене те пырса тивет. Пахча çимĕç хакланни, министр шучĕпе, вăхăтлăх — управ тапхăрĕнче хаксем яланах хăпараççĕ. Çапах — ырри те çук мар: кăрлачра сыр, макарон изделийĕсем, çăкăр-булка, çăмарта, хăйма, тăвар, çăнăх, хăш-пĕр ытти тавар кăшт йӳнелнĕ. Тĕтĕмленĕ кăлпасси, пан улми Чăваш Енре Атăл тăрăхĕнче чи йӳннисем-мĕн. Апат-çимĕç саппасĕсем республикăра çителĕклĕ — куншăн пăшăрханма кирлĕ мар. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене илес тĕк — министерство ирттерекен мониторинг А-92 бензин хакĕпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнче — 5-мĕш, Раççейре 12-мĕш вырăнсенче пулнине кăтартнă. Дизтопливо енĕпе те ĕç-пуç çапларах: округра — 3-мĕш, çĕршывра — 13-мĕш вырăнсенче. Экономикăшăн яваплă министр хăйĕн докладне кăрлач кăтартăвĕсем çинче кăна никĕслени Михаил Ноздрякова тивĕçтермерĕ, çавна май ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕç-пуçа темиçе çулхи лару-тăрăва тĕпе хурса тишкерни туллирех те, интереслĕрех те пулчĕ. Сергей Геннадьевич палăртнă тăрăх, апат- çимĕç хакĕсем, чăнах та, палăрмаллах хăпарнă. Услам çу хакĕ, сăмахран, пĕлтĕр 36,2% «ӳт хушнă» — «чи нумай хакланнă çимĕç». Аш çурма фабрикачĕсем 28% ытла хакланнă. Списока вăрăм тăсма пулать — çакна лавккана çӳрекен кашни çын çирĕплетĕ. Çав вăхăтрах çăкăр, çăнăх хакĕсемшĕн тăнăçлăх кăтартуллă. Паллах, вĕсене пĕр шайра тытса тăрасси пĕртте ансат мар. Республика çăкăр пĕçермелли çăнăхăн пысăк пайне ютран кӳнине шута илсен — пушшех. Çăкăр завочĕсен те аталанмалла, анчах хăйсен продукцийĕ хакланасран сыхланса вĕсен тупăшлăх шайне питĕ пĕчĕк шайра тытма тивет. Сĕт рынокĕ питĕ пысăк хăвăртлăхпа аталанать. Раççейре пурăнакансем сĕт, унран хатĕрленĕ юр-вар çиесси пĕлтĕр татах хушăннă — çын пуçне 250 килограмм тивет. Раççейре паян производство калăпăшĕ 38 миллион тоннăпа танлашать — çакă та çителĕксĕр, кăçал тата хушăнмалла. Чăваш Енĕн сĕт суса илессин кăтартăвĕ — 500 пин тонна, 321 пин тоннине вырăнта тирпейлетпĕр. Сĕтĕн кашни çĕр гектар çĕр пуçне тивекен калăпăшĕпе республика Атăлçи округĕнче 2-мĕш вырăнта. Сĕте тирпейлемелли хăватсем 446 пин тоннăпа танлашаççĕ. Кăçал татах проектсем хута каймалла. Çĕршывра чĕрĕ сĕт дефицичĕ куçкĕрет палăрать. Министр сĕт производителĕсене патшалăх енчен пулăшни, агромаркет уçни, ытти мера хаксене çăварлăхламашкăн пулăшасса шанать. Ĕне ашĕ тĕлĕшпе те ĕç-пуç çăмăл тееймĕн. Халăх ăна туянасси ӳсни палăрать. Шкулсенче, ытти çĕрте вĕри апат хатĕрлеме шăпах çак ашпа усă курмалли требовани витĕмĕ те палăрать. Ку енĕпе лару-тăрăва çăмăллатма та патшалăх субсидийĕсем пулăшас шанăç пур. Хуçалăхсем сутнă ашăн кашни килограмĕшĕн субсиди памалли çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ. Чăх ашĕ тĕлĕшпе вара, министр каланă тăрăх, «интереслĕ самантсем сиксе тухаççĕ». «Мега Юрма» компани пысăк проекта хута яма хатĕрленет — 2030 çул тĕлне производствăна икĕ хут пысăклатасшăн. Халь те вăл туса илекен аш калăпăшĕ пысăк. Анчах продукци Мускаври, Мускав облаçĕнчи сеть лавккисене каять — унта экологи тĕлĕшĕнчен таса тесе сутакан аш хакĕсем 15-20% пысăкрах. Чăваш Ене вара ют регионсенчи фабрикăсен продукцийĕ килет. Транспорт хакĕ хушăнать те — витрина çинчи аш та хаклăрах пулса тухать. Çĕр улми пирки те çавнах каламалла. Ăна Чăваш Ен хăйне кирлинчен 1,8 хут ытларах туса илет. Паха иккĕмĕш çăкăр юта нумай каять — хапăл тусах туянаççĕ. Кунта вара ытти регионтан килет — «пахалăхне илес тĕк — куççульсĕр пăхма май çук». Улма хакланни унăн хăй хаклăхĕ хăпарнипе сăлтавланнă. Темиçе çул вăл йӳнĕ пулчĕ те — хуçалăхсем тăкак тӳсесрен сыхланса унăн лаптăкĕсене палăрмаллах чакарчĕç. Халь, акă, пачах тепĕр майлă лару-тăру. Аграрисене хаксене ӳстернĕшĕн ӳпкелеме те йывăр. Удобренисен хак ярлăкĕсем пăр шайра тăраççĕ пек-ха, çав вăхăтрах çунтармалли-сĕрмелли материалсем, техникăн саппас пайĕсем вĕçĕмсĕр хакланаççĕ. Çавна май кăçал ял хуçалăх производителĕсене патшалăх енчен пулăшмалли майсене анлăлатни питĕ вырăнлă, вăхăтлă. Паллах, ял продукцине сутакан ярмăрккăсем йĕркелесси çине те алă сулмĕç — унта хаксем лавккаринчен палăрмаллах пĕчĕкрех. «Каллех — кулăшла пек: пĕр вăхăт пĕчĕк лавкка-киосксене хупрăмăр, халь вара вĕсене çĕнĕрен йĕркелеме тăрăшатпăр — конкуренци пултăр», — терĕ министр. Çийĕнчен, ун шучĕпе, уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсене аталанма пулăшасси пысăк пĕлтерĕшлĕ: ял хуçалăх продукцийĕн пысăк пайĕ паян шăпах вĕсен тӳпи. Эмелсен хакĕсемпе çыхăннă ыйтупа сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов сăмах илчĕ. Пурнăçшăн пĕлтерĕшлисен хакĕсене патшалăх йĕркелесе пырать. Паллах, вĕсем те хакланнă. Çав вăхăтрах çăмăллăхлă категорисен тăкакĕсене патшалăх саплаштарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унашкаллисем — пин-пин çын. Республика бюджетĕнчен çакăн валли пĕлтĕр 517 миллион ытла тенкĕ уйăрнă, федераци бюджетĕнчен — 454,5 миллион тенкĕ. Хаксем хăпарнине кура çăмăллăхсене индексацилесси çинчен те манман — иртнĕ çул вĕçĕнче çак тĕллевпе 160,8 миллион тенкĕ илнĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Чăваш чăвашла калаçтăр

Чĕлхе, халăх пуласлăхĕ çинчен шухăшлама тытăнсан тӳрех «тăван чĕлхе, эс – вĕçĕмсĕр тĕнче...» тени аса килет. Хальхи вăхăтра пур çĕрте те тăван чĕлхесене упраса хăварас ыйту çивĕч тăрать. Чăваш чĕлхине шкулта вĕрентессипе çыхăннă лару-тăру çинчен республикăн Вĕренӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литературин кафедрин ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Анна Егоровăпа калаçрăмăр.

– Анна Семеновна, чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – шкул çулне çитмен ачасен хушшинче чăвашла калаçакансен шучĕ пысăк хăвăртлăхпа чакса пыни, ачасем мĕн пĕчĕкрен вырăсла калаçса ӳсни...

– Кунта сăлтавĕсем тĕрлĕрен: социум, çемье, ашшĕ-амăшĕ ачисемпе вырăсла калаçни, ача сачĕсенче вырăсла вĕрентни, ачасем пĕр-пĕринпе вырăсла хутшăнни т.ыт.те. Хальхи вăхăтра республикăри 174 ача садĕнче шкулчченхи вĕренӳ программине чăвашла пурнăçлаççĕ е хушма вĕрентӳ мелĕпе ĕçлеççĕ, 7 ача садĕнче – тутарла. Паллах, ачасем чăвашла калаçса ӳсчĕр тесен вĕсене шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсенче чăвашла калаçтармалла, вĕрентмелле. Çавна шута илсе те ĕнтĕ Вĕренӳ институчĕ 2019 çултанпа «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проектпа ĕçлет. Воспитательсем валли ача сачĕсенче чăвашла вĕрентме хатĕрлекен программăсемпе курссем, семинарсем, пултарулăх лаççисем, ачасем валли фестивальсем ирттеретпĕр.

– Ятарлă кĕнекесем те кирлĕ, çапла пулĕ?

– Чи малтанах Вĕренӳ институчĕ шкулчченхи вĕренĕвĕн федерацин патшалăх вĕренӳ стандарчĕн терминĕсен словарьне, вĕренӳпе меслетлĕх кĕнекисене, тĕрлĕ уяв сценарийĕсен пуххине кăларчĕ. Палăртса хăвармалла: юлашки вăхăтра кĕнекесем регион шайĕпе тухма пуçларĕç. 2024 çулта шкул çулне çитмен ачасене чăваш ăс-хакăлĕпе кăмăлсипет хаклăхĕсене хăнăхтарма, чăваш чĕлхипе халăхăн культурине юратма тата хисеплеме вĕрентес тĕллевпе кашни ача садне «500 сăмах / 500 слов» тата «Чăваш Ен. Эпир пĕрле/ Чувашия. Мы вместе» кĕнекесем илсе панă. Шкул çулне çитмен ачасене тата воспитательсене чăвашла вĕренӳпе меслетлĕх кĕнекисемпе тивĕçтерес ĕç малалла пырать. – Шкулсем çине куçар-ха — унта та çивĕч ыйту нумай-çке! Раççей Федерацийĕн вĕренӳ çинчен калакан саккунне вĕренӳ чĕлхине, тăван чĕлхене ашшĕ-амăшĕн суйласа илмелли çинчен улшăнусем кĕртнĕ хыççăн наци республикисенче тăван чĕлхесене вĕрентесси те улшăнчĕ. Наци чĕлхине упраса хăварас яваплăха ашшĕ-амăшĕ çине куçарни хула шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕренекенсен шутне самаях чакарчĕ. Икĕ чĕлхеллĕ çемьесен хăшĕн – ашшĕн е амăшĕн – тăван чĕлхине суйласа илмелле?

– Чăваш Республикинче пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 380 вĕренӳ организацийĕ ĕçлет. Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче республикăри шкулсенче 1-11-мĕш классенче вĕренекенсенчен 73,5 процентне яхăн чăваш чĕлхи суйласа илнĕ, çав шутра 50,1 проценчĕ – тăван чăваш чĕлхи, 23,4 проценчĕ Чăваш Республикин патшалăх чĕлхи /чăваш чĕлхи/ вĕренет. Шкул ачисен 41,2 проценчĕ тăван вырăс чĕлхи, тăван тутар чĕлхине 2 процент ытларах ача вĕренет. Тăван мордва /ирçе/ чĕлхине вĕренессине 30 шкул ачи валли йĕркеленĕ. Вĕренӳ институчĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен квалификацине ӳстерес тĕллевпе ятарлă программăпа курссем, семинарсем, вебинарсем, пултарулăх лаççисем тăтăш ирттерет.

– Темле пулсан та чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чухне чи малтан тăван ен культурипе, паллă çыннисемпе паллаштармалла пек туйăнать…

– Кăçал пирĕн ума «Тăван ен историйĕ. Чăваш ен» вĕренӳ курсĕпе вĕренӳпе меслетлĕх комплектне хатĕрлес тĕлĕшпе пысăк тĕллев лартнă. Вĕсем истори учебникĕсем кăна мар. Тăван ен культурине, Чăваш Енре çуралнă паллă çынсен ĕç-хĕлне, вĕсен пĕтĕм çĕршыв шайĕнче пысăк тӳпе хывнă ĕç-хĕлне вĕрентессине пысăк тимлĕх уйăрнă.

– Шкулта кирек мĕнле предмета вĕренсен те унпа экзамен тытни пысăк пĕлтерĕшлĕ…

– Экзамен тытакансен шучĕ 2015-2016 çулсенче питĕ сахал пулнă пирки чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен шкул ачисене патшалăхăн чăваш чĕлхипе ирттерекен пĕтĕмлетӳ аттестацине хатĕрленин пахалăхне ӳстерес тесе 2018 çултанпа Вĕренӳ институтĕнче «Республикăн пĕрлехи экзаменĕ – чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен професси компетентлăхне ӳстермелли майсенчен пĕри» проект пурнăçа кĕме пуçланă. Унпа килĕшӳллĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен предмет тата методика компетенцийĕсене тĕрĕслеççĕ, вĕрентекенсем валли пĕлĕве ӳстерекен курссем, семинарсем, шкул ачисем валли вебинарсем тăтăшах ирттереççĕ. 2020-2021 çулсенче коронавируса пула шкул ачисем суйласа илмелли /çав шутрах чăваш чĕлхипе те/ экзаменсем тытман. Экзамен тыттаракансене чунтан тав тăватăп. Çакă предмет пĕлтерĕшне те ӳстерет-çкеха, чăваш чĕлхине вĕренес хавхаланăва та пысăклатать.

– Паянхи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем — камсем вĕсем?

– Ăста, пысăк квалификациллĕ педагогсем. Тăван чĕлхене хальхи вăхăтра 487 ытла педагог вĕрентет. Пĕтĕм Раççей тата регионсен хушшинчи тĕрлĕ конкурс çĕнтерӳçисемпе призерĕсем пулнă май чылайăшне республика тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Сăмахран, Пĕтĕм Раççейри «Тăван чĕлхепе тăван литературăна чи лайăх вĕрентекен» професси конкурсĕн лауреачĕ ята 2024 çулта – Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекен Людмила Николаева, 2023 çулта – Шупашкар муниципалитет округĕн Мăнал шкулĕн вĕрентекенĕ Анжела Московцева, 2022 çулта Шупашкар хулин 40-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ Александр Степанов тивĕç пулчĕç. Маларах пирĕн вĕрентекенсем тăван чĕлхе, çав хушăрах вырăс чĕлхи те, вĕрентекенсен ăсталăх урокĕн конкурсĕнче те виçĕ хутчен гран-при çĕнсе илме пултарчĕç. <...>

Лидия ФИЛИППОВА калаçнă.

♦   ♦   ♦


«Çемьере асли пулма çăмăл мар»

Вăрман çыннисем ĕçчен те пултаруллă пулни çинчен ĕлĕкех калатчĕç. Вăрманлă тăрăхра — Патăрьел округĕнчи Пăлапуç Пашьелте — çут тĕнчене килнĕ Мария Власова, чăнах та, пăрчăкан пекех. Мария Петровнăна ашшĕпе амăшĕ мĕн ачаран ĕç çумне çыпçăнтарнă. Вăл, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн çуралнăскер, хурашурне пайтах курнă.

Çичĕ класс хыççăнах — завода

— Атте вăрçăра пулнă. Вăл малтан салтака кайнă, унтан фронта кĕнĕ. 7 çул çарта пулнă. Атте таврăнсан эпĕ çуралнă. Тете 1938 çулхиччĕ. Асаннепе пĕрле пурăнаттăмăр. Вăл 5 ывăлпа пĕр хĕр ӳстернĕ. Упăшки вилсен пĕччен юлнă. 5 ывăлне те салтака панă. Аслă ывăлĕ Тяхха çапăçу хирĕнче пуç хунă. Ыттисем вăрçăран таврăннă. Пирĕн атте Петр Васильевич кĕçĕнни пулнă. Анне Васса Александровна ятлăччĕ. Аннепе атте пĕр касрах çуралса ӳснĕ. Пĕве кĕрсен çемье çавăрнă. Атте вăрçă хыççăн колхозра ĕçленĕ. Анне те колхозница пулнă. Атте 86 çула çитиччен пурăнчĕ. Асанне те 86-ра çĕре кĕчĕ. Анне вара 92-ре пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Атте вилсен анне икĕ ĕнепе юлчĕ. Ĕнисене, сурăхĕсене Аслă Арапуç пасарне илсе кайса сутрăмăр. Анне вара пĕччен юлчĕ. Шăллăмсем хулана тухса кайрĕç. Эпĕ кунта качча килнĕ. Йăмăкăмсем те качча тухнăччĕ. Тете 61 çулта вилчĕ. Йăмăкăмсем Дуся, Лена, Саня, Юля тата шăллăм Коля пурăнатпăр. Эпĕ ачаран ĕçлесе ӳснĕ. Шкулта 7 класс кăна пĕтернĕ. Ун хыççăн Ишлĕ Шетмĕри кирпĕч заводне ĕçлеме кайрăм. Унта хĕрлĕ кирпĕч кăларатчĕç. Кирпĕч каснă çĕрте Аслă Арапуç хĕрачи ĕçлетчĕ. Вăл касса тăратчĕ, эпĕ вагонкăпа сарайне илсе кайса тележка çине тиеттĕм. Ĕçшĕн миçе тенкĕ панă-ши — астумастăп. 1961 çулта Улатăра ĕçлеме кайрăм. Унта махорка тунă çĕрте вăй хунă. Эпир нумаййăн ĕçленĕ. Пире бригадирсем кашнине пĕрер гектар çĕр уйăрса панă. Махорка тунă çĕрте 7 çул ĕçлерĕм. Ака уйăхĕнче каяттăмăр та кĕркунне килеттĕмĕр. Хĕлле яла килсен фермăра тăрăшнă, сурăх пăхнă. Витене аттепе иксĕмĕр каяттăмăрччĕ. Атте лаша кӳлетчĕ. Эпĕ те каярах лаша кӳлме вĕрентĕм. Апатне хамăрах турттарнă, хамăрах панă. Улатăрта ĕçлесе илнĕ укçапа аттепе аннен хĕрĕсене пурне те тумлантараттăм. Ун чухне колхозра ĕçленĕшĕн укçа паман. Ĕç кунĕ кăна тунă, – каласа пачĕ иртнĕ кун-çулне куçĕ умне кăларнă май Мария Петровна. Амăшĕн сăмахне итленĕ Мария Власова пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем Стемас поселокĕнче бараксенче пурăннă. Унта ферма пысăк пулнă. Хĕрсене махорка тунă çĕрте нормăна ирттерсе тултарнăшăн хушса тӳленĕ. «Асаннен çӳпçинче сурпан чылайччĕ. Çемьере хĕрсем нумаййăн пулнă. Сурпансене чӳречесем çине çакса выляттăмăрччĕ. Сурпанĕсем илемлĕччĕ, тĕрĕллĕччĕ. Асаннен – тухья, аннен хушпу пулнă. Асанне пире, 5 хĕре, мăй çыххи, тевет туса çыхтарнăччĕ. Вĕсене кĕмĕл тенкĕсенчен ăсталанăччĕ. Улатăртан ĕçлесе килнĕ хыççăн хамăр ялти пĕр йĕкĕтпе туслашнăччĕ. Салтака кайсан 3 çул çыру çӳретрĕмĕр. Вăл Коля ятлăччĕ. «Коля – тăлăх ача. Чементен амăшĕпе кăна килнĕ. Ăна мĕнле качча каятăн-ха эсĕ?» — терĕ анне. Çывăх çыннăн сăмахне итлерĕм, качча тухмарăм. Каçсерен ал ĕçĕ нумай тăваттăм. Чĕнтĕр çыхнă, чӳрече каррисем, турăш умне çакмалли ал шăллисем тĕрленĕ. Ĕлĕк чӳрече каррисем пулман, манăн вара çакас килнĕ. Улма кăларнă çĕрте ĕçлесе 7-мĕш класс хыççăн 4 чӳрече карри çакрăм. Улатăрта ĕçлесе илнĕ нухратпа пальто, пиншак, костюм туяннă. Арча туп-тулли пулнă. Каярах Ишлĕ Шетмĕре кирпĕч заводĕнче вăй хутăм. Аттесем патĕнче кирпĕч çурт лартрăмăр. Малтанхи йывăçран пулнă. Шăллăм Коля салтака кайрĕ. Вăл пӳрт лартнине курман. Савни урăххине качча илчĕ. Çартан ман пата çырусем яратчĕ. Çав çырусене пĕччен, ирĕклĕн ларса нихăçан та вулайман. Çыру çырма та памастчĕç, йăмăксем пĕрмай сыхлатчĕç. «Ак, йĕкĕтпе çӳрет», – тетчĕç. Çемьере аслă хĕрĕн шăпи çапларах пулнă. Çырăвне темех çырман ĕнтĕ. «Юрататăп», – тесе шăрçаламан. Салтакран килсен Коля Аслă Арапуç пасарĕнче тутăр илсе пачĕ. Çав тутăра халĕ те упратăп. Йăмăксем илсе вуласран хăраса пĕр хĕрача урлă çыру çӳрететтĕмĕр каярах. Çав хĕрача кайран Кольăна качча тухрĕ. Вĕсем Чулхулана тухса кайрĕç. Эпĕ 1978 çулта Аслă Арапуç ялне Николай Власова качча килтĕм. Мăшăрĕнчен уйрăлнăччĕ вăл. Хĕрĕ 5-мĕш класа каятчĕ. Ăна ӳстерме пулăшрăм. Николай Петрович 12 çул пурăннă хыççăн вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Аслă ывăлăм Юркка ун чухне 3-мĕш класа каятчĕ. Кĕçĕнни Сергей 1-мĕш класраччĕ. Хунямапа 20 çул килĕштерсе пурăнтăмăр. Эпĕ колхоз ĕçĕнчен пĕрре те юлман, çĕр улми, кăшман пайĕсем илнĕ. Каярах шкула техничкăна ĕçлеме кĕтĕм. 21 çул кăмака хутрăм. Çĕнĕ шкул тусан тата 4 çул ĕçлерĕм. Куçа операци тутарнă хыççăн пăрахрăм. Мана пăянам ачасене ӳстерме нумай пулăшнă. 80-90 çулсенче чухне те эпĕ ĕçрен киличчен яшка пĕçеретчĕ. Качча килсен çĕнĕ çурт лартнă чухне пĕр ĕçрен те юлман. Кирпĕч патне, хăма çуртарма хам кайнă. Патăрьелтен çуран та утса килнĕ. Ун чухне автобуссем çӳремен. Пăянам кĕтӳрен килнĕ выльăха та кĕртнĕ, ачасене те пăхнă», – хунямăшне ăшшăн аса илчĕ хĕрарăм. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать