Кил-çурт, хушма хуçалăх 4 (1309) № 06.02.2025

6 Фев, 2025

Пуш уйăхĕнче помидор калчи тума вăрлăх акмалла

Чи малтан вăрлăха тĕрĕс суйламалла. Лайăх вăрлăх туянсан тухăç лайăх пулать. Çĕнĕ сезонта шăрăх пулĕ-и, е çумăрсем çăвĕç-и — пĕлме çук. Çавăнпа агротехниксем темиçе тĕрлĕ сорт тата гибридсем акма сĕнеççĕ. Вĕсен йышĕнче хăвăра килĕшекеннисем кăна мар, пĕчĕк температурăна тата ытлашши нӳрĕке тӳсекеннисем те, чир-чĕртен «хăраманнисем» те пулмалла.

Вăрлăх туяннă чухне çакна шута илмелле: теплица е парник çук тăк «для защищенного грунта» тенине туянмалла мар. Гибридлă сортсем чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен хăрамаççĕ, пысăк тухăç параççĕ. Сортлисемпе танлаштарсан вĕсен вăрлăхне пуçтармалла мар. Кун пек вăрлăха акмалла мар. Çиме тата салат тума çемçе ăшлă помидорсем лартмалла. Пĕчĕк тата вăтам виçеллĕ помидорсем консервлама тата маринадлама юрăхлă. Кун пек помидорсем вĕрилетнĕ хыççăн сăн-сăпатне çухатмаççĕ. Шупка хĕрлĕ тата тĕттĕм тĕслĕ сортсем — чи пылаккисем. Иккĕмĕш вырăнта — саррисем тата хĕрлисем. Слива евĕрлĕ сортсем тăварлама юрăхлă. «Пысăк татăкшăн çăвар хĕпĕртет» шухăша тĕпе хуракансемшĕн çӳллĕ ӳсекен, пысăк çимĕç паракан сортсем аван. Пахчаçăсем уçă çĕр çинче пулакан Абаканский розовый текеннине уйрăмах килĕштереççĕ. 140 сантиметр ӳсет вăл. Çимĕçĕ 500 грамм таять. 110-115 кунра пулса çитет. Ир пулакан сорт шутне кĕрет. Лайăх тухăç парать. Çавăн пекех Адамово яблоко сорт та нумайăшне килĕшет. Ăна уçă çĕр çинче те, парникре те ӳстерме юрать. Вăл 1 метр çӳллĕш ӳсет. Çимĕçĕ 500 грамм таять. 110 кунра пулса çитет. Чудо земли, Спрут, Евпатор, Звезда востока сортсем те аван. Черри сорчĕсене ачасем те, аслисем те кăмăллаççĕ. Вĕсенчен салатсем тутлă пулаççĕ. Кирек епле апата та илем кӳреççĕ. Вĕсене мăйăр пекех питĕ хăвăрт çисе яратăн. Черри йышĕнче уçă çĕр çинче пулакан ăнăçлă сорт чылай. Балконное чудо сорт çинче чарăнас килет. Ку помидор консервласан та çав тери тутлă. Сăмах май, ăна балкон çинче те ӳстерме пулать. Вăл 30 сантиметр çӳллĕш ӳсет. Çимĕçĕ 20-30 грампа танлашать. 80 кунра пулса çитет. Вăйлă тухăç парать: пĕр тĕмĕрен 2 килограмм таран илме пулать. Анчах ăна çыхмалла. Çимĕç нумай чухне тунисем хуçăлса анма пултараççĕ. Тураттисене иртмесен ку сорта кăмпа чирĕ ерме пултарать. Божья коровка ятли те аван. Вăл 50 сантиметр çӳллĕш ӳсет. Çимĕçĕ 50 грамм таять. 70 кунра пулса çитет. Асăннă помидор çурăлмасть, питĕ тутлă шăршăллă пулать. Пысăк тухăç парать: пĕр тăваткал метрта 9 килограмм таран илме май пур. Воловье сердце тата Малиновый мусс — шупка хĕрлĕ сортсен йышĕнче — чи лайăххисем. Вĕсенчен салатсем тума аван, мĕншĕн тесен вĕсен ăшĕ çемçе, сĕтеклĕ. Воловье сердце 180 сантиметр çӳллĕш ӳсет. Çимĕçĕ 450 грамм таять. Малиновый мусс вара 90 сантиметр çӳллĕш пулать. Çимĕçĕ 250 грамм таять. Сарă помидор нумайăшне илĕртет. Апельсин, Сливка тата Розовый изюм сортсене чи паллăраххисен йышне кĕртес килет. Апельсин ятлинче бета-каротин нумай. Вăл питĕ пылак, сĕре тутлă. Лайăх упранать, кăмпа инфекцийĕсене парăнмасть. Туни тĕреклĕ пулать. Çимĕçĕ 300 грампа танлашать. 100 кунра пулса çитет. Сливка ятли слива евĕрлĕрех. Консервлама тата маринадлама аван. Тухăçĕ 200 грампа танлашать. Благовест F 1, Алешка, Фиеста – ир пулакан чи чаплă сортсем. Вĕсен çимĕçĕсем 100-130 грамм таяççĕ. Владимирпа Пилигрим F 1 – чи пылак пулакан помидорсем. Вĕсен çимĕçĕсем 120-200 грамм таяççĕ. Пахчаçăсем час-час ыйтакан сортсем: Дебаро, Санька, Хурма, Чудо Алтая, Сердце красавицы, Маргарита блюз, Рафинад, Румяный шар, Пега, Бычье сердце, Афродита, Хьюго, Брутус, Дамские пальчики, Орлиный клюв, Русский богатырь.

Нелли ИВАНОВА, Россельхозцентрăн Чăваш Енри уйрăмĕн специалисчĕ.

♦   ♦   ♦


Юратуран та хаклăрах...

Кӳкеçре пурăнакан Светлана Чернова ăста пахчаçă кăна мар, вăл Дзента «Томат юратуран та хаклăрах» /«Томаты — больше, чем любовь»/ канал ертсе пырать. 

Нумаях пулмасть помидор çитĕнтермелли вăрттăнлăхсене уçнă. Сăмах май, унăн пуххинче 500 ытла сорт! Пахчаçăн юратнă сорчĕсем: Абаканский розовый, Орлиный клюв, Толстопуз, Розовый мед, Северюга, Воловье сердце, Алтайский розовый, Фиделио, Картофельный малиновый. Вăл пахча ĕçне кăмăллакансене çак сортсене лартма сĕнет. Мĕншĕн тесен вĕсем пирĕн условисенче лайăх пулаççĕ-мĕн.

Чи пĕлтерĕшли — пахча çимĕçе тĕрĕс пăхасси. Светлана помидора – эрнере пĕрре, хăяра ытларах шăварма сĕнет. Вăл хальхи йышши технологисене пăхăнма тăрăшать. Калча ӳстернĕ чухне фитолампăпа усă курать. Калча тума вăрлăха уйăх тулса пынă чухне акма сĕнет. Помидортан вăл лечо, соус, сĕткен, салат хатĕрлет, хĕлле валли шăнтса хурать. Пахчаçă сиплĕ курăксемпе те интересленет. Эстрагон, базилик, шалфей ӳстерет.

♦   ♦   ♦


 Çӳрме мĕнле апат вăл? Ăна мĕнле хатĕрлемелле?

♦ Холестерин шайне мĕнле чакармалла?

♦ Йĕке хÿрене мĕнле пĕтермелле?

♦ Ирхине мĕнле кĕлĕ вуламалла-ши?

♦ Реклама, пĕлтерÿ, телепрограмма

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.