Хыпар 6 (28323) № 28.01.2025
Юр сахалли тÿрре кăлармасть
Чăваш Ен цифра тенкине ĕçе кĕртекен пилот регионĕсенчен пĕри пулса тăрать. Ку укçа çаврăнăшне хăвăртлатма кăна мар, бюджет финансĕсен куçăмне пуçламăшĕнчен тытăнса потребитель патне çитиччен тĕплĕн йĕрлеме те май парать. Çакăн çинчен ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура республика Пуçлăхĕ Олег Николаев каларĕ.
Ку сăмахсем çак эрнен кун йĕркинче цифра тенкипе çыхăннă мероприяти те пуррипе сăлтавланчĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çитес кунсенчи мероприятисен списокĕпе паллаштарнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служба тата протокол управленийĕн пуçлăхĕ Юлия Стройкова пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр саманта та асăнчĕ: эрнекун, кăрлачăн 31-мĕшĕнче, регион ертӳçи Патшалăх Канашне яракан çулленхи Çырупа паллаштарĕ. Канашлăвăн кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа вара Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертӳçи Виктор Кочетков сăмах илчĕ, хĕллехи вăхăтра пурăнмалли çуртсен картишĕсене, вĕсен çумĕнчи территорисене тасатса тăрассипе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Кăçал юр нумай мар. Чӳк уйăхĕнче 39 миллиметра яхăн нӳрĕк ӳкнĕ. Раштавра ку кăтарту 24 миллиметртан кăшт ытларах пулнă, кăрлачра — 35 миллиметр ытларах. Çак шутра çумăр тӳпи те пур, çийĕнчен, куратпăр, çунă юр ирĕлсех пырать. Апла пулин те ку картишсене тасатас тĕлĕшпе ыйтусем çуккине пĕлтермест. Тĕп инспектор палăртнă тăрăх, çав территорисене тасатса тăрас тĕлĕшпе çирĕп требованисем пур: сывлăш температурине, юр хулăнăшне, тротуарпа мĕн чухлĕ çын çӳренине, ыттине кура лаптăксене тасатса тăмалли пайăр вăхăтсене çирĕплетнĕ. Шел те, çак требованисене пурте пăхăнмаççĕ. Юр çук пулсан та пăрлак вырăн нумай. Çанталăк пĕрре сивĕтни, тепре ăшăтни ĕç-пуçа пушшех çивĕчлетет. Граждансем тротуарсене тасатса тăманни çинчен евитленипе çыхăннă тăватă теçетке пĕлтерӳрен 32-шĕ шăпах асфальт шуçлаккипе кăмăлсăррипе çыхăннă. Чылай çĕрте дворниксем çитменни ура хурать — управляющи компанисенче вĕсен кирлĕ йышĕн 60-85% кăна. Темиçе УКра кăна — «Платина», «Оптима» ОООсенче — вĕсен йышĕ 95-100% танлашать. Тепĕр енчен, нумай управляющи компанин юр тасатмалли техника çук. Унашкаллипе нумай хваттерлĕ 15 çуртран кая мар пăхса тăраканнисем кăна усă кураççĕ. Ыттисен е алă вĕççĕн ĕçлеме, е айккинчен техника тара тытма тивет. Çуртсен территорийĕсене пăхса тăрас тĕлĕшпе инспекци Шупашкарта пурăнакансенчен пĕлтĕр 62 çăхав йышăннă, Çĕнĕ Шупашкарта — 12. Олег Николаев вĕсем хăш управляющи компанисене пырса тивнипе кăсăкланчĕ те — Виктор Кочетков татăклă хурав параймарĕ. «Япăх...» — кĕскен пĕтĕмлетрĕ Олег Алексеевич. Тишкерме сĕнчĕ: списокра пĕр компанисемех тĕк — ку вĕсен ĕçне тивĕçлĕ хакламалли сăлтав пулмалла. Çавăн пекех вăл çуртсен картишĕсене тасатса тăрассине йĕркелес ĕçе вĕсенче пурăнакансем хăйсем мĕнле хутшăннине тишкерме те сĕнчĕ. Пĕрлехи пухусем ирттереççĕ-и, ку ыйтусене сӳте яваççĕ-и — çакăнтан та нумай килет. «Эпир, паллах, территорисене тирпейлĕ тытас ĕçе хутшăнатпăр, çав вăхăтрах хваттерсен хуçисене хăйсене те ку ĕçе явăçтармалла — унсăрăн йĕрке тăвасси кăткăс пулĕ», — иккĕленмест регион ертӳçи. Тĕп хула пуçлăхĕ Владимир Доброхотов та управляющи компанисен юр тасатмалли ятарлă техника сахалли пирки каларĕ — пĕтĕмпе те 57 единица кăна. Ун шучĕпе, арендăна илнипе çырлахни вырăнсăр — хăйсен пулмалла. Çийĕнчен хула администрацийĕ территорисене тасатма кăçал пуçласа гараж хуçалăхне те явăçтарнине пĕлтерчĕ. Вăл техникăпа пуян — 48 единица. Социаллă учрежденисен территорийĕсене пăхса тăма шаннă та — ырă улшăнусем пур. «Дорэкс» та аван ĕçлет. Юр çук тесе алă усса лармаççĕ — «компание çулсене асфальт таран тĕплĕн хырса тасатма хушнă». Канашлура çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри «Професси енĕпе чи лайăххи» конкурсăн регион тапхăрне ирттерес ыйтăва тишкерчĕç. Кăçал рабочисен 19 профессийĕн представителĕсем ăмăртĕç. Тупăшмашкăн сăлтав пысăк — малти вырăнсене йышăннисене сумлă наградăпа хавхалантараççĕ. Калăпăр, регион тапхăрĕнчи пĕрремĕш вырăншăн 100 пин тенкĕ тӳлеççĕ, федераци шайĕнчи çĕнтерӳшĕн — 1 миллион тенкĕ. Пĕлтĕр федераци шайĕнче пирĕн икĕ ентеш палăрнă: «РусГидро» представителĕ Дмитрий Николаев тата сыр тăвакан Ольга Кошелева. Канашлу Пушкин карттипе çыхăннă ĕçе пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Культура министрĕ Светлана Каликова çак проекта Чăваш Енре 98 учреждени хутшăннине пĕлтерчĕ. Çав шутра 93-шĕ — патшалăх тата муниципалитетсен учрежденийĕсем, 5-шĕ — уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчисем. Чăваш Ен ачасемпе çамрăксене Пушкин карттипе тивĕçтерес енĕпе çĕршывра малти вырăнта — ку кăтарту 99% танлашать. Пушкин карттипе кашни пин çын пуçне сутнă билетсен шучĕпе — 2-мĕшĕнче. 2024 çулта театрсем, музейсем, концерт учрежденийĕсем 405 пин билет сутнă — 162 миллиона яхăн тенкĕлĕх. Пĕтĕмпе 2,8 пин мероприяти йĕркеленĕ. Çав шутра — ял-хуласене кайса. Светлана Анатольевна ку енĕпе «Культурăллă юнкун» акци усси пысăккине палăртрĕ. Юнкунсерен 12 учреждени тĕрлĕ округра пулать — унти халăха спектакльсемпе, концертсемпе савăнтарать. Пĕлтĕр çакнашкал 127 мероприяти йĕркеленĕ, вĕсене 26 пин çын пырса курнă. Çав шутра ачасемпе çамрăксем — Пушкин карттипе усă курса. Çак ĕçе лайăх йĕркеленĕшĕн министр Элĕк, Патăрьел, Çĕрпӳ, Хĕрлĕ Чутай округĕсене, Канаш хулине тав турĕ. Округсенче çĕнĕрен уçнă 22 кинозал ĕçĕ те курăмлă — пĕлтĕр 12 пин ытла киносеанс ирттернĕ. Кинорепертуара хамăрăн çĕршывра ӳкернĕ фильмсем çинче никĕсленĕ те — вăл шкул программипе килĕшсе тăни пушшех Пушкин карттипе усă курма меллĕ. Олег Николаев ĕçе пĕтĕмлетнĕ май пайăррăн палăртрĕ: «Мăнаçланмалăх пур». Çав вăхăтрах вăл Пушкин карттипе çыхăннă проекта ытти учреждение те явăçтарма сĕнчĕ. Анчах, Светлана Каликова палăртнă тăрăх, халь тин уйрăм çынсен театр-концерт учрежденийĕсене ку ĕçе явăçтарма май çук иккен — Мускав çавнашкал йĕрке палăртнă. Маларах списока кĕрсе юлнисем малалла ĕçлĕç, ыттисен вара айккинчен пăхса тăма тивет — йыша вĕсемпе анлăлатаймăн. Çавăнпа та, ун шучĕпе, хайхи 98 учреждени йĕркелекен мероприятисене анлăлатмалла — «ку енĕпе çине тăрса ĕçлетпĕр». <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Улталаннисене пулăшасси – пирĕн тивĕçсенчен пĕри»
«Хыпар» Издательство çуртĕнче иртнĕ кĕçнерникун республика прокурорĕ Эдуард Гиматов хăнара пулчĕ, журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
— 2024 çулта Чăваш Енре шута илнĕ преступленисен виççĕмĕш пайĕ — информаци технологийĕсен сферипе, çав пайран 80% улталаса çын укçине вăрланипе çыхăннă, — терĕ Эдуард Рафикович. — Ултавçăсем телефонпа укçа куçарма ыйтсан мĕн тумаллине (калаçăва тăсмасăрах ăна сӳнтермелле, иккĕмĕшвиççĕмĕш хут шăнкăравласан та тытмалла мар) право йĕркине хӳтĕлекенсем массăллă информаци хатĕрĕсем пулăшнипе лайăхрах ăнлантарма тытăннăранпа çак преступленисем пĕлтĕр виçĕм çулхинчен 6% сахалланчĕç. Шел, вĕсем çынсене пысăк çухату кӳреççĕ. Тĕлĕнмелле: граждансем ултавçăсене çав-çавах ĕненеççĕ, хваттер е çăмăл машина сутсах укçа куçарса параççĕ, шăнман пăр çине хăйсен ирĕкĕпех ларса юлаççĕ. Шар курнисен йышĕнче Раççей интересĕсене хӳтĕлекенсем те пур. Çапла майпа ултавçăсем иртнĕ çул çеç 1 миллиард ытла тенкĕ вăрланă.
— Сиен тӳснисем следстви органĕсем, суд пулăшнипе çав укçана шыраттарса илейнĕ-и?
— Тавăрнă тĕслĕх питĕ сахал. Банка е Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕсене çийĕнчех шăнкăравласа «мана улталарĕç» тесе пĕлтерсен кăна ултавçă куçарма ыйтнă счета блокировка тăваяççĕ, çур кунран е вăхăт ытларах иртнĕ хыççăн çеç систерсен хупса ĕлкĕреймеççĕ. Халĕ укçана банкра депозитра тытса тăма май паракан йĕрке пур, вăл пĕр счетран иккĕмĕшне çийĕнчех куçмасăр «сивĕнсе» тăрать. Çав хушăра клиент хăйне «такам телефонпа ыйтнă çынна куçарса парса тĕрĕс тăватăп-и?» тесе ыйту пама, укçине хăйĕн шучĕ çинче хăварма пултарать. Улталаннисене пулăшасси — пирĕн тивĕçсенчен пĕри. Иртнĕ çул инкек тӳснисене 18 миллион тенкĕ тавăрттарас тĕллевпе 100 яхăн тавăç тăратрăмăр. Преступника хăйĕн шучĕпе усă курма май туса паракан çын тупăш 10 пин тенкĕрен ытла илеймест, унăн счетĕнчен ытти укçа малалла куçать. Вăрланин питĕ пĕчĕк пайĕ çеç таврăнать. Ултавçăсем право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсен ячĕпе халĕ те шăнкăравлаççĕ, улталамалли анлă сарăлнă çак мелпе те усă кураççĕ — республикăра «путсĕр çынсене террор акцийĕ ирттерме парас мар» тесе çынран укçа куçарса пама ыйтаççĕ. Право йĕркине хӳтĕлекен кирек хăш орган сотрудникĕ те телефонпа çапла калаçмасть, вăл е ку ыйтăва уçăмлатмашкăн хăйĕн ĕç пӳлĕмне пыма йыхравлать. Çавăнпа граждансен телефона çав самантрах хумалла.
Ĕçе вĕçне çитермеллех
— Республикăра пурăнакансем прокуратура органĕсене 2024 çулта миçе ыйту тăратнă?
— Вĕсен шучĕ çуллен 1,5-2% хушăнать. Право йĕркине хӳтĕлекенсем çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессишĕн пĕтĕмпех тăваççĕ темелле, анчах юлашки çулсенче граждансен пысăк пайĕ хăйсен правине хӳтĕлеме тăрăшни палăрать. Калăпăр, саккуна пăснă тĕслĕхе чылай çул каялла норма вырăнне хурсах йышăннă, халĕ вăл «манăн правăна катертет» теççĕ, пирĕнтен пулăшма ыйтаççĕ. Пĕлтĕр республика Прокуратурине 43 пин ыйту е 2023 çулхинчен 1,5% ытларах тăратрĕç. Çав шутра коммуналлă хуçалăх ĕçĕпе, пурăнакан вырăна хăтлассипе çыхăннисем ыттинчен нумайрах. «Суд приставĕсем укçа тĕрĕс мар шыраса илчĕç» тесе ыйту параççĕ, вĕсем тĕлĕшпе пирĕн пата çитернĕ тавăçсен — 40%, прокуратурăна килнĕ кашни тăваттăмĕш ыйту тӳрре тухрĕ. Приставсем саккунпа никĕслемесĕрех вăл е ку счетри укçана татса илчĕç тĕк эпир хирĕçлев тăрататпăр. Ăна тĕпчеççĕ, саккуна пăхăнманни уçăмлансан дисциплина енĕпе явап тыттарма пултараççĕ.
— Республика прокуратурине çулталăк ытла ертсе пыратăр. Унти лару-тăрăва епле хаклатăр, хăш ыйтусене татса парассишĕн çине тăрсах ĕçлетĕр?
— Федераци саккунĕсене улшăнусем кĕртнине тĕпе хурса, пирĕнтен ыйтнине шута илсе саккунсене пăснă çĕнĕ тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларатпăр, вĕсене пĕлменрен е ытти сăлтава пула пăсасран асăрхаттарма прокурорсенчен ыйтатпăр. Çĕнĕ норма акчĕсем вăя кĕрсенех вăл е ку хăй тытăмлăх органĕ ĕçре усă курма йышăнса ĕлкĕреймен пирки граждансен правине пăсасса кĕтместпĕр, çĕнĕлĕхсене федераци шайĕнче саккуна кĕртнĕ май муниципалитетсене йышăну кăларсах çирĕплетме сĕнетпĕр. Пĕлтĕр наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн строительствăна аталантарас тĕлĕшпе çанă тавăрсах ĕçлерĕмĕр. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Халăх сурсан кÿлĕ пулать
Çĕрпӳ округĕнчи Елашра пурăнакан 91 çулти Валентина Владимирова ватлăха пăхмасăр СВОри салтаксене пулăшас тĕллевпе маскировка сетки çыхма çӳрет. Ял халăхĕпе пĕрле кашни кунах культура çуртне утать. «Ĕçе килнĕ пекех. Килмесен «прогул» тунăн туйăнать», — терĕ вăл кăмăллăн.
«Крахмал икерчи те тутлăччĕ»
«Клубра маскировка сетки çыхаççĕ тенине илтрĕм те килсе пăхас терĕм, — малалла тăсăлчĕ калаçу. — Килте ахаль лариччен салтаксене кăштах та пулсан усă кӳрес килет. Малтанах каçхи сменăна çӳреттĕм, халĕ ирхинехине куçрăм: 10 сехет валли килетпĕр те 13-14-сенче каятпăр. Кану кунĕсем те пур пирĕн. Çын нумай чухне чун савăнать, ĕç ӳсĕмĕ палăрать-çке. Пĕр сеткăна самантрах çыхатпăр». Валентина Петровна вăрçă çулĕсем çинчен кĕнекере çеç вуласа пĕлмен, вĕсене хăй тӳссе ирттернĕ. Йышлă çемьере çитĕннĕ вăл. Ашшĕ 1942 çулта Мускав облаçĕнчи Серпухов хули таврашĕнчи çапăçура пуç хунă. Çемьере 6 ача пулнине пăхмасăр амăшне окоп чавма илсе кайнине пĕлтерчĕ Валентина Петровна. «Эпир асаннепе юлнă, — пулни-иртнине куç умне кăларчĕ ватă. Пире, ача-пăчана, вăл пăхса та çитереймен ĕнтĕ. Эпĕ ӳксе алла суранлатнă, каярахпа вăл кукăрăлса юлчĕ. Çавăн пекех ĕмĕре ирттертĕм. Питĕ тухтăр пулас килетчĕ. Çавна май Канашри медицина училищине вĕренме кайрăм. Экзаменра вырăс чĕлхипе сочинени çырса «3» илтĕм. Ку паллăпа общежити те, стипенди те паманнине пĕлсен хытă йĕтĕм, киле таврăнтăм». Пĕр вăхăт вăл Шупашкарти парикмахерскинче вăй хунă: çӳç каснă çĕрте мар, сухал хырмалли чашăк-тирĕке çуса тасатнă. Хăй каланă тăрăх, тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна премисем те панă. Каярахпа фотографа вĕренсе тухнă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен «Чувашфото» салонра çак профессипе ĕçленĕ. Ăна хăй вăхăтĕнче «Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятпа та чысланă. Мăшăрĕпе Николай Владимировичпа ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Шел те, мăшăрĕпе ывăлĕ çĕре вăхăтсăр кĕнĕ. Хĕрĕ çемйипе Мускавра пурăнать. Мăнукĕсем килсех çӳреççĕ. Тăхăр теçетке çула пăхмасăр Валентина Петровна кил тĕрĕшри ĕçсене тăвать, çуллахи вăхăтра пахчара та вăй хурать. Выçлăх çулĕсене аса илчĕ: «Çĕр улми те, çăнăх та çукчĕ. Çавна май уй-хире крахмал пуçтарма каяттăмăр. Уншăн та хăвалатчĕç. Анне çак крахмалран икерчĕ пĕçерсе çитеретчĕ. Пирĕншĕн вăл та тутлă пулнă». Нуша курнăскер Украинăри çар операцине хутшăнакан салтаксене хĕрхеннĕренех ял çыннисемпе маскировка сетки çыхма çӳрет, ыттисемпе танах ĕлкĕрсе пырать. «Юрла-юрла ĕçлетпĕр» Мамликассинче пурăнакан Вячеслав Бардасов тăрăшнипе пуçарнă сăваплă çак ĕçе. Унта 5 ялтан çӳреççĕ: Виçикассинчен, Елашран, Мамликассинчен, Тептикассинчен тата Хурăнвартан. «Маскировка сетки çыхассине эпĕ йĕркеленĕ тесен тĕрĕс мар, — сăмах хушрĕ Вячеслав Геннадьевич сăпайлăн. — Салтак амăшĕсемпе, ялăн хастар çыннисемпе пĕрле пуçартăмăр ăна. Мана вара ушкăна ертсе пыма шанчĕç. Шупашкар тăрăхĕнчи Шăнкаса кайса килтĕмĕр, унта маскировка сетки çыхас тĕлĕшпе пирĕн валли ăсталăх класĕ ирттерчĕç. Пирĕн тăрăхри халăх та хастар пулнине палăртас килет. Укçа пухса материал туянтăмăр. Пире ку тĕлĕшпе «Гвардия» тата «Правда» хуçалăхсен председателĕ Сергей Никитин та пулăшрĕ. Станока хам ăсталарăм. Пирĕн хыççăн Апакассисем те юласшăн пулмарĕç, унта та ушкăн йĕркеленчĕ. Вĕсене те материалпа эпĕ тивĕçтеретĕп. Виçикассисем, Мамликассисем «бантиксене» вырăнта çыхаççĕ. Хатĕрскерсене хам кайса илетĕп, Елашра вĕсене сетка çине вырнаçтаратпăр. Материалпа вăхăтра тивĕçтермесен халăх саланма пултарать. Çакă шиклентерет мана. Спанбонда туянма Шупашкар тăрăхĕнчи волонтерсен ушкăнĕн ертӳçи Виктор Петров пулăшать. Уншăн тавах ăна. Сăваплă çак ĕçе тĕпрен илсен 70-е яхăн çын хутшăнать. Кашни кун вăй хуракансем вара — 25-30-ăн». Вячеслав Геннадьевич каланă тăрăх, окоп çуртисем те хатĕрлеççĕ вĕсем. Ку ĕçе вăл пĕччен пурнăçлать тесен те тĕрĕс — хăш чухне çур çĕрчченех аппаланать-мĕн. Çавăн пекех вăрах çунакан шăрпăк та хатĕрлет. Ăна тума та Виктор Петров вĕрентнĕ. Вячеслав Бардасов — Çĕрпӳри васкавлă медпулăшу водителĕ. Ĕçрен пушансан тӳрех Елашри культура çуртне васкать. Ăна унта ял халăхĕ кĕтет. Кăрлач вĕçĕнче вăл хĕсметре пĕрле пулнă Саратоври юлташĕпе Николай Голевпа Сватово таврашĕнче çар операцине хутшăнакан ĕçтешĕ патне çитсе килме тĕллев тытнă. Çавна май медикаментсем, инструментсем туянма ĕçĕнче укçа пуçтарнине пĕлтерчĕ. Сăмах май, Николай Голев волонтер пулса чылай çул СВОри салтаксем патне Саратовран гуманитари пулăшăвĕ илсе çӳрет. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Мана пурнăçра лайăх çынсенчен ăннă»
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх Çамрăксен театрĕнче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ артистки, Патшалăх премийĕн лауреачĕ Венера Пайгильдина 50 çул тултарнине халалланă юбилей каçĕ иртрĕ.
«Унсăрăн мĕнле эпĕ, Венера Пайгильдина?»
Венера Пайгильдина — Çамрăксен театрĕн çутă та илемлĕ, куракана тыткăнламалла сăнарсем ăсталакан артисчĕсенчен пĕри. Талантлă та илĕртӳллĕ пулни тата вокалпа хореографи пултарулăхĕ пурри илсе çитернĕ те ăна театр сцени çине. Вăл Элĕк тăрăхĕнчи Тури Татмăш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Пĕрремĕш хут сцена çине шкул çулĕсенче «Çутă ĕмĕт» вокал ансамблĕпе пĕрле тухнă. Çак ушкăнпа хĕрача район тăрăх ăçта кăна çитменши!? Ун чухне вăл театр артистки пулма ĕмĕтленмен те. Шкул хыççăн тӳрех Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине çул тытнă. Унта вĕреннĕ чухне Çамрăксен театрĕн директорĕ, режиссерĕ Зоя Ярдыкова ăна чăваш театрĕн труппине чĕннĕ. «Мана пурнăçра лайăх çынсенчен яланах ăннă. Вĕсем пĕрмай çул кăтартса, пулăшса пынă. Зоя Дмитриевна маншăн наставник тата çав вăхăтрах анне вырăнне пулса тăчĕ. Çывăх çыннăма эпĕ ача чухнех çухатнă-çке», — каласа кăтартрĕ Венера Ивановна. Венера Пайгильдина пĕр вăхăт Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче те ĕçленĕ, çапах кайран чун туртнине — драма актрисин шăпинех — суйласа илнĕ. Сцена çинче те вăл пурнăçри пекех: туйăмсен ытамĕнче, сирпĕнсе каясла вĕри тата хăй мĕнле пур — çапла. «Час-часах хамран кĕтмен ĕçсем тăватăп. Унсăрăн мĕнле-ха эпĕ, Венера Пайгильдина?» — палăртса каларĕ вăл. Венера Ивановна калăплакан сăнарсем куракансене пурнăç, юрату тата çынсен хушшинчи хутшăнусем пирки шухăшлаттараççĕ, çав историн пĕр пайĕ пек пулма май параççĕ. Унăн юлашки çулсенчи сăнарĕсем — «Гроза» спектакльти Марфа Игнатьевна Кабанова, «Шурçамкара» — Иккĕмĕш тухатмăш, «Çĕн Кун Ачинче» — Эсрель. «Куккук куççулĕнчи» сăнар артисткăшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку ĕçшĕн Венера Пайгильдина Чăваш Республикин Патшалăх премине тивĕçнĕ. Кĕçнерникун Çамрăксен театрĕнче асра юлмалли ăшă та илемлĕ пултарулăх каçĕ иртрĕ. Кам кăна саламламарĕ ăна çак уяв каçĕнче! Чи малтан Венера Ивановнăна Культура министерствин професси искусствин, вĕрентӳ, тата халăх пултарулăхĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Ольга Ефимова саламларĕ, актрисăн Турă панă ăсталăхне, хăйне евĕрлĕхне палăртрĕ, ведомствăн «Культурăри çитĕнӳсемшĕн» паллипе чысларĕ. Чăваш Енри Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Сергей Павлов Хисеп хучĕпе хавхалантарчĕ. Республикăри культура ĕçченĕсен профсоюзĕн комитечĕн ертӳçи Светлана Демидова, чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши, театр ветеранĕсем, çывăх çыннисем, Элĕк округĕн администрацийĕнче тăрăшакансем, пĕр ял çыннисем сцена çине тухрĕç. Уяв каçне лăк тулли зал пухăнни те Венера Пайгильдинăна куракансем юратнине, ĕçтешĕсем чĕререн хисепленине çирĕплетет. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Салтак 101 çул тултарчĕ
Тăвай тăрăхĕнчи Тăрмăшпа Лачкасран 626 çын Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. 322-шĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă, 304-шĕ тăван тăрăха Çĕнтерӳпе таврăннă. Шел те, çĕнтерӳçĕ салтаксен йышĕ çуллен чакса пырать…
Тăрмăш ялĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Иван Григорьевич Григорьев кăрлачăн 14-мĕшĕнче 101 çул тултарчĕ. Ашшĕ Григорий Михайлович Михайлов Тĕнчен пĕрремĕш, Граждан, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисене хутшăннă. Мăшăрĕпе Александра Федоровнăпа 8 ача çуратса ӳстернĕ. Тăватă ывăлĕпе пĕр хĕрĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă. Вĕсем пурте вăрçă хирĕнчен киле сывă таврăннă. Еленăпа Мария Канашри медучилищĕре вĕреннĕ, медсестрара ĕçленĕ. Кĕçĕн лейтенант Елена Григорьева эвакогоспитальпе тĕрлĕ фронт тăрăх çӳренĕ. Зоя колхоз ферминче ĕçленĕ, Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. Николай — майор, Польшăра Хĕрлĕ çарăн атташе аппаратĕнче ĕçленĕ, Хусан университечĕн физикăпа математика факультетне, Ленинградра Çар транспорчĕн академине пĕтернĕ. Алексей — артиллери лейтенанчĕ. Вăрçă хирĕнче контузи илсе выртса юлнă, партизансен отрядĕнче икĕ çул çапăçнă, хăрах урине çухатнă. Вăрçăран таврăнсан Тăрмăш шкулĕнче нумай çул физикăпа математика вĕрентнĕ. Ивильян летчиксен училищинче вĕреннĕ чухне самолетпа аварие лексе аманнă. Вăрçă хыççăн Канашри учительсен, Хусанти химипе технологи институчĕсенчен вĕренсе тухнă, Шупашкарти Чапаев ячĕллĕ заводра тата энергетика техникумĕнче ертӳçĕре ĕçленĕ. Василий — автомеханик, Канашри, Тăвай районĕнчи хуçалăхсенче вăй хунă. Иван Канашра педучилище пĕтернĕ хыççăн Енĕш Нăрваш шкулĕнче математика вĕрентнĕ. 1942 çулта вăрçа кайнă. «Катюша» артиллери машини çинче оператор пулса çапăçнă. Вăрçă хыççăн Иван Григорьевич Хусан университетĕнче юриста вĕреннĕ, 1950-1963 çулсенче Вăрмар, Куславкка районĕсенче прокурорта, 1963-1965 çулсенче Чăваш Республикин прокурорĕн çумĕнче ĕçленĕ. Унтан ăна Куславкка районĕн партин иккĕмĕш секретарьне, ĕçтăвком ертӳçине лартнă, каярахпа партин Чăваш обкомне куçарнă. 1985 çулта тивĕçлĕ канăва кайнă. Апла пулин те ăна ЧАССР Министрсен Канашĕнче, Аслă Канаш Президиумĕнче юрист ĕçĕсене туса пыма шаннă. 7 çул Шупашкар хула депутачĕ пулнă, 3 хутчен ЧАССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă. Иван Григорьевич — отставкăри подполковник. Ăна икĕ хутчен Хисеп Палли, II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсемпе наградăланă. Вăрçă çулĕсенче Паттăрлăх, Жуков орденĕсене, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Кенигсберга илнĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ. Мăшăрĕ Дария Ивановна Лачкасси ялĕнчен пулнă. Упăшкипе пĕр вăхăтра Хусанта вĕренсе аслă пĕлӳ илнĕ, тĕрлĕ шкулта математика вĕрентнĕ. Григорьевсен çемйи 1950 çулта чăмăртаннă. Мăшăр икĕ хĕр пăхса ӳстернĕ. Людмила амăшĕн çулĕпе кайнă, гимназире математика учителĕнче ĕçлет. Наталия — врач. Иван Григорьевич 101 çул тултарни пире, Тăрмăш çыннисене, чăннипех те савăнтарать. Ун валли тăван ял çинчен çырнă икĕ кĕнеке хатĕрлерĕмĕр. Вĕсен йăхне 1811 çулччен тĕпчесе ятарлă альбом турăмăр. Ветеранпа çу уйăхĕн 9-мĕшĕ умĕн тĕл пулма калаçса килĕшрĕмĕр. Халĕ вара мухтавлă ентеше саламлама, парнесем пама Иван Григорьевичăн йăмăкĕн ывăлне Александр Семеновича /сăн ӳкерчĕкре сылтăмри/ шантăмăр. Александр хăй те шалти ĕçсен службин подполковникĕ. <...>
Вячеслав СИДОРОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать